Кăвак çĕмрен :: Юлашки çапăçу


Юлашки тытăçу çур сехетрен ытла пымарĕ... Анчах вăл Укаслу çарĕшĕн питĕ юнлă, питĕ тискер пулчĕ. Темиçе чăваш юланутçи çеç хăйсен çарпуçĕпе пĕрле, тăшман ункине татса, Атăл хĕрринелле тарса кайрĕ. Вĕсене тăшман хуса çитеймерĕ...

 

Çуначĕсене усса шыв çине ларнă чарлан евĕр лутка-кимĕ Атăл хумĕсем çинче пĕр курăнать, пĕр çухалать. Лутка-кимĕ çинче — Пăкачав, унпа пĕрле унăн чи çывăх юнташĕсем.

Пăкачав Атăл урлă каçичченех нимĕн сăмах та чĕнмерĕ. Унăн кăн-кăвак та пысăк куçĕ çеç темĕскерле халиччен курман тискер çутăпа çунса ялкăшрĕ, вăл чарăлсах кайнăччĕ.

Лутка-кимĕ çинче ларакансене пĕр вăхăтра Пăкачав ăсран тайăлнă пекех туйăнчĕ. Анчах Атăлăн сулахай çыранне каçсассăнах патька-патша сăнĕ-пичĕ улшăнчĕ, вăл хăйне-хăй алла илчĕ.

Юнташĕсене халĕ вăл йăлтах лăпланса çитнĕ çын пек туйăнчĕ. Анчах çав вăхăтра унăн пĕтĕм чунĕ-чĕри вĕретчĕ. Унăн пуçĕнче шухăш хыççăн шухăш çурала-çурала сӳнчĕ. «Пĕртен-пĕр çул — Ейĕк шывĕ енне, — терĕ вăл. — Унтан вара Каспий тинĕсĕ хĕрринелле, тен, урăх çĕршывах каймалла пулĕ. Кăштах канăп та, акă, çĕнĕрен вăй пухса юнĕçенсене тепре килсе лăскăп. — Унтан вăл хăйех ку шухăшне улăштарчĕ. — Çук, ачамсем, эпĕ чикĕ леш енне ниçта та каймастăп. Кунтах юлатăп. Пĕрре такăнтăм та ĕмĕр такăнăп тетĕр пулĕ. Çук, текех такăнмăп. Акă, çĕнĕ вăй пухăп та... Тăшмансем ун чухне текех вара савăнаймĕç...»

Анчах çĕнĕ вăй пухас тесессĕн Пăкачавăн темле пулсассăн та Ейĕк шывĕ хĕррине çитмелле. Унта тепре çунат хушма пулать.

— Пуçăрсене ан усăр, ачамсем! — кăшкăрса каларĕ вăл юнташĕсене. — Пирĕн пурнăçра кун пекки кăна мар пулнă. Халĕ пирĕншĕн чи кирли — çухалса кайманни.

Эх, пурне те пăрахса хăварĕччĕ те çав Пăкачав, Ейĕк шывĕ хĕрринелле сиктерĕччĕ. Анчах капла тума юраманнине вăл лайăх пĕлет. Чи малтан унăн хăйĕн çарĕн юлашкине пуçтармалла. Сапаланса пĕтнĕ юнташĕсене пĕтме памалла мар.

Каç пулса килет ĕнтĕ.

Пăкачав самаях уçăлса çитрĕ. Хĕвел анса ларнă тĕле вăл малалла мĕнле ĕçсем пуçласа ямаллине, ăçталла каймаллине шухăшласа йĕркелерĕ, çарпуçĕсене хушусем пама тытăнчĕ: пĕрне пысăках мар ушкăнпа çурçĕрелле кайса, Урал енне тухма тăрăшакансене пухма хушрĕ, теприне Чархула тĕлĕнчен каçнă пăлхавçăсене хăй патне ертсе килме, виççĕмĕшне каялла Атăл хĕрринелле сыхлануллăн кăна кайса çаврăнма каларĕ.

Çавăнтах пурне те асăрхаттарсах тăчĕ:

— Асăрхануллă пулăр. Ыт-ахальтен кирлĕ-кирлĕ мар çĕре кĕрсе ан кайăр. Ĕçĕ пирĕн нумай. Ӳлĕм тумалли те сахал мар, чи кирли пирĕн халĕ пуçсене сыхласа хăварасси....

 

Алюнов хальхинче Укаслупа унăн сывă юлнă çыннисемшĕн Сыхча-турă пекех пулчĕ. Вăл вĕсене Атăл хĕрринчи хăмăшсем хушшине пытарнă икĕ лутка-кимĕ тупса пачĕ, сулахай енне каçма пулăшрĕ.

Кунта вара шăп та лăп çакăн пек инкеклĕ кунра, хăй кăмăлламан çын Укаслу куçĕ тĕлне пулчĕ. Сюльдяшов! Вăл ăна Улатăр хыççăн пĕрремĕш хут курчĕ, шутласса яланхи пекех сутăнчăк тесе шухăшласа пурăнчĕ.

Хĕр-полковнике курсассăн çакскер пуçне аяккалла пăрчĕ, асăрхаман пек пулчĕ, хăйĕн çыннисене Атăл хĕррине часрах кайса унта кам пур çавна илсе килме хушрĕ.

«Усал шухăшне пăрахман иккен, — терĕ хăй ăшĕнче çакна курса Укаслу. — Тем туса хума хатĕр пуль çав».

Чăнласах та çыннăн вăрттăн ĕмĕтне чухлама пĕлнĕ пулсан, Укаслу Сюльдяшов пирки мĕн шухăшланă пулĕччĕ-ши?

Сюльдяшов ку хушăра хăй пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш çавăратчĕ. «Эсĕ сывах юлнă-им-ха, сатана хĕрĕ? Пĕтнĕ пулĕ тенĕччĕ эпĕ сана. Юрĕ эппин. Сывă пул-ха эппин. Анчах пурăнасси нумай юлмарĕ ĕнтĕ санăн. Санăн та, патька-патшун та...»

Сюльдяшов хальхи вăхăтра Пăкачавшăн чи усал тăшмансенчен пĕри пулнă. Вăл патька-патшана хирĕç кавар тăвас тесе чи малтан çăвар уçнă. Кавар йĕркелесĕссĕн Сюльдяшовах иккĕленекенсене хавхалантарса пынă, вăлах тепĕр ик-виçĕ çынпа пĕрле Кĕтерне патша чиновникĕсемпе вăрттăн тĕл пулса калаçнă. Сальникова Ватага ялĕ патĕнче çапăçу пуçланас умĕн вăл хăй майлă çарпуçĕсемпе патька-патшана епле сиен тăвасси пирки калаçса татăлчĕ, вăл сĕннипе ĕнтĕ çапăçу хирĕнчен Пăкачава ирĕксĕрлесех илсе тухрĕç. Тен, Пăкачав, юлашки вăй пĕтичченех çапăçас тесе ун чухне çарсене хăй ертсе кайнă пулсан, çĕнтерме те пултаратчĕ пулĕ. Анчах каварçăсем пуринчен ытла çĕнтерӳрен хăрарĕç те ĕнтĕ... Халĕ Сюльдяшов хăй тусĕсемпе пĕрле Пăкачава ыттисенчен уйăрса илсе майра-патша çыннисем патне илсе кайса парас тесе пурăнать.

Çук, хăй курайман çын çапла териех икĕ питлĕ иккенни пирки Укаслу шухăшлама та пултарайман.

Укаслупа Алюнов хăйсен çыннисемпе патька-патша хушнă пек Атăлăн сулахай çыранĕпе кăшт çурçĕрелле кайса пăхма, хресченсен аташса çӳрекен ушкăнĕсене пухма шутларĕç.

Вĕсем кăвайт чĕртмесĕр çĕр каçрĕç. Ирхине ирех вара çула тухрĕç.

Чуна хуçмалли патька-патшаран уйрăлнăранпа та пулмарĕ.

Савни çумра чухне хуйхă та манăçать, теççĕ. Çав сăмаха ваттисем ахальтен каламан иккен. Укаслун, Алюновпа пĕрле пулнипе пулĕ, хуллен-хуллен кăмăлĕ çаврăнма тытăнчĕ. «Пирĕн инкек ăнсăртран пулчĕ. Акă, патька-патша каллех вăй пухать те Михельсон çарне çапса çĕмĕрет. Хĕвеле пĕлĕт айне тăваймăн!» — тенĕ шухăшсем ун чунне лăплантарчĕç.

Алюнов та Укаслупа чухне ĕлĕкхинчен те ачашрах, ĕлĕкхинчен те çепĕçрех, пур çĕрте те ăна пулăшма тăрăшать.

Чи малтанхи ялтах вĕсене хаваспа кĕтсе илчĕç. Патька-патшана Михельсон çарĕ çĕмĕрсе тăкнă тенине илтнĕ пулсан та хресченсем вĕсене лашасем тупса пачĕç, кайран, ăсатнă май, хăйсемех улпут çуртне вут тивертсе çунтарчĕç...

Укаслупа Алюнов отрячĕ çак ялта çирĕме çитиех ӳсрĕ.

Кивĕ Çамар çулĕ çине тухрĕç вĕсем.

Ял çыннисем çак çулпа хусахсем Ейĕк еннелле кайнине асăрханă-мĕн. Алюнов та, Укаслу та вĕсем Атăл урлă каçса хăтăлнă патька-патшан шанчăклă çыннисем пулĕ тесе шухăшларĕç.

— Хăваласа çитес те вĕсене государь ăçтине пĕлтерес! — сĕнчĕ Алюнов. — Тен, вĕсем государь сывă иккенне те пĕлмеççĕ пулĕ. Часрах савăнтарас вĕсене!

Пурте унпа килĕшрĕç.

Отряда тин кăна хутшăннă хыткан хресчен-сунарçă ут йĕррисене часах шыраса тупрĕ.

— Акă вĕсем, — терĕ вăл. — Учĕсем ывăннă. Хуллен пыраççĕ.

Кăнтăрла тĕлне печĕк отряд канма чарăннă Ĕйĕк хусахĕсене хăваласа çитрĕ. Алюнов чăнах та йăнăшман иккен: кусем Ейĕк хусахĕсен çăлăнса юлнă пĕр ушкăнĕ пулчĕ.

— Ăçта государь-император?! Мĕн те пулин пĕлетĕр-и эсир ун çинчен? — çак ыйтупа кĕтсе илчĕç вĕсем тин килнисене.

Ку Укаслăва савăнтарсах ячĕ. Хăйсем çинчен мар, пурте патька-патша çинчен, тăшмана тĕп тăвасси, тавăрасси çинчен шухăшлаççĕ иккен. Майĕпен-хуллен хĕр-полковникăн чарсăррăн татăлнă ĕмечĕ сыпăна пуçларĕ. Ĕмĕт çăм çиппи мар. Çапах та сыпăнать иккен. Çĕвви юласса юлать унăн, анчах сыпăннă ĕмĕт унчченхинчен те вăйлăрах, çирĕпрех пулать.

— Çук, патька-патша ĕçĕ çухалман! — хайне-хăй çирĕппĕн ĕнентерчĕ Укаслу. Ку çеç те мар, каллех савăнăç: Аçтăрхан та, хăшместĕр те, сывă юлнă ытти чăвашсем те ун пекех шухăшлаççĕ иккен.

Ейĕк хусахĕсем тупăнсассăн отряд самаях пысăкланчĕ. Вара пурте каялла патька-патша патне таврăнасси пирки шухăшлама тапратрĕç.

Уйрăмах Ейĕк хусахĕсем каялла часрах таврăнас тесе çине тăчĕç. Вĕсем государь ырă-сыввине хăйсен куçĕпе хăйсем курасшăн иккен.

Укаслу халех каялла каяссине хирĕç тăчĕ.

«Тен, тĕлли-паллисĕр çӳрекенсем татах та тупăпăр, — шухăшларĕ вăл. — Вĕсене кам пулăшĕ, вĕсене кам патька-патша ырă-сыввине каласа парса савăнтарĕ...» Юрать, Алюнов тавçăруллă пулчĕ.

— Укаслу чунăм, — терĕ вăл, — манăн çав тери санран уйрăлас килмест. Анчах мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ, Ейĕк хусахĕсене леçесех пулать. Иксĕмĕртен пĕрин государь-император патне каймаллах.

Хĕр, унпа килĕшсе, кăмăллăн пуçне сулчĕ: «Тĕресех калатăн пуль эсĕ, Алюн!»

Алюнов малалла вара çапла ăнлантарчĕ;

— Эпĕ кайса килĕп. Эсĕ юлăн. Хăвпа пĕрле кама хăварас тен — хăвар. Эпĕ хусахсене леçĕп те каялла сăптăрăп. Нумай тăмăп эпĕ, юрать-и?

Мĕн тери ăслă Укаслун савнийĕ! Епле тавçăруллă вăл!

— Тĕрĕс, Алюн! Чунăмçăм! Анчах епле уйрăлăп-ха эпĕ санпа?

— Нумайлăха мар-иç, пурнăçăм.

— Çапахта...

— Ун вырăнне кĕçĕр çĕрĕпе эпир пĕрле пулăпăр. Тен, унчченхи пек шăпчăк юррине те итлĕпĕр.

— Çук, халь тин шăпчăк юррине итлес çук ĕнтĕ. Тепĕр çуркуннеччен тăхтас пулать.

 

Юлашки каç. Ыран кăвак çутăпа Алюнов тухса каять. Кăвак çутăпа вăл Укаслуран уйрăлать. Анчах кăвак çутăччен вăл — Укаслун-ха.

Укаслупа Алюнов хăйсен çыннисем тăнă тапăртан тухса çеçенхирелле кайрĕç те пĕр тĕмеске çине ларчĕç. Тапăра юлнисем кăвайт чĕртнĕ. Ейĕк хусахĕсем канма выртнă пулас, вĕсен сасси илтĕнмест. Темиçе чăваш çынни хăйсен хурлăхлă юррине тăсаççĕ:

 

Кĕтĕм кайрăм пĕр çулпа,

Хура вăрман тĕл пултăм.

Хура вăрман варринче

Çутă кӳлĕ тĕл пултăм.

Çутă кӳлĕ варринче

Ылтăн юпа тĕл пултăм.

Ылтăн юпа тăрринче.

Шурă тутăр вĕлкĕшет.

Ылтăн юпа — ман савни,

Шурă тутри — ман юлташ.

Çутă кӳлли — ман куççуль,

Хура вăрман — ман тăшман.

 

Сăмахĕсем те хурлăхлă, кĕвви те хурлăхлă. Чăннипех те çапла пулса тухрĕ-и-ха ĕнтĕ патька-патшапа, Укаслупа, Алюновпа тăван килĕнчен тухса килнĕ кашни чăваш çыннипе: çутă кӳлли — ман куççуль, хура вăрман — ман тăшман. Куççулĕ халь ытлашшипех, тăшманĕ халь — тавраллипех, вăл мĕн чухлине, ăçтан килсе тухассине пĕлсе те пĕтерес çук.

Юрлакансен сассине илтсе, Укаслу чунĕ кӳтрĕ, макăрасси килчĕ унăн.

Хĕр сасартăках улшăннине курса, Алюнов ăна, лăплантарас тесе, хăй çумне пăчăртатрĕ.

— Ан кулян, Укаслу. Пурте йĕркеллех пулĕ. Эпир, акă, тепре вăй пухăпăр та тăшмана хӳтере пуçлăпăр. Ан кулян.

■ Страницăсем: 1 2 3 4