Шурă акăш çулĕ :: Чăваш çĕршывĕ
— Киям бек, тен, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, вырăссен хӳттине кĕни чăнах та аванрах мар-ши? — Хусан элчи шухăшне пĕлес шутпа ыйтрĕ Юсуф.
— Юсуф хан, эс мĕн, ăсран тайăлман пулĕ те? — тӳрех хĕрсе кайрĕ Киям бек, çавăнтах тата хăйне алла илчĕ те çемçенрех ăнлантара пуçларĕ: — Каçар, эпĕ сасса хăпартас теменччĕ... Пĕлетĕн-и, Юсуф хан, вырăссем вĕсем — пач ăрасна халăх. Сăнран та, тĕнпе те, йăла-йĕркепе те. Ну, пач расна, пирĕнпе нихăш енĕпе те çывăхланма пултарайман халăх. Эпĕ сана ак пĕр япала çинчен каласа парам та эс вара хăвах ман майлă пулса тăрăн...
Сăмахĕ 1382 çулта Тăхтамăш Мускава илни çинчен-мĕн.
Ун чухне Ылтăн Урта пуçĕ Суздаль кнеçĕсем хĕтĕртнипе Мускава «тăн кĕртме» шут тытнă. Ăна Мускав Литвапа туслашнă тесе ăнлантарнă-мĕн. Литва вара Тăхтамăш тăшманĕпе Мамайпа пĕр каварлă çĕршыв пулнă. Тĕрĕс шутланă-и Тăхтамăш е йăнăшнă-и — сăмахĕ ун тавра мар.
Аслă кнеç Мĕтри Мускава Тăхтамăш тапăнса килни çинчен илтсен боярсемпе пирвай Переяславле, унтан Костромана çар пухма тухса каять, хулана тата хăйĕн çемйине сыхлама Киприан митрополита хушса хăварать. Анчах аслă кнеçпе боярсем кайсанах вĕсен тарçисем эрех нӳхрепĕсене уçса кĕнĕ. Хăйсем çеç ĕçни çитмен, вĕсем хуçисен пуянлăхĕпе хулари ал ĕç çыннисене те савăнтарнă. Лешсем тата хăйсем ĕçсе лартнипе çырлахман, эрех, сăра, сим пыл упранакан нӳхрепсене пурне те уçса аркатса пĕтернĕ. Хайхи Мускав пĕтĕмпех ӳсĕр халăх аллине куçнă. Кнеç çемйипе, Киприан владыка хăйсем те аран тарса хăтăлаççĕ. Çав хушăра тутарсемпе пĕрле пынă Суздаль кнеçĕсем ӳсĕрсемпе калаçса таталаççĕ те Тăхтамăш çарне Мускава пĕр çапăçусăр кĕртсе яраççĕ. Вара тутарсем, мускавсене «сире тĕкĕнместпĕр» тесе шантарнăскерсем, 24 пин ытла çынна вĕлерсе тухаççĕ.
— Çавнашкал тăрлавсăр халăхпа туслашни сан халăхна усă кӳрĕ-ши? Вырăс халăхне пĕлме çук; паян вăл вăйлă, ыран ăна хапха айĕнчен вĕрекен кашни анчăк тапăнса тулама пултарать. Ытах пире малтанлăха, ура çине тăриччен ĕнтĕ, юлташсем кирлĕ пулсан, пирĕн вĕсене кăнтăртарах тата хĕвелтухăçнерех шырамалла. Калăпăр, Крым тутарĕсем пире çывăх халăх. Е тата турккăсем.
— Ытла аякра пулмĕç-и пирĕн туссем? — иккĕленчĕ Юсуф. — Пире кунта мĕнпе пулăшĕç вĕсем? Хăй вăхăтĕнче арабсене шанса эпир, пăлхарсем, мăсăльман тĕнне йышăнса курнă ĕнтĕ. Вара мĕн, пулăшрĕç-и вĕсем пире? Уксах Тимĕр авă вĕсене хăйсене аркатать.
— Ну, турккăсем перссем мар. Тата кунта килсех ан та пулăшчăрин. Вырăссене кăнтăр енчен пĕрех май хĕсĕрлесе тăни те пирĕншĕн çав тери пысăк усă. Ун чухне вырăс патшисен пире тапăнас-тăвас шухăш питех çуралмĕ.
— Енчен пире вырăссем мар, Уксах Тимĕр тепре килсе тапăнсан?
— Тек вăл кунталла виличчен те килеймĕ. Тата ма килес унăн? Аслă Пăлхара вăл, шел, тĕппипех аркатса тăкрĕ. Халĕ уншăн çурçĕр енче хăрушлăх çук, çапăçмалли вара унăн пирĕнсĕрех мăй таран. Анчах, Юсуф хан, кунашкал лăпкă вăхăт нумая пырас çук. Çавăнпа пирĕн, пăлхарсен, çак кĕске самантпа усă курса юлмалла, çĕнĕрен вăя кĕмелле. Эпир вара халь кашни йăх хăй пĕлнĕ пек упранса юласшăн. Çук, апла май килмĕ, — татăклăн каларĕ Киям бек.
Тĕрĕсех-çке те унăн шухăшĕ, ах тĕрĕс-çке. Ваккăн-тĕвеккĕн халĕ тĕнчере пĕр патшалăх та тытăнса тăраймасть. Уйрăммăн, никама пăхăнмасăр пурăнас тесен вăй кирлĕ, пысăк вăй. Пăлхар-чăвашсем хăйсем тĕллĕн çеç çав вăя пухса çитерейĕç-ши? Çак ыйту Юсуфа ахаль чухне те канăç памасть, ют çын аса илтерсен вара чуна пушшех те хускатса ячĕ. Ах, çав Шупашкар тени! Юсуф ашшĕ Пулат хан ывăлĕсене чăвашсем патне кайма хушнă чухне, паллах ĕнтĕ, чи пирвай Шупашкар вăйне шаннă. Чăвашсен ханĕ Хасан çав хулана шăпах ĕнтĕ пăлхар-чăваш ханлăхĕн тĕп хули тăвас шутпа туса лартнине те вăл аван пĕлнĕ. Шел, ашшĕне Хасан шăпи мĕнпе вĕçленни паллă пулман курăнать.
Киям бек вара Юсуф шухăшĕсене вуласа пырать тейĕн.
— Çапах та чăвашсем патшалăх тытăмĕпех пурăнма пултараççĕ, — терĕ вăл сасартăк.
Кăна илтсен Юсуф самантлăха чарăнсах тăчĕ.
— Çапла, çапла, патшалăх тытăмĕпех пурăнма пултараççĕ, ами, — тепре каларĕ Хусан элчи.
Вара вăл пикенсех чăвашсен малашлăхне хăй еплерех курнине ăнлантарчĕ.
Киям бек шучĕпе, — тĕрĕсрех каласан, Хусан ханĕн шучĕпе ĕнтĕ, — чăвашсен çĕнĕрен çĕкленекен Пăлхар патшалăхне кĕмелле. Хăйсене уйрăм патшалăх тумалăх вĕсен вăй юлман. Çав вăхăтрах ытти пăлхар йăхĕсемпе чăмăртансан çĕнĕ патшалăхра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне йышăнĕç.
— Чим-ха, бек, темскер, ăнланаймарăм, — пӳлчĕ ăна Юсуф. — Эс каланипе, чăвашсем хăйсен патшалăхне тăваймаççĕ пулать, çав вăхăтрах эсир йĕркелекен ханлăха кĕрсен патшалăх тытăмĕпех пурăнма пултараççĕ-мĕн. Ун пекки епле-ха пулма пултартăр?
— Нимĕн ăнланмалла марри те çук кунта, — кăмăллăн кулса каларĕ элчĕ, вара хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ.
Пăлхарсен çĕнĕ патшалăхне çĕклесе ярас текенçем, чăвашсен вăйне тата йышне шута илсе ятарласа Чăваш тăрăхĕ туса хурасшăн-мĕн. Çав тăрăх хайне уйрăм ханлăх йĕркипех пурăнĕ. Çĕршыва хӳтĕлес ыйтусене çеç вăл хăй тĕллĕн татса параймĕ. Тата унăн пĕтĕм патшалăхшăн ĕçлекен тӳресене тытса тăма хырçă тӳлемелле пулĕ. Çав тăрăха ертсе пыма Хусан ханĕ Юсуф хана сĕнет-мĕн. Çак ĕçе туса пыма унăн ячĕ те, сумĕ те çителĕклĕ тесе шутлать. Тата Юсуф халăх хисепленĕ Пулат хан ывăлĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. Çакă та Чăваш тăрăхне хăварт йĕркелесе ямашкăн пулăшĕ.
— Кирек мĕн кала та, ман шутпа, Хусан ханлăхĕнчи Чăваш тăрăхĕ пăлхар-чăвашсемшĕн кирлĕрех те, усăллăрах та пулĕ. Эсир йĕркелекен Чăваш улусĕн вара, тӳртен каланăшăн каçар та, малашлăхĕ çук. Кăна эсĕ хăв та аван ăнланатăн пек туйăнать, — тăрларĕ шухăшне Киям бек. — Тата, Юсуф тусăм, эсĕ пирĕн енчи чăвашсем мăсăльман иккенне ан ман. Кунти чăвашсем вара хăйсен тĕнĕпе пурăнасшăн, хăватлăран та хăватлă Аллахăмăра мар, хăйсен Тĕнкрине пăхăнаççĕ.
— Анчах, эпĕ илтнĕ тăрăх, сирĕн Хусанта халĕ вуçех те пăлхарсем мар, тутарсемпе кăпчаксем пуç пулса пурăнаççĕ, — нимĕн хирĕçлеймен енне каларĕ Юсуф. — Сирĕн унта пăлхарла калаçма та пăрахнă теççĕ.
— Ун пекех мар та... — пит çирĕппĕнех хирĕçлеймерĕ Хусан элчи. — Хан, эсĕ пурнăç çынни, çавăнпа эпĕ сана сăмах юптарса пăтратас теместĕп. Тутарсемпе кăпчаксем Хусанта чăнах та вăй илнĕ. Ну, мĕн тăвăн, пурăнăç çапларах çаврăнса тухрĕ-çке. Пирĕн чаплă пăлхарсем хăшĕсем тăшманпа кĕрешсе пуç хучĕç, чĕрĕ юлнисем те çукка тухрĕç. Хусана пурăнма пынă кăпчаксем вара пуян, хула, тĕрĕссипе каласан, вĕсен мул-пурлăхне пула çĕкленет. Ылтăн Урта арканса пынă май монголсемпе килнĕ тутарсен халĕ ăçта каяс? Хăшĕсем Çĕпĕре, Тюмень таврашне таврăнаççĕ те-ха, ыттисем вара кунтах юласшăн. Вĕсем пăлхарсене хĕскелени чăнахах пур. Анчах ку вăл вăхăтлăх пулăм кăна. Пурăна киле эпир вĕсене вырăна лартăпăр. Хальлĕхе вара тӳсме тивет, мĕн тăвăн... Анчах эпĕ сана ку сăмахсене каламан, эсĕ, хан, вĕсене илтмен, юрать-и? Çакна кăна палăртса хăварам: унашкал кăткăслăх пулмасан, тен, эпир сана чĕнмен те пулăттăмăр. Капла вара пĕтĕм чаплă пăлхарсене пуçтарăпăр та хамăрах пуç пулса юлăпăр... Халь каçар мана, Юсуф хан, эпĕ сана ытлашши те калакаларăм пуль. Тепĕр енчен, эпир пĕр шухăшпа пурăнакан арçынсем, пире пĕр-пĕринпе пăркаланса-чееленсе пуплешни килĕшмест тесе шутлатăп.
— Çук, çук, эпĕ сана пĕртте кӳренместĕп, — лăплантарчĕ ăна Юсуф. — Тӳррĕн калаçнăшăн вара тав. Ан пăшăрхан, сăмахăмăр хамăр хушăра юлĕ.
— Апла çав сивĕ кăмăса тепрер курка кайса ĕçер-ха, — ыйтрĕ хăна. — Аттуш çăвар типсе çитрĕ. Калаçăвăмăр пирки вара шухăшла. Ăнланатăп, ку вăл пĕр-икĕ кунра татса памалли ыйту мар...
...Шăллĕне тăнланă май Юсуф шăпах ĕнтĕ çак тĕлпулăва аса илсе ларчĕ. Керим хăй мĕн курса-пĕлсе таврăнни çинчен каласа кăтартнине вăл ăшра Киям бек каланипе танлаштарса пычĕ. Танлаштарăвĕ шăллĕ майлă пек туйăнмарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...