Пушхирти кĕлчечексем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Шăллăм, ан çиллен. Эпĕ Иванпа тĕл пулни — шăпа. Çапла пулса тухасса кам шутланă-ха? Эпĕ те çамрăкĕмĕрĕме Ивана парнелеме хатĕрленсе пурăнтăм. Анчах хама хам тыта пĕлтĕм. Иван чун-чĕрине ирĕксĕрлесе кĕме шутламарăм, ăна ăнланма тăрăшрăм. Вăл Ленăна юратать. Юратнă та. Ивана икĕ хутчен вилĕмрен çăлса хăвартăм: пĕрремĕш хут Кабулти госпитальре, иккĕмĕш хутĕнче тыткăнра, Турцире...
— Ăнланса пĕтер сире, хĕрарăмсене! Эсир Ленăпа иксĕр те йывăр аманнă арçынна юратса пăрахнă. Ăнланса илĕ-ха Лена малашне инвалидпа пурăнма сĕре те çăмăл маррине...
— Пĕлетĕн-и, шăллăм, вăл мана кун пирки мĕн каланине: «Икĕ алли те, икĕ ури те ан пултăрччĕ. Пурĕпĕрех эпĕ ăна йышăннă, юратнă, качча кайнă пулăттăм», — терĕ. Çапла пулать вăл чăн-чăн юрату тени. Сана качча кайма та вăл тарăхнипе, шанчăкне çухатнипе çеç килĕшнĕ. Ăнлан, Юра, вăл сана юратман. Юратас та çук. Пĕрлешнĕ пулсан та эсир хăçан та пулин уйрăлаттăрах. Юрату пĕр енлĕ çеç хĕмленсе хыпса çунакан вута çаврăнаймасть. Ăна вăй парса, вĕрилентерсе тăракан тепĕр чун кирлĕ. Сирĕн хушăрти туйăмсем пĕр енлĕ çеç пулнă. Пирĕн те. Эпĕ ăна Ивана уçса паман пулсан та...
— Атге аннене вĕлерни куç умĕнчех тăрать. Сана çывăрмалли пӳлĕме хупса хучĕ. Хĕрача тесе хĕрхенчĕ пуль. Ваннăри шыва анне пуçне чиксе хунă хыççăн: «Кур, ывăлăм, пăхса тăр! Сутăнчăк хĕрарăмсене çапла тĕп тумалла!» — тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ, айванскер, хăранипе кăшкăра-кăшкăра йĕтĕм. Атте аллисенчен пырса çакăнтăм. Аннене чĕрĕ хăварма йăлăнтăм. Вăл мана тĕртсе ячĕ. Сан патна хупса, питĕрсе илчĕ...
— Кайран ăна суд турĕç. Тĕрмене хупрĕç. Пире кукамай хăй патне илсе кайрĕ. Анне хушамачĕпе çыртарчĕ. Çук, эпĕ Огнев хушаматпа пурĕпĕр пурăнмастăмччĕ. Улăштараттăмах, — терĕ Маша.
— Эпĕ те... Юрать-ха, мана усрава илчĕç. Эпĕ Смирнов пулса тăтăм.
Тата нумайччен калаçрĕç йĕкĕрешсем. Пиччĕшĕ йăмăкĕнчен ялта пурăнакан кукамăшĕ вилсе кайни çинчен те пĕлчĕ.
— Пурнăçа кăмăл-сипет еккипе илсе пыма май çук. Мĕн тăвар ĕнтĕ, Турă мĕнçырнине курмаллах. Эпир халĕ иккĕн. Йĕкĕрешсем. Пĕртăвансем. Эпĕ те çак совхозрах тĕпленес тетĕп. Ăçта каяс? Турра шĕкĕр, çак пурнăç тĕлне килсе тухрăмăр, — терĕ Маша калаçăва вĕçлесе...
Тата виçĕ уйăх иртсе кайрĕ. Машăпа Юра йĕкĕрешсем пулнине Сергеевсем те пĕлчĕç. Маша каласа пачĕ. Уйрăмах Татьяна Ивановна тĕлĕнчĕ.
— Чуна улталама çук. Эпĕ Юрий Евгеньевич кам ачи пулнине пĕрремĕш хут курсанах ăнланса илтĕм, — терĕ вăл пĕррехинче Николай Сергеевича.
— Ашшĕ-амăшĕшĕн ачисем айăплă мар. Мĕскĕнсем. Çамрăклах тамăк çулăмĕнче вĕтеленсе ӳснĕскерсем. Хăр тăлăхсем. Пуш хирти кĕлчечексем...
— Ан ти&, пурăнччăр, телей тени вĕсем валли те юлнă-тăр-ха. Пĕр-пĕрне шыраса тупрĕç. Хушамачĕсем чăн-чăн ашшĕн пулмасан та. Çĕр çинче, çак çутă тĕнчере пурăнма пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Шел пулин те, путсĕррисем, чуниллисем, çынçиенсем валли те, — терĕ Татьяна Ивановна.
Çак сăмахсене кама асăнса каланине хĕрарăм чĕри çеç ăнланчĕ.
Юлашки вăхăтра Юрий Евгеньевич куллен тенĕ пекех ӳсĕр пулчĕ. Пĕр-пĕчченехĕçрĕ. Çĕтĕлчĕ. Кĕвĕçрĕ. Ăнман пурнăçĕшĕн йăмăкне тылларĕ. Обшежитире шăв-шав çĕклеме пуçларĕ. Эрне каялла Мария Григорьевнăна пусмăрлама тытăнни çинчен те совхозра сас-хура çӳрерĕ.
Выльăх тухтăрĕ çинчен правленире те калаçрĕç. Асăрхатгарчĕç. Усси пулмарĕ. Пĕррехинче...
Маша ĕçрен таврăнса апатланчĕ те пӳлĕмне тирпейлерĕ. Шăллĕ валли апат хатĕрлерĕ.
«Юрамасть кун пек. Ĕçке ерссх кайрĕ вĕт. Мĕн хăтланнине те пĕлми пулчĕ. Манăн унпа кĕçĕр калаçмаллах», — тесе шăллĕпе тĕл пулма хатĕрленчĕ.
Юрий Евгеньевич çур çĕр иртсен тин таврăнчĕ. Ӳсĕр. Ури çинче те аран-аран тăркалать.
— Эх, шăллăм, шăллăм! Мĕнле шуйттан кĕрсе вырнаçрĕ-ши чунна? Юра, вăран тархасшăн! «Симĕс çĕлен» наркăмăшĕ, малашне те ĕçме пăрахмасан, сана тĕп тăватех, — терĕ Маша шăллĕн пӳлĕмне апат-çимĕç илсе кĕрсе.
— «Симĕс çĕлен» тетĕн? Тĕрĕс-с-с! Эсĕ вăл «симĕс çĕлен»! Манăн пурнăçа тĕп турăн-н-н! Сирĕн пек çĕлен-калтасене, сутăнчăк хĕрарăмсене!..
Каччă хăй мĕн хăтланнине ăнланмасăрах Маша аллинчи подноса урипе тапса сирпĕтрĕ. Алăка питĕрсе илчĕ. Йăмăкне клеще пек аллисемпе пырĕнчен тытса пăвма тытăнчĕ...
Пурнăç палли пĕтнĕ хĕр кӳлепине койка çинчен урайне сĕтĕрсе антарчĕ те ун çинчи кĕпе-тумтирне туртса, шăлĕсемпе çыртса çуркалама тытăнчĕ.
— Сирĕн пек сутăнчăк хĕрарăмсене çапла тумалла терĕ атте! — çăварĕнчен кăпăк кăларса хăрăлтатрĕ тискер чĕр чуна çаврăннă Юрий.
Хĕре çаппа çарамас тăратса хăварсан... пиччĕшĕ ăна тискеррĕн мăшкăлларĕ...
— Атте! Куртăн-и? Эпĕ сан пекех паттăр та вăйлă! — ахăлтатрĕ каччă. — Ан кай, атте! Эпĕ те санпа пĕрле пыратăп! — тесе пӳлĕмрен тухса урамалла вирхĕнчĕ.
Юрий Евгеньевич кӳлепине тепĕр кун кӳлĕри вакăран сĕтĕрсе кăларчĕç...
Совхозра пулса иртнĕ трагеди облаçри Шалти ĕçсен управленийĕнче ĕçлекенсене те ура çине тăратрĕ. «Шуçăм» совхозра пурăнакансем мĕн пулса иртнине ĕненесшĕн те пулмарĕç.
Хăрушă пулăм уйрăмах Иван сывлăхне хавшатрĕ. Пирĕштийĕ — çăлаканĕ çакăн пек çут тĕнчерен уйрăлни çĕнĕрен чире ячĕ...
Совхоз масарне вилесенчен пĕрне çеç тирпейлесе пытарчĕç. Облаçри военкомат, совхоз администрацийĕ пулăшнипе Маша вилтăпри çине палăк лартрĕç. Йĕри-тавра тимĕр карта тытрĕç. Афганистан çулăмĕнче çунман, тĕрĕс-тĕкелех таврăннă аслă медсестра сарăмсăр вилĕмне «Шуçăм» совхозра кĕтмен çĕртен тĕл пулчĕ. Тăшман тыткăнĕнче тĕл пулма Турă хушман мăшкăла тăван пиччĕшĕнчен тӳсрĕ...
Иванпа Лена вилтăпри çине хĕрĕх кун, пĕр кун сиктермесĕр çӳрерĕç. Хĕрĕх кун пĕрер чĕрĕ чечек хурса тăчĕç.
«Телейшĕн çунса çынлăха çухатас марччĕ. Хамăра çывăх çынсен ĕмĕтне татас марччĕ. Телей чустине юратупа анчах çăрса çиме юрăхлă çăкăр пĕçересчĕ», — тесе тупа турĕ Иван вилтăпри çине кашни килмессеренех. — Çывăр, пирĕштийĕм. Çывăр, çăлаканăм. Эпĕ санăн умăнта ĕмĕрлĕхех парăмра юлăп.
— Ĕмĕрлĕхех... — терĕ Лена мăшăрĕн сăмахĕсемпе килĕшсе.
X. Телейне кура шăпи
«Шуçăм» совхозра трагеди пулса иртнĕренпе пĕр çул иртсе кайрĕ. Совхозри ĕçсем йĕркеллех пынă пек. Çĕнĕ çул умĕн Иван икĕ урине те çĕнĕ протез ларттарчĕ. Çăмăллисене, яппунсем туса кăлараканнисене. Ура тупанĕсем çуккине вăл хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Хăш-пĕр чухне, мухтанса, туясăрах утса пăхать.
Сидоровсем кăçалхи Çĕнĕ çула пысăк савăнăçпа кĕтсе илеççĕ. Çак кунсенче Ленăна пульницаран кăлармалла. Вăл ача çуратнă. Хĕрача. Хăй пекех илемлине.
«Çакăн пек пысăк савăнăçпа туясăр мар, вĕçсе те çӳрĕн», — тет Иван савăнăçне ниçта вырнаçтараймасăр.
Пĕчĕк ача сасси пĕтĕм кил-çурта ура çине тăратать. Илем кĕртет. Ленăна пульницаран илсе килнĕренпе виçĕ кун иртнĕ пулсан та килтисем пĕчĕк ачипе амăшне куç илмесĕр пăхаççĕ, çумĕсенчен хăпа пĕлмеççĕ. Вĕсем çине тусан пĕрчи те ларма памаççĕ пулĕ. Чупкаласа анчах çӳреççĕ.
Паян каçхине çемье канашĕ пулмалла. Ачана мĕнле ят хурасси çинчен сӳтсе явасшăн.
Ача ашшĕне сăмах пачĕç.
— Эпĕ шухăшларăм-шухăшларăм та... Маша ятран вырăнлине тата хитререххине тупаймарăм. Мĕнле пек?
— Эпир каярах хутшăнăпăр, — терĕ Татьяна Ивановна. — Малтан ашшĕпе амăшĕ калаçса татăлччăр.
— Ах, чее те эсĕ, Иван! Манăн шухăшăма вăрланă. Эпĕ çак ята пепкем чĕре çумĕнче выртнă чухнех суйласа илнĕччĕ, — терĕ Лена мăшăрĕ çумнерех тĕршĕнсе.
— Эпир вара пĕр калаçусăрах парăнса аллăмăрсене çӳлелле çĕклетпĕр. Питĕ аван ят. Килĕшетпĕрех. Çапла-и, карчăкăм?
— Ыйтса тăрать тата...
Ачана ят çыртарнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ Маша Рожкова вилтăпри çине чĕрĕ чечексем кайса хучĕç.
— Куратăн-и, Маша? Эсĕ вилмен. Эсĕ çĕнĕ хунав ярса çак тĕнчерех пурăнма пуçларăн. Пĕчĕк Маша та сан пекех питĕ хитре. Ăслă. Пĕрре те йĕмест. Санăн ĕçне, пурнăçна малалла тăсĕ, — терĕ Иван пуçне тайса.
— Çывăр, Маша, канлĕхне çăтмахра тупмалла пултăр, — тесе каларĕ Лена чечек пуххине тирпейлесе вырнаçтарса.
Çĕнĕ çул хыççăн совхоз директорне районти военкомата чĕнтерчĕç. Николай Сергеевичпа Татьяна Ивановна, уйрăмах Лена, пăшăрханса ӳкрĕç.
— Мĕн эсир, ăсран тайăлтăр-им? Урасăр çынна çĕнĕрен Афганиста — на ăсатмаççĕ ĕнтĕ. Манăн пурнăçпа кăсăкланаççĕ пулĕ, — тесе йăпатрĕ килтисене Иван.
Иван Николаевич Сидоров лейтенанта çар награди пама чĕнтернĕ иккен. Медальне пама ятарласа облаçри çар комиссариачĕн полковникĕ Попов килнĕ. Вăлах Ивана Афганистана яма тесе çураçма килнĕччĕ.
— Мĕнех, Сидоров аслă лейтенант...
— Лейтенант, полковник юлташ.
— Сире аслă лейтенант звани панă тата Хисеп орденне тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Телейлĕ пулăр. Ăнăçусем сунатăп.
— Тавтапуç, полковник юлташ.
— Аслă лейтенант, Сирĕн пата ĕç пур.
— Итлетĕп, полковник юлташ.
— «Хăюлăхшăн» медальпе ĕмĕрлĕхех Рожкова Мария Евгеньевна, медицина службин старшини наградăланнă. Тархасшăн, унăн тăванĕсем çук, чи çывăх тусĕ-юлташĕ — Эсир. Йышăнсамăр Мария Евгеньевнăн наградине...
— Юрать, полковник юлташ, — терĕ Иван сассине çемçетсе тата чĕтретсе. — Пĕлетĕр-и, куллен тенĕ пекех Маша çинчен шухăшлатăп. Вăл маншăн тенĕ пекех хĕсметре пулмалли вăхăтне малалла, хăй ирĕкĕпе тăсрĕ. Мана икĕ хутчен вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Манпа пĕрле тыткăнра пулнă икĕ лейтенант тата капитан, чирĕсем ытла шала кайнăран, Маша аллинчех вилсе кайрĕç. Маша манпа пĕрле турккăсем патĕнче те нушаланчĕ. Вăл тăрăшнипе Турцире ырă çынсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем, эпир тĕрĕк халăхĕ пулнине пĕлсен, ман валли ура тупанĕсем вырăнне протез тутарма укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Посольствăпа çыхăнчĕç. Çапла майпа чиперех Мускава таврăнтăмăр. Маша ирĕклĕ çынччĕ. Ăçта кайма пултарнă — çавăнта каймалли çынччĕ. Кайран кăна ăнланса илтĕм. Вăл мана çав тери юратнă пулнă. Анчах манăн юратăва таптас мар тесе хăйĕн чунне уçса памарĕ. Чăтрĕ. Тарăхтармарĕ. Чуна кĕмерĕ. Мана леçме те пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Кам пĕлнĕ-ха пирĕн патăмăрта ăна вилĕм кĕтсе тăнине?.. Ниçта юрăхсăр вилĕм...
Çук, полковник юлташ, Мария Рожковăна «Хаюлăхшăн» медальпе çеç чыслани çителĕксĕр. Ăна Раççей Геройĕ ятне парассишĕн тăрăшмалла, — терĕ Иван чĕринчен тухакан вĕри туйăмĕпе.
— Сирĕн сĕнĕвĕре шута илме тăрăшăпăр, аслă лейтенант, — терĕ облвоенкомат комиссарĕ.
...Çуркунне енне сулăнсан Татьяна Ивановна час-часах чирле пуçларĕ. Килти ĕçсене Николай Сергеевичпа Лена туса пычĕç. Вырăнти тухтăрсем ăна область е республика поликлиникисенче ĕçлекен тухтăрсене кăтартса пăхма сĕнчĕç.
Николай Сергеевич тӳрех Шупашкара çул тытрĕ. Республикăри Шалти ĕçсен министерствинче ĕçленĕ Белов полковника, Татьяна Ивановна ашшĕн юлташне, шыраса тупрĕ. Полковник юлташĕн ывăлне курсан питех савăнчĕ. Хăй те питĕ ватгине, чирлине шута илмесĕр телефонпа кирлĕ çĕре шăнкăравлама тытăнчĕ. Кампа, ăçта, хăш вăхăтра тĕл пулмалли çинчен калаçса татăлчĕ.
— Пулчĕ те, çамрăк çыннăм, Татьяна Ивановнăна уйăх вĕçĕнче управлени поликлиникинчи ĕçлекен тĕп тухтăр патне илсе килетĕр.
— Тавтапуç, Борис Тимофеевич, хăвăртрах чĕрĕлĕр, — тесе Николай Сергеевич автовокзала çул тытрĕ.
Нарăс вĕçĕнче Иван Николаевич амăшне Шупашкара илсе кайрĕ. Калаçса татăлнă тухтăр патне илсе кĕчĕ. Хăй сывлăхĕ пирки те калаçу пуçарчĕ. Тухтăр Ивана амăшне пăхнă вăхăтра, коридорта кĕтсе ларма ыйтрĕ.
Татьяна Ивановна, тĕрлĕ тухтăрсем патне çӳренĕ хыççăн, юлашкинчен хĕрарăм чирĕсене сиплекен тухтăр патне кĕчĕ. Вăл унта нумаях пулмарĕ. Коридора тухса Иван çумне вырнаçрĕ. Поликлиникăн тĕп тухтăрĕ те вĕсем ларакан вырăна пырса тăчĕ. Часах гинеколог тухрĕ. Тĕп тухтăрпа мĕн çинчен-тĕр пăшăлтатса калаçрĕ.
— Ну, мĕнле, тухтăр? — ыйтрĕ Иван.
— Анализсем мĕн кăтартнинчен чăн диагнозĕ паллă пулĕ. Тепĕр эрнерен пĕлме пултаратăр, — терĕ гинеколог.
Сидоровсем килне таврăнчĕç. Татьяна Ивановнăна чир пуссах пычĕ.
Тепĕр эрнерен Иван Шупашкара кайса анализсем мĕн кăтартнине пĕлсе килчĕ. Кун çинчен амăшĕпе мар, ашшĕпе çеç калаçрĕ.
— Атте, анне питĕ чирлĕ. Хĕрарăмсен чирĕпе. Ар органĕсен рак чирĕ сĕре шала кайнă. Операци туса чĕрĕлес шанчăк çукпа пĕрех. Тархасшăн, аннене ан пĕлтер.
— Мĕн эс, ывăлăм, пĕчĕк ача мар вĕт...
— Ывăлăм, тухтăрсем мĕн терĕç? — ыйтрĕ амăшĕ те.
— Пăшăрханма кирлĕ мар, аннеçĕм. Эсĕ питĕ ывăннă. Кăштах пульницара выртса вăй пухса тăмалла терĕç...
Пуш уйăхĕн çурринче Сидоровсем çемйипех Шупашкара çул тытрĕç. Пĕчĕк Машăна кӳршĕ хĕрарăмĕ патĕнче хăварчĕç.
Кăнтăрла тĕлнелле хулана çитрĕç. Автовокзал тĕлĕнчен иртсе пынă чухне сасартăк Татьяна Ивановна машинăна чарма ыйтрĕ.
— Ывăлăм, куратăн-и, автовокзала кĕмелли алăк умĕнче пĕр старик ыйткаласа ларать. Пирĕн малалли çул ăнтăр тесен манăн çав çынна кăштах та пулин пулăшу памалла. Тархасшăн, пулăшăр мана машинăран тухма.
Иванпа Лена амăшне кĕлмĕç ларакан вырăна çавăтса кайрĕç. Ватă çын çĕтĕк çĕлĕк, çĕтĕк тумтир тăхăннă. Пичĕ-куçĕ сухал ăшне путнă. Умне укçа-тенкĕ пуçтарма картун коробка лартнă. Кăштах укçи пухăннă.
Татьяна Ивановна ачинчен аллă пин тенкĕлĕх укçа ыйтса илчĕ. Ыйткалакан патнелле пĕшкĕнчĕ.
— Турă пулăштăр Сире, вăй-хал патăр, — терĕ вăл ыйткалакана укçа сĕнсе.
Лешĕ сасă еннелле пуçне çĕклерĕ. Сылтăм аллипе укçа патнелле туртăнчĕ. Сулахай алли çук иккен. Алă вырăнĕнче фуфайка çанни çакăнса тăрать.
Ватă çын Татьяна Ивановна çине шăтарасла пахрĕ. Укçа тытма тăснă алли пĕр вырăнта хытса кайрĕ...
— Таня... — терĕ старик аран-аран тухакан тата чĕтрекен сассипе. Татьяна Ивановна хăраса кайрĕ. Сухал ăшĕнче çунса тăракан хура
куçсем тата палланă сасă ăна чĕтреве ертрĕç.
— Женя... — теме çеç пĕлчĕ вăл.
Иванпа Лена амăшне çийĕнчех ура çине тăратса çавăтса кайма хатĕрленчĕç.
— Турă пулăштăр, Женя... — терĕ Татьяна Ивановна малалла утса.
— Анне, кам пулчĕ вăл? — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Иван.
— Женя... Огнев... Машăпа Юрий Евгеньевич ашшĕ. Манăн çамрăк ĕмĕрĕме таптанă чунилли. Çавна пулах ывăлĕпе хĕрĕ те вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Вăл ав пурăнать-ха, вилмен... — терĕ Татьяна Ивановна аран-аран.
... Автовокзал умне васкавлă пулăшу машини пырса чарăнчĕ. Алăк умĕнче ларакан ыйткалакан старик, Евгений Огнев, çĕр çинче выртать. Тухтăрсем ун кӳлепине наçилкка çине илсе хучĕç. Çиелтен хура пусмапа витрĕç...
Татьяна Ивановна операци тунă хыççăн пĕр эрне те пурăнаймарĕ. Наркоз хыççăн вăранаймасăрах вилсе кайрĕ.
Лартнă чечек, пуш хирте пулсан та, пăхсан, шăварсан, çеçке хыççăн çеçке çурать. Вăрă тăкса, тымар ярса йăхне малалла тăсассишĕн тăрăшать.
Пуш хирти кĕлчечексем — Раççей çĕршывăн çамрăклăхĕ, пуласлăхĕ. Кашни халăх ăру хыççăн ăру ӳстерсе хăй йышне хушассишĕн пурăнать. Çут тĕнчере çуралнă чун, шăтса тухнă калча, ӳсме-аталанма майĕсем пулсан — ӳсетех, аталанатех. Чăрмав кӳрекен вăйсем пулмасан...
Çĕнĕ калчан вăйĕ — тымарта. Сидоровсен йăхĕн тымарĕ хăрман-ха, йывăрпа пулин те аталансах, тĕрекленсех пырать. Çĕршыв тымарĕ çеç хăрса ан лартăрччĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...