Çăхав


Çăхав юрри


Карăнтарчĕç те йĕс хĕлĕхе —

Вăш! вĕçертрĕç.

Сасси çеç хăлхара:

«Вăш та вăш,

Вăш та вăш!

Хăш тĕле тĕллесе,

Хăш тĕллев-ĕмĕтпе

Вирхĕнетĕп?

Кам ӳтне, кам юнне,

Камăн чĕрĕ чунне

Витеретĕп?

Ятсăр ятăм — çăхав,

Ятсăр ятăм — ултав,

Çĕрпе пĕлĕт хушши —

Суя çулĕ.

Пулин пултăр апла

Чăлт-шурри те хура,

Нихăçан куçайми

Тепĕр хут чăлт-шурра.

Пулин пултăр апла...

Эпĕ мар айăпра:

Карăнтарчĕç те —

ячĕç мана».