Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ


— Э-э, кăна эс мана пĕркун та каларăн, пысăк карачи, — терĕ Тукай. — Черемисиновран хăрамалли çук. Вăл ман пĕлĕш кăна. Кĕрессе те вăл ман пата хăнана тесе çеç кĕрет. Черемисинов пирки кураймасăр калаççĕ, пысăк карачи. Эс вĕсене ĕненетĕн.

— Кураймасăр эппин? Çук, тĕрĕс калаççĕ. Эпĕ ăна пĕр çынтан çеç мар, темиçе çынтан илтнĕ. Вырăссемшĕн ĕçлетĕн эсĕ, Тукан! Çавăнпа Хусан мăрсисемпе пуринпе те вăрçса пурăнатăн.

Тукай кăна илтсен тарăхнипе хĕрелсе кайрĕ те ним тăвайман енне хăй ларакан тенкеле хыттăн каялла сиктерчĕ.

— Каçар, пысăк карачи, — терĕ вăл. — Сан сăмахусем ятаган пекех касаççĕ. Анчах эп вĕсене илтме тивĕçлĕ мар. Эп мĕн ачаранпа Хусан ханлăхĕшĕн тăрăшнине ху пĕлсе тăратăн. Вăрçăра та пĕрле çӳренĕ эпир санпа, кунта та ялан тĕл пулнă…

— Ĕлĕк эсĕ лайăх мăрсаччĕ, — каласа пĕтерме памарĕ ăна Булат Ширин. — Хусан яланах шанса тăратчĕ сана. Халь эс кам майлă пулнине пĕр аллах çеç пĕлет. Анчах асту, ĕлĕкхи тусу пулнă май асăрхаттарса хуратăп: вырăссемпе çыхланатăн пулсан хăвна хĕрхенессе ан кĕт, куназ.

— Йывăр сăмахсем калатăн, пысăк карачи. Ăçти çук элекçĕсене ĕненетĕн. Ма итлетĕн эс çав Карамышпа Урасметсен сăмахĕсене? Суяççĕ вĕсем сана, суяççĕ!

— Сан патăнта темиçе уйăх ĕнтĕ вырăс лазутчикĕ пурăнать, куназ, çакă та суя япала-и? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Булат Ширин.

— Мĕнле лазутчик? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Тукай.

— Тимĕрçĕ лаççинче ĕçлекенни!

Ку сăмахсем хыççăн мăрса хăйне такам пĕтĕм вăйпа аяк пĕрчинчен чышнă пек йынăшса илчĕ, вăл аптăранипе çийĕнчех ним тавăрса калама та пултараймарĕ. Ну, ĕçлеççĕ те иккен ун тăшманĕсем! Мăрсан кашни утăмне сăнаса тăраççĕ, курни-илтнине çийĕнчех Хусана пĕлтереççĕ.

Тукай ун тимĕрçи кам пулнине, вăл ăçтан тупăннине ăнлантарма пăхрĕ, мĕн пĕлнине йăлтах каларĕ ун пирки, анчах хăех курчĕ, Булат Ширин ăна ĕненмерĕ.

— Çитет! Ухмаха персе ан лар! — паçăрхинчен те куштантараххăн кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Пире те ун пекех айван тесе ан шутла! Çитсенех таканла та хăвăн тимĕрçӳне пĕр тăхтаса тăмасăр Хусана ăсат. Ман çынсем тĕпчесе пĕлĕç унта. Курăпăр кам иккенне…

Пĕтĕм чунтан эрленсе тухса кайрĕ Тукай Булат Ширинăн хан керменĕнчи пӳлĕмĕнчен. Хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: мĕншĕн ун пекех кӳрентерчĕ ăна паян пысăк карачи? Мĕншĕн унпа пĕрре те йĕркеллĕ калаçасшăн пулмарĕ?

Унăн ĕнтĕ халь пысăк карачи Урасмета йышăнассине, вăл ăна мĕн туса айăплассине кĕтмеллеччĕ, мĕншĕн тесен мăрса Хусана хăйĕн чунне тулаштарма мар, усал хакима явап тыттарма килнĕччĕ, анчах Тукай шĕкĕр хулара тек пĕр кун та пурăнмарĕ. Мур тĕпне кайтăр вăл Урасмет! Унăн элеклеме юратакан чĕлхи çине тăрăсăр çăпан шăтса тухтăр. Лаши çинчен пуçхĕрлĕ чикеленсе анса ĕнсине хуçса пăрахтăр вăл хатар этем! Апат çинĕ чух çăварĕнчи чăмлакне çăтаймасăр вилтĕр!

Нумай ылханчĕ Тукай çул тăршшĕпе Урасмета. Кунпа пĕрле хăйне хăй ятларĕ: çав çĕлене алманчă туса хунă вĕт-ха ĕлĕк мăрса, ăна пуйма, хăйне хирĕç вăй пуçтарма пулăшнă! Кĕрӳ тума та шутланă-ха тата! Халь аса илсен пуç çаврăнса каять çав. Ăна пĕлнĕ пулсан ялтан хăваласа ямалла пулнă вăл сурханаха тахçанах, çатта-çарамассăн Атăла ывăтмалла пулнă. Пурнăçра йăнăшса курнă пулĕ те Тукай, çапах та Урасмет тĕлĕшĕнчен улталаннă пек улталанман. Чавса тăршшĕ лартрĕ ăна кăтра çӳç, мăрса кĕтĕвне кĕтес вырăнне вăл пулăшнипе хаким пулса тăчĕ, халь Тукая таптама тытăнчĕ.

Мĕн киле çитиччен çакăн пек шухăшсемпе аташса пычĕ Тукай. Анчах инçе çул çынна ывăнтарать çеç мар, тата кăшт лăплантарать те иккен. Мăрса кăмăлĕ самаях пусăрăнчĕ, Хусанта кӳрентернисем пĕчĕккĕнех манăçа юлчĕç. Юмансар укăлчи хапхинчен Тукай, ĕлĕкхи пекех, утне ташлаттарса мăнаçлăн пырса кĕчĕ.

11. Çамрăклăхпа сыв пуллашни

Çурхи вăрман таса та ачаш. Ун илĕртӳллĕ тумĕ çине пăхнăçемĕн пăхас килет. Хурăн хăйĕн савăнăç куççульне тăкма пăрахнă ĕнтĕ, вăл сип-симĕс çулçă сарнă, çĕмĕртпе палан та çеçкене ларма хатĕрленеççĕ. Хыр йывăççисем сухăр юхтарма тытăнман-ха, çапах та вĕсен таврашĕнче аякранах сухăр шăрши кĕрет.

Каçсерен кунта чылаях сулхăн — çырмасенче, хĕвел ӳкмен çĕрте, юр хуралса выртать, йывăçсен айĕнче унта та кунта шыв кӳлленсе тăрать.

Нухрат вăрмана кĕпе вĕççĕнех килнĕ — ăна пĕрре те сивĕ мар. Шăнма терĕн-ха, вăл тарласа кайнă. Питрен хăй пĕрлĕхен пек. Вутпа çунаççĕ ун пит çăмартийĕсем. Улталарĕ-ши вара ăна Северьян? Çакăнта тухап терĕ-çке, унта тăрăсăр çирĕк патĕнче кĕт терĕ.

Ав килет, килет! Çавăн утти, çавăн кулли. Часрах эсĕ, ăш çунтармăш каччă!

— Эппин, санпа юлашки хут тĕл пултăмăр, Северьян? — качча хирĕç темиçе утăм турĕ Нухрат. — Эп аттерен ыйтрăм, сана Хусана ямасан май çук тет…

— Пĕлетĕп, тусăм. Йăлтах пĕлетĕп. Мĕнех вара, ăсаттăр!

— Тарма шутламастăн апла? Тен, сан, пĕлтерхи пек, вăрманта пытанса пурăнсан лайăхрах?

— Çук, хама пӳрнине йăлтах тӳсем. Тем тесен те кăшт шанчăк пур: Хусантан аçу мана каялла илсе килме пултарать.

— Тĕрĕс, Северьян. Эпĕ те ӳкĕтлесе пăхăп ăна. Каччăпа хĕр лапсăркка çирĕк айне кĕрсе тăчĕç, Северьян вăйлă аллисемпе хĕре хăй çумне пăчăртарĕ.

— Тусăм, ман телейĕм. Мĕнле пăрахса хăварăп-ха ĕнтĕ сана кунта? Эс çук чухне чуна мĕнле пусарăп? — пăшăлтатрĕ каччă.

Хĕр ача çӳлти тӳпе пек кăвак куçĕсемпе ун çине тинкĕрсе пăхрĕ.

— Эп çав тери телейлĕ, Северьян. Куратăп ĕнтĕ, çапах та эс мана юрататăн. Анчах хĕлле мĕншĕн хăваларăн эс мана? Кăмăлăма ма ун пек хуçрăн? Халь ан пытар ĕнтĕ, тĕрĕссине кала…

— Шиклентĕм, Нухрат. Аçунтан хăрарăм. Сисетчĕ вăл пур пĕрех. Вара мана ĕмĕрлĕх пуç яратчĕ е хĕçпе вакласа тăкатчĕ. Тата сан ятна вараласшăн пулмарăм. Çураçнă-çке-ха сана, тусăмçăм…

— Çураçнă, Северьян. Çак эрнере мана упăшка патне илсе каяççĕ. Атте Саррипе калаçса татăлнă ĕнтĕ.

— Сывă пул, Нухрат. Мана усал ятпа ан асăн.

— Сывă пул, ман ăрăсăм, сывă пул, ман юратăвăм… — Нухрат каччă кăкăрĕ çине ӳкрĕ те сасăпах макăрса ячĕ. — Эп пĕлеп, пире телей пӳрмен, тен, эпир пĕр-пĕрне урăх кураймастпăр та… Пур пĕр эпĕ çак самантшăн пӳлĕхçе тав тăватăп. Пĕр каçа кăна пытăр ман юратăвăм, анчах чĕре çулăмпа ялкăштăр. Ĕмĕр асăнам кайран кĕçĕрхи каçа…

— Лăплан, чунăм, — çийĕнчи сăхманне хывса илсе ăна Нухрат хул пуççийĕсенчен уртса ячĕ Северьян. — Калаçар санпа юлашки хут.

— Чим, калаçма пуçличчен тепре кала. Мĕнле чĕнтĕн эс мана? Чунăм терĕн-и?

— Чунăм терĕм.

— Тата тепре кала!

— Чунăм, савнийĕм, манăн çутă çăлтăрăм, манăн телейĕмпе инкекĕм…

Северьян хĕр ачана ачашшăн хăйĕн ытамне илчĕ те тутисемпе ун вĕри тутисене шыраса тупрĕ. Вара вĕсем иккĕшĕ те тахçанах кĕтсе пурăннă телейпе антăхса кайнă пек пулчĕç. Калас сăмахсем таçта кайса кĕчĕç — вĕсем халь хăйсен хакне те, пĕлтерĕшне те çухатрĕç. Пĕтĕм çут тĕнче месерле ӳпĕнчĕ — ăна вĕсем йăлтах манăçа кăларчĕç. Унччен хыттăнах кашлакан вăрман сасартăк шăпланса ларчĕ, вăл хăйсен çамрăклăхĕпе сыв пуллашакан хĕрпе качча нимĕн чухлĕ те кансĕрлесшĕн пулмарĕ курăнать.

12. Çул хĕрринчи йывăç

Çинçе — кашни çул килекен уяв, ăна ирттермелли йĕркене ялта пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ. Çапах та ака пĕтсен ваттисем çамрăксене, ашшĕ-амăшĕсем — хăйсен ачи-пăчине çинçе вăхăтĕнче мĕнле тытасси пирки астутарса хураççĕ. Ахтупай çамрăк та мар ĕнтĕ, хăй çынсене вĕрентмелĕх пулнă, амăшĕ ăна çапах асăрхаттармасăр чăтаймарĕ.

— Ан ман, ывăлăм, çинçе вăхăтĕнче йывăç çине улăхма, çĕр чавма, юпа лартма, утă çулса яла илсе кĕме, тырă пучаххине татма, выльăх пусма, пĕветнĕ кĕпе-йĕм тăхăнма юрамасть.

— Пĕлетĕп, анне, — терĕ Ахтупай. — Маншăн çинçе пуçланнă та ĕнтĕ. Эп халех нимĕн те тумастăп… — Вăл, амăшĕнчен часрах хăтăлас тесе пулас, арăмĕ çине тĕллесе кăтартрĕ. — Ав кинне вĕрент: çавă ĕçсĕр пĕр авăк та лараймасть…

— Эс те асра тыт çав ĕнтĕ, кин, — Иливан çӳçне тураса тăракан Эрнепи еннелле çаврăнчĕ Пинеç инке. — Алла ĕç тытма юрамасть ун чух. Кĕпе çума тăхта вара, тăла ан тĕрт, çум çумлама ан тух…

— Ма ĕçлеме юрамасть, асанне? — амăшĕ аллинчен вĕçерĕнсе асламăшĕ патне чупса пычĕ Иливан. — Манăн та ĕçлеме юрамасть-и?

— Юрамасть, ачам, юрамасть. Çинçе вăхăтĕнче çĕр пĕтĕ выртать, — ăнлантарчĕ Пинеç инке. — Асту, ан кăшкăраш ун чух, ан шăхăр, купăс ан кала. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм, асанне. Çинçе çитсен эпĕ хамăн çăвар купăсне çĕр айнех чавса чикетĕп, никам та ан тупайтăр, — терĕ мăнукĕ.

— Каларăм-çке, çĕр чавма юрамасть терĕм.

— Эппин, мачча çине хуратăп. Юрать-и, асанне?

— Çавăнта хур, ачам.

Çур аки пĕтнĕ хыççăн пĕр-ик эрнерен ялти стариксем мăрса пӳрчĕ умне пуçтарăнчĕç те хăйсем хушшинче тем çинчен канашлама тапратрĕç. Вĕсенчен пĕри мăрсана кĕрсе систерчĕ, вара ушкăн Тукайпа пĕрле уя тухрĕ.

— Ыраш пуç кăларма пăхать, çинçене пуçласан та юрать пуль, Тукай ĕмпӳ, — терĕ Пикпав старик хытса кайнă пӳрнисемпе кĕрхи калча тунисене хыпашласа.

— Ман шутпа та вăхăт çитнĕ, — хуравларĕ мăрса. — Эппин, ыран пуçлар. Мĕнле, стариксем, Пикпав сăмахĕпе килĕшетпĕр-и?

— Килĕшетпĕр! — терĕç стариксем сухалĕсене шăлкаласа. Пĕр шавламасăр пырса, пите ĕçлĕн калаçса вĕсем ялалла кĕчĕç.

Каç кӳлĕм темиçе йĕкĕт ваттисем хушнипе ял тăрăх кайса çаврăнса килчĕ. Çамрăксем Юмансар çыннисене ыран çинçе пуçланасси çинчен хыпар турĕç. Çав каçах урамсенче унта та кунта тулли сапа е чĕрес йăтнă хĕрсем курăнса кайрĕç — вĕсем чаплă уяв вăхăтĕнче ĕç тытма хăйнă е ваттисем асăрхаттарнине пăхмасăр пĕветнĕ кĕпе-йĕм тăхăннă тантăшĕсене шывпа сапма сыхласа çӳрерĕç.

Тепĕр кун кĕтӳ янă хыççăнах хĕрарăмсем шап-шурă тумпа урама тапса тухрĕç, пĕренесем çине кăнтăрлаччен киле кĕмелле мар вырнаçса ларса ялти мĕн пур ырăпа усала сӳтсе явма тытăнчĕç. Вĕсем пĕве кĕнĕ хĕрĕсемпе авлантармалла пулнă ывăлĕсем çинчен, сăмсисене шăлайман ачи-пăчипе килти кайăк-кĕшĕкĕ çинчен, хĕл каçиччен миçе хутăр çип арланипе миçе тăрăх пир тĕртни çинчен, хăнана кайсан мĕнле ĕçсе çинипе кампа урлă пулни, кампа туслашни çинчен, çăва тухнăранпа чăххисем миçе çăмарта тунипе миçе чĕп кăларни çинчен — пурин çинчен те тăрăшса кала-кала кăтартрĕç, кӳршисем вĕçмĕсĕр пакăлтатнине те тӳсĕмлĕн итлерĕç.

Хĕрарăмсенчен аякра мар ларакан арçынсем пуринчен ытла кăçал ясак мĕнле виçерен тӳлесси пирки, хăйсен лашисем, анисемпе хăртнă вырăнĕсем пирки, хĕлле сунар ĕçĕ мĕнле пулни пирки сăмах-юмах вакларĕç.

Ялан ĕçпе пурăнма хăнăхнă, иртен пуçласа каçчен килте, вăрманта, хирте е Атăл хĕрринче тăрмашакан çынсене пĕр эрне хушши алă усса ларма йывăр пулчĕ, çапах та никам та манăн пит васкавлă ĕç пурччĕ тесе çăвар уçмарĕ.

Çинçе ыран пĕтет тенĕ чух стариксем ял тавра тепре çаврăнчĕç — ваттисен йăлине пăсса алла ĕç тытнă çын пĕрре те тупăнмарĕ.

— Лайăх иртет кăçал çинçе, — терĕ Пикпав старик эрне хушшинче пĕр пăсăк ĕç те, пĕр пăтăрмах та пулманнишĕн савăнса. Ун сăмахĕсемпе ытти кĕреçе сухалсем те килĕшрĕç.

Анчах кун пек калăма иртерех пулнă-мĕн. Каçхине никам кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухрĕ те çурхи уява йăлтах пăсса пăрахрĕ.

Тĕттĕм пулнă-пулман Турикасра пĕр тăруках икĕ кил çунма тытăнчĕ. Тарăхса кайнă çынсем чĕрессемпе пакурсем йăтса пушар сӳнтерме чупрĕç.

Пурне те çакă тĕлĕнтерчĕ: çинçе эрнинче хĕвел аннă хыççăн вучах чĕртме юраманнине ялта кашниех пĕлсе тăрать. Апла пулсан ăçтан тухма пултарчĕ-ха ку пушар?

Ытти урамсемпе тăкăрлăксенчен тапса тухнă халăх Турикаса çитме те ĕлкĕрейменччĕ, тахăшĕ хыçалта: «Анаткас çунать, ачасем! Анаткас çунать!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Нумайăшĕ хăйсен килĕсене çăлма каялла чупрĕç. Такама вăрçрĕç çынсем, такама ылханчĕç, ваттисем вара çинçе йĕркине пăсакансене вутта ывăтассипе хăратрĕç.

Тукай мăрса ял çуннине малтан хăйĕн çурчĕ айккинчи сăртлă вырăнтан çеç пăхса тăчĕ, анчах юлашкинчен тӳсеймерĕ, вутран хăраман ватăрах лашине утланса пĕчченех Анаткасалла анса кайрĕ. Вăл çитнĕ çĕре кунта пилĕк киле вут хыпнăччĕ ĕнтĕ, çынсем юнашарти килсене çăлас тесе вĕсен çи виттийĕсене сĕветчĕç.

— Мĕнле ухмах пирки пулчĕ ку инкек? — ыйтрĕ Тукай айккинче тăракан хĕрарăмсен ушкăнне пырса кĕрсе.

— Никам та пĕлмест, Тукай ĕмпӳ, — терĕ пĕри. — Пурте кам та пулин юри тĕртнĕ пулĕ тесе шутлаççĕ.

— Тутарсем çуккă-и ялта?

— Курăнмаççĕ.

— Апла пулсан кам тĕрттĕр? Хăвăр ашкăнтăр пуль вутпа?

— Çук, эпир мар.

— Чимĕр-ха, эп калаçам мăрсапа, — ыттисене тĕрткелесе Тукай умне тухса тăчĕ пĕр суккăр карчăк, мăрса ăна палласа та илеймерĕ, те Пикментей амăшĕ пулчĕ вăл, те Яхуте асламăшĕ. — Мĕнле чĕлхи çаврăнать ун пире айăплама?

— Эп айăпласа каламарăм, асанне…

— Калама та тивĕç çук санăн! Сан пирки шар куртăмăр эпир халь ялĕпе. Илтетни, сан пирки!

— Мĕншĕн ман пирки? — аптраса ӳкрĕ Тукай.

— Эс илсе килтĕн Юмансара ку инкеке. Сан тăшманусем тĕртрĕç яла икĕ тĕлтен.

— Ара, ман тăшмансем никама та мар, мана тĕртмелле, асанне. Ман кил çунмасть ав…

Çапла каласа Тукай йăмрасем хушшипе хăйĕн килĕ еннелле пăхса илчĕ. Пăхса илчĕ те шартах сикрĕ: ял хыçĕнче, сăртра, çулăм ялкăшнă пек пулчĕ.

— Эпĕ йăнăшмарăм-и? Пирĕн урамра та çунмасть-и ял? — лашине часрах çул еннелле пăрчĕ вăл.

— Çунать, сан килӳ çунать, Тукай ĕмпӳ! — кăшкăрчĕç пур енчен те ял çыннисем.

Тукай чĕлпĕрне карт! туртрĕ те сиккипе килнелле вĕçтерчĕ. Вăл лашине пĕтĕм вăйпа хăваланипе пĕрлех пуçри усал шухăшне те хăваларĕ. «Çук пуль, юнашарах мĕскере те пулсан вут тĕртсе ячĕç пуль. Ман кил çунма кирлĕ мар. Хуралçăсем тăраççĕ-çке унта пур çĕрте те».

Урам кукăрĕнчен иртсен вара мăрсан нимле иккĕленӳ те юлмарĕ — унăн килĕ çунать. Ав мĕн хăтланаççĕ иккен эсрелсем! Ăна улталама шут тытнă. Каймалла пулман Тукайăн Анаткаса.

Лаши çинчен сиксе аниччен малтан вăл хăйĕн витере юлнă урхамахне аса илчĕ: кăларма ĕлкĕрчĕç-ши Асамата тарçăсем? Тукай хапхаран вирхĕнсе кĕрсе тӳрех витене ыткăнчĕ. Асамат сăлăпланипех тăрать. Мăрса ун патне чупса пырса урахамаха çилхинчен туртрĕ, йĕвенсĕрех алăкран кăларасшăн пулчĕ. Айăр тăпăртатрĕ, икĕ уран тăчĕ, куçĕсене вутла вылятса каялла чакрĕ, алăк урати урлă нимпе те каçмарĕ. Тукай урайĕнчи сăлăпа ярса илсе ăна сăлăппа хĕнеме тапратрĕ. Купарчаран, ăмăртан çапрĕ вăл Асамата, тарăхса кайса пуçĕнчен чышрĕ, лаша пур пĕр алăкран тухмарĕ. Урса кайнă вут юнашарах алхасрĕ ĕнтĕ, вите тăрри лăштăр-р ишĕлсе анчĕ, тĕтĕмпе чыхăнма пуçланă мăрса вара çунакан вĕрлĕксем урлă сике-сике каçса урамалла чупрĕ.

— Ăçта çынсем? Ма никам та сӳнтермест пушара? — кăшкăрса ячĕ вăл хăрушă сасăпа. Ăна тавăрса калакан пулмарĕ. Тимĕрçĕ лаççи енчен ун патне çунса, вараланса пĕтнĕ тумтирлĕ хĕрарăм пырса тăчĕ. Лайăхрах пăхрĕ те Тукай ку хĕрарăм Чураппа пулнине палласа илчĕ.

— Пĕтрĕмĕр, Тукай, тинех пĕтрĕмĕр эпир! Нимĕн те кăлараймарăмăр-çке! — ӳлерĕ вăл икĕ аллипе те упăшки хулĕнчен çакăнса.

— Çынсем ăçта? Тарçăсем ăçта? — çухăрашрĕ Тукай, вăл мĕн каланине итлемесĕр.

— Килĕсене саланнă. Пĕтĕм ял çунать те, мĕнле чăтса тăччăр-ха çынсем? — терĕ тарçăсенчен пĕри. — Эпир, ют ял хĕрарăмĕсем, иккĕн çеç тăрса юлтăмăр çав, иккĕн çеç тăрса юлтăмăр…

— Ярлăка çăлтăн-и? — арăмĕ енне çаврăнса хăвăрттăн ыйтрĕ мăрса.

— Ярлăк? — çăварне карса пăрахрĕ Чураппа. — Ăçтарахчĕ вăл санăн?

— Пĕтерчĕç! Пĕтерчĕç! — арăмне тавăрса калас вырăнне хăйне икĕ аллипе те çӳçрен ярса тытрĕ Тукай. — Мĕнле чухласа илеймен-ха эсĕ? Нимскере çăлмасан та ярлăка çăлмалла пулнă? Кам эп халь ярлăксăр, пĕлетĕн-и? Тислĕк ăшĕнчи хурт кăна!..

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12