Кăвак çĕмрен :: Улатăр
Улатăртан илтĕм ула ĕне...
...Хăйне Арамаçи тăвĕ çумне сăнчăрласа лартнă Çӳлти Турăран аяккарах кайма хушнă Улăп хăйĕн ывăлĕсене.
Улăп ывăлĕсем хăйсен кĕтĕвĕсемпе çурçĕр еннелле хускалса кайнă. Вĕсен час-часах Туçи этемсем тапă янине хирĕç кĕрешмелле пулнă. Виçĕ кун иртсен вĕсем çырма тинĕсе юхса кĕнĕ çĕре çитнĕ те çав юханшыва Атăл тесе ят панă. Унтан çырма хĕррипе малалла кайнă. Çул çинче вĕсем çине час-часах çеçенхир çыннисем тапăннă, выльăх-чĕрлĕхе туртса илес тесе хăтланнă, тискерленнĕ, анчах çула пӳлеймен. Вара вĕсем Сарăту патне çитнĕ.
Унтан çаксем, сĕм вăрманпа пынă чухне, час-часах вăрман çыннисем тапăннинчен хӳтĕленмелле пулнă. Çичĕ çул иртсен, вĕсем хайхи çырма юппи патне çитнĕ. Çав çырма юппине вĕсем Чулман Атăл тесе ят панă. Икĕ çырма хушшинче чарăнса, юнкун кăвакал пусса, вĕсем тӳркĕлли тунă... Кĕлĕ тунă хыççăн Улăпăн кĕçĕн ывăлĕ пурăнма ик çырма хушшине чарăннă. Ун тетĕшĕ Атăлăн сылтăм енне Сăрă шывĕ хĕррине вырнаçнă. Вара вĕсем, вăрман уçланкисенче çĕр алтса, çуртырри акса тума пуçланă.
Пĕррехинче çав улăпăн аслă ывăлĕ сунарта çӳренĕ чух уя тухнă та тĕлĕнсех кайнă: мĕнле апла ку уй пирĕнни пек мар, тенĕ. Çав уй урăх йăх çыннин пулнă иккен. Хайхи ку леш урăх йăх çыннинчен ыйтать:
— Мĕнле апла сирĕн тырă ула?
— Ули вăл кĕркунне акса хăварнă ыраш, — тет урăх йăх çынни. Вăл вырăс пулнă иккен.
Çавăнтан вара çак Улăпăн аслă ачи ыраш акма вĕренсе кайнă, ӳрăх йăх çынни пурнакан яла Улатырă тесе ят панă. Каярахпа Улатырă сăмахран Улатăр пулса тăнă. Çапла калаçаççĕ чăвашсем çакăнта, инçетри Сăрă шывĕ хĕрринче хула пуçланса кайни, ăна Улатăр тесе ят пани çинчен. Улатăр чăваш мифологийĕпех çыхăннă, авалхи хула вăл.
Улатăр пулса кайни çинчен тата урăхла сăмах-юмах та пур.
Тахçан авалах Улатăр вырнаçнă вырăнтан çул иртнĕ, — тенĕ пĕринче. — Çак çулпа хресченсем караплăх юман тиенĕ лавсемпе çӳренĕ.
Пĕр лайăх кун тутар çынни пысăк лавпа çул тăрăх ту тăрринелле хăпарнă. Çӳле çитеспе, йăвăра чăтаймасăр, урапа çĕмĕрĕлнĕ те кустăрми аялалла вăрăннă. «Алла! Алла, — кăшкăрса янă тутар, унтан кустăрма хыççăн пăхса: — Тыр! Тыр!..» тенĕ. Ку вăл чăвашла тăр, тăр тени пулать.
Каярахпа çав вырăнта Улатăр е, тутарсем калашле, Улатырь хулине лартнă, имĕш.
Тепĕр халăх сăмахĕнче вара çапла каланă. Çакăнтан инçе мар Ала тата Тырь ирçе ялĕсем ларнă. Ала ялĕнче суту-илӳ çыннисем пурăннă, Тырь ялĕнчисем вăрă-хурах ĕçĕпе аппаланнă.
Çакăн çинчен пĕлсен, Хаяр Иван патша çак ял çыннисене урăх вырăна куçарнă, пушаннă çĕрте Улатăр карман-крепоçне туса лартнă, имĕш.
Тата тепĕр халăх сăмахĕнче Хаяр Иван патша Улатăр вырăнĕнче пурăннă çынсене çитсе курма шут тытнине каланă. Çакна пĕлсен çынсем патшана çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.
Патша хăйне чи малтан тĕл пулнă çынна Алла тесе чĕннĕ, унтан теприн ятне ыйтса пĕлнĕ, лешĕ Тыр ятлă пулнă иккен.
Хаяр Иван хушнипе кунти халăха урăх вырăна куçарнă. Кунта вара Улатăр хулине туса лартнă.
Çак халăх сăмахĕ те кăсăк. Хаяр Иван Хусана пынă чухне тутарсем ăна тыткăна илме шутланă. Çакăн çинчен пĕлсен, патша хăйĕн çарне экеметленсе ларнă тутарсене тыткăна илме хушнă.
Вара Хаяр Иван çарĕ тутарсене хупăрласа илнĕ.
Хăйсем хăрушлăхрине туйса, тутарсем «Алла! Алла!» (Турă! Турă) тесе кăшкăрашса тарнă, çарпуçĕсем вĕсене «Тыр! Тыр!» (Тăр, тăр) тесе кăшкăрнă, тет.
Каярахпа çак вырăнта Улатăр хули ӳссе ларнă.
Авалхи сăмăх-юмахпа çеç мар, хальхи пулăм-ĕçпе те пуян Улатăр хули. Акă, халĕ те кунта тем тĕрлĕ хавха çӳрет.
— Пăкачав килет!
— Патька-патша çарĕ çывхарать!
— Вăрă-хурахсем!
— Хресчен патши! Кармăша илнĕ, тет! Кунталла килет! Улатăр хулин лапчăк сăмсаллă чалăш ураллă вăйпучĕ Белокопытов инвалидсен командин прапорщикне Сюльдяшова, Пăкачав ăçтан килнине пĕлме тесе, виççĕмĕш хут хуларан кăларса ячĕ ĕнтĕ.
— Килнине пĕлсен, никама та ан систер, тӳрех хама кала! Мĕн тумаллине пĕлĕпĕр унта, — терĕ вăл.
Вăйпут хăйне шанса панă хулана мĕн вăйĕ çитнĕ таран хӳтĕлеме шутлать. Çавăнпа ĕнтĕ вăрă-хурахсем ку еннелле килеççĕ тенине илтсенех вăл таврари улпутсемпе сутăçсене пухса çар ĕçне вĕрентме тытăнчĕ. Самаях çар йĕркелерĕ — икçĕр çынтан ытла пухăнчĕç. Унсăр пуçне тата, ав, мĕн чухлĕ инвалидсем!
Çар пухрĕ пулсассăн та Белокопытов хăй пăлхавçăсене çĕнтерессе ĕненсех çитмерĕ. Çавăнпа хулари мĕн пур укçана пухма хушрĕ. Вара хăй патне пухнă хысна укçине пичĕкене тултарса лартрĕ те Сюльдяшов прапорщике хытарса çапла каларĕ:
— Вăрçăра халь капла та ыран мĕнлине пĕлсе çитерес çук. Хысна укçи пĕтĕмпех çак пичĕкере. Енчен те хуларан тухса каймалла пулас-тăк, эсĕ укçана çăл. Пичĕкене лав çине хур та эпĕ хушнă çĕре тухса пыр. Хысна укçине çăлса хăвараймасан пире иксĕмĕре те çакаççĕ.
Сюльдяшов, сарлака хулпуççиллĕ çирĕп арçын, вăйпут каланине ним иккĕленмесĕр тума сăмах пачĕ.
— Шанатăп сана, — терĕ Белокопытов. — Халĕ ун çинчен манар та самозванеца вутпа кĕтсе илме хатĕрленер.
Улпутсемпе сутăçсем Пăкачав хуларан аякра чухне чăтма çук хăюллăччĕ, вĕçĕмсĕр мухтанатчĕç:
— Вăл хураха-и! Юманран çакса хурăпăр! Самозванеца шалча çине лартăпăр!
— Пире курсанах унăн хусахĕсем тарса пĕтеççĕ!.. Пăкачав Ям слободи патне çитнине илтрĕç те хайхискерсем... хăйсем тарса пĕтрĕç. Вĕсемпе пĕрле лапчăк сăмсаллă Белокопытов вăйпут та, килйышĕ-мĕнĕпех, хуларан тухса тарчĕ.
— Эпĕ Саранск еннелле чакса каятăп, — тесе хăварчĕ вăл Сюльдяшова. — Хысна укçине санăн çăлмалла.
Анчах Сюльдяшов ухмах пулмарĕ. «Эсĕ пуçна çăлатăн та манăн пуçа йăлмака чйкмелле-и?» — терĕ вăл, вара çак самантпа усă курса юлма, пичĕкери укçана çуррине хăй валли хăварма, ыттине Пăкачава çитерсе пама, самозванецăн шанчăклă çынни пулма шутларĕ.
Паллах, Пăкачав вăйĕ ытла пысăках маррине пĕлнĕ пулсан, Сюльдяшов, тен, капла хăтланман та пулĕччĕ. Анчах хăравçă куçĕ çĕрĕк тункатана та Улăп пек курать-çке. Çитменнине тата пĕтĕм тĕнче ку хушăра самозванец вăйĕ пысăк, вăл Мускава илме пултарасси пирки калаçатчĕç. Çавăнпа ĕнтĕ Сюльдяшов пичĕкери укçан çуррине хăй валли пытарса хăварчĕ те самозванеца хирĕç кайрĕ. Ăна вăл каçалапа, Ям слободинчен иртсен, Пăва çулĕ çинче тĕл пулчĕ те хысна укçине пачĕ. Паллах, çивĕч чĕлхеллĕскер, хăй «паттăрлăхĕ» çинчен каламасăр чăтаймарĕ ĕнтĕ.
"Пăкачав Кăрмăш хулинчен Улатăр еннелле утă уйăхĕн çирĕммĕш кунĕнче хускалнăччĕ. Çула май вăл Пăва хулине кĕрсе суд туса тухрĕ. Халăх ыйтнипе ĕнтĕ. Кунти эрех савăтне таврари чăвашсемпе вырăссем улпутсемпе халăх ĕнси çинче пурнакан харампырсене илсе килсе хупса хунă пулнă. Вĕсен хушшине пилĕк пуп тата пĕр тиечук лекнĕ. Халăх ыйтнипе Пăкачав çак йĕксĕксене пурне те леш тĕнчене шуйттансем патне ăсатма хушрĕ.
Утă уйăхĕн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче Улатăр хула халăхĕ патька-патшана çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.
Янкăр та ырă кун.
Хĕвел тӳперен ăшшăн кулса пăхать, вăл паян çапла асаплă чăваш çĕрне, ватă Улатăр хулине ирĕклĕх килнишĕн савăнать, тейĕн.
Хулараи инçех те мар Сăрă шывĕ хĕрринче патька-патша çарĕ тапăра тăнă. Халăх çавăнта вĕçĕмсĕр куçать.
— Патька-патша паян çĕнĕ вăйпут лартать!
— Государь укçа валеçсе парать! — теççĕ çынсем пĕр-пĕрне. Акă чатăртан Пăкачав тухрĕ, унпа пĕрле — чи çывăх çыннисем, вĕсен хушшинче — Сюльдяшов.
Халăх патша умĕнче чĕркуçленсе ларчĕ.
Кăвак сăхман тăхăннă, пилĕкне хĕрлĕ пусма çыхса янă тиек халăха патшан çĕнĕ указне вуласа пама тытăнчĕ. Унта государь-император хула вăйпучĕ пулма Сюльдяшов прапорщике лартнине каланă.
Хыçаларах, хăва тĕмисем патĕнче çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ виçĕ хула çынни тăраççĕ. Вĕсене паян кăна-ха патька-патша хушнипе ыттисемпе пĕрле тĕрмерен ирĕке кăларнă. Пăкачавăн çĕнĕ указне илтсессĕн вĕсенчен пĕри теприне аякĕнчен кăлт тĕкрĕ:
— Итле-ха, ку хайхи пире тĕрмене хупса лартаканни вĕт! Капла мĕнле-ха ĕнтĕ? Эпир çĕнĕ власть килчĕ тетпĕр, вăл вара каллех пирĕн пуç çинче çӳремелле-и?
— Тен, патька-патша Сюльдящов усал çын пулнине, вăл пирĕн юна пайтах юхтарнине пĕлмест пулĕ, — хăй сăмахне хăй те шанмасăртарах каларĕ ăна юлташĕ. — Тен, ăна çакăн çинчен нимĕн пытарса тăмасăрах каламалла мар-ши?
— Ку сан ĕçӳ мар! — касса татрĕ ăна виççĕмĕшĕ, хăнчăр куçлă лутра арçын. — Хăвна сана тĕрмерен кăларни çитмест-им! Ытлашши шавласан, акă, каллех унта лекĕн!
Вĕсенчен инçех те мар тăракан хресченсен пĕр ушкăнĕ кунта мĕн пулса иртнине хăйне май ăнлантарусем парса пырать.
— Ку тиек пире йăлăхтарсах çитерчĕ ĕнтĕ, — тет сарлака хул-çурăмлă шакла пуçлă арçын. — Пире мĕн... Государь-император часрах укçа валеçсе парсан аванччĕ те...
— Ан шавла-ха, — чарасшăн ăна вăрăм сухаллă кӳрши. — Вăхăт çитсен пурте пулĕ. Каçпа, акă, чун каничченех хулара кăшт шавлакаласа илĕпĕр. Сутăçсемпе улпутсем чĕтреччĕр паян...
— Хуп çăварна! — кăшкăрса тăкрĕ тахăшĕ ун еннелле çаврăнса. — Патька-патша сăмах калать.
Çав вăхăтра Сюльдяшов Пăкачав умне чĕркуçленсе ларчĕ, пуçне тайрĕ, патька-патша мĕн хушнине тума пĕтĕмпех хатĕр пек.
— Эсĕ шанчăклă çын, ман полковник, — пуçларĕ сăмахне патька-патша. — Эсĕ, хăвна вĕлерме пултарасса пĕлсе тăрсах, укçа пичкине ман валли çăлса хăвартăн. Хăвăн пурнăçна та сывлăхна та шеллемерĕн уншăн. Хулара, эпĕ кайсассăн, эсĕ асли пулса юлатăн. Никама та ан кӳрентер, никама та ан çиллентер, ан макăрт, ан хĕсĕрле. Куланайпа ан аптрат... Пирĕн патша-император ирĕкне хирĕç пыракансене вара кун ан пар. Вĕсене пирĕн монарх чăнлăхĕпе айăпла.
— Эсĕ хушнине йăлтах тăвăп! — тупа туса каларĕ Сюльдяшов. Хăй ăсĕнче урăх шухăш тытрĕ: «Чĕрĕ çеç юласчĕ. Кайран мĕнлерех пулмаллине, кам майлă тăмаллине пурнăç хăй кăтартĕ».
Самозванец çарĕ ăна пĕрре те савăнтармарĕ. Вăл Пăкачав çарĕ чылай вăйлăрах пуль тенĕччĕ. Куна пĕлнĕ пулсан, уя патне кайма лавне çавăрас та çукчĕ пулĕ... Анчах халь тин ним тума çук ĕнтĕ. Ĕçне тунă. Çиле май утма пуçланă-тăк — утасах пулать.
— Тăр ĕнтĕ халĕ, — хушрĕ Пăкачав. Лешĕ ури çине çĕкленчĕ.
Патька-патша ун çине пăхса илчĕ. Çĕнĕ вăйпутăн сăнĕ пĕрре те савăнăçлă марччĕ. Сюльдяшов хăй телейне ăнлансах та илсе ĕлкĕреймерĕ пуль-ха, тесе шухăшларĕ те Пăкачав ăна куç хĕсрĕ: «Ан пăшăрхан манпа чухне чиперех пурăнăн-ха», — терĕ ĕнтĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...