Шурă акăш çулĕ :: Каялла, кăнтăралла


1

Хусантан таврăнсан Пулат-Керим чылай вăхăт ют çынсенчен никампа курнăçмасăр, никампа калаçмасăр пурăнчĕ. Килтисенчен те вăл хăш-хăш каç пĕр Пинеслупа çеç пуплешкелерĕ. Икĕ эрнерен тин юратнă мăшăрне Хусанта мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартрĕ.

— Ну, мĕн тейĕн? — ыйтрĕ унран юлашкинчен. — Хусан ханлăхне хамăр ирĕкпех кĕмелле-и ĕнтĕ пирĕн?

Пинеслу ислама ĕненекен чăвашсен килĕнче çуралса ӳснĕ, ăна мĕн ачаран арçын ĕçне нихăçан та хутшăнма юрамасть тесе вĕрентнĕ. Кунти чăваш хĕрарăмĕсем хăйсене пач урăхла тыткаланине кура тăркач вăл ашшĕпе амăшĕ вĕрентнинчен нихăçан та иртмест. Чăннипе Пинеслу чылай енĕпе тепĕр арçынран та ирттерет. Пулат-Керим çакна питĕ лайăх пĕлет, çавăнпа мăшăрĕпе час-часах канашлать. Анчах Пинеслу тем тусан та хăй ачаран йышăннă шайран иртме юратмасть. Халĕ те вăл ханлăх пирки нимĕн те каламарĕ. Анчах чунра ĕмĕрлĕхех юлнă шухăшне пытармарĕ.

— Керим, эсĕ хан, санăн патшалăх шайĕпе, пĕтĕм халăх шайĕпе шухăшламалла, — терĕ вăл. — Эпĕ вара мăсăльмансене тӳсме пултараймастăп. Эсĕ Хусан ханлăхне кĕме килĕшес тĕк ку вăл эсĕ мăсăльмансемпе пĕр пулнине пĕлтерĕччĕ. Вара...

Пинеслу калас шухăшне вĕçлемерĕ, анчах Пулат-Керим ăна унсăр та питĕ лайăх ăнланчĕ.

— Пĕлетĕн-и, чи япăххи — капла эпир Юсуфпа тĕрлĕ енне уйрăлса кайнă пулса тухать, — терĕ вăл ханлăх пирки хăй мĕн шут тытнине уçса памасăр. — Эпир унпа пĕр юнлă пиччĕшĕпе шăллĕ-çке, пирĕн пĕр атте — халăхшăн пуç хунă Пулат хан. Эпир иксĕмĕр те атте халалне пурнăçа кĕртме тивĕç çынсем. Анчах вăл каланă пĕр халалах иксĕмĕр икĕ тĕрлĕ ăнланатпăр. Мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ?

Пинеслу та мăшăрне çур сăмахранах ăнланать. Вăл ун умне Инди чейĕпе сар çип ути хутăшĕнчен хатĕрленĕ чей пырса лартрĕ. Хăй сĕтел хушшине мар, айккинерех кайса вырнаçрĕ.

— Пĕлетĕн-и, Керим, эсĕ çапах та мана ан итле, — терĕ упăшкине айăплăн. — Капла хальлĕн Чăваш улусне тытса тăма йывăррине эпĕ те ăнланатăп. Ытла пĕчĕк пирĕн улус. Ăна аслăлатса пырас пулсанччĕ... Эпеç каланă тăрăх, кăнтăр енче халĕ никамах та йышăнман çĕр нумай. Кăпчаксемпе нухайсем тустарса çӳренĕ çĕртен хăй вăхăтĕнче пурте тарса пĕтнĕ тетчĕ вăл, çавăнпа вăл тăрăха хура уй теççĕ-мĕн те, хальлĕхе унта никамах та таврăнман тенĕччĕ...

Пулат-Керим арăмне куçран пăхрĕ-пăхрĕ те сĕтел хушшинчен тухса сак çине унпа юнашар пырса ларчĕ, ĕнтĕ ватăла пуçланă хĕрарăма хул пуççинчен ачашшăн çупăрласа тытрĕ.

— Тавах сана, мăшăрăм, ăслă шухăшушăн, — терĕ ăшшăн.

Кунашкал самант вĕсен хушшинче сайра пулать, ахаль чухне Пулат-Керим хăйне çирĕп тыткалать, шухăш-туйăмне мăшăрĕ умĕнче те палăртма юратмасть. Çакна лайăх пĕлекен Пинеслу ăна куçран пархатарлăн пăхса илчĕ те пуçĕпе упăшкин хул пуççийĕнчен сĕвенчĕ, ырă-ырă кăмăлпа тулса шăпланчĕ.

Темиçе кунран Пулат-Керим Хурал канашне пуçтарчĕ. Хисеплĕ те сумлă çынсене пирвай Хусан ханлăхĕ йĕркеленни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, çавăнтах кун пирки вĕсем мĕн шутланине кашнинчен тенĕ пек ыйтса пĕлчĕ. Канаш çыннисем шалт аптрарĕç, кашни хăй тĕрлĕ калаçрĕ. Анчах татăклă шухăш пĕлтерме нихăшĕ те хăяймарĕ. Кăткăс çав лару-тăру, çав тери кăткăс. Пĕрисем Шупашкартан тĕслĕх илсе вырăссемпе çывăхланма сĕнчĕç. Теприсем вара кирек мĕн пулсан та тутарсемпе кăпчаксем хамăр йышши çынсем, чĕлхи те вĕсен ăнланмалларах. Ылтăн Урта чухне вĕсемпе пĕрлех пурăннă текелерĕç. Анчах çав хушăрах хăйсем тутарсемпе кăпчаксем пуç пулнă патшалăхра чăвашсене ырри нимех те кĕтес çуккине палăртрĕç.

— Вара мĕн, çĕлен умĕнчи шапа пек, пирĕн пĕтессе пĕле тăркач Хусан ханлăхне кĕмелле-и? — ыйтрĕ Пулат-Керим.

— Хисеплĕ хан, тен, тутарсемпе те чиперех калаçса татăлма пулĕ? Тен, вĕсем пире хамăр пĕлнĕ пек пурăнма ирĕк парĕç? Хырçи-марçине, мĕнех, тӳлĕпĕр, ытти тесен пире тутара çеç ан кăларччăр, — терĕ пĕри ытларахăшĕн шухăшне пĕтĕмлетнĕ пек.

— Тутара çеç ан кăларччăр тетĕн эппин? — шухăшласарах каларĕ Пулат-Керим. — Манăн пичче, хамăр хан пулнă Юсуф, унта халĕ Чăваш тăрăхĕн эмирĕ. Вăл халĕ мăсăльман. Халăхĕ те унăн ислам тĕнне йышăннă. Пичче те, ытти нумай чăваш та халĕ тутарла калаçма тăрăшаççĕ, çакă вĕсене чыс кӳрет имĕш. Ачисем вара чăваш чĕлхине вуçех манĕç. Кам пулĕç ĕнтĕ вĕсем? Мĕнле шутлатăр, пире çав шăпа кĕтмĕ-и?

— Кам пĕлет...

— Тен, вĕсем çав тĕне ирĕкпех йышăннă? Ĕлĕк Пăлхар патшалăхĕнче те ислам тĕнĕ пулнă теççĕ.

— Манăн вĕсен тĕнне пĕртте йышăнас килмест. Çĕрме пуян пулмасан сан ытла пурне те пăхăнма, пуççапма тивет.

— Тĕнне те, тен, йышăнма юрĕччĕ. Ун хыççăн пирĕн тутарла калаçма тивсен? Вара эпир те кам пулăпăр? — текелерĕç Хурал канашĕн çыннисем.

— Итлĕр-ха, эсир ма тӳрех хăш патшалăхпа та пулин пĕрлешес пирки калаçса кайрăр? — сасартăк ыйтрĕ Пулат-Керим. — Ма тӳрех хамăр тĕллĕн пурăнаймăпăр тесе шутларăр?

Канаш çыннисем пĕр-пĕрне чăл-чал пăхкаласа илчĕç. Чăнах, мĕншĕн-ха вĕсем тӳрех çапла калаçа пуçларĕç? Кун пирки чăннипе хăйсем нихăшĕ те шутламан пулас.

— Ара, Чулхулапа е Хусанпа танлаштарсан эпир ытла та хавшак-ха, — хăюлăх çитерсе пуриншĕн те хуравларĕ Эпеç. — Хамăр тĕллĕн пурăнмашкăн пирĕн вăй çителĕксĕртерех. Çук, апла та мар. Харпăр хăй тĕллĕн такам та — вăйли те, вăйсăрри те — пурăнма пултарать. Пурăнма ирĕк парсан. Енчен ирĕк памасан? Ун пек чухне халăхăн хăйĕн ирĕклĕхне хӳтĕлеме тивет. Анчах эпир хамăра хамăр хӳтĕлеме пултарайăпăр-и? Çакă иккĕлентерет.

— Вăй пухса çитерейсен мĕн пулĕччĕ? — тĕпчерĕ Пулат-Керим. — Тата çав тери халсăр та мар эпир. Ав, Муром вырăсĕсене еплерех хӳтерсе ятăмăр.

— Ну, вăл...

— Çапла та-ха, — илтĕнчĕç иккĕленӳллĕ сасăсем.

— Хисеплĕ хан, кун çинчен мĕн ыйтмалли? Вăй çитсен эпир, паллах, хамăр тĕллĕн пурăннă пулăттăмăр, — ыттисен шавне хупласа хуравларĕ Эпеç.

— Эппин атьăр вăй пухар, — сĕнчĕ хан.

— Пухасчĕ те-ха...

— Ăçтан пухăн. Пирĕн пĕтĕм улус тавра эрнере çаврăнса тухма пулать, — каллех ĕненмесĕртерех калаçрĕç хăшĕсем.

— Калăр-ха, чăнах та, ма çав тери пĕчĕк пирĕн улус? — каллех кĕтмен ыйту пачĕ хан.

— Кам чарать пире çĕр ытларах тытса илме? Кăнтăр енче хура хир таранах çĕрсем-вăрмансем пушăпа пĕрех. Пире унта куçма никам та чармасть. Хальлĕхе. Пирĕн çав çĕрсене йышăнса юлмалла, çĕнĕ ялсемпе хуласем чĕртсе ямалла.

— Калама канас. Кунти халăх тĕпленнĕ ĕнтĕ, пирĕн çынсене халь хускатаймăн.

— Ия çав, выртан каска мăкланать... — текелерĕç çынсем.

— Халь унта Сĕве леш енчи чăвашсем куçаççĕ тенине илтнĕ эпĕ. Шăпах ĕнтĕ тутара тухас мар текеннисем пулас. Çавсене хамăр улус шутне кĕртсе ямалла, — сĕнчĕ Эпеç.

— Вĕсене улуса чăмăртас текенсен пĕрех кунтан куçса кайма тивет, — аса илтерчĕ Пулат-Керим. — Сиртен çак ĕçе ирĕкпе кӳлĕнме хатĕррисем пур-и?

Пурте самантрах шăпăрт пулчĕç.

— А ма вара — терĕ сасартăк Эпеç — Эпĕ ывăлăмсемпе куçса кайма пултаратăп. Тата кама та пулим тупăп. Ман шутпа, унта пурнăç йĕркелеме тӳре-шарана мар, тĕрлĕ ал ĕç ăстисене куçармалла. Енчен вĕсене çăмăллăхсем туса парайсан, çĕнĕ çĕре куçас текенсем тупăнмаллах. Ку тăрăхра, хăвăрах куратăр, çĕр тĕлĕшпе пурнăç хĕсĕнсех пырать.

— Эпеç тусăм, çапла каланăшăн сана пысăк тав, — чунран савăнса ырларĕ юлташне Пулат-Керим. — Анчах, каçар та, çĕнĕ çĕре çамрăкраххисем куçса кайсан аванрахчĕ. Эсĕ вара манран та чылай аслăрах.

— Пулин. Пулат хан, эпĕ сана чăнласах каларăм. Мĕн ачаран тĕнче касса çӳреме юратнă, çав туйăм манра халĕ те пĕтмен. Сана çĕнĕ ялсем уçса парăп, ачамсене пурнăçра вырăн тупма пулăшăп. Э, Пулат хан? Хам пек ухмахсене эпĕ татах тупăп, хайхи сан улусу самантрах сарăлса кайĕ, чăн-чăн ханлăх шайне çитĕ.

Эпеç чăнах та ватта пăхмасăр çăмăл çын. Темиçе кунранах вăл хăй пекех «ухмахсене» пуçтарчĕ. Пăртакран вĕсем икĕ ушкăна пайланчĕç те, çул çăмăлрах тесе, пĕрисем — Мăн Çавал, теприсем — Кĕçĕн Çавал хĕррипе кăнтăралла çул тытрĕç.

Эпеç хăйĕн ывăлĕсемпе тата кĕрӳшĕпе Асанпа Кĕçĕн Çавал тăрăх кайрĕ. Çапла вĕсем юланутсемпе кун каçа юрттарчĕç, лаша çитерме çеç пĕр-иккĕ чарăнса илчĕç. Каç енне хайхи юханшыв хĕвел анăçнелле палăрмаллах пăрăннă тĕле çитрĕç. Вара Эпеç малалла та кăнтăраллах каяс шутпа пурне те шыв урлă каçма хушрĕ. Малалла çул сĕм вăрманпа пычĕ. Тĕрĕсрех каласан, çул пекки пач пĕтрĕ ĕнтĕ. Çинех таврана каç сĕмĕ çапрĕ те ушкăн вăрмантах пĕр уçланкăрах çĕрте çĕр каçрĕ.

Тепĕр кун çула ирпе ирех тухрĕç. Тăршшĕпех сĕм вăрман пирки ытла хăвăрт каяймарĕç. Пĕр виçĕ-тăватă сехетрен анлă тӳпеме çитсе чарăнчĕç. Тĕрĕсрех каласан, тикĕс вырăнпах пычĕç-ха вĕсем, анчах çав вырăн сасартăк аялалла чăнкăн анса кайнăран сăрт хĕррине çитсе тухнăн туйăнчĕ. Малта, сылтăмра, сарлака çырма урлă, тепĕр тӳпем курăнать. Вăл сулахай еннелле сĕвекленсе-сĕвекленсе пырать те каярах каллех тӳп-тӳрĕ айлăм пулса тăрать. Аялта, çак икĕ тӳпем хушшинче, харăсах виçĕ пĕчĕк юханшыв шăнкăртатса юхса выртаççĕ. Пирвай пĕри тепринпе пĕрлешет, унтан вĕсемпе — виççĕмĕшĕ. Ку юханшывсемпе кимĕпе е сулăпа никамах та ишсе хăпараймĕ, анчах вĕсем самай тулли, ĕçмелĕх те, пахча шăвармалăх та шыв çителĕклĕ. Çинех вĕсен тăрăхĕнче вуншар çăлкуç тапса тăрать. Чăн та, таврара талккишпех вăрман та-ха, ăна кăкласси Эпеçпе ывăлĕсемшĕн темех мар. Пĕр сăмахпа, пурăнмашкăн питĕ меллĕ вырăн.

— Çĕнĕ яла çакăнта лартатпăр, — терĕ Эпеç аллипе аялалла кăтартса.

— Эсир хирĕç пулмасан эпĕ кунтах, çӳл енче, юлăп, — терĕ Асан. — Пирĕн ялсем хушши пысăк пулмĕç, кирлĕ чухне эпир пĕр-пĕрин патне те çурĕпĕр, пĕрне-пĕри пулăшма та пултарăпăр.

— Анчах кунта, тӳпемре, эпир юханшыв курмарăмăр-иç, — иккĕленчĕ Эпеç.

— Вăрман шывсăр пулас çук, эпĕ тупăп, — хăйĕннех печĕ Асан. — Кирлех тĕк пусăсем чавса тухăп. Кунта, çӳл енче, вăрманĕ чаплă. Эпĕ вара сĕтел-пукан, урапа-çуна туса пурăнас тетĕп.

— Ну, хăвăнне ху пĕл эппин, — килĕшрĕ Эпеç.

Каярах вĕсем кунĕпех çывăхри тавралăха тĕпчерĕç. Пĕр виçĕ çухрăмра тепĕр пысăкрах юханшыв тĕлне тухрĕç. Ун тăрăх анса пăхрĕç те вăл тата пысăкрах юханшывпа пĕрлешнине курчĕç. Хальлĕхе Эпеç кил-йышĕ çав юханшывсенчен пĕри — Хум, тепри Кĕтне ятлине, паллах, пĕлмерĕ-ха.

— Çук, эпир вĕсен хĕррине вырнаçмăпăр, — терĕ Эпеç. — Халăх кунталла куçма тытăнсан чи малтан çавнашкал шывсем тăрăх саланать. Вăрă-хурах таврашĕ те ялсене вĕсен хĕрринче шырать. Пирĕн вара вăй иличчен ытлашши палăрмасан та юрĕ. Чăн та, леш пĕчĕкрех юханшыв тăрăхĕнче ейӳ йĕрĕ сарлака, унта утăлăх курăк чаплă ӳсме кирлĕ. Ытти тесен, пирвайхи çулсенче таçтах сĕкĕнмĕпĕр.

Çапла сăмах татса каялла, икĕ пĕчĕк, анчах тулли юханшыв пĕрлешнĕ тĕле таврăнчĕç те çавăнта çĕр каçрĕç, пулă шӳрпи пĕçерсе çирĕç. Унтан уçăлмалла тесе уткаласа çӳрерĕç. — Атте, эпĕ хамăн киле çакăнта, аялти юханшыв хĕррине лартăп, — терĕ Кутюк.

— Вара мĕн, пурте пĕрле пулмăпăр-им? — тĕлĕнчĕ Эпеç.

— Çакнашкал ирĕклĕ вырăнта ма хĕсĕнсе пурăнмалла пирĕн? — ăнлантарчĕ Кутюк. — Май пур чухне çĕре кирлĕ чухлĕ илсе юлар. Унсăрăн çак инçете куçса нушаланнин мĕн усси?

— Апла тесен эпĕ çӳл енчи юханшыв хĕррине вырнаçăп, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Ешлек. — Мана çӳллĕрех вырăн ытларах килĕшет.

— Ну, мĕн тăвăн сирĕнпе, — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ Эпеç. — Апла тесен эпĕ, сирĕн аçу пулнă май, сирĕн хушша вырнаçăп.

— Вăт ку тĕрĕс!

— Питĕ тĕрĕс каларăн, — савăнчĕç ывăлĕсем.

— Хуньăм, эс вырнаçнă вырăн сирĕн ялăн Аслă урамĕ пулĕ вара, — терĕ ашшĕпе ывăлĕсен калаçăвне тăнласа пыракан Асан.

— Асан, кĕрӳшĕм, тен, эсĕ те пирĕнпех вырнаçăн? — хистерĕ ăна Эпеç. — Кур, мĕн чухлĕ паха вырăн таврара.

— Çук, эпĕ çӳлтех вырнаçăп. Маншăн унтинчен меллĕрех вырăн çук, — хăйĕннех печĕ Асан.

Çапла татăлса пурте ырă кăмăлпа çĕр каçрĕç те ирпе каялла Çĕрпĕве, кил-йыша куçарса килме тухса кайрĕç.

 

2

Эпеçпе ывăлĕсем те, Асанпа арăмĕ те пĕр-пĕрне тăванла та нимелле пулăшса хĕл çитиччен çурт-йĕрпе хуралтăсем чиперех лартса ĕлкĕрчĕç. Чăн та, тăранасса вĕсен хальлĕхе ытларах сунарпа тăранса пурăнма тиврĕ, хăйсемпе турттарса килнĕ тырă пашалупа пăтă пĕçеркелеме те аран çиткелерĕ. Ара, тыррине тата вăрлăхлăх упрамалла-çке. Какай тесен вара ăна кунта мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ хатĕрлеме пулать. Таврари вăрманта куянран пуçласа пăши таран темĕн тĕрлĕ чĕрчун пурăнать. Куçса килнĕ çынсем аш-пăша çуллана та пухутлах хатĕрлесе хучĕç. Темиçешер хир сыснипе пăлан тушкисене вакласа пăр антарнă нӳхрепсене вырнаçтарчĕç. Кашнин килĕнче тăварланă какай та темиçешер катка ĕнтĕ.

Хĕл каçа ирĕксĕртен сунара çӳренĕскер Асан хайхи çак ĕçе явăçсах кайрĕ. Эпеçпе тата унăн ывăлĕсемпе танлаштарсан, вăл хăй валли çуркунне çĕр те нумаях хатĕрлемерĕ темелле, çапах кăшт ирĕклĕрех кунсенче вăрман хăртассишĕн питех çунмарĕ, сунара е пулла çӳреме тăрăшрĕ. Пĕррехинче вăл упа йĕрĕ çине ӳкрĕ те утамана тытма шутларĕ. Ара, уга çăвĕ чылай чир-чĕртен сип кӳнине кашни чăваш пĕлет, анчах ăна хатĕрлес тесен упине тытмалла-çке. Асан васкаварлăн килне кайса икĕ юплĕ сенĕк, ухă тата ятаган илсе тухрĕ те йĕр патне таврăнса ун тăрăх кайрĕ. Тинтерех çеç çумăр çуса иртнĕччĕ те упа йĕрĕ çĕр çине аванах çапăнса юлнă. Енчен пĕр-пĕр тĕлте çухалсан та, унталла-кунталла кускаласан вăл малалла хăш енне тăсăлнине курма пулать.

Упи ку çул çӳреме ухутаскер курăнать, йĕрĕ тăсăлать те тăсăлать. Асан килĕнчен кăнтăр-хĕвел тухăçнеллетемиçе çухрăм аяккарах кайрĕ ĕнтĕ. Кĕтне шывĕ патнех тухрĕ. Унта Хум юхса кĕрекен вырăнтан виçĕ çухрăм аяларах тинех утамана курчĕ. Çывăхрах. Юрать çил хирĕç вĕретчĕ, уйсăрăн утаман Асана сиссе тапăнма та пултарнă. Тепĕр тесен упан халĕ унашкал шухăш пулман. Вăл шыва чĕркуççи таран кĕрсе тăнă та пикенсе пулă тытать. Юпа пек хытса тăрать-тăрать те сасартăк лаппипе шыва шаплаттарать, çавăнтах самай пысăк çупаха е шампа пулла туртса кăларать, теме кура хăшне тӳрех туртса çурать те çиме тытăнать, хăшне вара çырана перет. Асан тискер чĕрчуна вăл шывра чухне тапăнма меллĕрех тесе шутларĕ те сенĕкне хатĕр тытса малалла йăпшăна пуçларĕ. Анчах çавăнтах тăп чарăнса тăчĕ, тĕрĕсех куртăм-ши тесе куçне сăтăрса илчĕ те упаран чылай леререхрине, юханшыв леш енчех пулса иртекеннине сăнама тытăнчĕ.

Унта Сĕверен Сăр еннелле вĕçĕ-хĕррисĕр çар куçать! Юланутлисемпе çураннисен ушкăнĕсем, çĕршер — икçĕршер çарăç, пĕр-пĕрин хыççăн черетленсе пыраççĕ. Вĕсен хушшинче — çапăçу хатĕрĕсем тата шăналăкпа витнĕ темсем тиенĕ вуншар лав. Урапа кустăрмисене тикĕтпе лайăх сĕрнĕ курăнать, Асан тăракан вырăнтан нимĕнле сасă та илтĕнмест. Çар вара куçать те куçать. Тупата, кунта пиншер, тен, вуншар пин çарăç пухăннă. Асан упапа мĕн тумалла-ши тесе чĕрчун тăракан енне пăхса илчĕ. Утаманĕ шывра тăман та тейĕн! Тарса вĕçтернĕ ăслăскер. Асан вара çыран хĕрринех çывхарса тĕм хыçне пытанчĕ те тимлĕрех сăнама тытăнчĕ. Тумĕсенчен те, хăш-пĕр çарăç пĕр-пĕринпе темиçе сăмахпа кăна перкелешсе илнинчен те ку çар тутарсен пулни палăрчĕ. «Пире тĕп тума килмеççĕ-ши кусем? — вĕлтлетрĕ шухăш Асан пуçĕнче. — Çук, пирĕншĕнех çакăн чухлĕ çар пухса çӳрени кулăшла пулнă пулĕччĕ. Тата çулĕ те вĕсен пирĕн ялсенчен чылай айккинерех иртет». Апла мĕн тăвать ку çар? Ăçта кайма тухнă?

Асан тутарсен çарĕ иртсе каясса кĕтсе илеймерĕ, кутăн чака-чака вăрмана шаларах кĕчĕ те çаврăнса Эпеç ялне утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса вĕçтерчĕ. Асанкасси сăрчĕ çинчен аялалла аннă чухнех вăл тимĕрçĕ лаççинчен тĕтĕм йăсăрланнине курчĕ, вара тӳрех унта, хуньăшĕ патне васкарĕ. Мĕн курни-илтнине вăл Эпеçе ĕçлеме чарсах каласа кăтартрĕ. Ватă çын сăмах мĕн пирки пынине тӳрех тавçăрса илчĕ.

■ Страницăсем: 1 2