Яшлăх


«Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн...»


Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн,

Яшлăха ăсатрам яш пулса.

Хушăран çеç

Васкаса кайнишĕн

Яшлăха илетĕп ятласа.

 

Яшлăхăм тепре килес пулсассăн,

Хăна тăвăп, — тетĕп, — сар пылпа.

Яшсемпе халь

Амăртма тăрсассăн,

Юнать ватлăх кукăр туяпа.

Вунçичĕ çултаччĕ...


Вунçичĕ çултаччĕ. Иртет вирхĕнсе çеç

яш ĕмĕр, тиха пек. Эпир те пĕрле.

Хирсем, юмахсем пек, пире илĕртетчĕç,

çиçетчĕç çавра кӳлĕсем тĕкĕрле.

 

Хĕвел те çап-çамрăкчĕ — пирĕн çултаччĕ —

тĕнче те вунçичĕ çултах пулнă тем?

Вунçичĕ çулхи ăс — вăл яшлăх çуначĕ!

Çӳреççĕ кăвак тӳпере ĕмĕтсем.

 

Халь урăх эпир те — куçна эс ан чар:

çав çамрăк кунсем хыçала юлчĕç мар-и?

Тупа, юрату... ерипен йăлт вĕрентĕмĕр.

Телей — шухă ут: утланаймăн вăр-вар:

 

Кашни пирĕнтен хăйĕнне хăваларĕ —

тен, иккĕн пĕрле çеç пĕрне вĕçертместĕмĕр.