Шурă акăш çулĕ :: Çĕрпӳ пасарĕ
* * *
Кĕр тыррисене пухса кĕртсен, черетлĕ кĕр сăри ирттерсен Пулат-Керим Çерпӳре пурăнакансене пурне те çĕнĕ хыпар пĕлтерсе тухма хушрĕ: çитес çуркуннерен Çĕрпӳ хулаш йĕркипе пурăна пуçлать. Çавна май çурт-йĕре тачăрах лартма тытăнаççĕ, камăн пахчи пысăк — ăна çуррине касса илеççĕ те куçса килекенсене çурт лартма вырăн туса параççĕ. Кам та кам малашне те çĕр ĕçĕпе пурăнас тат — ăна пулас хулашран вунă-вун икĕ çухрăма куçса кайма пулăшаççĕ. Унта пушă çĕр нумай-мĕн, кирлех тĕк вăрман хăртса уй сарма та юрать. Чылай хресчен Çĕрпӳре çĕр сахаллипе ахаль те нуша курать ĕнтĕ. Ара, халăхĕ кунта хушăнсах тăрать, пин çынран та иртнĕ, çавна май тырă пуссисем те, улăх-çаран та хĕсĕнсех пыраççĕ. Çавăнпа малашне те çĕр ĕçĕпе пурăнас текенсем çĕнĕ çĕре куçма килĕшрĕç. Тепĕр тесен, ма килĕшес мар. Вăрман кăларма хысна шучĕпе пулăшаççĕ. Хуçалăхне куçарса каяс текенсене çуркунне кирлĕ чухлĕ лав уйăрса параççĕ.
Çапла тепĕр çул Çĕрпӳрен вуникĕ çухрăмра Çĕрпӳел пурнăç илчĕ. Кунти хресченсен пирвай, паллах, нумай тар юхтарма, терт курма тиврĕ, анчах каярах вĕсен пурнăçĕ чиперех йĕркеленсе кайрĕ. Чи пахи — туса илнĕ ытлашши тыр-пула, пахча çимĕçе таçта аякка кайса сутмалла мар, çывăхри Çĕрпӳрех вĕсене туянакансем çителĕклĕ, турттарса кăна ĕлкĕр.
Хулашра вара ытларах тĕрлĕ ăстасем, сутуçăсем, кантурсенче ĕçлекенсем, тӳре-шара, çарăçсем вăй илчĕç. Халăх йышĕ те кунта çулсерен хушăнса пычĕ.
2
Çапла тата темиçе çул иртрĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен чăвашсен пурнăçĕ йĕркеллех пырать темелле. Çĕрпӳ те ĕнтĕ текех ял та, хулаш та мар, вăл халĕ чăн-чăн хула. Çапах кунашкал пурăнăç Пулат-Керима тивĕçтерме пултарайман. Кӳршĕри Хусан та, Чулхула та сулăмлăрах аталаннине вăл аванах пĕлсе-курса тăнă-çке. Юрать-ха тутарсем те, вырăссем те хăватлă патшалăх ку таранччен тăваймарĕç. Вĕсенче пуç пулса пурăнакан хансем е кнеçсем вĕçĕмсĕр тем пайлаççĕ, пĕрне-пĕри ура хураççĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçеççĕ, вăрçаççĕ. Анчах вăй тĕлĕшпе тутарсемпе вырăссем пурпĕр чăвашсенчен хăватлăрах аталанаççĕ, малашне каплах пулсан вĕсене вăрçăсăр-мĕнсĕр пăхăнтарĕç. Е чăвашсене пăхăнтарассишĕн пĕр-пĕринпе вăрçăнса кайĕç. Ку вара тата япăхрах, ма тесессĕн ун чухне чăвашсем арман чулĕ хушшине лекнĕ тырă пĕрчисем пек аврăнса пĕтĕç. Эппин Пулат-Керимăн çав пулма пултараслăхран упранмашкăн мĕн те пулин ăсласа тупмаллах. Унсăрăн вăл халăх шанăçне тӳрре кăлараймĕ. Юлашки вăхăтра чăваш ханĕ çакăн пирки кăна пуç ватрĕ тесен те йăнăш мар.
Кӳршĕсемпе тупăшас тесен пирвай вĕсем епле пурăннине, хăш енĕпе мала кайнине харпăр хăй куçĕпе курмалла. Çавăнпа Керим черетпе Хусана, Чулхулана тата Шупашкара та çитсе курма шутларĕ.
Пирвай вăл Хусана çул тытрĕ. Элчĕ ярса хăй унта пырасси çинчен Хусан ханне те, пиччĕшне Юсуфа та пĕлтерсе хучĕ. Пиччĕшĕ унпа курнăçма ятарласа Хусана пынă-мĕн те ăна хула хĕрринчех кĕтсе илчĕ. Мăсăльмансен йăлипе вĕсем пĕр-пĕрне çирĕппĕн ыталаса, пите-питĕн икĕ енчен сĕртĕнсе саламларĕç. Иккĕшĕ те уйрăлнă чухнехи пек мар ĕнтĕ, сухалĕсем мăкланнă, хулпуççисем сарăлнă, симĕс куçĕсем çынна витĕр тинкерсе пăша хăнăхнă.
Пирвай Юсуф шăллĕне Хусан ханĕ Улăк-Мăхаммат патне хăнана ертсе кайрĕ. Пулат-Керима кунта çав тери вăйлă хăналарĕç. Темиçе така пуç хучĕç çав кун чăваш ханĕ пирки. Кăмăс та витри-витрипе ĕçрĕç хуçасем те, Пулат-Керимпа килнĕ çынсем те. Сĕтел хушшинче калаçăвĕ те апат-çимĕçĕ пекех тутлăн пычĕ. Улăк-Мăхаммат хан Пулат хана пиччĕшĕпе пĕр тăрăха пĕрлешсе Хусан ханлăхне çĕклесе яма сĕнчĕ. Вăл хăйĕн ханлăхне ĕнтĕ патшалăх шайне хăпартса çитернĕ тесе шутлать, патшалăхне вара Пăлхар вырăнне хурса хаклать, çавăнпа чăвашсем унта кĕрес пирки пĕртте иккĕленмест иккен. Керим татăклăн нимех те каламарĕ, пирвай хула курса çӳреме кăмăл турĕ. Ку ĕçре ăна пиччĕшĕ пулăшма пулчĕ. Анчах вăхăт çĕрлене куçнăччĕ ĕнтĕ, çавăнпа ку ĕçе ырана хăварчĕç.
Керим та, унăн çыннисем те Юсуфăн Хусанти пӳртĕнче çĕр каçрĕç. Хусан ханлăхĕнче вăл хан мар, Чăваш тăрăхне эмир ячĕпе тытса тăрать иккен. Пирвай Юсуф шăллĕне хăйĕн икĕ арăмĕпе, пилĕк ачипе — икĕ ывăлпа тата виçĕ хĕрпе — паллаштарчĕ. Унтан чей ĕçрĕç те ыттисем темле, пиччĕшĕпе шăллĕ вара çĕрĕпе калаçса выртрĕç. Ача чухне пĕрле вылянине те, ашшĕпе амăшне тата йăмăкне те аса илчĕç вĕсем, пăлхарсен малашлăхĕ пирки те пуплешрĕç.
Ирпе Юсуф хăнасене пурне те Хусан курма ертсе кайрĕ. Хули чăнах та сарăлса кайнă.
Пуянсем нумаййи тӳрех куçа тăрăнать. Керменсем унта та кунта ӳсе-ӳсе ларнă. Тулаш енчен вĕсем пĕртте пăлхарсен çурт-йĕрне аса илтермеççĕ. Тата хулара мечетсем нумаййи тĕлĕнтерет. Кашни çĕр — çĕр аплă хăлафан тенĕ пек пĕлĕтелле минаретсем кармашаççĕ. Намаз вăхăтĕнче вĕсенчен илтĕнекен муэдзин кĕллисем пĕтĕм хулана хупласа хураççĕ. Керима уйрăмах кальга тĕлĕнтерчĕ. Чулран купаланăскер вăл, паллах, Аслă Пăлхарăн тĕп карманĕнчен чылай шанчăклăрах. Хула тавра çавăрнă йывăç хӳнь те Аслă Пăлхарта пулнинчен çирĕпреххи палăрать. Хусан хăватне кăтартакан тата тепĕр япала — ĕçлĕ çынсем çав тери йышлă пулни. Хăш-пĕр урамсем тăршшĕпех тĕрлĕ ĕç ăстисен çурт-йĕрĕнчен тăраççĕ. Вĕсем тунă япаласене хулари пасарсенче туянма пулать. Мĕн кăна çук-ши çав япаласем хушшинче? Тупата, ку енĕпе Хусан халĕ Аслă Пăлхара аса илтерет. Чăн та, пасарĕсем темиçе пулин те Аслă Пăлхарта пулнă караван-сарая çитеймеççĕ-ха. Эппин... Керим ку шухăша хальлĕхе никама та каламарĕ, анчах ăшĕнче картса хучĕ ĕнтĕ.
Тата тепĕр çĕр каçсан Пулат-Керимпа çыннисем ирпе ирех каялла тухса кайрĕç. Юсуф вĕсене хула хĕррине çитичченех ăсатса ячĕ.
Темиçе кунранах Керим хăйĕн çыннисемпе Чулхулана çул тытрĕ. Кунта та вăл икĕ кун курса çӳрерĕ. Хула вайпучĕ — вырăссем ăна Мускав наместникĕ теççĕ — чăваш ханне кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вăл та — Хусан ханĕпе пĕр чĕлхеллĕ тейĕн — пĕрле пурăнма, ку тĕлĕшпе ирçесенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Лешсен чылай тăхăмĕ вырăссемпе пĕрлешнĕ иккен. Чăннипе Чулхула хăй те ирçесен карманĕ пулнă вырăнта ӳссе ларнă-мĕн. Керим Чулхула вайпутне те шухăшласа пăхма шантарчĕ. Хăй вара уйрăмах хула карманне тата таçта та паллă Чулхула ярмăркки мĕнле ĕçленине тĕпчеме тăрăшрĕ.
Чулхуларан таврăнсан кăшт канса илсенех Пулат-Керим Шупашкара кайрĕ. Хăйпе пĕрле çарăçсене çеç мар, ытларах сутуçăсене, тĕрлĕ ĕç ăстисене илчĕ. Шупашкарта вăл хула курса çӳренипех çырлахмарĕ, халăх шухăш-кăмăлне те ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Ку тĕлĕшпе хана Эпеç юлташĕ Няка тимĕрçĕ нумай пулăшрĕ. Вăл ханпа калаçма хăйĕн юлташĕсене килнех чĕнсе илчĕ, пуплешнисĕр пуçне вĕсене лайăх кăна хăналарĕ. Пулат-Керим çынсен калаçăвне хăй хутшăнмарĕ. Ара, хан ĕçĕ мар вăл ахаль çынсен пуплешĕвне явăçасси. Итлессе вара тăнласах итлерĕ. Сӳтӳ-яву, тавлашу кăвайтне чĕртсе тăраканни вара Эпеç пулчĕ.
Шупашкар çыннисем чăвашсем пĕр патшалăха чăмăртанасси пирки тĕрлĕрен шухăшлаççĕ иккен. Çапах тĕп шухăшĕ вĕсен пĕрре: чăмăртанмалла, уйрăм патшалăхпах пурăнмалла, унсăрăн чăваш вырăс е тутар айне юлса пĕтме пултарать. Анчах кам тавра, хăш хула тавра пĕрлешмелле? Кун пирки кашни хăйне май шухăшлать-мĕн. Хусан тавра тенине пурте тенĕ пекех пăрахăçларĕç. Чăн та, Аслă Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе ямашкăн никам та хирĕç мар. Анчах Хусанта халĕ тутарсем пуç пулса тăнине Шупашкарсем те пĕлеççĕ иккен. Хăйсен патшалăхĕнче ют халăх пуç пулса тăнипе вара Шупашкăрти ахаль чăвашсем килĕшмеççĕ. Пулас Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули вырăнĕнче вĕсем, паллах, Шупашкара кураççĕ. Çĕрпӳ тесен, нумайăшĕ ун çинчен илтессе илтнĕ, анчах ку таранччен пулса та курман-мĕн. Тепĕр тесен, Çĕрпӳ хальлĕхе Шупашкарпа танлашайманнине Пулат-Керим хăй те ăнланать. Анчах çулсем иртнĕçемĕн çав уйрăмлăх чакса-чакса пыни те уншăн кĕретех. Шупашкара хальлĕхе аслă Атăл хĕрринче ларни нумай пулăшать. Хулине вара пит ăста тытса пымаççĕ, вăйлах аталантараймаççĕ. Шупашкар пуçĕ мăрса шайĕнчен çаплах иртеймест пулас. Чăннипе çак хулана патшалăх шайĕпе шухăшлакан çын кирлĕ те çав...
— Хулăр пирки эсир, Шупашкарсем, каçарăр та, йăнăшатăр пек туйăнать, — илтрĕ шухăша кайнă Пулат-Керим Эпеçĕн хулăн сассине. — Эпĕ ăнланнă тăрăх, сирĕн хулăр вуçех чăваш енне мар, вырăс енне туртăнать. Çыхăнăвĕ те сирĕн пĕр Чулхулапа кăна. Капла эпир, Çĕрпӳсем, кĕçех сиртен иртсе кайăпăр. Ун чухне вара мĕн калăр?
— Иртсе каяймăр. Эпир Атăл хĕрринче пурăнатпăр. Атăл вăл пире пĕтĕм тĕнчепе çыхăну тытма май парать, — хирĕçлерĕ ăна пуринчен ытларах тавлашакан пĕр арçын.
— Эппин ма çыхăнмастăр? — самантрах хирĕç сăмах тупрĕ Эпеç. — Уксах Тимĕр çапса аркатиччен Аслă Пăлхара сутуçăсем тавраран çеç мар, Индирен, Китайран, Персирен, çурçĕрти çĕршывсенчен килсе çӳретчĕç. Эсир вара Чулхуларан иртейместĕр, кăнтăралла хускалмастăр та. Чи паха таварсем, атьсемри, кăнтăр енчен килеççĕ. Анчах вĕсене туянмашкăн хăвăрăн укçа ĕçлесе илмелле, çавăнпа пин тĕрлĕ япала туса сутма пĕлмелле. Сăмах май, Хусансем çакна аван чухлаççĕ.
Хусансемпе тĕксе илни тавлашакан арçынна пушшех хĕртсе ячĕ.
— Эппин эс мĕн-ма пирĕнпе пĕрлешесшĕн? Кай хăвăн Хусана! — касса татрĕ вăл Эпеçе.
— Тĕрĕссишĕн çилленер мар, — сивĕтрĕ юлташне Няка. — Мĕн тунмалли, пирĕн хула Хусанпа та, Чулхулапа та тупăшаймасть-ха. Тупăшма вара пур май та çителĕклĕ. Хамăр тĕллĕн кăна пурăнма тăрăшни пĕтерет пире. Анчах кун пек эпир нумайччен тытăнса тăраймăпăр. Е пирĕн Чулхула вайпутне кайса пуççапма тивĕ, е пире Хусан тутарĕсем пăхăнтарĕç. Хам эпĕ Хусан тавра чăмăртанакан ханлăх пире валли мар тесе шутлатăп. Эпир, ку енчи чăвашсем, ирĕке хăнăхнă. Ислам вара вăл çынна аслăраххисене чура пек парăнма хушать.
— Ку тĕлĕшпе Христос тĕнĕ те исламран нимпе уйрăлса тăмасть, — хушса хучĕ тахăшĕ. — Пирĕншĕн хамăр тĕнрен лайăхраххи çук. Вăл çынсене пĕр-пĕрне мар, çутçанталăк вăйĕсене пăхăнма хушать. Çакăнтан тĕрĕсреххи, ман шутпа, нимĕн те çук.
— Куратăр пуль, апла шутласан та, капла шутласан та пирĕн, чăвашсен, хамăрăн патшалăха туса хумалла, — пĕтĕмлетрĕ Эпеç.
— Ара, эпир пĕртте хирĕç мар, — терĕ леш тавлашма юратакан арçын. — Пĕрлешĕр пирĕн тавра. Шупашкар тĕп хула пултăр. Сирĕн Çĕрпӳ вара вăл, мĕнле калас, хапха айĕнчен вĕрекен йытă пек. Сассине вăй пур пек парать, анчах хăй чăннипе мĕнлине урампа иртекен никам та курмасть.
— Сан шутупа, чăваш ханĕн хула мăрсине пăхăнмалла-им? — сивĕтрĕç хĕрӳ çынна Эпеç юлташĕсем. — Кам вăл, Шупашкар мăрси? Пирĕн хан вара — Пулат ывăлĕ, хăй те Пулат хан.
Кăна хирĕç хуçасем нимех те калаймарĕç. Мăрсана вĕсем хăйсем те питех хисеплемеççĕ. Ытла хăй çинчен кăна шухăшлать тата Чулхула наместникне кĕретех парăннă, кутне çуламанни кăна теççĕ. Анчах мăрса вăл мăрсах, унран иртеймĕн.
— Ман шутпа, Пулат ханăн пирĕн мăрсапа хăйĕн калаçса пăхмалла. Икĕ пуç, тен, тĕрĕс шухăш патне пырса çитĕ, — татса каланă пекех сĕнчĕ вара Няка.
Тавлашăва ним шарламасăр тăнласа ларнă Пулат-Керим хăй çакна ăнланнине систерсе ӳсĕрем пек турĕ, анчах пĕр сăмах та шарламарĕ. Мăрсапа тĕл пулмашкăн вăл хăй те тĕв тунă-ха, пирвай Шупашкар халăхĕн шухăшне пĕлес тени çеç çав тĕлпулăва каяраха хăварчĕ.
Тепĕр кун Пулат-Керим мăрса патне кайрĕ. Кармана çитиччен ăна хăйĕн нукерĕсемех ăсатрĕç, хапха патĕнче вара хан вĕсене тулаш енне юлма хушрĕ, хăй шала Эпеçпе тата икĕ турханпа çеç кĕчĕ. Кунта халĕ çурт-йĕр тахçан Юсуфпа килнĕ чухнехи мар, пĕтĕмпех тенĕ пек кирпĕчрен хăпартнăскер. Пушар хыçсăн хуçасем йывăçа пăрахăçланă курăнать. Мăрси те урăххи, ахăртне, унчченхин ывăлĕ. Пулат хана вăл кермен пусми çинчен анса чыслăн, пуç тайсах хисеплесе кĕтсе илчĕ. Паллашрĕç. Мăрсана Мулентей тесе чĕнеççĕ-мĕн. Çулĕпе вăл вăтăрсенче пулмалла. Пысăках мар пăлатна арçын, çавракарах пичĕ хура сухалпа пусăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, вылянчăк хăмăр куçĕ çынни ку çамрăккине кура мар тăнлине тата ыттисенчен тăрăхлама юратнине палăртать.
— Илтнĕ, илтнĕ сирĕн çинчен. Эсир пирĕн хулана ĕнерех çитнине те пĕлетĕп, — терĕ мăрса Пулат-Керимпа çыннисене малалла ирттерсе. — Пирваях ман пата кĕменшĕн кăштах кӳреннĕ пек те пултăм. Тепĕр тесен, сирĕн хăвăрăн тĕллевĕр, тен, çапла туни чăнах та вырăнлăрах. Аса илтернĕшĕн каçар, хан, эсĕ ялта пурăнатăн, хулара вара пурнăç раснарах, çавăнпа хула пурнăçĕпе паллашса эсĕ, паллах, тĕрĕс тăватăн.
— Пирĕн хан Аслă Пăлхар ханĕн ывăлĕ. Аслĕ Пăлхар мĕнлерех хула пулни вара пурне те паллă, — аса илтерчĕ Эпеç.
Пулат-Керим ăна куçран шăтарас пек пăхса илчĕ. «Эс калаçăва хушмасăр ан явăç» тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, — килĕшрĕ мăрса. — Шел, хули тек çук ĕнтĕ.
Эпеç каллех тем каласшăн туртăнса илчĕ, анчах Пулат-Керим каллех шăтарасла пăхнăран тытăнса тăчĕ.
Çула май мăрса тарçисене кĕреке хатĕрлеме хушрĕ. Лешсем питĕ вăр-вар ĕçлерĕç, часах хуçапа хăнасене малти пӳрте кĕме чĕнчĕç.
— Хальлĕхе шăрттанпа ытти сивĕ апат кăна. Эпĕ тарçăсене сысна çури чикме, ăна вут çинче вĕтме хушрăм, — пĕлтерчĕ мăрса. Çавăнтах тата куçне чеен хĕссе ыйтрĕ: — Е сана, хисеплĕ хан, сысна какайĕ çиме юрамасть-и?
— Эпĕ чăвашсен йăли-йĕркипе пурăнатăп, — терĕ Пулат-Керим лăпкăн, хуçа хăйне йĕпленине сисмене персе.
Сĕтел хушшине вырнаçсан Мулентей мăрса пĕчĕк кĕмĕл куркана кăкшăмри тĕссĕр шĕвеке чăппи тултарчĕ. Ку вăл вырăссен çутă эрехĕ-мĕн.
— Тĕл пулнă ятпа çак асамлă эрехе пĕрер черкке ĕçер-ха, — терĕ хуçа. — Хаклă та хисеплĕ хăна Пулат хан, тавсси сана.
Хăй кĕмĕл куркине çăварĕ патне илсе пыма та ĕлкĕрмерĕ темелле, çавăнтах пĕр сывламасăр тĕппи ӳпĕнтерчĕ.
— Эсĕ, Мулентей мăрса, вырăссен йăлипе пурăнма тытăннă курăнатъ, — терĕ Пулат-Керим.
— Çу-ук, мĕн аташан эс. Эпĕ чăвашран чăваш, — аванмарланчĕ Мулентей. — Чаплă хăна килнĕ ятпа çеç чи хакли мĕн пур, çавна пĕтĕмпех сĕтел çине кăларса лартма хушрăм.
Пулат-Керим черккине тытса пачĕ, пăртак эрехне те сыпса пăхрĕ, анчах чăпăрт тунипех çырлахрĕ, ма тесессĕн хаяр шĕвек пыра анасшăн пулмарĕ.
Малтанлăха кулленхи пурнăç çинчен калаçкаларĕç. Мăрса кăçал тырă епле çитĕннипе кăсăкланчĕ, ялта чăх-чĕп нумайрах тытма май килмест-и тесе те ыйтрĕ. Чулхулара тырă яланах хакра-мĕн. Сутуçăсем тата çăмарта ытларах пухма тăрăшаççĕ. Вĕсем ăнатăм сĕрсе чылай вăхăт упрама пĕлеççĕ иккен те, тыррине те, çăмартине те çулла Атăлпа, шăнтсан урапа-çуна çулĕпе çурçĕрелле ăсатаççĕ. Унта тырă япăх çитĕнет-мĕн, чăх-чĕп тытма та тупăшлă мар, ма тесессĕн чăхсем хĕлле çăмарта тумаççĕ, хĕлĕ вара çурçĕрте кунтинчен чылай тăсăмрах. Унти халăхсенчен Чулхула сутуçисем, — вырăссем вĕсене купцасем теççĕ, — тĕрлĕ тискер кайăк тирĕ турттараççĕ. Çурçĕрти халăхсем сунар тĕлĕшпе чăвашсемпе çармăссенчен те пултаруллăрах-мĕн, çинех тата вăл енче паха тирлĕ чĕрчунсем те чылайрах. Тинĕсре пурăнаканнисем таранах.
— Çавăнпа тачă çыхăну тытатпăр эпир Чулхулапа, — ăнлантарчĕ Мулентей. — Вăл пирĕншĕн хамăра тĕнчене кăларакан асамлă хапха пекех.
— Итле-ха, мăрса, енчен пирĕн хамăрăн патшалăх пулас тăк, эпир çак ĕçе хамăрах та тума пултарăттăмăрччĕ, — терĕ Пулат-Керим.
— Патшалăх... Калама канас. Ăçта ĕнтĕ текех пирĕн патшалăхăмăр, — ассăн сывласа илчĕ Мулентей.
— Патшалăх пурнăçĕ вăл уйрăм çын пурнăçĕ пекех, мăрса. Паян унăн ăнăçу, ыран — инкек, унтан каллех ăнăçу... Çавăнпа пирĕн çĕр çинче хамăр пур чухне хамăрăн патшалăхах тытса тăмалла. Ăна тытса тăраймасан эпир хамăр та çук пулса тăратпăр. Çапла мар-и вара?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...