Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
— Шăрттана пĕр çын патне илсе çитермелле терĕн-иç. Юрĕ ĕнтĕ, калаçса ларни те мĕне тăрать. Чуна килентерсе хăвартăн пăртак. Килнĕ чухне хăçан та пулин тепре кĕрсе тух.
— Тавах, ырă йăмăкăм. Тен, сана мĕн те пулин юсаса памалла пуль, Велиме? Витрӳ шăтнă пулĕ-ха, катку шултăракаса кайнă пуль. Пĕлессĕн пулсан эп касмăк ăсти. Тимĕр хатĕрсене эпĕ хампа пĕрлех илсе çӳретĕп.
— Ун пек аван мар, — терĕ кил хуçи. — Витре юхать ав манăн, ăна тĕплеме вăхăт чылай кирлĕ пуль...
— Эпир хăвăрт юсăпăр. Атя, кăтарт-ха эппин ăна.
Вĕсем пĕшкĕнкелесе лутра алăкран картишне тухрĕç. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн кивелсе кайнă витрине шыраса тупрĕ, вĕсем иккĕн ăна тĕплеме тытăнчĕç. Телее, вутăсем хушшинче тахçан çурса хунă лайăх тăрăхсемех тупăнчĕç Ятламасшăн, çĕрĕшнĕ хăмасене улăштаркаласа вăл Велимене вĕр-çĕнĕ витре туса пачĕ.
— Тата мĕн пур? — терĕ вăл, хĕрсе кайнăскер.
— Эппин, чăрмантарнă-чăрмантарнах — пăлтăрти пĕчĕк пичкене те кăшăл лартса хăвар ырă çын пулса.
— Кăшăллăх юман пур-и?
— Мĕн юманĕ пултăр манăн, хĕрарăмăн!
— Апла вăрмана каяс пулать. Касса килсе чĕр кăшăл лартса хăварма пултаратăп. Кайран кам та пулин хытарса парĕ.
Хĕрарăм чарнине пăхмасăр вăл айпăлта илсе яш çынла вăрмана чупрĕ, унтан темиçе çамрăк юман касса тухрĕ. Юманĕсем чиперрисемех те пулмарĕç курăнать, хуçăлчĕç, тĕпренчĕç, вĕсене вут хурса хĕртмелле пулчĕ. Ун хыççăн тата иккĕ кĕрсе тухрĕ вăл вăрмана — хальхинче урăх япаласем касма. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçленĕ хушăра каç пулса кайрĕ, Ятламас вăл каç çула тухаймарĕ.
Тата икĕ кунтан Велиме ăна хăй кăларса ярасшăн пулмарĕ.
— Ан кай, тусăм, юл кунтах, пирĕн ялтах юл, — йăлăнчĕ вăл ăна мăйран çупăрласа — Кам кĕтет пуль сана унта, таçти çĕр-шывра? Аннӳ пур-и, савнийӳ пур-и сана куç пек кĕтсе тăраканни?
— Эс ман пек тĕнĕ пăккипе мĕн тăватăн, Велиме?
— Хӳхĕм эсĕ, чипер. Упăшка тунă пулăттăм.
— Ял çыннисенчен хăрамасни?
— Мĕн тăваççĕ вĕсем сана? Урлă пăхкалĕç-пăхкалĕç те кайран хăнăхĕç.
— Манăн каймалла-çке, йăмăкăм, Ахтупай патне çитмелле.
— Эс çит те, вара каялла кил. Юрать-и?
— Турă пӳрнĕ пулсан килетĕп.
— Тутарсен аллине çакланмăна? Хусан çывăхнех каятăп тетĕн-çке.
— Çаклансан мĕн тăвас тетĕн? Вĕлермесен унтан та таратăп.
— Эппин, хăвăнне ху пĕл, тусăм. Ирĕке хăнăхнă кăйкăр пулас çав эсĕ. Ман патăмра пурăнмăн. Çапах та тăлăх Велимене манса ан кай, ку енне килсен теплере пĕрре кĕрсе тухкала вара.
Вĕсем савнисем пекех ытакланса уйрăлчĕç. Велиме Ятламаса унăн çурăм хыçĕнчи шурă хутаçĕ курăнми пуличченех пăхса тăчĕ. Ятламас та çак вăхăтра хăй темиçе кун хушшинче хăнăхса çитнĕ, тăван пекех тарават пăхса ăсатса янă хĕрарăм çинчен шухăшларĕ. «Ырă хĕрарăм пулмалла çапах та Велиме, — терĕ вăл хăй тĕллĕн. — Кил-йыш тытмалли çын ĕнтĕ, ача-пăча ӳстермелли çын. Упăшки пулсан шăкăлтатса çеç пурăнмалла вăл унпа ĕмĕр тăршшĕпе. Уншăн чунне памалла. Ак упăшкине тутарсем вĕлернĕ те, хĕрарăм, тӳпере пĕччен вĕçекен кайăк пек, тăлăха тăрса юлнă. Иксĕмĕр те пĕр пекех телейсĕр эпир, иксĕмĕр те камалсăр».
Темиçе кун хушши канса чун-чĕререн уçăлнă Ятламас Атăл хĕрринчи çулпа савăнса утрĕ: çапах та ăраскал ăна пĕр турам телей ярса пачĕ-пачех. Ырă çынсем те çук мар иккен тĕнчере. Ĕмĕт пачах пĕтмен-ха унăн. Тен, пурăнан пурнăçра тепре те çаврăнса çитĕ вăл ăна хисеплекен, ăна хăй патне юлма сĕнекен Велиме килне. Халь, çакăн пек хăрушă ĕç пулнă хыççăн, тăван ялтан тул çутăличчен тухса тарнă хыççăн, Кривĕш таврашĕнче юлма юрамастех унăн. Ик-виçĕ çул та пулин аякра, çичĕ ютра пурăнмалла.
Сĕве патне çывхарнă май çул çинче чăваш ялĕсем сайрарах та сайрарах тĕл пулчĕç, кĕрсе канма, çĕр каçма кансĕртерех пула пуçларĕ. Мăн çул ĕнтĕ тăршшĕпе тенĕ пекех хир тăрăх пырать. Хăвна хирĕç çын килнине аякранах асăрхатăн. Анчах те пăрăнмалла унран, те ним хăрамасăр хирĕç утмалла. Ятламас пĕччен-иккĕн çӳрекен çынтан шикленмерĕ, йышлăн килнине курсан вара малтанах çĕмел хыçне е курăк ăшне пытанчĕ.
Сĕве пырĕ патне çитме виçĕ çухрăм юлсан ăна вĕтлĕхре лаша çитерекенсем тытса чарчĕç.
— Мĕнле этем эсĕ? Ăçта каятăн? — терĕ кив тунката çинче апатланса ларакан пĕр çынни вырăсла.
Ятламас ăна хăй ăçта кайма тухнине каларĕ.
— Хусана çул тытмасни эсĕ, вăрă-хурах? Тутарсем патне васкатăн пулĕ-ха пĕр-пĕр крепоçрен, басурман? Кала эс часрах, унсăрăн сухална туртса кăларатăп!
— Каларăм, манăн хир енне çитмелле, хамăр ялсем патне, — терĕ Ятламас. — Вăрçă çынни мар эпĕ, никам та ниçта та яман мана. Вăхăтсăр çула тухрăм, çавă анчах.
Ăна тек питех итлесе тăмарĕç, çурăм çинчи хутаççине сӳсе илчĕç те унти апат-çимĕçе çерем çине силлерĕç. Вырăссенчен асли, ыттисем сотник тесе чĕнекенни, шăрттана икĕ алăпа тытса пӳскене сиктернĕ пек сиктеркелесе пăхрĕ.
— Ку тутлă пулмалла, ачсем. Касса пăхар мар-и? Наркăмăш хуман-ши унта? — Вăл кĕсйинчен пекĕ кăларчĕ, шăрттана темиçе пая пайларĕ — Хума кирлĕ мар пек. Хăйне валли туса панă арăмĕ. Çийĕр, ачсем.
Пысăк мар шăрттана куç умĕнчех тирпейлесе хучĕç. Ытти çимеллине каялла чиксе хутаçне Ятламаса пачĕç.
— Аманнисем патне илсе кайăр! Урапа çине çыхса пăрахăр! — терĕ сотник хăй умĕнче тăракан воинсене. — Станицăра ыйтса тĕпчетпĕр. Тем тесен те ахаль çӳремест ку хура этем. Ĕçсĕр çӳрекен çынна çакăн пек типĕтнĕ какай парса ямаççĕ.
Ятламаса кăрт-карт турткаларĕç те вĕтлĕхе шаларах тăратнă урапасем патне илсе пычĕç, ури-аллине çыхса хуп сарнă урапа çине тĕртсе ячĕç. Хытă ӳкнипе Ятламас чавсине шăйăрттарчĕ пулмалла, анчах ăна пăхса илме пултараймарĕ.
— Вырт, ан хускалнă пул! — асăрхаттарчĕ ăна пĕр воинĕ. — Тарма тăрсан сăнăпа тӳрех çурăмран лачлаттаратăп. Асту çакна...
Ятламас, мĕн пулса иртнине тавсăрçа илесшĕн пулнă пек, тӳпенелле пăхса выртрĕ. Вăл вырăссене вăрçнинчен ытларах ăшра хăйне ятларĕ. «Ухмах, тăрпалтай, — терĕ ват хусах аллипе урине мĕн таран хытă çыхнине тĕрĕслесе. — Тытса чарассине пĕлетĕп, çапах мăн çулпах вашлаттаратăп хам. Ялтан яла сукмаксемпе утасчĕ хăть. Унта тарса хăтăлма та пулатчĕ-и, тен. Халь мана пĕчĕк ачана тытнă пек тытса чарчĕç. Мĕн шыранине тупрăм хайхи. Ухмах, тăрпалтай».
Вырăссем вăрçă хыççăн Хусантан çиллессĕн таврăнаççĕ, куна Ятламас питĕ лайăх пĕлет. Ывăннă çын, хулана илейменнишĕн чунтан тарăхнă воин çул çинче ниме те хĕрхенсе тăмасть. Хĕрхенмешкĕн ку вĕсен çĕрĕ те мар, чăвашсемпе çармăссен çĕрĕ, Хусан патшалăхĕн çĕрĕ. Аслисем, çарти пуçлăхсем, воинсене ялсене çунтарма, утă капанĕсене вут тĕртме, çынсене тыткăна илме хăвала-хăвала яраççĕ. Ку сотник та пушăлла таврăнасшăн мар курăнать тăшман çĕрĕнчен, хăйне валли е пĕр-пĕр боярин валли темиçе çын та пулин илсе çитересшĕн.
Анчах ăçталла каяççĕ ку вырăссем — анаталла-и, тăвалла-и?
Анаталла каяççĕ пулсан нумай çӳреме лекет вĕсемпе Ятламасăн. Малтан Хусан патне çитмелле, вăрçă пĕтессе кĕтмелле, унтан асапланса Атăл тăрăх кунталла хăпармалла. Вăл инçе çула ыррăн вĕçлесси пулмасть пулĕ тыткăна çакланнă этемĕн: е тутарсем касса ваклĕç ăна, е кансĕрлетĕн тесе вырăссем хăйсем пĕр-пĕр тĕпсĕр шăтăка ывăтса хăварĕç.
Аманнисем пурринчен илсе шутласан ку ушкăн килелле çул тытать пек туйăнать. Велиме те каларĕ-çке пĕркун ялта, тутарсене хăваласа вырăссем çĕмĕрттерсе анчĕç терĕ. Апла пулсан ку аманнисене Хусан патĕнчен турттарса хăпараççĕ, урăх ниçтан та мар. Ыйтасчĕ хăть пĕринчен, мĕнле çапăçнă-ши вырăссем хальхинче, тутарсен сехрине хăпартнă-ши пăртак?
Ятламас ăшра вырăссене Хусана хирĕç начар çапăçнăшăн вăрçать. Темшĕн-çке вĕсем хăйсене темиçе çул хушши тутарсем çаратнине, йĕкĕлтесе, витлесе тăнине тӳсеççĕ те, тарăхса çитнипе йĕннинчен сиксе тухнă упа сунарçăсене хăваласа кайнă пек, пысăк çарпа Хусан патне капланса анаççĕ. Çапăçаççĕ-çапăçаççĕ вара, хулана илеймеççĕ. Унтан темĕн чухлĕ халăх çухатса каялла таврăнаççĕ. Юнаса хăвараççĕ тутарсене: «Астăвăр эсир, тепре пырсан тата хытăрах лекет сире. Пирĕн çĕрсене тек ан çаратнă пултăр», — теççĕ. Çарĕ пысăк хăйсен, темле хулана илмелĕх те пур. Е темиçе эрне килсе халтан каяççĕ-ши вĕсем? Ятламас ăна пĕлмест, ун çинчен шутламан, анчах унăн Хусана часрах парăнтарас килет. Ăна чăваш ялĕсем витĕр пĕрре тутарсем, тепре вырăссем çаратса иртни йăлăхтарнă. Хусана парăнтарсан вăрçăсем пĕтĕччĕç вара, ялсем сунма пăрахĕччĕç. Пĕр-пĕрне çапла тыткăна илесси те пулмĕччĕ ун чух, вырăссемпе чăвашсем туслă пурăннă пулĕччĕç.
Урапа çинче выртнă май вăл нумай çул каялла вырăс çĕрĕнче Ахтупайпа пĕрле тыткăнра çӳренине аса илет. Вырăс саламатне сахал мар тутанса пăхрĕç ун чухне, халь ăна çыхса пăрахтарнă сотник пек çар пуçĕсен куштанлăхне сахал мар курчĕç, çапах та киле чиперех таврăнчĕç, вырăссене нумайччен ырăпа асăнса пурăнчĕç. Василь-Новгородра Сăр таврашĕнчи чăвашсемпе çармăссем вырăссем патне пырса вĕсенчен хăйсене Мускав хӳттине илме ыйтнине пăхса тăнăччĕ. Вайпутсем те, ытти чаплă çынсем те темĕн чухлĕччĕ ун чухне тин тунă крепоçра. Хусан патши пулнă Шигалей те пурччĕ вĕсен хушшинче. Лайăх астăвать-ха, паянхи пекех астăвать Ятламас, пĕр вырăспа, Кирша ятлăскерпе, пĕрле Ахтупайпа Ятламас çĕнĕ мунча туса лартрĕç, Кирша вĕсене кăмака купалама вĕрентрĕ.
Хăйне çыхса пăрахнă пулин те ватă хусах вырăссенчен питех хăрамарĕ. Сотникĕ куштанлантăр, вăрçтăр ăна, анчах аманнисемпе, ахаль çынсемпе калаçма чĕлхе çитеретех вăл. Василь-Новгородра пулни çинчен, вĕсен вайпучĕсене курни çинчен каласа парать. Чăваш юрри юрласа кăтартать. Мĕн те пулин шутласа тупать унта, çын кăмăлне çавăрма нумай кирлĕ-и? Кашкăрсем мар пуль-ха, этемсемех пуль. Ытла ӳкĕте кĕмесен тарать вĕсенчен, лере илсе çитерсен те тарать. Çапса амантса çеç ан пĕтерччĕр тет Ятламас, тата чирлесе ӳкмелле ан пултăр. Чирлĕ çыннăн тыткăнра чух шанчăк сахал, ăна ытлашши çын вырăнне хурса кăларса ывăтма пултараççĕ.
Тĕттĕм пулас умĕн вырăссем çула тухрĕç. Ятламас аманнисен урапи çинчех выртса пычĕ. Каçхи апат вăхăтĕнче ăна аса илмерĕç, тыткăна лекнĕ çынна çимесен те пырать терĕç пулмалла.
Темиçе çĕрте вĕсем чарăна-чарăна тăчĕç. Ире хирĕç пĕр ялта темле пысăк ушкăнпа пĕрлешрĕç, вара Шупашкара çитиччен тек ниçта та канмарĕç. Шупашкарта Ятламас хăйне урапа çинчен антарса ăçта та пулин хупса лартасса кĕтрĕ, анчах çĕр купаласа тата тĕкме тытса тунă крепость картишĕнче вĕсен урапи патне никам та пымарĕ. «Эпĕ сотнике питех кирлĕ мар пулмалла, ахаль пулсан çул çинче е кунта пĕрре те пулин килсе тĕрĕслĕччĕ», — шутларĕ ватă хусах.
Усал çулпа силленсе килнĕрен унăн аяк пĕрчисем чикен чикнĕ пек ыратрĕç, выçă хырăм вĕçĕмсĕр чăрлатса пычĕ, çитменнине тата юнашар выртакан аманнă çынсем чуна кайса тивмелле йынăшрĕç.
— Мĕн ыратать санăн, шăллăм? Ма ун пекех тапкалашатăн эсĕ? — ыйтрĕ вăл пуçне ун хулĕ çинех хăпартса хунă çар çыннинчен.
— Пур çĕрте те ыратать. Пĕтĕм шăм-шак сурать. Вилетĕп... Шыв тупса ĕçесчĕ хăть пĕр курка.
— Ман алла салтса яр, халех шыв илсе килетĕп.
Аманнă çын ăна пуçĕпе çеç чышрĕ.
— Салтмастăп! Ан та ыйт, супостат. Сана çыхса пăрахса кунта килсе ывăтнине куртăм эпĕ.
— Çапах эп сан тăшману мар, шăллăм.
— Басурман эсĕ, акă мĕн. Эс амантрăн мана Хусан патĕнче!
— Эпĕ мар.
— Эсĕ! Акă чул илетĕп те патлаттаратăп пуçăнтан. Кур-ха, мĕн тет вăл? Салтса ямалла иккен ăна... Тасал эс ман сумран часрах, мана вилме ан кансĕрле. Эй, илсе кайăр кунтан басурмана! Илтрĕр-и? Унсăрăн тарать вăл хăй çыннисем патне...
Вăл чĕннине илтсе-и е илтмесĕрех, урапа патне хуралçăсем чупса пычĕç, Ятламаса умран та хыçран тĕккелесе хурал пӳртне илсе кĕчĕç. Вырăс çар çыннисем хушшинче Ятламăс ĕнерхи сотнике курчĕ.
— Çакă-и? — ыйтрĕ сотникрен сĕтел хушшинче ларакан тулли этем.
— Çакă, — терĕ сотник тенкелпе ун айккине вырнаçса.
— Сарыев мăрса паллать-и ăна?
— Пĕлместĕп. Кăтартса пăхас пулать.
Сĕтел хушшинче ларакан çын хушнипе хурал пӳртне çӳллĕ те тĕреклĕ Сарыев мăрсана илсе кĕчĕç. Вăл хăйне мĕншĕн чĕнсе кĕнине пĕлмерĕ курăнать, алăк патĕнчен иртмесĕр ункун пăхкаларĕ.
— Эс çак этеме паллатăн-и, Сарыев мăрса? — терĕ паçăрхи çын.
Сарыев Ятламас патне çывхарса ăна сăнаса пăхрĕ, пуçне сулкаларĕ.
— Курман. Пĕлместĕп.
— Эс лайăхрах пăх. Криушран аяларах тытса чарнă ăна.
— Лайăх пăхсан та пĕлместĕп. Эс кам — чăваш-и, тутар-и? — ыйтрĕ вăл тутарла.
— Чăваш, — тавăрчĕ ăна Ятламас — Эп сана лайăх пĕлетĕп, Сарыев мăрса.
— Ăçтан пĕлетĕн мана?
— Тукай мăрса патне пырса çӳреттĕнччĕ.
— Эс Тукай çынни-и?
— Çавăн.
Тыткăна лекнĕ çын ăна пĕр-ик сăмахпа хăй ăçта кайма шутлани, ăна мĕнле тытса чарни пирки каласа пачĕ.
— Ку вăл Тукай мăрса çынни, — ăнлантарчĕ вырăсла мăрса. — Тукай пурăннă çĕре хир енне çитмелле унăн.
— Апла илсе кай, кансĕрлесе те ан çӳретĕр пире, — терĕ тулли çын такама вăрçнă чухнехи пек кăмăлсăр пулса.
Ятламас Сарыев хыççăн пӳрт умнелле утрĕ. Мăрса унăн каялла туртса çыхнă аллисене вĕçертсе ячĕ, хул пуççирен тĕксе ăна хăй еннелле çавăрчĕ.
— Халь кала ĕнтĕ, ан пытар, суймарăн-и мана, ырă çыннăм? Тукай мăрса çынниех-и эсĕ, темле вăрă-хурах мар-и? — хыпăнса ӳкнĕ пек ыйтрĕ вăл.
— Юмансарсем эпĕ, суймастăп, — терĕ Ятламас. — Халь чăнласах хир енне каятăп. Сĕве патĕнче мана çак сотник, пирĕнни пек каласан çĕр пӳ, тытса чарчĕ. Эпĕ ăна тарçă тума илсе каять пуль тенĕччĕ, анчах телейĕм пулчĕ ак, эс хăтартăн. Çапах ăнланмарăм-ха, Сарри мăрса, Тукай çынни тесен ма ирĕке ячĕç вĕсем?
— Ăна пĕлме кирлĕ мар санăн, — терĕ мăрса аллине сулса. — Вырăссем паллаççĕ пуль Тукая, çавăнпа тивмерĕç пуль сана. Ак мана та ярса тытрĕç вĕсем çул çинче, анчах пĕр воевода çакна курчĕ те тивме хушмарĕ. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — терĕ Ятламас.
— Апла атя, крепоçрен тухма пулăшам сана. Кунта Юмансарти мар, пуçлăхсем ирĕк памасан хапхаран та кăлармаççĕ.
5. Хан пӳлĕмĕнчи тавлашу
Тата темиçе кунтан Хусанта çурхи чаплă уяв — курбан байрам пуçланмалла. Сутуçсем çеç мар, ахаль çынсем те — пуянни, чухăнни — ăшталанса кĕтеççĕ ку уява. Пуянни япала ытларах туянса юласшăн, хăйĕн мулне кăтартасшăн тата хăна-вĕрле пуçтарасшăн, чухăнни çитмен пурнăçа кăшт йӳнеçтересшĕн, пĕр-ик алтын укçа тăвасшăн, ыттисем савăннине, пасар мыскарине курса юласшăн. Кашни валлиех ĕç пур темиçе эрнене тăсăлакан шавлă курбан байрамра: пĕрин халăха йыхăрса çĕлĕк çавăрмалла, хăйне мĕн хушнине кăшкăрса çӳремелле, теприн купăс каламалла е параппан çапмалла; пĕрин типнĕ пулă е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплă тумланса хĕр пăхса çӳремелле; пĕрин чăм шыва ӳксе Казанка хĕрринче сутуçсен япалисене пушатмалла, теприн ăшша пиçнĕ çынсем валли шерпет сутмалла; пĕрин ĕçсе ӳсĕрĕлсе пылчăк ăшĕнче йăваланса выртмалла, теприн çав вăхăтра ыттисен кĕсйине якатмалла; пĕрин килтен тарнă тарçине шыраса çӳремелле, теприн пĕр-пĕр кĕтесре юмăç пăхмалла, ыран вилес çынсене чир иртсе каяссипе, лашине çухатнă çынна вăл тупăнассипе савăнтармалла. Ачасем тесен, вĕсем те питĕ ĕçлĕ тапăр вăхăтĕнче: иртен пуçласа каçчен ут çӳретеççĕ (хăйсен килĕнчи пек хулăпа çаптарсан та утманнине мар, чĕлпĕре карт! туртмасăрах ташласа пыраканнине!), çăл шывĕ сутаççĕ, тăкăннă утă-улăма пуçтараççĕ, тăм шăхлич каласа киленеççĕ. Ватти хăйĕн тахçанхи тусне тĕл пулса унпа тăраниччен калаçнипе телейлĕ тапăрта, çамрăксем хăйсен вăй-халне кăтартнипе, темиçе кун хушши те пулин улăхра ним шухăшсăр савăнса çӳренипе телейлĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...