Пушхирти кĕлчечексем :: Иккĕмĕш пайĕ
I. Юрату — хăй хуçа
«Эх, пĕлнĕ пулсан... Укес вырăна тӳшек сарса хунă пулăтгăм», — тетпĕр пурăнан пурнăçра мĕнле те пулин синкер сиксе тухсан. Малашнехи шăпана Турă çынна пĕлмелле мар тунă. Тĕрĕс те. Этем тени паянхи кунпа савăнса пурăна пĕлмелле. Сывă та тĕрĕс-тĕкелех пурăннăшăн Çăлаканăмăра тав тумалла.
Юрату. Мĕнле туйăм-ши вăл? Ăна кам е мĕнле асамлă вăй шухăшласа кăларнă-ши? Çут çанталăкри пур чĕрĕ чун та çак асамлă туйăм тыткăнĕнче пурăнать: савăнать, кулянать, ахăлтатать, куççуль тăкать, юратать, пĕр-пĕрне кураймасть...
Юрату тыткăнĕнче чĕрĕ чун несĕлне малалла аталанма çĕнĕ çул уçса парать, çĕнĕ Чун çуратать. Пурнăçри инкек-синкере çĕнтерме те вăй-хал парать. «Пурăн, этем чунĕ, пурăн! Юрат, этем ывăл-хĕрĕ, юрат!» — тенĕнех туйăнать. Пурăнатпăр та. Юрататпăр та.
Сывпуллашу каçĕ, çамрăксем шуçăм çутине, çĕнĕ куна кĕтсе илме кӳлĕ хĕррине тухнипе вĕçленчĕ. Иванпа Лена кĕçĕр хăйсем мĕнле ĕçре ĕçленине, çамрăксемшĕн камсем пулнине шута илмесĕрех, каçса кайсах ахăлтатрĕç, юрларĕç, ташларĕç, çамрăклăх туйăмĕн океанĕнче иккĕш пĕр кимĕ çинче ярăнчĕç.
Пиччĕшĕпе йăмăкĕ, паллах, мĕн ачаранах пĕр-пĕрне ăнланса ӳснĕ. Йĕпе сăмсаллă вăхăтра тавлашнă та, кӳреннĕ те... Анчах Иван йăмăкĕ çине алă çĕклесе курман, ачалăх юнтармăшĕ икĕ пĕчĕк чуна ниепле те уйăрайман. Юрату тенĕ туйăм юнтармăш авăрĕнчен çăлăнса тухма пулăшнă.
Иван йăмăкне пукане вырăнне хурса юратнă. Сăмсасем типме тытăнсан пиччĕшĕпе йăмăкĕ хутăш вăрманти юманпа хурăн пулса тăнă.
Йăмăкĕшĕн пиччĕшĕ, çумри пирĕшти евĕр, ачалăх-çамрăклăхăн йывăрлăхĕсен хӳтлĕхĕ пулнă. Пĕр-пĕриншĕн пачах ют çынсем пулнине чĕререн ăнланса илсен те мĕн ачаран аталанса пынă тăванлăх туйăмĕ хăйĕннехтунă: вăтантарнă, мораль саккунĕсене пăхăнса пурăнма хистенĕ, йăнăш çулпа пурнăç вăрманне кĕрсе каясран упранă. Çапах та...
— Лена, киле таврăнма вăхăт. Куратăн-и, тухăç хĕрелсех пирĕн çинелле хăмсарать. Ятлаçать пулмалла. Килелле хăвалать.
— Кăштах çак илемлĕхпе савăнар ĕнтĕ, Иван. Виçĕ-тăватă сехетрен çĕнĕ ĕç кунĕ пуçланать те... Юмахри пек пурнăç илемĕнчен уйрăлса ăна курми те пулса тăратпăр. Сулхăнлата пуçларĕ. Ача чухнехи пек, пиччеçĕм, ытала мана, ăшшуна яланхи пекех мана парнеле.
Иван костюмне йăмăкĕ çине уртса ячĕ. Чĕтрекен пикене ытамне илчĕ. Каччăпа хĕр чĕрисем пĕр-пĕрне ăнланнă пек, туйнă пек пĕр пусăмпа тапма тытăнчĕç.
— Лена, эпĕ сана... Юрататăп, — терĕ Иван, янаххипе хĕр куçĕнчен сĕртĕнсе.
— Пĕлетĕп. Эпĕ те сана юрататăп. Чунтан-вартан юрататăп.
— Çук. Эсĕ пачах та ăнланмарăн-ха. Пиччĕш йăмăкне юратакан туйăмпа мар, арçынпа хĕрарăм хушшинче çеç вăранма пултаракан юрату туйăмĕпе юрататăп.
— Ăнланатăп. Сан чунăнти туйăм ман чĕрене тахçанах кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ. Эсĕ — манăн пичче. Тăван мар пичче. Сана шкулта вĕреннĕ чухне урăх юратупа юратма тытăннă. Анчах вăрттăнлăха уçса пама хăранă. Вăтаннă. Намăсланнă. Пирĕн чунсемпе, чĕресемпе тахçанах икĕ енлĕ юрату хуçаланма пуçланă. Пĕр-пĕрне ыталанă та, чуптунă та, анчах тăванла, пиччĕшĕпе йăмăкĕ хушшинчи туйăмпа, — терĕ Лена Иван кăкăрĕ çумнерех тĕршĕнсе.
— Турăçăм, аттепе анне пĕлсен... Иван, хăратăп эпĕ. Намăсланатăп.
— Иăмăкăм. Савнийĕм. Аттепе анне, пурнăç йӳçлĕхĕнчен çăлăнса тухма пултарнăскерсем, пирĕн хушăмăрти ăшă та ырă туйăмсене тахçанах туйса илнине сăхсăхсах çирĕплетме пултаратăп. Ан пăшăрхан. Вĕсем ăслă, пурнăç тути-масине тутанса пăхнăскерсем. Выртаççĕ пулĕ-ха çĕр çывăрмасăр, пире кĕтсе. Турăран пархатарлăх ыйтса. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса илессе ĕмĕтленсе...
— Çапах та...
Лена каччă еннелле çаврăнса тăчĕ. Те шăннипе, те хумханнипе, те чăтма çук юратнипе икĕ çамрăк чун чĕтрекен тутисемпе хăйсене çеç илтĕнмелле чĕвĕлтетрĕ.
— Чунăмçăм, ытала хытăрах. Пĕтĕм ӳт-пӳ шăтăртаттăр. Мана юратнине çут çанталăк туйса пирĕн çине пăхма вăтантăр. Çĕнĕ туйăмпа, арçынпа хĕрарăм хушшинчи юратупа, пĕрремĕш юрату вăйĕпе ытала. Пĕрремĕш хут чупту...
Иван хĕре йăтса илчĕ. Кӳлĕ хĕрринчен хăпаракан сукмакпа ял еннелле утрĕ.
— Турăçăм, хитре пуканеçĕм! Сана нихăçан та ытамăмран вĕçертмĕттĕм. Вăй-халăм пĕтичченех аллăм çинче йăтса çӳрĕттĕм. Анчах мĕн шухăшласан та, шухăш-туйăмсенчен уйрăлас килмесен те, тӳперен çĕр çине анма тӳр килетех. Куратăн-и, хĕвел хăпарсах пырать. Хăвăртрах киле çитмелле. Кăштах тĕлĕрсе илмелле те ĕçе васкамалла, савнийĕм.
Иван хĕре ăшшăн кăна пит çăмартисенчен чуптуса илчĕ. Лена, тутинчен чуптăвассах кĕтсе киленчĕ.
— Ытлашши юрамасть. Эпир — пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Кашни япаланах хăйĕн вырăнĕ, кашни пулăмăнах хăйĕн вăхăчĕ. Мораль саккунĕ пирĕншĕн çӳлти шайра тăмалла. Эпĕ — санăн. Эсĕ — манăн. Эпир кун çинчен кинори пек пĕр-пĕрне çуламасăрах питĕ аван пĕлетпĕр. Туятпăр.
— Эсĕ яланхи пекех вĕрентме юрататăн. Юрĕ. Килĕшетĕп. Ан кутăнлан. Тутусемпе ăшă çил хумĕ евĕр çеç сĕртĕнсе ил, — терĕ Лена пиччĕш ытамĕнчен çĕр çине анса.
Каччă хĕре асăрхануллăн тутисенченех чуптуса илчĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне алăран тытса, çурхи çереме пĕрремĕш хут сурăх путеккисем тухнă евĕр, ахăлтатса-кулса ял еннелле чупрĕç...
Татьяна Ивановна мĕнле тăрăшсан та çывăрса каяймарĕ. Мăшăрĕ пĕр сехет каяллах тутлă ыйăхпа тĕлĕрет. Мăшлаттарса тарăннăн сывлани кил тăнăçлăхне сыхлать.
Çаврăнкаласа выртса мăшăрĕн канăвне татас темерĕ пулас хĕрарăм — пăлтăра тухрĕ. «Ан тив, кантăр, вăй пухтăр, паян унăн çĕнĕ те йывăр ĕçе пуçăнмалла», — хăйпе хăй калаçрĕ Татьяна Ивановна.
Картишĕнче йытă вĕрни илтĕнсе кайрĕ.
— Трезор, шăп пул! Эпир ку, — терĕ Иван.
Татьяна Ивановна кантăк каррине сирсе урамалла тинкерчĕ. Пӳрт умĕнчи сакă çинче ачисем ыталанса ларнине курчĕ.
— Ай, тур-тур! Кĕçех çутăлать. Вĕсем, пур, халь те çывăрма выртман. Ĕçе каясси çинчен те манса кайрĕç пулмалла.
Çук. Çак сăмахсене амăшĕ пачах та кăмăлсăрланса пăшăлтатмарĕ. Чун-чĕререн, ăшшăн, ачисен савнăçне ăнланса. Унтан вара, ĕçе каяс умĕн кăштах та пулин кантарас килнипе, пăлтăрта шăв-шав кăларчĕ.
— Аттепе анне вăраннă. Атя, хăвăртрах, чӳречеренех пӳрте кĕрер, — терĕ Лена.
Иван уçă чӳречерен Ленăна кĕме пулăшрĕ. Хăй те, кушак пекех, çăмăллăн пӳрте кĕрсе çухалчĕ.
— Вăт пĕчĕк ачасем, пӳрте алăкран та кĕмеççĕ вĕт, — кăмăллăн кулса ятлаçрĕ Татьяна Ивановна. — Эй, Пӳлĕхçĕм, телейлĕ çеç пулччăр ачамсем. Эпир курнă нушапа асапланма ан парсамччĕ, Турăçăм.
Амăшĕ картишĕнче кăштах аппаланнă хыççăн çуллахи пӳрте кĕрсе ирхи апат хатĕрлеме тытăнчĕ.
Хĕвел тӳпене хăпарчĕ. Çĕнĕ кун вăй илсе пырать. Пурнăç лавне пĕр вăхăтра кӳлĕнсе, вăй çитнĕ таран пĕрле туртса чăмăртаннă çемье ирхи апата ларчĕ.
Нумай-и, сахал-и, лайăх-и, начар-и — çемьери кашни çынах çĕнĕ ĕç кунне хăй пĕлнĕ пек, хăй пултарнă таран пуçăнма пикенет. Çутă пуласлăха ĕненсе ĕçлеме хатĕрленет. Вĕсене пурне те пурнăç хăйсем пектунă, пурăнма вĕрентнĕ. Вĕсен савнăçĕ — хăйсен савнăçĕ. Вĕсен пуласлăхĕ — хăйсен пуласлăхĕ. Вĕсен ватăлăхĕ — хăйсен ватăлăхĕ. Вĕсен çамрăклăхĕ — хăйсен çамрăклăхĕ. Вĕсен кулянăвĕ те, юратăвĕ те — хăйсен евĕрлĕ.
Çавна пулах, тен, этем тени кашниех пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшать, çывăхрах пулма ĕмĕтленет. Вĕсем те, Иванпа Лена, пурнăç çулне, мĕнле йывăр пулсан та, хăйсем евĕр утса тухĕç. Пурнăçăн çырман саккунĕпе çапла пулмалла та.
II. Тивĕç — пурнăçлансан илемлĕ
«Шуçăм» совхозри çурхи ĕçсем чиперех вĕçленчĕç. Йывăрлăхсемсĕр пулман паллах, хăçан пулман вĕсем? Кĕрхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсем яланах: «Нихăçан пулман çанталăк йывăрлăхĕсене пăхмасăрах...» — тесе пуçланнă. Уйрăмах хуçалăха ертсе пыракан çамрăк специалистсемшĕн — Иван Николаевич директоршăн тата Елена Николаевна агрономшăн — кăçалхи çураки çăмăллăн иртмерĕ. Ял хуçалăх техникине çурхи ĕçсем пуçланас тĕле юсаса-хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ пулсан та, ĕç вăхăтĕнче юсавлăх пайĕсем, çункăç çителĕксĕр пулнипе совхоз ертӳçи облаçри районсем тăрăх сахал мар çӳрерĕ. Кӳршĕ регионсенче пулса кирлĕ япаласем тупса килчĕ.
Вăрлăх енчен те пăтăрмахсем сиксе тухрĕç. Паян-ыран акана тухмалли вăхăтра совхозăн акмалли пăрçине районтан килнĕ ятарлă комисси пăрахăçларĕ. Елена Николаевна юрăхлă вăрлăх шырама Тутар Республикинчи района тухса кайрĕ. Кĕркунне кивçен памалла пăрçа вăрлăхĕ илсе килмелле пулчĕ. Çапла вăл пурнăç тени, аванпа начар саплашса пынипе юхса пырать. Ыран мĕн пуласса пĕлме çук.
Выльăх-чĕрлĕх самăртакан комплексра та, чăхă-чĕпĕ фабрикинче те пурнăç çиппи татăлсах пычĕ. Юрать-ха, совхоз директорĕ тата тĕп специалистсем пĕр сăмахра, пĕр шухăшра, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса пыра пĕлни хуçалăхри ĕçсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парса пычĕ.
Иванпа Лена хăйсен хушшинчи туйăмсене ашшĕпе амăшне пĕр пытармасăр уçса пачĕç. Николай Сергеевичпа Татьяна Ивановна, ывăлĕпе хĕрĕ калаçса татăласса ĕмĕтленсе пурăннăскерсем, çак ырă хыпара илтсен куçĕсем шывланичченех хĕпĕртерĕç. «Çук, пуш хирти кĕлчечексем мар пирĕн юн тумламĕсем — хамăр пахчара ӳсекен чечексем», — савăнчĕç ашшĕпе амăшĕ. Туйне кĕрхи вăйпа, кĕр мăнтăрĕпе тума калаçса татăлчĕç.
Пурнăç тĕллевне кашни çынах, кашни çемьех хăй пĕлнĕ пек палăртать. Тĕллевсене пурнăçлама мелсем, çулсем шырать. Тăрăшать. Тĕллев тенĕрен, Сидоровсен те çавнашкал — пысăк, телейлĕ, йĕркеллĕ çĕнĕ çемье çавăрса ярасси, несĕлсен тымарне тăсасси. Пĕр паллă çыравçă каларăш — пурăннинчен хаюти çут тĕнчере урăх çук та пулĕ, мĕншĕн пурăннине çеç ăнкарса иле пĕлмелле.
Паянхи правлени ларăвĕнче совхоз ертӳçи пухăннисене çĕнĕ специалистпа паллаштарчĕ.
— Паллашăр, тархасшăн, Юрий Евгеньевич Смирнов, выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ. Ыйтусем пама пултаратăр.
— Эсир авланнă-и? — шӳт тăварах ыйтрĕ Лена.
— Хуравлатăп: авланман, авланма тĕллев те лартман. Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Кукамай патĕнче пурăннă... Тăлăхсен çуртĕнчен çĕнĕ çемьене куçнă... Омскра ветеринари институчĕ пĕтернĕ. Чун туртнипе çуралса ӳснĕ тавраналлах таврăнас терĕм. Сирĕн пек хитре хĕрпе паллашма Турă хушсан питĕ савăннă пулăттăм, — терĕ çамрăк специалист çĕмĕрт пек хура куçĕсенчен асамлă вут-хĕм сапаласа.
Çак çулăмăн пĕр пайăрки Лена куçĕнчен пырса сĕртĕнчĕ. Вăл урăх ыйтусем памарĕ. Куçĕсене çеç каччă куçĕсен тыткăнĕнчен айккинелле тартрĕ.
Лару вĕçленчĕ. Иван Николаевич Ленăран выльăх-чĕрлĕх тухтăрне совхоз обшежитине илсе кайма, унта вырнаçтарма пулăшу ыйтрĕ.
— Юрать. Килĕшетĕп. Эс каланă пек пулĕ, — терĕ агроном.
Елена Николаевнăпа Смирнов общежитие çитичченех пĕр калаçмасăр утрĕç.
«Мăн кăмăллă. Ман ыйту ăна килĕшмерĕ пулас», — шухăшларĕ хĕр.
«Епле хитре хĕрача! Пĕр кашăк шывпах çăтса яма пулать. Эх, çавăн пек юлташ пулсанччĕ», — ĕмĕтленсе тата хĕр илемĕпе киленсе утрĕ каччă.
— Çитрĕмĕр. Манюк аппа! Сан пата çĕнĕ специалист илсе килтĕм! — кăшкăрса ячĕ хĕр алăка уçнă-уçманах.
Комендант, çамрăк хĕрарăм, качча тарават кĕтсе илчĕ. Пушă пӳлĕм алăкне уçрĕ те:
— Ырă сунса кĕтсе илетпĕр, çамрăк çыннăмăр! — терĕ.
Лена пуринпе те сывпуллашса совхоз уйĕсене çитсе курма васкарĕ.
Юрий Евгеньевич япалисене вырнаçтарнă хыççăн комендат патне кĕчĕ.
— Мария?..
—... Григорьевна, — терĕ ăна хирĕç мĕн-тĕр çырса ларакан общежити хуçи.
— Калăр-ха, тархасшăн, совхоз агрономĕ ăнсăртран каччăсăр тунсăхласа пурăнаканскер мар-и?
— Ăнсăртран? Çук. Качча кайман. Сирĕншĕн те çуралман. Паян — ыран качча каймалли пике. Пулас мăшăрĕ — Иван Николаевич. Лăплантăр-и?
— Ăхă, —терĕ каччă пӳлĕмрен тухса.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен Иван Николаевич Сидорова райĕçтăвком председателĕ хăй патне чĕнтерчĕ.
— Тархасшăн, иртĕр тĕпелелле, Иван Николаевич. Сире малтанах кĕрхи ĕçсем ăнăçлăн вĕçленнĕ ятпа саламлатăп. Мухтанма пултаратăр, «Шуçăм» совхоз малтисенчен пĕри. Пур кăтартусемпе те. Каçарăр, паллаш — тарма ĕлкĕреймерĕм — облвоенкомат комиссарĕ Попов полковник. Сирĕнпе курса калаçасшăн.
Комиссарпа Сидоров пĕр-пĕрне алă пачĕç...
Иван килне каçхине тăхăр сехет тĕлнелле таврăнчĕ. Çемье каçхи апат тунă хыççăн телевизор умĕнче канатчĕ. Алăк уçăлнине малтан Лена асăрхарĕ.
— Мĕнле ыйтупа чĕнтернĕ, Иван? — терĕ вăл Иван чунĕ лăпках маррине туйса.
— Хĕрĕм, ыйтăвĕсене кайран парăн. Ывăннă вăл. Выçă та. Атя, аллу — сене çу та апата лар. Сивĕнмен-тĕр-ха, минтерпех хупласа хунăччĕ, — терĕ амăшĕ кухньăна лĕпĕстетсе.
Пӳлĕмре шăп. Аран-аран илтĕнекен телевизор сасси çак шăплăха вăратса пурнăç малалла тăсăлнине асăрхаттарчĕ.
— Ну, — терĕ Лена пурте пукансем çине вырнаçса ларсан.
— Эпĕ салтака каятăп, — терĕ Иван.
— Мĕн??? — янăрарĕ тĕлĕннипе виçĕ сасă пĕр хăрăс.
— Ăнланăр, тархасшăн, эпĕ запасри çар офицерĕ. Аслă пĕлӳллĕ çын. Çитменнине, салтакра пуласси — арçын тивĕçĕ. Пĕр çулталăк хушши сисĕнмесĕрех иртсе кайĕ. Манпа калаçма, мана çураçма облаçран ятарласа комиссар хăй килнĕ. Афганистанра вăрçă пуçланнă...
— Чунăм, çĕр чăмăрĕ çинче вăрçă çулăмĕ нихăçан та сӳнмен. Сӳнмест те. Ман çинчен, аттепе анне çинчен кăштах та пулин шухăшлатăн-и? — терĕ Лена йĕрсе ярса.
— Сирĕн çинчен ытларах шухăшланипе килĕшрĕм те ĕнтĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи, атте-анне, пирĕн несĕлеем, пирĕн юрату умĕнчи тивĕçе пурнăçлас терĕм. Лена, эсĕ мĕн пĕчĕкрен мана ăнланма тăрăшнă. Ăнланнă та. Пурнăçа чыспа, пĕр çылăхсăр пуçласа яни пирĕншĕн иксĕмĕршĕн те, атте-аннешĕн те пысăк сăвап. Çапла вĕт, атте? Çапла вĕт, анне?
Лена пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Татьяна Ивановна куççульне чараймасăр, пĕр чĕнмесĕр ларчĕ.
— Ывăлăм, эпир сана тӳрĕ кăмăллă, çав вăхăтрах — ырă кăмăллă пулма та вĕрентсе ӳстернĕ. Пирĕн шанчăка тивĕçтертĕн. Ӳсрĕн. Çитĕнтĕн. Аслă пĕлӳ илтĕн. Ăслă çын пулса тăтăн. Хăв кăмăлланă, юратнă, хисепленĕ çынна мăшăру пулма суйласа илтĕн. Мухтанатпăр, савăнатпăр санпа. Салтака кайма никам та ирĕксĕрлемест сана. Хăвăн ирĕкĕпех тăванусенчен вăхăтлăха уйрăлатăн. Таврăниччен ĕç вырăнĕ те упранса тăрĕ тетĕн. Хăвăн совеçӳ еккипе пурăн. Ĕçле, ĕмĕтлен... Лена та, аннӳ те ăнланĕç сана. Мĕн тăвăн, хĕрарăм чунĕ çавнашкал, уйрăлма юратманскер. Çулталăк хушши çын ĕмрийĕн пĕчĕк пайĕ çеç. Тепĕр çултан пĕтĕм ял тĕлĕнмелле туй тăвăпăр. Çĕнĕ пурнăç пуçлăпăр. Каçар, ывăлăм, ытлашши каларăм пулсан...
Лена кăштах лăпланнă пек пулса пӳлĕме кĕчĕ.
— Ывăлăм, пил сана, çӳрес çулу такăр пултăр, — терĕ амăшĕ.
— Иван, хăв сăмахна тыта пĕлнине мĕн пĕчĕкрен пĕлетĕп. Каçар, тархасшăн, йĕрсе кăштах кӳрентертĕм. Турă мĕн чухлĕ кĕтсе пурăнма çырнă, çавăн чухлĕ кĕтсе пурăнăп, пиччеçĕм, савнийĕм...
Иван салтака кайнине совхоз çыннисем çеç мар, правлени членĕсем те сисеймесĕрех юлчĕç. Райĕçтăвком председателĕ совхоз директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха Елена Николаевна илсе пымалли çинчен пĕлтерсен тĕлĕннипе çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Çук, агронома тиркенипе мар, ытла та кĕтмен çĕртен пулса тухнипе.
III. Пурнăç тĕлĕк пек
Лена пĕрремĕш çыру илчĕ Иванран. Çырăвпе Сызраньри салтаксене тĕрлĕ çĕрсене хĕсмете уйăрса яракан вырăнтан çырнă. Командирссм пĕлтернĕ тăрăх, ăна Афганистанпа Таджикистан хушшинчи чикке ăсатмалла. Иван — пулас пограничник-офицер.
Хĕр салтак çырăвне темиçе хутчен вуласа тухрĕ. «Юратăвăм. Хура чĕкеçĕм. Эсĕ — пурнăç илемĕ. Юратупа илем — йĕкĕрешсем. Эпир — телей кайăкĕсем, мăшăр кайăк. Пирĕн юрату мĕн ачаран хĕмленсе пынă. Унăн вучĕ хамăр сисмесĕрех пĕтĕм ăс-тăна, чунсене, чĕресене хыпса илнĕ. Ан тив, алхастăр. Тĕнчери чи хăватлă çулăмпа ялкăштăр! Каçар мана, тархасшăн, кăштах кӳрентертĕм те пулĕ. Çулталăк хушшинче нимĕнех те улшăнмĕ. Эпĕ сана, эсĕ мана тата çирĕпрех туйăмсемпе юратăпăр. Юрату кăвайчĕ çине чĕремĕрсен шерепине сапса тăрăпăр. Чăт. Ан хăра. Ĕçре хăюллăрах пул. Сидоровсен йăхĕ çак кунччен намăспа вараланман. Аттепе анне сăмахĕсене ăшна хыв. Вĕсем пирĕншĕн Çветтуй çынсем. Пире хăйсем пек пулма вĕрентсе ӳстернĕ. Сана арçын хĕрарăма чуптунă пек пĕр хутчен çеç сĕртĕнтĕм пулин те, çырла пек хĕрлĕ, уйăх пек çӳхе тутусем манăн пит çăмартисене сĕртĕнсе, ăшăтса тăракан туйăм кунран кун вăйлăланса пырать. Çак туйăм ăшши салтакăн малашнехи кунĕсене вăй парса тăрĕ, çăмăллатĕ. Хирĕç çыру çырма адрес паллă мар-ха. Хĕсметре пулмалли тĕп вырăна çитсенех пĕлтерĕп. Салам правлени членĕсене, аттепе аннене, юлташсене, пĕлĕшсене. Пит çăмартисене ачашшăн сĕртĕнсе чуптăватăп. Тутасенчен чуптума вăхăт çитмен-ха. Ан кӳрен. Эпир санпа ун çинчен калаçса татăлнăччĕ. Вăхăттени ырă тĕлĕк пекех хăвăрттăн иртсе кайĕ. Кĕт. Санăн Иван юману», — тенĕ вырăнсене Лена пăхмасăр калама вĕренчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...