Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхавлă пуху
Ериле
Чакка! Эх, шăллăм, пĕлетпĕр хĕнне:
Пуçна хума та сана вырăн çук!
Тивме юраман çав выçлăх пупне;
Мăшкăл та пулсан, тӳсмеллех ку чух.
Хырçу-марçуна çывхартнă пулсан,
Леш пуп таврашне тĕкĕнмен пулсан,
Çаплах тĕп туса хумастчĕç сана...
Мĕнле-ха çăлас ĕнтĕ пурнăçна?!
Чакка
Сĕлĕх пек пупа чĕррĕн чăтаймасп,
Нимле пуçлăха текех пуç таймасп.
Çавсем пиркиех тухрăм çынлăхран.
Мĕншĕн? — Тасаран! Çитмен пурнăçран!
Кĕшĕл хусканать тăп тăнă пуху,
Кĕрлет пĕр самант — шăв-шав, калаçу:
1-мĕш сасă
Асап та мăшкăл! Мĕскер ырри пур?
Чăнах та, Чакка!.. Эс тĕрĕс... маттур!
2-мĕш сасă
Никам мар, пĕр çав Алапит шампи
Хупларĕ ăна... ну, тулчĕ шалчи!
3-мĕш сасă
Кам çирĕ тата Тевенеш пуçне?
Çав çын шайккиех... Вилĕм вĕсене!
2-мĕш сасă
Халь пĕтнĕ ĕнтĕ, чĕрлеймĕç текех.
3-мĕш сасă
Текей кам тата? Ăна та кирлех!
Юксар
Текей — алри йытă. Лешсемччĕ пире...
Чирке каймасан, хĕрес çакмасан,
Икон лартмасан та ан сӳччĕр тире.
Пурнасчĕ пирĕн, хамăр пек, аван...
Каяр ак халех, мĕнпур халăхпа
Малтан кантура пырса çĕмĕрер.
Унтан ăс парар антăхнă пупа...
Ан килччĕр яла... лайăх вĕрентер!
Янрать, çуйăхать, хумханать пуху.
Пăш-пăш калаçу, унтах кăшкăру:
— Чăнах, ĕмĕрне ĕçлен, тăрмашан, —
Пĕр пусăн пухса харама паран!..
— Чакка чăн калать: вăй пур, мĕн хăрас?
Çĕмрес кантура!!! — теççĕ ик-виç сас.
Хăш-хăш, çакăнтах шанусăр куçпа
Йăпăш пăхкалаççĕ хусахсем çине.
Пахом утаман пăлханчăк сăнпа
Тăрать сак çинче, тăнлать сассене.
Ериле
Чăнни вăл чăнах. Анчах, этсемри,
Пăлхав хыççăнах, асту, мĕн курас?!.
Эсир, çамрăксем, ытла та вĕри, —
Ват çын канашне хуть кăшт йышăнас!
Пахом
Асту эс, супнă, пурмис майлă-и?
Мĕскершĕн текех пăсан халăха?!.
Ериле
Пахом! Эх, Чакка! Пулмасть лайăххи...
Эп сирĕн майлах, пĕлетĕр мана...
Сассем
— Ериле суймасть: ыррине ан кĕт!
Пăлхав кăларма пирĕн вăй çук вĕт!
— Ватти вăл курнă — тӳснĕ, ачасем:
Пушшех хĕн пулать, — теççĕ ват çынсем.
— Пахом, сан аван: сана тытас çук;
Паян эс кунта, ыран ак таçта!
Пире вĕт мăйкăч ун пек пăлхав чух:
Киле пăрахса тарма çук ниçта!
Çампа та пире сирĕн сăмахсем
Юравсăр вĕсем, — теççĕ теприсем.
Пахомка старик пуçлать шăртланма.
Калать вăл тимлĕн, сăнне чалхăртса:
— Пĕтет Тевенеш! Ăна хăтарма
Кирлĕ мар эппин?!. Çăлмаллах кайса!
— Хăратпăр, шиклĕ, — теççĕ ваттисем.
— Эпир санпала! — теççĕ çамрăксем.
— Каятпăр халех! — терĕ утаман,
Анать кĕрст! сиксе лутра сак çинчен.
— Тавайăр лавсем! Ан юлăр манран! —
Тесе вăл тухать хурал пӳртĕнчен.
Ун хыççăн кашах мĕнпур хусахсем,
Ялти халăхран та — нумай çамрăксем
Тухаççĕ хăвăрт. Кӳреççĕ лавсем.
Пăшал, сенĕксем пухаççĕ вĕсем...
Пуху пĕр тапхăр сĕнкет, — шăпăртах.
Ак Чакка тăрать Пахом вырăнне.
Çĕклет аллине — каласшăн сăмах,
Анчах пӳлĕнет ăш-чик кӳтнипе.
Ериле
Чакка! Юн тăкмах сирĕн юраман,
Çитетчĕ пăртак хăратнă пулсан...
Куштан та пулсан — вĕсем хамрăннах...
Улпут-мĕн пулсан, юратчĕ кăнтмах.
Чакка
Пĕлсе эс пуплеш:
Ăçта Тевенеш?!.
Кала-ха татсах эс — камччĕ вăл саншăн?
Санран та хисеплĕ ĕçчен чăвашах!
Ак эп те паян ылханлă таркăн!
Мĕн-ма, кам пирки пĕтетпĕр каплах?..
Сире ку паллă:
Вĕсем пит ылханлă...
Çавсем-çке, чунилмĕш кантур ячĕпе,
Усал кашкăрсем пек кышлатчĕç пире;
Тире сӳме хатĕр чинавниксенне
Кушак пек çуллатчĕç алли-урине...
Ан пулччăр ун пек улпут йыттисем!
Вилме! Вилĕмех тивĕçлĕ вĕсем!..
Мĕн кирлĕ — вăл пулчĕ:
Тăшман шалчи тулчĕ!..
Халь çеç юхнă юн
Никам пуçне мар вăл, — хуплатăр мана!
Таса, таса мар-и ман хĕмлĕ чĕрем —
Хăех пĕлсе татĕ тăн-пуçлă этем.
Энтри
Ериле пичче çилле çеç сирет!
Чакка, эс тĕрĕс. Çамрăксем сан май.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...