Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
Ирхине кукка мана лаша леçме хамăр яла ячĕ. Çăкалăх пирĕнтен пилĕк çухрăмра. Куккасем патне кĕрсе лашине тăварсан, шкула çитсе килес терĕм. Унта халĕ вĕренме тытăннă ĕнтĕ. Кольăпа курса калаçас килетчĕ, тата мĕншен пытарас? — Ирина шухăшĕ те ăшрăн тухмă пĕлмест...
Эпĕ шкул патне çитнĕ тĕле уроксем пĕтрĕç, вара алăк умĕнче Коля тухассине кĕтсе тăтăм. Коля тухмарĕ, Ирина та ниçта та курăнмарĕ. Каç пулса килнĕ пирки çăкалăха тухса утрăм.
Эпĕ таврăннă çĕре кукка сăхман касма ĕлкĕрнĕ, кĕрлеттерсе çĕлесе ларать. Лашине чипер леçнине пĕлсен кукка мана хăй патне лартрĕ те çĕленĕ хушăрах ĕçсем хушкаларĕ...
Çапла вара хура кĕркуннерен пуçласа çăварни çитичченех ял-ял тăрăх çĕвĕ çĕлесе çӳрерĕмĕр. Хĕл ларсан Çырмапуçне çитрĕмĕр, унта та уйăх ытларах пурăнма тиврĕ.
6
Çырмапуçĕнче ĕçленĕ вăхăтра, 1921 çулхи январьти шартмала сивĕре, кукка мана кĕтмен-туман çĕртен киле ăсатрĕ. Йăлăхтарчĕ-çке хама та ютра пурăнса: аннене те курас килет, ячейка ĕçĕнчен те татăлмалла пулчĕ. Мĕн калать ĕнтĕ Коля, тĕл пулас пулсан?
— Мăнъяла кайса килетĕн-и? — ыйтрĕ кукка пĕррехинче.
— Кайса килме юрать, кирлĕ пулсан, — терĕм эпĕ.
— Кирли-мĕнни, — терĕ вăл, — инкӳне укçа парса ярас тенĕччĕ, аннӳне те курас килекен пулчĕ пуль...
Икĕ уйăх ытла çĕвĕ çĕленипе куккан укçи чылаях пухăннине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Укçа енчĕкĕ туллиех унăн, енчĕкне вăл кипке айĕнчен çутă вăчăрапа çакса çӳрет. Кăнтăрла та, çĕрле те енчĕкĕнчен нихăçан уйрăлмасть. Типтерлĕ çын çав пирĕн кукка!
Вăл енчĕкне кипке айĕнчен кăларчĕ, укçине шутлама пуçларĕ. Шутларĕ-шутларĕ те парса ямалли укçине уйрăм хучĕ, ыттине енчĕкне чикрĕ, каллех кипке айне пытарчĕ. Парса ямалли укçана илчĕ, каллех шутларĕ, васкамасăр «Беднота» хаçатпа тирпейлĕн чĕркерĕ те, сĕвем çиппе çыхса, алăран алла тыттарчĕ.
— Ме, — терĕ вăл, — инкӳ патне чипер илсе çитер. Эпĕ, йăпăр-япăр пуçтарăнтăм, киле тухса кайрăм.
Утма çиле майлă, вĕçтертĕм кăна. Хăй çутнă çĕре киле пырса кĕтĕм.
— Кукку та таврăнчĕ-и? — ыйтать анне.
— Çук-ха, — терĕм эпĕ. — Вăл инке вăлли укçă парса ячĕ, çавна илсе килтĕм халь...
Укçине кĕсъерен кăлартăм та сĕтел çине хутăм..
— Юрать эппин, — терĕ анне, — эсĕ каллех каятăн-и вара?
— Каймалла çав ĕнтĕ...
— Ыранлăха тăхта-ха, — асăрхаттарчĕ вăл, — ыран ман вырăна ĕçлеме каймалла пулать. Манăн çураки вăрлăхне макаçи кĕлетне кайса хывмăлла...
— Ăçта каймалла? — ăнланаймарăм эпĕ.
— Вулăсри çарĕç комиссариатне, — пĕлтерчĕ анне. — Эпĕ унта техничкăра ĕçлетĕп. Эсĕ ирех каятăн та кăмакасем хутса çунтаратăн, шыв кӳрсе паратăн, картишĕнчи юра хыратăн...
— Эсĕ хăçан кĕнĕ унта?
— Икĕ уйăх ĕçлерĕм ĕнтĕ.
— Мĕншĕн хăвна шеллеместĕн вара?
— Хырăм выçать-çке-ха, ачам, хырăм выçать... Мĕн калас-ха ку сăмах çине?
...Ирхине анне çутăличченех вăратрĕ те, эпĕ ĕçе тухса кайрăм. Çарĕç комиссариачĕ вилнĕ пуп çуртĕнче вырнаçнăччĕ, кухнинче пупăн ватă хĕрĕ — Анфиса Григорьевна пурăнатчĕ, чиркӳ валли праçвир пĕçеретчĕ. Пуп çырми урлă хывнă пĕчĕк кĕпер лăпах çав çурт патне тухатчĕ.
Çитрĕм те эпĕ комиссариата чи малтан вутă çурма тытăнтăм. Хурăн вутти, ытла типех мар пулин те, шăнкăлт кăна çурăлать. Пĕр çĕклем вутă илтĕм те пысăк пӳлĕме кĕртсе хутăм, кăмакана чĕртсе яма шутларăм. Анчах манăн шăрпăк çук, мĕнле чĕртсе ярас-ха? Анфиса Григорьевна патне кĕрсе пăхас терĕм. Зал витĕр тухса, кухня алăкне пырса шаккарăм. Сас-хура илтĕнменнипе тепĕр хут шаккаса пăхрăм. Кăшт кăна тăрсан, шăлтăрт туса алăк уçăлчĕ те, эпĕ пӳлĕме кĕтĕм. Кĕтĕм те, кĕçех каялла сирпĕнсе тухаттăм: ман умра Ирина тăра парать. Çак вăхăтра ăна кĕтменскер, эпĕ, шалт тĕлĕннипе, нимĕн калама пĕлмесĕр, ун çине тĕлĕнсе пăхса тăтăм. Ирина асăрхарĕ çакна, хуллен кăна ыйтрĕ:
— Кам кирлĕччĕ сире?
— Шăрпăк, — терĕм эпĕ, — вутă чĕртме шăрпăк кирлĕччĕ те, Анфиса Григорьевна çук-и-мĕн?
— Пур-çке, — терĕ Ирина, — халех пĕлтереп. Çапла каларĕ те вăл, кăвак чаршава уçса, шала кĕрсе кайрĕ. Часах Анфиса Григорьевна хăй тухрĕ, мана палларĕ, тимĕр савук çине хурса çунакан кăмрăк илсе тухрĕ. Шăрпăк çукки питĕ тарăхтаратчĕ вăл вăхăтра.
— Аннӳ килмест-и-мĕн? — ыйтрĕ вăл.
— Килеймест паян, — терĕм эпĕ, — макаçи кĕлетне вăрлăх кайса хумалла терĕ...
Эпир калаçнă вăхăтра Ирина, чаршавăн тепĕр енче итлесе тăнă пек туйăнчĕ. Эпĕ тухма тăрсан, Анфиса Григорьевна кăвар савукне каялла илчĕ, çапла каларĕ:
— Вуттине хутма тăхта-ха, паян ĕçлеме килекен те пулмĕ, мĕншĕн тесен... — Вăл шухăшласа илнĕ пек пулчĕ те, хăлха патне пырса, шăппăн вĕçлерĕ:
— Шемшер енчен Мăнъяла темиçе çĕр лавпа пăлхавçăсем килеççĕ, тет.
— Мĕн тума? — хăй пекех шăппăн ыйтрăм эпĕ.
— Эпĕ ăçтан пĕлем мĕн тума килнине? Совет влаçне пĕтерме пуль...
Ку сăмах мана шалтах тĕлĕнтерчĕ кăна мар, питĕ шиклентерчĕ те. Шикленсех шиклентĕм çăв: мĕнле пăлхав çинчен сӳпĕлтетет-ха йӳтеме пуçланă праçвир майри? Ăçтан пĕлет вăл кай енчен пирĕн яла халăх килнине?
— Шыв кайса кӳрем-ха эппин, — терĕм те эпĕ, праçвир майри патĕнчен тухрăм.
Шыв кӳрсе килнĕ тĕле чылаях çутăлчĕ. Ĕнтĕ служăщисене килме те вăхăт, кантурта никам та çук. Вунă çынтан хăшĕ те пулин килмелле-çке-ха. Самант хушши шухăшласа пăхрăм та тепĕр кăмаки валли вутă йăтса кĕрес терĕм. Ман хыççăнах çареç комиссариатне хамăр ял çыннисем иккĕн пырса кĕчĕç. Пĕри — Василий Павлович, чикан пек хуп-хура сухаллăскер, тепри — Иван Петрович. Вĕсем те яла халăх куçса килни çинчен халарларĕç. Комиссариатра никам та çуккине курсан, çапла ка-наш пачĕç:
— Эсĕ те тухса шăвăн-ха, ачам, кунта паян ыррине кураймăн. Урса кайнă халăх вăл тискер кайăкпа пĕрех...
Ял çыннисем тухса кайрĕç кăна, пирĕн умра çăмарта пек ăйăр кӳлнĕ хыçлă çуна чарăнчĕ, пӳлĕме васкаса Иван Ильичпа çар комиссарĕ Якимов пырса кĕчĕç. Комиссар тӳрех кабинета кĕчĕ, Добров манпа калаçма пуçларĕ.
— Эсĕ мĕн тăватăн кунта?
— Кантур хураллатăп. Аннӳ вырăнне килтĕн-и? Анне вурăнне.
— Акă мĕн, Миша, — терĕ вăл. — Сана кунта юлма юрамасть паян. Шемшер енчен кулаксем пуçарса янă пăлхавçăсем килеççĕ. Эсĕ комсомолец пулнине пĕлсен, пĕтереççĕ вĕсем сана!
Эпĕ чĕнмерĕм.
— Халĕ хăш ялта çĕлетĕр? — каллех ыйтрĕ вăл. Эпĕ ялне каларăм.
— Çул майĕпе сана унта кĕртсе хăварма пултаратпăр. Эпир Вăрмар урлă Хусана çитиех каятпăр пулмалла... Ну, мĕнле, пыратăн-и?
— Анне тем калать-çке...
Кабинетран комиссар тухсан, вĕсем Иван Ильичпа нăшăлтатса илчĕç те васкаса тулалла кайрĕç. Эпĕ те вĕсенчен юлмарăм, хыçалтанах пытăм. Крыльцаран аннă чухне комиссар: «Ачанах тивес çук ĕнтĕ...» тенине асăрхарăм. «Ман пирки калаçрĕç пулмалла. Ача мар ĕнтĕ эпĕ, вунпиллĕке кайрăм иртнĕ кĕркунне!»
Комиссарпа Иван Ильич ларса кайсăн, эпĕ каллех пӳлĕме кĕтĕм. Хăйĕн кухнинчен праçвир майри тухрĕ.
— Ăçта кайрĕç вĕсем?
— Пĕлтермерĕç ăçта каяссине, — терĕм эпĕ, пĕлмĕше персе, — кайрĕç пулĕ хăйсен çулĕпе...
— Нимĕн те каламарĕç-и вара? — каллех тĕпчерĕ вăл.
— Шăл шурри те уçмарĕç...
Йăлăхтарса çитерчĕ ку праçвир майри паян. Вăл нăйкăшнине итлес мар тесе тата пăлханса кайнипе пулĕ, пĕр-икĕ хут урама тухса кĕтĕм. Ашчикĕм çаплах лăпланаймасть. Вара, пуп тарасинчен шыв кӳрсе килес тесе, витресем çакса урама тухрăм кăна, уй хапхинчен лав хыççăн лав кĕрлеттерсе кĕнине курах патăм. Шывĕ-качки — каялла çаврăнтăм. «Çитрĕç эсреметсем! — çиçсе илчĕ пуçăмра. — Кам шуйттанĕ чĕнсе килнĕ сире пирĕн яла?»
Эпĕ васкаса зала кĕтĕм. Анфиса Григорьевна тухрĕ, мана алăран ярса илчĕ.
— Çитрĕç вĕт хайхисем, мĕн курăпăр ĕнтĕ эпир? — каллех нăйкăшма пуçларĕ вăл.
— Тăхтăр-ха, — тарăхсах каларăм эпĕ. — Ларăр пукан çине, тен, хĕрарăма курсан, вĕсем пăртак лăпланĕç, тен, нимĕнех те тумĕç, кунта никам та çуккине курсан...
Праçвир майри мана итлерĕ. Вăл куçне тутăрпа шăлса илчĕ те, каллех манпа юнашар тăрса, алăран тытрĕ.
Унччен те пулмарĕ, урамра шавлани илтĕнсе кайрĕ. Самантранах хапхана шатлаттарса уçни илтĕнчĕ, алăк уçăлсă кайрĕ, пӳлĕме урса кайнă халăх Шавлăса кĕчĕ. Чи малтан пирĕн пӳлĕме вăтăртан нумай иртмен, шăрт уссиллĕ, тăла пиншак тăхăннă этем пырса кĕчĕ. Вăл çынна эпĕ вилсен те манассăм çук пулĕ. Хăй куçне-пуçне чарса пăрахнă, чалăшшăн лартнă калпакĕ айĕнчен шăртланса тăракан çӳçĕ палăрать.
— Ăçта комиссар, комиссар ăçта? — тискеррĕн çухăрса ячĕ вăл, пире курсан.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ, — паян кунта ĕçлекенсенчен никам та килмен...
— Чăнах та çапла, — сăмах хушрĕ праçвир майри, — паян кунта никам та килмен...
— Эсир кам пулатăр? — каллех çухăрса ячĕ вăл.
— Камсем эсир? Коммунистсем мар-и? — илтĕнчĕç сасăсем.
— Эпĕ кил хуçи, — терĕ Анфиса Григорьевна. — Ку манăн аттен, вилнĕ ватă пачăшкăн — Григорий Филипповăн çурчĕ пулать. Хам эпĕ чиркӳ валли праçвир пĕçереп...
— Эсĕ кам? — кăкăртан тĕксе ыйтрĕ манран хайхи эсремет.
— Хуралçă, — терĕм эпĕ.
— Хуралçă! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Мĕн хураллатăн эсĕ кунта? Комиссар ăçта? Ăçта комиссар, анчăк çури?
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ, — каларăм-çке, вăл паян кунта пулман, тесе...
Хайхи этем алăри чукмарне çĕклерĕ те ĕречĕпе ларакан хут шкафĕсен питĕрнĕ алăкĕсене çатлаттарма пуçларĕ. Ик-виçĕ хут кăна çапать — алăкĕ ванса каять. Кĕрсе тулнă çынсем шкафра выртакан хутсене, деласене турта-турта кăлараççĕ, çура-çура пăрахса, кăмакана переççĕ.
— Чĕртсе яр кăмакине, çунтар антихрист хучĕсене, шуйттан хуралçи! — илтĕнеççĕ кăшкăрашнă сасăсем.
Анфиса Григорьевна манран хăпмасть, ку вал лайăх та пулĕ-ха. Праçвир майрине пăлхавçăсем тивмелле мар пек ĕнтĕ... Мĕн тăвас? Хайхи эсреметсем, каллех кăмака чĕртсе яма хушса, манăн тавра кăшкăрашма пуçларĕç.
— Чĕртсе яр кăмакнне, кунта виçĕ кун çунтармалăх та хут пур!..
— Шăрпăк çук манăн, — татса каларăм эпĕ. Пăлхавçăсенчен тахăшĕ кăмакарн хута тĕртсе ячĕ те çунма пуçланă хутсем çине эпĕ хатĕрленĕ вут пуленкисене пăрахма пуçларĕ. Анфиса Григорьейна сăхсăхса кăна тăрать, вăл манран хăлма пĕлмест...
— Эй, хуралçă! — кăшкăрса пăрахрĕ малтан пырса кĕнĕ тискер этем. — Тĕпсакайре кĕмелли алăк ăçта сирĕн?
— Кунтах-çке, — терĕм эпĕ, тĕпсакайне никам та пытанманнине шута илсе.
— Уç сакай алăкне, — кăшкăрса пăрахрĕ вăл, — çаврăнкала хăвăртрах, комиссар хуралçи!
«Эпĕ комсомолец пулнине пĕлсен, мĕн тунă пулăттăн-ши эсĕ паян?» — шухăшларăм ăшăмра.
Эпĕ сакай алăкне уçрăм. Вăл сакайне пĕшкĕнсе пăхрĕ, тĕттĕмрен хăраса, кĕме хăймарĕ. Пӳтсĕртен ханша шăрши пенине асăрхарăм. «Лӳксе тултарнă выçă кашкăр, халь çеç ханша пичкинчен тухнă пулмалла...»
— Сик малтан! — кутран тапрĕ вăл мана, — сик хăвăртрах!
Эпĕ тĕпсакайне сикрĕм, вăл ман хыçран ерипен анчĕ, шăрпăк çӳта-çута, теттĕм кĕтессене пăха-пăха çаврăнчĕ. Никам та çуккине хăй куçĕпе курсан, каялла тухрĕ те каллех эсрел пек çухăрса ячĕ:
— Кăтарт тулти чăлансене, мачча пусмине кăтарт! Мачча çине хăпармалли пуçма умне çитсен, çак урăм-сурăм мана ĕнсерен ярса илчĕ те пусма çинелле тĕксе ячĕ:
— Хăпар малтан, çул кăтарт!
Мĕн тăвас тетĕн? Эпĕ хăпарма пуçларăм, вăл хыçăмран пычĕ. Хăпарса çитичченех шăрпăк çутрĕ, кĕтессене çутатса пăхрĕ, никама та тупайманнипе тарăхрĕ пулас. Пуçларĕ хайхи кăшкăрашма, усал сăмахсем калаçса ятлаçма. Икĕ-виçĕ хут кутран тапа-тапа илчĕ. Чунăм çав тери кӳтсе кайрĕ вара. Вăл пусма тăрăх каялла анма пуçласан, сылтăм урана çĕклерĕм те, пĕтĕм вăя пухса, çав эсремете çурăмĕнчен тапах патăм. Вăл пусма тăрăх кăптăр-каптăр сирпĕнсе анса кайрĕ... Çамкипе таçта лайăхах çапăнчĕ пулас — пĕр сас-чӳ те кăлармарĕ. «Ăçта кĕрсе каяс?» — çиçсе илчĕ пуçăмра.
Кăвакарчăн чӳречине асăрхарăм, çавăн патне чупса çитрĕм. Чӳречерен сада сикрĕм, унтан çырмана тухрăм та пахча витĕр куккасем патне кĕтĕм. Киле кайма юрамасть ĕнтĕ...
— Инке, — терĕм хашкаса. — Кукка укçа парса янăччĕ, укçи халь — килте. Аннене кайса кала эпĕ кунта пулнине. Халĕ пытар ăçта та пулин, е питĕрсе хăвар.
— Мĕн пулчĕ вара? — хăраса ӳкрĕ вăл.
— Çичĕ ютран килнĕ эсрелсем мана çурса пăрахма пултараççĕ... Урамра хăвах курăн мĕн пулнине, — терĕм эпĕ.
Инке тĕлĕнсе пăхса тăчĕ те:
— Эсĕ хăçан таврăннă вара? — тесе ыйтрĕ. — Ĕнер каç, — терĕм те эпĕ, халĕ ун пирки калаçма вăхăт маррине пĕлтерсе алă султăм.
— Анне патне кай, эпĕ сирĕн патăрта пулнине никама та ан пĕлтер...
— Ăнлантăм, — терĕ инке, пӳртне тултан питĕрсе кайрĕ.
7
Инке тухса кайсан, эпĕ йăпăр-япăр хывăнтăм та кă-мака хыçне кĕрсе лартăм. Çын куçĕ умне пулас мар те-рĕм, пӳртре те утса çӳрес килмерĕ. «Мĕн пулчĕ-ши леш эсрелне, пусма тăрăх сирпĕнсе ансан? — пырса кĕрет шухăш пуçăма. — Аванччĕ пуçне çурнă пулсан!»
Унччен те пулмарĕ, урамри решетке картаран шак-шак-шак! тутарни илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ хăлхана чăнк! тă-ратрăм.
— Халăх çине! — илтĕнчĕ урамран. — Пур-и килте кам та пулин? Ватти-çамрăккипех пурин те тухмалла!
Сасартăк кĕрлеттерсе чан çапнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Тан-тан-тан! янăрать ялта. «Ку мĕне пĕлтерет тата? Пăлхавçăсем вут тĕртсе ячĕç-ши?»
Эпĕ кăмака хыçĕнчен йăпшăнса тухрăм та, чӳрече карри хыçне пытанса, урамалла пăхрăм. Урамра лăпкă, халăх хăвалакан кăна урамăн тепĕр енĕпе килтен киле çӳрени курăнать. Мĕн тăвас ĕнтĕ манăн? Кăнтăр кунĕнче урама тухма май çук, леш пăлхавçă-эсреметсем курсан, палласа илме, самантра çурса тăкма пултараççĕ. Ял çыннисене те шанма çук, Арлан Антунĕ, Çăхан Çеменĕ е Кăтра Ухваниçĕ тĕл пулсан?.. Чухăнсен комитечĕ пире çирĕм пилĕк пăт тырă панине, эпĕ комсомолец пулнине манаççĕ-им вĕсем?.. Виç хут тире сӳсе илĕччĕç, вĕсен аллине лексен!
Аптранă енне каллех кăмака хыçне кĕрсе лартам. Чан сасси çаплах кĕрлет. Алăк шăлтăртатни илтĕнчĕ. Эпĕ ура çине тăтăм та итлеме пуçларăм. Инке Макçăмпа — çичĕ çулхи ачипе — калаçать иккен. Кăштах лăпланнă пек пултăм. Алăк уçăлчĕ те, пӳлеме инкепе Макçăм кĕчĕç. Эпĕ кăмака хыçĕнчен тухрăм, инке çине ыйтуллăн пăхса илтĕм.
— Укçине кайса илтĕм, — пĕлтерчĕ вăл.
— Анне мĕнле унта?
— Чиперех. Михĕсем çине вăрлăх тултарса хунăччĕ вăл макаçи кĕлетне илсе кайма.
— Паян пулас çук ĕнтĕ.
— Ăçта унта, — килĕшрĕ инке, — шухăшламалли те çук...
— Мĕн пирки чан çапреç вара?
— Халăха кăларма. Чĕнсе çӳрерĕç пулин те, çыннисем пухăнасшăн мар иккен... Çавăнпа çапаççĕ пулас пушар чанне...
Эпĕ алăк патне — путмар сакки çине пырса лартăм.
— Сирĕн касри Пал Хĕлипăч коммуниста тытса кайрĕç, — пĕлтерчĕ инке.
— Ăçта? Камсем? — хыпăнса ӳкрĕм эпĕ.
— Кантур патне пулмалла. Ах, тур-тур! Çул çинчех хĕнеме пуçларĕç. «Хĕрес ăçта санăн, хĕрес ăçта, антихрист?» — каçса кайсах кăшкăрать пĕри. Хăй хыçалтан пырса çӳçĕнчен ярса илет те юр çине тĕшĕрсе ӳкерет. Чышкăпа та тапкăпа хĕнеме пуçларĕç, — терĕ инке, куççульне шăлса.
— Хĕнекенсем хушшинче хамăр ял çыннисем те пур-и?
— Хамăр ялтан никам та курăнмарĕ, пурте палламан çынсем. Ютран килнĕскерсем пулмалла...
Эпĕ шухăшларăм: «Пал Хĕлипăча мĕнле те пулин пулăшас пулать. Мĕнле хăтарас-ха ăна?..»
— Инке, — терĕм эпĕ, — эсĕ кайса кил-ха кантур патнелле, мĕн хăтланаççĕ унта, пăхса кил.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...