Çавраҫил :: Вунвиҫҫӗмӗш сыпăк
— Капла мар-ха, ачасем, типĕлле мар, — Терĕ те, хĕр енне çаврăнчĕ. — Верук, хуран çакса чей вĕрет-ха. Çул çинче ăшĕсем те пиçнĕ пуль. Тĕнче тăрăх хам нумай çӳренĕ.
— Халех, асатте. — Хĕр кĕнчелине кăпăр-капăр пуçтарчĕ те, тем хушăра хуран айне чĕртсе яма та ĕлкĕрчĕ.
Килнĕ хăнасем часах хăмаран тунă сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç, кил хуçине те вĕсем хăйсемпе пĕрле чей ĕçме чĕнчĕç.
— Ларăр, ушкăнпа апат тутлă пулакан, — тараватлăн сĕнчĕ Иван кил хуçисене.
Вăрманта ӳсекен техĕмлĕ курăкпа вĕретнĕ чее ĕçнĕ май сăмах хутаçĕ те салтăнса пычĕ.
— Пирĕн Верук паян каласа тĕлĕнтерчĕ-ха, — пуçларĕ карчăк, вăл-ку ăпăр-тапăрсем çинчен калаçнă хыççăн.
— Мĕн каласа тĕлĕнтерчĕ-ха вăл? — ыйтрĕ Сергей.
— Верук, кил-ха, ара. Кусем хамăр пек çынсемех. Юнашар ларса чей ĕç те, хăв мĕн курса илтнине хăвах каласа пар. Ан ютшăн. Çынсемпе хутшăнса калаçма вĕрен, — хушрĕ карчăк.
— Чăнах та çав. Пиртен мĕн ютшăнмалли? Эпир хĕр пăхма та, хĕр вăрлама та килмен. Пиртен хăран пулсан, асаннӳпе юнашар лар. Мĕн курса, мĕн илтрĕн-ха паян? Кăсăк пулсан, киле çитсен ял-йыша каласа парăпăр, — сĕрме пуçларĕ Иван.
Хĕр чăнах та хăюланчĕ, асламăшĕ çумне пырса ларчĕ, сĕтел хĕрринчи хурантан йывăç çăпалапа чей ăсса илсе курки çине ячĕ.
— Паян ирпе пирĕн яла икĕ лав килсе кĕнĕ, — пуçларĕ вăл хăй сăмахне. — Тяпук мучи çак вăхăтра шăпах урам тăрăх пынă. Пăхать те, лашасем пирĕн ялăн мар иккен. Чарăнма хушать çаксене. Унччен те пулмасть, икĕ лавĕ çинчен иккĕн сиксе анаççĕ. Пуçлаççĕ хайхисем старике чăпăрккапа ăшалама.
— Апла ырă çынсем пулман ĕнтĕ вĕсем? — хĕре малалла калаттарасшăн пулчĕ Иван.
— Унччен те пулмасть, пĕр лавĕ çинчен хĕр çухăрса ярать. «Тетесем, ял халăхĕ, пулăшăр мана! Мана вĕлерме илсе каяççĕ!»
Çапла темиçе хутчен кăшкăрнă вăл. Кăна çывăхри çынсем те илтме ĕлкĕрнĕ. Анчах нумай кăшкăрайман. Лешсем старике çапса сирпĕтеççĕ те хăйсем хĕр çине хăпарса лараççĕ. Вырăн çинчен тăрса урама чупса тухма ĕлкĕрнĕ арçынсем ял вĕçĕнче шарт сиккипе пыракан лашасене çеç асăрхаса юлма ĕлкĕреççĕ.
— Вара, вара. Хыçалтан хăвалакан пулман-и вĕсене? — васкатрĕ Сергей.
— Вăл вăхăтра кам хăвалатăр?! Таçта илсе каяççĕ-ха ăна, çав танатана лекнĕскере.
— Кайран, кăнтăрла, каçкӳлĕм мĕн калаçрĕç вĕсем çинчен? — çаплах васкатрĕ, çине тăчĕ Сергей.
— Каçхине Чăваш Яшминчен пĕр комсомол хĕре вăрласа кайнă, тет. Ана пĕр пуян ачи юратнă, тет. Çавă вăрласа кайнă ĕнтĕ, урăх кам пултăр теççĕ çынсем, — ăнлантарчĕ Верук.
— Сирĕн ялта кам патне те пулин чарăннă-и вĕсем? — лăпкăн ыйтрĕ Иван.
— Чарăнман теççĕ. Чарăннă пулсан, советсен аллине тытса параттăмăр теççĕ.
— Апла мĕскĕн хĕре ăçта илсе кайма пултарнă-ши?
— Кăна никам та пĕлмест. Лашасем вăрман çулĕпе кĕрсе кайнине çеç пĕлеççĕ, — тавăрчĕ кил хуçи мăнукĕ.
— Вăт мĕнлерех пурнăç, ачасем. Совет влаçĕ пулнăранпа миçе çул иртрĕ, пуян çын ачисем вара çаплах иртĕнме пăрахмаççĕ, — терĕ те старик, карчăкĕ енне çаврăнчĕ. — Пирĕн вăхăтра тата мĕнлеччĕ, карчăк, э?, Чи маттур хĕрсене кăнтăр кунĕнчех вăрлатчĕç.
— Çаплаччĕ, çаплаччĕ. Халĕ саккунĕ хытă теççĕ те, çук пуль çав, ун пекех пулса пĕтеймест пуль çав, — ассăн сывласа илчĕ карчăк.
— Ну, хуçисем, пысăк тав сире. Чей те ĕçрĕмĕр, хăна та пултăмăр, хыпарсем те пĕлтĕмĕр. Чипер, сывă пурăнăр, сывлăхлă пулăр, — терĕ Иван, кутамккине çыхса.
— Мĕншĕн çаплах çĕр хута васкатăр? Тиркеместĕр пулсан, çывăрсах кайăр. Ытах хытă тесен, типĕ улăм пур, — мăкăртатрĕ старик.
— Ырă кăмăлушăн тавах, асатте. Эпир каяр-ха. Тавтапуç сире. Ырă каç пултăр, — тесе, Иванпа Сергей пӳртрен тухрĕç те чарăнса тăчĕç.
— Ну, вăт, Сергей, йĕрĕ çине ӳкрĕмĕр. Юмахри пек. Малалла мĕнле, мĕн тăвăпăр?
— Йĕр çине çеç мар, Иван, вĕсем халь ăçтине те пĕлтĕмĕр.
— Мĕнле «пĕлтĕмĕр»? Вĕсем яла чарăнман-çке? Таçти мур шăтăкне вĕçтернĕ-ха? — тĕлĕнсе, иккĕленсе илчĕ Иван.
— Ниçта та мар, çав утарти çуртра вĕсем, — тесе вĕçлерĕ Сергей.
— Апла мĕн тăвăпăр?
— Тӳрех çавăнта, утара каятпăр, — тавăрчĕ Сергей. — Вилетĕп, пĕрех Хрестука хăтаратăп. Хамăн савнă тусăма Уçăпа мăшкăллама памастăп. Мантăн-им, Иван? Тилĕ çĕлĕкĕнчен хăтартăмăр ăна, Кăтраран та хăтаратпăр. Йытти алăкран кĕме памасан, акă, çакăнпа, — Сергей наганне тытса кăтартрĕ. — Кайрăмăр. Эпĕ çулне лайăх пĕлетĕп. Пирĕн телее, авă, уйăх та мĕнлерех çутать.
Вĕсем урам варринчи çулпа ялăн тепĕр вĕçнелле утрĕç. Шăпах. Унта-кунта çеç хăйă çутисем курăнкалаççĕ, темлерен йытă вĕрни илтĕнет те каллех шăпланать. Кĕçех Иванпа Сергей хыçĕнчен килнĕ Чăваш Яшми çамрăкĕсем хăваласа çитрĕç. Канашларĕç. Унтан пурте чупнă пек хăвăрт малалла утса кайрĕç.
Акă вăрман. Пĕр хушă чарăнса тăрса итлерĕç. Нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Каллех малалла васкарĕç. Çул урлă, куçĕсене кăвар пек ялкăштарса, çĕрлехи тăмана таçталла вĕçсе кайрĕ.
Акă утар та. Уйăх çутинче вĕллесем аванах палăраççĕ. Кунтах икĕ ватă юман хушшине туса лартнă пӳрт. Çавăнта пулма кирлĕ халĕ Уçăппа Хрестук. Чим, мĕнле сасă ку? Хрестук сасси-çке? Çавăн! Çамрăксем утар пӳрчĕ çывăхĕнче тимлĕн итлесе тăчĕç. Сергейпе Иван та сывламасăр итлеççĕ. «Çывăха ан кил! Чикетĕп! Асту, тапран кăна! Кил кăна çывăха! Тӳрех мăйăнтан касатăп! Хам та пĕтем, сана та пĕтеретĕп!» Ку Хрестук сасси, тарăхнипе-ши, сасси тытăнчăклăрах тухать. Паллă, Уçăп ун патне пырасшăн, мăшкăлласшăн, хур кăтартасшăн вăл ăна. Хĕр вара хайне çирĕп хӳтĕлет. Ун аллинче, чăнах та, çĕçĕ пулмалла. Тата кам пур-ши унта? Акă тĕнĕ. Унтан çутă пайăрки ӳкет. Хĕр сасси те çав тĕнĕ шăтăкĕнчен хĕсĕнсе тухать. «Хрестук, пăрах хирĕçме. Эпĕ юрататăп-çке сана. Пĕрле пурăнăпăр. Хулана каятпăр». Ку — Уçăп сасси. «Кирлĕ мар эсĕ мана! Манăн Сергей пур! Кăтартать-ха вăл сана! Пĕрех кăтартать! Ан тапран тетĕп! Чикетĕп!»— хаяррăн çухăрать хĕр. Ку — Хрестук сасси. Миçен-ши вĕсем унта? Вуннăн, çĕрĕн пулччăр хăть! Хрестука хăтармаллах! Мăшкăллама памалла мар! Çак шухăшпа Сергей юлташне аллинчен тытрĕ, пӳрт патне кайма систерчĕ, анчах хӳшĕрен сиксе тухнă пăру пек йытă, харкашса-тулашса, вĕсем çине сикме тăчĕ — ĕлкĕреймерĕ: Сергей аллинчи наганран вĕçсе тухнă пуля унăн пуçне шăтарса тухрĕ. Йытă, хăрушла йынăшса, мăйĕнчи сăнчăрне чăнкăртаттарса, айккинелле сиксе ӳкрĕ, çавăнтах тӳнсе кайрĕ те, урисене выляткаласа, шăпăртах пулчĕ. Çак вăхăтра тепĕр ӳплерен темле хура мĕлке сиксе тухрĕ — утар пӳрчĕ çывăхĕнче темиçе çын чупкаланине курса, пĕр сасă тумасăр чăтлăха тапса сикрĕ. Паллă, ку Уçăпа сыхлакан, анчах та унăн шанчăксăр хăравçă юлташĕ пулчĕ. Ун хыççăн хăвалама та кирлĕ мар, кайран пĕрех паллă пулать.
Сергейпе Иван, унтан вĕсен юлташĕсем те алăк патне чупса çитрĕç,! Алăка тул енчен çаклатса çăра вырăнне пӳрне хулăнăш патак чиксе питĕрнĕ. Сергей ăна çавăнтах кăларса илсе айккинелле печĕ. Алăка туртса пăхрĕ — уçăлмарĕ: шалтан çаклатнă иккен.
— Итлĕр! Алăка уçăр та пĕрерĕн-пĕрерĕн тухăр! Вĕлерместпĕр! Илтрĕр-и?! Саккун ячĕпе калатăп! —кăшкăрчĕ Сергей.
Çак самантра Иван пĕтĕм кĕлеткипе сулăнса пĕррех вирлĕн туртрĕ те, алăка çаклатнă тимĕр çекĕл тăпсинчен тăпăлса тухрĕ. Алăк сулăмĕпе Иван хăй те темле çеç ура çинче тытăнса тăчĕ. Тахăш самантра алăк сулли урлă каçма ĕлкĕрнĕ Сергей чи малтанах пӳрт кĕтессинерех хĕсĕнсе тăнă Хрестука курчĕ. Унăн çӳçĕ-пуçĕ саланса кайнă, куçĕсем хаяррăн йăлкăшса пăхаççĕ, аллинчи сарă тутăх витнĕ авăрсăр çавине, кĕç-вĕç касма хатĕрленсе, пуç тăрринелле çĕклесе тытнă. Уçăп урай варринче саркаланса тăрать, хăй самаях хĕрĕнкĕ, пит-куçĕ сӳрĕк кулăпа ейĕлнĕ, аллисене, тем каласшăн пулса, Хрестук еннелле кăнтарнă.
— Павăл! Ăçта эсĕ?! Кил кунта! —кăшкăрса ячĕ Уçăп, алăкран тухса сирпĕнме тăчĕ, пулмарĕ — Иван ун кăкăрĕ тĕлне кинжалне тытрĕ, çав самантрах тепĕр аллипе Уçăпа ĕнсинчен пĕрре чышсах урайне йăвантарса та ячĕ.
— Сер-гей!... Ива-ан! —Хрестук кăшкăрса, Сергей мăйĕнчен çакăнчĕ те ӳлесе ячĕ, унтан ĕсĕклеме пуçларĕ, чылайччен пĕр сăмах та калаймарĕ, аллисене те тусĕн мăйĕнчен вĕçертме пултараймарĕ.
— Лăплан, Хрестук. Текех санăн никамран та хăрамалли çук, — терĕ тусĕ, хĕре çурăмĕнчен лăпка-лăпка ачашласа.
Хрестука тинех тăн килсе кĕчĕ пулас. Вăл тăруках Сергейрен уйрăлчĕ те урайĕнче ӳпне тăсăлса выртакан Уçăпа пĕтĕм вăйран айăкĕнчен пырса тапрĕ:
— Этем мар, йĕксĕкрен йĕксĕк эсĕ! Каларăм вĕт Сергей килет, шăпу тулать тесе. Парăнтарасшăн пултăн, парăнмарăм! Сергей, парăнмарăм эпĕ. Ĕнен, — тесе, хĕр каллех икĕ аллипе Сергее мăйĕнчен çавăрса илчĕ, ăна вĕçĕ-хĕррисĕр чуптума пуçларĕ. Унтан, вĕçерĕнсе, Иван умне пырса тăчĕ. — Иван, сана та тав. Эсĕ те мана иккĕмĕш хут намăсран çăлăнма пулăшрăн. Ĕмĕр пулсан, Сергейпе иксĕмĕр сана виличченех манмăпăр, — терĕ те Хрестук, йĕкĕтсем çине пăхса илчĕ. — Халĕ мĕн тăвăпăр? — терĕ.
— Паллă. Аллисене çыхса, малтан яла илсе каятпăр, унтан — милици аллине. Лере унта йĕркине пирĕнтен лайăхрах пĕлеççĕ, — кĕскен хуравларĕ Сергей. — Хрестук, утар хуçине, шур сухаллă старике, куртăн-и эсĕ кунта? — хĕр еннелле çаврăнчĕ Сергей.
— Куртăм. Паянлăха кунта эсир хуçа. Эпĕ яла кайса мунча кĕретĕп-ха, — терĕ вăл.
— Апла хăй çылăхне мунча кĕрсех тасатма кайнă вăл, — куларах каларĕ Иван.
Уçăп пĕр сăмах та чĕнмерĕ, куçĕсене çеç шиклĕн мăчлаттарса пăхрĕ. Тăма хушсан, тăчĕ, аллисене те хăех çурăм хыçне тытрĕ, ним шарламасăр çыхтарчĕ. Сергейпе унăн юлташĕсем, Уçăпăн Начар Упи ялĕнчи тăванĕсен куçне курăнас мар тесе, Чăваш Яшмине ял витĕр мар, пахчасен хыçĕпе çул тытрĕç. Аллисене каялла çыхнă Уçăп малта сулланса утса пычĕ.
Тепĕр икĕ сехет пек вăхăт иртсен, утара пĕр ушкăн çын кĕшĕлтетсе çитрĕ. Вĕсене Уçăп юлташĕ Павăл ертсе килнĕ иккен. Шыраман вырăн та хăвармарĕç вĕсем, анчах ӳпле айккинче йăваланса выртакан йытă виллисĕр пуçне, никама та тупаймарĕç. Сергейпе Хрестук тата вĕсен юлташĕсем аллисене çыхнă Уçăппа пĕрле ку вăхăт тĕлне Чăваш Яшми ял Совечĕ умне çитсе чарăнчĕç.
Хăтарнă хыççăн
Председатель кĕçĕр килне те кайман иккен (уйрăмах ответлă тапхăрта вăл яланах ял Советĕнче çĕр каçать, ку унăн йăлине кĕнĕ).
Çамрăксем калаçнине илтсенех вăл малтан алкумне тухрĕ. Итлесе пăхрĕ, вара урама васкарĕ — ун çине Хрестук ыткăнчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...