Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Тавтапуç. Хăвăрт татрăн ыйтăва. Эпĕ тавлашу вăрăма каясран шикленнĕччĕ.
— Тупнă тавлашмалли. Эпĕ пĕр-пĕр шăл витмен ыйту пуласран хăраса чĕтревех ернĕччĕ.
— Пур-и вара саншăн шăл витмен ыйту?
— Ячĕ янăрать — хула пуçĕ! Ĕçĕ курăнсах каймасть-ха. Шăл витмен самант та çителĕклех апла тăк.
— Шӳтлетĕн, тусăм. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ ĕлĕкренех. Тата хальхи саманара хыпар таврашĕ утпа мар, пралук тăрăх та, сывлăшпа та вĕçет. Хальлĕхе усаллине илтмен-ха... Юлашки вăхăтра эсĕ халăх сăмахлăхне юратса пăрахрăн. Мĕне пĕлтерет çак япала?
— Ара, эпĕ çыравçă, савăнпа халăх ăс-тăнĕпе шухăш-кăмăлĕ ялан манпа пулмалла. Унсăрăн паянхи çынна тивĕçтерекен кĕнеке çыраймăн.
— Шел, чăваш чĕлхине пĕлместĕп. Мĕншĕн куçармастăн кĕнекӳсене вырăсла?
— Вăхăт çитмест. Ан кӳрен те, Заил, май килнĕ чухне калам-ха. Эсĕ ытларах ватăсемпе, ветерансемпе туслă. Вĕсен тĕнчинче пурăнатăн. Малашне санăн çамрăксен енне çаврăнмалла. Вĕсемсĕр пурпĕрех нимĕнле улшăну та тăваймăн, хисеплĕ хула пуçлăхĕ.
— Тĕрĕс шухăш. Килĕшетĕп. Волин та леш тĕнчерен çапла çырать.
— Каçар, анчах каллех Волина аса илетĕн. Ан тĕкĕн вилнĕ тусна.
— Ара, тин çеç унăн çырăвне вуларăм. Каллех тĕлĕкре.
— Тĕрĕс ăнлан. Эпĕ сана Волинпа туслишĕн мухтатăп, савăнатăп та, анчах.,.
— Мĕн анчахĕ тата?
— Тепĕр чух каланă сăмах — кĕмĕл, каламанни — ылтăн, çавăнпа та, тен, çăвара хупсан авантарах. Калама юраманнине упăшкуна та ан шарла тенĕ ĕлĕк-авăлах.
— Тупрĕ вăлтмалли. Каласам.
— Апла итле. Шур хут çине çырнине кĕреçепе тасатма çук. Пирĕн пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсене те общество историйĕнчен кăларса переймĕн. Волин пек ырă çын сăмахĕсене итлесе эпир аван пурăннă, ĕçленĕ, çĕнтернĕ, юратнă темелле. Темшĕн-çке вара çав çынсенчен ытла-рах, тарăнрах, маларах шухăшлама вĕренеймен эпир. Паянхи пурнăçра çакă — çĕннине шутласа тупасси — питĕ кирлĕ. Çакăншăн эсĕ яваплă, Заил, мĕншĕн тесен эсĕ хула халăхĕн пуçĕнче тăратăн-çке.
— Тавтапуç, тăванăм. Ман шанчăклă чĕкеçĕм, — тесе Казанбаев арăмне хăй çумне çупăрларĕ. — Епле пуян паянхи ир! Мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш çуратрĕ пуçăмра. Ахальтен каламан иккен хĕрарăмра арçыншăн çĕр вăрттăнлăх пур тесе.
— Ай, — турткаланчĕ Эльвира, — вĕçерт-ха, сывлăш тухмасть. Яшка та чашкăрса тăкăнать.
Казанбаев арăмне ытамĕнчен вĕçертрĕ те хăвăрттăн шуç савăт хуппине уçрĕ. Яшка вĕресе çаврăнса кайнă самант пулчĕ иккен çакă, таврана пулă шăрши сарăлчĕ.
— Тем кĕрет ĕнтĕ паян кашăка? — курнăçланса ыйтрĕ Эльвира.
— Çупах, — хуравларĕ Заил. Тем шухăшласа илчĕ те арăмне куçĕнчен пăхса çапла каларĕ: — Чăваш халăх историйĕ, вăл ăçтан пуçланса кайни интереслентерет мана, эпĕ чăваш хулинче ĕçлетĕп-çке-ха, чăваш хулинче пурăнатăп. Пулăш-ха мана хăвăн халăху çинчен ытларах пĕлме.
Эльвира турткаланса тăмасса пĕлсе ыйтрĕ вăл çакна. Лешĕ чăнах та икĕ хут тилмĕрттермерĕ.
— Чăвашсен паллă профессорĕ Каховский 1965 çулта кун пирки кĕнеке пичетлеее кăларнă, — терĕ. — «Тĕрĕк чĕлхипе калаçакан чи авалхи чăвашсем тĕрĕк-монгол йăхĕсен пĕрлешĕвĕсенчен уйрăлса тухса Байкал кӳлли çывăхĕнче куçса çӳренĕ. Хальхи эрăн пĕрремĕш пин çуллăхăн вĕçĕнче вăл вырăнтан вĕсем Вăтам Азие — Хĕвелтухăç Казахстан хирĕсене — куçса пынă. Çак тапхăралла чăваш йăхĕсен чĕлхи, пурнăç йĕркин уйрăмлăхĕсем çирĕпленсе çитнĕ», — тет вăл унта. — Хунсем çинчен илтнĕ-и эсĕ? Чăвашсем хунсен союзне кĕнĕ. Хансем хушшинчи хирĕ-çĕве, чир-чĕре тата выçлăха пула вĕсем Урал тăвĕсенчен Каспи тинĕснелле çитнĕ. VIII ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Вăтам Атăл тăрăхне кĕмĕл пăлхарсемпе юнашар чăвашсем килсе вырнаçаççĕ.
— Сан çине пăхатăн та, пуçа тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет. Çав кĕмĕл йăхран мар пулĕ те эсĕ?
— Пĕлместĕп. Анчах пĕр самант интереслĕ. Хăш-пĕр кĕнекесенче çапла çырнă: «IX — X ĕмĕрсенче пăлхарсем Атăл тăрăхĕнче пурăнакан çармăссем, пăртассем хушшине кĕрсе куççа вырнаçса пыраççĕ, вĕсемпе пĕрлешсе кайса тури, е вирьял, чăвашсен ушкăнне туса хураççĕ». Манăн атте акă тури чăваш, анчах анне инçетрен, Патăрьел таврашĕнчен.
— Апла санăн юну пăтрашăнса кайнă. Çапла-и?
— Çапла.
— Тинех ăнлантăм вăл мĕншĕн хĕрӳ иккенне.
— Шӳтлетĕн. Юрать. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç пултăр. Санăн, мĕн, юну шăнчĕ те-и? Апла çисем вĕри яшка. Ăшăн.
Эльвира вĕри кăмака еннелле çаврăнчĕ. Яшка хатĕр, анчах сĕтел хушшине ларма васкамарĕ мăшăр, кăштах сивĕнтĕр, Артур та вăрантăр терĕç. Калаçу малалла сыпăнчĕ, кăлтăртатрĕ.
— Ӳкĕнместĕн-и заводран ĕçтăвкома ĕçлеме куçнă-шăн? — ыйтрĕ Эльвира.
— Ун пирки хальлĕхе шутламан-ха.
— Апла — ĕçлеме тытăнман.
— Çĕнĕлле, килĕшетĕп, начартарах пырать ĕç.
— Мĕншĕн?
— Çав инерци тени, уйрăмах ĕлĕкхи тапхăр тыткăнĕнчен хăвăрт тухайманни, пĕтерет. Эпир çӳлтен хушасса кĕтме вĕреннĕ, çавăнпа е пĕлменрен, е малта пулма вăтаннăран, е сĕтел хушшинче ним шутламасăр, алла кĕсьене чиксе ларнăран, — тĕп сăлтавĕ хăшĕ пулнине калама та йывăр, — обществăри çитменлĕхсене хирĕç, экономикăна аталантарассипе пурте кар тăрса ĕçлеместпĕр-ха. Тĕрĕссипе, нумай ĕçлетпĕр, ĕнсене хыçса илме вăхăт çук, анчах... анчах çакă алла усса лармаллине пĕлтермест. Кĕрешмелле пирĕн. Хăвăртрах тумалла улшăнусене, мĕншĕн тесен эпир, ертсе пыракансем, такам хушасса кĕтсе ларнăран пурнăç улшăнăвĕн хăвăртлăхĕ чакать, çакăнпа вара иртĕхсе кайнă каппайчăксем е пăнтăхса хуртланнă эсреметсем усă кураççĕ. Ватăраххисем вырăнне çамрăксене лартмалла. Анчах ваттисем хушшинче те пултаруллисем пур. Тĕслĕхрен, ĕлĕкхилле каласан, манăн пилĕк зампред, анчах вĕсенчен чи аван ĕçлекенни Ипатьев юлташ утмăла çывхарать. Вăл ăнкарма та хăвăртрах ăнкарать, ĕçне те тĕплĕнрех тăвать. Çамрăкки ĕçтăвкома «чапа» кăларчĕ.
— Илтнĕ ун пирки. «Капкăн» журналта та çырнăччĕ. Мамонтова Раиса Ивановна, çапла-и? Мĕнлерех ĕçлет вăл? — куçне хĕсерех ыйтрĕ Эльвира.
— Ăнтан ячĕ. Кашни утăмра пулăшу ыйтать.
— Эсĕ вара пулăшатăн-и?
— Май килнĕ таран пулăшатăп. Çапах та хĕрарăм.
— Чее хĕрарăм, — каллех куçне хĕссе илчĕ Эльвира упăшки çине тимлĕн пăхса.
— Яшка çиме вăхăт. Мамонтовăн хушаматне кура калăпăшĕ. Тупнă калаçмалли.
— Ман шутпа, санăн çилленме сăлтав çук.
— Епле çук?
— Эпĕ сана юратнăран кĕвĕçетĕп.
— Юрать, çитĕ. Вăл хăй ман тавра явăçать.
— Чим, тепĕр ыйту. Юлашки. Раиса Ивановна мĕн енĕпе аван ĕçлет, мĕн енĕпе пултараймасть?
— Пултарнине астусах каймастăп, — пуçне хыçса илчĕ Казанбаев.
— Начар ĕçлени пирки?..
— Аван мар, тусăм, çемьере ют хĕрарăм çинчен калаçма.
— Ку вăл çемье ыйтăвĕ мар. Эсĕ каланă сăмахсем маншăн пин хут хаклă, мĕншĕн тесен вăл шухăшсене эпĕ хамăн геройсем урлă пĕтĕм чăваш халăхĕ патне çитеретĕп.
— Тинех ăнлантăм эсĕ мĕншĕн ман çине вирлĕн, ăмăрткайăк пек тапăннине.
— Вăт танлаштару. — Выляса упăшкине кăкăрĕнчен тĕртрĕ хĕрарăм. — Хăвăртрах кала. Атту, чăн та, яшка сивĕнет.
— Раиса Ивановна вăтам ĕçлет. Çитменлĕхĕ те чылай, анчах кам йăнăшмасть?
— Мана шăп та лăп çав эсĕ асăрханă çитменлĕхсем кирлĕ.
— Раиса Ивановна хӳхĕм пирĕшти. Чылайăшĕ куç хывать ăна. Анчах, ман шутпа, хăйне халăхпа та, куç хĕссе илĕртекенсемпе те тытма пĕлет. Анчах та ĕçре йăнăш хыççăн йăнăш тăвать. Пĕрремĕш тĕслĕх. Кĕркунне хула халăхĕ валли вуншар баржа помидор кăнтăртан илсе килтерет, çав вăхăтрах хамăр таврари пахча çимĕç çĕрет. Паллах, баржа пушат та — ĕçĕ пĕтнĕ, районти пахча çимĕçе вара пуçтармалла-çке-ха. Хăш-пĕр вăйлă хуçалăхсем хулара хăйсен магазинĕсене уçасшăн, анчах Раиса Ивановна çак ыйтăва пач ăнланмасть. Ну, мĕнле? Çитет-и? Е малалла калас-и?
— Çитет, — терĕ те хĕрарăм ассăн сывласа илсе яшка антарма хатĕрленчĕ. Илемлĕ куçне упăшки еннелле çĕклерĕ те: — Тĕрĕсех каланă ĕлĕк: хĕрарăма кăмака кирлĕ, арçынна — ака-суха, — тесе хучĕ. — Килĕшетĕн-и çак шухăшпа?
— Çук.
— Апла эсĕ консерватор, демократ мар.
— Мĕншĕн?
— Тин çеç мана директор ĕçне пăрахма ыйтрăн. Мамонтовăн та çапла тумалла, мĕншĕн тесен пирĕн, хĕрарăмсен, чăн та, ытларах килте пулмалла. Анчах та эсир пирĕн тире ĕçре те, килте те виç хут сӳсе ырă курасшăн. Çиттĕр-ха Улькка. Эпир сире, арçынсене, вĕрентĕпĕр пирĕнтен мăшкăллама, — тесе Эльвира виçĕ тимĕр чашăк яшка антарчĕ те пурте ывăлне вăратма кĕчĕ.
* * *
Ватă Одесса ашшĕпе ывăлне питех те сиввĕн кĕтсе илчĕ. Портран тухсан, Энтри хытă уксахланăран, ашшĕ такси шоферне хăйсене чугун çул вокзалне леçме ыйтрĕ, анчах та лешĕ тӳрех унран доллар пуррипе çуккине ыйтса пĕлчĕ те вокзала илсе каймарĕ. Лавккасенче те вĕсем доллар çук пирки йĕркеллĕ апат-çимĕç туянаймарĕç.
Тротуарпа утакан хавассăр та тĕксĕм çынсем, урине аран сĕтĕрекен ватăсен кăмăлсăр сăн-сăпачĕ, çӳп-çаппа тулнă урамсем — çаксем пурте хуларан хăвăртрах тухса кайма хистерĕç, çавăнпа та Марковсем çак кунах Мускав пуйăсĕ çине ларчĕç.
Тĕп хулара арăш-пирĕш самана тата та хытăрах палăрчĕ.
— Ăçта таврăнтăм эпĕ? — тĕлĕннине пытармарĕ Энтри, ашшĕпе Пысăк театр çывăхĕнчи ЦУМа амăшĕ валли парне илме утаканскер. — Эпĕ социализмла çĕршывăн интересĕсене хӳтĕлеме çара кайрăм, анчах та кунта пурнăç пач улшăннă иккен.
— Çапла, ывăлăм. Асăрхарăн пулĕ, Мускав варринчи хăна çурчĕсен тата пысăк магазинсен ячĕсене пĕтĕмпех акăлчанла çырнă. Кунта та, Одессăри пекех, кашни утăмра доллар кирлĕ.
— Шупашкарта та çаплах-и пурăнăç?
— Мускавринчен çăмăлтарах, анчах йывăрланни кунсерен сисĕнет.
— Апла унта та демократсем хуçаланаççĕ.
— Çапла. Суя демократсем. Пиçсе çитмен çынсем.
— Мĕншен апла калатăн?
— Çитсен ăнланăн. Пуçна халех ан ват. Санăн политикăсăрах ĕç мăй таран, — тесе Марков ывăлне магазина илсе кĕчĕ.
Ăçта эсĕ, чăнлăх?
«Метеор» портран кĕрхи тутă кайăк евĕр мăнаçлăн ярăнса тухрĕ те Атăл варрине çул тытрĕ. Экипаж приборсене тĕрĕслерĕ, двигателе кирлĕ таран шĕвек ячĕ, çакăн хыççăн хыттăн кĕрлесе çунатсене шыв айне пытарчĕ те анаталла вирхĕнчĕ.
— Мĕншĕн васкатпăр Хусана? — ыйтрĕ Эльвира упăшкинчен, ансăр уçă коридорта тавралăха тимлĕн сăнаса тăраканскертен.
— Паян аппан çуралнă кунĕ, — хуравларĕ Казанбаев хăйсем хыççăн вĕçекен чарлансем çине аллипе сулса кăтартса. — Епле илемлĕ кайăк.
— Мана нимĕн те пĕлтермерĕн. Парнесĕр пырса кĕме те аван мар, — хăй йĕрĕнчен пăрăнмарĕ хĕрарăм.
— Мĕн кирли пĕтĕмпех пĕчĕк чăматанра-çке.
— Каллех тем туяннă ĕнтĕ. Намăс ан пултăрччĕ пĕлтĕрхи пек.
— Тăван аппа мана ăнланать.
— Эсĕ арçын, анчах та мана ăнланĕ-ши?
— Сана чăрмантарас темерĕм, мĕншĕн тесен парне туянма Мамонтовăпа Улькка пулăшрĕç.
— Мамонтова? Çав казак хĕрарăмĕ-и? — упăшкине чавсипе тĕксех ыйтрĕ хĕрарăм.
— Çавă. Кунта тĕлĕнмелли нимĕн те çук, мĕншĕн тесен суту-илӳ пĕтĕмпех унăн аллинче, — лăпкăн каларĕ Казанбаев.
— Халĕ ăнлантăм. Ульккана чаплă тутăр туянма кам ггулăшнине те ăнлантăм. Атту, тен, вăл пĕр-пĕр сутуçă тупса яман-ши тесе те шутлаттăм. Çапах та тăлăх хĕрарăм-çке. Мана валли кăна нимĕн те çук, Улькка валли пур, — кӳренсе каларĕ Эльвира, хăй те чаплă япала туянма тата тăхăнма юратаканскер. — Вырăсла каласан, çурăк пысăклансах пырать.
— Мĕнле çурăк? — шикленсе ыйтрĕ арçын, Ульккапа иккĕшĕн хушшинчи çыхăнăва арăмĕ пĕлесрен шикленсе пурăнаканскер.
— Иксĕмĕр хушăри.
— Маншăн санăн вăхăт çук, мĕншĕн тесен çаплах пĕр харăс виçĕ лав туртатăн. Шкул директорĕнчен тухма халĕ те хут çырмастăн.
— Тархасшăн, тĕрĕс ăнлан. Шкулта ĕçлеме пăрахсан эпĕ пурнăç таппине алран вĕçертетĕп-çке. Геройсене тата произведенисен тĕп тĕшшине ăçтан тупăп?
— Çу кунĕ пĕтсе пырать. Артур сан шкулна çуресшĕн мар, — хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнмарĕ упăшки.
— Ыйтса тăмăпăр.
— Эпĕ те унпа пĕр майлă.
— Апла иксĕмĕр хушăри çурăк Атăл пек анлăланса кайĕ.
— Шутлетĕн. Пирĕншĕн ку хăрушă мар, — терĕ те Казанбаев сигарет тĕпне урнăна ывăтрĕ, арăмне ыталаса Шупашкар ГЭСĕ еннелле çаврăнчĕ. — Кур, хальхи этем теме те пĕрлештерет. Емĕрсем хушши лăпкăн юхакан шыва та картланă.
— Эх, тусăм! Кама кирлĕ çутçанталăка пăсса тунă ГЭС пĕвисем? Кун пекех чăрсăрлансан кĕçех пĕтĕм планетăна пĕтеретпĕр эпир! — терĕ Эльвира хăйсем шлюза кĕме тытăннине асăрхаса. — Кур, чарлансем шыв сиккинчен анранă пулăсене тытаççĕ. Пыратăн-и палуба вĕçне?
Заил килĕшсе арăмĕ хыççăн утрĕ.
— Тусăм! — теплоход вĕçне пырса тăнă упăшкине хыттăн ыталарĕ хĕрарăм. — Пĕве татăлсан шыв юххине нимĕнле те чараймăн. Эпĕ те, пĕр уйрăлсан урăх санпала пĕрлешмĕп.
— Мĕншĕн уйрăлу пирки калаçатăн эсĕ? Ăçтан сиксе тухрĕ çак сăмах?
— Мана паян темшĕн тунсăхлă.
— Авă мĕн. Ăнланатăп: эсĕ паян сĕтел хушшинче пусăрăнса ĕçлемен те, санра юрату хĕлхемĕ ялкăшса çунма тьггăннă. Калăпăр, эсĕ ĕçре сахалтарах, килте ытларах пулсан, ман шутпа, тунсăх нихăçан та пусаймĕ пирĕн çемьене. Юлашки вăхăтра килте хăв та манран ытла пулмастăн-çке.
— Хăрушлăх пурах иккен. Эпĕ те малтан эсĕ пĕр-пĕр хĕрарăмпа çыхланса кайнă тесе шутланăччĕ. Эсĕ чăнласах та ĕçе кӳлĕннĕ иккен.
— Паллах, — сăмахне сасартăк çăтрĕ Казанбаев, арăмĕ хăй чăнласах та Ульккапа çыхăннине пĕлме пултарнине ăнланнăскер.
— Тепĕр чухне ĕненме те йывăр сире, арçынсене. Ĕç вăхатĕнчех тем тума та ĕлкĕреççĕ. Малтан тутăр туятаççĕ, унтан...
— Эсĕ мана хĕрарăм çумне çыхма хатĕрленетĕн. Çапла-и? — тарланă çамкине шăлса типĕтрĕ Заил. — Çимен хăймашăн патак çиес килмест.
— Эпĕ çапла хамăн упăшка ӳлĕмрен ют çĕре хăйма çиме ан çӳретĕр тесе каларăм, мĕншĕн тесен хальхи арăш-пирĕш саманара тем те сиксе тухма пултарать. Çитменнине, ун пек ялала пирĕн пурнăçра пĕрре пулчĕ. Сана çухатасран хăратăп эпĕ. Тĕрĕс ăнлан. Эсĕ ывăлна та, мана та кирлĕ.
— Эсĕ, паллах, çав Арланов юмахĕнчен пьеса турăн та, хăв та тепĕр чухне... — сасартăк чарăнчĕ Казанбаев ытлашши сăмах персе янине, арăмне кӳрентерме пултарнине ăнланса илсе.
— Юмах терĕн-и? — сассине хăпартса ыйтре Эльвира.
— Паллах, юмах.
— Юмахĕ — эпĕ çырнă пьеса. Арланов каласа пани тата вăл мана кăтартнă сăн ӳкерчĕксем — пурнăçра пулнă фактсем.
— Çапах та Вăтам Атăл тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ çын çавăн пек лабораторие лекнине тата ача çураттарнине ĕненме йывар.
— Анчах та ĕненетĕн-çке-ха эсĕ Вăтам Атăл тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Андриян Николаев космосра пулнине. Эппин, мĕншĕн-ха Герман Марков çавăн пек лару-тăрăва лекме пултарайман?
— Питех те шел. Гюзель çавăншăн ĕнтĕ турпас пек кăна тăрса юлчĕ. Германăн ютра ача пуррине пĕлсен вăл хăй çине алă çĕклес тейĕ.
— Гюзель ăслă хĕрарăм, упăшкине ăнланма тивĕç.
— Калама çăмăл. Хăв авă Мамонтова е Улькка ятне илтсен тӳрех ман çине сиввĕн пăхатăн.
— Итлетĕп те сана тĕлĕнетĕп. Паян виççĕмĕш хут мана килĕшмен ятсене калатăн. Мĕншĕн? Мана тарăхтарасшăн е чăнласах та сирĕн хушăра тем пулнă? Иккĕшĕнчен пĕри! — çилленнине пытараймарĕ хĕрарăм упăшки çине пăхса.
— Нимĕнтен нимĕр тухма пуçларĕ. Эпĕ ĕлĕкхи саккунпа — арçын правипе усă курса калаçăва тататăп, — терĕ те Заил теплоход алăкĕ еннелле утрĕ.
— Кĕтменччĕ калаçу çапла çаврăнса килессе, — шăппăн каларĕ хĕрарăм хĕрелнĕ куçĕпе тĕлсĕррĕн шыв çине пăхса Теплоход вĕçĕнче чылайччен чул юпа пек вырăнтан сикмесĕр тăчĕ вăл, упăшки таврăнасса кĕтрĕ, анчах ку хутĕнче никам та ăна хăй патне чĕнмерĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...