Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


1

Мăнъял çинчен илтнĕ-ши эсир? Ĕлĕк, революциччен, вăл вулăс ялĕ пулнă. Малтан Сĕве уездне кĕнĕ, кайран ăна Шупашкар уездне куçарнă. Мăнъялта чиркӳ, хупах, тăватă лавкка, икĕ шкул пурччĕ тата кантурăн хура çурчĕ халăха хăратса ларатчĕ.

Уй хапхинчен кĕрсенех, Мăнъялта тарăн та типĕ çырма пуçланать, ăна пуп çырми теççĕ. Çав çырман сылтăм енче, хĕрлĕ чиркĕве хирĕç, пуп çурчĕччĕ, çурт тавра пысăк сад ешеретчĕ. Садра улмуççи, слива, чие нумайччĕ. Чиркӳ площадĕнчех, пуп çырми хĕрринче, кĕрен тĕслĕ икĕ хутлă пысăк шкул таçтанах курăнса ларатчĕ. Ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕ Иван Яковлевич Яковлев тăрăшнипе лартнă, тетчĕç. Шкул сачĕ тата чаплăрахчĕ вара, карта хĕррипе шап-шур хурăнсем лартса тухнăччĕ.

Хурапа сăрланă кантур уй хапхинчен кĕрсен сылтăмра юлатчĕ... Кантур тавра çӳлĕ хăма карта тытса çаврăннăччĕ. Картишĕнче вăрăм та яштака ăвăссем ӳсетчĕç, çурçĕртен хаяр çил вĕрнĕ чухне вĕсем вăрман пек кашласа ларатчĕç. Хăраттăмăр эпир, ачасем, кантур çывăхĕнче çӳреме...

Революци хыççăн, 1918 çулăн вĕçĕнче, кантур çурчĕ çунса кайрĕ. Волĕçтăвкома вара Çăхан Çеменĕн икĕ хутлă çуртне вырнаçтарчĕç.

Мăнъялта улăм, тĕренче витнĕ çуртсем питĕ нумайччĕ. Сайра хутра тимĕр витнĕ çуртсем те тĕл пулатчĕç. Пирĕн хамăрăн пӳрт çине те, кĕлет çине те, сарай çине те улăм витнĕччĕ. Çуллахи вăхăтра, чашлаттарса çăвакан çумăрсем хыççăн, пӳрт ăшчикии йĕп-йĕке пулатчĕ...

1918 çулхи кĕркунне, тăватă çул вĕреннĕ хыççăн, эпĕ ялти высшеначальнăй шкула кĕме шутларăм. Шăлах çав çулта пирĕн аппа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ, учительница пулчĕ. Манăн та аппа пек учитель пулас килетчĕ. Высшеначальнăйра вĕренекенсем ун чухне карттус çине «ВНУ» текен çап-çутă паллă çакатчĕç, чĕн пиçиххин çутă тăхи çине те çавăн пекех «ВНУ» тесе çырнăччĕ вĕсен. Ача-пăчана çавă та илĕртме пултарнă ĕнтĕ.

Хура кĕркуннехи пĕр ирхине эпир, вĕренме кĕрес текенсем, пысăк шкул патне пухăнтăмăр. Экзамен тытма пынисем питĕ нумăй. Ачасем 15—20 çухрăмран пухăннă. Малтан пире вырăсла диктант çыртарчĕç, задачăсем шутлаттарчĕç. Диктантне эпĕ чаплах çырайман пулмалла, мĕншĕн тесен аппа, инспектор ыйтнипе тетрадьсене тĕрĕслеме пынăскер, лăпах ман тетраде тĕрĕсленĕ иккен.

— Мĕн лартрăн? — ыйтрăм аппаран кайран.

— Виççĕ лартса патăм, — терĕ вăл.

Экзамен пама хамăр ялтан çиччĕн пынăччĕ: виçĕ арçын ача, тăватă хĕрача. Вĕсенчен икĕ арçын ача та пĕр хĕрача кăна шкула кĕнĕ пулнă. Анчах эпĕ ытла васкарăм-ха...

Малтанхи кун, вырăсла диктант çырнă чухне, эпир хамăр ял ачипе— Кольăпа лартăмăр. Пирĕн умри парта хушшинче — хĕрачасем. Вĕсенчен пĕрне эпир лайăх паллатпăр, вăл — хамăр ял хĕрĕ. Унпа юнашар ларакан хура çӳçлĕ хĕрачана пачах палламастпăр. Хăш ялтан-ши вăл?

Диктант çырнă вăхăтра çак палламан хĕр хăйĕн кӳршинчен: «Оглянуться» сăмаха мĕнле çырмалла?» — тесе шăппăн ыйтнине илтрĕм. Юлташĕ сăмах хушиччен эпĕ парта урлă кармашса: «Мягкий знакпа çырмалла», — тесе хутăм. Хĕрача йăпăрт кăна каялла çаврăнчĕ, ман çине пăхрĕ, пирĕн куçăмăрсем тĕл пулчĕç. Унăн пичĕ хăмач пек хĕрелсе кайрĕ...

— Эсĕ çав хура хĕре пĕлетĕн-и? — ыйтрăм Кольăран, тула тухсан.— Хăш ялтан-ши вăл?

— Пĕлместĕп, — терĕ вăл.

Шăпах çав вăхăтра пĕрле ларнă хĕрсем пирĕн тĕлтен иртсе пыратчĕç.

— «Оглянуться» сăмаха тĕрĕс çыртăн-и? — хăйса ыйтрăм леш хĕртен.

Вăл, тĕлĕннĕ пек пулса, ман çине пăхса илчĕ, темĕн каласшăн пек пулчĕ, калаймарĕ. Вара иккĕшĕ те кулса ячĕç, варт кăна çаврăнса, çырма хĕрринелле утрĕç. Палламан хĕр пĕвĕпе типшĕмрех, кĕске хура çивĕтне кăвак лентăпа вĕçленĕ. Пичĕ çаврака, сăмси турĕ, тути çӳхе. Хăй питĕ таса. Çийĕнче хăйĕн çăмăл хура пиншак, пиншак айĕнчен сарпинкăран çĕлетнĕ хăмăр кĕпе курăнать. Уринче — ула чăлхапа хура пушмак.

Вăл пирĕнтен иртнĕ чухне чĕрем темшĕн яшт! чиксе илнине юлташăма пачах систермерĕм. Киле таврăнсан, пирĕн пата кӳршĕ хĕрĕ Плаки пычĕ. Килте анне çук, аппа кăначчĕ. Плаки те пирĕнпе пĕрле экзамен пама пынăччĕ те, диктант начар çырнипе ăна малалла экзамен тытма памарĕç. Те çавăншăн кӳреннипе, те урăх сăлтавпа — ăна калама пĕлместĕп — Плаки вара, манран тăрăхланă пек, аппана свитлеме тытăнчĕ:

— Сирĕн Миша, — терĕ хайхискер, — экзамента хĕр тупнă. Хĕре чиперскер, ула чăлхапа, çивĕт вĕçне кăвак лента янă...

Эпĕ хĕрелсе кайрăм, ăшăмра савăнтăм та Плаки сăмаххипе. Апла пулин те Плакине пӳлсе хутăм:

— Мĕн лĕпĕртететĕн çак эсĕ, Плаки?

— Пăхăр-ха ăна, — терĕ вăл, пӳрнипе тĕллесе, — ăнланмасть пулать тата. Хăй çав хура хĕртен уйрăлма та пĕлмерĕ, диктант вăхăтĕнче ун хыçĕнчех ларчĕ.

Плаки вара аппана çав палламан хура хĕр çинчен хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Эпĕ те унăн сăмахне хăлхана чикрĕм. Плаки каланă тăрăх, вăл хĕр Ирина ятлă. Вĕсем пирĕнтен инçе мар, Вăрманпуç ялĕнче пурăнаççĕ иккен...

Тепĕр ирхине эпир каллех шкул патне пухăнтăмăр. Чи малтан эпĕ куçăмпа палламан хура хĕре шыраса тупрăм.

Шкултан инспектор тухрĕ. Аллинче пысăк список. Сăмси çинчи куçлăхне шурă тутăрпа тасатса илчĕ те вăл пухăннă ачасене çапла пĕлтерчĕ:

— Итлĕр, ачасем! Камăн хушаматне асăнап, çавсене вĕренме йышăннă, ыттисем — киле кайма пултараççĕ...

Вăл вулама пуçларĕ. Коля та манпа пĕрлех. Эпĕ те, ытти ачасем пекех, тимлĕн итлетĕп, анчах тĕлĕнмелле, темшĕн эпĕ хам ăçтине, мĕскер кĕтнине манса кайнă пек пулнă. Кĕтессе те эпĕ хам ята мар, Ирина ятне калассине кĕтсе тăратăп. Çав вăхăтра тусăм айăкран кăлт! тĕксе йлчĕ.

— Мĕскер? — ыйтрăм, кăмăлсăр пулса.

— Сан хушаматна каларĕ вĕт, — терĕ вăл хуллен. — Илтрĕн-и?

— Эпĕ хăлхасăр мар пуль, — тавăртăм ăна хирĕç. — Хам та çывăрмастăп-çке...

Апла калани ман тĕрĕсех пулмарĕ, мĕншĕн тесен хушаматăма асăннине эпĕ илтмесĕрех юлнă. Инспектор нумайччен вуларĕ. Хĕрачасен ячĕсем питĕ сахал, ытларах арçын ачасен ячĕсем илтĕнеççĕ. Хайхи тусăмăн — Кольăн хушамачĕ те тухрĕ. Ана та эпĕ Коля каллех кăлт! тĕксе систернипе туйрăм...

Инспектор вуласа пĕтерчĕ. Чи юлашкинчен вăл «Ястребова Ирина Петровна» тесе калани хăлхăра шкулти пысăк шăнкăрăв пек янраса илчĕ.

«Ку ĕнтĕ хайхи хура хĕр пулмалла, — шутларăм ăшăмра. — Килĕшмест ăна капла хушамат, вăл пачах хурчка пек мар...»

Вĕренме хăçан пуçлассине пĕлсен, килĕмĕрсене салантăмăр. Хура хĕрĕн сăнарĕ вара асăмран кайма пĕлмерĕ.

 

2

Виçĕ кунтан вĕренме пуçларăмăр. Пирĕн класс валли шкулăн иккемĕш хутĕнчи чи пысăк пӳлĕме уйăрса панă. Класра хĕрĕх пилĕк çын, хĕрачасем вара пĕтĕмпе те икĕ парта çеç йышăнаççĕ. Эпир Кольăпа, паллах, пĕр парта хушшинче ларатпăр...

Уйăх ытларах вĕрентĕмĕр. Пĕрреччен, шкултан таврăнсан, яла продотряд килни çинчен пĕлтĕмĕр. Ача-пăчан пĕлес пулать-çке-ха отряд мĕншĕн килнине. Хамăр кас ачисем виççĕн пухăнтăмăр та кантур патне вĕçтертĕмĕр. Кантур хапхи уçах, крыльца умĕнче халăх нумай. Эпир, ачасем, шăкăр-шакăр хапхаран кĕтĕмĕр, çынсен хушшине пултăмăр. Унччен те пулмарĕ — кантуртан хĕрлĕ гвардеецсем курăнса кайрĕç, кашниех пăшалпа. Юлашкинчен, сăран пиншаклă çын (командирĕ пулмалла) тухрĕ, кантур вывескине кăтартса, кĕскен кăна: «Убрать!» — тесе каларĕ. Виçĕ хĕрлĕ гвардеец винтовка штыкĕсемпе çӳлте çакăнçа тăракан хура хăмана чăк-чак тирчĕç, туххăмрах çĕре персе антарчĕç. Хальхи пекех астăватăп: унта çутă пысăк саспаллисемпе: «Мунъяльское волостное правление» тесе çырнăччĕ. Варринче икĕ пуçлă пысăк ăмăрткайăк пур. Вывескăна персе антарсан, крыльца умĕнчи çынсем пĕр харăс кăшкăрса ячĕç, ăна таптама пуçларĕç. Эпир те, ачасем, çынсенчен юлмарăмăр, ыттисемпе пĕрле икĕ пуçлă ăмăрткайăк çинче тăпăртатрăмăр... Отряд кантура кĕрсе кайсан, çынсем саланчĕç. Кантуртин Иван Ильич тухрĕ. Мана асăрхарĕ те кăмăллăн кулса илчĕ.

— Эсĕ мĕн тăватăн кунта?

— Кивĕ саманан ăпăр-тапăрне тĕп тăватпăр, — терĕм эпĕ, кулкаласа.

— Маттур ача! — терĕте вăл вывескăна пĕр пуçĕнчен тытрĕ, — Атя, — кăчăк туртрĕ мана, — кайса пăрахар çак ăпăр-тапăра çын курман çĕре...

Эпир иксĕмĕр ăна картишĕнчи инçетри кĕтесе сĕтĕрсе кайрăмăр. Каялла таврăннă чухне Иван Ильич çапла каларĕ:

— Киле çитсенех, аннӳне кала: чухăнсен комитечĕ сире 25 пăт тырă памалла тунă, тырă хывма пӳлме хатĕрлетĕр, — терĕ.

— Тыррине ăçтан илмелле пулать? — ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.

— Килех турттарса пыраççĕ, — терĕ вăл. Вара савăнсах килелле вĕçтертĕм...

— Аçта çӳрерĕн вара, Миша? — ыйтрĕ анне, киле кĕрсен.

Эпĕ ăçта пулнине, мĕн курнине каласа патăм. — Анне, — пĕлтертĕм юлашкинчен, — Иван Ильич пире пӳлме хатĕрлеме хушрĕ.

— Мĕнле пӳлме? Мĕн калаçатăн çак эсĕ? — тĕленсе ыйтрĕ вăл.

— Тырă хума, — терĕм эпĕ. — Чухăнсен вулăсри комитечĕ йышăннипе пире çирĕм пилĕк пăт тырă памалла тунă.

— Хосподи, турă пулăштăрах, — терĕ анне, турăш умне тăрса сăхсăхса илчĕ.

— Ăçта пĕлтерчĕ апла, эсĕ шӳтлесе каламастăн пулĕ-çке? — ыйтрĕ вăл, калле вырăнне ларса.

— Кантур патĕнче халĕ çеç пĕлтерчĕ...

— Турă пулăштăрах вăл çынна, — анне ларнă çĕртех каллех хĕрес хыврĕ.

Эпĕ чĕнмерĕм, сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Сĕтел çинче çаврака кукăль выртнине куртăм, анне çине пăхса илтĕм.

— Асăрхарăн-и? — ыйтрĕ вăл, ăшшăн кулса. — Сан ятупа ятарласа пĕçернĕ ăна.

— Чăнах-и?

— Чăнах пулмасăр. Вуниккĕ тултартăн ĕнтĕ паян!.. Кукăльне пуçлатпăр-и?

— Уроксем хатĕрлем-ха, — терĕм эпĕ, сумкăран хут-кĕнеке кăларса. — Пĕçернĕ кукăль тухса тармĕ ĕнтĕ...

— Апла та юрать, — терĕ те анне кăмака кукринче кăштăртатма пуçларĕ.

Эпĕ хăй çутрăм. Мăчи куç кăна çуннипе ăна сĕтел çине илсе лартрăм та урок хатĕрлеме тытăнтăм. Пĕр сехет-и, ытларах-и ларсан, шăмшак хытса кайнипе, урай варне тăтăм, физкультура упражненийĕсем тума пуçларăм.

— Ĕçне пĕтертĕн-и? — ыйтрĕ анне.

— Çук-ха, — терĕм эпĕ. — Пăртак çеç канас терĕм те...

— Юрĕ эппин...

Тепĕр хут сĕтел умне пырса лартăм кăна, урамра такам хытă кăшкăрса яки илтĕнчĕ.

— Пушар! Кантур çунать, кантур!..

Эпир ура çине сиксе тăтăмăр, урамра çынсем чупа-чупа иртнине асăрхарăмăр. Тумланнă-тумланманах тухса вăркăнтăм эпĕ килтен.

— Асăрхануллăрах пулма пĕл унта, — илтĕнчĕ анне сасси.

Урамра тĕттĕм. Эпĕ кантур патнелле чупса кайрăм. Çырма урлă каçсанах, кантур çийĕнче çутă ялкăшнине асăрхарăм. Пуп çырми пуçламăшĕ патне çитрĕм те, кĕрлесе çунакан кантура курсан, кĕçех ураран ӳкмерĕм. Хуп-хура кантурăн чӳречисенчен вут-хĕм явăнса тухать, пĕлĕтелле кăвак тĕтĕм палкаса хăпарать. Хĕрлĕ гвардеецсем пушар насусĕпе аппаланаççĕ, темиçе лавпа шыв турттараççĕ... Эпĕ çунакан кантур патнерех пытăм, кунта Кольăна курах патăм.

Куратăн-и, мĕнле çунать? — терĕ вăл, кантур çинелле кăтартса. — Кĕç-вĕçех акă патронсем çурăлма, пульăсем шăхăрма пуçлаççĕ...

— Мĕнле пульăсем? Эсĕ ăçтан пĕлетĕн?

— Пĕлетĕп, — ĕнентерчĕ вăл. — Хĕрлĕ гвардеецсен кантурта пĕр ещĕк патрун пулнă, тет, халăх çавăнпа кантур çывăхне пыма шикленет.

Коля мана хулран тытрĕ те, эпир ик-виç утăм турăмăр.

— Пушарĕ мĕнрен тухнă-ши? — ыйтрăм эпĕ.

— Кантурта контрибуци укçи нумай пулнă, тет. Çавăнпа тĕртсе янă пуль, теççĕ.

— Кам тĕртнĕ-ши?

— Алă пусса хăварман ĕнтĕ, — тăрăхланă пек каларĕ Коля. — Кам контрибуци туленĕ, çавсем пĕлеççĕ пуль...

Эпĕ кӳреннĕ пек пултăм, Кольăна хам та мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме шутларăм. «Кантур вывескине туртса антарнине пĕлмест пулĕ-ха вăл, — шутларăм ăшăмра, — каласа тĕлĕнтерес-ха çавăн çинчен...» Шăпах çав вăхăтра патронсем латлатса çурăлма, пульăсем вĕçме пуçларĕç.

— Вырт хăвăртрах çĕрет вилес тетĕн-и-мĕн? — кăшкăрса ячĕ Коля, çĕре ӳксе.

Эпĕ те шăннă çерем çине йăпăр-япăр тăсăлса выртрăм. Кантур патĕнче кĕпĕрленсе тăракан çынсем ăçта кирлĕ унта тарма пуçларĕç. Çав вăхăтра пирĕн паталла чиркӳ патĕнчен пĕр ушкăн халăх пынине асăрхарăмăр.

— Мĕне пĕлтерет ку камит? — ыйтрĕ Коля.

Эпир ура çине тăтăмăр, хамăр паталла пыракан ушкăн патнелле çывхартăмăр. Ушкăна чиркӳ старости Çăхан Çеменĕ ертсе тухнă иккен. Чиркӳри пысăк хăма турамăшне çĕкленĕ. Ушкăнта пилĕк-ултă арçын, темиçе карчăк тата ик-виçĕ ача. Вĕсем пирĕн тĕлтен иртрĕç те çунакан кантур патнелле уттарчĕç, хăйсем темле чиркӳ юрри юрлаççĕ... Унччен те пулмарĕ, çунакан кантур çурчĕ ластăр! туса йăтăнса анчĕ, каллех патронсем латлатма пуçларĕç. Турăшпа пыракан ушкăн самантрах чăлт анчах çухалчĕ. Хăма турăшне йăтса пыракан икĕ çын (вĕсенчен пĕри Çăхан Çеменĕччĕ) хăраса кайнипе турăшне лач! ӳкерчĕç те, леш вара çурмаран лăкăшт çеç çурăлса кайрĕ. Çăхан Çеменĕ хурах кăшкăрса ячĕ, мулкач пек сиксе, пуп çырминче çухалчĕ...

Икĕ талăк çунчĕ кантур çурчĕ. Виççĕмĕш кунне хуллен ăсăрланса выртакан кантур çурчĕ патĕнче Мăнъял халăхнĕ пухрĕç. Пысăк перемена вăхăтĕнче эпир те Кольăпа унта пултăмăр.

— Халăх, — пуçларĕ Иван Ильич, пушă пичке çине тăрса. — Продразверстка çинчен калама отряд командирне Смелов юлташа сăмах паратăп...

Каларĕ те вăл çапла пичке çинчен анчĕ. Ун вырăнне çавăнтах отряд командирĕ йăшт! анчах сиксе хăпарчĕ.

— Халăх, — терĕ вăл, — Мăнъял çыннисем!

Çынсем шăп пулчĕç, оратор çине тинкерсе пăхреç.

— Сирĕн ялăн ыран валли, — терĕ командир, — пилĕкçĕр пăт тырă пухас пулать...

Оратор самантлăха чарăнчĕ те çынсем çийĕпе пăхса çаврăнчĕ. Халăх шăпах пулчĕ, хыçалтан кăна пĕри: «Мĕншĕн пин пăт мар?» — тесе кăшкăрчĕ. Ку ĕнтĕ ялти куштан — Кăтра Ухваниçĕ пулчĕ.

Халăх хушшинче шавласа илчĕç. Оратор хĕрӳленсе çапла каларĕ:

— Миллионлă Хĕрлĕ Çара, хулари рабочисене тăрантма çăкăр кирлĕ. Кулаксем вăл çăкăра ирĕклĕн парас çуккине эпир питĕ аван пĕлетпĕр. Çавăнпа та пуянсем çине çирĕп разверстка хуратпăр. Пирĕн принцип çапла: чухăнсенчен нимĕн те илместпĕр, вăтам хресченрен — вăй çитнĕ таран, пуринчен ытла тата чи малтан — кулаксенчен илетпĕр...

— Класс тăшманĕсем кантур çуртне тĕртсе çунтарчĕç, кантурта контрибуци укçи выртнине пĕлнĕ вĕсем. Эпĕ калатăп: çунса кайнă укçа вырăнне пуянсем çине икĕ хут ытларах çĕнĕ контрибуци хумалла пулать... Совет влаçĕ хăйĕнчен мăшкăллама никама та ирĕк парас çук, çавна пĕлме вăхăт çитнĕ ĕнтĕ!.. Ăнлантăр-и?

Халăх хушшинчен чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. Вара Смелов вырăнне пичке çине каллех Иван Ильич Добров хăпарчĕ те разверстка тăрăх камăн мĕн чухлĕ тырă памаллине вуласа пачĕ:

— Çăхан Çеменĕ, — терĕ вăл, — утмăл пăт. Хăй пур-и кунта?

— Çук, — терĕç халăх хушшинчен.

— Арлан Антунĕ — утмăл пăт. Кăтра Ухваниçĕ — аллă пăт...

— Ăçтан тупас ун чухлĕ тырă? — кăшкăрчĕ лешĕ.

— Салтаксемпе пырсан, куç курĕ унта, — терĕ те Иван Ильич, списокне малалла вуларĕ. Унта камăн пилĕк пăт, камăн улттă, камăн виçĕ пăт кăна памалла. Юлашкинчен, ялти вунтăхăр килтен разверстка пачах илменни çинчен асăрхаттарчĕ те списокне хутлатса кĕсъене чикрĕ.

— Халĕ, — терĕ вăл, — кулаксем çине çĕнĕрен мĕн чухлĕ контрибуци хунине пĕлтерем...

Çав вăхăтра шкул шăнкăравĕ янăраса кайрĕ, пысăк перемена вĕçленчĕ. Эпир Кольăпа шкула васкарăмăр.

 

3

1919 çулхи çуркунне çитрĕ. Продотрядсем яла татах килкелерĕç, чухăнсен комитетне вĕсем пысăк пулăшу йаратчĕç. Çуллахи каникула ярас умĕн пĕрер уйăх малтан пирĕн шкула чухăнсен комитечĕн представителĕ Добров пычĕ, чухăнсен ачисем валли тӳлевсĕрех тĕрлĕ япала валеçсе памалли çинчен пĕлтерчĕ. Вара вĕренекенсен пухăвĕнче кама мĕн памаллине вуласа пачĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 13