Шурă акăш çулĕ :: Чăваш çĕршывĕ
— Хĕрача, аяларах пĕшкĕн! — кимĕ варринче тăракан арçынна ухăпа тĕллесе хирлĕве карăнтарнă май кăшкăрчĕ Пинеслу сых енне. Анчах пеме ĕлкĕреймерĕ. Хĕрача çын сассине илтсен сасартăк çĕкленчĕ те кимĕн пĕр хĕррине кайса тăчĕ, тăрăс! тăрăс! сике пуçларĕ. Пĕчĕкех мар пулин те кимĕ киммех, часах чӳхенме-чалăшма тытăнчĕ. Хĕрача вара сикет те сикет.
Варринче тăракан асли хĕр ачана хаяррăн тем кăшкăрса пăрахрĕ, ăна хăй патне туртса илес сĕмпе ун еннелле туртăнчĕ. Çак самантра Пинеслу хирлĕве вĕçертсе ячĕ. Вшик! шăхăрса илчĕ сывлăшра. Унччен те пулмарĕ ухă йĕппи тăракан арçынна питрен пырса тăрăнчĕ. Хайхи çын хăрушшăн кăшкăрса ячĕ те халĕ те-ха сикекен хĕрача çумнех лаплатса ӳкрĕ. Кимĕ тек шыв çинче кирлĕ пек тытăнса тăраймарĕ, пăлтăрт! çаврăнса ӳпĕнчĕ. Хайхи унта ларакан арçынсем пурте чăма пачĕç. Тимĕр кӳпе тăхăннăскерсем, пилĕкрен хĕç çакнăскерсем пĕр-ик хăлаç та ишеймерĕç, самантрах шыва пăкăр-пăкăр тутарса куçран çухалчĕç. Аптранă лашасем пĕр вырăнта çаврăнкаларĕç-çаврăнкаларĕç те, ку ен çывăхраххипе-ши, хăйсем тĕллĕнех каялла, Керимпа унăн çыннисем тăракан çырана ишсе тухрĕç. Хĕрача вара пирвай шыва пуç хĕрлĕ чăмрĕ, пăртакран унăн пуçĕ кимĕрен чылай ку енче курăнчĕ. Аванах ишет, шеремет, пулăшма та кирлĕ пулмарĕ, çырана вăл хăех тухрĕ. Çавăнтах курăк çине патлатса ӳкрĕ те сасăпах йĕрсе ячĕ. Пинеслу хĕрача патне пуринчен малтан чупса пычĕ, ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Ыттисем те вĕсем патне туртăнчĕç, анчах вĕсене Керим кăшкăрса чарчĕ:
— Эй, лашисене тытса чарăр! Вăрмана тарса кĕме ан парăр!
Керим йĕкĕчĕсем ултă лашаран тăваттăшне тытса чарма ĕлкĕрчĕç. Ку та аван, тен, каярах тепĕр икĕ янаварĕ те юлташĕсем патнех таврăнĕç. Учĕсене самаях йывăр тиенĕ вара, сахал мар пурлăх çаратнă ку хурахсем.
— Лашасене те, пурлăхне те пĕтĕмпех Чĕкеçе парар! — хушрĕ Керим. — Тен, çакă та пулин ăна пăртак хуйха пусарма пулăшĕ.
Чăнах та, хĕрачине те, хурахсем пĕтĕм яла çаратса пухнă мула та илсе çитерсен Чĕкеç Керимпа унăн çыннисене пуç тая-таях темччен тав турĕ.
— Инке, эсир ачупа текех пĕччен пурăнаймăр, вилнисене пытарсан хăвăра мĕн кирлине тата çак янаварсене илĕр те эпир килнĕ çулпа Атăл еннелле кайăр, — сĕнчĕ Керим. — Унта Эпеç ятлă ял пур. Çавăнта пурăнма тытăнăр. Ку пурлăх сире çурт лартма та, хуралтă çавăрма та пухутлах çитмелле.
Хĕрарăм нимĕн хуравламасăр ял пулнă еннелле утрĕ.
— Чĕкеç, чим! — чарчĕ ăна Керим. — Сирĕн çывăхра ялсем тата пур-и?
Хĕрарăм чарăнса кăшт шухăшларĕ те;
— Пур, — терĕ. — Хăвăр пирвай тытнă çулпа тата пăртак кайсан пысăках мар юханшыв патне çитетĕр. Ятне унне пĕлместĕп, вăл Арана юхса тухать. Çав юханшыв хĕррипе тăвалла хăпарсан самай пысăк ял курăнса каять. Çулĕ вăрăм мар унта.
«Пăртак кайсан» тени пит çывăхах пулмарĕ. Çавăнпа юханшыв патне çитсе тухсан Керим кăнтăрлахи апата ларма хушрĕ. Тата лашасене те çитерсе шăварма вăхăтчĕ. Вĕсене хуçисем, шăна-пăвана пула тарса ан пĕтчĕр тесе, тăлларĕç те шыв хĕрринчи çăра курăк çине ячĕç, хăйсем кăшт-кашт çăвăнкаласан хутаçран пашалу, вут çинче вĕтнĕ хыççăн тăварласа типĕтнĕ така пĕççи кăларчĕç, пайласа, çывăхри çăлкуçĕнчен ăсса килнĕ сивĕ шывпа сыпа-сыла тăраниччен çирĕç. Тăраниччен тени сăмах кăна та-ха, ма тесессĕн ку шăрăхра апачĕ те анмасть, çапах типĕтнĕ какай хырăмра шывпа çемçелсе сарăлма тытăнсан самаях техĕм пек туйăнчĕ. Ун хыççăн, черетпе хурал тăракансемсĕр пуçне, пурте выртса канчĕç. Вăрăм тунапа вис таврашĕ тапăнса тăнран кăларасран уçă вырăнтах, хĕвел питтинче канма тивнĕрен пурте выртнă çĕртех лачкам тара ӳкрĕç. Мĕн тăвăн, вăрман ырлăхĕ вăл çавнашкалскер.
Кун майĕпен каç енне сулăнчĕ. Вара, утсем тăраннă пек курăнсан, ушкăн малалла, хĕвеланăçнелле васкарĕ. Кĕçех вăрман хӳтти пĕтрĕ, умра уçă уй курăнчĕ. Уйне вăрман хăртса туни тӳрех палăрать, хăш-пĕр тĕлте тунката кăларнă вырăнсене халĕ те чавса-сухаласа якатайман-ха.
Акă, умра ял курăнса кайрĕ. Самаях пысăкскер, аллă килсем те пулĕ. Кун пек ялсем Эпеç таврашĕнче те хальлĕхе сайра. Хуçалăхĕсем ăçта килчĕ унта ларса тухнă, пĕрин патĕнчен теприн патне еплерех каймаллине ют çын пĕлсе те çитереймĕ.
— Мĕн ятлă терĕ çак леш хĕрарăм ку яла? — йĕр йĕрлекенрен ыйтрĕ Керим.
— Эпĕ Вăрмар тенĕ пек илтрĕм, — иккĕленерех хуравларĕ лешĕ.
Урамра пĕр мучие тĕл пулчĕç. Вăл Керим ушкăнне хурал пӳртне ертсе кайрĕ, хăех тата кĕтмен хăнасем патне ял пуçне чĕнсе пычĕ. Çанталăк лайăх та, пӳрте кĕмесĕрех калаçрĕç.
— Эпĕ сире пирвай кăпчаксем тесе, — сывлăх суннă-сунман каларĕ ял пуçĕ. — Таврара вĕсем алхасаççĕ тени илтĕнкелет те... Чăн та, вĕсем пирĕнни пек пысăк яла кĕме шикленеççĕ курăнать.
— Илтĕнкелени кăна мар, эпир хамăр паян вĕсен пĕр ушкăнне куртăмăр, — терĕ Керим, вара кăнтăрла Сĕве хĕрринче мĕн пулса иртнине тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
— Çав кирлĕ путсĕрсене, — çырлахрĕ ял пуçĕ. — Эппин, юрĕ, эсир хăвăр камсем пулатăр?
Керим ăна хăйсем кам иккенне, инçе çула мĕн çăмăлпа тухнине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
— Шухăшĕ сирĕн питĕ тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа ял пуçĕ. — Пире хамăр патшалăх кирлех. Питĕ кирлĕ. Ав, леш хурахсенех ил. Вĕсем Хусан енчен ытларах та ытларах киле пуçларĕç. Пирĕн кунта Аслă Пăлхар арканнă хыççăн ун вырăнне Хусан ханлăхĕ пулас пек хыпар та çӳрет. Анчах унти ятлă çынсем вуçех те пăлхарсем мар теççĕ. Вĕсем пăлхарла та пĕлмеççĕ тет. Вара Хусан епле-ха Пăлхар вырăнне йышăнма пултарĕ? Эппин пире хурахсенчен кам хӳтĕлĕ? Юрать-ха вĕсем хальлĕхе пысăк ялсене тапăнаймаççĕ. Анчах хурах ушкăнĕсем йышлансах пыраççĕ. Çав кăпчаксем вĕсем унччен хир енче халăхсене çаратса çӳренĕ тет. Хулана куçсан та вĕсен юнĕ улшăнас çук ĕнтĕ. Çапла, пире хамăр патшалăх кирлех, питĕ кирлĕ, — тепре çирĕплетсе каларĕ ял пуçĕ.
Çавăнтах вăл урампа чупса иртекен пĕр вуннăсенчи вĕтĕрнĕке чĕнсе илчĕ те ăна тем ăнлантарчĕ, вара каялла çавăрса ял вĕçнелле чуптарчĕ.
Керим ку ял епле пуçланса кайни çинчен ыйтса пĕлчĕ.
Ял пуçĕ каласа панă тăрăх, ял пуçланса кайни чылайранпа иккен. Ячĕ унăн чăнах та Вăрмар. Пĕрисем шутланă тăрăх, çав ят ял тĕлне ыйтсан такам «çулĕ вăрăм мар унта» тесе ăнлантарнинчен тухса кайнă имĕш. Ваттисем вара, Керим ушкăнĕ тĕл пулнă мучи пеккисем, Пăлхар патшалăхне монгол-тутарсем ярса илсен ку тăрăха пĕр пăлхар-чăваш тарса килнĕ тесе ĕнентереççĕ. Унăн икĕ ывăл пулнă пулать. Кавалпа Тупах ятлăскерсем. Каярах тата вăл Вăрмар ятлă тепĕр арçын ачана усрава илнĕ. Усрав ывăлне çавскер хăйĕн ачисенчен те ытларах юратнă тет. Ачи шутсăр маттурскер пулнă-мĕн. Вăл ашшĕне катка-пичке туса нумай пулăшнă. Çыннăн тăван ывăлĕсем хайхи Вăрмара кĕвĕçме тытăнаççĕ, курайми пулаççĕ. Ун чухне тата мĕн-çке-ха, ирĕк çĕр нумай пулман, тырă акма, пахча тума уçланкăсенче кăна май килнĕ. Йыш сахаллипе вăрман нумай хăртма вăй çитмен. Ак вара вăхăт çитсен çын ывăлĕсене уйăрать те кӳршĕри уçланкăсене вырнаçтарать. Вăрмарне хăйпе хăварать. Леш ывăлĕсене çакă тарăхтарсах янă, хайхисем ашшĕпе хирĕçсех каяççĕ, Вăрмара усал тума каварлашаççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Тупах ятли çине тăнă тет. Çакăншăн ашшĕ вĕсене хытах тарăхнă та пĕтĕм пурлăхне Вăрмара пиллесе хăварнă. Вилес умĕн Тупах ятлă ывăлне: «Эсĕ пĕчченех юлăн, санăн тăхăму ни ӳсмĕ, ни чакмĕ», — тесе, Кавала: «Сан тăхăму Тупахăннинчен йышлăрах та чаплăрах пулĕ», — тесе хăварнă. Вăрмарне вара: «Санăн ăрăву чи чапли», — тенĕ пулать. Ак халь пирĕн таврара виçĕ ял: Тупах, Кавал, Вăрмар. Тупах чи пĕчĕкки, Кавал унран пысăкрах, Вăрмар вара чи пысăкки.
— Аслă Пăлхара Уксах Тимĕр аркатса çунтарсан кунта тата темиçе кил-йыш куçса килчĕ, халĕ те куçаççĕ, — пĕлтерчĕ ял пуçĕ. — Хамăр эпир кунта унчченех Пӳлер енчен килнĕ. Вăл хулана тăшман Пăлхартан маларах çунтарса ячĕ... Çак çулсенче куçса килекенсен лавĕсем малалла та, Кĕçĕн Çавап шывĕ еннелле чылай иртрĕç. Анчах ял вăл пысăкки пулсан та ял кăна. Пире тĕрлĕ тăшман-хурахран хӳтĕленмешкĕн патшалăх вăйĕ кирлĕ.
— Эппин, эсир, вăрмарсем, пирĕн Чăваш улусне кĕме хатĕр-и? — тӳррĕн ыйтрĕ Керим.
— Хатĕр пулмасăр, — нимĕн шухăшламасăр çирĕплетрĕ ял пуçĕ. — Пирĕн Хусан тутарĕсемпе мар ĕнтĕ, хамăр пăлхарсемпех пĕрле пурăнмалла. Ну, юрĕ, халь атьăр каçхи апат тăвар. Сирĕн ятпа эп унта така пусса шӳрпе пĕçерме хушнăччĕ...
Ял пуçĕ ял вĕçĕнчех пурăнать-мĕн. Хăй каланă тăрăх, ку вăл нумайлăха мар. Вырăнĕ лайăхран кунта çынсем аякран халĕ те килсех тăраççĕ. Уçă çĕр сахаллипе, тен, пурăна киле хăшĕсен пĕр-пĕр юнашара та куçса ларма, унта чăваш йăлипе Çĕнĕ Вăрмар ятпа çĕнĕ ял тума тивĕ.
Таврана каç сулхăнĕ аннăран-ши Керим çыннисем апата суха тунă хыççăнхи пек авăртрĕç. Ялан именчĕк Пинеслу та сĕтел варринчи мăн чашăк патне йывăç кашăкне тăскаласах тăчĕ. Арçынсем тата пĕрер алтăр сăра та ӳпĕнтерчĕç. Ял пуçĕн пыл кăрчами те тупăнчĕ, ăна та пĕрер курка пушатрĕç. Хайхи пулас Чăваш патшалăхĕ пирки тĕнче илтмеллех калаçа пуçларĕç.
Чылай ларчĕç-и çапла, сахал-и, улăхран ушкăнпа çепĕç юрă юрлани хумланса çитрĕ. Çакна илтсен Пинеслу чашăк патне тăснă аллине те каялла туртса илчĕ, кашăкне сĕтел çине хурса тимлесех итлеме тытăнчĕ.
— Мĕн япали ку? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл юрă вĕçленсен ял пуçĕнчен.
— Ку-и? Нимех те мар, — сăмах ытахаль ĕç çинчен пынă пек хуравларĕ лешĕ. — Çамрăксем вăййа тухнă унта.
— Вăййа? Мĕне пĕлтерекен сăмах вăл? — пушшех тĕлĕнчĕ Пинеслу.
— Ак тата... — нимĕн калама аптрарĕ ял пуçĕ.
Керимăн хăйсем малтан Аслă Пăлхарта пурăннине аса илтерме, унти пăлхарсем мăсăльмансем пулнине, çавăнпа вăйă мĕнне пĕлменнине ăнлантарса пама тиврĕ.
— Пăхатăп та, эсир пурте çамрăксем. Хăвăрах кайса курăр вăйă мĕн иккенне — сĕнчĕ ял пуçĕ. — Кайран çĕр каçма кунта таврăнăр. Енчен пире шансан, лашăрсене хамăр ут кĕтĕвĕпе ярăпăр. Выртмана пирĕн шанчăклă ачасем çӳреççĕ, ку таранччен лашана кашкăр çурми е такам вăрлани пулман.
Керимпа юлташĕсем çаплах турĕç те. Йĕрлевçĕ çеç, ĕнтĕ икĕ ача ашшĕ, алă сулчĕ те лупас айне улăм сарнă урапа çине кайса выртрĕ.
Вĕсем пынă тĕле улăхра тепĕр юрă янăрама тытăннăччĕ. Хĕрсемпе каччăсем пĕрне-пĕри алăран алă тытса ункăланнă та юрă шăрантарнă май хуллен çаврăнаççĕ. Кĕвви те, сăмахĕсем те чуна тыткăнлаççĕ. Çапах Пинеслуна урăххи ытларах тĕлĕнтерчĕ.
— Элтепер, мĕнле-ха капла, — терĕ вĕл, — хĕрсем каччăсемпе пĕрлех, алăран алĕ тытăнса утаççĕ. Пăлхар-чăваш хĕрарăмĕсем пит хупламасăр çӳренине эпĕ хăнăхрăм ĕнтĕ, анчах кун пеккине Эпеç тăрăхĕнче те курман.
— Чăвашсен вĕсен тĕнĕ урăхла, çавăнпа йăла-йĕрки те мăсăльмансеннинчен уйрăлса тăрать, — пултарнă таран ăнлантарма пăхрĕ Керим. Тĕрĕссипе вăл хăй те кун пирки халиччен шухăшласах кайман. Çĕнĕ çĕре куçса килсен тĕн йăли-йĕркине сайрарах та сайрарах аса иле пуçларĕ.
— Анчах пирĕн Эпеçре те мăсăльман тĕнне пăхăнмаççĕ-çке. Пурăнасса та унта ытларах чăваш-пăлхарсем пурăнаççĕ, — хирĕçлерĕ Пинеслу.
— Ну... Пирĕн унта тĕрлĕ халăх, — хăй пĕлнĕ таран ăнлантарчĕ Керим. — Ман пичче, сăмахран, халĕ те мăсăльмансен йăли-йĕркине тытса пырать. Хам эпĕ халь ни ку, ни вăл тĕн çынни мар. Тата пирĕн хушăра çармăссем те пуррине ан ман. Вĕсен хăйсен йĕрки, пăлхар-чăвашсенни евĕрлĕскер. Пĕлетĕн-и, Пинеслу, — терĕ тата çавăнтах, — эсĕ ку калаçăва питĕ вăхăтра пуçларăн. Патшалăх туса хурас тесен пирĕн халăха пĕр тĕнпе, пĕр йăла-йĕркепе пĕрлештермелле. Çавăнпа атя-ха пур çĕрте те ку тĕлĕшпе тимлĕрех, сăнавлăрах пулар. Урăхран эпĕ те сана тек нимех те калаймăп. Вăт кунта манăн йăмăкăм пулас тăк... Вăл унашкал япаласемпе хытă кăсăкланатчĕ... Шел, çук ĕнтĕ вăл çут тĕнчере...
— Илтнĕччĕ эпĕ ун çинчен, — терĕ шăппăн Пинеслу. — Хама тытса каяс умĕн кӳршĕсем каласа панăччĕ.
Çак самантра вăйă картинче тĕлĕнмелле кĕвĕ илтĕнсе кайрĕ. Керим çыннисем кунта сăрнайпа палнай тата шăпăр пĕрле каланине каярах çеç пĕлчĕç. Хальлĕхе вара çак виçĕ япалапа калакансем пĕрле тĕлĕнмелле, асамлă теме те юрамалла кĕвĕ кăларнине çăвар карса итлерĕç. Пулать-çке тĕнчере тĕлĕнтермĕш! Тĕрлĕ сасă пĕрлештерсе чуна витĕр илекен асамлă кĕвĕ кăларма та май пур иккен. Вăрмар армăкĕсем вара çав кĕвĕ майĕн ташша пикенчĕç. Яшĕсем тăрăс-тăрăс сиксе хăйсен вăйне, паттăрлăхне кăтартма тăрăшаççĕ, хĕрĕсем акăш пек якăш-якăш шуса çеç пыраççĕ, çапах хăйсен илемлĕ пилĕкне те, хитре сăпайлăхне те палăртма ĕлкĕреççĕ. Пинеслушăн чи тĕлĕнмелли вара — вĕсем харăсах, мăшăрăн-мăшăрăн ташлани. Ирĕклĕх, танлăх, сапăрлăх, пĕр-пĕрне хисеплени — мĕн кăна палăрмасть-ши çак ансат ташăра? Пинеслун та çак çамрăксем хушшине кĕрес, вĕсемпе пĕрле ушкăнра акăш пек явăнса савăнас килчĕ.
— Пинеслу, атя, эпир те вĕсемпе ташласа пăхар, — унăн шухăшне пĕлнĕ пекех сĕнчĕ Керим.
Хĕр хавхаланса ăна куçран пăхрĕ-пăхрĕ те сасартăк пуçне усрĕ, вара пăрăнса хуллен айккинелле утрĕ...
Керимпа унăн йĕкĕчĕсем çывăрма час выртмарĕç пулин те ирпе автан авăтсанах вăранчĕç, хăпăл-хапăл тумланса çывăхри çăл патне анчĕç, сивĕ шывпа çăвăнса уçăлчĕç. Ял ачисем утсене выртмаран тавăрнăччĕ ĕнтĕ, лайăх канса тăраннă янаварсем чăтăмсăррăн малти урисемпе кукалесе тăратчĕç. Урхамахсен кăмăлĕ паллă — çул çӳресси. Анчах турта хушшине тăрса йывăр лава туртма мар, юланутçа çурăм çине лартса çил пек вĕçтерме хăнăхнă вĕсем.
Ял пуçĕ çине тăнипе ирхи апат тукаласан ушкăн çула тухрĕ.
— Эпир пăлхар-чăваш ханне пăхăнма хатĕр, — тесе ăсатрĕ вĕсене ял пуçĕ. — Керим элтепер, Юсуф пиччӳне çаплах кала вара. Тата эсир Пулат хан ачисем пулни те пире пушшех шанăç кӳрет.
Хăш енче халăх ытларах пурăнни çинчен ял пуçĕ каланине асра тытса ушкăн хĕвеланăçнелле çул тытрĕ. Чăнах та, кăнтăрлачченех темиçе ялта пулса курчĕç. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, кашни хăйне майлă пуçланса кайнă. Керима уйрăмах пĕр путишлĕрех калав асра юлчĕ. Ăна вăл çичĕ килтен çеç тăракан ялта илтрĕ.
Тахçанах пулнă тет çакă. Ял лашисене çĕрле пĕр кун пĕрне, тепринче тепĕрне такам утланса ярăннă тет. Ярăнни кăна тарама-ха, мĕскĕн янаварсене çĕр каçа урасăр пуличчен хăваланă иккен. Тем пек тăрăшсан та хресченсем çапла иртĕхекен çынна ниепле тупайман. Вара пĕрскер ăна тытмалли меслет шухăшласа кăларнă-кăларнах. Вăл çĕрле хăйĕн хура урхамахĕн çурăмне çемçе сăмала сĕрсе кăларса янă та ытти çынсене лашисене çав çĕр килтех тытма хушнă. Путсĕре тытас тесе чи юратнă янаварне шеллемен, шеремет. Хайхи урхамах ирпе хуçин килне таврăнать те пĕтĕм яла тĕлĕнтерсе пăрахать. Çĕрлесенче лашапа ярăнаканни... упăте пулнă-мĕн. Анчах ку хутĕнче вăл сăмала пирки лаша çумне çыпăçса ларнă та ниепле хăпайман. Урхамах хуçи мĕскĕне ла-айăх ислетрĕ тет вара, кашни çапмассерен «Лаша патне тек ан пынă пултăр!» тесе асăрхаттарчĕ тет. Çавăнтанпа упăте таврашĕ лаша патне пыма мар, чăваш вăрманĕсене вуçех пăрахса кайнă тет. Ара, унччен ку таврара упăтесем курăнкаласах тăнă-мĕн, вĕсем хĕлле, пакшасем пек, кедр мăйăрĕпе, хыр-чăрăш-юман йĕкелĕсемпе тăранса пурăннă.
Апла-и, капла-и те, ялне кăна Упăтекасси теççĕ-мĕн. Çавнашкал ят ахальтен тивĕçмен-тĕр ĕнтĕ.
Тек пĕчĕк ялсене кĕрсе вăхăт ирттермесĕр малалла кайсан-кайсан кахал апачĕ тĕлнелле тепĕр хăйне евĕр пысăк яла пырса çитрĕç. Йĕкĕрвар ятлăскерне. Кунти çынсенчен чылайăшĕ тахçан Пăлхар тăрăхĕнчи пĕр хулашра пурăннăскерсем иккен те, ялта пулин те тĕрлĕ алă ĕçĕпе тăранса пурăнаççĕ. Вĕсем пуç турипе йĕтĕн шăртĕнчен пуçласа йĕтĕн-кантăр шăртламалли тата çăм тапмалли хатĕрсем таранах ăсталаса çав япаласемпе пĕтĕм таврари халăха тивĕçтереççĕ. Кӳршĕ ялта вара пир тĕртекенсем тулли. Йĕтĕнпе кантăр сӳсĕсенчен, сурăх çăмĕнчен çип арласа, çипписене тĕрлĕ тĕспе пĕветсе вĕсем тем тĕрлĕ паха пир хатĕрлеççĕ, ăна таврари ялсене кая-кая сутаççĕ. Виççĕмĕшĕнче тата кĕсле калама та, ăна тума та ăста çынсем пур. Ячĕ те унăн — Кĕслеяль. Эх çав та, мĕн тери пултаруллă çынсемпе, чаплă ăстасемпе пуян Пăлхар патшалăхĕ арканать-çке! Мĕне пула? Кама пула? Хĕçпе çынна шелсĕр-мĕнсĕр касса пăрахма вĕреннĕ этемсем, хăйсем урăх нимĕн тума вĕренейменскерсем, ăслă та ăста çынсене пăхăнтарма, аталанса вăй илекен сĕршывсене çапса аркатма ним мар пултараççĕ пулса тухать. Мĕн тери пысăк тĕрĕсмарлăх! Çакăн пирки шухăшланăçемĕн Керим пуçĕ анрас вĕçне çитет. Нивушлĕ вара хура вăй килсе аркатнă хыççăн çакăн тĕрлĕ халăха тек пĕр чăмăра пĕрлештерме май килмĕ?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...