Кăвак çĕмрен :: Улатăр
Чатăртан пысăк пичке кустарса тухрĕç. Ку леш Белокопытов хатĕрленĕ ӳкçа пички пулчĕ. Патша унтан икĕ аллипе укçа йăтăмласа илчĕ те халăха пăрахса пачĕ:
— Ырă халăх, çитет эсĕ тертленсе пурăнни!... Сип кур малашне!
Çынсем пĕр-пĕрне тĕккелесе çĕрте выртакан укçана пуçтарма тытăнчĕç.
— Пурне те çитет. Пурин валли те укçа пур! — кăшкăрчĕ Пăкачав, кĕмĕл те пăхăр тенкĕсене ывăçĕпе-ывăçĕпе сапса. — Кама мĕн чухлĕ кирлĕ — илĕр! Пурте илĕр!..
Каярахпа Пăкачав тиекĕсем шутласа кăларнăччĕ: çак кунхине Улатăр хулинче патька-патша хура халăха çирĕм çичĕ пин тенкĕ укçа, вăтăр пĕр пин пăт тăвар валеçсе панă тата ним айăпсăр асапланса ларакан хĕрĕх тăхăр çынна тĕрмерен кăларнă. Унăн хусахĕсем вара хăйсене валли вунпĕр пăт пăшал тарĕ тупнă1. Ара, мĕн тери пысăк пуянлăх вăл çапăçăва каякан çынсемшĕн.
Халăх хăйне ирĕке янине лайăх туйрĕ. Çав кунах вăл хăй курайман дворянсемпе сутăçсен çурчĕсене çĕмĕрме-салатма тытăнчĕ.
Шăв-шав... Кăшкăрашу... Пăшал сасси... Часах хулари вут-кăвар Улатăр карман-крепоçне те хыпса илчĕ.
Çав хушăра патька-патша хăй чатăрĕнче кӳршĕ ялтан килнĕ хресченсене йышăнчĕ. Вĕсем пуç çапса, патька-патшана çапла йăлăнчĕç:
— Улатăр чиновникĕ пирĕн Лӳле шывĕ çинчи шыв арманне туртса илчĕ. Патша-аттемĕр, вăл пирĕн арман. Тӳрĕ пулсамăр, пире каялла çав шыв арманне илсе парсамăр.
Пăкачав хресченсене лăплантарса:
— Тухăр та картишĕнче кĕтсе тăрăр, — терĕ. — Тиексене калăп: пирĕн монарх ирĕкĕ хушнă указ çырса парĕç. Эпĕ, ачамсем, сире кӳрентерме памăп. Эпĕ сире хӳтĕлесе пурăнма килтĕм...
Чăнах та, тепĕр темĕн чухлĕ вăхăтран хресченсем çунат хушнăн ялнелле васкарĕç. Пĕрин аллинче — патька-патша указĕ.
Çакă указ хресченсене хăйсен шыв арманне ĕмĕрлĕхех каялла тавăрса памалла тунă.
Унсăр пуçне патька-патша хресченсене çакăн пек çăмăллăх панă.
«...За прошедшее время, так и впредь подлежащего оброку ни под каким видом не взыскивать: а жалует всемилистивший государь волностию, не требуя никаких податей»2.
Çак сăмахсем темле хресченсене те çунатлантарса ярĕç. Альферьево çыннисем патша-аттемĕр патне пысăк çыру çырса янă.
Тиек васкамасăр вулать ăна:
«Покорно просим вас, милостиваго великаго государя Петра Федоровича, чтоб нам изволили показать, на каком быть основании. Что нам делать, мы не знаем; но хоша и была присланная от вас, государя, команда, однако некакова нам определения не обьявили.
А ныне у нас в вотчине имеитца госпоцкий хлеб, лошеди и скот. И что вы, государь, об одном изволите приказывать?Також и что оставшее в доме госпоцком после вашей команды, на оное просим у вас, великого государя, милостиваго приказания.
Однако в вотчине нашей, милостивый государь, многа таких разорных, которые и пропитания у себя неимеют, не только какия подати платить. А просут из милосердия у вас, великаго государя, чтоб повелено было из господскаго хлеба нам дать на пропитания и осеменитца, за что мы, сираты ваши, должны вечно бога молить за ваше здравие великаго государя»3.
— Хамăр монарх ирĕкне пĕлтеретĕп, — терĕ Пăкачав, вĕсен сăмахне итлесе пĕтернĕ хыççăн. — Лашисене çар валли парса ярăр, ытти выльăх-чĕрлĕхне, тырри-пуллине хăвăр хушăра валеçĕр. — Вара унăн кашни сăмахне тăрăшсах çырса пыракан тиекрен ыйтрĕ: — Паян ирхине кăларса янă отрядсем таврăнмарĕç-и-ха?
— Таврăнчĕç, аслă государь, — пилĕк таран пуç тайса хуравларĕ лешĕ. — Сан полковникӳсем чатăр умĕнче чĕнессе кĕтсе тăраççĕ.
— Чĕн эппин вĕсене.
Пуринчен те малтан Алюнов полковник кĕчĕ.
— Эпир икĕ ялта пултăмăр. Улпут лашисене илсе тухрăмăр, уллут çуртне хресченсем хăйсемех çунтарса ячĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнпе ерсе килчĕç. «Патька-патшашăн кĕрешме хатĕр эпир», — тесçĕ.
— Утлисене çеç ил! — хушрĕ Пăкачав. — Ыттисем, антив, ку таврара улпутсене пĕçеркке паччăр. Патша ирĕкĕ çапла тесе пĕлтер...
Алюнов хыççăнах Гаврила çарпуçĕ кĕчĕ.
— Эпир мĕн пурĕ те пиллĕкĕн кăна кайрăмăр. Килессе вара каялла çĕр те пиллĕкĕн тата тăватă тупă илсе килтĕмĕр, — хыпарларĕ вăл.
— Утлисем нумай-и?
— Пурте утлă.
— Апла пурне те ил... Чим, тимрĕçсене ертсе кил. Улатăр Тимĕрçисем патька-патша хушнипе çирĕме яхăн медаль туса хатĕрленĕ иккен.
— Чи хăюллă офицерсемпе салтакăмсене наградăлас тĕтĕп! - терĕ те Пăкачав медальсене чатăртан илсе тухрĕ.
Чатăр патĕнчи çарçыннисемпе халăх государе хыттăн саламласа кĕтсе илчĕ.
— Патька-патшамăр, — ялккасĕсене илсе калаçма тытăнчĕç пĕр ушкăнри хресченсем. — Эпир санпа пĕрле пырас тетпĕр. Ху çарна илсемĕрччĕ пире.
Кусем юнашар ялти чăвашсем пулчĕç.
Пăкачав утлă çынсене илме пулчĕ, утсăррисене килĕсене саланма, ун ячĕпе çĕнĕ йĕрке тума, улпутсемпе куштансене тата ултавçă пупсене хăваласа яма хушрĕ:
— Ачамсем, эпĕ похода васкатăп, — терĕ. — Çавăн пирки ĕнтĕ хампала пĕрле утлисене кăна илетĕп. Ыттисем килĕрсене кайăр та хăвăр аллăрпа хăвăр аслă турă ирĕк панипе, эпĕ хушнипе манăн тата хăвăрăн тăшманăрсене — улпутсемпе ытти пусмăрçăсене — тĕп тума тытăнăр...
Вăл Сюльдяшова асăрхарĕ, ăна чĕнсе илчĕ те кăкăрĕ çине медаль çакса ячĕ, унтан хытарса çапла каларĕ:
— Пирĕн государь-императорăн, пысăк ĕçсем нумай. Эпир паян çарпа Улатăртан тухса каятпăр. Эсĕ кунта юлатăн. Асту, тӳрĕпе пурăн! Атту, усал пулнине, хура халăха кӳрентернине пĕлсессĕн, тепре килĕп те ав çав хурăн тăрринчен çакса хурăп!
Сюльдяшов ашшĕ ячĕпе те, амăшĕ ячĕпе те тупа турĕ:
— Тӳрĕпе пурăнăп, государь! Тӳрĕпе пурăнмасан мĕнле-ха ĕнтĕ! Эпĕ шанчăклă çын! Кун çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлет!
Хăйĕн пуçĕнче вара вăрттăн шухăш: «Эсĕ хуларан тухса каятăн та ĕçĕ те пĕтрĕ. Манăн кунта пурăнас пулать, арăма, ачасене упрас пулать. Эсĕ кайсассăнах Екатерина императрица çарĕсем çитĕç. Вĕсем мана санран маларах хурăн тăрринчен пуç хĕрлĕ çакма пултараççĕ. Çук, сана юранипе кăна ĕç тухмасть. Манăн сана та, императрицăна та улталас пулать. Ахальтен мар, йăпăлти пăру икĕ ĕне ĕмет, тенĕ».
Çарçынни пулнă май, Сюльдяшов ăнланать: императрицăн çарĕпе уçă уйра хирĕç пулсассăн Пугачева йывăр килет. Çавăнпа хăй ăшĕнче императрица çарне кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме шутларĕ. «Укçа пур манăн, — терĕ. — Укçа пулсан пурăнма пулать. Белокопытова курсан, калама сăмах тупăп».Çав хушăрах вăл Белокопытова тĕл пуласса ĕненмерĕ те. Ара, самани халь сакăр тĕрлĕ. Çын паян сывă та ыран — вилĕ.
Çав кунхинех патька-патша хăйĕн икĕ пин çынтан иртнĕ çарне, темиçе колоннăна уйăрса, Саранск еннелле тухса кайрĕ.
Сюльдяшов ун хыççăнах Чулхула кĕпĕрнатăрĕ патне, çар ыйтса, çын ячĕ, помещиксене вĕлерме чарчĕ, хăй тин кăна тупа туса тӳрĕпе пурăнма сăмах панине манса, государь-император çыннисене тĕрмене хупма хатĕрленчĕ. Вăл çапла императрица çарĕ Улатăра килсен хăйне хӳтĕлесе хăварма ĕмĕтленчĕ.
Йăнăш турăн эсĕ, патька-патша! Йăнăш турăн Сюльдяшова хăварса! Хура юнлă, икĕ питлĕ çын вăл. Унăн пĕртен-пĕр ĕмĕчĕ — пуясси, карьера тăвасси. Нумай пулмасть кăна; эсĕ Улатăра пырса кĕрсессĕн хăй императрица салтакĕ пулнине манчĕ вăл. Халĕ сана та сутĕ.
Йăнăш турăн эсĕ, патька-патша.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...