Шĕшкĕ
Кĕркунне шĕшкĕ тĕмине мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Пăхсан халь хĕрхенес килет. Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ӳкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ питĕ илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлă курăнса ларатчĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.
Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Хуллен çилпех хăйĕн хытă çулçине çăтăл-çăтăл вылятать. Авăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те вăл ăна хĕрхенсе çапла калать:
— Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ӳстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ? Килес çул пĕр мăйăр та ан ӳстер. Мăйăр ӳстерни вăл шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук, — тет.
Шĕшкĕ ăвăс çине вăйĕ-халĕ пĕтнĕ майĕпе аран-аран куçне уçса пăхрĕ. Типсе хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, йынăшса, сассине аран-аран кăларса калать:
— Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ӳстермĕп. Ай-яй-яй, шăм-шак пит ыратать. Йĕпе-сапа пулать пуль, — тет.
Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ. Хĕлле пур йывăç та ӳсмесĕр тĕлĕрсе ларчĕ. Çил-тăман улатчĕ, юр вĕçтеретчĕ, йывăçсене нимĕн те мар: кашласа çеç лараççĕ.
Хĕл иртсен çуркунне пулчĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ те, çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ. Унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халь тем тăвас ĕнтĕ: мăйăр те тăвас, те тăвас мар? Пур йывăç та, пур курăк та кашни харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ӳстерет — йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвеле пăхаççĕ, унăн çутишĕн çӳлелле туртăнаççĕ. Хĕвеле пурне те ыррăн пăхать, ăшă çил ярать, ачашлать. Пит аван, пит илемлĕ.
Ав шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне çав вăрман улмуççийĕн çĕклейми улми пулать. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать, вăл шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. Шĕшкĕ шухăша кайрĕ.
— Ытти йывăçсен пурин те вăррисем — ачисем — пулаççĕ, эпĕ çеç пушă ларатăп, — тет шĕшкĕ. Унăн чунтан-вартан мăйăр ӳстерес килет. Анчах пĕр туратне пăхать — хуçăк. Тепĕр туратне пăхать — туратăн
мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем
хуçса кайнă.
Хĕвел шĕшкĕ шухăшне пĕлсе, хуйхине туйса унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе пăхса калать:
— Ан хуйхăр, пĕчĕк лутра шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Эпĕ сана мăйăр ӳстерсен те, ӳстермесен те пĕр пекех пăхатăп. Пĕр пекех саншăн та ăшă сывлăш яратăп. Кăçаллăха канса, илемленсе лар-ха. Килес çул валли вăй хатĕрле, — терĕ çут хĕвел. Хăй ăшшăн кулать, çут çанталăка илем кӳрет.
Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем саралчĕç. Кашни çĕр, тăм ӳкмессерен, çĕре тăкăнать. Çынсем вăрмана пĕрнесем, хутаçсем çака-çака килеççĕ. Мăйăр татаççĕ.
Акă пĕр ирхине икĕ пĕчĕк ача çак шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сире-сире пăхаççĕ. Пĕр мăйăр та çук.
Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр тупнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, — терĕ пĕр ачи.
Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр-çке. Астуса илтĕм ĕнтĕ эпĕ те. Эпир ку шĕшке мăйăр татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр. Эсĕ ăна астăватăн-и? — терĕ тепĕр ачи.
Астăватăп-çке, — терĕ малтанхи.
Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал шĕшкĕнне пĕр çулçă та, пĕр турат та никам хуçман, шăм-шак ыратмасть.
— Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕре валли çĕклейми мăйăр ӳстеретĕп. Анчах... ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем, — хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăн-тах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене, çапкаланчăк тăракан çулçисене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе çӳçенсе кайрĕ. Хăй хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана: шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и тен?» — терĕ шĕшкĕ.
Хĕвел те шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», — тесе çуталса илнĕ пек пулчĕ.
геннади (2023-10-09 09:44:58):
Мĕн кунта ют саспаллисемпе темле комментарисем çырса тултарнă ? Илсе ывăтма çук-и ?
Geraldtep (2024-08-29 17:48:24):
Trying https://www.nothingbuthemp.net/products/relax-gummies has been totally the journey. As someone pointed on natural remedies, delving into the to the max of hemp has been eye-opening. From THC tinctures to hemp seeds and protein puissance, I've explored a brand of goods. In defiance of the confusion bordering hemp, researching and consulting experts tease helped pilot this burgeoning field. Entire, my sophistication with hemp has been despotic, contribution holistic well-being solutions and sustainable choices.
Geraldtep (2024-08-29 21:06:10):
Disquieting https://www.nothingbuthemp.net/products/indica-gummies has been perfectly the journey. As someone keen on usual remedies, delving into the to the max of hemp has been eye-opening. From THC tinctures to hemp seeds and protein powder, I've explored a miscellany of goods. Despite the misunderstanding neighbourhood hemp, researching and consulting experts receive helped navigate this burgeoning field. Entire, my sophistication with hemp has been despotic, gift holistic well-being solutions and sustainable choices.
AlbertExivy (2024-10-26 18:31:42):
I recently cast-off this area to identify https://synergy3.com/hvac/heating/ , and I couldn’t be happier with the results. The search was straightforward, and I appreciated the particularized profiles and patron reviews in behalf of each contractor. It мейд comparing options and reading nearly other clients' experiences easy. The contractors I contacted were on time, efficient, and offered competitive quotes. This milieu is a unbelievable resource for anyone needing reliable place form services. Greatly recommended payment its user-friendly interface and trait listings!
AlbertExivy (2024-10-26 22:14:00):
I recently used this site to lay one's hands on https://synergy3.com/plumbing/leak-detection-repair/ , and I couldn’t be happier with the results. The search was straightforward, and I appreciated the ornate profiles and bloke reviews on the side of each contractor. It мейд comparing options and reading round other clients' experiences easy. The contractors I contacted were coax, trained, and offered competitive quotes. This site is a fantastic resource in behalf of anyone needing safe place form services. Greatly recommended for its explicit interface and eminence listings!
MichaelWhoks (2024-11-06 22:40:27):
Hiring https://contractorfinder.geappliances.com/contractors/haley-comfort-systems-31581-rochester-mn was a game-changer quest of my accommodations renovation project. From the introductory consultation to the terminating walkthrough, their professionalism and savvy were evident. The rig was communicative, ensuring I was in touch at every stage. Their prominence to detachment was immaculate, transforming my vision into reality with precision. Despite a infrequent unexpected challenges, they adapted swiftly, keeping the concoct on track. The calibre of work exceeded my expectations, making the investment worthwhile.