Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Анчах ку шанчăклă мар-çке, боярин!
— Шанчăкли вăл — сан аллунти хĕç. Кĕрсе кай эппин хăвăн хĕççӳпе хулана! Ма кĕместĕн?
— Ирĕк парсан — кĕретĕп! — тавăрчĕ Лупин-Горбатый. — Хăраса тăрать тесе шутлатăр-и?
— Эпĕ ак, аслă воевода пулнă май, сана ирĕк памастăп! Эпир кунта хамăр маттурлăха кăтарма мар, вăрçă вăрçма килнĕ. Аслă князь пире пĕтĕм çара тутар масарĕсем тăрăх сапаласа тăкма яман, Хусан хулине илме янă!
— Апла пирĕн çапăçмалла, кунта тавлашса лармалла мар! — терĕ воевода. — Хăçанччен тăратпăр çапла Хусан хапхи умĕнче? Эпир тапăнмастпăр, тăшман тапăнать. Тутарсен утлă çарĕ каçсерен çывăрма та памасть. Кун пек юрамасть пулĕ, Иван Федорович…
— Çитет! — кăшкăрса тăкрĕ ăна боярин. — Ытлашши сăмахлатăн, Лупин-Горбатый князь! Ялан аслисене вĕрентме пăхатăн! Хăçан пулнă вăл аслă воеводăпа çапла тавлашас йăла? Ларăр хăвăр чатăрсенче, эпĕ мĕн тума хушассине кĕтĕр. Тек кунашкал калаçнине илтмелле ан пултăр!
Воеводăсем вăл каланă пек чатăрсенче ларчĕç. Çар сахалланнăçемĕн сахалланса пычĕ. Тутарсем тăшман куçĕ умĕнчех крепость стенисене юсарĕç.
16. Шăпчăк юрри
Ар-Сĕнтĕр вăрманĕ пурта-пăчкă сассипе янраса тăрать. Чалăм крепоçĕпе юнашарах тем вăрăмăш хырсемпе-тĕреклĕ юмансем çĕр çине йăванаççĕ. Каснă йывăçсене сыпăкăн-сыпăкăн татса Атăл хĕррине турттараççĕ.
Тукай мăрса кунта чаплă çурт лартма хатĕрленет тейĕн, чупкаласа кăна çӳрет.
— Турачĕсене ма начар иртетĕр? — вăрçать вăл кĕреш турттаракан çармăссене. — Миçе каланă сире, пĕренесем йĕке пек яка пулмалла тесе!
— Эпир айăплă мар, — хуравлаççĕ çармăссем. — Касакансем çапла иртеççĕ. Эпир хатĕррине тиетпĕр…
— Кăтартатăп эп сире касакансем! Йăвантарса пăхăр-ха, йăванать-и кун пек пĕрене? Ну, мĕн тăратăр? Пушатăр часрах! Явăлсем! Çар çыннисем «явăл» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланмаççĕ. Çапах та сисеççĕ пулас, вăл ыррине пĕлтермест, — ав мĕнле хаяррăн ялкăшаççĕ Тукай куçĕсем! Ĕçлекенсем темрен тем пуласран шикленсе часрах айккинелле пăрăнаççĕ.
Турттарса килнĕ кĕрешсене якатма мăрсасем хăйсен çыннисене хăваласа кăларчĕç. Лешсемшĕн пулсан — ик алла пĕр ĕç. Анчах мĕнпе якатмалла-ха çавăн чухлĕ йывăçа?
— Пуртă çук-çке пирĕн, Тукай ĕмпӳ, — терĕ ыттисем нимĕн те чĕнменнине кура Ятламас.
— Тупăр! Мĕн, пурне те манăн хатĕрлесе памалла-им сире? — кăшкăрса пăрахрĕ мăрса. — Кайăр ав çывăхри яла, илсе килĕр!
Тĕкĕрçĕсем Алтайкино текен ялта килĕрен киле çӳресе темиçе пуртă тупрĕç. Анчах та вĕсем ĕçлеме юрăхлă япаласем мар, тутăхнă тимĕр таткисем çеç пулчĕç. Çапах та килсе пама пулса вĕсене хăйсемпе пĕрле илчĕç.
Каялла кайнă чухне Ахтупайпа Ятламас кĕтмен çĕртен Эхмемет старике тĕл пулчĕç, ку тĕл пулу вĕсене виççĕшне те калама çук савăнтарса ячĕ:
— Эхмемет пичче! — терĕ Ятламас старике ыталаса. — Мĕнле майпа килсе тухрăн эсĕ кунта?
— Мана мăрса саламачĕ илсе килчĕ, — терĕ Эхмемет. — Сэр мĕн тума килтĕр ак?
— Эпир — тĕкĕрçĕсем, — ăнлантарчĕ Ахтупай. — Вăрçă вăрçма килнĕ.
— Вăрçă вăрçма килнĕ апла, — кăшт калаçас тесе çул хĕрринчи тĕмеске çине ларчĕ старик. — Тепре тыткăна лекесрен те хăрамастăр апла?
— Пирĕн мĕн тăвас-ха, Эхмемет пичче?
— Çапла çав, ним тума та çок. Ак эп сывах та мар, пур пĕр илсе килчĕç. Иккĕмĕш кун сулланса çӳретĕп ĕнтĕ…
— Эс ватă-çке, Эхмемет пичче, мĕнле илсе килчĕç-ха сана? — пĕлесшĕн пулчĕ Ятламас.
— Пэрн таврара ваттисене те поçтарнă. Кормарăр-и, мĕн чохлĕ ватă ĕçлет вăрманта? Вĕсем пурте Саррипе Акпарс çыннисем. Анчах эп ĕçлеместĕп, — терĕ старик сассине хытарса. — Вырăссем çине пĕр кĕреш ывăтас полсан ман аллăм хăрса лартăр!
Ахтупайпа Ятламас Эхмемет çине тĕлĕнсе пăхрĕç. Мĕнле çирĕп чунлă старик иккен вăл! Васильте вырăссене сăмах панине манман, вĕсене хирĕç çапăçасшăн мар. Çак самантра çамрăксем ирĕксĕрех хăйсем çинчен шутларĕç. Вĕсен мĕншĕн вăрçмалла вырăссене хирĕç? Хăйсене ырă тунă вырăс çыннисене халь ма усалпа тавăрмалла? Мĕн калĕччĕ-ши Чулхула вырăсĕ Ивашка Ахтупайпа Ятламас çакăнта вĕсен çыннисене пĕтерме юман кĕрешĕсем хатĕрленине курсан? Лупин-Горбатый стремяннойĕ Иван Дормидонтович мĕнле сурса вăрçнă пулĕччĕ тата!
Çапла шутларĕç вĕсем, анчах сăмахпа нимĕн те каламарĕç. Ытла вăйсăр чунсем-çке вĕсем, Ахтупайпа Ятламас! Тукай ăçта ярать — каяççĕ, вăл мĕн хушать — тăваççĕ. Хирĕç тăрса курман. Тепĕр чухне тавлашкаланă мăрсапа, анчах куншăн кашнинчех чĕн саламат туяннă, çупкă çинĕ. Кам вĕрентнĕ вĕсене çакăн пек мĕскĕн пулма? Пурнăç хăй вĕрентнĕ пулас.
— Пирĕн те çапăçас кăмăл çук, — хăюсăррăн сăмах хушрĕ Ахтупай чылайччен чĕнмесĕр ларнă хыççăн. — Эпир вырăссенчен ыррине курнă, усаллине курман темелле. Анчах мĕн тăвас-ха пирĕн? Вăрмана тарас-и?
— Сэр иксĕр вăрмана тарнин усси çок, — терĕ старик. — Мăрсана калас полать, илсе кайтăр вăл хăйĕн çарне, вырăссемпе ан çапăçтăр.
— Итлес çук пире Тукай мăрса. Ăна кунта синкер тума Хусанти паллă князь Булат Ширин текенни янă.
— Пĕччен каланине итлемест. Халăхпа каламалла.
— Халăх хăрать, Эхмемет пичче. Кам çăвар уçса калатăр? Тӳрех хĕнесе вĕлерет мăрса вăл çынна.
— Хăрани пĕтерет çав пире, — килĕшрĕ старик. — Çапах та пĕрле похăнса халăхпа калас полать. Пор пĕрех илеççĕ вырăссем вăл холая, эпир Хосаншăн çапăçмастпăр тес полать. Кирлĕ мар пире ку вăрçă тес полать.
— Сан патна каçхине пыма юрать-и, Эхмемет пичче? — терĕ Ахтупай ăна тавăрса калас вырăнне.
— Пырăр, — терĕ старик. — Пэрн çĕр пӳрт ак конта йонашарах. Эп сире матрӳшке текен корăкпа чей ĕçтерĕп. Калама çок лайăх тохать онпа чай…
Каçхине пилĕк тĕкĕрçĕ хуралçăсемпе калаçса татăлса мăрсаран вăрттăн вăрманти çĕр пӳрте кайма тухрĕç. Вĕсем Сăр енчен килнĕ «тĕлĕнмелле старик» валли кăшт кучченеç те илнĕччĕ, анчах вăл кучченеçе парасси пулмарĕ. Пырса çитсенех тĕкĕрçĕсене Эхмемет пичче çĕр пӳртре вилес пек выртни çинчен пĕлтерчĕç.
— Кăнтăрла çеç сывăччĕ-çке, мĕн пулнă ăна сасартăк? — тĕлĕнчĕ Ахтупай.
— Тутар мăрси Бурнаш хĕненĕ. Вăрман каснă çĕрте ĕçлеменшĕн. Халь юн сурса выртать.
— Çапах та курасчĕ, — терĕ Пиктемей.
— Каларăм-çке юн сурса выртать тесе!
Часах, хăй ыйтнă тăрăх, Эхмемет пиччене тула, уçă сывлăша, йăтса тухрĕç. Тахăшĕ хăйă çутса ячĕ. Тĕкĕрçĕсем пурте чирлĕ çын патне пуçтарăнчĕç.
— Вилетĕп, тăвансем, — пăшăлтатрĕ вăл типсе кайнă тутисене аран-аран хускаткаласа.
— Ун пек ан кала-ха, Эхмемет хăта, — терĕ ăна йăтса тухнă çынсенчен пĕри. — Ак вĕри сĕт ĕç, тен, пăртакçă çăмăлланĕ.
— Çок, хăта, вилетĕп… Сывлăш тохмасть. Вăл мана кăкăртан тапрĕ…
Эхмемет пичче çармăссен çĕр пӳртне кайса Охримкка старике чĕнсе килме хушрĕ. Чирлĕ çынна хăта тесе чĕнекенни пĕр сăмахсăр вăрмана кĕрсе çухалчĕ.
Пĕр çамрăк юнашарах вучах чĕртсе ячĕ. Старик питпе вучах еннелле çаврăнчĕ.
— Питĕ шел, килте вилеймерĕм, — терĕ вăл. — Онта ман хам туса лартнă топăк та пор. Тем тесен те мана конта пăрахса ан хăварăр ĕнтĕ, тăвансем, яла илсе кайăр…
— Вилсен илсе кайăпăр-ха ăна, Эхмемет пичче. Анчах эс сывал-ха, сывал. Эс пире питĕ кирлĕ.
— Çок, сываласси полмаçть…
Тек старик нимĕн те калаймарĕ, вучах патне Охримкка çитсе тăнине асăрхаса ăна çывăхарах пыма хушрĕ.
— Çавăн пек аптраса ӳкрĕн-и, Эхмемет? — терĕ Охримкка ун патне пĕшкĕнсе.
— Пĕтерчĕ мана Бурнаш мăрса, — майĕпен тавăрчĕ Эхмемет. — Ĕнтĕ манран ора çине тăрасси полмаçть… Эпĕ сана акă мĕн каласшăнччĕ, — старик калаçма лайăх пултăр тесе чавса çине тĕрĕнесшĕнччĕ, анчах хирĕннипе чыхăнса кайрĕ те пĕр самант ӳслĕкпе асапланчĕ. Йывăртарах ӳсĕрнĕ хушăра сасартăк ун çăварĕнчен юн палкаса тухрĕ. Эхмемет сăнран шуралса кайса шăпланчĕ.
— Каллех тăнне çухатрĕ пулас, — терĕ пĕри ассăн сывласа илсе.
— Яла илсе каймалла, кун пек вăл ирччен тӳсеймест, — терĕ Охримкка.
— Çул çинче вилесрен хăратпăр-çке. Хăвах пĕлен, мĕнле урапасем пирĕн…
— Эппин, пĕр-пĕр карчăка чĕнмелле. Курăк шывĕ патăр.
Кăшт тăхтасан Эхмемет тăна кĕрсе куçне уçрĕ, анчах ун куçĕсем паçăрхи евĕр пурнăç çутипе ялкăшмарĕç ĕнтĕ, арпашăнса таçта аяккалла пăхрĕç.
Юлашкинчен старик пĕтĕм чун хавалне пухрĕ пулмалла, никам пулăшмасăрах тăрса ларчĕ те ахаль те нимĕн те шарламан çынсене шăпланма хушрĕ.
— Чимĕр, — терĕ вăл хăрах аллипе вăрман еннелле сĕлтсе. — Илтместĕр-им, шăпчăк юрлать!
Нумайăшĕ вăл аташать пулĕ тенĕччĕ, анчах лайăхрах тăнларĕç те хăйсем те илтрĕç — вăрманта, кунтан инçе те мар, шăпчăк юрă кĕвĕлет. Уншăн çын вилес пек выртни нимĕн те мар иккен. Вăл вилĕме йышăнмасть, шăпчăк çĕр çине пурнăçа мухтама çуралнă.
— Эх, вилес килмест-çке, тăвансем! — терĕ Эхмемет пичче такамран çăлăнăç ыйтнă пек, икĕ аллине те малалла тăсса. — Анчах мĕн тăвас тен…
Вăл каласа пĕтереймерĕ, тепре чыхăнса кайса майĕпен курăк çине йăванчĕ!
17. Палецкий князь
Тĕкĕрçĕсем крепоçа тул çутăлас умĕн çеç таврăнчĕç. Çывăрасси-тăвасси пулмарĕ. Вĕсем утă çине кĕрсе выртнă-выртман пĕри крепость стени тулашĕнче: «Ачасем, тăрăр! Вырăссем килеççĕ!» — тесе кăшкăрса ячĕ те, картишĕнче çывăракан пĕтĕм халăх Атăл хĕррине сиксе тухрĕ. Мăрсасем малтанах каласа хунă пек, пурте хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç.
Анчах халăха вăратни ахалех пулчĕ. Хуралçăсем пулăçсен çӳлтен анакан киммисене вырăссем вырăнне йышăннă иккен.
Пулăçсене нимскерех те тумарĕç, вĕсем хăйсем тытнă мĕн пур пулла парса хăварнипех хăтăлчĕç, суя хавха тунă хуралçăсен вара мăрсасен саламатне тутанса пăхмалла пулчĕ. Тукайпа тавлашма тăнă пĕр хуралçи чĕп-чĕр юн пулса çыран хĕррипех выртса юлчĕ.
Тата тепĕр эрне иртрĕ. Вырăссен çар киммисем çав-çавах курăнмарĕç. Хусантан хыпарçăсем килми пулчĕç. Тукай мăрса малалла мĕн тумаллине нимĕн те пĕлмерĕ.
— Улталарĕ пулмалла пире Булат Ширин. Вырăссем икĕ ушкăнпа анмаççĕ-тĕр. Эпир кунта ахалех кĕтетпĕр пулас, — терĕ Сарыев мăрса.
— Ан хăра, Булат Ширин нихçан та йăнăшмасть, — тавăрчĕ ăна Тукай. — Унăн йăртăхçисем вăйлă ĕçлеççĕ.
— Ма анмасть-ха апла Палецкий?
— Ăна пĕлместĕп ĕнтĕ. Тен, ăна эпир кунта сыхласа тăнине систернĕ, çавăнпа анмасть?
— Паллах, систернĕ! Кимĕсен пĕрремĕш ушкăнĕ анса кайсанах çын янă ун патне.
Мăрсасем Хусан малалла мĕн тума хушасса кĕтрĕç. Вĕсем хăйсем тĕллĕн Чалăм патĕнчен кайма пултараймарĕç. Крепăçри пурнăç йăлăхтарса çитернĕрен çынсем кӳршĕри ялсене тата сунара ытларах çӳреме тытăнчĕç, пулăçсем вăрçă пынине маннă пек пулса Атăл хĕррине пулă тытма туха-туха ларчĕç.
Ахтупайпа Ятламас çак хушăра темиçе хутчен каçхи хуралта пулчĕç, темиçе хутчен юлан утпа йăртăха кайса килчĕç, анчах хăйсем шутласа хунине тума пултараймарĕç. Эхмемет вилĕмĕ тата Тукай мăрса вĕсен куçĕ умĕнчех хуралçăна чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнени тĕкĕрçĕсене кăмăлтан самаях хуçса хăварчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем халь хăйсен вăйне, халăхпа каласа Тукай мăрсана итлеттерме пултарассине сахал шанчĕç, кăна тума Эхмемет чĕлхе-çăварĕ, Эхмемет хăюлăхĕ кирлĕ тесе шутларĕç.
— Чăнах, пирĕн вăрмана тарасси çеç юлать, Ятламас, — терĕ ним тума аптранă Ахтупай.
— Унта тарнин усси çук. Кайран пирĕн пур пĕрех яла тухма тивет. Тата эпир тарнăшăн çар пĕтсе лармасть-çке. Вырăссене пур пĕрех юман кĕрешĕсемпе кĕтсе илеççĕ. Ун пек мар, пирĕн Тукайпа пĕрре калаçасах пулать.
— Кĕретпĕр апла паян иксĕмĕр ун патне, юрать-и?
— Кĕретпĕр, мĕнех вара? — терĕ Ятламас. — Мĕн пулать те мĕн килет, калатпăр ăна ĕмĕр каламаннине! Хамăр ял çыннисене систерсе хуратпăр, тытса хупас пулсан пире çăлма тăрăшчăр.
— Тĕрĕс! Вырăссемпе çапăçиччен вăл вăхăтра нӳхрепре ларас!
Çав кунах вĕсем хăйсен шухăшне Юмансартан килнĕ ытти тĕкĕрçĕсене каласа пачĕç. Ырлаканни ырларĕ Ахтупайпа Ятламас сăмахне, чылайăшĕ вара нимĕн те чĕнмерĕ. Пикментей ыттисенчен аслăрах пулнă май Ахтупайпа Ятламаса тем те каласа вăрçса пĕтерчĕ.
— Ăссăрсем! — терĕ вăл. — Ăçтан килсе кĕчĕ ун пек усал шухăш сирĕн пуçа? Хăçан пирĕн пек çĕтĕк-çурăк мăрсана итлеттерни пур? Ĕмĕр тĕрмере çĕртĕ, виличчен хăвăр тăванăрсене кураймăр. Çăвар та ан уçăр, тем курса лармалла пулĕ…
Çапах та икĕ харсăр ăна итлемерĕç. Çывăрма выртас умĕн Ятламас темле сăлтав тупса Тукай мăрсан урайне упа тирĕ сарса тултарнă пӳлĕмне пырса кĕчĕ.
— Эс мĕн, Ятламас? — тĕлĕнчĕ мăрса ăна курсан. — Манпа калаçма сана яра кун çитмерĕ-и?
— Каçар, Тукай ĕмпӳ, çĕр хутах чăрмантарас терĕм-ха. Çынсем пĕлме хушрĕç, хăçан илсе каятăн эсĕ киле? Мĕн туса пурăнатпăр эпир çак тĕрме пек крепăçра?
Тукай ку сăмахсене илтсен майĕпен вырăнĕнчен хускалчĕ те кушак уттипе ун патне утса пычĕ.
— Чим-ха, чим-ха, Ятламас! — терĕ вăл ăна куç айĕн пăхса. — Ухмаха ермерĕн пулĕ вĕт? Кам вĕрентрĕ сана мăрсапа унашкал калаçма?
— Каларăм-çке-ха, çынсем хушрĕç терĕм.
— Кам вăл «çынсем»?
— Тĕкĕрçĕсем ара.
— Тĕкĕрçĕ ĕçĕ вăл лаша хырчăкласси, вите тасатасси тата… тата çапăçасси! Эсир халь çапăçмастăр, кунĕ-кунĕпе çывăрса пурăнатăр. Мĕнле хăятăр эсир кил пирки çăвар уçма? Халь пур çĕрте те вăрçă пырать. Эпир ав вырăссене кĕтетпĕр. Вĕсене аркатнă хыççăн та киле мар, Хусан патне каятпăр. Çапла кала хăвăн çыннусене.
— Юрĕ, — кайма хатĕрленнĕ пек пуç тайрĕ Ятламас. — Анчах эп ăнланмастăп, мĕншĕн аркатмалла-ха вырăссене? Мĕн усал тунă пире вырăссем?
Тукай мăрса, чӳрече патнелле пăрăннăскер, каллех Ятламас енне çаврăнчĕ.
— Камран илтрĕн эсĕ ку сăмахсене? — терĕ вăл хăвăрттăн.
— Никамран та илтмен.
— Кала, кам çавăрать сирĕн пуçăра? Эхмемет старик-и?
— Эхмемет старике Бурнаш хĕнесе вĕлернĕ, — хăюллăн каласа хучĕ Ятламас.
— Ах, ав мĕнле! — тарăхнине ниçта хураймасăр шăлне шатăртаттарчĕ мăрса. — Эсĕ ăна та пĕлетĕн. Тен, эсĕ унпа калаçса та курнă пулĕ? Тен, эсĕ унпа пĕрле Василь-Новгородра вырăссене те йышăннă пулĕ? Кала, шуйттан çури, явăл!
— Мĕнех вара, калаçнă! — терĕ Ятламас. — Василь-Новгородра вырăссене йышăнаймарăм, анчах унти чăвашсем вĕсемпе çапăçмастпăр тесе сăмах панине хам куçăмпа куртăм!
Тукай ăна тек итлесе тăма пултараймарĕ, юнашар пӳлĕм алăкне урапа тапса яриех уçса ячĕ те Ятламас ăнланса иличчен ăна тепĕр пӳлĕмелле тĕртсе кĕртрĕ, çавăнтах алăка шалт! хупса тул енчен питĕрсе илчĕ. Ятламаса шалти тĕттĕм пӳлĕме хупса лартма пĕр тĕкĕрçĕ те кирлĕ пулмарĕ.
Чылайччен кĕтрĕ Ахтупай юлташĕ мăрса патĕнчен тухасса, анчах кĕтсе илеймерĕ. Юлашкинчен тӳсĕмне çухатса ăна çăлма хăй кĕрсе кайрĕ. Кĕрсе кайрĕ те каялла тухмарĕ. Пикментейпе ытти тĕкĕрçĕсем Хусана кайиччен ăна та, Ятламаса та урăх кураймарĕç.
…Василь-Новгород Палецкий княçа тупăран персе кĕтсе илчĕ, тупăран персе ăсатрĕ. Коротин сăрчĕ тĕлне çитиччен пĕр чарăнмасăр ишрĕç. Чалăм патĕнчен лайăх хыпар илсе çитерчĕç: чăвашсемпе çармăссен Тукай мăрса ертсе пыракан пысăк отрячĕ вырăссене кĕтсе йăлăхнă та Булат Ширин хушнипе Хусаналла анса кайнă, кунта вырăссене сыхлама пĕчĕк отряд çеç тăрса юлнă.
— Сыхлаччăр, — терĕ Палецкий князь, — Эпир Чалăма çитиччен çĕр каçатпăр та крепость тĕлĕнчен кăнтăр кунĕнче иртетпĕр. Вĕсем пире нимĕн те тăваймĕç.
Кимĕсем майлă вырăн тупса çĕр каçма чарăнчĕç. Чулхула çыннисем княçпа ытти воеводăсем валли темиçе хӳшĕ туса хатĕрлерĕç. Пулăçсем пулă тытса килсе хăйсен вучахĕсене чĕртсе ячĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...