Шурă акăш çулĕ :: Пуçсăр юланут
— Итле-ха, Пайпулат, пĕр сан пата килнĕскер, манăн ывăлупа Питтăлайпа тата Чакăрпа тĕл пулас килчĕ, — сăмах май тенĕ пек хушса хучĕ çав темĕн Шахман. Ытла та ахальтен пек калаçма тăрăшрĕ вăл, çакă Пайпулата тата хытăрах сисчĕвлентерчĕ. Çавăнпа вăл сых енне хана Чакăр Эпеçре мар, куршĕри Ишекре пурăннине пĕлтерме васкамарĕ.
— Ара, вĕсемпе тĕл пуласси вăл тем мар, ыран ирпе йккĕшĕнпе те курнăçăлăр, — лăпкăн хуравларĕ Пайпулат хăнана. — Сирĕн пĕрех кунта çĕр каçма тивет.
— Çук, манăн вĕсемпе халех тĕл пулас килет, — хăйĕннех печĕ Шахман. — Яр-ха пĕр-пĕр ачуна вĕсене чĕнме.
Хан хушать тĕк мĕн тăвăн? Пайпулат кайри пурте тухрĕ, кĕçĕн хĕр ачине Питтăпай патне кайса килме хушрĕ. «Эс ăна кала, халех кама та пулин Ишеке Чакăра систерме чуптартăр. Хан вĕсене иккĕшне те шырать, мана çакă ырра мар пек туйăнать. Пиччӳне те кала, кил-йышĕпех ăçта та пулин тухса шутăр», — асăрхаттарчĕ хăй. Малти пӳрте кĕме тăрсан алăка хупиччен тулалла хыттăн кăшкăрчĕ:
— Кала, иккĕшĕн те халех килмелле!
Хĕр ачин вара йĕрĕ те юлманччĕ ентĕ, вăл, унчченех урама вĕçтерсе тухнăскер, çак самантра ашшĕ каланине илтме те пултарайман.
Питтăпай ашшĕ хушнине итлесе тӳрех çатан урапана лаша кӳлчĕ, Илпенеспе ывăлне Асанкассинчи хурăнташĕсем патне кăларса ячĕ. Хăй вĕсемпе пымарĕ, ут утланса Ишеке Чакăра систерме тухса вĕçтерчĕ.
Пайпулат патĕнче хăналанакан Шахманпа çыннисем ĕçрĕç те çирĕç, çирĕç те ĕçрĕç, Питтăпайпа Чакăра ниепле те кĕтсе илеймерĕç.
— Эй, Пайпулаттусăм, ывăлупа Чакăра чĕнме ятăн-и эс, ямарăн-и?-ыйтмасăр тӳсеймерĕ юлашкинчен Шахман.
— Ара, янă, янă, хисеплĕ хан, паçăрах янă, — хыпăнсах хуравларĕ кил хуçи, унтан алăк уçса кайри пӳртелле кăшкăрчĕ: — Хĕрĕм, кайса килтĕн-и пиччу патне?!
— Эп паçăрах кайса килнĕ! — пĕлтерчĕ хĕр ача уçă алак патнелле çывхарса.
— Вара мĕн?! — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Шахман.
— Килте çук вĕсем, — лăпкăн хуравларĕ хĕр ача. Унăн лăпкăлăхĕ Шахмана тарăхтарсах ячĕ.
— Апла ма пире кун пирки халиччен те пĕлтермерĕн? — хăтăрчĕ вăл ачана.
Ку тĕлте калаçăва Пайпулат арăмĕ хутшăнчĕ.
— Ачан айăп çук кунта, — ăнлантарчĕ хĕрарăм. — Эпĕ ăна каярах тепре кайса килме хушрăм. Ывăлăма тупиччен сире ахалех чăрмантарма хăяймарăмăр.
— Хă, хăяйман вĕсем! — хытах ятлаçрĕ Шахман. — Чакăр ăçта тата? Ăна ма чĕнсе килмерĕр? Пайпулат хĕрарăмсене тек ятлаттарасшăн пулмарĕ, тăрса алăка хупрĕ те хана ăнлантарчĕ:
— Шахман хан, Чакăр пирĕн ялта пурăнмасть. Вăл кӳршĕри ялта, Ишекре, çурт лартнă. Эпĕ ачана çĕрлене хирĕç унта çитиех яма хăрарăм, Питтăпая тупсан ăнах юлан утпа Ишеке чуптарасшăнччĕ. Айаплă, капла çаврăнса тухасса шутламан. Тепĕр тесен, хисеплĕ хăнасем, эсир канăр паян, леш ачасемпе ыран ирпе тĕл пулсан та юрĕ. Сирĕн пĕрех çĕр выртмалла-иç.
Шахман тек ăна итлесе лармарĕ, тăрса хăпăл-хапăл пуçтарăнчĕ те хăйĕн çыннисене илсе картишне тухрĕ. Ханпа çарĕçсем сĕлĕ çисе вăй илме ĕлкĕрнĕ урхамахĕсене йĕнерлерĕç те утланса ларчĕç.
— Пайпулат, ăçтан каймалла çав Ишеке? — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Шахман.
— Ак çак çулпа кăшт аялалла ансан вăл икĕ енне юпленет. Икĕ енче те кĕпер. Сирĕн сылтăм енчи урлă каçмалла та урампа тӳрех укăлча хапхи патне каймалла. Унтан уя пĕртен-пĕр çул тухать. Çавă пулать те сире Ишеке илсе çитерекенни. Йăнăшмăр, пĕрререн пĕрре вăл, — пĕтĕм кăмăлтан питĕ теплĕн ăнлантарчĕ Пайпупат.
Часах вунă ытла лаша сиккипе тапăртатни илтĕнми те пулчĕ. Вĕсем хыççăн пăрлатса хăпарнă тусан каç сĕмне кăштах тĕтрелетсе илчĕ, пăртакран сывлăш каллех уçăлчĕ. Мĕнле-ши ĕнтĕ унта, Ишекре? Чакăр тарса пытанма ĕлкĕрчĕ-ши? Çынни вăл харсăр та паттăрскер, анчах хан çыннисем ытла та йышлă. Çинех вĕсем те çарăçсем, пĕччен çавнашкал вăйлă йыша хирĕç тăраймăн.
2
Питтăпай пынă чухне Чакăр тĕлĕрме тытăннăччĕ ĕктĕ. Вăл ир выртса ир вăранма юратать. Хапхаран такам шанлаттарсах шаккани ăна вырăн çинчен вăшт кăна тăратрĕ. Çук, Чакăр ыйха тартнăшăн тарăхмарĕ. Ахăртне çын ун патне кирлипе килнĕ, ахальтен кĕçĕн хапхаран тӳрех çапла шанлаттармĕччĕ.
— Кам унта?! — çенĕкрен картишне анса çитичченех кăшкăрса ыйтрĕ Чакăр.
— Эпĕ ку, Питтăпай! — хурав пачĕ çын. — Хăвăртрах уç, кашни самант хаклă.
Картишне кĕрсен Питтăпай малалла иртмесĕрех Эпеçе Шахман çарăçсемпе килни, вĕсене иккĕшне шырани, ашшĕ вĕсене асăрханма хушни çинчен пĕлтерчĕ. Ашшĕ унăн тăнсăр çын мар, ахăртне тем ырă мара сиснĕ.
— Шахман пире шыранинче ырри чăнах та пулас çук, — килĕшрĕ Чакăр юлташĕпе. — Миçен терĕн вĕсем?
— Тĕп-тĕрĕс пăлейместĕп, анчах сахалтан вунă çын терĕç, — пĕлтерчĕ Питтăлай.
— Мĕнех, ятарласа пире курма килнĕскер, çинех паянах тĕл пулма сĕмленекенскер вăл ман пата паян килсе çитетех. Каçа-çĕрлене пăхмасăр, — сасăпа шухăшларĕ Чакăр. — Эппин сых енне эпир акă мĕн тăвăпăр...
Икĕ юлташ хăвăрт канашласа илчĕç, унтан Чакăр кирлĕ пулĕ тесе пӳртрен иккĕшĕн валли те хĕçсемпе ухăсем, вăрман улмуççинчен касса ăсталанă чукмарсем илсе тухрĕ. Вара вĕсем çавăнтах картишĕнчен тухса Ишек хĕррине, яла çул Эпеç енчен кĕрекен тĕле васкарĕç. Кунта пĕр ăшăх вырăнта çул Хум шывĕ урлă кĕперсĕрех каçать те турех хĕсĕк тăкăрлăка кĕрет. Тăкăрлăк икĕ енĕпе пахчасем тăсăлаççĕ. Çыранпа пахчасем хушшинче çăра хăва тĕмĕсем ӳсеççĕ. Çĕрпӳ "хăнисене" Чакăрпа Питтăпай çакăнта кĕтсе илме шут тытрĕç. Пирвай вĕсем Шахманпа çыннисем хăйсене мĕнле тыткаланине сăнаса пăхĕç, кайран мĕн тумалли курăнĕ...
Эпеç енчен юлан утçăсем килни курăннă чухне хĕвел аннăччĕ ĕнтĕ, таврана каç сĕмĕ витернĕччĕ. Çавăнпа лашасем те, вĕсене утланнă ар çынсем те хура ĕмĕлкесем пек çеç курăнаççĕ, хăшĕ кам иккенне палласа илме те çук. Чакăрпа Питтăпай çул шыв урлă каçса Ишек енчи çырана тухнă тĕлте иккĕшĕ икĕ енче тĕмсем хыçне пытанса вартрĕç. Акă юлан утçăсем килсе те çитрĕç, утсем ăшăх шыва шăпăртаттарса çăмăллăнах ку енне тухрĕç.
— Тăхтăр-ха, чарăнăр, — илтĕнчĕ Шахман сасси. — Малалла мĕн тăвас пирки халех калаçса татăлар. Эпеçре Питтăпай килĕнче пулман пекех эпир Чакăра та тупаймасса пултаратпăр. Чее Пайпулат пире чике тăршшĕ лартрĕ. Ывăлĕпе унăн тусне вăл пирĕн пата пыма мар, пиртен пытанма хушнă ахăр. — Çак самантра хан шăппăнрах калаçа пуçланăран Чакăрпа Питтăпай малалла ăна ăнлансах пĕтереймерĕç. — Çавăнпа, енчен Чакăр... пулмасан, унăн кил-çуртне... Кайран Эпеçе... Питтăпайпа Пайпулат пӳрчĕсене... Пайпулатне хана улталанăшăн... Чакăрпа Питтăпая... каярах,..
— Эпир Чакăр пӳрчĕн тĕлне пĕлместпĕр-иç, — сăмах хушрĕ çинçерех саспă арçын.
— Эс мĕн ачапчалла лăпăртатса тăран? Пĕрремĕш килех шаккаса хуçисене варатăпăр та ыйтса пĕлĕпĕр. Ялĕ ку пĕчĕкскер, çын тупасси ним те мар.
— Тата... эпир апла хăтлансан пысăк çылăх пулать. Турăсем пире каçармĕç, — каллех иккĕленчĕ çинçерех сасли.
Вăл иккĕленни Шахмана тарăхтарчĕ пулас.
— Турăсем, турăсем... Мана Хурал хан пулма вĕсем пулăшмасăр суйламан. Çинех вĕсем мана темĕнле çылăхсемшĕн те каçараççĕ. Эппин эпĕ хушнипе тунă ĕçсемшĕн сире нимĕн те пулмасть. Анлантăр-и? — терĕ те вăл аллине ял еннелле сулчĕ: — Çитĕ пуш параппан çапса. Кайрăмăр!
Юлан утçăсем малалла вĕçтĕрчĕç, кĕçех тăкăрлăкран урамалла пăрăнса куçран çухалчĕç.
— Питтăпай, Шахман мĕн каланине эсĕ пĕтĕмпех илтрĕн-и? — ыйтрĕ Чакăр. — Эпĕ унăн юлашки сăмахĕсене ăнланса пĕтереймерĕм.
— Эпĕ те çаплах çав, — терĕ Питтăпай. — Пĕтĕм кил-çуртна ухтарасшăн-ши вара вĕсем... Хуравне нумай кĕтме тивмерĕ. Çур сехет те иртмерĕ, ял хĕрринче çулăм хĕлхемĕ курăнса кайрĕ.
Чакăр килĕ тĕлĕнче. Унччен те пулмарĕ, унта темскер пал! хыпса илчĕ те чăн-чан пушар алхаса пуçларĕ.
— Халĕ ăнланса илтĕн-и вĕсем мĕн тума хатĕрленнине? — путсĕрсене тарăхса ыйтрĕ Чакăр тусĕнчен. — Вĕсем ман пӳрте вут тĕртрĕç, турех лупас тăрринчи утта тивертсе ячĕç пулмалла.
Паçăр Шахман аçупа сан килĕрсем пирки те çав сăмахах каланă пулас.
— Тавăрмалла вĕсене! — касса татрĕ Питтăпай.
Вăл тата тем каласшăнччĕ, анчах тăкăрлăкра Шахман юлан утçисем каялла вĕçтерсе килни чăрмантарчĕ.
— Малтисем шыва кĕрсе кайччăр! Эпир хыçран тапăнăпăр. Пирвай — ухăпа! — Питтăпая асăрхаттарса ĕлкĕрчĕ Чакăр иккĕшĕ те тĕмсем хыçне пытанса ĕлкĕриччен.
Шахман çыннисем вара сиккипе килеççĕ. Вĕсем ахăртне ял çыннисем тухса хăваласран хăраççĕ. Вут тĕртекене çийĕнчех тытсан чăвашсен йăлипе ăна хăйне те çавăнтах вутта пăрахса çунтармалла. Хан-и е такам урăххи-и вăл — кун пек чухне çакă ниме те пĕлтермест.
Хуçисем тем пек васкасан та шыв хĕррине çитеспе лашасем уттине чакарчĕç, шыва асăрханса кĕчĕç, çавна май хыçаларахрисем кĕпĕрленсе тăчĕç. Малтисем шыва шампăртаттарма тытăнсан Чакăрпа Питтăпай кăштах çĕкленчĕç те çавăнтах çывăхри икĕ çарăçа ухă çĕмренĕсемпе тирсе илчĕç. Лешсем вилмеллех аманчĕç пулас, пĕр сасă кăлармасăр çĕре кӳплетрĕç. Çакна юнашарти çарăç илтрĕ, çаврăнса пăхрĕ.
— Атьсемри, пирĕн юлташсене такамсем!.. — кăшкăрса ячĕ вăл, анчах каласа пĕтереймерĕ, ăна та, унпа пĕрлех юнашарти юлташне те черетлĕ çĕмренсем пĕрне кăкăртан, теприне мăйран пырса тирĕнчĕç. Те вилсех, те аманса каллех икĕ çарăç çĕр çине кӳплетрĕç.
Текех ĕнтĕ пытанса тăмалли çук. Чакăрпа Питтăпай тĕмсем хыçĕнчен сиксе тухрĕç, хĕçĕсене сулкаласа хан çыннисем çине сиксе ӳкрĕç.
— Халех вĕлерĕр вĕсене! — илтĕнчĕ çак самантра Шахманăн тарăхнипе, çав хушăрах сехĕрленнипе те хăрăлтăкланнă сасси.
Хум урлă каçма хатĕрленнĕ çарăçсемпе хуралçăсем учĕсене каялла пăрса тепĕр самантран Чакăрпа Питтăпая çавăрса илчĕç. Хаяртан та хаяр тытăçу пуçланчĕ. Чакăр хăрах аллине хĕç, теприне чукмар тытса харăсах икĕ-виçĕ çарăçпа тытăçать. Питтăпай та маххă памасть, чукмарпа та хĕçпе сула-сула никама та хăй çывăхне ямасть. Акă Чакăр чукмарĕпе пĕр çарăçа хырăмран вирлех лектерчĕ. Лешĕ çурмалла шарт хуçăлнă пекех пĕшкĕнчĕ-пĕшкĕнчĕ те лаши çинчен шуса анчĕ. Ирĕке юлнă янавар хыттăн ихĕрсе ячĕ, чĕвен тăчĕ, вара айккинелле сиккипе вĕçтере пачĕ. Чакăр çав хушăра тепĕр çарăçа хĕçпе уринчен чĕрсе илме ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, унтан çавнах, ыратнăран пусăраннăскере, мăйран чашлаттарчĕ. Вăрăм сухаллă пуç пӳрен уйрăлса çĕре панклатса ӳкрĕ, тайлăк çыранпа шывалла кусса анчĕ. Çакна курса тăракан Шахман малалла мĕн пуласса кĕтмерĕ, утне Эпеç еннелле çавăрса сиккипе яра пачĕ. Анчах вăл халĕ яла кĕме хăяймарĕ, Эпеçпе Асанкасси хушшипе иртсе турех Вăрăмпуç вăрманĕ енне ӳкме шутларĕ. Хăйĕн çарăçĕсемпе хуралçисем Хум хĕрринче ĕмĕрлĕхех выртса юласса хан ăнланчĕ ĕнтĕ. Ма тесессĕн вĕсем халь тин тăваттăн-пиллĕкĕн Чакăрпа Питтăпая çĕнтереймĕç, енчен хăшĕ те пулин чĕрĕ юлсан та ял çыннисем вĕсене вут тĕртекенсем тесе пĕрех леш тĕнчене ăсатĕç. Апла тăк халĕ...
Шахман шухăшне вĕçне çитереймерĕ, сасартăк сулахайра Эпеç çумĕнчи пысăках мар кӳлĕрен тем мăнăш эсремет çĕкленнине, шăши юсăнни евĕр, анчах унран пиншер хут пысăкрах пуçне уйри пĕччен юлан утçă енне пăрнине асăрхарĕ. Унччен те пулмарĕ, çав эсремет Асанкасси сăртне кисрентермеллех хăрушшăн ӳхĕрсе ячĕ. Шахман урхамахĕ хăранипе кутăн-пуçăн пăлт-палт! сиккелерĕ те уй урлах ăçта куç курнă çавăнта вĕçтере пачĕ. Йĕнер çинче аран тытăнса юлнă Шахман, хăй те сехре хăпиччен хăранăскер, тарăхнăскер тата шалт аптранăскер, ăйăрне хăй тĕллĕн çул тытма чармарĕ, пĕр-пĕр яла пăрăнса кĕме çеç ирĕк памарĕ. Ара, çĕр хута тăр пĕччен çӳрекен çынна кам хан вырăнне хурса йышăнтăр? Йышăнсан та ăçтан таврăннипе кăсăкланĕç...
Çапла сехет иртрĕ-ши е иккĕ-виççĕ те, анчах хан капла та май килменнине ăнланса илчĕ. Вырăнĕ ку тăрăхра Çĕрпӳ енчи пекех сăрллă-туллă та çырма-çатраллă. Хуçи нихăш яла та кĕме чарнăран хан янаварĕ часах аптраса çитрĕ, тĕлсĕр-палсăр ута пуçларĕ. Вăл пĕр сăрт-ту çине хăпарать те анса каять, унтан Шахман тĕпне таçтан хăяматран татах çуллĕрех вырăн тупăнать. Çитменнине ку тăрăхра талккишпех тенĕ пек хура вăрман кашласа ларать. Çĕрлехи тĕттĕмре темĕнле чĕр чунсем кăшкăрашаççĕ, ӳхлетеççĕ, çухрашаççĕ. Ахаль те хăраса пыракан Шахман чунĕ сехĕрленнипе сӳ те сӳ! туса илет. Хайхи хан пĕр çул пекки çине ӳкрĕ те вăл ăçта илсе тухать çавăнта çитме шут тытрĕ. Анчах нумаях та каяймарĕ, айри ăйăр теме сиссе хартлатса илчĕ, чĕвен тăчĕ, вара сасартăк каялла çаврăнса çула-мĕне пăхмасăр сиккипе яра пачĕ. Вăрман чăтлăхĕнче хăрăк туратсем, хыр лăссисем питрен, хул пуççинчен хытах витере-витере çапăнаççĕ, ăйăр хытă кайнăран вĕсенчен ниçта пăрăнса ĕлкĕрме çук. Шахман мĕнпур вăйран йĕвенне хытарса туртрĕ, тпру! тесе темиçе те кăшкăрса илчĕ. Юрать-ха ăйăрне çăварлăхланă, тимĕр урлăх çăвара каснăран вăл тӳсеймерĕ, чарăнчĕ-чарăнчех. Хай çапах сăмса шăтăкĕсене сара-сара хартлатать, хăлха çунаттисене айккинелле пăркаласа таврана тăнлать. Хăйне хăратакан сасса халĕ те илтет пулинех. Лашине ал лаппиле шăлкаласа лăплантарнă май Шахман та тавраналла пăха-пăха илчĕ, вăрман сĕмлĕхĕнче нимех тв асăрхамарĕ. Анчах мĕн ку! Сасартăк йываçсем хушшипе темĕн шурри мĕлтлетнĕн туйăнчĕ. Тĕттĕмре Шахман вăл мĕнле чĕр чун иккенне уйăрсах илеймерĕ, анчах хурăмĕпе лешĕ кушака аса илтерет пек. Пы-ысăкскер. Çулевĕç-ши? Акă чĕр чун çывăхарахра тепре мĕлтлетрĕ. Çук, çулевĕç мар, унран чылай пысăкрахскер. Нивушлĕ барс? Ку тăрăхра халĕ çав тери сайра тĕл пулакан тискер чĕр чун. Сых енне хан хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ, пысăк кушака куçа-куçăн тĕл пулас шухăшпа ăйăрне вăл мĕлтлетсе илнĕ енне çавăрчĕ. Анчах кушак тек çул çинче те, ун хĕрринче те курăнмарĕ. Ăйăр вара хартлатать те хартлатать. Эппин тискер чĕр чун таçта юнашарах. Апла ма-ха Шахман ăна таврана тем пек тинкерсен те курмасть? Чим! Ака вăл! Шурă барс халĕ çул çинче мар иккен. Вăл, темле майла самантрах хыр çине хăпарса кайнăскер, сасартăк Шахман çине сикрĕ. Çака çиçĕмле хăвăрт пулса иртнĕрен хан ун енне хĕçпе сулма та ĕлкĕреймерĕ, мăйне тем çивĕччи икĕ енчен шăтарса кĕнине, унтан темĕнле хăватлă вăй ăна шатăртаттарса пĕтĕмпех хĕссе лартнине, çавна пула сывлама май çуккине туйрĕ. Туйса илчĕ те тăнне çухатрĕ...
3
Чакăрпа Питтăпай темиçе эрне ĕнтĕ сывлăш çавăрса илмесĕр темелле ĕçлеççĕ. Пайпулат та вĕсене тăтăшах пулăшать. Çĕнĕ çурт лартаççĕ вĕсем. Шахман çунтарса яни вырăнне. Васкатасса вара çанталăк васкатать. Çыннăн пурăнмалли ăшă вырăн хура кĕркуннене кĕриччен пулмаллах-çке.
Арçынсене Илпенес те пултарнă таран пулăшать — е апат пĕçерсе парать, е ыттсемпе тан мăк чикет, е кĕпе çăвать. Ял хĕрарăмĕн пурнăçне вăл хăвăрт хăнăхса çитрĕ, хан хĕрĕ пулса ӳсмен те тейĕн. Çук çав, чунĕнче Илпенес çав-çавах мăнаçлă, хăй хăш йăх-тăхăмран иккенне ăна никам та нихăçан мантараймĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хан шутĕнчи Шахман кунта килсе çапла усал туса хăварни Илпенесе, тен, Чакăртан та ытларах шухăшлаттарать. Епле-ха хан — хăйĕн халăхĕшĕн пуринчен ытларах тăрăшма тивĕç çын — çапла иртĕхме хăять? Мĕнле хура чун, мĕнле туйăмсăр чĕре пулмалла унашкал этемккен?
Кулленхи пурнăç тĕлĕшĕпе Илпенес хăйне телейлĕ теме те пултарать. Упăшки унăн ăслă, вăйлă, тем тума пĕлекен çын. Иккĕшĕ те пĕрне-пĕри чунран-чĕререн юратаççĕ. Питтăпай тепĕр чухне арăмне пĕчĕк ывăлĕ умĕнчех ыталама та именмест. Хул пуççинчен ачашшăн тытса Илпенесе хăй çумне туртса илет, пите-питĕн çавăрса тăратать те куçран ăшшăн-ăшшăн пăхса нимĕн чĕнмесĕр тăрать вара. Икĕ мăшăр кăвак куç хăйсемех калаçаççĕ пĕр-пĕринпе: юратупа хисеп çинчен те, ĕмĕр пĕрле пулма хатĕрри çинчен те, пурнăç пархатарĕ çинчен те. Вĕсемех икĕ чунра пĕр кĕвĕ — юратупа телей кĕвви çуратаççĕ. Икĕ çын çеç туяççĕ-илтеççĕ çав çутă та черчен ачашлăха. Тепĕр тесен ыттисем ăна ан та илтчĕр, вĕсем валли мар унашкал кĕвĕ-юрă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...