Хура çăкăр :: III. Ют хӳте ăшăтас çук


Кирек мĕнле пулсан та, çав хаяр хурахсемпе тĕлĕкре çеç тытăçни Шерккей чунне йăпатса савăнтарчĕ. Мĕн тăвас тейĕн, çавăн пек çынсем ун патне пĕр-пĕр тĕттĕм çĕр варринче килсе кĕрĕçин, çуртра йĕп хăварми çаратса кайĕç, пăхсах тăрса юлăн. Кур-ха вĕсене? Укçа арчи ыйтаççĕ. «У-ух çав ăншăртсене!.. Ырă пихампарăм, упра мана, упра мана!..» — тесе пӳлĕхе йăлăнчĕ Шерккей. Анчах упранасси вăл çавăн пек ĕнтĕ, йĕркеллĕ çурт тумалла пулать çав, кĕме-тухма шанчăклă пултăр. Пĕр-пĕр кĕтмен йĕксĕк алака çĕмĕрсе кĕресрен иккĕленесси те пăшăрханасси ан пултăр.

Тинех Шерккейĕн çывăрас ыйхи те татăлчĕ. Тата кăшт выртса пăхрĕ, енчен енне те çаврăнкаларĕ, унтан тăрсах ларчĕ. Тулта йăлт çутăлса кайнă! Пăлтăр алăкне вăл çапах та сыхланса уçрĕ. Халиччен унта, калăпăр, кам та пулин пулнă пулсан та, мĕн туса тăтăр. Çук никам та. Пĕлĕт янкăр таса. Хĕвел çутатать. Сывлăш сывласа тăранма çук уçă — тĕнче ырри пулмасăр! Кĕтӳ те кăларнă пуль. Шерккей каялла васкаса кĕчĕ, çывăран Ильяса ыйхинчен вăратрĕ.

— Чуп, выльăхсене кĕтĕве хăвала.

Ильяс йăпăрт тухса чупрĕ.

Алапа Велюшĕ килме пулнăччĕ. Чĕнмесĕр килĕ тетне ăна? Килĕ, хĕрлĕ вăкăр хăçан та пулин çын пек калаçма тытăнсан! Кайсах чĕнмелле пулать. Пулăшасси унăн çавăн пек кăна та ĕнтĕ, юлташлăха темешкĕн чĕлхи пур, Шерккее вăл çавăнпа юрама пултарайсан çеç.

Тимрук та çывăрмасть, ыйхи унăн та пӳлĕнчĕ курăнать. Çав ухмахла тĕлĕке пула. Укçа çук чухне Шерккейен пĕр шухăшчĕ, халь çĕр шухăш пуçланчĕ — шалт аптрамалла.

— Çывăрмастăн пулсан, ачам, лашана тухса шăвар та вăрăмкка кӳл.

Ильяс кĕтӳ ярса таврăнчĕ.

— Ăçта каймалла пулать? — ыйтрĕ Тимрук.

— Çулне тупăпăр, ачам, тупăпăр. Лаша кӳл те хапха умĕнче кĕтсе тăрах хам таврăнасса. Эпĕ Велюш патне çитсе килем-ха.

Ак тата, ашшĕ халиччен Велюш патне ура ярса пусмастчĕ.

Шерккей ура сырма тытăнчĕ. Çăпати кĕли çĕтĕле пуçланă, сапламашкăн ниçтан ал çитерме çук. Тата икĕ кун çакăнпах ирттермелле пулать ĕнтĕ. Икĕ кунтан Ильясĕ çĕнĕ çăпата туса парăп терĕ.

— Ильяс, — йăвашшăн сăмах хушрĕ ашшĕ, — тетӳпе пирĕн пĕр çĕре кайса килмелле-ха. Хамăр таврăннă çĕре чăмăрла улма пĕçерсе хур. Илтетне, ачам, илтетне?

— Илтетĕп те, мĕнле пĕçермелле?

— Шуратмасăрах пĕçер, тути шывакланмасть... Асту, çав тăм чараран ытла ан пĕçер. Пиçсен, хурантах ванса ан кайтăр.

— Юрĕ, атте.

Тимрук тăрса тухса кайрĕ. Пуçелĕкĕ айне хунă укçине Шерккей каллех кĕсйине чикрĕ, унтан Алапа Велюшне чĕнме васкарĕ.

Чухăн пурăнать Велюш. Хăй евĕрлех вĕçкĕнленме хăтлантарса, çуртне вăл тем çӳллĕш никĕс çине лартнă. Пӳртĕнчен урăх нимĕн те çук, пăлтăрне те пулин туман, тул енчен тăпрасне те купаламан. Хăрах енчи чӳрече хуппи пĕр тăпсинчен хăйпăннă та халь тухса ӳкем-и, вара тухса ӳкем-и тесе йăлăнать, ирхи çилпе сулăна-сулăна чĕрене кайса тивес пек чĕриклетет. «Çавна та пулин çапса хумасть-çке, иçмасса, наян тесен наян», — хăй ăшĕнче ятласа илчĕ Шерккей Велюша. Велюш пӳрчĕ ăна кĕпе-йĕм тăхăнмăн çын урам варрине тухса тăнă пĕк туйăнчĕ. Пĕр ятлă çын та пĕр пек пулмасть çав, çӳлти касра ав ял вĕçĕнче Лискав Велюшĕ пурăнать, сывлăхĕ йăвашрах пулсан та ял кăмăлне килмелле илемлĕ çурт туса лартрĕ, кĕрсен, ытарса тухас çук. Ĕçчен çав вăл. Алапа Велюшĕ мар — Лискав Велюшĕ...

Алапа Велюшĕн картиш вырăнĕнче пĕр пĕрчĕ акмасăрах ыраш ӳссе сĕрĕшнĕ. Ыраш халĕрех кăна шăркана ларнă, шалта тем чухлĕ чăх-чĕп хĕвĕшет. Пӳртне алăкран кĕрес çĕрте малтанхи пусма вырăнне мăкланса кивелнĕ валашка вырттарнă, иккĕмĕш пусма вырăнне — вутă вакламалли каска пуканĕ. Кун çутипе çакăнтан хăпарса анмашкăн тем мар пуль те, тĕттĕм каçхине тесен Алапи хăй епле çӳрекелет-ши? Хăнăхнă пуль çав, ан хăра.

Шерккей сыхлана-сыхлана çӳлелле хăпарчĕ.

Велюш килтех иккен-ха: хăрлатса та шăхăрса çывăрни таçтан илтĕнет. Шерккей пĕр кана Велюш мĕнле çывăрнине итлерĕ. Велюш çинçен кăна шăхăрса ярать те сывлăшне хăрлаттарса туртать, унтан татах шăхăрса ярать. Канса, ыр курса çывăрать-çке, тупата, епле хапсăнас çук Велюша? Хăй вăл, ав, тĕлĕкпе урмăшсах çывăраймарĕ. Шерккей урипе пускаласа илчĕ, шĕвĕр пӳрнипе çеç алăкне тăкăртаттарчĕ, вара кăштах тăхтаса тăчĕ. Велюш çаплах çывăрать-ха. Ӳсĕркелем пек туса пăхрĕ Шерккей:

— К.хм, кхм... Килтехчĕ-ши хуçи?

Хирĕç сас-чӳ пулмарĕ. Епле апла? Илтмерĕ-шим тата?

Шерккей пӳрт алăк хăлăпĕнчен ярса кăна тытрĕ — алăкĕ яри уçăлчĕ. Шалта вĕлле хурчĕ çăвăр уйăрать тейĕн — выçăхнă шăнасен йышлă çăмхи чарăна пĕлми сĕрлет. Шăна сĕрлени хăйне илтĕнет, Велюш çывăрни хăйне уйрăм юрă пек янăраса тăрать. Пăчăхса çĕрĕшнĕ сывлăш. Велюш кутник сакки çине выртнă. Ун айĕнче çара хăма, пуçелĕк вырăнне çăмламас çĕлĕк. Кулленхи тумне хывман. Çăпатине хăраххине салтнă, хăраххи уринчен тухса ӳкнĕ те тăпăлнă кантри вĕççĕн ури тунинчен çакăнса тăрать, хăй çаплах шăхăрта-шăхăрта харлаттарать. «Кур-ха эс ăна. — шухăшласа илче Шерккей, — алăкне питĕрмесĕрех çывăрать, енчен хăй патне хурахсем кĕрес-тăвас пулсан?..» Унтан йĕри-тавра пăхкалать: мĕн пур ара кунта? Хăлтăр-халтăр сĕтелĕ пур иккен те, хăй пекех уксах виç ураллă тенкелĕ, витри пур тата. Куç тĕлне урăх нимĕн те çакланмасть. Кам кĕтĕр кунта вăрра? Алапине хăйне вăрласа кайсан раç? Вăл та пулин никама кирлĕ мар чун...

Шерккей, чĕриклетекен урай тăрăх пускаласа, кил хуçи пат-не майĕпен çеç çывхарчĕ; çывăракан çынна хулĕнчен тĕкрĕ.

— Сан патна килсеттĕм те, Велюш, те тăрайăн ĕнтĕ, те тăрайăн... — ытла та йăваш илтĕнчĕ ун сасси.

Велюш хăнк та тумарĕ.

Шерккей ăна тепĕр хут вăратма тытăнчĕ:

— Велюш, илтетне, теп те, Велюш!..

— Амм-нь-ям-нямм... — темĕн чăмлана пек каласа хучĕ Велюш, шăлĕпе хăрушшăн шăтăртаттарчĕ, хăй çаплах вăранмарĕ.

— Тăр-ха, Велюш, тăр тетĕп ĕнтĕ! — тарăхсах каласа хучĕ килнĕ çын, ăна кăштах хулĕнчен те силлесе пăхрĕ. Анчах лешĕ те илтсе, те илтмене хыврĕ, те чăнласах илтмерĕ — ырă та, хаяр та чĕнмерĕ. Аптраса çитрĕ Шерккей. Пурпĕрех вăратса пулмасть пуль кăна тесе, килне кайма çаврăнса тăчĕ, унтан тепĕр хут сăнаса пăхасшăн пулчĕ.

— Ăлапа тетĕн, шуйттан çури! Мĕн кӳпчесе выртатăн! — хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ вăл, капланнă çиллине шăнараймасăр.

Шартах сиксе вăранчĕ Ăлапа. Çавăнтах выртнă çĕртен çĕкленчĕ.

— Э?!. Мĕн пулчĕ?.. Кам пулчĕ ку?

— Ну, ыйха туртан та иккен, ача, вăратса вăранмастăн. Сан патна сан патна килтĕм.

— А-а, эс иккен... Ну, ну, килни юрать-ха вăл... Иртсе лар çавăнта тĕпелелле, — ăçта лармаллине кăтартмасăрах аллипе сулам пек турĕ Велюш. — Калатăп-çке, çынна кăрнатирла çывăрма памаççĕ, машельниксем. Ман пек çынна канăç кирлĕ мар теç пуль, тупата. Ĕнер пулчĕ — ĕнер ами çапла, çутăлнă-сутăлман тутлă ыйхăран вăратса, картла выляма çавăтса кайрĕç. Паян та акă... — аллипе вăл лапсăркка çӳçне шăлкалам пек турĕ.

Шерккей капла калаçса сăмах вĕçне тухас çуккине ăнланчĕ, Велюша хăвăртрах пӳлесшĕн пулчĕ:

— Вăл юрĕ-ха, юрĕ-ха, — терĕ Шерккей, — эпĕ сан патна ĕçпе килнĕ çын, çавна аса ил.

— Кала, итлетĕп. Мĕн кирлĕ сана?

— Эс Велюш, пит маттур çын, мĕн пултарнине пĕтĕмпе, пĕтĕмпе тума пултаратăн...

— Каларăн! Эпĕ тесен-и?

Алапа хăйне кура çирĕп те çивĕч калаçать. Сассине илтсенех никам пултараймасан та вăл пултарать темелле.

— Мĕн тумалла? — хĕрсе кая пуçларĕ Велюш.

— Ара ĕнтĕ... — аптрасах каласа хучĕ Шерккей. — Ĕнер чиперех калаçса татăлтăмăр-çке, астăваймастнам çавна?

Велюш ик аллипе пуçне ячĕ тытрĕ, куçĕ тарăхса хĕсĕнчĕ.

— Пуçăм ыратать, тупата, халь-халь çурăлса тухас пек. Мухмăрĕ кастарать, çĕр çăтасшĕ. Эс пур — хĕвел тухнă-тухман хам çуртăма килсе кĕретĕн те славни çывăракан çынна Ăлапа та Ăлапа тесе вăрататăн. Ху та Лаша кăна-çке?

— Каламарăм-и сана, пӳрсăмăр та кăштах лашасем темерĕм-и?

— Эй! Э-эй!.. Эс лаша-тăк, эп ăçтан лаша пулам? Микул патшан пирвăй кăрнатирĕ ăçтан лаша пултăр вăл?.. Ан тив, эпĕ Ăлапах пулам та, Лаши эс хăвах пул, Шерккей шăллăм... Ах турăçăм-пӳлĕхçĕм, мĕншĕн çуратса янă-ши пире? Пуçăм ниçта кăйса кĕме çук ыратать. Эс те пулин...

Шерккей пăшăрханмасть-ха хăйне мĕншĕн çуратса янăшăн, Ăлапа хутне кĕрес шухăшĕ те çук унăн. Хальхинче вăл сĕмах йĕркине кăна чипер тытасшăн.

— Мухмăрне чĕртĕпĕр-çке ăна, — сарăмсăр кăна каласа хучĕ вара вăл. Сăмахне тем пек шăппăн каларĕ ăна çийĕнчех ăнланчĕ.

— Э? Мĕн терĕн? Мухмăрне чĕртсен-и?.. Эх, Шерккей шăллăм, мухмăр чĕртсен, калам сана, Хвалын тинĕсĕнчен пĕччен пуçпа патша карапне тăвалла сĕтĕрсе çитерĕп те ху патна кĕртсе пуçтарăп — мухмăр чĕртсен...

— Е, ун пирки мĕн каласси пур? Каларăм пулсан, пулать çав ĕнтĕ.

— Вăт ку ырă сăмах, — Велюш шăп ларнă çĕртен тинех мĕшĕлтете пуçларĕ. Çăпатин пураннă кантрине салта-салта тертленсе çитрĕ, кантрине туртса татсан çеç темле майпа çыхкаласа яма мел çитерчĕ.

— Апла эс пыратăп тетĕн, пыратăп тетĕн?

— Пыратăп! Халех ак, каларĕ тейĕн, пыратăп.

Велюш халех пыратăп тет пулин те, ăна кĕте-кĕте чылай вăхăтламалла-ха, Шерккей çавна пит лайăх сисет. Юрать-ха, вăл ăна хальхинче мухмăр чĕртессипе сăхлантарчĕ. Апла тумасан та майĕ çукчĕ çав. Вăл шухăшланă ĕçре Алапа Велюшĕ питех те кирлĕ пек туйăнчĕ ăна.

— Кала, Шерккей шăллăм, мĕн тумалла пулать-ха ман унта? — куçне-пуçне шăлкаласа ыйтрĕ Велюш.

— Пырсан, хăвах курăн, хăвах курăн.

— Ха! Йăпатрăм терĕн пуль. И-и, ачам, пĕлнĕ пул, Шерккей шăллăм: суха туса пулмасть манран, пăттаму ура ыратать. Нӳхреп те чаваймастăп — пилĕкĕм авăнми пулчĕ. Япала-тавраш çĕклейместĕп — ӳпкем анса ларасран чунăм çук, снаш. Утма-чупма та хăю çитереймĕп — çак вăхăтра вăл пирвăй кăрнатирăн ĕçĕ мар темелле. Иртнĕ эрнекунччĕ-и çав, Чалăш çăвар Мехти пуссинчен сивĕ шыв ĕçрĕм те, çав та юрамарĕ курăнать, мăя шăнтрăм. Мăй вăл, ачам, ал-ура мар, куран пуль — халь те, шарикленĕ карăш пек, мăя ниçталла пăраймастăп...

Çапла нарастаран инкек вĕççĕн инкек тупса темле майпа та тӳрре тухнă пулĕччĕ Велюш, енчен ăна Шерккей пӳлмен пулсан. Шерккей пĕлет-ха Велюш кирек мĕнле ĕçе те тиркенине, вăл ăна çийĕнчех лăплантарчĕ: ĕçĕ унăн сухаламаллн те, чавмалли те çук, йăтмалла пулсан та, Велюша шанса тăмасть-ха, хăех пултарать. Велюшăн куçĕ чакăр, çивĕч, енчен енне кăна пăхкаласа тăмалла пулать, тата кампа та пулин калаçма тӳре килсен, чĕлхи тĕрĕс çакăнса тăтăр, çав кăна.

— Çав кăна-и? Çав кăна-и, ами?.. Ах, Шерккей шăллăм, мана, эппин, эс тасур салтак ĕçне тупса паратăн-çке? — хĕпертем пек турĕ Алапа Велюшĕ, усăнса аннă çӳçне пуç ухнă вĕççĕнех каялла лăст вырттарса. — Ун пеккине пит пултаратăп, ами. Ху пĕлен, куçăм ман тулли эрех черкки пек, чĕлхем те пыр тĕпĕнчех çакăнса тăрать. Салтакра чуне, çапла, тăсланка ехветтĕр мана пĕр ăстăрккă лăпланса ларма хушнă пулнă иккен те, сăмахне хăлха урлă ирттернĕ пулинех, санпа пулмас-çапла?.. Шăпах ăна итлесе ларас чух пӳкле сăмах пер яр. Хайхискер мана тăрăнсах тăрăнчĕ. Чĕлхӳне кăларса кăтарт-ха тет, вĕт, ами. Эп ăна кăлар та кăтарт. Алли унăн, сана калас кирлĕ алсатулĕ пысăкăш. Хайхискер мана чĕлхерен çавăрчĕ тытрĕ. Кала, Шерккей шăллăм, мĕн тунă пулăттăн, енчен шăпах сан тĕлне çавăн пек инкек килнĕ пулсан?

Шерккей куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ.

— Вăт çапла çавă, — терĕ Алапа Велюшĕ, — ехветтĕр мана чĕлхерен туртрĕ-туртрĕ — а снаш, туртса кăлараймарĕ. Чĕлхесĕр тăрса юласран чунăм ура тупанне анса ларчĕ вĕт, ами. Турра шĕкĕр! Татаймарĕ. Халь те пулин хăй вырăнĕнчех çакăнса тăрать-ха. Акă ме, кур! — Велюш çавăнтах вĕçлеке те вăрăм чĕлхине тăсса кăларчĕ. Хĕпĕртесе пăхрĕ Шерккей ун хĕрлĕ чĕлхине: пырать, аптрасах каймасть пуль-ха. Шӳтле кăмăлне пытараймасăр кулкаласа тинкерчĕ Ăлапа Велюшĕн чĕлхине.

— Апла пырас тетĕн? — сăмах хушрĕ вăл кулкаланă маях.

— И-и-и, кайрăмăр ĕнтĕ, — ура çине тăчĕ Велюш.

— Ара, эс питне-куçна çума ĕлкĕреймерĕн-çке?

Велюш пĕр самант хушши ун сăмахĕ мĕне пĕлтернине шухăшларĕ те унтан тавçăрса илчĕ.

— Чăрманмастăп. Çук, çук, чăрманмастăп, — терĕ вара. — Упа ав, çур çулта пĕрре питне çăвать — иксĕмĕртен таса, сывлăхлă, снаш. Эп те чăрманмастăп. Салтакра чуне те, ами...

— Хăвăнне ху пĕлен çав ĕнтĕ, ху пĕлен, — питех мухтамасăр килĕшрĕ Шерккей. Велюш çав хушăра алăкăн-тĕпелĕн сиккелесе çӳрерĕ.

— Патака та илес пуль, ами, чысла улпут пек пултăр-и? Элле, патаксăр та юрать-и?

— Е, патакпах ытла вĕçкĕнленмесен те юрĕ, — чарам пек турĕ ăна Шерккей.

Велюш пĕр хушă шухăшласа тăчĕ, кайран аллипе сулчĕ.

— Эс каланă пек пултăр эппин...

Чĕриклетекен урай тăрăх çепĕç пускаласа, вĕсем пӳртрен тухрĕç. Çӳлтен ансан, Велюш хăй картишĕнче ӳсекен ыраш хушшине кĕрсе кайрĕ. Тата тем кирлĕ пулчĕ ĕнтĕ ăна, шухăшларĕ Шерккей. Велюш çав вăхăтра пĕр çĕре çитсе пĕшкĕнчĕ, унтан ура çине тăчĕ, тепĕр çĕре çитсе пĕшкĕнчĕ — татах çĕкленчĕ, виççĕмĕш çĕре çитсе пĕшкĕнчĕ, васкамасăр пăркаланса тухрĕ. Аллине темĕн тытнă хăй.

— Паян, мур илесшĕсем, пĕтĕмпе те ик çăмарта çеç тунă. Кунсерен улттă-çиччĕ пуçтараканччĕ — халь тем кутăнлашаççĕ.

— Камсем кутăнлашаççĕ, ара?

— Чăхсем ĕнтĕ...

— Миçе чăх усратăн?

— Кам? Эпĕ-и?

— Санран ыйтатăп.

— Хă! — аяккинелле пăхрĕ Велюш, — Кур-ха, манран ыйтать! Ха-ха! — хăрах аллинчи çăмартине çамки çине çат çапса çĕмĕрчĕ те ĕçсе ячĕ. — Ман хаман пĕр чăх та çук, пĕлессӳ килсен, кӳршĕсенне шутламан, пăттаму пĕлместĕп. Вĕсен чăххи-автанĕ ман патăмран туха пĕлмест, çăмарта та тăвăççĕ, снаш. Кăрчăкĕ вĕсен, тухатмăш хăраххи, виçĕмкун пĕр чĕнмен-туман çĕртен кунта килсе кĕчĕ те чăххисене хăвала-хăвала картишĕнчи пĕтĕм ыраша ашса пĕтеретчĕ пуль, ай пăскăртса ятăм хăйне те! Халь ав, пуçне те кăтартми пулчĕ. Чăххисем хама ырă сунса килеççĕ-çке, илĕртсе хăтланмастăп, ами. Килес çул пĕтĕм Утламăш чăххине çакăнта илештерес тетĕп-ха, вăрăм качаллă паттăр автан туянса ярас теп. Шăмăршăри пĕр ирçенне курсаччĕ çавăн пек вĕçкĕн автан. Качи, пĕлессӳ килсен, шит тăршшĕ. Авăтасса та, ами, çӳлерех вĕçсе хăпарса кăна авăтать. Çавăн пек автан-и? Пĕтĕм ял чăххине ертсе килме пултарать!

Шерккей пуçне сулкаларĕ.

— Пурăнан та пурнăçа, — терĕ вăл.

— Майне, снаш, пĕлмелле.

Тăкăрлăкпа вĕсем иккĕшĕ васкамасăр анчĕç. Шерккей ăна ĕнер Илюк арăмĕпе тытăçса пăхнă вырăна кăтартасшăнччĕ. Унтан урăх шут тытрĕ. Хĕн чăтса курнă çынна ун çинчен асăнтарса кӳрентересшĕн пулмарĕ. Çав вырăнтан вĕсем пĕр-пĕрне сăмах чĕнмесĕрех иртсе кайрĕç.

Лашине кӳлсе хунă Тимрук вĕсем пырасса паçăрах кĕтсе тăратчĕ. Шерккей тилхепе тытма ĕлкĕрчĕ кăна — Ăлапа ăна асăнтарса та хучĕ.

— Чим, ара, чим-ха тетĕп. Илĕртсе çеç чĕнмерĕн пуль-çке мана?

— Э? — ун еннелле пăхса илчĕ Шерккей. — Тем каласшăнччĕ тата?

— Хă! Пĕлмене хывать!.. Калаçса татăлтăмăр ĕнтĕ. Пуçăм ыратать терĕм, тӳрлетĕпĕр терĕн, ами. Юрамасть апла, Шерккей шăллăм.

— Э-е, эс çавăн пиркиех иккен-ха... Тимрук, ачам чуп-ха пилеш айне. Çавăнти ещĕкре пушатса пĕтермен кĕленче сапа пур. Илсе кил çавна кунта, илсе килех.

Тимрук часах кайса илсе килчĕ.

— Курка тавраш та кирлĕччĕ ĕнтĕ?

— Ху васкамалла тетĕн, чăрманса вăхăт ирттерер мар, ами. Кĕленчере пĕртен-пĕр шăтăк, тумламне тăкмасăр ĕçĕпĕр.

— Хыпкаламалли...

■ Страницăсем: 1 2 3 4