Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
Çав вăхăтра малта, муллапа ун çыннисем кайнă енче, кăшкăрашнă сасăсем илтĕнчĕç. Хура сухал сăмахĕсене те уйăрма пултарчĕ. «Аман! Ухăсемпе переççĕ!» — тесе кăшкăрчĕ пĕри. Юлан утсем çийĕнчех куçран çухалчĕç, вĕсем юртăпа кайрĕç пулмалла. Çул çинче вăл урăх пĕр çынна та курмарĕ.
2. Хура юпа
Çынсем пулнă çав вăрманта ун чух, муллапа ун хуралçисем хыççăн такамсем чăнах та темиçе ухă йĕппи кăларса янă. Ухăсемпе хăратмалла çеç пенĕ пулмалла, мĕншĕн тесен, юлан утпа пыракансем хăйсем каланă тăрăх, ухă йĕпписем пуç çийĕнчен çеç шăхăрса иртнĕ. Ку апла иккенне ял çыннисем тепĕр кунне, вĕсем патне Урасмет пырса çитсен, пĕлчĕç.
Хаким пурне те урам тăваткăлне пуçтарчĕ те аллине нухай тытса пуху варрине тухрĕ. Утпа килнĕ икĕ иçник инçетре те мар сулхăнра ыйхăласа ларчĕç. Ватă йăмра çинче кураксем тискеррĕн кăшкăрчĕç. Çынсем, ырлăха мар ку тенĕ евĕр, пĕрре йăмра еннелле, тепре Урасмет çинелле пăха-пăха илчĕç.
— Эп — сирĕн ял çынни, — терĕ вăл яланхи йăлипе калаçнă хушăра уткаласа çӳресе. — Сирĕн пекех чăваш тата. Ăнланатăп, сире, ĕмĕр киремете пуççапнă çынсене, аттесен, асаттесен йăли-йĕркине çирĕп тытса пыракансене, мăхамет тĕнне йышăнтарма йывăр. Хам пулсан эпĕ сире пусмăрламан та пулăттăм. Кирек мĕнле тĕн тытăр, маншăн пур пĕрех. Анчах эпир Хусан патшалăхĕнче пурăнатпăр-çке. Эппин, пирĕн Хусан патшин сăмахне, ун çыннисем калакан сăмаха итлес пулать.
— Эпир яланах итленĕ, — терĕ малта тăракансенчен пĕри. — Хырçă-куланай тӳлетпĕр, сар валли çынсем паратпăр. Хăвах виçĕ çын илсе кайрăн-çке çак эрнере...
Урасмет кулам пекки турĕ.
— Калаç, калас, Теней пичче. Тен, мĕн те пулин ăсли калăн.
— Ăсли калама пирĕн ăсла йăвашрах. Тата хăмла та çитмест. Мĕн пур пеккине йăлт Хусана ăсататпăр. Чăннине, чи тĕрĕссине каласа хăварам: ку, мулла текенни, ахалех çӳрет пирĕн яла. Мăхамет тĕнне эпир тем тусан та йышăнмастпăр.
— Ытти çĕрте йышăнаççĕ-çке, — сăмах хушрĕ хаким.
— Ăçта? — терĕ çав старикех. — Эпир илтмен, пĕлместпĕр. Хырçă-куланайне тӳлетпĕр çулсерен, ăна халиччен те ытлашшипех парса тăнă, анчах тĕнпе ан пăтратчăр пире. Кала эс вĕсене, Урасмет. Эпир пуринпе те тимлешетпĕр, анчах тутар тĕнне йышăнмастпăр.
— Эс, Теней пичче, лайăх шутаран. Хырçă-куланайне тӳлетпĕр тетĕн, çар валли çынсем паратпăр тетĕн. Сан сăмахусене ĕненес пулсан сиртен тăптăм, сиртен сăпă çын та çук. Анчах ыйтам-ха: чăнах та çапла-ши вара? Куланая тӳлесе пыратăр-и эсир? Çук çав, Теней пичче, тӳлеместĕр. Акă çĕр хапласне миçе çулшăн паман эсир? Ма чĕнместĕр? Сую тухрĕ те-и хайхи? — Урасмет старик умне пырса тăрса ăна нухай аврипе кăт! тĕкрĕ.
— Мĕн суйи пултăр унта! — парăнмарĕ Теней. — Çĕр хапласне виçеллĕ хумалла ăна. Ани-çаранне вăрман хăртса турăмăр та, уншăн пиртен çавăн чухлĕ хырçă сăптăраççĕ!
— Тĕрĕс!
— Тĕрĕс калать Теней! — илтĕнчĕ унтан та кунтан темиçе сасă.
— Ав мĕнле! — терĕ Урасмет темрен сыхланнă пек пуху варринче яшт! тӳрленсе тăрса. — Апла эсир паян мана итлесшĕн мар? Теней пичче, пăхсах паллă, пухăва пăсма килнĕ. Калаçма юрать, ял-йышсем, анчах сăмаха персе янă чух пахмата та пĕлес пулать. Юрать, эп хăвăр ял çынни те нимех те тумăп уншăн, ыттисемпе чухларах калаç, Теней пичче.
Теней мучи, халиччен малта тăраканскер, часрах çынсен хушшинелле хĕсĕнчĕ. Вăл хăй те сисрĕ ĕнтĕ, ахалех сăмах хушрĕ Урасмета. Тупрĕ хăйне валли кулянса пурăнмалли. Такам чĕлхерен туртнă пек, пуринчен малтан калаçма тапратрĕ пухура.
Хаким каллех енчен енне утса çӳрерĕ. Сăмахĕсем ĕнтĕ унăн çав тери çиллессĕн тухрĕç. Вăл калаçни куштан çын тарăхса пăрçа акнă пек туйăнса тăчĕ — сапать-сапать те чарăнать этем, сапать-сапать те чарăнать, пăрçи пĕр çĕре йăвă Ӳкет, тепĕр çĕре пачах ӳкмест.
— Эпĕ сирĕн пата ĕнерхи пуху пирки килтĕм, — пăтăр-пăтăр сăмахларĕ Урасмет. — Мĕн хăтланнă эсир ĕнер пуху хыççăн? Мĕн кирлĕ сире çав турă ĕçĕпе çӳрекен çынсенчен? Темле хăяв пулать ĕнтĕ халь пирĕн яла — хам та пĕлместĕп. Эп çакна çеç сисетĕп: ку ĕç ахаль иртмест. Уншăн мана та лекет, сире те хытă айăплаççĕ.
Çынсем ун çине тĕлĕнсе пăхрĕç. Мĕн çинчен пуплет çак Урасмет паян? Нимĕн те ăнланма çук ăна.
— Ĕнер пуху чиперех иртрĕ пек-çке, — чăтаймасăр сăмах хушрĕ пĕри. — Лайăх итлерĕмĕр муллана. Мăхамет çинчен пит хитре каласа кăтартрĕ вăл пире. Никам та тавлашмарĕ унпа.
— Тавлашмарĕ, — йĕкĕлтесе каларĕ хаким. — Пуху хыççăн кам ухăпа печĕ вăрманта?
Ку вара çынсене тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Теней мучи, пĕр вăхăтлăха шăпăрт пулнăскер, Урасмет умĕнче хăйĕн айăпне кăшт сирсе ярас тесе пулас, каллех маларах тухрĕ.
— Ак эс мана, Урасмет, паçăр пухăва пăсма килнĕ терĕн. Эпĕ ĕнер те пулнă пухура. Пĕрре те пăсман. Муллапа çав тери йĕркеллĕ калаçрăмăр. Ун пек-кун пек япала пулман. Лашисене утланчĕç те йĕркеллех тухса кайрĕç кунтан. Ухăпа урăх çĕрте пенĕ пулĕ, пирĕн ялта мар. Мана ĕненмесен ак ыттисенчен ыйт, Урасмет.
— Вăл тĕрĕс калать!
— Хамăр куртăмăр, чиперех тухса кайрĕç, —сасă пачĕç темиçен.
— Чиперех эппин? Хыçран каяканни пулман тетĕр?
— Пулман.
— Эп калатăп, пулнă тетĕп! Мулла хăй калать, вăрмана кĕнĕ-кĕмен ухăпа пеме тапратрĕç тет. Кама ĕненмелле — сире-и, ăна-и? Вĕсем тем тесен те тăваттăн, суйма пултараймаççĕ. Акă мĕн, — терĕ Урасмет, иçниксем лараççĕ-и-ха тенĕ евĕр, çынсен пуç çийĕпе кармашса пăхса. — Кунта эпир вĕçне-хĕрне тупаймастпăр. Эпĕ халь ялтан виçĕ çынна Кривĕше илсе каятăп. Ку çынсене хăвăр уйăрса паратăр. Вĕсем Хусан çыннисем умĕнче явап тытчăр. Эп сирĕншĕн лаша кутне шĕветсе çӳреместĕп тек Тукай ялне. Тимлешетпĕр-и çапла, ял-йышсем?
Ăна хирĕç никам та пĕр сасă памарĕ. Çынсем хуйха ӳксе шухăша кайса тăчĕç. Ак тупăнчĕ ялшăн тепĕр инкек! Кам шутлама пултарнă ĕнер муллапа ун хуралçисене ухăпа персе ăсатнă тесе! Уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулчĕ ку.
— Эпĕ сирĕн сăмахăра кĕтетĕп, — хăй каялла чакас çуккине систерчĕ Урасмет. — Е хамăн суйлама тытăнас-и? Эп кама суйласа илмеллине пĕлетĕп, — чи ваттисене лартса каятăп Кривĕше. Ялти мĕн пур ырăпа усалшăн çавсен явап тытмалла. Тĕрĕс калатăп-и эпĕ? Ĕлĕк пирĕн аттесемпе асаттесем çапла пурăнатчĕç-и?
Пуху пĕрре те хускалмарĕ. Çынсем ним калама та пĕлмерĕç. Курман-илтмен ĕç çинчен кам мĕн калама пултартăр пĕтĕм халăх умĕнче?
Юлашкинчен ваттисен хушшинче Пикпав мучин çӳллĕ кĕлетки курăнса кайрĕ. Ыттисене майпен сиркелесе старик пуху варрине тухса тăчĕ.
— Эс, Урасмет, виçĕ çынна Кривĕше хаким çуртне илсе каясшăн, — терĕ вăл хăйне лăпкăн тытма тăрăшса. — Сана çамрăккисем мар, ваттисем кирлĕ. Вĕсен ялти ырăпа усалшăн явап тытмалла тетĕн. Эп сана ак мĕн калам, Урасмет: аттесемпе асаттесене эс ан тĕкĕн. Вĕсем хăйсен пурнăçне пурăнса ирттернĕ. Тен, начарах та пурăнман пуль, ялти ырăпа усалшăн явап та тытнă пуль. Пурте куратпăр, халь самана акăш-макăш пăтранса кайрĕ. Мĕн пур ĕçсемшĕн ваттисем явап тытса пĕтерес çук. Нумай чухне инкекĕ пиртен килмест, хурчка пек, аякран вĕçсе килет.
Пикпав мучи вăрăм çӳçне лăстăр-р! силлерĕ те хăйĕн сăмахне çапла пĕтерчĕ:
— Ак эс мана ват çын тесе Кривĕше илсе каясшăн. Мĕн тума пырас унта манăн санпала? Вилме пырас-и? Вилме манăн, тем тесен те, килтех вилес килет. Муллана ухăпа пенине эпĕ курман. Мĕн калама пултаратăп эпĕ Хусан çыннисене? Хĕнеттерме илсе каяс тесен эс мана кунтах хĕнеме пултаратăн. Нухаю хăвăн аллунтах. Хаким пулса эсĕ, Урасмет, айăплисене туп. Çавсене илсе кай. Пире, ваттисене, ан тĕкĕн.
Лайăх каларĕ Пикпав мучи, нимĕн те хирĕçлемелли çук пек ĕнтĕ хакимăн, анчах тупрĕ, татах чĕрре кĕме тытăнчĕ Урасмет.
— Апла иккен, — терĕ вăл нухайĕпе атă кунчине çапма чарăнмасăр — Курман, илтмен, пĕлместпĕр. Çавă çеç. Вăрмана кайман, пушăт касман, çăпата туман. Çапла-и? Манăн хан çыннисем персе çитсен мĕн калас? Сирĕн пек курман, илтмен, пĕлместĕп тес-и? Çук, ял-йышсем, апла каланине ĕненме вĕсем ун пекех айван мар. Тукай ялĕ вăрманта пĕр-пĕччен ларать, муллана ют çын пеме пултарайман. Ăçтан килсе тухнă-ха кунта ют çын? Тата ма петĕр вăл ухăпа пĕр айăпсăр çынсене? Перекеннисем çак ялсем пулнă, вĕсене тупмалла. Тупсан, сăмах та çук, ваттисене илсе каймастăп. Унсăрăн йывăр пулать сире, астăвăр.
— Аптрамалла, — терĕç ваттисем.
— Аптрамалла.
— Шутласан пуç çаврăнса каять. Питĕ хитре тухса кайрĕç тутарсем. Кам сыхласа тăнă пуль вара ял çыннисенчен вăрман хĕрринче?
— Тăрăшса пăхам. Тен, хам тухса кайиччен тупатпăр, — терĕ Урасмет пухăва салатса. — Ют ял çынни килсе кĕмен ĕнтĕ, хамăр ялсем пенĕ.
Вăл курăнми пулсан темиçе çын тарăхса çине-сине каласа хучĕç:
— Тĕрĕс тунă ĕнер. Çапла хăратса ямалла вĕсене, тек килсе ан çӳреччĕр.
— Ӳлĕмрен тивретмеллех лаплаттармалла!
— Пирĕн ял çулне те манса кайччăр!
— Юлан утпа хăваламалла вĕсене. Лаша çинчен сĕтĕрсе антарса кашкăрсене памалла!
Çак пăтăрмахлă ĕçе пуçласа янă çамрăксем урам тăваткăлĕнче пуху пынă вăхăтра хăйсен яланхи вырăнĕнче — кӳлĕ хĕрринче ларчĕç. Вĕсем çирĕп калаçса татăлнă ĕнтĕ: ĕнерхи ĕç пирки никам умĕнче те — Хусан патши умĕнче те — çăвар уçмалла мар. Темле тĕпчесен те, тытса хупсан та каламалла мар. Юлташсене сутаканĕ кайран çут тĕнчере пурăнатăп тесе ан шутлатăр. Тутар тĕнне йышăнтарма килекенсене хыçран хăваланине пĕр çын çеç сисме пултарнă — ĕнер вĕсене вăрçтарса ларнă вăрăм сухал. Вăл çын паян курăнмасть, ăна иртенпе никам та тĕл пулман. Эппин, кантелем те юлман ялта урăх, Урасмет никамран та ыйтса пĕлес çук.
Çапах та хаким хăйĕн иçникĕсене ертсе кӳлĕ хĕрне пычĕ-пычех. Çамрăксем, калаçса татăлнă пекех, ним пĕлмене печĕç. Эпир кунтах ларнă, пире пухăва чĕнмен, муллине куçпа та курман терĕç. Хакимăн вĕсене ирĕксĕрех ĕненме тиврĕ: çамрăксене мулла кирлĕ пулас çук.
— Сиртен пĕр-иккĕшне çыхса пăрахса Кривĕше илсе кайсан калатăр та-ха эсир! — хăратасшăн пулчĕ Урасмет.
— Илсе кайăр, — терĕ Якуте ывăлĕ Иштул. — Пурĕ пĕр нимĕн те калаймастпăр. Эпир кунĕпе кунта ларнă. Пулă тытнă эпир.
— Кам пенĕ апла тутарсене?
— Пĕлместпĕр.
— Никама та курмарăр-и?
— Курман.
— Ют çын никам та килсе тухмарĕ-и кунта?
— Темле çын ланккаса çӳретчĕ, — персе ячĕ Якуте ывăлĕ — Пирĕнпе вырăсла калаçрĕ. Вырăс пулчĕ пулмалла вăл.
— Ирхине-и, каçхине-и? — терĕ хаким.
— Ирхине пек астăватăп. Ват çын вăл, кĕреçе сухаллăскер. Унăн нимле ухă та çукчĕ.
— Апла ют çын тетĕр? Сирĕнпе чăвашла пĕрре те калаçмарĕ-и?
— Калаçмарĕ.
— Нихçан та курман-и эсир ăна халиччен?
— Курман.
Татах та нумай ыйтса тĕпчерĕ Урасмет вăрăм сухаллă ют çын пирки, анчах çын йĕрри çине ӳкме нимех те пĕлеймерĕ. Çамрăксен пĕр сăмах пулчĕ: ват çын, кĕреçе сухаллă, çумĕнче ухă таврашĕ çук, муллана вăл пеме пултарайман. Темĕншĕн-çке, кун пирки хăйсен хушшинче калаçман пулин те, вĕсем ĕнерхи старике çамрăксен каварне хутшăннă çын тесе шутларĕç. Ан тытчăрах ăна, çӳретĕр хăйĕн çулĕпе кĕреçе сухал. Ĕнер вĕсене каласа кăтартнă пек, ытти çĕрте те кулăшла халап-юмах каласа кăтарттăр.
Урасмет иçниксемпе пĕрле кӳлĕ хĕрринчен вăрмана кĕрсе кайрĕ, леш çынна унта шырарĕç пулмалла. Тĕттĕм пуласпа вĕсем каялла тухрĕç, çĕр каçма Патрик арăмĕ патне çул тытрĕç.
— Шĕкĕр турра, никама та тупаймарĕç, — терĕ Иштул Урасмет вăрмантан нимсĕрех таврăннишĕн савăнса. — Кайнă халиччен леш старик, иçниксем килнине сиссенех урăх яла вĕçтернĕ вăл.
— Тен, кайман та, тен, ялта пытанса пурăнать-ха, — терĕ ун юлташĕ. —Пĕркун вăл темме Иштерексем патне кĕрсе тухрĕ.
— Ак пырса ухтарать те Урасмет тытать ăна.
— Эх, Урасметне хăйне лектересчĕ пĕрре!
— Тс-с-с! — чарчĕ çамрăксенчен пĕри. — Вăрмантан пирĕн еннелле такам пăхса тăрать. Мĕн шавлатăр эсир? Пулла килсен çапла кĕпĕрленсе тăраççĕ-и ăна? Тытăр сĕрекĕрсене, саланăр...
Ачасем тĕрлĕ çĕре саланса пулă тытма пикенчĕç. Ĕçленĕ хушăра мăкăртаткаласа илчĕç, хăрах куçпала та пулин вăрман еннелле пăхрĕç.
— Тăрать-и вăл калпай этем?
— Тăрать.
— Кунталла килет, ачсем!
— Чăнах.
Килекен çынна çамрăксем аякранах палласа илчĕç, ку вăл никам та мар, ĕнерхи вăрăм сухаллă старик пулчĕ. Сылтăм аллинче унăн тин çеç якатса тунă кукăр патак, хул пуççи çинче — хăвăл йывăç тăрăхĕ. Вăрманта нумай çӳренĕрен пулас, хăй тарласа кайнă, тумтирĕ çумне хыт хура вăррисем çыпçăнса пĕтнĕ.
— Ман тусăмсем каллех пулă тытаççĕ, — терĕ хура этем çамрăксене сывлăх сунса, — Ăçта хуратăр эсир çавăн чухлĕ пулла?
— Типĕтетпĕр.
— Нумай типĕтрĕр-и?
— Хамăра валли çитет.
— Хăвăра валли çеç апла? Сирĕн килен-каянсем нумай-çке, вĕсем валли те тытас пулать. Урасмета çитертĕр-и-ха паян пулă?
Ку сăмахсене илтсен сĕрекисене алăран вĕçертмесĕр тытса тăракан çамрăксем ун çине чăр-р пăхрĕç. — Урасмет ятне те пĕлет ку çын, ун çинчен пĕр хăрамасăр калаçать.
— Вăл сан пирки те ыйтрĕ, — терĕ ăна Иштул пулă пирки сăмах тавăрса калас вырăнне. — Эпир сана кайрĕ терĕмĕр. Мĕн туса çӳретĕн эсĕ пирĕн ялта? Хăвна иçниксем ярса илессе кĕтетни?
— Часах тасалатăп, — терĕ старик. — Эсир хăваламасăрах каятăп кунтан. Урасмет куçĕ умне курăнма юрамасть манăн, вăл мана çак йывăçран кутăн çакать. — Вăрăм сухал ял енчи çӳçе йывăççине кăтартас тесе ун еннелле çаврăннăччĕ, анчах кăнт хытса тăчĕ — вăл çывăхри вĕтлĕхрен Урасмет йăпшăнса тухнине асăрхарĕ. Ун хыççăн кăшт каярах юлса ухă тытнă иçниксем пыраççĕ.
— Мĕн те пулин сиксе тухсан эсир мана пулăшăр вара, — тесе пăшăлтатма çеç ĕлкĕрчĕ сасартăк сăн-питрен улшăннă старик.
Ачасем нимĕн те шарламарĕç. Урасмет никам та тарма шутламаннине курса васкамасăр ушкăна пырса кĕчĕ те кукăр патак çине тĕрĕнсе тăракан ват çын умĕнче чарăнчĕ.
— Çак çын пирки каларăр-и эсир паçăр, каччăсем? — хыттăн ыйтрĕ вăл çамрăксенчен.
Ăна сăмах тавăрса калакан пулмарĕ.
— Камран ыйтатăп эпĕ? Çак вырăс килнĕччĕ-и сирĕн яла?
Кам та пулин сăмах чĕнессине кĕтмесĕр Урасмет вăрăм сухалтан хăйĕнчен ыйтрĕ.
— Кто таков? Что за человек ты? Откуда? Зачем пришел?
— Очень много вопросов задаешь! — терĕ старик хăюллăн. — Ну, бродяжничаю. Милостыню собираю. Нищий я...
— Где твой мешок? Что-то не похож на нищего.
— Мешка нет. Я почти не собираю. Я нанимаюсь на работу...
— Чим, чим, — терĕ çавăнтах Урасмет чăвашла. — Палларăм. Ав мĕнле кайăк çакланчĕ ман алла. Ятламас эсĕ! Ку хамăр ял çынни Ятламас, ачасем!
Тĕлĕнсе кайнă ачасем вырăнтан та хускалмарĕç, вĕсем малалла мĕн пулассине çеç кĕтрĕç. Ятламаса астăваççĕ вĕсем, темиçе çул каялла уй чӳкĕ хыççăн çухалнă ват хусаха кам пĕлмест пулĕ! Анчах ăна пурте вилнĕ тетчĕç-çке, вăрманта такам ун шăммисене те тупнă тетчĕç. Вăл пурăнать иккен, ыйткалакан пек тумланса тĕнче тăрăх çӳрет. Урасметпа Ятламас вырăсла калаçнинчен нимех те ăнланса юлаймарĕç çамрăксем, çапах та мешок! сăмаха каланăран хаким унран мĕн ыйтнине кăшт чухласа илме пултарчĕç.
Урасмет Ятламаса палласа илнĕ хыççăн йăлтах çунатланса кайрĕ, ун умĕнче ĕрĕхсе каяс ут евĕр тăпăртатса кăна тăчĕ.
— Тăван яла килсе курас терĕн апла, Ятламас? — хĕпĕртесе калаçрĕ вăл. — Аван тунă, аван. Маларах килме пултараймарăн-и вара? Эпир сана кунта нумай шырарăмăр. Çынсем вилнĕ вăл теççĕ. Эп калап: вилмен тетĕп, таçта тухса тарнă вăл тетĕп. Йăнăшмарăм-и, э? Кала, йăнăшмарăм-и? Ĕнтĕ пуриншĕн те лекет сана: Юмансарта шар кăтартнăшăн та, ясак тӳлемесĕр тухса тарнăшăн та, çын вĕлернĕшĕн те. Апла вырăс пулас терĕн, тĕнче каскăнĕ? Халь вырăссем ямарĕç пулĕ те сана ман яла?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...