Хура çăкăр :: III. Ют хӳте ăшăтас çук
— Хĕрнĕ тутана çанăпа шăлкалатпăр, — Велюш выçăхнă пек пăхса илчĕ Шерккей аллинчи симĕс кĕленчене.
— Ме, ĕç, ĕç эппин кĕленчеренех.
Велюш кĕленчене ярса тытрĕ, хăй мелсĕр каçăрăларах тăчĕ. Вахăтсăр пĕркеленнĕ пит-куçĕ йăл кулчĕ, унтан, Шерккей енне пăхса, пуçне савăнăçлăн сĕлтрĕ:
— Сан сывлăхăшăн!
— Тавах, ĕç.
— Алла панă куркана, мĕлле калаççĕ-ха, пушатмасăр лартсан, леш тĕнчери атте-аннесем кӳренеççĕ тет, — кăмăллăн лĕкĕртетрĕ Велюш.
— Ырă кур, — терĕ ăна Шерккей.
Велюшăн çара карланкине вăл ытараймасăр пăхса тăчĕ. Карланки мăкăлĕ вылянса кăна тăрать. Шарикленĕ карăш тенĕ сăмаха асне илчĕ Шерккей, Велюшăн вара, хăйне кура, мăйĕ те чиперех пăркаланать иккен, хăй каланă пек, пăркаланмасть мар. Ăлапа темерĕн. Эрех сыпнă чух питне-куçне кăштах та пулин чалăштарин! Кай, тупата, ăçта кăна çаплах ăсталанса çитнĕ!
— Ара, хăвар ĕнтĕ пăртак, хăвар пăртак, — шӳтлесе çеç сăмах хушрĕ Шерккей.
Велюш хăварма та пултаратчĕ, çапах чарăнса тăмарĕ, вăл сывлăш çавăрмасăр ĕçсе ячĕ, йăлтах пушатнă кĕленчине Шерккее тыттарчĕ. Тепĕр çăмартине çĕмĕрсе ĕçрĕ. Чакăр куçĕ йăлкăшса кăна пăхать.
— Ну, ыр куртăм та, ами... Ара, сан валли те хăвармаллаччĕ пуль-çке, мĕншĕн маларах каламарăн? Ай, тупата, кăшт кăна маларах систернĕ пулсан та... — ӳкĕнем пек турĕ Ăлапа Велюшĕ. — Калатăп-çке, е систерсе хурасчĕ.
— Юрĕ-çке, — тере Шерккей. — Ĕçре кăна аптрамалла ан пултăр. Мана тесен, тумламне шăршласа пăхмăттăм.
— Ĕç пирки-и? Халь-и? Кӳл мана лашу вырăнне — иксĕре вăн çав Пăхаллă сăртне туртса çитерĕп.
— Ларăр, ларăр эппин, каяр хăвăртрах.
Шерккей тилхеперен туртрĕ. Кĕпер урлă каçсан, вĕсем сылтăмалла пăрăнчĕç, Ăçтиçук кассине кĕчĕç, Тухтар умне çитсе чарăнчĕç.
— Çак пӳрте, — терĕ Шерккей, вăрăмкка урапи çинчен чи малтан анса, — çак пӳрте эпĕ хам аллăмпа хам лартнă! Пĕччен! Çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă вăхăтра çак хӳшше те пулин хам пата куçарса лартас тетĕп. Илтетне, Велюш? Сана çак ĕçре пулăшма чĕнетĕп.
— Мимене ĕнтĕ.
— Кирек те мĕнле кала.
Шерккей, çил хапхине уçса ярса, лашине ал вĕççĕн çавăтса, картишне кĕртрĕ.
— Мана, — терĕ вăл, — çак ĕçре кам та кам кансĕрлеме пăхсан, Велюш, сан çине шанас ĕмĕтĕм пур.
— Тĕрĕс шухăшлатăн.
Кĕтмен çĕртен сăмаха Тимрук хутшăнчĕ.
— Атте, мĕне кирлĕ пулчĕ ун пек хăтланма? Ку ĕçе ман алă та çĕкленмест.
— Мĕнле «хăтланма» тата?
— Эй, ами, каларăн, çĕклесен çĕкленет вăл алă, — сăмах хушрĕ Велюш.
— Тухтар тете хăй таврăнсан пире мĕн калĕ?
— Хăравçă!
— Чăн та, хăравçă, чăн та, хăравçă. Мĕн калатăр пире Тухтар?.. Тата, вăл кунта те килет-ха, те килмест. Килсен, ара, ытах... хамăр пата пурăнма куçать, çав кăна, çав кăна.
— Эй, ами, Шерккей шăллăм, тухать санран паян! Пар-ха кунта сенĕк, çурчĕ тăррине хамах хăпарса каям.
— Кансĕртерех пулĕ сана. Велюш, кансĕртерех пулĕ.
— Кансĕр мар. Никаккуй та кансĕр мар. Калатăп вĕт, чи çӳле хăпарса каятăп.
— Ах, тупата, хамах шутларăм çав. Çак ĕçре терĕм, Велюш пек ăста та пултаракан çынна, терĕм, урăх кирек ăçта пырсан та тупса пулмĕ, терĕм.
Шерккей çаплах йăпалтатса калаçма чĕлхе çитерет. Велюшăн вĕçес кăмăлне тĕрĕс сисет вăл. Мĕскĕн Велюша çапла мухтани акăш-макăш хăпартлантарса ячĕ, çĕклентерчĕ, Велюш темĕн тытса, темĕн тума хатĕр пулчĕ.
Çыннăн пурнăçĕнче пĕр ырă хавал пур. Ах, кун курасчĕ тенипе çеç ирттересшĕн мар вăл хăй кунçулне, ĕçлесе савăнасчĕ тесе хĕтĕрĕнет. Çавăнпа пĕрлех, кашни çыннăн хăйне виçере картас йăла та пур. Хăшĕ тĕнчере тĕрĕс-тĕкел ĕçпе те пархатарлă ятпа пурăнма тăрăшать. Çавăн пеккисем хамăр хушăрах пит нумай. Мĕн çиттĕр иккен ырă ята? Тарпа витĕннĕ сăн-пит сивĕ чухне тата çутăрах курăнать. Пĕр ачалăх та пĕр çамрăклăх, пĕр ĕмĕр килет кашни çынна. Чăн-чăн çын çавна кирек хăçан та асĕнче тытнипе вăй-хăватлă вăхăтне йытăллă-мачăллă ирттересшĕн мар, хăй кунне вăл манăçми уяври пек ирттерме шутлать, унăн кашни çитес кунĕ таса шанчăкне тӳрре кĕртес ĕмĕтпе тулать. Тĕрĕс каламасть-и-ха чăваш хăшне-пĕрне тĕнчен ăшши те сивĕтет, сивви те ăшăтать тесе? Мĕн çиттĕр иккен хамăр йышшисем пĕрне-пĕри хисеплемешкĕн те сума сумашкăн пĕлнине? Эс таса хăватпа пурăнни ыттине те савăнăç кӳтĕр, вăхăтна ăсталанса ĕçлени еткер ятне упратăр, хамăр хыççăн килес ăрусене ырă ят хушма пулăштăр, тата пикенерех ĕçлеме хĕтĕртсе тăтăр, çунат хушса çĕклентертĕр. Хаклă-çке пирĕншĕн сумлă çын хамăр йышши пин-пин çынна, чун патĕнчи пек çывăх курса, вăхăтра пулăшма ăс çитерет пулсан, вăхăтра хута кĕрсен, вăхăчĕпе ӳкĕтлесен, кирлĕ чух питĕмĕре хĕретсе вăтантарсан, вĕрентсен, таса кăмăлпа ырă сывлăх сунать пулсан! Ун умĕнче эпир пурсăмăр та ĕмĕрхи парăмра. Ун пек çынна хак виçипе виçмеççĕ — кирек мĕнле хакран та çӳллĕрех вăл, чăн-чăн çын вăл! Енчен ун патне пĕр-пĕр çамрăкки пархатарлă ĕмĕтпе туртăнать пулсан, вăл ăна алă тăсать, кирлĕ пулсан, çавăтма тăрăшать; тӳрĕ ĕçпе шăпа çулне хăпарасшăн пулсан, ун валли пулăшу чикмекĕ хурать — ан тив, çамрăкки улăхтăр, çĕклентĕр, пурне те курас вырăна çиттĕр, пиçĕхсе тултăр, ун малашнехи вăйĕ сулăмлăрах пулмалла, халăх хутне кĕрес ăсĕ çивĕчрех туптанмалла. Тӳрĕпе пурăнса курнă сухала ĕмĕр хисепĕ шуратать, ырă ĕç пĕрсе хытарнă алла ĕмĕр сăвапĕ витет, сайратнă çӳçе ĕçчен вăхăт сума сăвать. Ват асаннен шурăхнă пит-куçĕнчи кашни пĕркеленчĕк хамăра та чыс парать, чипер пурăнма ыр сунать. Ĕçчен те тӳрĕ çын вăл кирек хăçан та, кирек ăçта та — пурнăç тĕпелĕнче, вăл тертлĕ те телейлĕ пурнăçăн ятлă уртмахçи.
Кашни амăш хăй ачине чипер çын пултăр тесе çуратать. Вăрă та хурах тăвасшăн мар вăл ăна, ирсĕр те тискер ĕçе вĕренесрен ик куçпа сыхлать. Хăй ачине вăл ултавçăран сивĕтесшĕн, мухтанчăкран тартасшăн. Анчах ялан ĕмĕтленнĕ пек пулмасть-çке пурнăçра. Çыннăн кăмăлĕ çавăн пек ĕнтĕ, енчен ура çине çĕкленчĕ пулсан, вăл хăй тĕллĕнех тапаçланса пăхасшăн. Хăш чухне малтан тĕрĕс туратланнă тымарах инкекле пулать. Калăпăрин, Турикасра Кăптăрмăш Кăрмасунĕ пур. Кăмăлĕ чапрасне пула хăйне тем пек асăрхаттарасшăн çунать. Ытти вара ăна, тем, асăрхасах каймасть. Кăрмасун хăй пурăннă пирки тепри мĕнле сăмах каласса, мĕнле хак парасса кĕтет-кĕтет те — ниçтан кĕтсе илеймест. Тепри хăйне çилĕ хывтарасшăн мар иккен, утас утăмĕнчи çемçе тислĕке таптаса шăршă-маршă сариччен вăл Кăрмасун пеккисенчен пăрăнарах утма пăхать. Кăптăрмăш Кăрмасун йăлт аптраса ӳкет: мĕншĕн ун пирки пĕри те ырă ятпа асăнмасть, мĕншĕн ăна курмаççĕ. Тарăхать, тилмĕрет вăл хăй ăшĕнче. Текех Кăптăрмăш пулас килмест унăн, ăна ят та чап кирлĕ. Хайхискер вăл хăй пирки хăех пĕрре — ăнсăртран çеç — эпĕ те пултаратăп пек-ха тесе, çын çинчех систерсе хурать. Мĕскĕне каллех асăрхамаççĕ. Вăхăтра чарăна пĕлмен Кăптăрмăш Кăрмасун юла юпма тытăнать: эпĕ маттур, эпĕ чаплă, мана хĕрлĕ кĕпе тăхăнма та юрать, эсĕр, тет вăл ыттисене, ман хӳтĕре пурăнакан вĕт-шакăрсем, пурсăр та йĕксĕксем, тесе евитлет. Халăх çаплах ун çинче хĕрлĕ кĕпе пуррине асăрхамасть. Кăптăрмăш Кăрмасун кулленхи пурнăçри хăйне шăпах тивĕçекен чăн виçерен кăштах та пулин, чĕрне хури чухлĕ те пулин, çӳллĕрех курăнасшăн хĕрĕнет, хапсăнать, çавăнпа çеç мана хам ĕмĕтленнĕ хисеп пулать иккен тесе шутлама пăхать. Хайхискер, тинех вăл хăйне тĕнче кăвапи вырăнне хурать, виçерен иртсе мухтанма тытăнать, чысран тухса вĕçкĕнленсе каять. Халь ĕнтĕ вăл хăйне хăй: «Тайма пуçăм!» тенипех савăнать, ĕмĕтĕм тулчĕ тесе каçăхать. Шанмаллипех шанать вăл хăй ăспуçĕпе туртса кăларнă çак халаплă шухăша. Тинех ĕнтĕ ытти çынсене те палласшăн мар — хăй шӳреке, чи çывăх çыннин суранĕ те ăна ыраттарми пулать, иртен кунçулра урăм-сурăм хирĕçсе пурăннипе сивĕннĕ чĕри те — енчен вăл, элле, тахçан ăшă пулнă пулсан та — тепĕр хут ăшăнаймасть, ăшăнмалăх хĕлхемĕ юлман. Пурăнать вара вăл çапла хăй тĕллĕн тĕнче çĕртсе.
Кăптăрмăш Кăрмасунăн йĕкĕреш тăванĕ Хулай Пăрăмсанĕ пур. Паллаятăр-ши эсĕр ăна? Вăл çамрăк чухнех, паттăр ятне илтесшĕн çунса, пĕр тĕттĕм кĕтесре хăйĕн тăван ашшĕне пуçĕнчен туртапа çапса вĕлернĕ. Ăсран кăна кайăн: уншăн ăна никам та паттăр темен. Çынсем унпа куçа-куçăн тĕл пуласран таçтан аякран пăрăнса çӳренĕ. Вара ку: «Эпĕ, чăн та, паттăр иккен, ав, манран хăраса, çынсем епле çӳреççĕ», — тенĕ. Пăрамсан нихçан та тарличчен ĕçлесшĕн пулман. Малтанласа ăна кун курмашкăн ашшĕнчен юлнă пурлăх та çырлахтарнă. Анчах, калать-çке-ха чăваш, пуçтарасси çулталăк, тустарасси çур талăк, тет. Хулай Пăрăмсанĕ шăпах çак йĕркепе ыр курса алтуйи вĕçне çеç тăрса юлать. Вăл çавăншăн хăйне айăплать тейĕр-и? Апла ан пултăр! Вăл хăй инкекĕ пирки çур тĕнче халăхне айăплама хатĕр, пĕр хăй кăна айăплă мар. Вăл чĕрре кĕрет, сурчăк сирпĕтсе ятлаçать, куç-пуçĕнчен юн сирпĕтсе сан çинелле пăхать, вăтанасса-мĕне пĕлмесĕр теприн ырă ятне те çĕртĕччĕ вăл — вăйĕ çитменни тарăхтарать, вăйĕ çитмест пулсан та, кăшкарашать-ха вăл, карланки пăхăр унăн. Ĕçчен кӳрши чун хавалĕпе тăрăшса ĕçлесе пурнăçне ăнтарса яма хăват çитернĕшĕн кĕвĕçсе, Хулай Пăрăмсанĕ тем тума хатĕр. Вăл тарăхать, шалт çурăлса кайиччен çилленет, чакалашать, ятлăхне çĕртет, сутăнчăка тухать, юлашкинчен вара капланнă çиллине шăнараймасăр шалкăмпа-мĕнпе хутланса ӳкет те тытамак чирĕпе хĕне кайса вилет. Шалчи тулчĕ иккен хайхискерĕн теççĕ вара ун пирки.
Çавăн пеккисем вĕсем пурте чăн этемсенчен катăлса юлнă тĕлешкесем кăна-ха, çапах та вĕсем хăйсене пурнăç патши вырăнне хураççĕ. Чăн пурнăçра вĕсем тӳрĕ те пултаруллă çыннах тепĕр чух пысăк инкек кăтартма пултараççĕ. Тепĕр каласан, чипер çынсене пурăнмашкăн ытлашши канăçлă та кичем е салху ан пултăр тесен, иртен кунра çав йăх-яхсем те кирлĕ пуль çав, чи хăватлă ама — çутçанталăк — çуратса янă-çке вĕсене. Ĕнтĕ вĕсем ĕмĕр ӳкĕтне кĕме пĕлмеççĕ пулсан, кĕме тăрăшмаççĕ те пулсан, чĕн чăпăрккапа та ăса кĕртсе çитереймĕн. Ун пеккисемшĕн халăх айăплă мар...
Алапа Велюшĕ çакăн йышши çынсен хушшине те шăнăçаймасть. Унăн мухтанасси те, чапшăн çунни те, çынна кураймасси те тата ытти çавăн пек киревсĕр енĕсем те хăйпе пĕрлех çуралнă. Шăпах çаксене шута илсе суйларĕ те ăна Шерккей, хăйне çакăн пек чăрмавлă ĕçре Велюш кăна пулăшма пултарĕ тесе. Тен, йăнăшмарĕ те пуль. Акă халь ăна Шерккей пултаратăн та ăста тесе хĕм парса тăчĕ-ха. Велюш хăй те хăй мар — хĕвелпе юнашар ларнă пек туя пуçларĕ хăйне.
— И-и, тăванăм, — терĕ вара вăл куçне шăлкаласа, — мана вĕт, ху пĕлен, тăван ялта кăна Ăлапа теççĕ. Салтакра чуне эс мана курнă пулăсăнччĕ! Чăн калатăп — паллайман пулăттăн. Ак, кур, хӳме-и? Çӳллĕ хӳме. Пăхсан куç-пуç чарăлса каймалла. Пĕлĕт патнелле кармашать, калам сана. Ун çине хăпармалла, снаш. «Утламышкин!» — тетчĕç. Çапла чĕнетчĕç мана салтакра, хисеплесе. Кам чи малтан çавăн тăррине хăпарать? Велюш! Шыв урлă ишсе каçмалла. Сарлакăш-и? — Велюш сасартăк Куршанкă енне пăхса илчĕ — ăна ытла çывăх пек туйăнчĕ, унтан çич-сакăр çухрăмра курăнакан Тенкешек сăртне куçларĕ, Тенкешек инçĕшĕ те çырлахтараймарĕ пулас, каласа хучĕ вара: — Тинĕс тейĕн! Тĕпне, сана калам, тăсса ура çитмест. Кам малтан ишсе каçать? Каллех Велюш! Хельхепĕл калатчĕ вара: «Ай, пултаратăн та», — тетчĕ. Утламышкин пулнă çав ун чуне хам та. Тата калам сана, чавсапа упалентеретчĕç. Туртăнса шунă май, ыттисен чĕркуççийĕсем юн суракан пулатчĕç — Велюшăн хăнк та пулман, тăхланран шăратса тунă пек çуталатчĕ чĕркуççи. Чупмалла пулсан та, ура лаппи çĕре перĕнместчĕ. Халь ав, виçĕмкун, Яхвисен вилеймен йыттине хăваларăм та урам тăрăх, тĕнче мăшкăлĕ мар-и, ăшша пиçрĕм, çапах та çитсе-тытса пулмарĕ. Юлашкинчен лач сурса хутăм та, урăх чупассăм та килмерĕ. Çав ура айăпланниех хур кăтартать çав мана, — сывлăшне лаш çавăрчĕ Велюш.
Улах урам. Çын иртсе çӳрени курăнмасть. Шерккей хăй ĕçне хускатса ярасшăн васкарĕ. Пӳрт хыçĕнче тăват-пилĕк урлашкаллă чикмек пурччĕ, Велюша çавăн тăрăх хăпарса, йӳрт тăрринчи улăма сирсе антарма хушрĕ. Велюш, уксахлать пулин те, çӳле чиперех хăпарса кайрĕ. Шерккей ăна аялтан сенĕк тăсса тыттарасшăн пулчĕ. Велюш ун сăмахне илтмерĕ. Вăл енчен енне пăхкаларĕ, выçăхнă хур пек, вăрăм мăйне тăсса тата çӳлерех улăхрĕ, унтан аллисене сарса ейкеленме те тытăнчĕ:
— Эй!.. Камсем эпĕр! — терĕ вăл, ял еннелле хуçа пек пăхкаласа. — Салтак пулккисем эпĕр... Микул патшан пирвăй кăрнатирĕсем! Паллатăр-и пире?.. Эсĕр камсем!.. Камсем теп те...
— Ан кăшкăраш-ха, тархасшăн, — тарăхса йăлăнчĕ Шерккей, — шăп пул, шăп пул тетĕп-çке ĕнтĕ...
Алапа Велюшĕ, тата тем каласшăн хăпартланса, аллисене тăскаларĕ çеç, çавăнтах мелсĕр тайăлчĕ-тайăлчĕ, çĕрелле персе те анчĕ.
— Ай!.. Ай, Шерккей шăллăм... — йынăшрĕ вăл. — Пилĕкĕм тинех çичче суйланчĕ пулмалла. Çакăн пек çӳллĕ çĕре мана хăпармасан та юрать тесе хамах шухăшларăм та, çук çав, ак халь ахлатса вырт ĕнтĕ çапла, атте-аннен ятлă çĕрĕ çинче. Ай!..
— Çук чун! — çĕткеленсе илчĕ Шерккей. — Юрать-ха, çĕрĕшнĕ улăм çине кăна персе антăн, персе антăн.
— Шерккей шăллăм, хĕрхенччĕ мана кăштах...
— Нимĕн те ыратмасть санăн, нимĕн те ыратмасть. Ăлапа та иккен, чăнах. Ӳсĕрĕлсе те кайрăн пулас, мулла месинĕ пек, мулла месинĕ пек кăшкăрашатăн. Сана мухмăр чĕртме мар, тумламне шăршлаттарма юрамастчĕ...
— Ай, чим-ха эс, тăванăм...
— Пĕтрĕн-çке ĕнтĕ, выртнă çĕртен те ху тĕллĕн тăраймастăн. Теплелле лавпа килне çитерсе тăкмалла пулать-ха ĕнтĕ сана, чăрмав-çке, тупата...
Велюш йынăшма чарăнчĕ.
— Чим-ха, чим, — терĕ вăл, — ура çине тăма хамах вăй çитерĕп, — мĕшĕлтете пуçларĕ хайхискер. Унтан сассине кăштах çемçетсе каласа хучĕ: — Эс ак, Шерккей шăллăм, çапла калатăн та мана, эппин, ху çавăнта хăпарса кăтарт-ха. Э? Эп аялтан пăхса тăрам.
Шерккей унпа сăмахласа тăмарĕ, ывăлне пуç сĕлтрĕ. Ывăлĕн Тухтар пӳртне ишес ĕмĕчĕ çукчĕ, ашшĕ мĕн хушнине илтмене хурасшăн пулчĕ, аяккинелле пăрăнса утрĕ.
— Тимрук, эс мĕн, халăх пуçтарăнасса кĕтетнем? Хăпар тенĕ хăвăртрах!
Ашшĕ тепĕр хут хистесе асăнтарнă хыççăн çеç Тимрук пӳрт çине хăпарчĕ, аллине виçĕ юплĕ сĕнĕк тытрĕ, çӳлте сайхах çыххисене салта-салта тухрĕ, çĕрĕшнĕ улăма çӳлтен вăйкăнтара пуçларĕ. Ваннă улăм пĕрчипе тусан сывлас сывлăша пӳлес пек сирĕле пĕлми мăкăрланса тăчĕ.
Ашшĕ çав вăхăтра, пӳрт алăкне çыхнă пăява салтса, пăлтăра кĕчĕ, кунта мĕн пуррине пăхкалама тытăнчĕ. Тĕттĕм кĕтесре сарлака ывăспа витнĕ ырçа пур. Шерккей çав ырçана хускатасшăн мекеçленсе пăхрĕ. Ырçи хускалмарĕ. «Мĕн тултарнă-шн вара çакăнта?» Вăл ывăсне çĕклесе пăхрĕ. Ыраш иккен. Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа тасатнă пек шултра ыраш, вунă пăт та пулать пуль. Ахăртнех, вăл акнă тыррине Элентейпе пĕрле пуçтарнă хыççăн çапса-сăвăрса хăй патне кĕртсе хунă пуль. Епле ăна хальччен шăши-тавраш касман-ха?
Шерккее хирĕç сăмах тавăрса каланă пек, пăлтăрта йĕтĕр пек мăнтăр хура кушак, хăйне кĕтмен çĕртен чăрмантарнăшăн кăмăлсăрланса, алăк патĕнчен васкамасăр йăпшăнса иртрĕ, хулăн сасăпа вăрăммăн макăрса илчĕ, хунар пек йăлтăркка куçпа Шерккее асăрхаса пăхрĕ, унтан, тепĕр кĕтесри пуш ещĕксем хушшине кĕрсе, куçран çухалчĕ. Шерккей ун-кун пăхкаларĕ: юратмасть, ай, юратмасть вăл хура кушака. Те кушак-ха вăл тата, шет, кушак та мар-тăр, пĕр-пĕр хаяр тухатмăш шăп çак самантра хура кушак пулса кĕчĕ пулсан?.. Шерккейĕн çанçурăмĕ шăнса кӳтнĕ чухнехи пек чĕтренсе илчĕ, ӳт-тирĕ çӳçенсе сăрăлтатрĕ. Хăтланать-çке Шерккей. Ĕçлет пулать. Мĕне кирлĕччĕ-ши ĕнтĕ ăна çак телейсĕр Тухтарăн çуртне тустарса хăй патне куçармашкăн? Вăл, Шерккей, çавăн пекех тарăхса, кăх пулса çитнĕ çынччĕ-ши? Тухтарĕ хăй çакăн пирки пĕр сăмах калĕ, халăх ăна çĕр хут йывăрлатĕ те пин хут асăнтарĕ. Шерккей çак хура кушака пула çавăн пирки асне илчĕ те, унтан хăйне хăй йăпатма хăват тупрĕ: иртнĕ вăхăтри мар ĕнтĕ халь, ытла кирлĕ пулсан, вăл халь кирек кампа калаçма та пултармалла. Укçа чул касать тесе ахальтен каламаççĕ пуль-ха. Шерккейĕн хăйĕн щухăш пур. Çурт ăна ятшăн кăна кирлĕ. Килĕнче мĕн чухлĕ мул пуррине ыттисем ан пĕлччĕр, çакăн пек пĕчĕк çуртпах курнăçмалла пулнă иккен мĕскĕн Шерккейĕн теччĕр. Çаплах пултăр çав. Кăçал пуçтарас тыррине вăл икĕ хут ытларах пуçтартăм тейĕ. Ура çине тăрса çитетĕп ĕнтĕ, тесе сăмах сарĕ. Хапсăнччăр, кĕвĕçчĕр, вĕчĕхчĕр ялйышсем. Тата-и? Тата вăл ыранах урапине шăналăк картарĕ. Тимрукне ялсем тăрăх кăларса ярĕ. Ан тив, Тимрукĕ, çунса кайрăмăр-çке тесе, ялтан яла çитсе çӳретĕр, ывăçласа та пулин пĕрчĕ пуçтартăр. Халăх чĕри хĕрхенет ун пек çынна. Хырăма урлă ярас пек саркалантармасан та, çакăн пек чухне ура çине тăмашкăн мелне çитермелле. Шерккей начар çын-им, Лаша-им вăл? Вăл кăтартĕ-ха хăй кам иккенне. Тухтар çуртне куçарса лартнăшăн тĕрлĕрен сăмах пулĕ, ăна усал та тейеç, сăхă та тейĕç. Калĕçин. Çын сăмахĕ çилĕм мар, хыçа çыпăçмасть, калаçĕç-калаçĕç те чарăнĕç. Тухтар, енчен инçетри çултан тĕрĕс-тĕкел таврăнас пулсан, тен, ун патнех пуççапма пырĕ. Вĕсен халь пĕр-пĕрин хушшинче темĕн уйăрмалли çук, мĕн пулни — иртнĕ. Йыснăшĕ ăна, лешĕн кăмăлĕ пулсан, тахçан иртнĕ çулхисенчен те çывăх курĕ, турам çăкăртан хăвармĕ, кĕрĕк-пиншак çĕлетсе парĕ, ĕçленине кура ун çипуçне те питĕрмешкĕн тăрăшĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...