Çавраҫил :: Вунпиллӗкмӗш сыпăк
Çул çинче
Сахарпа шăллĕ, урам вĕçне çитсен, кăштах чарăнса тăчĕç.
— Петĕр, хальхинче пирĕн çул Пăваналла мар, çурçĕрелле пулать. Шупашкара çитмелле, унта Сергейпе Хрестука шыраса тупмалла, — пĕлтерчĕ тетĕшĕ.
Ку сăмахсене илтсен,! Петĕрĕн пĕтĕм кĕлетки сă-ăрр! туса, чĕтресе илчĕ — тетĕшĕ тем тесен те ырă мар шухăш тытнă. Анчах çакна вăл ним чухлĕ те систермерĕ.
— Эсĕ мĕнле хушатăн, çапла пулать, —тесе çеç тавăрчĕ.
Вĕсем, Палас урлă каçса, тутар çăви çине пырса тухрĕç, ял хĕррипе çаврăнса, Хирти Пăвана каякан урапа çулĕ патне çитрĕç.
— Мĕнле шутлатăн, тете, Хветле аппа патне кĕрсе канмалла мар-ши? — ыйтрĕ шăллĕ.
— Çитсен курăнĕ. Халĕ пирĕн васкас пулать, хамăр ялтан аяккарах кайма тăрăшмалла, — хуравларĕ Сахар. — Эсĕ малта пыр.
Вĕсем хытăрах утма пуçларĕç. Петĕрĕн вăрăм та вăйлă урисем иккĕ ярса пуснине тетĕшĕн виçĕ утăм тума тивет. Иккĕшĕн аллинче — авăнчăк тыткăçлă шĕвĕр вĕçлĕ алюмини туя: çăмăл та, шанчăклă та... Петĕр утать те утать, каялла çаврăнса пăхать — Сахар хăйĕнчен юлмасть-и, ĕлкĕрсе пырать-и тет ĕнтĕ. Çук-ха, Озеров-асли, кăштах уксахлать пулин те, туйине таклаттарса çирĕпех утать.
Самантлăха паçăрхи асар-писеррĕн тулашакан çил самаях лăпланнă пек пулчĕ, анчах ку вăраха пымарĕ, кĕтмен-туман çĕртенех çил çурçĕр-хĕвел тухăç енне куçрĕ. Апла, ырринех кĕтмелли çук. Ку енчен яланах сивĕ çил вĕрет. Хальхинче те акă çаплах пулчĕ, вăйланнăçемĕн вăйланса пырса,1 пит-куçа çатăрах чĕпĕтме пуçларĕ. Сахар, Петĕрĕн сулахай енне куçса, ун хӳттипе утрĕ.
— Кăштах ерипентерех каяр-ха, Петĕр. Çак сăрта улăхса çитсен ял та инçе мар.
— Юрать, ара. Тĕме урлă каçсан, хамăр ял кăна та мар, Тутар Яшми те курăнми пулать.
Анаталла вĕсем каллех васкаса утрĕç, ял палăрма пуçласан, майĕпентерех кайрĕç. Сивĕ çил вара вичкĕнленсех, шухăлансах, вăйлансах пычĕ.
Ял хĕрринчи пахча патне çитсен, Сахар шăллĕне сулахай аллинчен ярса тытрĕ те:
— Тăхта-ха, Петĕр, çакăнта кăшт сывлăш çавăрса илер, — терĕ.
Кунта, Хирти Пăвара, Сахарпа Петĕр хушшинче çуралнă Хветле те пурăнать. Хуçалăхĕ самаях тĕреклĕ-ха вĕсен. Килĕ-çурчĕ те аптăрамасть, выльăх-чĕрлĕхĕ те пур. Ахаль чухне пулсан, кунта вĕсем çĕрлехи вăрă-хурахсем пек мар, урхамах кӳлнĕ тăрантаспах кĕрлеттерсе килмеллеччĕ, Хветле килĕнче киленичченех ĕçсе-çисе савăнмаллаччĕ.
— Мĕнле, тете, Хветле аппа патне кĕмĕпĕр-и? — иккĕленерех ыйтрĕ Петĕр.
— Çук, юрамасть, — терĕ Сахар, кăштах шухăшласа тăнă хыççăн. — Килсе тĕрĕслесе кайма та пултарĕç. Анчах пăртак канмаллах пирĕн. Апатланса вăй илмелле те кунтан сакăр çухрăмри Терпĕрте çитсе ӳкмелле.
— Эппин, тен, çав арпалăхра чарăнăпăр, — сĕнчĕ Петĕр, пахча вĕçĕнчи арпалăх еннелле кăтартса.
— Атя, унта çын-качка курас çук, — килĕшрĕ Сахар. Вĕсем арпалăхăн çатан алăкĕ патне пычĕç, ăна кăшт уçсанах, тăп-тулли чыхса тултарнă арпа ишĕлсе анчĕ.
— Авă, лере мунча пур. Унта майлăрах мар-и, —сĕнчĕ Петĕр.
Вĕсем арпалăх алăкне тĕке-тĕке хупкаларĕç те, мунча еннелле утрĕç. Çывăхарах çитсен, хĕпĕртесех кайрĕç: аякранах силе май мунчан ăшă шăрши кĕрет: çыннисем каçхине кăна çăвăннă пулмалла. Тен, ăшă шывĕ те юлнă пулĕ.
Çитрĕç. Çĕр çумне лапчăнса-пĕкĕрĕлсе ларнă кивĕ мунча тĕнинчен пăс тухни те курăнать. Вăт телей! Сивĕ çил çинче хытăркаса килнĕ хыççăн ăшă мунчара канаççĕ те халь, малалла утаççĕ. Кивĕ хăмаран çапса тунă алкум алăкне уçса (телей, питĕрмен) шала кĕчĕç, мунча алăкне хыпашласа тупрĕç. Петĕр ăна хăй еннелле туртса уçрĕ те, сылтăм урипе шалалла ярса пусрĕ. Анчах ури мунча урайне мар, темĕнле çемçе япала çине лекрĕ, унтан çавăнтах хĕрарăм çари! çухăрса янă сасă янăраса кайрĕ. Тур çырлахах! Петĕрпе Сахар тăруках нимĕн тавçăраймасăр, ним тума пĕлмесĕр шак! хытса тăчĕç. Мĕн амакĕ-ха кунта? Мĕн тумалла? Çемçе япала йăшăл-яшăл туса илчĕ те — Петĕр ури айĕнчен çухалчĕ. Кĕçĕн Озеров йăпăр-япăр кĕсйинчи хунарне кăларса, ун çутине хăй умнелле тĕллерĕ. Хальхинче тăруках икĕ хăрушла сасă янăраса кайрĕ — арçынпа хĕрарăм сассисем. Вĕсем урайĕнче çаппа-çарамас выртаççĕ, хăйсем вара хунар çути хыçĕнчи Петĕре пач курмаççĕ. Çӳçĕ-пуçĕ арпашăнса сапаланнă, сиксе чĕтрекен арçынĕ хăй умне милĕкпе хуплама тăрăшать, çарапакартан хĕрарăмĕ ун хыçне хĕсĕнет. Акă, вĕсем тăрса ларчĕç те хăйсем çине вĕçĕ-хĕррисĕр хĕрес хума пуçларĕç.
— Петĕр, мĕн унта? — ăнланмарĕ Сахар.
— Адампа Ева мунча кĕреççĕ. Кĕрсе кур, мĕнле çăвăнаççĕ, — яланхи пекех лăпкăн каларĕ те шăллĕ, Сахара алăкран хăй патнелле ирттерсе тăратрĕ, хăй сехрисем хăпнă арçынпа хĕрарăм енне çаврăнчĕ. — Ан хăрăр, шуйттансем мар эпир, çынсемех. Хăвăр ĕçе тăвăрах, эсир кунта мĕнле çылăха кĕнине никама та шарламăпăр. Каяр, тете. — Озеров-ксçĕнни хунарне сӳнтерчĕ, мунчапа алкум алăкĕсене лайăх хупса хăварчĕç.
— Пулмарĕ ку ялта канса илесси. Терпĕртех çитсе ӳкер. Ку таврари ялсенче пире паллакансемех пулас çук. Кусем те хыçалтан хăваламĕç. — Сахар, мунча патĕнчен пăрăнса, тăкăрлăка тухрĕ.
Вĕсем чалăшшăн касса вĕрекен сивĕ çил çинче малалла утрĕç. Терпĕрте тул çутипе çитрĕç. Хĕвел тухни курăнмарĕ. Витĕр касакан сивĕ çил ялтан хĕвелтухăç еннерехри вăрман хыçĕнчен тулашса вĕрет, умлăн-хыçлăнах татти-сыпписĕр йăтăнса килекен хура кăвак пĕлĕтсене ял еннелле хăвалать. Аяларахран шуса килекеннисем чиркӳ хĕреснех перĕнсе иртеççĕ, анчах ванса-саланса каймаççĕ, хăватлă çил вăйне парăнса, шавах малалла куçаççĕ. Хĕрес пĕр пĕлĕт ăшĕнчен тухса кăшт çуталса илет те, тепĕр пĕлĕте хирĕç ишсе пырса, унăн авăрне чăмнă пек туйăнать.
— Ку яла эпĕ виçĕ хутчен çеç лавккапа килнĕ. Ытларах вырăнти сутуçăсем — Нĕркеçпе Янкурас лавккаçисем — хуçаланаççĕ кунта, — терĕ Сахар, майĕпентерех утса. — Пĕр лавккаçне лайăх пĕлетĕп те, кĕрсе курăнас мар. Ав çав начар çурта кĕрсе канăпăр луччĕ. Çул çинче унашкаллисем аванрах. Тĕттĕм халăх ухмах вăл. —Сахар аллипе урамалла пĕр чӳрече, картишнелле икĕ чӳрече тухакан улăм витнĕ пӳрт еннелле кăтартрĕ.
Картишне кĕчĕç. Вĕсене хирĕç шурă пански чăлхи çинчен вĕр-çĕнĕ çăпата сырнă, çине пĕрмечеллĕ сăхман тăхăннă, пуçне шерепеллĕ чечеклĕ тутăр çыхнă çап-çамрăк хĕр тухрĕ. Тути çӳхе, сăмси тӳрĕ, куçĕсем çĕмĕрт пек хура. Хĕр çил хапхаллă картишне икĕ арçын кĕнине курсан ним калама аптăраса тăчĕ.
— Якши мăни, кăзăм?1 — терĕ Петĕр, кăштах пуçне тайса.
— Якша элĕ. Усекĕс нииччĕк? —тавăрчĕ хĕр. — Килдĕ-гĕс булса, кĕрĕп чăгăгăс2.
Терпĕртре тĕне кĕнĕ мишерсем пурăнаççĕ. Калаçасса вĕсем хăйсен чĕлхипех, мишерлех калаçаççĕ-ха, анчах хаяр Иван патша вăхăтĕнче Христос тĕнне йышăнтарнăскерсем, çавăнтан варах православи тĕнне тытса пыраççĕ.
Ялта кашни шăматкунах пысăк пасар пулать. Унта таврари çирĕм-вăтăр ял халăхĕ пуçтарăнать. Çавăнпах ĕнтĕ ку ялта пурăнакансем палламан ют çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Сахарпа Петĕре ăнсăртран хирĕç тухнă хĕр чĕнмен хăнасене пӳрте ертсе кĕчĕ.
— Эни, кунаклар килтĕлер. Чей урттăртик элĕ3.
Чаршав хыçĕнчен аллă патнелле çывхарнă вăтам пӳллĕ хĕрарăм тухрĕ. Çине килте тăватă тĕслĕ çиппе тĕртсе тунă тăваткăл-тăваткăл чечеклĕ пиртен çĕленĕ икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă, кăкăр умне улача саппун çакнă.
— Ярар, кăзăм, ярар, — терĕ те хĕрарăм, хăнасем еннелле çаврăнчĕ:— Сĕс утăрăгăс елĕ, утăрăгăс4..
Инçе çултан ывăнса килнĕ хăнасене пĕр пĕлмен-палламан çынсене çапла кăмăллăн йышăнни тăвансене савăнтарсах ячĕ. Хăнасем те мишерле шăкăртаттарсах калаçни кил хуçисене те килĕшрĕ. Вĕсем кĕçех пĕр-пĕринпе тахçантанпа пĕлнĕ çынсем пек сăмахлама тытăнчĕç. Терпĕрт— тĕне кĕнĕ тутарсен ялĕ. Кунти çынсем чиркĕве çӳреççĕ, чăваш тумĕ тăхăнаççĕ, калаçасса вара мишерле калаçаççĕ.
Сахар Абдул лавккаç çинчен, лавкки халь ĕçлени-ĕçлеменни çинчен ыйтса пăхма шутланăччĕ, анчах ку шухăша çийĕнчех прахăçларĕ, çакă хăйсене сиен кӳме çеç пултарĕ тесе шухăшларĕ.
— Калăр-ха, ырă çынсем, сирĕн енче калхус пирки мĕн калаçаççĕ тата? — ыйтрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Тăвансем пĕр-пĕрин çине куç ывăтса илчĕç. Паллă, явапне Сахарăн памалла пулать. Анчах вăл мĕн те пулин калас вырăнне хăй ыйтрĕ:
— Сирĕн хăвăрăн мĕнле кунта?
— Малтан хăратсах ирĕксĕр çырăнтарчĕç. Халĕ ак, каллех салатса ячĕç, — пĕлтерчĕ хĕрарăм.
— Салатса ячĕç-и е çыннисем хăйсем саланса кайрĕç-и? —уççăнрах пĕлесшĕн пулчĕ Озеров.
— Хăйсем саланчĕç. Хам та тухас тенĕччĕ те, Зейнеп кăлармас.
Калаçнă хушăрах амăшĕпе хĕрĕ сĕтел çине майлаштарма пуçларĕç.
— Ларăр, çырткалăр, чей ĕçĕр, — терĕ те кил хуçи, чаршав хыçне кĕрсе кайрĕ.
Зейнеп Сахар умнерех пырса тăчĕ те:
— Эпĕ Абдул лавккаç патĕнче тарçăра ĕçленĕ чух сире курнăччĕ. Астăватăп, сирĕн Сергей ятлă ывăл та пур. Çапла-и? — ыйтрĕ хĕр.
Сахар шалтах тĕлĕнсе кайрĕ, пĕр хушă ним калама аптăраса ларчĕ. Вăл çак çĕтĕк-çатăк пӳртре хăйне никам та пĕлмĕ тесе шутланăччĕ, кунта ав ăна хăйне çеç те мар, Сергее те пĕлекен çын тупăнчĕ. Мĕн каламалла ĕнтĕ хĕре?
— Таварсене йăлтах Совета патăм эпĕ. Сергей комсомола кĕчĕ, колхозра ĕçлет. Хам та колхозрах. Утарта кăштăртататăп. Халĕ, акă, юлташпа пĕрле хуртсем валли карас туянма каятăп-ха, — тавăрчĕ Сахар.
— Сире колхоза илчĕç-и вара?
— Эпĕ пуян çын пулман вĕт-ха. Пĕчĕкçĕ лавкка кăна тытнă. Колхоза та ялта пуринчен малтан çырăнтăм.
— Вăт, анне, — йăл кулса илчĕ те хĕр, чаршав еннелле çаврăнчĕ. — Мучин акă лавкка та пулнă, хăй çавах колхоза кĕнĕ. Ывăлĕ те колхозрах ĕçлет тет. Пирĕн мĕнрен хăраса тăмалли пур?
Чаршав хыçĕнчен амăшĕ тухрĕ.
— Сирĕн калхус саланса каймарĕ-и вара? Пурте çырăнчĕç-и? Хирĕç тăракансем пулмарĕç-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ кил хуçи.
Петĕр тетĕшĕ çине пăхкаласа илчĕ, ăна килĕшмен сăмах персе ярасран асăрханса, ним сăмах та шарламарĕ.
Апатланса вĕри чей ĕçнĕ хыççăн тăвансен шăм-шакĕ лăштăрах кайрĕ. Килте пулас пулсан, салтăнмалла та çемçе вырăн çинче вилнĕ пек çывăрмалла кăна ĕнтĕ. Кунта та çав шухăшпа кĕнĕччĕ вĕсем: Пĕлмен-палламан çынсем патĕнче апат çикелесе чей ĕçес те, кăштах выртса канас, унтан, вăй илсе, малалла утас тенĕччĕ — пулмарĕ: мунча пек пӳртре те, ав, пĕлекен çын тупăнчĕ.
— Пирĕн колхоз, тăхлачă, ытлашши шăв-шав тумасăр чăмăртанчĕ. Ну, апатшăн, чейшĕн рехмет сире, — терĕ те Сахар, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Петĕр те çаплах турĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...