Шурă акăш çулĕ :: Каялла, кăнтăралла
— Тутарсем такампа вăрçма каяççĕ, — терĕ вăл. — Эс каланă тăрăх, вĕсен çарĕ çавтери пысăк. Эппин Муром е Чулхула кнеçĕсемпе кăна çапăçасшăн мар вĕсем. Нивушлĕ Мускавах çул тытнă?
— Мускав аякра, — иккĕленчĕ Асан. — Тата вăл Муромпа Чулхула йышши мар, вĕсенчен нумай вăйлăрах теççĕ.
— Çапла пулĕ те, вырăс кнеçĕсем вĕсем пĕр-пĕринпе туслах мар. Енчен Мускав тутарсемпе хăй тĕллĕн çеç çапăçас тăк, çĕнтереймессе те пултарать. Пулат хан каласа кăтартнă тăрăх, Хусан халĕ çав тери хăватланса кайнă. Мускава тавăрасси вара тутарсен юнра. Ма тесессĕн Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара тапăнса тĕп тунă хыççăн темиçе çултанах мускавсем çавнашкалах тискеррĕн Кивĕ Хусана пырса аркатнă. Тен, Хусан ханĕ халĕ çавăншăн тавăрма шутларĕ, э?
— Пулма пултарать, — килĕшрĕ хуняшшĕпе Асан. — Чим, енчен тутарсем пире тапăнас тесен?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...