Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса
Халăх çĕнĕ хана тимлесе итлерĕ. Вăл каланăçемĕн çынсем шăпланса-шăпланса пычĕç, шухăша кайрĕç.
— Ăт ача-а, — терĕ Юсуф калама чарăнсан пĕр арçын, ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаласа. — Эпир кунта хамăр ирĕкпе пурăнма хăнăхнă та, пĕр енчен хыснана укçа парас килмест, анчах тепĕр енчен унсăр та май çук пулса тухать. Йăлт аптриш капла.
— Вăл çапла-ха, анчах хырçă тӳлемелĕх укçана хыснана париччен ĕçлесе тупмалла-çке-ха. Мĕнле майпа? — терĕ унăн кӳрши. — Хальлĕхе эпир сунарпа-пулăпа аппаланса хамăра хамăр тăрантарнипех çырлахатпăр. Кунта вара хырăм тултарнипех çырлахма май килмест.
— Укçа тупма пулать, — халăх умнелле хĕсĕнсе тухрĕ Сатăш. — Курăр-ха, йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр вăрман. Атăл леш енче пушшех те. Пирĕн ушкăнпа сунар ĕçне йĕркелесе ямалла, хĕл каçа май килнĕ таран тир ытларах пухса хатĕрлемелле. Атăл уçăлсан ăна Чулхула ярмăрккине кайса сутмалла. Унтанах тимĕр-тăмăр, пурнăçра кирлĕ ытти япаласем туянса килмелле.
— Анчах унта çитиех ишме ай-яй, — пуçне пăркаларĕ унăн ентешĕ. — Шывçи хурахĕсем ирттерĕç-и пире?
Çапла вара каллех сăнă-хĕç хатĕрлесси, çапăçма вĕренесси патне çитсе тухрĕç.
— Кам вĕрентĕ пире çар ĕçне? Хамăр эпир сунарта ухăран пеме кăна пĕлкелетпĕр, — терĕ Эпеç ялне тинтерех куçса килнĕ çамрăк хресчен. — Тытăçура вара ытларах хĕçпе суллашмалла.
— Ку ĕçе эпĕ хамăн шăллăма Керима шанса пама шутлатăп, — пĕлтерчĕ Юсуф. — Хырçă пухас ĕçе те вăлах йĕркелĕ. Эпир Аслă Пăлхарта ку ĕçе аванах вĕренсе çитнĕ. Мĕнле, шăллăм, элтепер пулма килĕшетĕн-и? — ыйтрĕ Керимран çавăнтах.
Лешĕ нимĕн те шарламарĕ, кашни çынна уйрăмшарăн тĕсесе пăхса çаврăнчĕ çеç.
Çапла вара çак куна Чăваш улусне йĕркелесе янă кун теме пулчĕ. Чăн та, улус шайне çитесси темчченех-ха та, чи кирли — ĕçе пуçăнасси, кайран вăл, тен, тăрланса та çитĕ.
Керим курултайран килне пĕчченех таврăнчĕ. Ара, пурăнасса та вăл халĕ пĕччен пурăнать. Юсуф хан керменне куçнă ĕнтĕ, шăллĕ патне сайраран кăна кĕркелесе тухать. Малашне Керимăн хăйĕн ун патне çӳреме тивĕ. Пиччĕшĕ-и вăл унăн, мĕн-и, çапах халĕ Керим Юсуфа пăхăнса пурăнма тивĕç çын. Хăйсем вара иккĕшĕ те пĕр хан ывăлĕсем...
Çапла шухăшласа пынăçем Керим Пинеслу пӳрчĕ патне çывхарчĕ. Хĕр çак самантра шăпах урамраччĕ, йывăç кĕреçепе юр тасататчĕ. Чĕнмесĕр иртме аван мар пек. Пинеслу хĕрарăм кăна та-ха, вырăнти чăвашсем ку тĕлĕшпе Аслă Пăлхар çыннисем пек мар, хăйсене ирĕклĕрех тыткалаççĕ. Хĕрарăмсем те кунта патшалăх ĕçне хутшăнмаççĕ-тĕр те, килти ĕçре вара вĕсем арçынпа тан теме юрать.
— Салам, Пинеслу! — сывлăх сунчĕ Керим. — Мĕнле пурăнатăн?
— Аликкĕм салам! — хуравларĕ Пинеслу. — Пурăнатăп-ха.
Чăнах, мĕнле пурăнать вăл? Еплерех йӳнеçтерсе пырать пурнăçне? Арçынсем хĕлле кунта сунара çӳреççĕ, е хир сысни, е пăлан, тепĕр чух пăши те тыткаласа килеççĕ. Пинеслу вара хĕр упраç, сунара çӳреймест. Çулла çăнăх-кĕрпе таврашĕ те хатĕрлесе ĕлкĕреймен, паллах. Мĕн çисе пурăнать вара вăл? Çакăн çинчен шухăшланăçем Керим хăйне аван мар туя пуçларĕ. Ара, хĕр упраç-и, мĕн-и те Пинеслу, çапах ку тăрăха пĕрле килнĕ çын. Керим вара ăна пач маннă пулса тухать. Çук, тĕрĕс мар ку. Тем тесен те Керим — хан юнĕ, унăн хăй çинчен кăна мар, ыттисем пирки те тимлемелле.
Çапла шутласа Керим Пинеслупа тĕплĕнрех калаçса пăхма, вăл мĕнле пурăннине хăй куçĕпе курса пĕлме шутларĕ. Васкамалли паян çук пек, килте никам кĕтмест. Кил хуçинчен ирĕк ыйтса Керим пӳрте кĕчĕ. Кунта тĕттĕм тесен те юрать, вăкăр хăмпи карнă пĕчĕк чӳрече çутта сахал ярать. Çинех тата таврана каç сĕмĕ яваклама тытăннăччĕ ĕнтĕ. Ара, халĕ кун кĕске, халăхра калашле, автан авăтса пĕтериччен тĕттĕмленме тытăнать. Анчах акă Пинеслу шăратнă упа çăвĕ ăшне чикнĕ хăйăва çулу çапа-çапа çутрĕ те пĕчĕк пурт ăш-чикĕ палăрмаллах çуталчĕ, те çавăнпа, кунта самай хăтлă пек туйăнчĕ. Тĕпелте пысăках мар сĕтел, унăн икĕ енче — икĕ сак. Апăк патнерех, чул кăмакана хирĕç, кутник сакки вырнаçтарнă. Унăн пĕр пуçне вырăн чĕркесе хунă. Вырăнĕ аяла сармалли те, витĕнмелли те пăши тирĕнчен. Чăн та, пӳртре тĕтĕм шăрши сăмсана çуратъ ĕнтĕ, хура кăмака тĕлĕнчи шăтăк туртсах каймасть пулмапла. Тата ăшша тартас мар тесе хуçи ăна васкарах хупнă курăнать. Кăмакине вара тинтерех хутнă тем, ун чулĕнчен халĕ те ăшă çапса тăрать. Тата — тĕлĕнмелле! — чул çинчи тăм чӳлмекрен какай шăрши сарăлать. Шăпах ураса пайрам вăхăчĕччĕ те, Пинеслу шӳрпе лартнă пулинех. Анчах вăл какайне ăçта тупнă? Вара, темшĕн-çке, Керим чи пирвай шăпах çакăн çинчен ыйтрĕ.
— Сунара çӳретĕп эпĕ, — терĕ Пинеслу. — Хальлĕхе урăхран нимпе тăранса пурăнма май çук. Ак, юр кайсан çитес хĕл валли пухут тума тытăнăп.
— Сунара? — тĕлĕнчĕ Керим пӳрт ăш-чиккине пăхса çаврăнса. Ухă е сăнă таврашĕ ниçта та курăнмарĕ. — Хăш чĕрчуна çаклаткалатăн вара?
— Ытларах мулкач тытатăп. Серепесĕр пуçне манăн нимĕн те çук та. Тепер чух мулкач какайне кӳршĕсемпе пăши е пăлан какайĕпе улăштаратăп — лăпкăн ăнлантарчĕ Пинеспу. — Тем пекех сăнăпа та ухăпа ĕçлеме вĕренесчĕ те çав, вĕрентекен çук.
— Сăнăпа çӳресси вăл мăсăльман хĕрарăмĕн ĕçĕ мар, — ырламарĕ унăн шухăшне Керим.
— Кунти чăвашсем Мăхаммата хисепленине эпĕ, темскер, питех асăрхамарăм, — терĕ Пинеслу. — Вăсен хăйсен туррисем. Эпĕ, сăмахран, кунта Тĕнкрепе Киремете ытларах асăннине асăрхарăм. Тĕн йăли-йĕрки те вĕсен расна.
«Тĕрĕс асăрханă Пинеслу. Анчах тĕн тĕлĕшпе пирĕн пĕр йĕр тупмаллах — шухăшларĕ Керим. — Тĕн вăл халăхра пуриншĕн пĕрре пулмалла. Унсăрăн çынсем пĕр чĕлхе тупаймĕç. Юсуфа систермелле-ха кун çинчен. — Çавăнтах тата тем сивĕтрĕ ăна. — Тепĕр тесен, манăн мĕн ĕç? Вăл хан, вăлах пуç ваттăр кун пирки».
— Эсĕ хăв хăш тĕне йышăнатăн? — ыйтрĕ Керим. — Эпир санпа çапах та мăсăльман çĕршывĕнче пурăннă.
— Мана та мăсăльмансем... — хуравласшăн пулчĕ Пинеслу, çавăнтах пырĕнче хурлăх чăмакки капланса хăпарнăран шăпăрт пулчĕ. Кăшт тăхтасан шăппăн анчах хаяррăн каласа хучĕ: — Кураймастăп мăсăльмансене!
Керим, хăйне мăсăльман çынни тесе шутлать пулин те, ăна хирĕçлемерĕ. Ара Пинеслу мĕншĕн çапла каланине вăл самантрах ăнланчĕ. Ун пек чухне хирĕçлеме епле хăйăн?
— Юра-ать, — пуплешĕве малалла мĕнлерех тăсмаллине пĕлмесĕр сăмаха тăсса каларĕ Керим. — Кала-ха, еплерех пурăнан эсĕ кунта? Пĕччен сана питех те нушаллă пулĕ.
— Мĕн нуши пултăр пĕр хырăма тăрантарасси, — калаçу урăх енне пăрăннăшăн хĕпĕртесе ухутах хуравларĕ Пинеслу. — Тăвар çукки кăна пăртак аптратать. Эпĕ ачаран тăварлă çиме хăнăхнă.
— Темех мар, — терĕ Керим. — Паян курултайра эпир Чăваш улусĕ тума йышăнтăмăр. Юсуф халĕ пирĕн хан. Пăртакран акă пурнăç ерипен йĕркеленсех пырĕ. Тăварĕ те пулĕ пирĕн, пурнăçра кирлĕ ытти тем те пĕр те.
Вара вăл Пинеслуна халăх курултайра мĕн йышăннине питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Хĕре уйрăмах чăвашсен хăйсен çарăçĕсем пуласси кăсăклантарчĕ. Чăн та, Керим шучĕпе, çар ĕçне вĕренекен çамрăксене çарăçсем теме иртерех, ма тесессĕн вĕсене нимĕн ĕçлеттермесĕр хăйсене тĕллĕн тытса тăмашкăн улусăн укçа-тенкĕ хальлĕхе çук. Çапах çапăçма çамрăксене кăна мар, вăй питти арçынсене пурне те вĕрентмелле имĕш.
— Керим, апла мана та вĕрентĕр. Тархасшăн! — хĕрӳллĕн ыйтрĕ Пинеслу. Пăлханнипе вăл кăшт хĕрелсе кайрĕ. Çакă ытла çутах мар пӳртре те аванах палăрчĕ. Халь тин Керим Пинеслу мĕн тери илемлĕ хĕр иккенне асăрхарĕ. Вăтам пӳллĕ, хытанкарах çеç пулин те çирĕп пилĕклĕ. Çук-ха, ăна кунашкал сăмахсемпех сăнласа пама май килмест. Пуринчен тĕлĕнмелли — Пинеслу темĕнле нимĕнпе ăнлантарайми хĕрарăм илĕртӳлĕхĕпе палăрса тăни. Тата унăн тăрăхларах питĕнчи кăвар пек йăлтăркка хура куçĕ пĕрре пăхсах чуна шатăр витерни. Юрать-ха Пинеслу кунта килнĕренпех çын умĕнче куçне пытарса пурăнать. Акă халĕ вара сасартăк ĕмĕчĕпе хĕрӳленсе кайрĕ те, — хăюлăхĕ таçтан тупăнчĕ-çке, — Керима куçранах шăтарасла пăхать. Пăлханнăран кĕске тӳрĕ сăмса çунаттисем хăйĕн ту качакинни пек вылянаççĕ, çавăнпа ахаль те хитре пите илĕртӳлĕх тата ытларах кĕртеççĕ. Пулать-çке çавнашкал илем! Тӳррипе каласан, Керим хăйĕн çирĕм çулхи ĕмĕрĕнче хĕрсем пирки шухăшласах кайман. Ара, авланма вăхăт çитес тĕк ăна арăм ашшĕ тупса паратчĕ. Йăли çапла мăсăльмансен. Анчах Пулат Керима мар, унăн пиччĕшне Юсуфа та авлантарма ĕлкĕреймерĕ. Али алтепере вĕсене пушă вăхăт хăварттармасăр çар ăсталăхне вĕренттеретчĕ.
— Керим, Турă пул, тархасшăн, вĕрент мана çар ĕçне! — татах тархасларĕ Пинеслу. — Мана çакă питĕ кирлĕ, ăнланатăн-и, çав тери кирлĕ. Уксах Тимĕр çыннисем пирĕн пĕтĕм кил-йыша вĕлерсе пĕтерчĕç, мана вара... Çавăнпа вĕсене пĕр эпĕ çеç тавăрма пултаратап.
— Эс мĕн, кăнтăра, Самарканта кайма шутлатăн-им? — тĕлĕнчĕ Керим. — Каçар та, хăвна мăшкăллакансене эсĕ астуса юлтăн-им? Вĕсене пирвай тупса палламалла-çке.
— Эпĕ, Керим, вĕсен пичĕсене ĕмĕрне те манас çук. Тепĕр чух халĕ те тĕлĕкре курăнаççĕ те хăранипе кăшкăрса вăранатăп. Çапăçма вĕренсен эпĕ тĕлĕкре те вĕсенчен хăрама пăрахассăн туйăнать, — терĕ Пинеслу. Çавăнтах тата хĕр хăй камне аса илчĕ пулас та хĕрӳлĕхĕ унăн самантрах сӳнчĕ. — Каçар, — терĕ вара. — Ытлашши пуплеше пуçларăм. Тен, эсĕ чей ĕçĕн? Чейĕ манăн çук, анчах çулла кунти чăвашсем мана сар çип ути ытларах хатĕрлеме сĕнчĕç. Çавна вĕретсе пурăнатăп. Тутлă. Апат антарма та пултаратăп.
— Рахмат, — терĕ Керим. — Анчах манăн киле кайма вăхăт.
Çапла, арçынна хĕрарăм килĕнче вăрах пулма юрамасть. Керим вара Пинеслу патĕнче нумай ларчĕ ĕнтĕ. Чăвашсемшĕн çакă нимех те мар пулĕ те, вĕсем иккĕшĕ те урăхларах йăла-йĕркене хăнăхса ӳснĕ çынсем.
Керим Пинеслуран инçех те мар пурăнать. Çапах вăл çав пĕчĕк хушша час иртмерĕ, васкамасăр, хăйпе хăй тем шухăшласа, вăхăтран вăхăт кула-кула илсе утрĕ. Çак самантра вăл чунĕнче темĕнле халиччен пĕлмен туйăм çуралнине сисрĕ. Ырă-ырă, çĕклентерекен-хавхалантаракан туйăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...