Шурă акăш çулĕ :: Çĕрпӳ пасарĕ
Мулентей хĕсĕк куçне вылятма пăрахрĕ, Пулат-Керима пĕр хушă шăтарасла пăхса ларчĕ, уйрăмах ханăн кăвакарнă сухалĕпе çӳçне тинкерчĕ, хак пама тăрăшрĕ тейĕн.
— Хисеплĕ Пулат хан, эсĕ ман пирки ку çын халăх çинчен пач та шутламасть, хăйшĕн çеç тăрăшать тетĕн пулĕ-ха, — терĕ вара. — Çук, хисеплĕ хан, пĕртте апла мар. Хăвăнтан аяларах шайри çын санран ăсĕпе те аяларах тăрать тесе шутлани чылай чухне тӳрре тухмасть. Эпĕ те халăх пиркиех шухăшлатăп. Анчах тӳррине тӳрех калам, пăлхарсем малашне хăйсен патшалăхне туса хума пултарасса ĕненместĕп. Хусан тавра чăмăртанма пулĕччĕ-и, тен. Анчах, хăвах пĕлен, Хусан ханлăхĕ пăлхар патшалăхĕ пулаймасть, вăл ĕнтĕ пĕтĕмпех тутарсен аллинче. Чулхула пирки сăмах та çук, унта вырăссем пурăнаççĕ, вĕсем пире нихăш енчен те тăван килмеççĕ. Хамăр çеç тесен-и? Хамăр эпир хевтесĕр тăрса юлтăмăр. Пĕтĕм чăваш пĕр чăмăра пĕрлешсен, тен, йĕркеллех пулнă пулĕччĕ. Анчах пирĕн халăхăн ытларах пайĕ Хусан енне сулăнчĕ, мăсăльман тĕнне йышăнчĕ. Эпир халĕ кунта кĕтӳçсĕр кĕтӳ пек пурăнатпăр.
— Пирĕн кĕтӳçĕ пур. Вăл — Пулат хан, — калаçăва хутшăнмасăр каллех тӳсеймерĕ Эпеç.
— Юрĕ, пур тейĕпĕр. Анчах Пулат кĕтӳçĕн хăйĕн кĕтĕвне кашкăрсенчен хӳтĕлемелĕх вăйĕ çук, — килĕшрĕ те, килĕшмерĕ те Мулентей.
— Эпĕ шăпах ĕнтĕ пурин те пĕрле çав вăя пухмалли çинчен калатăп, — терĕ Пулат-Керим.
— Эпĕ хирĕç мар, — терĕ каллех мăрса. — Атьăр Шупашкара тĕп хула тăвар та... Пирвай Чулхула хӳттипе пурăнăпăр. Кайран куç курĕ...
— Эппин, мăрса, эсĕ хулуна хан аллине пама килĕшетĕн-и? — тӳррĕн ыйтрĕ Эпеç. — Ыттине пирĕн хан хăй татса парĕ. Чулхула хӳттине кĕмелле-и пирĕн, хамăр тĕллĕн пурăнмалла-и — кăна патшалăх пуçĕ çеç чăн палăртма пултарать.
— Çав таранах шала кĕмелле калаçмашкăн эпĕ хатĕр мар-ха, — тӳррĕн хуравламарĕ марса. — Халĕ атьăр картишне тухар. Унта пире техĕмлĕ апат кĕтет. Пĕлетĕн-и, хан, виçĕ уйăхри сысна çури какайĕнчен тутлăраххи, ман шутпа, тĕнчере урăх нимĕн те çук. Мăсăльмансен йĕркипе ӳснĕскер, эсĕ ăна астивсе те курман пулĕ-ха.
Патшалăх шайĕнчи калаçу тек сыпăнмарĕ. Тепĕр тесен, Пулат-Керим пурне те лайăх ăнланса çитрĕ ĕнтĕ.
Каç енне Шупашкартан киле таврăнма тухсан вăл çул тăршшĕпех нимĕн чĕнмесĕр пычĕ. Тем шухăшларĕ те шухăшларĕ, шухăшларĕ те шухăшларĕ.
3
Кĕрхи çумăр пăт-пат ӳккеленине пăхмасăр Пулат-Керим хăйĕн канашне Мăн Çавал хĕррине илсе тухрĕ. Çакăншăн кăштах кăмăлсăрланнă çынсем ун хыççăн нӳрĕпе хытнă юпăнчисене юриех кĕмсĕртеттерсе, пылчăк ланкашкине кашни лекмессерен хыттăн ятлаçа-ятлаçа утрĕç. Хан вĕсене илтмест те тейĕн, пылчăка-мĕне пăхмасăр малалла сарлакан ярлаттарса кăна пырать. Акă тинех кĕпер çине хăпарса кайрĕç, вара хан алă çĕклесе пурне те чарăнма хушрĕ. Хăй малтан сахьян аттине çыпăçнă пылчăка патакпа хăйпăтса тăкрĕ, ыттисем те ура тасатса пĕтерессе кĕтрĕ, вара темле пысăк пĕлтерĕшлĕ япала çинчен каланăн хыттăн ыйтрĕ:
— Ну, халăх, мĕн куратăр?
Канаш çыннисем нимĕн хуравлама аптрарĕç. Ара, мĕн курмалли кунта? Хыçал енче — хула, мал енче — уй, кăшт аяккарахра ката пуçланать, унта кĕпертен Шупашкаралла тăсăлакан çул кукăрăлса кĕрет те çухалать. Икĕ айккипе вара Çавал юлхавлăн юхса выртать. Кĕрхи çумăрсем пуçланнăран вăл халĕ çуллахинчен кăшт туллирех, уйрăмлăхĕ те пĕр çавă çеç. Сулахайра, аякра, кивĕ кĕпер хуралса выртать. Ăна та мĕн пăхмалли, унпа усă курма пăрахнă ĕнтĕ, иртен-çӳрен халĕ пирвай хула витĕр тухса çак кĕпер çине ӳкме тăрăшать.
— Хисеплĕ хан, хăвах кала, пирĕн кунта мĕн курмалла? Аттуш шăнса ĕнтĕркерĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ ыттисенчен хăюллăрах Эпеç.
Пулат-Керим пурне те черетпе хул пуççинчен ытала-ытала тухрĕ те Шупашкар еннелле çавăрса тăратрĕ.
— Туссем! Çакăнта, Çавал хĕрринчи анлă лапамра эпĕ калама çук чаплă пасар вырăнĕ куратăп, — хавхаланса каларĕ вăл аллипе Çавалăн хулана хирĕç енне кăтартса. — Çитес çул вăл икĕ кун — шăматпа вырсарнинче — ĕçлĕ. Çав шутран вырсарникунсенче вырăссем юратакан ярмăркка ирттерĕпĕр. Астăватăр-и хамăр Чулхулара курнине? Вăт, çавăнти пекех круççельпе ярăнтарăпăр халăха. Сăрнайпа шăпăр каласа, параппан çапса. Çав хушăрах пирĕн пасарта суту-илӳ караван-сарайри пек хăватлă иртĕ. Пурăна киле эпир çав пасара çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче, — çурхи ĕçсем тăрланнă хыççăн ĕнтĕ, — тăршшĕпех ĕçлемелле тăвăпăр. Таçти-таçти çĕртен килĕç пирен пата: пĕрисем — тавар сутма, теприсем — ăна туянма... Ну, халăх, куратăр-и ĕнтĕ, еплерех шавлать-кĕрлет пирĕн пасар?
Канаш çыннисем пĕр-пĕрин çине чăл-чал пăхкаласа илчĕç. Анчах çăвар уçма нихăшĕ те хăймарĕ. Ытла та ĕненмелле мар, тен, путишлерех те япала çинчен калаçать вĕсен пуçĕ.
— Ĕненместĕр-и? — ăнланчĕ вĕсене хан. — Эсир ĕненĕр. Унсăрăн пирĕн нимĕн те пулмасть.
— Ĕненесчĕ те-ха, — кăххăмлатса илчĕ Эпеç, — анчах пасар вăл туянакансем нумай чухне кăна вăйлă пулать. Пирĕн хуламăр вара... Паллах, пасар кунта тахçанах кирлĕ, хулара халăх йышлансах пырать. Анчах эсĕ тĕнче шайĕнчи пасар тата... леш... мĕнле терĕн-ха... ярмăркка пирки пуплешетĕн.
— Эпеç, эсĕ ăслă çын, апла тăк пуç тавра кăштах çавăрттарса пăх-ха, Çĕрпӳ таврашĕнчех паянхи куна миçе ял? Ялĕсем пĕчĕк мар. Тата пасара килекен сутуçăсем хăйсем та тавар сутма çеç мар, туянма та тăрăшаççĕ. Пирĕн вĕсем валли кунта тĕрлĕ тавар ылмашăвĕн вырăнне туса памалла. Ахаль ял пасарĕнчи пек мар, караван-сарайри йĕркепе суту-илӳ тумалла кунта. Çав йăлана малтанах çирĕплетес пулать.
— Хисеплĕ хан, калама канас... Çапах тăрăшса пăхма юрать. Сан пуçунта ахăртне темĕнле шухăшсем пур. Унсăрăн эс ку пасар пирки сăмах та уçас çук, — килĕшрĕ Эпеç. — Эпĕ пĕр япалана кăна ăнлансах каймарăм. Пулат хан, эс пире ма кунта ертсе килтĕн? Çак çанталăкра. Сăмахпа ăнлантарма çукчĕ-им?
— Эпĕ сире кунта ăнлантарма мар, ĕç хушма илсе килнĕ, — çирĕппĕн каларĕ Пулат-Керим. — Итлĕр эппин. Эпир хамăр пасара çын йышлăн çӳремелле тăвайсан çак кĕпер урлă халăх эрне хушши хĕвĕшсе тăрĕ. Ак халь пăхăр-ха, калăр, хире-хирĕç икĕ урапа иртсе кайĕç-и кунта?
— Ну, ямшăкĕсем ăста пулсан... — иккĕленерех сăмах хушрĕ канаш çыннисенчен пĕри. — Мĕншĕн çаплах васкамалла тата?
— Ма тесессĕн кĕпер чылай йывăрланать. Тата кашни çур пĕр килмест. Пирĕн сăвай юписем тӳсессе-тӳсмессе çурхи пăрпа шыв хăйсемех лайăх тĕрĕслĕç. Кайран вара кĕперне витĕпĕр, — ăнлантарчĕ Пулат-Керим. — Ку ĕçе ертсе пыма, Эпеç, эпĕ сана хушатăп. Санăн вара, — тепĕр çынна хул пуççинчен тытсах каларĕ хан, — суту-илӳ вырăнĕсем тумалла пулать. Ахаль пасарти сарай йышши мар. Вĕсем çĕрле хупăнмалла пулччăр, мĕншĕн тесен сутуçăсем унтах çĕр каçса пурăнĕç. Эсĕ вара, — тепĕрне каларĕ хан, — тавар упрамалли ампарсем туса лартатăн. Тула тухмалли вырăн та, мунча та кирлĕ пулать, унсăрăн çуллахи шăрăхра çын пыйтланса кайма пултарать. Тӳре-шара кантурĕ те кирлех, йĕрке тĕлĕшпе пасарта питĕ тимлĕ пулмалла. Суту вырăнĕшĕн хырçă пухассине те манмалла мар...
Пулат-Керим тата мĕн-мĕн тумаллине каланĕçемĕн канаш çыннисем сӳрĕкленсе-сӳрĕкленсе пычĕç. Кун чухлĕ ĕçе пуш уйăхĕччен епле туса ĕлкĕрĕн? Хан вара татах тем хушать те хушать.
— Чи кирли, — терĕ юлашкинчен, — пирĕн пасара таврари халăха çеç мар, инçетри сутуçăсене йыхăрасси. Ку ĕç, тен, чи йывăрри. Мĕншĕн тесен вĕсене кунта пысăк услам тума май килессе ĕнентермелле. Унсăрăн кӳршĕри Шупашкар сутуçисене те кĕтсе илеймĕн... Тата, Шупашкар тенĕрен, пирĕн пасар унти пасартан нумай-нумай вăйлăрах пулмалла, çапла майпа çеç эпир Çĕрпӳ пĕлтерĕшне ӳстерме пултарăпăр.
— Пулмалла та-ха, Шупашкар вăл Шупашкарах.
— Çинех тата Атăл хĕрринче вырнаçнă, — иккĕленчĕç çынсем.
— Тепĕр енчен, Шупашкар Çĕрпӳрен пит аякках та каяйман. Çав хушăрах унти пасара хула халăхĕ çеç çӳрет, пирĕн пасара вара, хамăр йыхăрма пĕлсен, халăх вуншар хут нумайрах килĕ, — килĕшмерĕ вĕсемпе Пулат-Керим. — Атăл тенĕрен, пирĕн хулана унтан Çавалпа хăпарма пулать. Паллах, пысăках мар баркассемпе тата рашшивасемпе. Сăмах май, шывпа килекенсем валли киммисене тытмалли чаллă кирлĕ. Ан манăр: пирĕн тĕп тĕллев — Шупашкартан ирттересси. Чăвашсен тĕп хули хăшĕ иккенне кашни килен-çӳрен ăнлантăр. Ытти тесен, кайран куç курĕ...
Канаш çыннисене юлашки сăмахсем пуринчен ытларах хавхалантарчĕç.
Çапла вара Çĕрпӳ хули кĕркуннеренпех çитес çулла уçăлас пасара хатĕрленме тытăнчĕ. Малтанлăха хушма кĕпер сăвайĕсене çапрĕç, вĕсене шыв юххи енчен пăр çуракан тĕревсемпе çирĕплетрĕç. Хĕл каçа вара вăрман турттарчĕç, хăма çурчĕç, çуркунне пăр кайсанах пасар хуралтисем, кимĕ кăкармалли чăллă тума тытăнчĕç. Çапла вара çу уйăхĕн варринчех Çавал леш енче хулана хирĕç ку тăрăхри пысăк пасар ӳссе ларчĕ. Çавăнпа пĕр вăхăтрах Пулат-Керим Чулхулапа Хусана элчĕсем кăларса ячĕ. Вĕсем унта çуршар уйăх пӳрăнса вырăнти сутуçăсене, алĕç ăстисене Çĕрпӳ пасарне пыма йыхăрчĕç. Шупашкара вара Çĕрпӳ пасарĕн чапне мухтама харăсах сахалтан теçетке çын кайса килчĕ.
Акă кĕтнĕ шăматкун çитрĕ. Çĕрпӳ хулине ирех Шупашкар енчен те, Хусан енчен те, кăнтăртан та, çурçĕртен те халăх туртăна пуçларĕ. Ытларах, паллах, вырăнти чăвашсем пулчĕç. «Сахал мар иккен пирĕн йыш», — рехетленсе шухăшларĕ вĕсене пăхса тăракан Пулат-Керим. Ăна уйрăмах Шупашкарсем йышлăн çитни савăнтарчĕ. Нумайăшĕ харпăр хăй аллипе тунă япаласене сутма илсе килнĕ. Аякри Чулхулапа Хусантан çитнĕ сутуçăсемпе алĕç ăстисем те пур. Чăн та, хальлĕхе йышлах мар. Анчах паян пасар ăнсан, çитессинче вĕсем юлташĕсене ертсе килĕç. Пасарĕ кăна ăнтăрччĕ.
Суту-илӳ шăматкун кăнтăрларан пуçланчĕ. Унччен сутуçăсем вырăн йышăнчĕç, тавар пушатрĕç, лашисене ятарласа тунă витене кайса тăратрĕç. Янаварсене унта тăрантараççĕ, шăвараççĕ. Паллах, ахаль мар. Таврари хресченсемшĕн ку самай усăллă. Вĕсем те пасара аванах хатĕрленнĕ, сĕлĕ, утă, айсарăм улăмĕ сахал мар турттарса тухнă.
Сутуçăсем мĕн кăна сĕнмеççĕ-ши халăха? Ача-пăча ăсталанă тăм шăхличрен пуçласа çарăçсем валли ăсталанă кӳпе таранах. Чулхуларан ытларах тимĕр-тăмăр япаласем кӳрсе килнĕ. Хресченсем уйрăмах кĕреçе, çава, çурла, сенĕк, тĕрен йышши япаласем туянаççĕ. Пăлхартан куçса килнĕренпе сайра куркалаççĕ кунта вĕсене. Хусан ăстисем шинланă урапа кустăрмисем, сăран тумтир нумай сутрĕç. Çармăссем катка-пичкепе тĕлĕнтерчĕç. Мĕнле кăна эрешлесе пĕтермен-ши вĕсене? Сăр леш енчи вырăссем тата урана тăхăнмалли тĕлĕнтермĕш илсе килнĕ. Лапоть ятлăскер. Чăвашсем çав атта çăка пушăтĕнчен явса калăпланине пĕлчĕç те çавăнтах çăпата теме тытăнчĕç. Вырăсĕсем çăпатăпа пĕрле тăла та сутаççĕ. Пирвай урана çавăнпа яваламалла иккен. Çĕнĕ йышши пушмака тăхăнса пăхакансем кăмăллă пулчĕç. Çăмăл теççĕ, утма питĕ меллĕ. Шел, час çĕтĕлет, анчах йӳнĕ, темиçе мăшăр харăсах туянма пулать.
Вырсарникун вара кунти чăвашсен ĕмĕрне курман савăнăç пуçланчĕ. Пасар варринчи пушă лапама круççель вырнаçтарчĕç. Ăна тĕртекен ачасем çӳлте, мачча çинче çӳренĕрен круççелĕ хăй тĕллĕнех çаврăнать тейĕн. Юнашарах шăпăр каланине, параппан çапнине пула круççель сăпкинче ярăнни юмахри вĕçев пек туйăнать. Хайхи ку тĕлĕнтермĕшпе ватти-вĕтти пурте ярăнса курасшăн пулчĕ. «Çывăх вăхăтрах тата тепĕр круççель ларттармалла», — тĕв турĕ пурне те сăнаса çӳрекен Пулат-Керим.
Çапла кăнтăрлаччен ĕç-пуç чиперехчĕ. Кăнтăрларан вара хан патне тӳре-шарасем пыра пуçларĕç. Хăш-пĕр вырăссем эрех ӳсĕрĕличченех ĕçеççĕ-мĕн те кайран аташма тытăнаççĕ. Пĕрисем ют хĕрарăмсене çулăхаççĕ, теприсем çапăçма пăхаççĕ, виççĕмĕшĕсем ăçта килчĕ унта тӳнсе каяççĕ те, сысна пек, халăх умĕнчех упаленеççĕ е харлаттарсах хуп турттараççĕ. «Мĕн тумалла вĕсемпе? — ыйтаççĕ тӳре-шарасем. — Хупса хурар-и е пасартан кăларса ярар?» Анчах Пулат-Керим ӳсĕрсене май пур таран сăмахпа та сивĕ шывпа çеç лăплантарма хушрĕ. Унсăрăн вĕсем çитес çул килмесен те пултарĕç, капла вара, пи-итĕ лайăх савăнтăмăр тесе, юлташĕсене те хăйсемпе явăçтарĕç терĕ.
Çак кунсенче хан кăмăлĕ нихçанхинчен ырă та хаваслă пулчĕ. Пĕр енчен, паллах, Çĕрпӳ пасарĕ ăнни савăнтарчĕ. Çавăнпа пĕрлех пурăнăç ăна ытла нумай çыннах курăнман пысăк телей кӳчĕ — ĕнтĕ чылай çул ача çуратман хыççăн Пинеслу ача çуратрĕ. Арçын ача. Тӳрех палăрать: вăл вăйлă та тĕреклĕ пулĕ. Ахальтен мар вăл мăнăшшĕпе эпи карчăка та тĕлĕнтернĕ. Ашшĕн çывăх тусне Али элтепере аса илсе Пулат-Керим ăна Али ят хучĕ.
Пĕлтерӳçĕсем вара икĕ кун хушши пыр типиччен кăшкăрса çӳрерĕç: «Малашне пирĕн пасар татах вăйланать! Сире мĕн кирлĕ — пурте пулать кунта! Килĕр, çӳрĕр Çĕрпӳ пасарне! Кил-йышăра, тусăрсене, пĕлĕшĕрсене чĕнĕр хăвăрпа пĕрле!»
Çапла пĕрремĕш çулах Çĕрпӳ пасарĕ Шупашкар пасарĕнчен ирттерчĕ. Каярах вăл, Пулат-Керим ĕмĕтленнĕ пекех, чăвашра акатуйсем иртсен çĕртме уйăхĕн пирвайхи эрнинче тăршшĕпех кĕрлесе тăма тытăнчĕ. Ăна вара пасар тесе мар, Çĕрпӳ ярмăркки теме пуçларĕç. Ара, пасарĕ халĕ кунта кашни шăматпа вырсарни кунсенче пуçтарăнать ĕнтĕ. Унта та халăх таврари ялсенчен те, Шупашкартан та йышлă килет. Çавна пула хулара та, таврари ялсенче та алĕç ăстисен йышĕ уйăхсерен темелле ӳсе пуçларĕ. Ма ĕçлес мар тавара туянакан пур чухне? Вĕсем вара тăм савăт-сапа та, кĕпе-тумтирпе атă-пушмак та, пичке-катка та, урапа-çуна та чаплăран чапли ăсталаççĕ. Çавăнпа пĕрлех пасар кунĕсем тĕлне çăкăр-кулачпа шушкă-пĕремĕк пĕçерекенсем, сăра сĕрекенсем йышланчĕç. Çавалăн ку енче пасара хирĕçех темиçе хупах уçăлчĕ, кăмăл пулсан кĕперпе каç та апатлан, сим пыл, сăра ĕçсе килен, укçу çитсен çуттине те пĕрер çăвар ӳпĕнтерсе пăхма пултаратăн, кунта мăсăльмансен йĕрки мар, чару çук. Пасара вырăс енчен тавар кӳрекен сутуçăсем вара тĕрлĕ эрехе пички-пичкипе турттараççĕ.
Çапла Çĕрпӳ ярмăрккин чапĕ таçти-таçти хулана та саланчĕ. Унпа пĕрле Çĕрпӳ хули те чап илсе пычĕ. Халĕ вăл Шупашкарпа танлашсах çитрĕ темелле, чылай енĕпе, тен, унран та ирттерет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...