Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


 

Голдберг тата Билл пӳлĕмрен тухаçсĕ. Палатăна Мэри кĕрет. Стеллăпа Мэри сĕтел умне пырса тăраççĕ.

 

Мэри (çĕлен еннелле йĕрĕнсе пăхать). Тискер аçтахан юнĕ те хура!

Стелла. Юнĕ те, чунĕ те, хĕрĕм, хура. Шприц хатĕрле.

Мэри (шкап умĕнче тăрать, курупкăри шприца тытса тĕрĕслет, çав вăхăтрах амăшĕпе калаçать). Епле хăйрăн çак асаплă чире вырăс ачине парнелеме? Мантăн иккен...

Стелла. Мĕне, хĕрĕм?

Мэри (амăшĕпе юнашар пырса тăрать). Эпĕ тек пĕчĕк ача мар. Мантăн иккен кукамай сăмахне? Раççей — чи хаклă çĕршыв, юратнă Тăван çĕршыв терĕ-çке вăл вилес умĕн. Эсĕ вара çак юратăва мĕн виличчен упрама сăмах патăн. Халĕ... Раççей ывăлне, Ефремов Леонид ученăя... нимĕн чухлĕ те шеллеместĕн!

Стелла (хĕрне хăй çумне пăчăртаса). Эх, хĕрĕм. Мĕн чухлĕ тăрăшрăм санăн куçна-пуçна уçас тесе... Билл вăл... ăнсăртран кăларса янă аçтахана.

Мэри (тĕлĕнсе). Вара мĕн? Çĕлен наркăмăшĕнчен те вăйлă япала пур тесшĕн ĕнтĕ эсĕ.

Стелла. Тинех ăнкартрăн. Пур çав. Тата пĕрре мар — темиçе те.

Мэри. Апла Голдберг — хăрушă этем?

Стелла. Кăна ытлашши каларăн. Тархасшăн, ан тĕкĕн ăна. Пĕтĕм айăп Билра.

Мэри. Ара, Голдберг лаборатори пуçлăхĕ, анчах Билл мĕн тăвас тет çавна тăвать.

Стелла. Çапла, Гарри лаборатори пуçлăхĕ, анчах унăн хуçи мар, хуçи — урăх.

Мэри. Кам унăн хуçи?

Стелла. Пентагон... Çитет, ытла шала кĕрсе кайрăмăр. Васкат, тархасшăн, Гаррине. Вăл таçта çĕтрĕ.

Мэри (амăшĕ çумне сĕртĕнет, ачашланать). Кĕçех. Манăн ыйтмалли пурччĕ. Мĕншĕн çак хăрушă лабораторинче ĕçлетĕр эсир? Тата кам вăл Голдберг?

Стелла. Кăткăс самант, анчах манăн ку ыйтусем çине ответлемеллех...

 

Пӳлĕме Голдберг вирхĕнсе кĕрет. Сылтăм аллипе галстукне тӳрлетет, сулахай аллинче — çутă курупка.

 

Голдберг (васканипе чыхăнса калаçать). Карап... çине чĕнеççĕ... Акă антипрепарат тупрăм... Асăрхануллă пулăр. (Тухса каять.)

 

Мэри Ефремова хырăм çине çавăрса хурать те çурăмне спиртпа сăтăрать. Стелла çак вăхăтра шĕвеке шприца тултарать, спиртпа сăтарнă вырăнтан укол тăвать.

 

Стелла (çăмăллăн сывласа ярса). Пĕтрĕ. Пĕр тумлам тăкмасăр антипрепарата тир айне кĕртрĕм. Пар-ха мĕн те пулсан шăлăнма. Ытла шăрăх.

Мэри (бинт таткине Стеллăна тыттарать). Кайса кан. Эпĕ кунта юлăп. Анчах... (Çĕлен вилли çине тарăхса пăхса.) Çак хура муклашкана тасатма кама хушас?

Стелла. Эс ыйтнине ответлесе чуна кантарам-ха малтан. Вара выртса илме те юрать.

Мэри (Ефремова çурăм çине çавăрса хурать). Кансĕр пулсан — кирлĕ мар. Манăн чун лăпланчĕ. Кур! Каччăн пичĕ куç умĕнче çуталса чĕрĕлет!

Стелла. Маттур, Гарри. Кирлĕ эмел тупнă.

Мэри. Каллех Гарри. Кам вăл Гарри?

Стелла (кăмăлсăррăн). Ан тĕкĕн, Мэри, Гаррине терĕм-çке эпĕ. Тархасшăн.

Мэри (Стелла çине тинкерсе пăхать). Каçар, анчах хăв мана ялан пурнăçра пулса иртекен япаласене начар пĕлнĕшĕн ятлатăн-çке... Юрать. Итлетĕп.

Стелла. Хăшĕччĕ-ха санăн пĕрремĕш ыйтăву: аçу çинчен е Гарри?..

Мэри. Гаррине тек тĕкĕнмĕпĕр.

Стелла. Юратнă хĕрĕм!

Мэри. Итлетĕп, хаклă аннеçĕм!

Стелла (Мэрие хăй çумне çупăрлать). Санăн аçу... пирĕн партизансен юратнă командирĕ... совет çар капитанĕ... Павел Арланов... пулнă. (Пуçне усать.)

Мэри. Тавах. Тинех тĕтре сирĕлчĕ, пĕлтĕм манран пытарнă вăрттăнлăха.

 

Мэри амăшне чуптăвать. Лешĕ ăна хăй çумне çупăрлать.

 

Стелла. Йывăр мана çак саманта чăтса ирттерме. Чĕре сиксе тухасла тапать. Кăкăра çурса тухассăн туйăнать.

Мэри. Лăплан. Эпĕ Гарри...

Стелла. Ăна тĕкĕнес мар тенĕччĕ-çке...

Мэри. Çапла... Вăл... аван çын.

Стелла. Тархасшăн, Мэри, шăплан. Йывăр мана.

Мэри. Лăплан. Эсĕ тĕлĕкре те аташатăн.

Стелла. Павел! Поль! Франци портĕнче юлашки хут курса юлтăм ăна. Унтанпа пĕр хыпар та пĕлместĕп.

Мэри (Стеллăна хăй çумне çупăрласа). Лăплан, юратнă анне.

Стелла (Мэрие ыталаса илет). Хаклă Поль! Мэри те сан пекех çуткам, сарă çӳçлĕ яштака хĕр. Сăмси те манăннинчен вăрăмрах, тути те çӳхе, куçĕ вара тинĕсри авăртан та тарăнрах...

 

Леонид Ефремов, вырăн çине тăрса ларнăскер, хĕрарăмсем еннелле тĕлĕнсе пăхать, шурă кĕпе тăхăнма хăтланать. Çакна Мэри асăрхать те амăшне пӳлĕмрен çавăтса тухать.

 

Ефремов (кĕпене ун-кун турткалать, тăхăнасшăн, анчах пултараймасть). Сĕм тĕттĕм. Куç курмасть. Те шурă, те хура.

 

Мэри амăшне палатăран кăларса янă хыççăн пӳлĕме кĕрет те васкаса Леонид Ефремов патнелле утать.

 

Мэри. Чим. Хур кĕпӳне. Пулăшам тăхăнма.

Ефремов. Куç курмасть. Тăхăнаймастăп. Эсĕ кам пулатăн?

Мэри. Çын.

Ефремов. Ăна пĕлетĕп-ха. Çамрăк хĕр. Çепĕç сассунтан сисетĕп. Анчах кам эсĕ?

Мэри. Лăплан та çывăр. Ытла нумай пĕлсен час ватăлан.

Ефремов. Чăн сăмах. Ăçта эпĕ? Хăш çĕршывра? Пĕлтер çакна, тархасшăн, çамрăк пирĕшти.

Мэри. Ирхи хыпар каçхинчен пин хут пахарах. Çывăр ирччен пĕр вăранмасăр.

Ефремов. Мĕншĕн?

Мэри. Ара, хыпара çĕнĕ вăйпа кĕтсе илĕн. Чунна çăмăлтарах пулĕ.

Ефремов (ура çине тăма хăтланать. Хĕр ăна каялла тĕксе лартать). Тарма хăтланнине, карап çинчен тинĕсе сикнине астăватăп, инçетре темле çутăсем ялкăшатчĕç. Мĕнле çутăсем пулчĕç-ши вĕсем?

Мэри. Эпĕ унта пулман, пĕлместĕп.

 

Ефремов сасартăк хĕре аллинчен ярса тытать.

 

Ефремов. Лекрĕн. Тытрăм. Тек вĕçертместĕп сана.

Мэри. Эпĕ сан умăнта айăпа та, çылăха та кĕмен, çавăнпа та вĕçерт аллăма.

Ефремов. Çук, вĕçертместĕп.

Мэри. Апла эпĕ кăшкăратăп.

Ефремов. Мĕн чухлĕ хытăрах кăшкăрăн, çавăн чухлĕ ытларах халăх пухăнĕ. Вара эпĕ тинех хам ăçтине вĕсенчен пĕлĕп. Кăшкăр, тархасшăн.

Мэри (тĕлĕнсе). Çынсем килеççĕ тетĕн-и?

Ефремов. Камсем тата? Паллах, çынсем.

Мэри. Эх, мĕскĕн вырăс. Çак çӳллĕ хӳмесем хыçĕнче, Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче, кăшкăрса халăха пухасшăн. Кама кирлĕ эсĕ?

Ефремов. Апла эпĕ Çывăх Хĕвелтухăçĕнче. Çапла-и?

Мэри. Тен, çапла та пулĕ.

Ефремов (аллине вĕçертет). Эсĕ çав «тен» сăмахсăр калаçма пĕлетĕн-и?

Мэри. Паллах. Ефремов. Ăçта эпĕ? Мэри. Çывăх Хĕвелтухăçĕнче.

 

Ефремов каллех хĕре аллинчен ярса тытать.

 

Ефремов. Тавах сана.

Мэри. Вĕçерт алла.

Ефремов. Пултараймастăп. Мэри. Мĕншĕн?

Ефремов. Илемлĕ, калама çук хăватлă алă. Чĕре таппи ун витĕр илтĕнет.

Мэри. Эсĕ темле урăх юрă ĕнĕрлеме тытăнтăн. Юрату вирусĕ çыпăçмарĕ пулĕ те сана?

Ефремов (шарт сиксе аллине вĕçертет). Вирус мар, туйăм çуралать. Çĕнĕ туйăм! Итле: сана курсан хăватлă туйăм...

Мэри. Эсĕ тем аташатăн?

Ефремов. Çук. Аташмастăп.

Мэри. Шӳтлетĕн, паллах. Мана юратмасан, манпа туслашмасан кампа çыхăнса пĕлтерĕн совет посольствине хăв ăçта выртнине. Çапла-и?

Ефремов (кичеммĕн). Çапла.

Мэри. Çитменнине, санăн укçа та, обществăри хисеплĕ вырăн та çук, çавăнпа та чи шанчăклă çул — Голдберг çемйипе туслашса унăн хĕрĕн пуçне çавăрмалла. Вара укçа та, ят та пулать.

Ефремов. Ку вара ытлашши.

Мэри. Малашлăх кăтартĕ кам тĕрĕс калаçнине. Çывăр, тархасшăн. Атту сывлăху каллех начарланма пултарать.

Ефремов. Халĕ эпĕ пĕтĕм канăçа çухатрăм. Çывăрма пултараймастăп.

Мэри. Апла эсĕ чăнласах... мана... илĕртесшĕн.

 

Ефремов сасартăк сĕтел çинчен урайне сиксе анать.

 

Ефремов. Чăнласах пулсан?

Мэри. Чим. Лăплан, тусăм. Ман пирки эсĕ ан пăшăрхан. Эпĕ сана ялан, кирек мĕнле нушара та пулăшăп, анчах ытти-хытти çинчен ман. Ăнлантăн-и?

Ефремов. Ăнлантăм.

Мэри (кулса). Апла пулсан хăвăртрах улăхса вырт вырăн çине. Атту пĕртен-пĕр çӳхе çытмапа ман умра тăратăн.

Ефремов (васкаса сĕтел çине хăпарать). Каçар.

Мэри (ахăлтатса кулать, малтан качча çурăмĕнчен тĕртсе, унтан кĕске йĕмĕнчен тытса вырăн çине улăхма пулăшать, йĕмĕ çурăлма тытăннăран Ефремов простынь айне чăмать). Пулăшам-ха. Хăвăртрах хăпарса çывăр...

 

Иккĕмĕш картина

Палата. Голдберг шкапри кĕленчесем хушшинче тем шырать. Билл аллине кĕсьене чиксе ун çине мăнкăмăллăн, кăштах вĕçкĕнреххĕн те пăхса тăрать. Билл аллинче темĕнле тĕрке.

 

Голдберг (тĕрке енне кăтартса). Хăвăртрах пытар чăматан тĕпне. Кунта пĕр-пĕр араб килсе кĕрсен аллунти çар тумтирне тӳрех курать. Арабсем халь пач улшăннă. Арăслантан та хăрушă. Питĕ асăрхануллă пул!

Билл (Голдберга сиввĕн). Çарта та канăç çук. Кашни кун ăс параççĕ. Килте те çавах.

Голдберг (ĕнсине хыçса). Пирĕнтен пуçланнă япала мар. Кашни чĕрчун хăй йăхĕшĕн тăрăшать. Эпĕ те çаплах. Маншăн эсĕ чи малтан пĕртен-пĕр ывăлăм, унтан — çар çынни.

Билл. Пĕр япалана манатăн — санăн лаборатори пире пăхăнать. Эсĕ вара мана ăс пама хăятăн!

Голдберг (тĕлĕнсе). Ку сăмаха кĕтменччĕ санран. Билл (хĕрелсе). Эпĕ шӳтлесе.

Голдберг. Апла пулсан юрĕ. Анчах эсĕ тулхăрни ахаль те паллă. Питӳ ав ват кăрккалла — хĕп-хĕрлĕ!

Билл. Тĕрĕс.

Голдберг. Мэрипе харкашса кайнă. Çапла-и?

Билл. Çук. Урăх сăлтав. Совет ученăйне пăркăчлаймастăп.

Голдберг (тăрăхласа). Пулăшу ыйтатăн, офицер господин. Çапла-и?

Билл. Çапла.

Голдберг. Санăн препарату манăннинчен çĕр хут вăйлăрах пулма кирлĕ-çке. Унпа, ман шутпа, çынран тăр ухмах тума та пулать.

Билл. Препарачĕ аванах. Ăна ĕçнĕ хыççăн негр мана робот пек итлеме тытăнчĕ. Çывăрать, çисе тăрансан ĕçлеме тытăнать. Никамран та именмест, нимрен те йĕрĕнмест. Хушсан пулла та чĕрĕллех çиет. Ыйтсан хăйĕн пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕррипе каласа парать.

Голдберг. Апла эсĕ пысăк ĕç тунă. Темиçе çул ĕмĕтленнĕ препарат санăн аллунта! Эп сана тӳрех профессор ятне пама хатĕр.

Билл (тутине пăрса). Ан васка. Препарат вăрттăнлăхне урăххисем тупнă.

Голдберг. Шел.

Билл. Манăн тĕп тĕллев — çак вырăс эсреметне пăркăчласа лартасси. Вăл — парăнмасть. Ăна çĕнтерсен полковник пакунне тепĕр кунах çакса ярĕç. Çĕнтермесен?

Голдберг. Ытлашши ан пăшăрхан. Пулăшăп.

Билл. Тавтапуç.

Голдберг (ывăлне хулпуççинчен тытса). Совет ученăйне ĕçлеттермелле. Çапла-и?

Билл. Çук. Чĕлхине вĕçертмелле. Хăйĕн çинчен каласа патăр.

Голдберг. Вырăс çыннин биографине пĕлессишĕн çавăн чухлĕ препарат пĕтеретпĕр! Ытла пысăк тăкак!

Билл. Пĕлместĕн иккен вăл камне. Ефремов — Куприянов академикăн чи пултаруллă вĕренекенĕ. Çамрăк ученăй ядерлă вăрçă хыççăн этем пурнăçне малалла тăсас пулăма ăнăçлă тĕпчет, çавăнпа ЦРУ ăна Римран каялла Мускава ямарĕ, симпозиумран вăйпах пирĕн пата леçрĕ. Эпĕ, айван, командовани лартнă задачăна пурнăçлаймастăп. Пулăш, тархасшăн, унăн чĕлхине уçма.

Голдберг. Ман шутпа, васкани усăсăр.

Билл. Ара, командовани васкатать. Пирĕн кăçал çĕнĕ препарата тĕрĕслемелле, анчах антипрепаратсăр опыт тума юрамасть.

Голдберг. Антипрепарат хатĕрри çинчен эпĕ Вьетнамрах илтнĕччĕ-çке.

Билл. Вăл пустуй шав кăна пулнă. Темле çăмăлттай, тухăçри медицинăна пĕлекенскер, улталаса укçа тума хăтланнă. Зетăпа хăйне опыт турăмăр та, тепĕр эрнерен çакскер чăн-чăн выльăх пулса кайрĕ... Чĕрĕ ăмана та чăмламасăр çăтать.

Голдберг. Аплах мар пулĕ-ха.

Билл. Ĕненсен — ĕнен, ĕненмесен — хăвăн ирĕкӳ, анчах зетăна тĕпчес енĕпе эпир вырăссенчен малта пыратпăр. Вирус çынран ĕçлекен робот тăвать. Лешĕ вара ĕçет, çиет, ĕçлет, канать, телевизор пăхать, хаçат вулать. Вăхăтран вăхăта чун çинчен сӳпĕлтетет, анчах политикăпа интересленмест, хĕрсем çине пăхмасть. Чура, пĕр сăмахпа каласан, «интеллектуаллă» чура. Ялан хуçа мĕн хушнине тăвать.

Голдберг. Мĕнле калас, пачах выльăха кăларни тĕрĕс япала мар. Нерв системине минретекен препаратсемпе ĕлĕкех усă куратчĕç-ха.

Билл. Халĕ вара пач урăхла. Хамăр çар йышăннă территорире этемрен чăн-чăн робот туса хумалла.

Голдберг. Роботсем вĕсем, ывăлăм, ытлашши ĕрчесе кайсан пĕтĕм цивилизацие те тĕп тăвĕç. Ытлашши ăслă компьютер этемрен те хăрушă.

Билл. Хăрушă мар. Пит ансат меслет. Малтан тăшман территорийĕнче ама вируссене саратпăр. Вĕсем темиçе çул çывăрса выртаççĕ. Кирлĕ вăхăтра вĕсене аçа вирус ыйхăран вăратать. Вара тĕркешӳ тапранса каять. Малтан этем итлекен робот пулать, тепĕр эрнерен, антипрепарат памасан, хăй тĕллĕнех çут тĕнчепе сывпуллашать. Ха-ха! Нимĕнле бомба та кирлĕ мар пире! Атту вĕсем пирĕнтен иртсе каясшăн. Çĕн йĕркелӳ тăваççĕ. Тăрмашчăр. Хе-хе!

Голдберг. Апла ку совет ученăйне СШАна леçмелле, ĕçĕ те пĕтнĕ. Туччăр мĕн тумаллине!

Билл. Тĕлĕнтеретĕн эсĕ мана. Ефремова халĕ Мускавăн чи ăста сыщикĕсем СШАра, Англире, Испанире тата Италире шыраççĕ, çавăнпа та вырттăр вăл халлĕхе сан лабораторире. Тепĕр хут асăрхаттаратăп. Ефремовăн пире Куприянов опычĕсем çинчен пĕлтермелле. Анлантăн-и?

Голдберг. Ăнлантăм. Кĕскен каласан, ядерлă вăрçă хыççăн çĕр çинче миçе процент пурнăç юлма пултарнине Ефремов пуçĕнчен тăпăлтарса кăлармалла. Çапла-и?

Билл (аллисене кĕсьерен кăларса). Халь шавлатăн-ха, анчах куç умĕнчех пулăшас вырăнне сиен кӳретĕн. Мĕншĕн? Ăçта кайса хутăн негра?

Голдберг (çĕтĕлсе). Фашистсем çынсене шеллемен. Вĕсене вĕлернĕ, каснă, çунтарнă. Асаплантарса тĕрлĕ опытсем тунă. Эсĕ те çавнашкалах. Этем çинче опытсем тăвасшăн.

Билл. Куна эс ытлашши вара. Сана карап çине тепĕр хут чĕнме тивет. Курăпăр. Епле калаçăн унта (алăк еннелле утать).

Голдберг (ун хыççăн ыткăнать). Тăхта, Билл! Билл, тетĕп!

Билл (чарăнать, йĕрĕнчĕклĕн пăхать). Кайичченех улшăнтăн. Чăннипех карап çине чĕнсен?

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 17