Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Михха вăрманĕн хӳтлĕхĕнчен тухсан, çил капланса вĕре пуçларĕ. Сулхăн çанçурăма çуçентерчĕ.
Лаша ансăр та тумхахлă çул çине кĕрсен:
— Энĕшкасси çулĕ сулахаялла тăрса юлчĕ вĕт. Ку çул пире Хайрал вăрманне илсе каять! — астутарчĕ Коля.
— Çавăнталла каймалла та. Унта çамрăксен манăçми вырăн пур.
— Мĕнле вырăн вăл, Микула пичче?
— Кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха пĕлетĕн-и?
— Ăна пĕлменни пирĕн ялта никам çук. Выртмара яланах çавăнта вут çунтараттăмăр.
— Вăт, ман аттепе сан аннӳ ăçта выртнине кăтартăп... Микулан хуйхăллă сасси Кольăна та тиврĕ. Вăл сасартăк амăшне аса илчĕ, аичах тем чул тăрăшсан та, сăн-питне куç умне кăлараймарĕ. Ăна вĕлернĕ чух Коля ытла та пĕчĕкчĕ çав.
Çут тĕнчешĕн, вăрманшăн çын хуйхи-суйхи ним те мар. Вăл ĕмĕртенпех хăй пурнăçĕпе пуян. Шап-шурă çĕмĕрт çеçкисем ытарас çук шăршă сараççĕ. Ытти йывăçсем те çулçă кăларса ешернĕ, куçа илĕртеççĕ. Вăрман кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетнипе, пиклетни-шиплетнипе янраса тăрать. Инçех те мар куккук авăтни илтĕнет.
Коля йывăр ыйхăран вăранса тăна кĕнĕн тимлерĕ:
— Пĕрре... Иккĕ...
Йĕкĕт сассипе Микула та, хумхантаракан шухăшсене сирсе, хăлхине тăратрĕ. Куккук кĕçех шăпланчĕ.
— Вăт каттăршнăй! — эрленсе сасă пачĕ Коля.
— Ма ятлаçатăн?
— Илтмерĕн-им! Вуннă авăтрĕ. Çавăн чухлĕ çеç пурăнăпăр-и эпир?
— Куккука ĕненетĕн-им? Ан хăра. Вăл авăтнипе çӳç пĕрчи те ӳкмен.
Пылăха çитсен, Микула урапа çинчен анса малалла утрĕ. Ав, пĕр кĕтесре шĕшкĕ кати. Вуникĕ çул хушшинче темиçе хут каснă пулин те, çав-çавах сарăлса ларать. Шăп çак шĕшкĕ кати çумне, симĕс курăк ешерекен вырăна, вырттарнă вĕсене. Микула ашшĕн юлашки сăмахĕсене аса илчĕ: «Маншăн хуйхăрса вăйна ан пĕтер. Çĕршер çын сан сăмахна кĕтет. Вĕсен шанăçне тӳрре кăларма тăрăш. Тăшман сире шеллес çук. Хăвăр та ан шеллĕр. Сывă пул, ывăлăм. Пил сана. Ачасене...»
Микула хăй пĕччен маррине аса илчĕ. Чĕри çемĕçме хăтланнине сирсе, аллине Коля хулпуççийĕ çине хучĕ:
— Сан аннӳне Ваçлипе иксĕмĕр çакăнта, ман аттепе юнашар вырттартăмăр. Маттур хĕрарăмччĕ... — Кольăн куçĕнче куççуль пуррине асăрхаса, Микула ăна йăпатма васкарĕ: — Паттăрсен тăпри çинче макăрни килĕшӳсĕр. Вĕсем пуç хуни сая каймарĕ. Кĕçех ирĕклĕ самана çитĕ. Сирĕн пурнăç телейлĕ пулĕ. — Юлашкинчен Микула хĕç-пăшалланнă хресченсем çакăнта пухăнни, митингра халăх телейĕшĕн вĕçне çитиех çапăçма тупа туни, тепĕр куннех забастовка тапратса Миххана чĕтретни çинчен каласа пачĕ. Унтан иккĕшĕ, икĕ ĕннелле ура усса, урапа çине вырнаçрĕç. Микула каллех тилхепе тытрĕ, кĕтӳ çулĕ вĕçленнĕ тĕле çитерехпе Кольăн амăшĕ Кĕтерук часовньăна мĕнле çунтарни çинчен каласа пачĕ.
Натюш кĕçĕрхи пек çывăрнă-çывăрман çĕр ирттернине астумасть. Ытарайми çын таврăнчĕ. Ăна курнăранпа çамрăк чухнехи ырă туйамсем хускалчĕç. Микула савас пулсан, ăна вăл Анук пекех юратма, ĕçре пулăшма тăрăшĕччĕ. Юратнă çынни тăшман йăвине кайнине аса илсен, шăллĕпе нккĕшĕн ăраскалĕшĕн канăçсăрланчĕ. Пӳрт умĕнче урапа шалтăртатни илтĕнсенех тулалла вирхĕнсе тухрĕ.
— Аранах çитрĕр. Аннепе иксĕмĕр сехĕрленмех пуçларăмăр, — пăшăрханнине пытармарĕ Натюш.
— Кăлăхах хумханатăн. Кольăпа чух никам та çыхлананмĕ! Çапла-и, тезка? — шӳтлерĕ Микула.
— Çапла пулмасăр! — çывăрса намăса кĕнине манса хуравларĕ йекĕт.
Лашана тăварса пӳрте кĕчĕç. Уляна вĕсене ура çинче кĕтсе илчĕ.
— Ытла нумай çӳрерĕр-çке, — сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ вăл.
— Хамăршăн, кума, çĕр ытла та хăвăрт иртрĕ. Салтаксемпе тĕплĕн паллашма та ĕлкĕреймерĕмĕр — тул çутăлчĕ. Ирĕксĕрех пăрахса тухма лекрĕ.
— Апла кайни усăллах пулмарĕ-им?
— Халлĕхе татăклах калама хĕн те, çакиа çирĕплетме май пур: патша самани салтаксене йăлтах тарăхтарса çитернĕ. Вăхăтлăх правительствăна та хисеплени сисĕнмест. Ыран каç татах каятăп. Вĕсем хальхи лăру-тăрупа паллашасшăн. Аташнă этемсем çул шыраççĕ. Большевиксем çул кăтартмасан, кам кăтартĕ вĕсене?
X
Казармăри салтаксене тĕрĕслесе таврăнсан, фельдфебель выртса çывăрнăччĕ. Службăра хăнăхнă йăлипе шăп вахăтра сиксе тăчĕ. Хăвăрт тумланса тирпейленчĕ, кил хушшине тухрĕ.. Унта Трифуна тĕл пулчĕ те чăвашсенчен кулма хăнăхнă йăлипе йĕлпĕрсе чĕнчĕ:
— Василь Ванăч, хăнкăласем çыртмарĕç-и? Арăму тăрса тармарĕ-и?
Балдин тăрăхланине кучер халиччен те куркаланă, çавăнпа яланах шӳтлесе ирттерме тăрăшнă. Паян чĕрине ытларах тивнипе хыттăнах каларĕ:
— Господин фельдфебель, ман арăмшăн ан пăшăрханăр. Килти выльăх килех таврăнĕ. Хăнкăла тенĕрен, стена çурăкĕтче пурăнакансенчен те хăрӳшăраххнсем пур. Вĕсем ик ураллă, çĕртех утса çӳреççĕ. Çавсене тасатсан, сывлăш йăлтах уçăлĕ-ха.
Хăйне йĕкĕлтенне сисрĕ те Балднн тилĕрсе кайрĕ. Ун умĕнче салтак пулсан, вăл ăна самантрах хырăмпа шума команда парĕччĕ, пĕтĕм тинкине кăларĕччĕ. Хуçа кучерĕ ăна шăхăнмасть çав. Ирĕксĕрех урăх сăмах çине куçрĕ:
— Хуçа е прапорщик кил хушшинелле тухмарĕç-и?
— Çукл çывăраççĕ пулмалла. Мнхаил Петрович ирех лаша кӳлтерекенчĕ. Паян курăнмарĕ-ха, — лăпкăн калаçрĕ Трифун.
Фельдфебель çилли тăвăлчĕ. Çĕрле килнĕ чух салтаксем пĕри те çывăрмастчĕç. Халĕ ним туймн хуп турттараççĕ. Кунашкалне тусме çук.
— Подъем! — хулăн сасăпа стеяана чĕтретсе кăшкăрчĕ Балдин.
Салтаксем сике-сике тăчĕç, тумланнă-тумланман строя тăрса йĕркеленчĕç.
— Ак ăçта иккен вырăссен маттур салтакĕсем! Çук, салтаксем мар эсир! Ултă минут вырăнне вунă минутра та тумланаймастăр. Енчен тревога пулсан? Тăшман килсе тапăннă пулсан? Сире купăста пуçĕ пек тураса тăкнă пулĕччĕç! Дневальнăй?
— Эпĕ! — сасă пачĕ салтак.
— Пĕр утăм малалла! Сире, постра çывăрнăшăн, пилĕк талăка хупса лартатăп, — терĕ.
Салтаксем, хускалса, пĕр-пĕринпе тем калаçса илчĕç. Ку Балдина тилĕртсе ячĕ:
— Смирно! Замри на месте! — асар-писер кăшкăрчĕ вăл! — Эсир, мĕн, патшана вырăнтан кăларнипе власть тĕп пулнă тетĕр-и?! Камăн пуçне мĕн пырса кĕнĕ çавна тума юрать тетĕр-и?! Йăнăшатăр! Власть хăй вырăнĕнче. Дисциплина çирĕплетмелĕх ун вăй та, хăват та пур! — Балдин çак самантрах чăмăрĕпе юнаса кăтартасшăнччĕ. Пĕр-иккĕшне хăлха чикки пама та хатĕрччĕ. Самана улшăнни чарчĕ. Вара çиллине шăнарайман пирки команда пачĕ:
— На физзарядку... бегом марш!
Пушмакĕсене тăхăнма ĕлкĕреймен, тăхăннисем те обмоткине авраса çыхайман, çӳçпуçне якатайман салтаксене фельдфебель кил хушшине хăваласа кăларчĕ.
Грйша чуптарасран хăтăлма май шырарĕ.
— Ман тула тухас килет, — терĕ вăл, хырăмне тытса. — Тем-и, вар-хырăм пакăртатма пуçларĕ.
Гриша чеепе хăтланнине ыттисем те чухларĕç. Вара пĕрин хыççăн теприне «варвитти» аптратрĕ. Балдин ятларĕ, йĕкĕлтерĕ, пурпĕр тăсланкă салтакпа иккĕшех тăрса юлчĕç.
— Эс мĕн, тăмана пек, кăн-кан пăхкаласа тăратăн? Чуп, хырăмна пушат!
— Господин фельдфебель, — йăпăлти сасăпа чĕнчĕ тăсланкă салтак. — Ман вар-хырăм йĕркеллех-ха. Ытлашши хăлхасем çук чух сире систерес тетĕп.
— Мĕн? — Ку салтак юрама, йăпăлтатма тăрăшнине Балдин малтанах асăрханă.
— Эпир кĕçĕр çĕрĕпех çывăрайман. Казармăра эсир хăваланă вăрă-хурах пулчĕ.
— Мĕн терĕн?
— Господин фельдфебель, хулленрех калаçăр. Вăл вăрă-хурах мар, революционер и-ккен.
Фельдфебель пăлханнине асăрхасан, тăсланкă салтак малалла ăнлантарма васкарĕ: — Вăл пиллĕкмĕш çулта хуçа кил-çуртне çунтарса янине те каласа пачĕ. Янашов çавăншăн кураймасть, тет, ăна. Салтаксен ашшĕ-амăшĕсем мĕнле пурăннине тĕпчесе ларчĕ. Эсир пырса кĕнĕ чухне те кунтахчĕ. Сидоров çенĕке кăларса пытарчĕ:
— Мĕншĕн çавăи чухнех систермерĕн?!
— Чернов шайкки шаккаса пăрахасран хăрарăм. Тата уншăнах кӳренмелли çук. Кĕçĕр каллех килет вăл.
— Каллех килет?!
— Çапла, господин фельдфебель.
Балдин кун çинчен çак самантрах прапорщика пĕлтересшĕнччĕ. Лешĕ Миххапа хирĕçнине аса илсен, ку шухăша сирчĕ. Ырлăх курма май пуррине тавçăрчĕ. Вăл çынна тытса хуçа умне тăратмалла. Анчах тăсланкă салтак сăмахĕ тĕрĕсех-ши? Иккĕленнине сиресшĕн татах вăлтса ыйтрĕ:
— Эсĕ йăнăшмастăн-и?
— Тупата туршăн, господин фельдфебель! Хам хăлхапа хам илтрĕм. Хам куçпа куртăм. Манăн сăмах тĕрĕссине çирĕплетме те темех мар. Каç пултăр кăна.
Балдин ĕненчĕ. Тăсланкă салтак пулăшма хатĕрри те палăрать. Куншăн ун кăмалне çĕклесех пулать.
— Эсир киле каясшăн марччĕ-и çак?
— Господин фельдфебель, тунмастăп. Çĕрĕн-кунĕн ĕмĕтленсе пурăнатăп. Май килтерсен, ĕмĕр-ĕмĕрех манмăттăм. Эсир мĕн хушнине пурне те тăвăттăм!
— Курăп, мĕн хăтланăн!
— Господин фельдфебель, хушăр кăна!
— Чи малтан чĕлхӳне çырт, иксĕмĕр сăмах пĕçернине никама та ан пĕлтер. Салтаксем хушшинче хăлхуна тăрат. Вĕсем мĕн шутлине мана систер.
— Хаваспах, господин фельдфебель.
— Ну вăт, калаçса татăлтăмăр. Ман патран сирĕл ĕнтĕ. Ыттисем куç хывма пултараççĕ.
— Итлетĕп, господин фельдфебель.
XI
Ывăннипе-ши е нумай çул хушши асап туснĕ хыççăн çуралнă çĕршыва таврăннипе, хуйхă-суйхă тамалнăран-и е утă шăршине симпыл пек çăтса ӳсĕрĕлнĕрен, Микула выртсанах Кольăна ыталарĕ те çывăрса кайрĕ. Тем вăхăтран тĕлĕк курчĕ. Таçта пек: те ялта, те хулара, пĕр шухăшласан, Атăл тăрăхĕнче пек, ывăлĕпе тĕл пулчĕ. Ванюк, Коля сăнарласа панă евĕрех, илемлĕ те маттур каччă. Микӳла ыталаçшăн аллине тăсрĕ. Ванюк тарса тăчĕ. «Тăхта, ан кай-ха! Нивушлĕ паллаймарăн? Эпĕ сан аçу-çке!» — терĕ Микула, аллине каллех Ванюк енне тăсса. Юлашкинчен ывăлĕ ашшĕне палларĕ. Хăех хирĕç чупса пычĕ, ашшĕ ытамне кĕрсе ӳкрĕ.
— Ай, ай! Ан чăмăрта-ха!
Микула вăранса кайрĕ. Ыталанă çын тапкаланнине туйса, куçне уçрĕ.
— Яр, тархасшăн!
Микула тăна кĕчĕ — ун ытамĕнче Коля иккен, аллине илсенех лешĕ каллех ыйха путрĕ.
Тĕлĕкре аташни, ывăлĕ вырăнне Кольăна çупăрлани Микулана кулăшла пек туйăнчĕ. Паян каллех салтаксем патĕнче пулмаллине аса илсе, вăл çăрай çннчен анчĕ. Хăнăхнă йăлипе физзарядка турĕ. Хĕвел самаях хăларнă. Çывăрмаллипех çывăрнă иккен. Тавралла сăнаса çаврăннă май, ĕнер мунчара пăрахнă тума çуса çакнине асăрхасан, намăсланчĕ. Çынна çутармалла кĕпе-йĕм марччĕ вĕт, çĕтĕлнĕскерччĕ.
Натюш тĕлĕнмелле улшăнса пычĕ. Сасартăках çамрăк чухнехи туйăмсем, çурхи хĕвеллĕн килсе, унăн чĕрине ăшăтрĕç, юнне вĕрилентерчĕç. Куçĕнче хаваслă сăрсем выляççĕ. Микула вăранасса кĕтсе, амăшĕпе йăмăкĕ тавçăрасран та хăрамасăр, вăл юсаврах кĕпине тăхăнчĕ. Халиччен, асап туснине кăтартасшăн пек, кăвакарнă çуçне тутăр айĕнчен тухма чаракан марччĕ. Паян вăхăтсăр ватлăхне палăртасшăн мар, пĕр пĕрчине хăвармасăр пытарчĕ. Ĕç тунă çĕрте чупкаласа кăна çӳрерĕ.
Микула çакна асăрхаймарĕ, ырă кун сунсанах айăпа кĕнĕн хушса хучĕ:
— Ман кĕпесене çуса чăрманмалла марччĕ.
— Микула пичче, ан култар, — çепĕççĕн чĕнчĕ Натюш. — Мĕн чăрмавĕ? Килте çамрăк хĕрарăмпа хĕр пур çĕртен сана çутарнă пулсан, чăн та аван марччĕ.
— Çапах та...
«Мĕнех... Ĕмĕре тăлăххăн ирттерме те хатĕр», — тесе хуравласшăнччĕ Микула — чĕлхи çаврăнмарĕ. Ирĕксĕрех Натюш çине тинкерсе пăхрĕ те ăна пуçламăш хут курнăн тĕлĕнчĕ. Ĕнер çеç хăй çулĕнчен ватăрах кăтартакан сăрсем çухалнă, куç айĕнчи пĕркеленчĕксем юсаннă. Пĕвĕ-сийĕ, шăмми-шакки те хĕрĕнни пек.
Натюш урăх сăмах çине куçни Микула шухăшне татрĕ.
— Ыйхă канлĕ пулчĕ-и?
— Çав тери канлĕ.
— Эпĕ те çапла каторгăран таврăннă каç ним туйми çывăрнăччĕ.
Анахвиспе Коля кĕчĕç, Микула вĕсене йĕпĕслесе илчĕ:
— Акă ыйхă чăптисем ăçта!
Анахвис, Мнкуласем Атăлкассинчен килнине сисменшĕн именсе, тĕпелелле иртрĕ.
Коля парăнасшăн мар, вăл Микулана хăйне тăрăхларĕ:
— Эп çывăрса юлнă-и?! Тĕрĕссипе, тахçанах вăраннă эпĕ. Малтаи тăрса сана вăтантарас мар тесе юри выртса юлтăм.
— Чăнах-и? Эпĕ мĕнле астăваймарăм-ха? — кулкаларĕ Микула.
— Сан ăна-кăна астума вăхăт пулман. Атьсемĕр! — ĕнтĕ пурин еинелле çаврăнса каларĕ Коля. — Микула пиччепе юнашар выртма турă ан хуштăр. Чăмăртаса вĕлеретчĕ. Аран-аран вĕçерĕнтĕм.
— Вĕлерсех мар та, кăштах чăмăртарăм çав. Çапла шӳтле-мĕнле калаçса ларнă хыççăн Микула сăмахĕ каллех ĕç çине куçрĕ.
— Эпĕ сире, Анахвиспе Коля, пĕр çĕре кайса килтересшĕн, — терĕ вăл.
— Микула пичче, мĕн ĕçне кала! Халь тухса чупатпăр! — хавасланчĕ Коля.
— Эс мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăпăр, Микула пичче! — сăмах пачĕ Анахвис те.
— Акă мĕн, ачасем манпа çыхăннă паттăрсем прихутра сахалах марччĕ. — Микула вун-вуникĕ çын ятне асăнчĕ. — Çавсем пурăнаççĕ-ши? Иксĕр, икĕ еннелле уйрăлса, Ĕнел общинине кĕрекен ялсене кайăр. Каланă çынсем патне кĕрĕр. Эп таврăннине пĕлтерĕр. Юнкун пасара тухма чĕнĕр. — Микула шухăша кайрĕ. — Анчах пасара пырсан ăçта, хăш вырăкта тĕл пулмалла-ши? Ĕлĕк пасарăн ку пуçĕнчех пĕр вырăс чайнăй тытăтчĕ, халь пур-и çав?
— Пур, пур! — çирĕплетрĕç çамрăксем.
— Вăт, çавăнта кĕччĕр вĕсем. Асăрхаттарма ан манăр: унта митинг туса ирттерĕпĕр, эпĕ хальхи лару-тăру çинчен каласа парăп. Вĕсем кĕçĕрех хăйсен ял çыннисене систерччĕр. Халăха ытларах пухма тăрăшчăр. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăмăр, Микула пичче!
— Çакă эсир революциллĕ ĕçе хутшăнни пултăр!
— Тавтапуç, Микула пичче! Сирĕн шанăçа турре кăларма тăрăшăпăр!
Мăнукĕсем хыççăн Уляна та кил хушшине тухрĕ. Микулапа Натюш иккĕшех ларса юлчĕç. Калаçмалли темĕн чухлех вĕсен, анчах темшĕн сăмахĕсем тупăнмарĕç. Микула Натюшăн революциллĕ ĕçне-хĕлне аса илме тăрăшрĕ — вăл ĕлĕк те чи шанăçличчĕ. Таврăнсанах Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тăни те çавнах çиреплетет.
— Пытармастăп, Микула пичче, — терĕ чĕнмесĕр ларма кичемрен Натюш. — Каторгăра чухне те эсĕ асран тухмастăн. Чун тăвăннă вăхăтсенче сан çинчен шухăшласа йăпанаттăм. Пĕррехинче тĕлĕкре те куртăм. Эпир çамрăк пек йăлăмра утă çулатлăр. Эс пире, Анук аппапа иксĕмĕре те, юрататăн. Каçкӳлĕм вăйăра иксĕмĕр ташлама тухрăмăр. Йăлăмра та мар пек, Хайрал вăрманĕнче çырла тататпăр пек. Кĕтӳ çулĕ çине кĕтĕмĕр те: «Натюш, эп сана юрататăп!» — терĕн. Аллуна ман еннелле тăсрăн. Эпĕ кула-кула тартăм. Инçе те каяймарăм — хуса çитсе ыталарăн... Çав хушăра надзиратель шăхăртнипе вăрантăм. Телей татăлнишĕн çав тери кулянтăм...
Хĕрарăмăн çепĕç сасси, вăл тĕлĕкре курнине мар, пурнăçри ĕмĕтне систерни Микулана та хумхантарчĕ. Натюш чăнах та нихçанхинчен те илемли, унăн пит-куçĕ хаваслăхпа çиçет. Аш сăмах та калĕччĕ ăна Микула — Анука аса илни пӳлсе лартрĕ. Унпа пĕр вăхăтрах тепĕр хĕре юратнă тени, тĕлĕкре пулсан та, кăмăлне каймарĕ. Арăмĕ пурăннă чухне вăл урăх никам çинчен те шухăшламан. Çавăнпа каллех ĕç çине куçрĕ.
— Маттур, хĕрĕм... Каторгăран таврăннă-таврăнманах кĕрешĕве хутшăнни, тăшмансене парăнманни çав тери мухтавлă. Пур чăрмава та çĕнтерес тесен, пирĕн большевиксен ячейкине чăмăртамалла. Ĕлĕк сана партие илме ĕлкĕреймерĕмĕр. Халь кĕрессе шанатăп.
— Хаваспах, Микула пичче. Ун пирки хам та нумай шухăшланă.
— Кĕçех Хусана, Шупашкара кайса килĕпĕр. Унти юлташсемпе паллаштарăп.
Чӳрече умĕнчи арçын сасси Мнкулапа Натюш калаçăвне татрĕ.
— Килте пур-и?! Хурал пӳрчĕ патне халăх çине! Кашни килтен пымалла! Тепĕр хут хăваламалла ан тăвăр вара! — астутарчĕ тулти сасă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...