Çырла


Çырлара


Аслă вăрман уçрĕ

Ешĕл каррине.

Ман сукмакăм чупрĕ

Чăтлăх варрине.

Çут хĕвелĕ шелсĕр

Ăшшине тăкать.

Сулхăн тӳсеймесĕр

Тĕм хыçне тарать.

Вăрман имĕ-симĕ —

Хĕп-хĕрлĕ çырла.

Тутлă, ырă çимĕç

Пирĕн тавралла.

Ăшă, ырă куншăн

Савăнать чĕре.

Кунтăк хыççăн кунтăк

Тулчĕ ĕшнере.

Çырла пиçсе çитсен


Пахча карти çинче

Çырла пиçет хĕп-хĕрлĕн,

Пуçне тайса илет

Сиксе кăшт перĕнсен.

Хĕвел пайăркинче

Сапакисем пин тĕрлĕ,

Шерпет пулас пекех

Çырли татса илсен...

 

Хитришĕн ăмсанатăп,

Тăранайми сăнатăп,

Шутлатăп тек-текех:

Тен, эс шăпа çырни.

Анчах та эп пĕлместĕп,

Мĕнле çырла-ши эсĕ —

Те пĕрлĕхен, те хĕрлĕхен,

Те йăтçырли!

 

Çырла пиçсе çитсен

Вăрах кĕтсе тăраймĕ,

Карта урлах курнать,

Каять пуль сапăнса.

Татса илес тесе

Сикекенсем нумай-мĕн,

Пырса пăхатăп та

Каятăп çаврăнса...

 

Хитришĕн ăмсанатăп,

Ытарайми сăнатăп,

Пулсамччĕ ыттисемшĕн

Йĕплĕ шăлан çырли!

Пахча умĕн иртетĕп,

Пăшăрханса çӳретĕп,

Мĕнле çырла-ши эсĕ,

Кама шăпа çырни?

Çырла вăхăчĕ


Кĕске кăна, пĕр-ик эрнелĕх,

Илемлĕ вăхăт пур çулла:

Уçланкăра куç илĕртмелĕх

Пиçсе çитет мерчен-çырла.

 

Çемçе кавир пек симĕс курăк.

Çырла тĕрри — кавир çинче.

Çырла çеçки тĕл-тĕл шап-шурă

Вырнаçнă тĕрĕ варринче.

 

Пиçет çырла. Хĕвел ăшпиллĕн

Парать çĕре хăй ăшшине.

— Çырла! Çырла! — чупать иркӳлĕм

Ача-пăча вăрман енне.

 

Çак вăхăтра килте-и ларăн?

Çырла пухатăп вăрманта.

... Чун-чĕререн савса мухтарăм

Çак тулăх, тутлă вăхăта.

Çырла пиçсен


Юрататăп чиене,

Тутлă хăмла çырлине!

Эс мана хуть çур пăт пар —

Çисе ярăп самантра.

Хурлăхана питех мар —

Хуратать вăл çăвара.

Пурпĕр кирлĕ мар тесе

Тăмăп эпĕ тиркесе,

Çийĕп ывçи-ывçипе.

Тута-çăвар хуралсан

Çăвăнăп та супăньпе,

Каллех ларăп тап-таса.

Çырлара


Уçланкăра,

Сăрт çинче,

Ешĕл курăк

Хушшииче

Хурăн çырли

Йăл кулать,

Пире чĕнет,

Йыхăрать.

Анчах çырли

Пит чее —

Тупăнмасть

Ман телее.

Анне мана

Вĕрентет:

«Çулçи айне

Пăх эс», —

Тет.

Халь пĕлетĕп

Ăçтине,

Епле çырла

Ӳснине.

Килес çулла

Шăллăма

Ертсе килĕп-ха

Татма.