Шурă акăш çулĕ :: Пуçсăр юланут
Çапла, ашшĕпе синкерлĕ инкек пулса иртнĕ хыççăн Илпенес хăйĕн шăпине телейлĕ теме те хăять. Турăсем ăна пăрахмарĕç, ырă упăшка тĕлне пултарчĕç. Çапах тем çитмест çамрăк хĕрарăма. Ашшĕ ăна ачаран пурнăç анлăшĕпе шухăшлама хăнăхтарнă, Эпеçре вара унăн кил-йышпа ял пурнăçĕн картинчен тухмашкăн май та, сăлтав та çук. Пĕр шутласан, Илпенес упăшки чăннипех тем те пĕлет, таçта та çитсе курнă. Унăн ашшĕ те халăхра хисеплĕ, улус Хуралĕн çынни. Илпенес пĕлет, унашкал ятлă-сумлă çынсем чăвашра татах пур. Апла ма-ха Çĕрпӳ-Пулат вырăнне вĕсем мар, ăçти-çук Шахман йышăнчĕ? Çĕрпӳ-Пулатăн ывăл пулманран-ши? Анчах халĕ унăн кĕрӳ пур, мăнукĕ те усет. Чавашра ĕмĕртен ĕмĕре пыракан йăлапа халĕ пĕчĕк Питтăпая хана лартма пулать. Вăл ӳссе çитĕниччен хан ĕçĕсене унăн ашшĕ Питтăпай регент шайĕпе туса пыма пултарĕ.
Пурăна киле çак шухăш Илпенесе вирлĕрех те вирлерех çавăрса иле пуçларĕ. Вара хĕрарăм ăна хăйĕн чунĕнче кăна упранипе çырлахмарĕ, пĕррехинче ун пирки упăшкипе калаçса илчĕ-илчех.
— Ан аташ, эпĕ, ахаль çын, ăçтан-ха пĕтĕм халăх пуçĕ пулма пултарăп? — килĕшмерĕ Питтăпай.
— Эсĕ мар, ывăлăмăр Питтăпай пуç пулать. Унра — Аслă Пăлхар ханĕн юнĕ. Эсĕ вара çул çитмен ханăн регенчĕ. Ытти тесен, Шахман санран хăш енĕпе лайăхрах?
Çакнашкал калаçусем вĕсем хушшинче каярах та пулкаларĕç. Юлашкинчен арăмĕн сăмахĕсем Питтăпая çавăрса ячĕç-ячĕçех. Хан вырăнне Шахман мар, урăх çын йышăнас тăк темлеччĕ те, çав Çарăк патша халăх пуçĕ пулнипе чăнах ниепле килĕшме çук.
— Юрать, сан шухăшу тĕрĕсех тейĕпĕр. Анчах ăна пурнăçа кĕртме пулать-ши? — çапах та иккĕленчĕ Питтăпай.
— Эпĕ кун пирки те шухăшланă, — ăнлантарчĕ Илпенес. — Сан аçу — Хурал çынни. Хăйĕн ытти ĕçтешĕсемпе калаçса пăхтăр, ăнлантартăр вĕсене. Çавăнпа пĕрлех Шахман кунта мĕнле усал ĕç туса хăварни çинчен каласа кăтарттăр. Пĕр сăмахпа, Хурал çыннисене курултай пухма килĕштермелле. Унта Шахмана сирпĕтсе антарас пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Вăл кам икенне халĕ пурте пĕлеççĕ.
Темиçе кунран Питтăпай арăмĕпе иккĕшĕн пулса тухнă çак шухăша ашшĕне пĕлтерчĕ. Ывăлĕ каласа пĕтерсен Пайпулат, тимĕрçĕ лаççинчен таврăннă хыççăн курăк чейĕ ĕçсе канаканскер, чылайччен çăра кăвак сухалне шăлкаласа ларчĕ.
— Ăт ача, — терĕ юлашкинчен, — пуç тавра апла-капла çавăрттарсан кин тĕрĕсех каланăн туйăнать. Пулат йăх-тăхăмне малалла тăсаканĕсем халĕ чăнах та эсир пулса тухатăр.
— Вара? — васкатрĕ Питтăпай.
— А мĕнех, май килсенех Çĕрпĕве кайса килĕп. Хурал çыннисем ытларахăшĕ унта пурăнаççĕ.
Вĕсем, паллах, Шахман хӳттипе хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ те-ха, патшалăх шайĕнчи тĕрĕслĕхе çапах мала хума тивĕç. Енчен çапах çав путсĕр майлах юлсан вара мĕн тăвăн... Пĕр сăмахпа, пуçăнса пăхнăшăн пуç касмĕç-ха. Пушăрах вăхăт тупăнсанах çула тухатăп.
Пушăрах вăхăт вырма вĕçленсен тупăнчĕ. Тĕрĕссипе ĕç çав-çавах нумайччĕ те-ха, капана кĕлтелесе хунă тырра темиçе кун каярах çапса пĕтернĕшĕн темех пулас çук, шухăшларĕ Пайпулат. Çинех ăна кил-йыш пултарнă таран унсăр та çапĕ.
...Çĕрпӳри ĕçтешĕсем Пайпулата шалт аптратса пăрахрĕç. Вĕсем Шахман хан Эпеç енне тухса кайнине пĕлмен те иккен. Хайхисем Пайпулата кăсăклансах тĕпче пуçларĕç: хăçан пынă Шахман Эпеçе, миçен, унтан ăçта тухса кайнă? Тимĕрçĕ çав ыйтусене илтсен нимĕн хуравлама пĕлмерĕ. Вут тĕртнĕшĕн Шахман çыннисене Ишекре пурне те вĕлерсе пĕтерни çинчен каласа пани усса пулĕ-ши е усала-ши? Шахман таврăннă тăк Пайпулат паллах çав путсĕр ĕçе хан хăй пуçарнине уçса ларатчĕ. Анчах Шахман ку таранччен те Çĕрпĕве таврăнман иккен. Капла вара тем тумалла. Ишекре хана та вĕлерсе пăрахнă тейĕç тата. Ку вара пач урăхла япала. Тата чăнах тĕлĕнмелле. Питтăпай каланă тăрăх, вăл та, Чакăр та Шахмана вуçех тĕкĕнмен, хан хăй те вĕсем патне çывăха пыман, çыннисем çапăçăва кĕрсенех айккинелле сиккипе вĕçтерсе тарнă. Эппин Шахман ăçта мура çĕтнĕ? Тата мĕн сăлтавпа пытанса пурăнать?
Апла-и, капла-и те, Пайпулат яла Хурал çыннисене хăй вĕсем патне мĕн тĕллевпе пынине уçса памасăрах таврăнчĕ. Эпеçре вара ăна тепĕр тĕлĕнтермĕш хыпар пĕлтерчĕç. Таврари вăрмансемпе улăхсенче темĕнле юлан утçă çурет тет. Хăш-пĕр чухне вăл сăрт-ту пек пысăккăн курăнать, тепер чухне ахаль çын пекех имĕш. Анчах çав юлан утçă, пĕрисем каланă тăрăх, пуçсăр тет, теприсем вара ăна пуçлах теççĕ, анчах пуçĕ унăн темĕнле урăхларахскер-мĕн. Еплерех-ши çав "темĕнле" тени — кăна никамах та пайăрласа хуравлаймасть, ма тесессĕн пуçсăр юлан утçă патне çывхарма çынсем хăраççĕ, çывхарма тет-ха, таçта аякра унăн ĕмĕлки курăнсанах сых енне айккинелле тапса сикеççĕ. Кун пирки халăхра икĕ-виçĕ эрне каяллах сăмах тухнă иккен. Питтăпайпа Пайпулат кил-йышĕ çак хушăра Чакăра çурт-йĕр çавăрма çĕрĕн-кунĕн пулăшнă. Çавна май вĕсем куршĕсемпе сăмах ваклама мар, Хурамал пасарне те çӳремен, çавăнпа тĕлĕнтермĕш хыпара илтмесĕрех юлнă.
Çапла кун хыççăн кун иртрĕ, пуçсăр юлан утçă вара таврара çӳрет те çӳрет пулас. Куракансем е ун хыççăн кашкăр кĕтĕвĕ лĕслетсе пыни, е ун çийĕн çăхансен хура ушкăнĕ пĕлĕт пек явăнни çинчен калаççĕ. Ĕнтĕ таврари ял çыннисем вăрмана çӳреми пулчĕç. Эпеçпе куршĕлле Вăтаелĕнчи чи харсăр лаша вăррисем те хăйсен "сунарне" вăхăтлăха пăрахрĕç. Сехре хăппи пĕтĕм Камай уйĕпе Вăрăм тăрăхне ярса илчĕ.
Пайпулат Хурал çынни пулнă май ял-йыш ăна "таврара йĕрке тумалли" çинчен шахвăртса аса илтерме тытăнчĕ. Ун пек чухне хирĕç мĕнех калайăн? Пуçсăр юлан утçă тупсăмне татса парассине Пайпулатăн хăйĕн çинех илме тиврĕ. Вăл пĕр кĕçнернинче канмалли куна пăхмасăр Эпеçпе кӳршĕллĕ ял пуçĕсене, турхансене, Чакăра, Питтăпая чĕнсе илчĕ. Вара пурте пĕрле пухăнса хăрушă юлан утçа шырама тухас терĕç. Калама канас. Çав юлан утçа ăçта кăна курман-ши? Çынсене ĕненсен, вăл çитмен вырăн та çук пулĕ. Шухăшласан-шухăшласан çапла йышăнчĕç: лаша та, çынни те шывсăр пурăнаймаççĕ. Ку таранччен илтнĕ хыпарсем тăрăх пуçсăр юлан утçă ялсене вуçех кĕмест. Апла тесен унăн лашине юхан шыв хĕрринче шăварма тивет. Çинех, ялсене кĕменскер, пулă та тытатех ĕнтĕ. Какай ялан çиесси йăлăхтарать, çитменнине пулă сĕресси тискер кайăка йĕрлесе тытассинчен çăмăлрах. Пуçсăр юлан утçă çурекен тăрăхра вара пулăллă икĕ юхан шыв — Хумпа Вăрăм пур. Иккĕшĕ те Кĕтнене юхса тухаççĕ. Анчах тĕлĕнтермĕш юлан утçа Кĕтне хĕрринче курнине каламаççĕ. Çавăнпа Хум тăрăх та, Вăрăм тăрăх та Кĕтне юпписенчен çӳлелле хăпармалла пулать. Çакна шута хурса арçынсем икĕ ушкăна пайланчĕç. Пайпулатпа Эпеç, Асанкасçи, Хурамал, Хумпуç Патăрьел пуçĕсемпе турханĕсен Хум тăрăх, Чакăрпа Питтăпай тата Вăтаел, Вăрăмпуç» Сиккасси пуçĕсемпе турханĕсен Вăрăм тăрăх каймалла тесе йышăнчĕç.
Чакăр ушкăнĕ тепĕр кун ир-ирех çула тухрĕ. Вырăнти çынсем каланă тăрăх юлашки виçĕ-тăватă кун хушшинче пуçсăр юлан утçа Вăрăмпуç, Шелттем, Сиккасси, Эткер ялĕсем таврашĕнче курнă. Эппин çав тĕлĕнтермĕш çын халĕ те ку енчех пулма кирлĕ. Вăл так ахаль унта-кунта пит аякках куçса çӳренĕн туйăнмасть. Чакăр хăйĕн ушкăнне пирвай Вăрăм Кĕтнене юхса тухнă тĕлех ертсе кайрĕ. Вара унтан Вăрăм юхан шывĕ хĕррипе хуллен çӳлелле хăпарма тытăнчĕç. Ĕçе тĕплĕн тăваç тесе икке пайланчĕç, çыран икĕ енĕпе те вăрмана икĕ-виçĕ çухрăм таран кĕре-кĕре пычĕç, лаша е çын йĕррисем шырарĕç. Çапла икĕ кун çӳресен Вăрăмпуçран та иртреç, анчах нимĕнле юлан утçа та асăрхамарĕç-ха. Чăн та, пĕр-икĕ тĕлте хуçăк туратсем курăнчĕç. Лаша йĕрри тесен, пĕр-пĕр янавар тин çеç иртмен тĕк ăна асăрхама та çук ĕнтĕ — кĕркунне, çулçă тăкăнма тытăннă... Вăрампуçран çухрăмсем çӳлерех иртсен каллех сĕм вăрман пуçланать. Кунашкал чатлăха сунарçă та кĕрсе çуремест пулĕ, çавăнпа ял турханĕ, çак таврана аван пĕлекенскер, шырава вĕçлеме сĕнчĕ. Кĕр кунĕ çуллахинчен кĕскерех çав, уйра темле те, вăрманта тĕттĕмленме тытăннăчĕ ĕнтĕ. Чакăр унпа килĕшме те хатĕрччĕ, çак самантра таçтан çӳлтен сасартăк тем мăнăш шурă акăш вĕçсе анчĕ, Чакăр ушкăнĕ çийĕн явăнма тытăнчĕ.
— Хă, мĕн тери пысăк кайăк! — тĕлĕннипе кăшкăрса ячĕ Вăрăмпуç турханĕ. — Эй, Чакăр, сан ухă пур, вăшлаттар пĕр çĕмренне çӳлелле!
Питтăпая вара хăй, ун чухне вун пиллĕкри ача, Çĕрпӳ-Пулат ханпа Мускавран таврăнни аса килчĕ. Ун чухне те вĕсен тĕлне çакнашкал шурă акăш вĕçсе тухнăччĕ, малта инкек кĕтни çинчен систернĕччĕ.
— Шăпланăр, тем ан аташăр! — асăрхаттарчĕ вăл пурне те. Унтан пуçне акăш енне каçăртса ыйтрĕ: — Эй, шурă акăш! Эсĕ Аслă Турă ярса панĕ кайăк пулсан тĕрĕс çула кăтарт пире!
Акăш кăриклетрĕ-кикаклатрĕ те хуллен малалла вĕçсе кайрĕ, тепĕр çур çухрăмран каллех пĕр тĕлте виçĕ çаврăм турĕ, вара мĕнле килнĕ çавăн пекех куçран пăч çухалчĕ.
— Кайрăмăр вăл кăтартнă тĕле! — хăй ушкăнра асли маррине пăхмасăр хушрĕ Питтăпай ăйăрне аякĕсенчен качапа кăштах хĕссе илнĕ май.
Унашкаллине юратман янавар вырăнта тăпăртатса илчĕ те малалла чăтлăха пăхмасăр сиккипе яра пачĕ. Питтăпай питне-куçне чавсасемпе аран хупласа ĕлкĕрет. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, Чакăр ушкăнĕ пысăках мар уçланка пырса тухрĕ. Пырса тухрĕ те арçынсем мĕн курнине ĕненмесĕр шак хытса кайрĕç. Вĕсен учĕсем ырă мара сиссе пуçĕсене уха-уха илеççĕ, хыттăн хартлатаççĕ. Ара, тĕлĕнмелли чăнах та пур кунта: уçланкăра лаша курăк çисе çурет, ун çинче вара пуçне айккинелле мелсĕррĕн тăснă юлан утçă ларать.
— Кам эсĕ?! — хыттăн кăшкăрчĕ утлă çынна Чакăр.
Лешĕ шăпăрт ларать. Ăйăрĕ те хăйне лăпкăн тыткалать, çынна хăнăхнăскерех пулас.
— Эй, санран ыйтаççĕ! — тепре кăшкăрчĕ Чакăр.
Çын çаплах шарламарĕ. Вара Чакăр хĕçне йĕннинчен кăларчĕ те утне хуллен ун еннелле уттарчĕ. Унччен те пулмарĕ, юлан утçăн пуçĕ пĕвĕнчен вĕçерĕнчĕ те хăрушшăн кранклатса çӳлелле вăш! вĕçсе хăпарчĕ. Вăл çăхан пулнă иккен! Хайхи юлан утçă вара пуçсăрах тăрса юлчĕ. Чакăр хыççăн çак тĕлĕнтермĕш патне ыттисем те çывхарчĕç, ăна çавăрса илчĕç. Анчах пуçсăр юлан утçă хускалмарĕ те, шарламарĕ те.
— Атьсемри, ку вăл вилнĕ çын! — пуринчен маларах ăнкарса илчĕ Чакăр. Вара хăюллăнах лăпкăн тăракан урхамах патне çывхарчĕ, ун тавра хуллен çаврăнса этем кӳлепине тĕсесе тухрĕ. — Пуçне такам каснă. Те хĕçпе, те кăшласа татнă — пĕлме çук, тумтир хупламан тĕлсенче ӳтне çăхансем тăпăлтарса пĕтернĕ ĕнтĕ.
Халĕ виле шăрши сăмсана çапнине пăхмасăр пурте пуçсăр çынна тимлĕн пăхса çаврăнчĕç.
— Лашине кашкăрсем те тапăннă пулас, кайри урисене талккишпех шăл йĕрĕсем чăрмаласа пĕтернĕ, — асăрхарĕ Питтăпай.
— Эй, мĕскĕн янавар, епле тӳснĕ-ши вилене çакăн чухлĕ сĕтĕрса çӳресе, — шеллерĕ Вăрампуç турханĕ.
— Тата ӳкермен ăна, — хушса хучĕ унăн Сиккассинчи ĕçтешĕ. — Чим, çынни виличчен лаша çилхине çатăрласа тытма ĕлкĕрнĕ курăнать. Каярах çаплах хытса ларнă. Çавăнпа ӳкмен.
Чакăр юлан утçа пуринчен тимлĕрех тĕсесе тухрĕ.
— Атьсемри, ку вăл пирĕн хан Шахман пулма кирлĕ, — терĕ вара татăклăн. — Тумĕ çавăн. Тата пиçиххин йĕс тăхи те ханăн. Унашкалли пирĕн улусра урăх никамăн çук. Йĕспе капăрлатнă йĕвен те унăннах, ăна эпĕ питĕ лайăх астăватăп.
Ку хыпар пурне те пушшех тĕлĕнтерчĕ, çавăнпа пĕрлех шухăша ячĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ ку вилепе? Çĕр-аннемĕр пуçсăр çынна йышăнмасть, пуçсăр çынна пытаракана вара инкек ярать теççĕ. Çавăнпа йăлт аптриш кунта. Анчах хан пулнă Шахмана капла хальлĕн çуреттерни те тĕрĕс мар. Тепĕр енчен, пытарас тесен те хĕвел аннă ĕнтĕ, чăвашсен йăлипе ку вăхăтра виле пытарма юрамасть. Çинех кунта тупăк та çук. Ăт япала тăк япала! Ăт турăсем мана темĕнле çылăхшăн та каçараççĕ текен хан! Этеме ĕретлĕн пытарма нимĕнле меслет тупăнмасть! Пĕрле илсе кайса ыранччен тытса тăрас — ăçта илсе каймалла ăна?
Канашласан-канашласан пуçсăр хана, çакăн чухлĕ пĕчченех çӳренĕскере, вăрмантах икĕ хуралçăпа хăварас, ыран ирпе ирех Çĕрпĕве, тĕрĕсрех Шахман çуралса ӳснĕ Çĕрпӳелне ашшĕ-амăшĕ патне леçес терĕç.
...Шахман хана пытарма Çĕрпӳелне халăх йышлăнах пымарĕ. Ялти ратне-тăванĕсемсĕр пуçне çăва çинче улус Хуралĕн Çĕрпӳре пурăнакан çыннисем, пуçсăр пуçа леçнĕ Пайпулат тата унпа пĕрпе хурал шучĕпе килнĕ Эпеçпе Вăрăмпуç турханĕсем пулчĕç. Пытарасса та Шахмана хăвăрт-хăвăрт пытарчĕç. Мăчавăр кĕлĕ тунă чухне çав тери васканăран чыхăна-чыхăна, уйрăм сăмахсене çăта-çăта калаçрĕ, çавăнпа ăна ăнланма та май килмерĕ. Чăвашсен йăлипе ун хыççăн хĕрарăмсен хӳхлемеллеччĕ, вĕсем те çакна ячĕшĕн кăна тукаланăн туйăнчĕ. Ку таранччен пуçсăр çынна пытарса курман арçынсем хан виллине шăтăка хăра-хăра антарчĕç те Шахман тепре сиксе тухасран шикленнĕрен хыпалансах витсе хучĕç. Вара çавăнтах пурте çăва çинчен саланчĕç.
Çĕрпĕве таврăннă чухне Пайпулат çула май хăйĕн ĕçтешĕсемпе калаçса илчĕ, Хурал çыннисем çитес хана кама суйласа лартасшăн пулнине пĕлме тăрăшрĕ. Вăл майлă самантра ĕçтешĕсене хăйĕн мăнукĕ пирки систерсе каласа пăхасшăнччĕ. Анчах лешсем текех хан суйласа аппаланасшăн мар иккен.
— Пирĕн юлашки хан мар, халĕ пĕтĕм халăх пуçсăр юлчĕ, — терĕ вĕсенчен пĕри. — Турăсем çапла хушнă пулинех. Ман шутпа, текех пирĕн уйрăм пурăнас пирки сăмах сутса çăвар тутине те сая ямалла мар. Шупашкар мăрсине кайса пуççапар та — çавăнпа çырлахар.
— Шупашкар мăрсисем ĕлĕкрен вырăссемпе пĕр чĕлхеллĕ пулнă, — аса илтерчĕ Пайпулат.
— Эс, Пайпулат, аяккарах пурăннăран пурнăçран кăштах юлнă пулас, — хуравларĕ ăна тепĕр ĕçтешĕ. — Шупашкар мăрси халĕ никам майлă та мар. Пурăнать вăл хăй пĕлнĕ пек, вырăссемпе те, тутарсемпе те ваç-ваç. Шутсăр чее çын. пирĕн çĕре кĕнĕ Шахманран та чеерех. Мана, сăмахран, хальхи мăрса Хусан еннелле ытларах туртăннăн та туйăнать.
— Хамăр улуса тĕреклетсе патшалăх шайне çитереймесен пирĕн малашне пĕр-пĕр патшалăха пăхăнса пурăнма тивет. Вара эсир камсемпе пуласшăн? Вырăссемпе-и е тутарсемпе? — Хурал çыннисенчен тӳррĕн ыйтрĕ Пайпулат.
Лешсем ăна тĕрлĕ сăмахпа, анчах пĕр пекрех шухăшпа хуравларĕç:
— Шупашкар мăрси кампа пулмаллине лайăх пĕлет.
— Ара, эпир ахаль те Хусан ханлăхне кĕрекен улус.
— Эсир унта, анатра, Хусан ханĕпе ахалех хирĕçетĕр. Сире пула вăл пĕррехинче пире пурсăмăра та шар кăтартма пултарать...
Пайпулат ку калаçăва малалла тăсни усăсăррине ăнланчĕ те çул кукăрĕнче ĕçтешĕсемпе сыв пуллашрĕ. Хула çумĕпе иртнĕ чухне вăл Çĕрпĕве чарăнса тăрсах чылайччен пăхса тăчĕ. Йывăç çуртсем. Тĕллĕн-тĕллĕн икĕ хутлисем пур. Çавал хĕрринче кирпĕч кермен ишĕлчĕкĕсем. Вĕсене çум курăкĕ пусса илнĕ, çил-çумăр тĕксĕм сăнпа витернĕ. Мĕскĕн кермен. Мĕскĕн хула. Мĕскĕн...
Çук, халăх мĕскĕн мар! Ку шухăша Пайпулатăн ниепле те йышăнас килмерĕ. "Анчах мĕскĕн пулас мар тесен пирĕн, пуçсăр юлнă чăвашсен, малашне еплерех пурăнмалла-ши? Мĕнле упранмалла тапаланса тухайми инкек шурлăхне кĕрсе ӳкесрен?" — шухăшласа илчĕ Пайпулат.
Çак шухăш ăна çул тăршшĕпех пăраларĕ те пăраларĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...