Çавал сарăлсан :: 1. Хур кайăксем инçе вĕçсен те…


 

Тусем-сăртсем хуп-хура

Юре кайса пĕтнерен...

 

Анчах курăк тухни курăнмасть-ха.

Анăç час-часах пушарлă, çапах тепĕр кунне çанталăк çуллахи пек пăсăлмасть. Шурăмпуç çăлтăрĕ каллех кĕленче пек таса та кăвак явлăклă.

Паян кăнтăрла иртсен пĕлĕтсем хĕвеле хупларĕç, сĕреке евĕр сарăлса Çавала анчĕç. Ĕнтрĕк çывхарни те сисĕнмерĕ.

Çамрăксем пĕрерĕн-пĕрерĕн Павел патне пуçтарăнчĕç. Каç пуличчен «ДТ-54» маркăллă тракторпа ĕçлекен Гришăпа Элекçи кĕрсе тухрĕç, анчах иккĕшĕ те нумай лармарĕç. Вĕсем ытларах колхоз пурнăçĕ çинчен калаçрĕç. Трактористсене Виссарион Маркович кăмăла каймасть-мĕн. Трактора пачах та пĕлмест имĕш, юсамалла пулсан тӳрех РТСа каймалла. Ăна мĕн? Ĕçкĕ çеç пултăр. Унран эрех шăрши кĕнĕ чухлĕ трактортан мазут шăрши те кĕмест-тĕр.

Пĕр çын хакĕ пасар хакĕ мар тенешкел, тен, кӳрентернĕ пуль бригадир? Теприсем таса çыннах мăшкăлтăк шывĕпе сапма хатĕр. Апла шутлама сăлтав çук пек: вĕсем иккĕшĕ те вăрçăра пулнă, тракторпа та вун виçшер çул ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те пурнăçра пăркаланма юратман çынсем. Шӳте те юратаççĕ. Тĕлĕнмелле шăпаллă вĕсем: пĕр ялтан, пĕрле ӳснĕ, пĕрле çара лексе пĕр пулемет расчетĕнче çапăçнă, пĕр кунтах киле таврăннă. Халь пуçаналлă. Элекçи Купăста Павăлĕн аслă хĕрне, Гришка — кĕçĕннине илнĕ. Элекçийĕ хура, шатра питлĕ, çӳçĕ хĕлĕх пекех хытă. Çавăнпах-ши вăл çӳçне шакла кастарать.

— Куçĕсем хăмăр, çын çине тӳлеккĕн, кăшт ывăннăн пăхаççĕ. Тем йăли тата ун: час-часах пуç ывăтакан лашалла мăйне тăсса карланкине сулахай аллипе сăтăрса илет.

Гриша — сарă, симĕс куçлă, лаптак питлĕ. Сăмси кăвакалăнни пек. Павел çара кайичченех ас тăвать: ĕçре пулсан, Гришăн чи малтан сăмси вараланать, мĕншĕн тесен вăл ăна яланах аллипе шăла-шăла илет. Халь те ав сăмси тăтăшах ĕçекен çыннăнни пек хĕрлĕ.

Павел вĕсене эрех сыптарчĕ. Малтан турткаланса тăчĕç, кайран — кикирикĕсем хĕрсен, хăйсем патне хăнана чĕнчĕç те тухса кайрĕç.

— Тăнлă-пуçлă çынсем, — шухăшларĕ Павел. Пĕр ялтан пулсан та çара кайиччен Павел вĕсемпе пĕрле ĕçлесе кураймарĕ.

Анна фермăна кайиччен апат-çимĕç хатĕрлесе хăварчĕ, чашăк-тирĕк çитмĕ тесе килĕнчен илсе каçрĕ. Хăн юлма килĕшмерĕ. Ĕнесем те сумалла-мĕн, зоокружок занятийĕ те кĕçĕрех. Çитменнине, ашшĕ вырăнне хурала каймалла, лешĕ Павела иртенпех курма килесшĕн. Ĕлĕк фермăра хуралçă иккĕ пӳлнă, кăçал Трофим Матвеевич ĕç кунне ахаль тăккалас мар тесĕ ĕнтĕ те перре çеç хăварнă.

— Кала, хăвăртрах килтĕр хĕреснатте, — ăсатса ячĕ Павел Аннана.

Володя çитрĕ. Уринчи калушне алăк патне сарнă хаçат çине хывса хучĕ, аллинчи сеткине пăтана çакрĕ.

— Анне шăрттан парса ячĕ. Пĕр виç теçетке чĕр çăмарта. Так. Шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшу тенешкел, кăшт-кашт çырткалама пырĕ...

— Çăмарташăн ак комсомол райкомĕнчен лекет. Эс патшалăха парас чух ĕçкĕре пĕтересшĕн, — кулчĕ Павел.

— Эп хам плана тултарнă. Пирĕн çирĕм икĕ чăх, пĕри те халерпе чирлемен, — тикĕс шăлĕсене кăтартса кулчĕ каччă. — Вăл мĕн, Трофим Матвеевичран лекрĕ вăт. Юрать, эп пухуран тарнине пĕлмест. Виссарион Марковичне тавăртăм: эс, терĕм, хăв пасарсем тăрăх пăрусем пухса çӳретĕн пулсан, эп пасара çăмарта пухма тухас çук.

— Сăлтавсăр ан кӳрентер, — вĕрентсе каларĕ Павел.

— Сухан çимесĕр шăршă кĕмест. Вăл-ку та тарам. Эп мансах кайнă: Трофим Матвеевич сана ирех пыма хушрĕ, «Старике» парасшăн пулмалла.

— Мĕнле «старике»? — ăнланмарĕ Павел.

— «С-80» текен трактора. Чĕрĕк хакпа илнĕскерне. Моторне пĕлтĕр кĕркунне юсакаларĕç, анчах гусеницăн пӳрнисем çук. Илме мана ячĕç. Аран яла çитертĕм, — сĕтел умне пырса ларчĕ Володя. Çӳхе пиншак тӳмисене вĕçерчĕ. — Пӳртне хутса тултарнă. Мунча пек, — терĕ.

— Мана çав «старик» çеç кирлĕ те.

Эс аккуна качча панă пек ан савăн. Унпа ĕçличчен ытларах сулхăнра ларатăн. Никăм та тытмарĕ ăна. РТСра списать тунă та Трофим Матвеевич шкул ачисене тимĕр-тăмăр пухтарса илчĕ. Юсасшăн тепĕр пилĕк-ултă пин пĕтерчĕ пуль. Кĕлетки пур ун, çиелтен аванах, анчах килнĕренпе ниçта та тапранман.

Володя ури çăмăл пулчĕ. Санькăпа Петĕр тимĕрçĕ çитрĕç. Саньки витрепе сăра йăтнă.

— Тĕл пулу-тăк — тĕл пулу пултăр. Сăра мар, спирт. Кĕркунне тунăскер; пылпа йуçĕтнĕ.

— Кунашкал кучченеç килсех тăтăр, — тавăрчĕ Володя.

Вĕсем хыççăнах хĕреснашшĕ каçрĕ. Кĕнĕ-кĕменех вăл Павела ыталаса чуп турĕ. Çӳллĕ каччăн лутра пӳлле ватă умĕнче пĕшкĕнме тиврĕ. Мучин куçĕсем шывланчĕç.

— Иртсе лар, иртсе лар, — тӳрех кĕрекене туртрĕ ăна Павел.

Хĕреснашшĕне ытла ватах та темелле мар. Вăл вăрçăчченех сухалне ӳстерсе янă та, халь те сухалпах. Ялта ăна хăйĕнчен çамрăк çынсен ачисем те тахçанах мучи, теççĕ. Вăл ĕлĕкех селĕпчĕ, халĕ малти шăлĕсем ӳкнĕ те тата вăйлăрах палăрать.

— Тахшанах таврăнмалла. Хушашăр кил вăл, йĕвеншĕр кĕшре пекех. Ахаль те ашăрхарăм. Кам пĕлет: кукăр алăллишем тупăнĕш те, пĕр-пĕр япалана йăтша кайшан Микулай Андрейчă айăплă.

— Унашкал калас çук. Тавтапуç сана кил-çурт пăхса пурăннăшăн, — çурăмĕнчен лăпкарĕ Павел хĕреснашшĕне.

— Макарычшăн мар-и, мучи? — кулчĕ тимĕрçĕ Петĕр.

— Сан ятран, хĕреснатте, шампанскинех уçма лекет.

— Мана ахалли те пырать, — тавăрчĕ мучи.

— Ларăр, вырнаçăр, Ыттисем ăçта?

— Ыттисем? — тĕлĕнчĕ Санькă. — Пĕрле вĕреннисенчен ялта эпир çеç. Ыттисем йăлтах аякра. Борис — врач, Иосиф — лесничий, Леонид — инженер. Хĕрĕсем качча кайса пĕтрĕç. Ялта эпир çеç.

— Эпир çын мар-им? — çиçрĕ Володя. — Эпир çĕре юратаканнисем.

Шампански пăкки хаплатса тухрĕ.

— Тĕл пулнă ятпа эппин. Малалла пĕрле пурнассишĕн, малалла пĕрле ĕçлессишен, — кăпăклă стакана çĕклерĕ Павел.

— Шĕтелĕ тулли кĕрекеллĕ, хуши тараватлă пултăр, — тăчĕ хĕреснашшĕ. — Ашу шурчĕ вырăнне кермен шĕклентĕр, уйăх пек шар кин пултăр.

Володя ыр сунакан мучирен кулмасăр чăтаймарĕ.

— Пĕр çиччĕрен кая мар ача-пăча. Хĕреснашшĕ каччă йĕпленине чăн вырăннех хучĕ пулас, эрехне чи малтан ĕçсе сухалне шăлчĕ:

— Ай, шампань! Вĕреннĕ шын мĕн лайăхне пĕлет. Эш пур, Шанька, бригадира кĕнĕренпе аншарли хышшăн чупа пушларăн. Конюшнине пымашшеренех шанран шунăк хуран-шăрши кĕрет. Ак шакна ĕшмелле. Шăрши те щук, чĕрене те кашмаш, ашу-аннӳ те чухăн мар.

— Хĕрне панă чух ĕçĕн, — тĕксе илчĕ Володя. Павелпа юнашар ларакан Санька хĕрелчĕ, тытнă вилкине те каялла хучĕ:

— Чĕлхӳне пăрăç сĕртĕн-им? Çулталăкра пĕрре пулнă та, икĕ çул асăнать.

— Кирлĕ. Эп хăть партийцă мар, анчах ман шукмак партипе пĕрле. Шана Вашли Иванович пĕлет-и? Шук. Эпир унпа кумаллă теме юрать. Вăл мана эшир, тет, эп ăна — эш. Кумшумульцă пулшан эш, шан шул партипе пулмалла. Ĕшрĕн-тĕк — килтен ан тух, партире тăман колхозшникшем ан курччăр.

Павел кулса ячĕ. Хĕреснашшĕ çав-çавах иккен: çынран тăрăхлама юратать, ăс парать.

Çуттине пуçларĕç. Санькан кăрчама та пĕрер курка çаврăнчĕ. Эрех юнсене саланса чĕлхесене салтса ячĕ.

Микулай мучи, чăвашсен йăлипе, хăнана кайиччен çисе каçнă пулас, сахал çырткаларĕ. Кĕçех вăл сĕтел хушшинчен тухса пăхăрпа туртнă йывăç чĕлĕмне пирус ватса тултарчĕ. Вăл каччăсем те хăй патне пырасса кĕтрĕ, лешсем унсăрах сăмах çăмхи çине пусрĕç. Хĕрелсе кăйнă Санька вилкине алран ямасăр калаçать:

— Сана Германие, мана Ленинград облаçне илсе кайрĕç. Зенитчик пултăм. Ракетлă чаçе лекесшĕнччĕ, çук, пулмарĕ. Килтĕм те çартан, вăрманпромхоза. Çул çинче диспетчерта çулталăк ĕçлерĕм. Машинăсене вăрмана кĕме путевкă çырса паратăн та, вăт сан петĕм философи. Кĕсьене укçа шăнкăртах кĕрсе выртать. Киле çӳреме инçе мар, икĕ çухрăм çурă. Уçăлмалăх çеç.

— Тата ма пăрахрăн? — чăтаймасть Петĕр.

— М-ма тесе ват сурăх калать. Сăлтавне эс пĕлмесен те, Павел пĕлет. Эп ăна çырупа пĕлтернĕ.

— Тем, ас тумастăп.

— Пулĕ. Тен, пĕлтерме те маннă пуль? Яланах çыру çырасси çулталăк урпа пăтти çинĕ пекех йăлăхтарать. Пăрахма хам ăс-тăнпах ĕçлеме пăрахрăм. Вăн, тетĕп, Павел малти ĕретре, çĕнĕ çĕрте чапа тухрĕ. Пирĕн председатель те тахçан суту-илӳ ĕçепе аппаланнă, кунпа халь виççĕмĕш колхоза çĕклет. Эп вĕсенчен мĕнрен кая? Путевкăна ăна айван хĕрача та çырса ларать. Пăрахрăм та килтĕм. Вăт ман философи.

— Эп колхозран ниçта та кайман та, çапах пурăнатăп, — хушса хучĕ Петĕр.

Петĕр çиелтен хăйпашка пек курăнать, пичĕ хытанка. Анчах хул пуççийĕ сарлака, брюки ăшне чикнĕ кăвак клеткăллă кĕпи витĕр кăкăрĕсем, тулли хул мускулĕсем уççăнах палăраççĕ. Чăмăрĕ пăт пуканĕ пысăкăшех. Аллин ӳтне кăмрăк тусанĕ кĕрсе тулнă. Çусан та каймасть. Тимĕрçĕ лаççинче мĕн вун ултă çултанпах ĕçлет çав. Амăшĕ ватă пирки ăна çара та илмерĕç. Петĕре малтан ĕçе вĕрентнĕ Шăнкăрч мучи, махоркăпа хутăштарса астматол туртаканскер, юлашки çулсенче ĕçлеймиех пулчĕ. Пĕтĕм тимĕрçĕ ĕçне Петĕрĕн туса пымалла.

Павел тимĕрçĕ лаççинче мĕнле станоксем, мĕнле ĕç хатĕрĕсем пуррипе интересленчĕ, анчах Петĕр хуравĕ ăна çырлахтараймарĕ. Самантлăха кил хуçи шухăша кайрĕ:

— Сан лаçра апла трактор валли плуг тума пулмасть? — ыйтрĕ вăл.

— Плуг? — тĕлĕнчĕ Петĕр. — Ăна РТС мастеркойĕнче те тăваймаççĕ. Пирĕн лаçра ăна тума тимĕр те, хатĕрсем те çук. Тĕренне улăштарса лартма пулать, — тимĕрçĕ лаççи чухăн пулнишĕн хăй айăплă пек, куçĕсене Павелтан пытарчĕ Петĕр.

— Мĕн тăватăн эс плугпа? — хутшăнчĕ Володя. — Кирлĕ пулсан, Прыгунов илсе пырать. Вăл РТС директорĕпе пĕр алри пӳрнесем пек. Кирлĕ пайсене тупма пирĕн председательтен ăсти районта та çук.

— Вăт ку тĕрĕс. Ку Трофим Матвеевичăн философийĕ, — хушса хучĕ Санька. — Вăл кирек кама та хĕл варринче апельсин тупса пама пултарать.

Чĕлĕмне туртса пĕтернĕ Микулай мучи каллех сĕтел хушшине пырса ларчĕ. Татах ĕçрĕç.

— Павăл, итле, мĕн калатăп эп шана, — кăлпасси татăкне çăварĕнче йăвалантарчĕ Микулай мучи. — Урăх ништа та кайманни аван вăл. Выртан кашка мăкланать, щӳрен кашка якалать.

— Пуçĕпех таврăнтăм ĕнтĕ.

Чикмек юпишем нумăйăшĕ шĕрше кайнă. Шулла вишĕшне улăштарша лартрăм. Тата тепĕр шичĕ-шакăр шып юшамалла. Каллех тракторпа ĕшлеме каятăн пулшан, вăхăту пулмаш. Авланаш пулать шан. Хĕрарăмшăр кил — амăшĕшĕр ача. Аршына шамрăкла авланнине нимĕн те шитмешт, уншăрăн вăл чупкăнланша каять. Шалтака кайичченех авлан, терĕм. Эш ман ывăл вĕт, — терĕ Микулай мучи.

Вăл сасартăк тапса тухнă куççульне шăлса илчĕ. Ват çын хуйхине пурте пĕлчĕç: вăрçăран виçĕ ывăлран пĕри те таврăнман. Кашниех кĕреш юман пек тĕреклĕскерсемччĕ.

Мучи хăйĕн çемçелнĕ кăмăлне часах хытарчĕ. Çамрăксене хăв хурланнине кăтартмалла-и ара? Эй, ĕмĕр сакки сарлака. Тем те курнă пуль: утмăл пиллĕкрех ав, малти шăлсем те ӳксе пĕтрĕç, пуç та кукшаланса кайрĕ. Вĕсен пурнăçĕ çеç унашкал ан пултăрччĕ, ан тухтăр тек вăрçă.

Хăнасем хуллен саланчĕç.

Чи малтан «хăмла пахчине шаларах кĕршен ирхине пуш ыратать» тесе çамрăксенчен ытларах ӳсĕрĕлнĕ хĕреснашшĕ тухса утрĕ. Виçĕ каччă пĕрлех тапранчĕç.

Хăнасем кайсан, пӳртре пĕччен ларас килмерĕ Павелăн. Ытла та пушă та тăлăх пӳрт ăшчикки. Амăшĕн арчи те, тумтирĕсем те хĕреснашшĕсем патĕнчех. Паян вăл вĕсене илсе каçма шухăшламарĕ. Казахстанран янă хăй япалисем те паян-ыранах çитес çук.

Вăл тумлансах тухрĕ. Тулта уçă. Уй енчен ăшă çил вĕрет. Хушшăн-хушшăн вĕтĕ çумăр пĕрчисем ӳкеççĕ. Юр татах нӳрелсе кайнă, хуралт тăррисем çаплах тумласем тăкаççĕ.

Акă вăл тăван кĕтес! Мĕн чухлĕ тунсăхламан-ши чĕре кунта килесшĕн? Шухăшсем çунатланса вĕçнĕ, çывăрса каяймасăр мĕн чухлĕ асапланнă. Яланах умра тăван кил-çурт, савнă хĕрĕн тăван та çывăх сăнарĕ туха-туха тăнă. Вăлах мар-ши уйăрчĕ Павела çак ялтан? Çапла çав, çапла: пĕр сăлтавĕ Галя пулчĕ. Анчах халь ăна мĕншĕн аса илес?

Каччă анаталла утрĕ.

 

6

Пĕр-пĕр урам, палланă йăмра е алăк умĕнчи пĕчĕк кăна тенкел, халь юр айĕнчен хуп-хура йĕпенсе тухаканскер, иртнине аса илтерет.

Павел Гальăсен тĕлне çитрĕ.

Пулман вăл вĕсем патĕнче пĕрре те, анчах кил-çурчĕ тĕлне ăçтан мантăр-ха? Авă, урамалла тухакан икĕ чӳречи çап-çутах. Виççĕмĕш чӳречи тĕксĕм. Халь шалта ашшĕпе амăшĕ çеç ĕнтĕ.

Хăй? Тахăш хулара вăл, ăна Павел пĕлеймест. Мĕн тăвăн: савнийĕ те çук, юратăвĕ те иртсе кайнă, анчах чĕре çаплипех ухмахланса, картлатса сикет. Аса илӳ йăл илет те — çăмхи хăй тĕллĕнех сӳтĕлме пуçлать.

Çуллахи ăшă каç. Пахчари тенкел çинче санла юнашар хĕр ларать. Çывăхрах вăйă карти шавлать. Çумра савни пулсан, мĕншĕн вăйă картине тăмалла? Сывлăш пиçсе пыракан çĕмĕрт шаршипе тулнă. Тӳпере çĕнĕ уйăх çурла пек çакăнса тăрать. Ун çине пăхсассăнах Степан Щипачевăн сăвви аса килет:

 

Сидим одни, обнявшись под луной.

Но все длинней косые тени кленов.

Луна спешит: на целый шар земной

Она одна, одна на всех влюбленных.

 

Çапла çав, çапла: хăв юратнă чух пĕтем тĕнче юратнăн туйăнать, пĕтĕм тĕнче санпа пĕрле савăнать.

Кĕркунне Гальăн института каймаллаччĕ... Пуç тăрринче — пан улмисем. Хĕрĕн пичĕ те йĕкĕте пулса çитнĕ улма пек туйăнать. Павел малтанхи хут ыталаса чуп турĕ. Çавăн чух, ăнсăртран пĕлĕт айĕнчен, тулли уйăх тухсан, вăл çулмаклă та пиçсе çитнĕ ылтăн арпус пек курăнчĕ. Ура вĕçнех пан улми татăлса ӳкрĕ.

— Яр, пăчăртаса вĕлеретĕн, — терĕ хĕр. Анчах хăй каччăран пăрăнмарĕ, каччăран тармарĕ.

— Кĕтетĕп. Манран лайăххи тупсан — манса начартараххи лексен — аса илĕн, — терĕ каччă.

— Павел мĕнле намăс мар сана? Пĕр эс çеç ман чĕрере, — тавăрчĕ хĕр.

Капланса килекен хура пĕлĕт уйăха шăналăкĕпе хупласа хучĕ те тавралăх тĕксĕмленчĕ...

Вĕреннĕ чух вăхăт сахал. Яла Галя сайра хутран çеç килкелесе кайрĕ. Çырусем. Кун сиктерсех çыру. Хĕр иккĕмĕш курсран вĕренсе тухсан, Павелăн çара кайма черет çитрĕ.

Куççульпе йĕпеннĕ хĕр тути... Хăлхара халĕ те станцăра хĕр каланă сăмахсем янăраççĕ.

— Кĕтетĕп сана, Павел.

— Хăçанччен?

— Хăв мана маниччен.

— Кĕтрĕ... Урăх каччă тупиччен. Ахальтен каламаççĕ çав Çавалкасра: хĕр юратăвĕ тепĕр каччă тĕл пуличчен тесе.

Галя качча тухсассăнах, Павел ун патне ятлаçса çыру çырса ячĕ. Пулмарĕ хурав.

Павела яла таврăнма та намăс пек туйăнчĕ. Эй, айван пулман-и тата? Халь пулсан, çапла çеç каламалла: мĕн намăсĕ пултăр унта, хĕр сана юратман, вăл урăххине, санран лайăхраххине тупнă, ăна хăйĕн чĕрипе тасалăхне панă. Тепĕр хут халь тахçанхи сăмахсем аса килчĕç:

— Манран лайăххи тупсан — манса кайăн, начартараххи лексен — аса илĕн. Лайăхраххи тупрĕ.

Клуб ĕлĕкхиех-мĕн. Чӳречисем çап-çутах. Апла пулсан, çамрăксем саланман-тăр. Кĕрес — Володьăпа Санькăран тата Петĕртен аван мар. Чĕнчĕç вĕт-ха. Каланнне каялла тунăшăн мĕнех пултăр тата?

Алăк патне çитичченех вăл купăс сассине илтрĕ. Ура айĕнче çенĕк хăмисем чĕриклетрĕç. Клубăн тепĕр вĕçĕнчи чӳрече патĕнче çын кĕлетки. палăрать. Хĕр-и вăл, каччă-и — пĕлме çук. Ун патне пырас? Лайăх-и вара? Тен, пĕр-пĕр хĕр каччине вĕчĕрхенсе сăнать? Тен, каччă хĕрне? Арканнă юрату, тен? Апла пулсан, ан тĕкĕн. Ан сап суран çине тăвар.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5