Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса
Кил хуçине Сатăш тесе чĕнеççĕ-мĕн. Вăл пăлхар çынни маррине çул çӳревçĕсем унăн калаçăвĕнченех чухларĕç-ха. Сăтăш Атăл леш енчен куçса килнĕ çармăс иккен. Ма тата хăвăр халăхăрпа пурăнмастăн тесен, вăл çармăссене пирвай монголсем, халĕ вара Хусан таврашĕнче тымар янă кăпчаксемпе тутарсем хытă хĕсĕрлени, çавна пула çармăссем халь те ура çине путлĕн тăрайманни çинчен каласа кăтартрĕ. Ун шучĕпе, чăвашсем хушшинче пурăнма шанчăклăрах иккен, ма тесессĕн вĕсем çармăссенчен вăйлăрах, кирлех тĕк хăйсемшĕн çирĕп тăма та пултараççĕ. Чăн та, Сатăш хăйĕн кил-йышне Атăлăн ку енне кăçал çеç куçарса килнĕ. Унччен вăл кунта пĕччен хĕл каçса пăхнă. Никам та кансĕрлемен-тĕкĕнмен ăна, вара вăл çуркунне Атăл леш енче çармăссен Кушмара ялĕнче пурăннă арăмĕпе виçĕ ывăлне те куçарса килет. Кĕске вăхăтрах ашшĕпе ывăлĕсем пӳртпе лаç пуралаççĕ, лупас, выльăх карти туса лартаççĕ. Ялне вара Анатри Кушмара тесе ят параççĕ. Ма тесессĕн хальхинче Сатăш пĕлтĕр пурăннă çĕртен айккинерех кайса меллĕрех вырăн йышăннă. Çинех вăл Атăл урлă каллĕ-маллĕ çӳренĕ хушăра унăн унчченхи вырăнне темиçе чăваш пырса вырнаçнă иккен. Вĕсен ялне вара таврара Тури Кушмара теме тытăнаççĕ.
— Сатăш, эпир те сирĕн çывăха тымар ярсан эсĕ мĕн каланă пулăттăн? — ыйтрĕ Элеç.
— Мĕн калас ман? Эпĕ пăлхар-чăвашсене килĕштеретĕп, — терĕ Сатăш. — Ман шутпа, çармăссен вĕсемпе пĕрле хутшăнса пурăнмалла. Эпир хамăр тĕллĕн, сăмахран, вăйлă тăшманран хӳтĕленеес çук. Пăлхарсем те халĕ палăрмаллах хавшанă. Çавăнпа пирĕн пĕр-пĕрне пулăшмалла. — Сатăш кăшт шухăшласа ларчĕ те хушса хучĕ: — Анчах пире халăх пуçĕ кирлĕ. Çармăссен ун шайри ертӳçĕ хальлĕхе çук. Шел, кунти чăваш-пăлхарсем хушшинче те унашкал çынна курмастăп.
— Хасан хан çинчен эсĕ мĕн, нимĕн те илтмен-и? — ыйтрĕ Юсуф.
Сатăш ăна нимĕнпе те савăнтараймарĕ:
— Мĕнле калас... Калаçкалатчĕç ун çинчен хăш-пĕр чăвашсем. Халь хаççăн вара аса илме пăрахрĕç. Те чăнах пулнă ун пек çын, те халап кăна — эпĕ, çармăс çынни, пĕлсех каймастăп.
— Ну, юрать, — сăмаха тăрларĕ Эпеç. — Эппин выртса канар та ыран вырăн шырама тытăнăпăр. Юсуф, Керим, килĕшетĕр-и манпа?
Пиччĕшĕпе шăллĕ килĕшсе пуç сулчĕç.
* * *
Эпеç хăйĕн хуçалăхне тĕлĕнмелле хăвăрт çĕклерĕ. Пирвай вăл тӳпемре ултă юпаллă лаç туса лартрĕ, ăна çăка хуппипе карса тухрĕ. Инçех те мар лупас çĕклерĕ, ăна хăяхпа витрĕ. Хайхи арçынсене çулла пурăнмашкăн хăтлă майсемех пулса тăчĕç. Пĕр вăхăтрах Эпеç хыр кĕрешсем касса вĕсене хуппинчен тасатрĕ, пӳрт лартма пĕрене хатĕрлерĕ. Икĕ пуралăхах. Юсуфпа Керим Эпеçе пултарнă таран пулăшрĕç. Чăн та, хан ачисем хура ĕçе хăнăхман тата ăстах та мар, анчах йăтма-çĕклеме-сĕтĕрме вĕсен вăй çителĕклĕ. Çавăнпа пур ĕç те кал-кал сыпăнса пычĕ. Кĕçех çӳллех мар икĕ тӳпемре икĕ çурт ӳссе ларчĕ. Вĕсен урайĕсене тăм сарчĕç, ăна юман каскапа çапа-çапах тикĕслесе хытарчĕç. Пӳрт маччине вĕрлĕкпе витрĕç, ун çийĕн аяла — типĕ çулçă, çиеле типĕ тăпра сарса ăшă тытмалла турĕç. Атăл хĕрринче чул пухса Эпеç кăмака пекки те туса лартрĕ. Вут хутсан тĕтĕмĕ тула тухтăр тесе мачча çумĕнчи пĕренене касса шăтарчĕ, тĕтĕме унталла турттăр тесе вучах тĕлĕнче маччаран çакса кутăн варинкке пекки вырнаçтарчĕ, унăн вĕçне кукăртса пĕренери шăтăкпа çыхăнтарчĕ. Пӳртсен кăнтăр енче чӳречесем те касрĕç, вĕсене кĕркунне выльăх пусма тытăнсан вăкăр хăмпипе карса хуплама картса хучĕç. Эпеç каланă тăрăх, çав хăмпăна кĕл çинче лайăх кăна йăваласа çӳхетсен вăл çутă яракан пулать-мĕн.
Çанталăк сивĕ енне сулăниччен хуллен-ерипен ытти хуралтăсене те — лаша картисем, лашасемпе ытти выльăх валли утă усрама лупассем, апат-çимĕçе тискер чĕрчун тустарасран упрама ампарсем лартрĕç. Арçынсем Пинеслу çинчен те манмарĕç, ăна та пĕчĕк пӳрт туса пачĕç. Лешĕ вара вĕсене апат пĕçерсе, кĕпе-йĕм çуса пулăшса пурăнчĕ.
Çу каçа виçĕ юлташ çывăхне тата темиçе чăваш куçса ларчĕ. Кусем ытларах выяьăх-чĕрлĕх усрама юратаканскерсем пулчĕç. Хайхи таврари халăх ку вырăна Эпеç ялĕ теме тытăнчĕ.
Кĕркунне çĕр шăнтсан Эпеç икĕ лавпа — иккĕмĕш лавçи Пинеслуччĕ — Шупашкара пĕлĕш тимĕрçĕ патне кайса килчĕ. Няка хăйĕн çĕнĕ тусне пултарнă таран пулăшрĕ, сунтал, вĕркĕч, султтанпа пĕчĕкрех мăлатуксем парса ячĕ. Кĕçех вара çывăхри çырмара тимĕрçĕ лаççи ĕçлеме тьпăнчĕ. Ку таврара Эпеç пĕртен-пĕр тимĕр ăсти пулнăран ун патне пулăшу ыйтса таврари нумай ялтан çын çӳреме тытăнчĕ. Çавăнпа тимĕрçĕ лаççинчен халĕ мĕн ир пуçласа каçчен чăнкки-чанк-ки! чăнк-чанк! туни илтĕнсе тăрать. Мăлатук çапаканни унăн патвар яш — Сатăшăн аслă ывăлĕ Асан. Вунулттăри ача кун каçа епле чăтать-ши, анчах нихăçан та «ывăнтăм, пăртак канам-ха» тесе ыйтмасть.
Пĕр вырсарнинче калаçса ларма тесе Эпеç хăй патне Юсуфпа Керима, ĕçри çамрăк юлташне Асана тата унăн ашшĕне Сатăша чĕнчĕ. Сатăшĕ пушă алăпа мар, пĕр кăкшăм кăмăс йăтса пынă. Эпеç хăй те сĕтел çине пĕр кăкшăм сим пыл кăларса лартрĕ. Епле кăна ĕлкĕрет этем — вăл çулла вăрманта пыл чылай пухма та ĕлкĕрнĕ. Сим пыл хатĕрлеме вара ăна ашшĕ çамрăклах вĕрентнĕ-мĕн. Вĕсем пурăннă таврари пăлхар-пушкăртсем пыл пухма шутсăр ăста иккен. Пĕрер курка кăмăс, каярах тепрер курка тутлă шерпет ĕçсен арçынсем шавласах калаçса кайрĕç. Чĕлхен çеç мар, шухăшăн та чаракĕ ӳкрĕ пулмалла.
— Эпеç, Керим, итлĕр-ха мана, — терĕ янкăр сассипе пурне те хупласа Юсуф. — Вăт ларатпăр эпир халь кунта, кăмăс та сим пыл ĕçсе киленетпĕр. Анчах хамăр ку тăрăха мĕн çăмăлпа килнине манмарăмăр-и эпир, э? Керим, шăллăм, санпа вара эпир хамăр камне те аса илме пăрахрăмăр пулас. Чăнах, кам халь эпир? Хресченсем-и? Çук, хресченсем мар. Выльăх тытакан та мар. Тимĕрçĕ те мар. Çарăç та мар! Мар! Мар! Мар! Чухлатăн-и, шăплăм, эпир санпа кунта никам та мар!
Юсуф чăмăрĕпе юман сĕтеле шанлаттарчĕ. Ун çинчи йывăç куркасем тăнкăртатса илчĕç, тăвар килли тӳнсе кайрĕ. Эпеç пиччĕшĕпе шăллĕне тĕсерĕ-тĕсерĕ те пуçне усрĕ. Сатăшпа Аслан вара вĕсем çине нимĕн ăнланмасăр пăхса ларчĕç.
— Ну, Хасан хана та пулин шырарăмăр-и эпир çак хушăра? — малалла ӳпкелешрĕ Юсуф. — Тупрăмăр-и унăн йĕрне? Атте пире мĕн хушнăччĕ? Йăмăкăмăр тата чунне Аллаха мĕншĕн пачĕ, э? Пурăнатпăр халь кунта, кăмăспа сим пыл йăкăртаттарса ĕçетпĕр... Ни тĕллев çук пирĕн, ни тĕн çук. Тискер кайăк та çут тĕнчене усă пиртен нумайрах кӳрет.
Пиччĕшĕн ӳпкелешĕвне Керим чĕрине ыраттарса, хăйне вăрçнă пек йышăнчĕ. Унăн чунĕ кӳтсе килчĕ, куçĕнчен кĕç-вĕç куççуль юхса анас вĕçне çитрĕ. Ах анчах та çав! Тĕрĕсех калать-çке те пиччĕшĕ...
Арçын чунĕ çапла çемĕçнине никам ан куртăр тесе Керим сĕтел хушшинчен тухрĕ те кутнĕк сакки çине кайса ларчĕ, унта та лăпланаймасăр урама тухрĕ. Кунта тĕтĕм çапнă пӳртри пек мар, сывлама та, шухăшлама та усă, çăмăл. Çанталăк уяртан тӳпе янкăр хура кăвак. Ун çинче пин-пин çăлтăр йăл та ял вĕлтлетет. Сылтăмарах çурри катăк уйăх вĕсене кĕтӳçĕ вырăнне сăнаса тăрать пек. Чăн та, çути хăйĕн вăйсăрланнăран тӳпе тĕксĕмне кăшт та шĕветеймест. Çавна пула паян çăлтăрсем ытла та шултăра пек, аялах аннăн туйăнаççĕ. Çавăнпа-ши Керим халĕ хăйне çав тери халсăр-вăйсăр, кăткăран та пĕчĕкрех çын пек туйрĕ. Чăнах, кам вăл çак хăйне талккишпех пусаракан аслă уçлăхра? Кăшт çил вĕрсенех таçта тĕлсĕр-палсăр вĕçекен хăйăр пĕрчи... Чим-ха, аплах мар ĕнтĕ. Хăйăр пĕрчи вăл — чунсăр япала. Керим вара этем. Ан тив, уçлăх шайĕпе илсен кăткă пек çеç е унран та пĕчĕкрехскер, çапах этем. Çавнашкал этемсем пĕр кăткă йăвине пухăнсан... Керим тепре пĕлĕт çине пăхса илчĕ. «Вĕсен те асли, кĕтӳ пуçĕ пур, — шухăшларĕ вĕл. — Эпир вара кунта чăнах та ним тĕлли-паллисĕр, тулăксăр пурăнатпăр. Юрать-ха ку тăрăха нимĕнле тăшман килсе çӳремест. Енчен Уксах Тимĕр мар, хирти нухайсем е кăпчаксем персе çитсен те, эпир вĕсене пачах та хирĕç тăраяс çук. Эппин пирĕн, кунти чăваш-пăлхарсен, нимĕнле малашлăх та, нимĕнле ăраскал та çук-шим? Ара, ют çын ури хăçан та пулин ку тăрăха та килсе пусатех. Атте вара пире, Юсуфпа иксĕмĕре, кунта халăха çĕнĕрен пĕрлештерсе вăй кĕртмешкĕн тартрĕ. Хасан хан тупăнман-и тесен, эпир хамăр та хан ачисем. Эппин ма-ха халăх пуçне пирĕн хамăрăн тăмалла мар?»
Пăртак лăплансан Керим каллех пӳрте кĕчĕ. Ара, пурне те сасартăк пăрахса кайни аван мар, çынсем тем шухăшлама пултараççĕ.
Кунта вара калаçу лăпланнă пулас. Керим кĕнĕ самантра Юсуф мар, Эпеç калаçатчĕ.
— Вăт вара эпир Хасана шырама çак тăрăха килес терĕмĕр, — терĕ вăл Сатăша куçран пăхса. Ахăртне вăл ăна тем ăнлантарнă.
— Ав епле иккен, — терĕ çармăс арçынни. — Хасан хан, Хасан хан... Чим, халь аса илтĕм, эпĕ ун пирки çапах та тем илтнĕччĕ. Чим, чим... — Вăл сарлака çутă çамкине картлантарсах аса илчĕ-илчĕ те: — Çапла, эпĕ сирĕн хан çинчен илтнĕ, — терĕ. Çавăнтах салхуллăн хушса хучĕ: — Анчах вăл хыпар сире савăнтармĕ.
— Пулин, эс пĕрех кала, — хистерĕ ăна Юсуф. — Пирĕн шăллăмпа иксĕмĕрĕн чăннине пĕлмелле.
— Пирĕн Кушмараран инçех мар кӳршĕ ялта, Кăкшакă шывĕ Атăла юхса кĕнĕ тĕлерех, кĕçнерникунсенче пасар пухăнать. Сутă тума е тавар туянма унта çынсем пĕтĕм тавраран пыраççĕ. Чăвашсем те ку енчен кимĕпе каçаççĕ. Çав хушăрах, пĕр тĕл пулнăскер, таврари пур хыпара пĕр-пĕрне пĕлтереççĕ. Темиçе çул каяллаччĕ, — халь тин тĕплĕнех астумастăп та ĕнтĕ, — пĕрре çапла каларĕç. Атăлăн çармăс енчи çыранне пĕр çиллĕ кĕр кунĕнче хумсем темиçе çын виллине кăларса пăрахнă пупать. Инçех мар тата ӳпĕннĕ кимĕ выртнă. Çав вилесенчен пĕри — ватă çын, çав тери чаплă тумланнăскер. Çав пасартах чăвашсем унчченрех вырăссемпе вĕсен майлисем Хасан хана Шупашкартан хăваласа яни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Халăх вара çав ватта хан пуль вăл тесе йышăнчĕ, — каласа пачĕ Сатăш.
— Пулма пултарать, — терĕ Эпеç кĕскен.
— Апла мĕн, эпир халь Атăлăн ку енче те пуçсăр халăх пулса юлтăмăр-и? — ыйтрĕ Асан.
— Ну, эпир, çармăссем, унчченех пуçсăр юлнă-ха, — аса илтерчĕ Сатăш.
Ашшĕ калани ывăлне килĕшмерĕ.
— Çармăссем-и эпир, мĕн-и, анчах кунти халăх çыннисем. Калаçасса та хале пăлхар-чăвашла калаçатпăр, — аса илтерчĕ вăл. — Тата пурăнма та мана кунта ытларах килĕшет. Ак, Эпеç пичче вĕрентнипе тимĕр ĕçне алла илĕп. Мĕнре япăх ĕç? Чăн та, тӳррипе мана сĕтел-пукан ăсталасси ытларах килĕшет. Мĕне Эпеç пичче пулăшнипе кирлĕ хатĕрсем туса çитерĕп те çав ĕçе пуçăнăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...