Çавраҫил :: Вунпиллӗкмӗш сыпăк
Вĕсем çул çине пуçтарăнма тытăнчĕç.
— Мĕнле-ха эсир инçе çула лашасăр-мĕнсĕрех тухнă? — тслĕнчĕ Зейнеп. — Сирĕн Шăхранах çитмелле пулĕ-ха?
— Çук, унтах мар, кӳршĕ яла кăна. Ну, тепĕр хут рехмет сире, — терĕ те Сахар, чей укçи тӳлерĕ. —Сывă пулса юлăр эппин, тепре куриччен.
Çак сăмахсемпе Сахарпа Петĕр алăкран тухрĕç.
— Эппин, Сергее салам кала манран, мучи, —хыçалтан илтрĕç вĕсем Зейнеп сăмахĕсене. — Вăл мана чутах шăнман пăр çине лартса яратчĕ.
— Вăт, эсрелĕ, кунта та канасси пулмарĕ. Лесник патне çитсе пăхар-ха эппин. Унăн пӳрчĕ те пысăк, мунчи те пур. Çывăрса илмесĕр урăх утасси пулмасть, — пăшăрханса калаçрĕ Озеров-асли.
Вĕсем малалла утрĕç.
Лесник патне çитсен, тăвансем унăн ăшă мунчинче каç пуличченех ыйха туртрĕç.
Çул — малалла
Шăхранта вĕсем ниçта та чарăнса тăмарĕç, кунта Паласкас тăрăхĕнчен килнĕ паллакан çынсем те пулма пултараççĕ тесе, тӳрех малалла çул тытрĕç. Çĕрпӳ патне çитерехпе тин чун кĕчĕ вĕсене. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Аслă Паласпа Кĕçĕн Палас тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем лашапа Шăхранран иртсе вирьял енне кайни вăл тахçантан пĕрре çеç пулкалать. Кӳршĕри шăмăршăсем вара Шăхрана та пăч-пач кăна килкелесе каяççĕ: килти нушана йӳнеçтерме вĕсем е Юхма пасарне çӳреççĕ, е Чĕмпĕре каяççĕ.
Çсрпӳ пасарĕ Çавал çырми çумĕнчен, икĕ хутлă чул çурт картишĕ йĕри-тавра таçтанах купаласа: çавăрнă чул хӳме хыçĕнчен пуçланакан лапам вырăнта пуçтарăнать иккен. Юхма пасарĕ вара шăпах хир енчисемпе вăрман енчисем хушшине, шăп варрине вырнаçнă. Çавăнпа та унта пĕр-пĕринпе тавар улăштарса туянасси хăвăрт пулса иртет. Вăрман варрине вырнаçнă ялсенчи чăвашсем вутă, пушăт, çăпата, катка-пичке, çӳпçе, мăк турттарса килеççĕ, хиртисем вара çав нумай тĕрлĕ тавара пурне те тенĕ пекех ырашпа, тулăпа, пăрипе, сĕлĕпе, ясмăкпа е çăнăхпа улăштарса илеççĕ.
Кунта, Çĕрпӳре, пасарăн сăн-сăпачĕ те урăхларах иккен. Юхмарипе шутласан, хăмаран çапса тунă лавккасем кунта ик-виçĕ хут та ытларах: вĕсен вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть темелле. Анчах чылайăшĕн алăкĕсем çинче пысăк çăрасем çакăнса тăраççĕ. Пĕртăвансем çав пушă лавккасем çине пăхаççĕ те кусен хуçисем те халĕ пирĕн пекех тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ пулĕ тесе шутлаççĕ.
Озеровсем Çĕрпӳрен Ишеке çити лав тытса кайрĕç. Пĕтĕм чăвашьенре кăна мар, Чулхулапа Чĕмпĕр, Теччĕпе Хусан таранах сарăлнă Ишек чиркĕвĕн чапĕ. Озеровсем лав хуçине: эпир ку чиркĕве питĕ инçетрен килетпĕр тесе пĕлтерчĕç. Лешĕ вĕсене пĕр сăмахпах ĕненчĕ. Мĕншĕн тесен Ишек чиркӳне ик çĕр-виç çĕр çухрăмри ялсенчен те чир-чĕрпе хĕне кайнă çынсем, йывăр пурнăçпа тертленекенсем, упăшкисем вăрçăра вилнĕ хĕрарăмсем, пысăк çылăхĕсене каçарттарса çăтмаха лекес текенсем, юратупа шар курниссм — йăлтах, йăлтах çакăнта пуçтарăнаççĕ.
Лав хуçи килĕнче çĕр каçнă хыççăн, Захарпа Петĕр Озеровсем ир-ирех кунтан пилĕк çухрăмри Ишеке çуран утрĕç. Анатри чăвашсемпе вирьялсем хушшинчи уйрăмлăх чăнах чылай иккен. Патăръелпе Елчĕк тăрăхĕнчи ялсем пурте тулли шывлă çырмасен икĕ енĕпе ларса тухнă. Кашни ялĕнчех виç çĕр-тăват çĕр е ытларах кил. Чиркӳсемпе шкулсене пурне те йывăçран тунă. Уйрăм çынсен пӳрчĕсем çине, çаплах лупас тăррисене те нумайăшне улăм витнĕ. Лашасăр килсем хĕлле пӳрте улăм çунтарса ăшăтаççĕ. Кунта вара анатри тăрăхри пек пысăк ялсем çукпа пĕрех. Ку — вĕçĕ-хĕррисĕр çырма-çатраллă, пĕчĕк-пĕчĕк вăрманлă çĕршыв иккен. Çырмасен хĕррипе вак-вак ялсем ларса тухнă, вĕсем пурте пекех йывăçсем айне вырнаçнă. Çулла, йывăç-курăк ешернĕ вăхăтра килес пулсан, патне çитмесĕр те çав ялсем курăнмаççĕ пулĕ. Чылай ялсенче, урамсем варринчех, вун-вун икĕ пĕве. Вĕсенче вирьялсем карас ĕрчетеççĕ, çу каçипех вĕсем пулă çиеççĕ тесен, анатри чăвашсем ĕненес тс çук. Выльăх пăхма та анатрисем пек кĕтӳçĕ тытмаççĕ. Кашни урамри çынсем, черетпе, касăва тухаççĕ те ĕне-сурăха çырма-çатра тăрăх çитерсе çӳреççĕ.
Ишеке çитсен, Озеровсене тепĕр япала тĕлĕнтерчĕ: кунта хĕрарăмсем ытла та путишле тумланаççĕ иккен. Ватă хĕрарăмсем те, хĕрупраçĕ те урисене хура çăм тăла чĕркесе çăпата сырнă, вăрăм кантрисене чĕркуççи таран меллĕн çавăрса пынă, çийĕсене хура шупăр е пĕрмечеллĕ сăхман, ватăраххисем пуçа çĕлĕк тăхăннă. Çуллахи вăхăтра вара вĕсем пасара е чиркĕве аркăсăр шап-шурă кĕпепе, чылайăшĕ хура сăран атăпа çӳреççĕ тет.
Сăрт çамкинче кирпĕчрен купаласа тунă акăш-макăш илемлĕ, пысăк та капăр чиркӳ çуталса-ялтăртатса ларать. Халăхра Ишек чиркĕвĕн чан сассисем çирĕм-вăтăр çухрăма çитиех саланаççĕ текен сăмах та çӳрет.
Кĕтмен тĕлпулу
Озеровсем чиркĕве çитнĕ тĕле ирхи кĕлĕ пуçланманччĕ-ха. Çавăнпа та вĕсем кăштах курса çӳреме шутларĕç. Малтан çырма хĕрринчи лапам вырăна анчĕç. Ку — пасар вырăнĕ иккен: талккишпех хăмаран çапса тунă вăхăтлăх лавккасем, вăрăм сутă сĕтелĕсем тăсăлаççĕ. Паян, пасар кунĕ пулмасан та, унта çынсем, самаях хĕвĕшеççĕ.
Озеровсем кунта вăрах çӳремерĕç, пушă лавккасем вĕçне çитрĕç те, шкул патнелле хăпарса, чул лавккана кĕчĕç, икĕ пурçăн тутăр туянчĕç. Чиркӳ алăкĕ патне çитсен, вĕсен татах тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Тури Яшми ялĕнчи чиркӳ алăкĕ патĕнче, чăнах та, ыйткалакансем пăч-пач тăркалаççĕ-ха, пысăк уяв кунĕсенче йышлăнрах та пухăнаççĕ вĕсем. Кунта вара, Ишек чиркĕвĕ таврашĕнче, ай-уй, мĕн чухлĕ! Пуçĕсене хура тутăр пĕркеннĕ хыткан карчăксем, çĕтĕк-çатăк çи-пуçлă типшĕм стариксем, суккăр-чăлахсем, ача-пăча... Пĕр кĕтӳ! Пурте имшеркке аллисене чиркĕве кĕрсе тухакансем еннелле тăсаççĕ, «христарати» ыйтаççĕ. Хăш-пĕрисем мĕн те пулин парса хăвараççĕ-ха вĕсене, нумайăшĕ пăхмасăрах иртсе каяççĕ.
Сахар кĕсйинчен пĕр пуслăх пăхăр укçасем кăларчĕ те пĕрне вăрăм пӳллĕ типшĕм çын еннелле тăсрĕ. Çавăнтах вĕсен куçĕсем те тĕл пулчĕç.
— Захар Петрович, — мăкăртатрĕ çав путăк куçлă çын, çавăнтах тата. —Петр Петрович, эсир те кунта-и? Иксĕр те-и? —Тесе, тӳп-тӳрĕ тӳрленсе тăчĕ, куçĕсене унталла-кунталла вылятма пуçларĕ. — Паллаймарăр пулас-ха. Хамăр ялсемех.
— Пыр пирĕн хыççăн, —терĕ те Сахар, малалла утса кайрĕ.
Вĕсем пушă лавккасем еннелле утрĕç.
— Авă, çавăнта, çырма хĕрринче, пĕр палланă карчăк пурăнать. Пĕчченех. Хăй халь килте мар, «христарати» ыйтса тăрать. Çавăн патне каяр, —терĕ Сахарпа Петĕре хăваласа çитнĕ ыйткалакан.
Тăвансем пĕр-пĕрин çинĕ пăхса илчĕç: шанма пулать-и ку çынна, çук-и? Каймалла-и унта, каймалла мар-и? Ыйткалакан вĕсем иккĕленнине çийĕнчех тавçăрса илчĕ.
— Атьăр, атьăр. Манăн сирĕн умра çылăх каçарттармалли те пур-ха, — Озеровсем çинелле йăлăнса, ыйтнă майлăрах тинкерчĕ вăл.
Сахар халиччен çынна куçран пăхсах тĕп-тĕрĕс пĕлекенччĕ, çыннăн ăсĕ-пуçĕ куçĕнченех курăнать тетчĕ. Вăл ыйткалакан çине чăр! сăнаса пăхрĕ, унтан тин шăллĕ енне çаврăнчĕ те:
— Мĕнле шутлатăн, Петр Петрович, кайса курăпăр-и хамăр ялсем патне? — тесе ыйтрĕ.
Тетĕшĕ çапла ыйтать пулсан, килĕшмеллех ĕнтĕ.
Ыйткалакан хăлтăр-халтăр тайлăк пӳрте кил; хуçи пекех уçса кĕчĕ. Хăнасене сĕтел çывăхнерех иртсе ларма сĕнчĕ, хăй хуралса кайнă кивĕ кăмака хыçне кĕрсе, темскер кăштăртатма пуçларĕ. Часах вăл çара сĕтел çине çур четвĕрт сăмакун пырса лартрĕ, çăкăр татăкĕсем, сухан пуçĕ, катăлнă йывăç кашăкпа тăвар килсе хучĕ.
— Манăн пĕтĕм пурлăхăм та çакă кăна. Йĕрĕнместĕр пулсан, сĕтел хушшинех куçса ларăр, — сĕнчĕ вăл кулкаласа илсе.
— Çăкăр-тăвартан аслă пулма хушман. Çапах та сăмах-мĕн пуçличчен, лайăхрах ĕçме-çимелли тупса килеймĕн-ши? — ыйтрĕ Сахар.
— Укçа пулсан, Ишекре тем те тупма пулать, Захар Петрович, — тавăрчĕ лешĕ.
— Апла, ме ак сана укçа. Çав карçинккуна ил те тăп-тулли тултарса кил, —терĕ Сахар, кăмака умĕнчи вут-шанкă хунă кивĕ карçинкка çинелле кăтартса.
Укçана курсан, ыйткалакан куçĕсем хаваслăн çуталса кайрĕç.
— Ку укçапа карçинккапа мар, лавпах турттарса килме пулать.
Вăл вуттине хыпалансах кăмака умне купаласа хучĕ, çĕтĕк сăхманне хывса, çине алăк патĕнчи пăтара çакăнса тăракан самаях хӳхĕм пальто тăхăнчĕ, çĕлĕкне улăштарчĕ, «эпĕ çил пек хăвăрт» терĕ те пӳртрен тухса та кайрĕ.
— Кам пулчĕ, чухларăн-и, Петĕр? — ыйтрĕ Сахар, шăллĕ çине кулнă пекрех пăхса.
— Чухларăм çеç те мар, палларăм та ăна.
— Эпĕ те палларăм. Пичĕ-куçĕ йăлтах ашшĕн. Анчах мĕнле килсе лекнĕ-ха кунта? Асту, вăл пире кирлĕ те пулма пултарĕ.
Тетĕшĕпе шăллĕ апла-капла калаçкаланă хушăра, хайхи çын çаврăнса та çитрĕ. Паçăрхи кичем сăнĕ таçта сирĕлнĕ, хăй йăл-йăл кулкалать, сăнĕ-пуçĕ те темле çамрăкланнă майлăрах курăнать.
— Пулчĕ те, Захар Петрович. — Вăл карçинккана сĕтел патĕнчи сак çине пырса лартрĕ, ывăçĕнчи, укçине Озеров еннелле тăсрĕ. — Ку сдачи.
— Кирлĕ мар. Чиксе хур кĕсйӳне. Ĕçленĕшĕн пултăр, — терĕ Сахар.
Ку сăмахсене илтсен, ыйткалаканăн сăн-пичĕ пушшех çуталса кайрĕ.
— Эсир, Захар Петрович, ĕлĕкхи пекех ырă кăмăллă иккен, —тесе, ывăçĕнчи укçана кĕсйине чиксе те хучĕ. — Тавтапуç.
Сĕтел çине майлаштарса пĕрер черкке ĕçнĕ хыççăн калаçса кайрĕç.
— Эсĕ Саплăк Мĕкĕти ывăлĕ Хĕлип пултăн. Тĕрĕс калатăп-и? — ыйтрĕ Сахар.
— Ара çав.
— Эппин, йĕркипе те тĕрĕс каласа пар-ха. Ку таранччен мĕншĕн яла таврăнмарăн эсĕ? Ăçта тĕнче касса çӳрерĕн?
— Чим-ха, Захар Петрович, тепĕр стакан сăмакун тĕплем малтан. Ку, темскер, сахалтарах пек пулчĕ.
— Сăмакун мар, ак, кунах тултарса ĕç, Хĕлип.
— Ку ытла хаклă вăл. Тата... пĕччен ĕçме те аван мар мана.
Сахар пуçланă кĕленчине илчĕ те пĕр черккене шăлами тултарчĕ.
— Акă, ĕç. — Хĕлипĕн алли сиксе чĕтренине асăрхасан çапла хушса хучĕ. — Вăйлă мухмăр иккен сан. Ку ĕçмесĕр иртмест.
Хĕлип, иклеткелесе илсе, черккери эрехе ĕçрĕ те тутине çанă вĕçĕпе шăлкаларĕ.
— Çанăпа мар, ак çакна çыртмалла, — тесе, Петĕр Хĕлипе кутамккинче юлнă шăрттан татăкне тыттарчĕ.
Хĕлип шăрттана кавлекелесе урй çине тăчĕ, утса çаврăнчĕ, унтан каллех сак çине пырса ларчĕ.
— Манăн ним суймалли те çук сирĕнтен, — терĕ вăл, ӳсĕрсе илсе. — Пĕлетĕр, атте ман лаша вăрри пулнă. Пыра-киле вăл мана та çав ремеслана хăнăхтарма пуçларĕ. Пĕрремĕш хут аттепе пĕрле, вун пиллĕк тултарсан, лаша вăрлама кайрăм. Курнă ĕнтĕ, эпир питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Вăрланă лашана киле илсе таврăнса пусрăмăр. Пĕр эрне чат çав какая çисе пурăнтăмăр. Лаша какайĕ ытларах ӳте каять тени тĕрĕсех пулчĕ: вăй кĕме, ӳт хушăнма пуçларĕ. Унтан акă умлăн-хыçлăн икĕ лаша вăрласа, Пăва леш енчи тутара çур хакпа сутрăмăр. Çав тутар; пире татах хĕтĕртме тытăнчĕ. Тата икĕ лаша вăрласа сутрăмăр ăна. Мĕн тăвать-ха ку тутар çавăн чухлĕ лашапа, шухăшлатăп хам. Унтан пĕрре çапла Çĕпрел пасарне кайрăм та пăхатăп — хайхи тутар пирĕн лашасене виçĕ хут хаклăрах сутать. Вара эпир те вăрланă янаварсене хамăрах аякри пасарсенче сутма тапратрăмăр. — Хĕлип, калаçма чарăнса, сĕтел çинчи ĕçсе яман эрехĕ çине пăхса илчĕ, унтан ăна тĕплерĕ те шăрттан çыртрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...