Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
...Йĕркипе каласа пынă май, Трошка хĕрӳленнĕçемĕн хĕрӳленсе пычĕ, ăшри туйăм-суйăмне уççăнтарах палăртма пуçларĕ. Эпĕ интересленсех итлерĕм, ыйтусем панă чухне те асăрхануллă пулас терĕм. Чăнах та ахаль чĕнмен иккен Трошка мана хăй патне!
— Эпĕ Ольăна пукан çине лартрăм та, — терĕ вăл малалла, — ӳкерме хатĕрлентĕм. Мольберт хатĕрччĕ ĕнтĕ. Огинский полонезĕ чун-чĕрене çавăрттарать. Оля тути хĕррисем çиçсе кăна тăраççĕ, ăна чуптуса илес килнипе ниçта кайса кĕме пĕлместĕп... Патефон чарăнсан, пӳлĕмре шăплансан, аллăмсем чĕтреме чарăнчĕç те, эпĕ чиперех ĕçлеме пуçларăм... Çур сехет пек пусăрăнса ĕçлесен, манăн пир çинче Оля сăн-пичĕ палăрма пуçларĕ. Хам та вара, савăннаскер, тем пулнă пекех васкарăм...
— Оля, — ыйтрăм пикерен, — йăлăхтармарĕ-и хускалмасăр ларма?
— Çук-çке, — терĕ те вăл питĕ илемлĕ кулса илчĕ... Вăл кун урăх ĕçлеймерĕм, Ольăна телĕр кун пыма хушрăм... Иккĕмĕш кунĕнче вара кăранташпа мар, сăрăпа ĕçлерем. Виçĕ сеансра эсĕ куракан портрет пулса çитрĕ.
Сайралма пуçланă çӳçне якатнă пек турĕ те Трошка çапла вĕçлесе хучĕ:
— Пытарас мар, батя, санран: хальхи ăспуçпа пулсан, эпĕ çавăн пек портрет тăвас çук ĕнтĕ...
— Мĕншĕн апла?
— Мĕншĕн тесен кăмăл туртмасть... — Ăнланмастăп, — терĕм эпĕ.
— Ăнланма йывăр мар, — пĕлтерчĕ вăл, — Оля пирки эпĕ халĕ урăхларăх шухăшлатăп, тата уççăнтарах калас пулсан, малтанхи пек килĕшсех каймасть вăл мана.
— Хура кушак каçса кайрĕ-и-мĕн?
— Çапларах пулчĕ пулас çав.
— Шел, — терĕм эпĕ, — питĕ шел, Оля, ман шутпала, аван пике пулмалла... Ахальтен мар ячейка секретарьне суйланă пуль ăна.
Каларăм та çапла, шутласа илтĕм: «Хура кушак иртнин салтавĕ ман çине яма шутламасть пулĕ те ку Трошка?»
Юмах-сăмах çăмхи кусма пăрахнă вăхăтра эпир чей ĕçкелерĕмĕр.
— Батя, — каллех пуçларĕ Трошка, — Огинский полонезне ăçтан пĕлетĕн эсĕ?
— Пĕлсех пĕлместĕп çав, — терĕм эпĕ, — каларăм-çке-ха, пĕрремĕш хут пăрахут çинчĕ кунта килнĕ чухне илтнĕччĕ тесе. Халĕ те унăн кĕвви хăлхара янранине сисетĕп...
— Полонез мĕн вăл? — каллех ыйтрĕ Трошка.
— Пĕлместĕп çав, юлташăм.
— Полонез тени, — ăнлантарма пуçларĕ Трошка, — француз сăмахĕ. Халĕ полонез тесе поляксен нациллĕ ташшине калаççĕ. Вăл ташша васкамасăр, вăраххăн ташлаççĕ иккен. Çав ташă валли çырнă музыка произведенине те полонез теççĕ. Полонез авторĕ — Огинский, — малалла ăнлантарчĕ Трошка, — пĕр полонез кăна мар, нумай полонез çырнă теççĕ. Унăн полонезĕсенчен пĕри кăна пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă, эсĕ халĕ итленĕ полонезĕ. Ыттиçенчен уйăрса пулас, ăна Огинскин элегически полонезĕ теççĕ...
— Пĕлмен çав, — терĕм эпĕ. — Ăçтан тупса вулама пулать-ши çав Огинскийпе унăн полонезĕ çинчен?
— Музыка историйĕнче пулма тивĕç, çавăнта пăхас пулать...
Пирĕн юмах-сăмах юхăмĕ пӳлĕннĕ пек пулчĕ. Огинский полонезĕ çинчен ыйтмаллисем татах пурччĕ те манăн, Трошкăна урăх чăрмантарас килмерĕ. Киле тухса каяс-и, мĕн-и тесе ларнă çĕрте Трошка каллех сăмах пуçласа ячĕ.
— Паçăр Оля патĕнче ыйтнинчен тĕлĕнтĕн пулас эсĕ, батя?
— Мĕнле ыйтуран?
— Тĕнчере этем мĕншĕн пурăнать тенинчен.
— Мĕнле калас-ши, тĕлĕнни те пулчĕ пулмалла...
— Шухăшласа пăхсан, тĕлĕнмелли нимĕн те çук унта. Этемĕн, вăл чăнах этем пулсан, пурнăç тĕллевĕпе унăн сăлтавĕ çинчен шухăшламаллах ĕнтĕ. Выльăх мар-çке вăл, тепĕр тесен!..
— Питĕ тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕм эпĕ. Малалла кайăпăр, — стакансене чей тултарма тытăнчĕ Трошка. — Варени ярас-и?
— Яр, — килĕшрем эпĕ, — китайка варенине питĕ юрататăп.
— Тутлине пурте юратаççĕ, — терĕ Трошка, — тутлине пелмешкĕн йӳççине астивессине манаççĕ кăна...
— Вара? — ыйтрăм эпĕ.
— Çавă çеç, — терĕ вăл кулкаласа…
Чей ĕçнĕ вăхăтра эпир каллех шăп лартăмăр. Ман шутпала, Трошка хăй калас тенине халĕ те каласа памарĕ-ха. Калас тени унăн — чи кирли чĕлхе вĕçĕнчех пулас та, çавах та ăна вăл ниепле те каласа яраймасть. Мĕн калама чĕнчĕ-ха вăл манă, чăнах?
— Пурнăç вăл, батя, — сăмаха малалла тăсрĕ Трошка, — тĕлĕнмелле япалă. Паçăр эсир Ольăпа манран ăхалех култăр. Нумай шухăшланă, нумай пуçа ватнă эпĕ ун пирки. Пахатăп та йĕри-тавра, кунсем иртнĕçемĕн пурнăç тени пушшех ăнланмалла мар пулса пынă пек туйăнать. Мĕншĕн эпир çав териех пурăнасшăн тапаçланатпăр? Пурнăç вăл — вăйă кăна-çке-ха, çав вăйăра никам та çĕнтерсе курман...
— Тăхта, тусăм, — пӳлтĕм эпĕ — Кунпа килĕшме май çук. Ăçтан шухăшласа кăлартăн эсĕ пурнăçа вăйă шайне антарма?
— Кăна эпĕ каламастăп, батя, — кулнă пек пулчĕ вăл.
— Кам калать?
— Джек Лондон калать, илтне-и ун çинчен?
— Илтнеччĕ, вуланăччĕ те пулас темскер...
— Мĕн-ши?
— Астумастăп халĕ.
— Питĕ шел, — терĕ Трошка, — эпĕ, акă, чи интереслĕ вырăнсене çырса пыратăп...
Вăл тăчĕ те çӳлĕк çинчен хура хупăллă хулăн тетрадь илчĕ.
— Пăхма юрать-и? — тăсрăм аллăма
— Тăхта, Джек Лондон пурнăç пирки мĕн каланине итле...
— Вула, вула...
«Пурнăç тени вăл, — вуларĕ Трошка, — ватлăха çитичченех йывăр ĕçпе асапланмаллине пĕлтерет. Ватăлсан вара, аллăмăрсене сӳнсе ларнă вут-кăварăн сивĕ кĕлĕçине ӳкеретпĕр. Пурăнма йывăр. Пĕчĕк ача та тĕнчене асап курçа çуралать, ватă çын та вилес умĕн темĕн Чухлĕ асапланать, пурăннă чухне те пирĕн хуйхă-суйхă ытлашшипех. Апла пулин те, этем тени, вилĕм ытамне лекесрен хăраса, темтепĕр хăтланать: такăна-такăна, ӳке-ӳке, каялла çаврăна-çаврăна пăхать. Вилĕм тени ырă-çке-ха вăл. Пурнăç кăна этеме асаплантарать. Апла пулин те, эпир пурнăçа юрататпăр, вилĕме ылханатпăр. Çакăнтан питĕ тĕлĕнмелле!»
Вуласа пĕтерсен, Трошка ман куçăмран çĕнтерӳллĕн пăхса илчĕ. «Куртăн-и, тусăм, — тенĕ пек ăнлантăм эпĕ ăна, — эпир те ăна-кăна чухлатпăр иккен!..».
— Ăçтарах çырнă-ши вăл апла?
— Манăн кунта страницине те кăтартнă, анчах мĕншĕн аплах тĕпчетĕн?
— Ахаль çеç, — терĕм эпĕ. — Пурнăçа юратнинчен, вилĕме ылханнинчен хелĕнекен писателе ăнланма йывăр мана... Кунта темĕн каласа çитерменни пур пулĕ...
— Мĕскер эсĕ, — пăшăрханса илчĕ Трошка, — тĕрĕс мар çырса илнĕ пулĕ тетĕн-и?
— Çук, тăванăм, — лăплантартăм ăна, — ун пек шухăш пулман. Мана акă мĕн интереслентерет: эсĕ вуласа панă татăкра автор (Джек Лондон, тейĕпĕр) хăй шухăшне каласа парать-и е пĕр-пĕр герой шухăшне палăртать-и?
— Мартин Иден калатчĕ-ши çавна, е пĕр-пĕр урăх герой каланă, астумастăп вара халĕ...
— Çапла пулĕ çав, ку ĕнтĕ ыйтăва пĕтĕмпех урăхла çутатса парать... Произведени авторĕ хăйĕи геройĕсене темле сăрласа кăтартма та, темле калаçтарма та пултарать. Анчах авторĕ хăй те çав геройсем пекех шухăшлать тени пачах йăнăш пулать...
— Çапла пултăр, эппин, — килĕшнĕ пек пулчĕ Трошка.
— Юмах-сăмахăн вĕçĕ пулас çук, — терĕм эпĕ, — киле кайма вăхăт çитрĕ пуль...
— Тепĕр стакан ĕçместĕн-и?
— Тавтапуç, халь те чаплă хăналарăн.
Тăрса алăк патне пытăм та пăтара çакăнса тăракан сăран пиншака вĕçертрĕм. Манран кăшт маларах пынă Трошка кĕрĕк кĕсйинчен темле япала кăларчĕ те хул хушшине чикрĕ. «Ку ман нагана илмерĕ пулĕ-çке?» — кĕрĕпех шутласа илтĕм эпĕ. Кĕсъене хыпаласа пăхрăм та наган вырăнтах пулнине асăрхарăм.
— Ну, сывă пулса юл, тусăм, — тесе алă панă хушăра Трошка хул хушшине пытарнă япалине хыпашласа пăхрăм.
— Кăна туянни нумай пулать-и? — тĕксе кăтартрăм нагана.
— Ку япали çыннăн-ха, — хуллен кăна каларĕ Трошка. — Вăхăтлăха çеç илнĕччĕ те-ха ăна...
— Ăçтарах параççĕ вара ун пек «теттесем?»
— Паçăр иксĕмĕр пулнă çĕрте.
— Оля патĕнче-и? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
— Çавăнта, — пуçне сĕлтрĕ вăл.
Тĕлĕннипе эпĕ нимĕн калама та пĕлмерĕм. Оля çине хăй «урăхла пăхатăп» тенĕ çĕртех, лешĕ ăна мĕнле наган парать-ха? Ăçтан тупнă Оля хĕçпăшал?
— Ырă каç пултăр, Трошка, — терĕм те çĕлĕке тăхăнтăм. Ыран ир райкомола пыр-ха эсĕ.
— Мĕн ĕçпе? — ыйтрĕ вăл.
— Сан çинчен çырнă жалобăна пăхса тухăпăр. Тĕлĕнсе хытнă Трошка сăмах чĕнмесĕр пăхса юлчĕ. Çăва хĕррине çитсен, эпĕ чарăнса тăтăм. Шурă юр çийĕпе кивĕ йывăç хĕрессем кăнттаммăн курăнаççĕ... Пĕлĕт хĕрринчен ылтăн кавăн пек уйăх пăхма хăтланать, анчах хăна хĕрĕ евĕр турткаланса тăрать, ниепле те тухса пĕтеймест...
Эпĕ каллех Трошка пирки, ун сăмахĕсем пирки шухăшлама пуçларăм: «Мĕнле этем-ха вăл, чăнах?.. Наган ăçтан тупнă вăл?..»
16
Пин те тăхăрçĕр çирĕм саккăрмĕш çул пуçланчĕ. Январь уйăхĕнче комсомолăн облаçри конференцине кайрăмăр. Пирĕн районран пилĕк делегат суйланăччĕ, вĕсен хушшинче Вася Гавриков та пур. Унпала Шупашкара эпир пĕр лавпа кайрăмăр. Тем те калаçрăмăр вара вăрăм çулта. Пирĕнтен Шупашкар утмăл çухрăмра ларать-çке, çул çинче çĕр выртма та лекрĕ вара.
Çыннă пĕлсе çитме пĕрле пĕр пат тăвар çимелле, тенĕ вырăссем. Эпир Вася Гавриковпа тăвар пĕрле нумайях çимен пулсан та, пĕрне-пĕри лайăх пĕлсе çитрĕмĕр ĕнтĕ. Тĕлĕнмелле ача çав Гавриков, унăн ырă кăмăлĕ такама та çитмелле. Маюкпа та питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ пулас вĕсем. Таçтанах курăнать вĕт вăл мăшăр мĕнле пурăнни! Муля шăпи тулсан, ăна тытса кайсан, Хурăнварта йăлтах улшăннă иккен. Хĕрлĕ улахсем тăтăшах ирттереççĕ халĕ унта. Пуçараканĕ кам пулĕ тетĕр эсир? Маюк иккен!
Шупашкара çитесси çирĕм çухрăм юлсан, лаша ывăнса çитнипе, пĕчĕк ялта пĕр çĕр выртмалла пулчĕ. Инкеке пула эпĕ чирлесе ӳкрĕм тата. Вĕрилентерме пуçларĕ, шăмшак сурса ыратрĕ, пуçăм чашкăрчĕ. Вася Гавриков, манпа аппаланса, çĕрĕне те чăм ыйăх тумарĕ пулĕ. Çĕр хутах таçти амака кайса çӳрерĕ, эмелсем тупса килчĕ, тăвана пăхнă пек сиплерĕ... Тепĕр ирхине чип-чиперех тăтăм вара. Калаçасса та нумай калаçрăмăр, тем те сӳтсе яврăмăр...
Вася Хурăнварта ушкăнлă хуçалăх тума ĕмĕтленет. Ĕмĕтленет çеç мар, пĕрлешсе ĕçлес текенсен пĕчĕк ушкăнне чăмăртанă та иккен. Пултарать-çке ачи! Манавăл çапла шантарса каларĕ: кăçалхи çураки валли ялта вăтăр-хĕрĕх киле пĕрлештерсе ушкăнлă хуçалăх тăваймасан, нимĕн шутламасăрах пĕр-пĕр пысăк стройкăна ĕçлеме тухса каятăп, терĕ. «Рабочи пулас килет-и?» — тесе ыйтсан, вăл мана: «Эпĕ халĕ те çурма рабочи пуль, эпĕ — тарçă вĕт», — терĕ. «Маюка ăçта чикес тетĕн?» — тенине хирĕç вăл: «Çиппи йĕппйнчен ăçта уйрăлтăр ентĕ», — тесе хучĕ. «Маюк пыма кăмăл тумасан?» — каллех тĕпчерĕм эпĕ. «Пулмă пултараймасть! — татса каларĕ вăл. — Пирĕн Маюкпа кил анчах мар, ĕмĕтсем те пĕрех: хăшĕ манăн унта, хăшĕ унăн — пĕлес те çук...»
Тепĕр кун кăнтăрла тĕлне Шупашкара çитрĕмĕр. Конференци каçхине Аслă суд залĕнче уçăлчĕ. Гаврикова президиума уйăрса лартрĕç. Кайран, конференцин юлашки ларăвĕнче, обкомол членне суйларĕç.
Шупашкартан эпĕ Канаша телефонпа шăнкăравларăм. Ирина сассине илтес, сывлăхĕ çинчен пĕлес килчĕ. Анчах Иринăпа калаçма пулмарĕ. Илтĕнессе те япăхрах илтĕнчĕ те, Иринăна телефон патне чĕнмерĕç. «Çывăрнă вăл, — терĕ сестра, — вăратма каламан...» Телефон патне Иван Иванч пырсан, Ирина çинчен каласа пама ыйтрăм.
«Халлĕхе начар мар, — лăплантарчĕ вăл — кулянмалли çук та, мăшăру çинчен манса каяс мар...» Калаçать çав кирлĕ мара: эпĕ Иринăна мансан, хĕвел тĕпсакайĕнчен тухма пултарать.
Иринăпа калаçаймарăм та, чĕремçĕм йашкама пуçларĕ. Манăн кăмăл улшăннине Гавриков часах асăрхарĕ: «Мĕн пулчĕ сана, Миша, эсĕ сăнран улшăнтăн паян?..» Эпĕ ăна Иринăшăн кулянни çинчен пĕлтертĕм. «Ăнланатăп, тусăм, — терĕ вăл, — лайăх ăнланатăп сана...» Эпĕ каллех пуçа ватрăм: «Больницăра выртса та йăлăхтарчĕ ĕнтĕ Иринăна, хăй те çав тери хавшаса кайрĕ: шăммипе тирĕ çеç тăрса юлчĕ. Каллех Канаша çитсе килес-ши?»
Шупашкарта та, çул çинче те, Гавриковпа иксĕмĕр сăмах майĕпе Ольăпа Трошкăна та аса илтĕмĕр. Вĕсене иккĕшне те Гавриков лайăх пĕлет иккен. Иккĕшне те вăл пачах килĕштермест. Оля пирки тӳрех çапла каларĕ: «Кам ухмахĕ ăна комсомол ячейкин секретарĕ тума сĕннĕ-ши? Манран килес пулсан, бюро çывăхне те яман пулăттăм ăна!» Мĕншĕн Ольăна аплах кураймастăн вара, тесе ыйтсан, Вася çапла ăнлантарчĕ: «Оля килйышне эпĕ тахçанах пĕлетĕп. Пирĕн атте вĕсем патĕнче темиçе çул хушши тарçăра пурăннă. Ку ĕç революцичченех пулнă пулин те, эпĕ кăшт-кашт астăватăп, атте каласа панинчен те пĕлетĕп. Ун чухне Оля ашшĕ хупах хуçи пулнă, хупахра эрех сутса ларнă эппин. Пĕтĕм йывăр ĕçе атте ĕнси çине тиенĕ. Эпĕ, пăртак ӳссен, час-часах атте патне чупса каяттăм. Хурăнвар вĕсен ялĕнчен инçе маррине хăвах пĕлен. Тĕлĕнеттĕм вара: шушкă-премĕке вĕсем, ытти çынсем пек кĕрепенккепе мар, миххи-миххипе илсе лартатчĕç. Çи хăсса яриччен! Эсĕ курнă-и çавăн пеккине?»
— Ăçта унта, — алă султăм эпĕ.
— Оля вăл вăхăтра пĕчĕккĕччĕ ĕнтĕ, — аппăш-пиччĕшĕсем вара пирĕн пек мĕскĕнсем çине çаврăнса та пăхман. Икĕ пиччĕшĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенскерсем, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче хăйсĕн ирĕкĕпе патша çарне кайса, офицерсем пулнăччĕ. Пĕрре кăна мар курнă вĕсене офицер тумĕпе çӳренине...
«Çак офицерсенчен юлман-ши апла Оля Трошкăна панă наган?» — шухăшласа илтĕм эпĕ.
— Ашшĕ вĕсен, — малалла пĕлтерчĕ Гавриков, — пурăна киле пĕтĕмпех йĕркерен тухса кайнăччĕ. Кашни каçех ӳсĕр, арăмĕ пур çинчечех килне темле мăнтăр майра илсе пынă, ӳснĕ ачисенчен те вăтанман пулать... Мĕн каласси пур, Архангел Гавриил союзĕн членĕнче ахлех тăман пулĕ вăл...
— Оля ашшĕ-и?
— Çавă ĕнтĕ.
Трошкана та Гавриков пачах шеллемерĕ: «Пăтранчăк вăл, пуç тӳпинчен пуçласа ури тупанне çитичченех пăтранчăк», терĕ. «Мĕншĕн аплах хăртатăн, — Трошка хутне кĕнĕ пек пултăм эпĕ. — Талантлă ача вăл, ӳкерчĕксем мĕнлерех тăвать, сĕрме купăспа лайăх калать...» «Пултăр! — терĕ Гавриков, — çав çавах — пăтранчăк!. Чикеленсе кайиччен ĕçлеттерес пулать ăна йывăр ĕçре, çурăмĕ тăрăх юхакан тарĕпе çеç ăшри пăтранчăкĕ юхса тухма пултарĕ!..»
Хуларан эпир каçа юлса тухрăмăр: Гавриковпа иксĕмĕр те арăмсем валли куччĕнеç-парне шырарăмăр. Çӳресен-çӳресен, Вася пурçăн чăлха (Маюк валли), эпĕ пурçăн косынка илтĕмĕр те çавăнпа çырлахас терĕмĕр. Пасарта пирĕн еннелле каякан лав тупрăмăр.
— Кĕçĕр ăçта çитĕпĕр? — ыйтрĕ Гавриков лавçăран.
— Çитес çĕре çитĕпĕр, ачасем, — ан кулянăр, — лăплантарчĕ лешĕ. Хăй шăлне, йĕрсе кăна тăрать: сыпнă пулмалла ăшăнмалăх.
— Тăлăп çук-и санăн, чĕркенсе ларма? — ыйтрăм эпĕ.
— Ăçам пур, аçам, — васкаса пĕлтерчĕ хайхискер.
— Хăвна кирлĕ мар-и?
— Çук, çук, — терĕ лавçă — эпĕ кĕрĕкпе вĕт, мана нимĕн те кирлĕ мар...
Ула кĕсрипе темĕн калаçса илчĕ вăл. Пасартан тухрăмăр хайхи. Вăрмана кĕрсен, çанталăк лăпланнă пек пулчĕ, пирĕн те кăмăлăмăрсем çĕкленчĕç. Лавçă юрă ĕнеркелесе пычĕ, хире тухсан вара, хирĕç çил каснине курсан, çĕлĕкне пусарах лартрĕ те лашине хӳтерме тапратрĕ. Гавриковпа иксĕмĕр çуна хыçне кукленсе выртрăмăр, лавçă аçамĕпе витĕнтĕмĕр.
— Нумаях каясса шанмастăп эпĕ ку çынпа, — терĕ Гавриков.
— Мĕншĕн? — ыйтрăм эпĕ.
— Шанчăклă пек туйăнмасть вăл...
Эпĕ чĕнмерĕм. Çуна тупанĕ нăтăртатса пынине итлесе, Ирина çинчен шухăшласа, çывăрса кайнине те сисмен...
Гавриков кăшкăрашса мана тĕке-тĕке илнипе вăрайса кайрăм.
— Мĕн пулчĕ, мĕн кăшкăратăн?
— Кашкăрсем!
— Мĕнле кашкăрсем? Ăçта?
— Сылтăмалла пăх, сылтăмалла! — кăшкăрчĕ Гавриков. — Курмастăн-и?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...