Çавал сарăлсан :: 10. Тарăн касă


— Мотоцикл урăх тупăнас çук ĕнтĕ, — куларах хуравларĕ Лена.

Мирон сăмах чĕнмесĕрех тăрса юлчĕ, хутлатмалли метр кăларса, сухалакан çĕре виçсе пăхрĕ, мотоциклĕ çине ларса айлăмалла анса кайрĕ. Вăл лайăх клевера пăсаççĕ тесе шутларĕ пулас.

Павелпа Лена пĕр хушă сăмах хушмасăр утрĕç.

— Çитес шăматкун комсомол туйĕ тăватпăр, — терĕ хĕр, шурă кашнине юсаса.

— Мĕнле туй тата? Кам авланать? — пĕлмене печĕ Павел.

— Парторг пĕлмесен намăс. Санька Аннана илет.

— Савни савнине илет те, савманнине кам пырать, — шӳтлесе юрласа ячĕ Павел. — Алли çăмăл пултăр. Пирĕн хусахсен союзĕ арканать. Ваттисенчен ялта эп те, Володьăпа Петĕр кăна тăрса юлтăмăр.

— Сире те авлантаратпăр, — кулчĕ хĕр. — Володьăпа Петĕрĕнне комсомолла туй, сирĕнне коммунистла туй тăватпăр.

— Мĕнлескер вăл коммунистла туй? — кăсăкланчĕ Павел.

— Ăна вара хам та пĕлместĕп.

— Пĕлмесĕрех каламăр. Халь темĕнле çĕнĕ йăла та йĕркене кĕрет. Хам авланас пулсан, туй туса авланас çук. Мĕншĕн телейпе çын умĕнче мухтанас? Каламалла тӳрех: савнă тусăм, эс манăн мăшăр пулма хирĕç мар-тăк, çав самантран манран ан уйрăл. Эп ăçта каятăп, эс те çавăнта пыр. Эп ЗАГС та йĕркешĕн тунă учреждени çеç тетĕп. Тырри пулсан, виçи нумай, теççĕ. Юрату пулсан, пурте пур, пулмасан законпа та тытса тăраймастан. Коммунистлă туй тенĕрен, Коммунизм вăхăтĕнче ЗАГС пулмасть, анчах мăшăрсем паспорт çине штамп лартмасăрах обществă умĕнче вунă хут ответлăрах пулĕç. Эпир халь тепре чухне ятлаçса-хирĕçсе пурăнакан мăшăрсене сăмах чĕнейместпĕр. Икĕ аякки-тăвайкки. Ун чухне кашни çын шăпи сана хумхантарĕ, — вĕçлерĕ Павел.

— Эс коммунизм теоретикĕ иккен, — кулса ячĕ хĕр. — Анчах йăнăш çулпа ан кай. Мăшăрланнă çынна паракан свидетельствă ун чухне те пулĕ. Ман шутпа, уйрăласси çинчен хаçатсене çапакан пĕлтерӳсене пĕтермелле. Çын мăшăрланни çинчен нимĕнле хаçат та шарламасть, уйрăласси çинчен райхаçатран пуçласа республикă хаçачĕсем таранах пичетлеççĕ. Вуласан хăраса каятăн: эй, çынсем, çав териех çураçаймастăр-ши эсир? Халь мăшăрланнинчен ытларах уйрăлни курăнать. Эпир комсомолла туй туса, паянхи çамрăк пĕрлешнине кăтартасшăн. Райхаçатран корреспондент килет. Анчах, эс каланă пек, телее çынран пытарма кирлĕ мар, — хирĕçлерĕ Лена, «эс» çине куçса.

Калаçни ун вырăнлă, хусканăвĕсем чипер йăрă та кăвак куçĕсем паян шухăшлăрах, куç шăрçинчи кантăр вăрринчен пĕчĕк пĕрчĕсем кăна темĕнле çут ахах кĕртсе хунă пек ялтăртатаççĕ. Унпа калаçнăçем, унпа паллашнăçем çав куçсенчи çутă вĕресе тăракан яшлăх хăвачĕ çынна ыр сунакан кăмăлран килнине ăнланатăн.

— Санькăна халь комсомолла туй туса парасшăн. Ху ăна пула Çавалкасра ĕçлерĕн, — терĕ Павел.

— Вăл килме пулăшрĕ. Эп ăна тав тăватăп кăна. Мана вăл пурнăçа пĕлме вĕрентрĕ. Ялта ĕçлени халь комсомол ĕçĕнче пулăшать.

Мирон вĕсене мотоциклпа хӳса çитсе иртсе кайрĕ. Урапа айĕнчен çĕкленекен тусан Павелпа Ленăна пĕр хушă хупласа илчĕ.

— Хăй те тусанпа пĕрех. Пĕрре килсе хуратса хăварать те çухалать. Шăрши те юлмасть, — терĕ Павел.

Лена кам çинчен калаçу пынине ăнланчĕ, вăл та çапла хушса хучĕ:

— Кулăшла этем. Тем çитмест унăн хăтланăвĕнче.

— Ăс-тăн, — тавăрчĕ Павел.

Хĕре ăсатасси пулмарĕ. Пĕр тракторĕ чарăнса ларнă-мĕн. Павела кăшкăрса илсех чарчĕç. Шăпланчĕ тавра. Каччăпа хĕр каçхине клубра тĕл пулма килĕшсе уйрăлĕç. Павел трактор патне кайрĕ.

Таврăнасса вăл хĕвел анас чухне тин таврăнчĕ.

Чӳречесем умĕнчи пахчасене лартнă сиреньсенчен, шап-шурă çĕмĕртсенчен таврана ырă шăршă сарăлнă. Ăна ялта çеç мар, униче патне çитнĕ чухнех туятăн. Çутçанталăк хăйĕн чи капăр илемне пытармасăр, çынсем пĕлмелле, çынсем курмалла, ăнланмалла уçса панăн туйăнать.

— Телее çынран пытарма кирлĕ мар, — Лена сăмахĕсене аса илчĕ Павел.

Халь çеç йӳçсе çитнĕ, хăмлине сĕрме вăхăт çывхаракан сăра пек уçă сывлăша кăкăр туллин сывлать Павел. Чăнах та сăра евĕрлех-мĕн: юна хускатать, тăна çивĕчлетет, шухăша улăштарать.

Çуркунне малтанах ăшшипе савăнтармарĕ. Халь ĕнтĕ çуллахи евĕрлех шăрăх. Чечекĕсене çурса яраймасăр тунсăхланă йывăçсем туй тăваççĕ: кашни çеçке, кашни çулçă савăннăн туйăнать. Çĕр сĕткенне пухса çамрăкланнă çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççипе сиреньсем ачипе юнашар выртса çывăрнă телейлĕ амăшне аса илтереççĕ.

Пӳрте кĕнĕ Павел хăй чĕринче сасартăк тунсăх капланнине туйрĕ. Мĕнтен çуралчĕ вăл? Хăлхара мотор шавĕ янрама пăрахнăран-и? Этем умĕнче тĕллев пулсан, ăна пурнăçлассишĕн çуннă чух вăхăт иртни те сисĕнмест, чĕре тунсăх мĕнне пĕлмест. Кăшт кăна канăç çеç пултăр, ирĕклĕ пушă вăхăт çеç тупăнтăр, шухăш, тунсăх сырса илет. Чăнах та, телей тени, чи пысăк телей ĕçре кăна. Павела паян ĕçлеттерме пăрăхсан, вăл хăйне обществăран уйăрнă пекех туймалла. Тен, уявлăха хăнăхман чĕре çеç çавнашкал канăçсăр?

Ыран Авăслăх уйĕнче ака-суха пĕтет. Вăрман пунктĕнчен çуртсем куçармалла, витесем, мастерской тумалла, электричествă кĕртме юпасем касса тутармаллă, фермăри ĕçсене механизацилеме тытăнмалла. Пĕрлешӳллĕ пуху пулманни икĕ уйăх. Шарламасть ун пирки Прыгунов. Ăна аса илтермелле. Халăха ăнлăнтармасăр мĕн тăвăн?

Агитаторсен отчечĕсем тăрăх, кăçал халăх нихăçанхинчен те лайăх, нихăçанхинчен те хастартарах ĕçлет иккен. Çынсем вăрманпромхозран колхоза таврăнчĕç, пăчкă вырăнне пуртă е сенĕк тытрĕç. Çав халăх çĕкленĕвне халь пĕр самант та чакармалла мар...

Павел васкасах çăвăнчĕ, сухалне хырса, питне хĕп-хĕрлĕ пуличчен одеколонпа сăтăрчĕ. Шап-шурă кĕпе тăхăнса çухине пиншак çухави çинчен кăларса ячĕ.

Пĕлет вăл: ăна Марье кĕтет. Самантлăха Павел унăн илĕртӳллĕ куçĕсене курать, шап-шурă та тикĕс шăлĕсем йăлтăртатса кулаççĕ. Çухалать Марье куçран. Вăл Ленăпа улшăнать.

Павел килĕнчен тухса клубалла утать.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5