Çавраҫил :: Вунвиҫҫӗмӗш сыпăк
Хрестука вăрланă
Кĕтӳ хăвалама тухнă хĕрарăмсем пĕр çĕре пухăннă та çĕр каçа пулса иртнĕ ялти хыпарсене шĕкĕлчеççĕ.
— Пĕлетĕр-и? Хрестука вăрласа кайнă, тет, кĕçĕр, — терĕ пĕри.
— Тур çырлахах! Куна пустуй калатăн пулĕ эсĕ, — ĕненмерĕ тепри.
— Ак сана хĕрес! — сăхсăхса илчĕ хыпар пĕлтерекенни.
— Ара, Хветут хĕрне, леш, хĕрлĕ тутăрпа çӳрекеннине, чăнах вăрласа кайнă тет çав кĕçĕр.
— Чим-ха, Хрестука-и? Ан тĕлĕнтер. Суя сăмах пуль. Ана вăрлама хăякан йĕкĕт те тупăннă-ши ялта? — тесе, сылтăм пĕççине шап! тутарса çапрĕ пĕри. — Васпати!
— Чăнах та çав. Вăл йĕкĕтсенчен те паттăр теççĕ те. Лавккаç Сахар ывăлне Сергее те хăй аллинче тытса тăрать, тет.
— Ара çав. Пĕле-тăркачах Сергее кам хирĕç тăма пултарĕ? Ана пĕтĕм ял яш-кĕрĕмĕ хисеплет те.
— Хамăр ялсем мар пуль. Тĕрĕсех пулсан, Хрестука тем тесен те ют ялсем вăрланă пуль...
— Ăçтан, хăш вăхăтра вăрланă-ши? Куракан пулнă-ши?
— Пушарниксем курса юлнă. Икĕ лавпа килнĕ, тет. Çур çĕр иртсен, Арманкассинчен тухса хирелле вĕçтерчĕç, тет.
— Хрестукĕ ăçта пулнă вара ун чух?
— Ăçта пултăр, пухура ĕнтĕ. Ара, чиркӳ çурчĕ пысăк. Кашни каç пуху та ташă, ташă та юрă. Манăн хамăн та çур çĕр иртсен тин сĕтĕрĕнсе çитрĕ. Ятласан та хăлхине чикмест. «Пĕтĕм ял çамрăкĕ унта. Манăн килте пăчăхса лармалла-и?»—тет те, каç пулсанах çавăнта тухса сулланать.
— Пăсаççĕ çамрăксене, пăсаççĕ.
— Леш, чикан майри пек хĕр учителĕ астарать, тет, вĕсене. Камсамулсен пуçлăхĕ, тет-и, вăл...
— Хăй те вăл Михаляпа çыхăннă тесе калаçаççĕ. Арлă-арăмлă пекех пурăнаççĕ, тет.
— Чĕлхӳ çине шĕпĕн тухтăрах, Хвекле инке. Калаçатăн пустуй. Марук ман патра пурăнать, хам пĕлетĕп: пачах ун пек хĕр мар вăл, —татса хучĕ Санюк текенни.
Кĕтӳ, тусан мăкăрлантарса, ялтан тухса кайрĕ. Хĕрарăмсем те килĕсене саланчĕç. «Каçхине Хрестука вăрласа кайнă» текен хыпар, пĕр килтен тепĕрне чупса кĕрсе, пĕтĕм ял тавра çаврăнчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çак тĕлĕнтермĕш хыпара учительницăна пĕлтерсен, вăл куна тăруках ĕненесшĕн те пулмарĕ. Ара, вĕсем каçхине, пуху хыççăн, клубран иккĕшĕ пĕрлех тухрĕç-çке-ха, урам кĕтессинче пĕр-пĕрне алă парсах уйрăлчĕç.
Мария Федотовна йăпăр-япăр тумланчĕ те тӳрех Лаптевсем патне çул тытрĕ, шаккаса-туса тăмасăрах пӳрте кĕчĕ, сывлăх сунчĕ. Чăнах та, Хрестук килĕнче çук иккен, каçхине пухăва кайнă та ун хыççăн килне таврăнман, вăл ăçтине, унпа мĕн пулнине пĕлекен те çук. Учительница кунта ним уççи-хуппине те тупаймарĕ, аптранă енне ял Советне çитсе пăхма шутларĕ.
Парти ячейкин секретарĕ Степанов пĕчченех сĕтел хушшинче ларать, темле хутсене уçкаласа вулать. Шухăша путнăскер, малтанах вăл Мария Федотовна килсе кĕнине сисмерĕ те, унтан курчĕ те, çавăнтах пукан çинчен тăрса, ăна хирĕç утса пычĕ, пичĕ ăшă кулăпа çуталчĕ, вĕсем, пĕр-пĕрне сывлăх сунса, алă тытрĕç.
— Иртĕр, ларăр, Мария Федотовна. Тем васкавлă ĕç пур пулас-ха сирĕн: ирех çитрĕр, — хĕр çине сăнарах пăхрĕ Степанов.
— Пур çав, Михаил Степанович. Çĕркаç Хрестука вăрласа кайнă текен хыпар çӳрет. Хăй, чăнах та, пухуран киле таврăнман, — хыпаланса пĕлтерчĕ учительница.
— Эпĕ те çапла илтрĕм-ха, çавăнпа кунта кĕтӳ кайсанах килсе лартăм. Тĕрĕсех пуль тетĕр-и ку хыпара?
— Каларăм-çке, Хрестук пуху хыççăн килне таврăнман терĕм. Ашшĕ-амăшпе кайса калаçрăм та, вĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ. Ну, хуйхăраççĕ, макăраççĕ ĕнтĕ...
— Хăйсем мĕн калаççĕ хăть?
— Хрестукпа калаçса татăлса, Сергей Озеровах хăтланман-ши теççĕ. Куна пуçа кассан та ĕненместĕп эпĕ.
— Эсир, Мария Федотовна, пуçăра кастарма ан васкăр-ха. Вăт, эпĕ халь шăпах çавăн çинчен шухăшласа ларатăп. Ĕнер, каç пуласпа, мĕншĕн-ха тата Сергее тетĕшĕн тарçипе пĕрле ялтан тухса кайнине куракансем пулнă. Çынсем вĕсем хыçĕнчен тусан мăкăрланнине çеç курса юлнă, — куçĕсене учительница çине тĕллерĕ парти ячейкин секретарĕ.
Мария Федотовна, ним калама пултараймасăр, хулпуççийĕсене кăна сиктерсе илчĕ.
— Мана Хрестук каçхине, пуху хыççăн, çапла каларĕ: «Сергей çук-ха вăл паян. Ыран тин килет, эпĕ пĕччен кайма та хăрамастăп», —терĕ.
— Вăт, вăт, Хрестук амăшĕ тĕрĕсех шутлани патне илсе пымасть-и ку япала, э, секретарь юлташ? Амăшĕн чĕри вăл сайра йăнăшать. Сергеех айăплать вĕт-ха.
Учительница та иккĕленсе ӳкрĕ.
— Апла мĕн тăвăпăр? Исполнителе ярса, Ивана чĕнтермелле-ши?
— Сергей ыран ир килте пулать тенĕ пулсан, малтан ун патне ямалла. Вăл, çĕр хута хĕре илсе кайса тĕплĕ çĕре пытарнă хыççăн, чăн та килтех пулма пултарать.
— Ну, Сергейне шансах пăрахма çук тейĕпĕр. Анчах Хрестук неушлĕ çапла тума пултарнă? Çук, çук. Ĕненместĕп. Хрестук таса чĕреллĕ хĕр. — Учительница куçĕсене Степанов çине тĕллерĕ. — Тата тепĕр япала калас-и сире?
— Мĕн-ха, калăр.
— Пĕр хĕрарăм паян кĕтӳ хăваланă чух пирĕн çинчен мĕн тĕнине пĕлетĕр-и?
— Çук, пĕлместĕп. Пирĕн çинчен мĕн калаçмалли пур?
— Пире, иксĕмĕре, арлă-арăмлă çынсем пек пурăнаççĕ вĕсем тенĕ.
Степанов вашт! сиксе тăчĕ.
— Кам каланă ăна? Кам çапла элеклеме пултарнă? Вăл халăх хушшинче пирĕн авторитета пĕтересшĕн!
— Эпĕ тĕпчесе тăмарăм. Лаптевсем патне васкарăм. Мана кил хуçи кĕтӳ ярса килсен пĕлтерчĕ.
Степанов сĕтел хушшинчен тухрĕ, аллине галифе шăлавар кĕсйине чиксе, пӳлĕм тăрăх утма пуçларĕ, хĕр умне пырса тăчĕ. Пĕчĕк кĕлеткеллĕ, шĕл-кăвар пек йăлкăшакан çивĕч куçлă хĕр типшĕм те çӳллĕ Степанов кăкăрĕ таран кăна иккен.
— А мĕн, Мария Федотовна, тавай чăнах та пĕрлешер. Акă, Матвей Александроаич килсен, тытатпăр та çырăнатпăр, — хĕр çине кăштах куланçи туса пăхрĕ йĕкĕт учитель.
— Ан тĕлĕнтерĕр, Михаил Степанович...
— Мĕн тĕлĕнтермелли? Пĕр шкулта ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрне ĕнтĕ аванах пĕлетпĕр. Вара шкулта, çаплах ял хушшинче ĕçлеме те çăмăлрах пулĕ пире. Карма çăварсем те чĕлхисене çыхса лартĕç. Мĕнле, тĕрĕс калатăп-и эп?
Тĕрĕссипе, Мария Федотовна хăй те ĕнтĕ чылайранпах çак шухăш-ĕмĕтсемпех пурăннă. Анчах хĕрĕн ăна йĕкĕте малтан хăйĕн пĕлтерме юрамасть-çке-ха.
Çитес канмалли кун вĕсем иккĕшĕ пĕрле Мария Федотовнăсен ялне, унăн ашшĕ-амăшĕсем патне кайма, вĕсем килĕшсен, ял Советĕнче çырăннă хыççăн пĕрлешме калаçса та татăлчĕç.
— Ну, вăт, Мария, эсĕ манпа килĕшессе эпĕ тахçанах пĕлнĕ.
— Эпĕ те, Михаил, çакна шанса пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр харăсах кулса ячĕç.
Степанов пукане пек хĕре вăйлă аллисемпе хул айĕнчен тытрĕ те маччана çитиех çĕклерĕ, каялла антарнă чух, хăй тĕлĕнче тытса тăчĕ — çак самантра икĕ урипе те урайĕнче тăн-тăн тăракан йĕкĕтпе сывлăшри хĕрĕн вĕри тутисем пĕрлешрĕç.
— Ну, вăт, Мария, эпир хамăрăн ыйтăва татрăмăр, халĕ Хрестук пирки малалла мĕн тумалли çинчен калаçар, — терĕ Степанов, хĕре хăй умне тăратса.
Пĕр вăхăта çухалса кайнă пек пулнă хĕр тăруках ним калама та аптăраса тăчĕ, вара çавăнтах тем асне илчĕ те:
— Мана кил хуçи тата çапла пĕлтерчĕ. Пушарниксем çур çĕр иртсен икĕ лав Арманкассинчен тухса хирелле çул тытнине асăрхаса юлнă, тет. Тен, вĕсем патне эпĕ хам каятăп. Тен, ытти тĕплĕрех хыпарсем те пĕлĕп? Халĕ мĕн тумалла-ши, Михаил Степанович?
— Халĕ-и? Паллах, Мария, пирĕн Хрестука мăшкăллама памалла мар.
— Тĕрĕс, Михаил Степанович, памастпăр. Манăн мĕн тумалла?
— Хальлĕхе килнех кай. Кай та, мĕн те пулин туянма тесе, кил хуçипе иксĕр Захар Петрович лавккине анăр. Унта çĕнĕ хыпарсем пулаççех.
Икĕ секретарь икĕ еннелле утрĕç.
Мария Федотовна хваттерте пурăнакан кил хуçине Санюк тесе чĕнеççĕ. Вăл вăтăр çула та çитмен-ха. Çамрăк Совет правительствипе Германи Брест хулинче договор тунă хыççăн империализм вăрçинче ĕшенсе-ывăнса, тарăхса-ылханса çитнĕ салтаксем тăван килĕсене таврăнма пуçланă. Вĕсен шутĕнче Санюкăн ачаранах савса-юратса ӳснĕ тусĕ Савруш та пулнă. Савруш хăйĕн ашшĕне яппун вăрçине ăсатса янине аванах астунă. Амăшĕпе нумайччен кĕтнĕ вĕсем ăна — кĕтсе илеймен. Тăлăха юлнă амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ. Ачашласа мар, ачаранах хресчен ĕçне хăнăхтарса ӳстернĕ вăл ăна. Империализм вăрçи пуçлансан иккĕмĕш çулхине салтак çулĕ çитнĕ Савруша та вăрçа илсе кайнă. Чирлешке амăшĕ пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Унăн ахаль те хавшак сывлăхĕ хавшасах пынă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл, ывăлĕ таврăннă-таврăнман, ăна хăвăртрах авланма хистенĕ. Часах туй пекки туса, Саврушпа Санюк пĕрлешнĕ. Чирлĕ карчăкăн чĕри лаштах пулнă пек туйăннă. Килти хĕрарăм ĕçне йăлтах пăрчкан пек кинĕ туса пыма пуçланă. Савруш та ĕçсĕр пĕр минут алă усса ларман. Анчах та вĕсен савăнăçĕ нумая пыман: Савруша граждăн вăрçине илсе кайнă. Кайнă та — шыва путнă пекех çухалнă. Икĕ уйăхран Санюк упăшки çамрăк совет республикине хӳтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хут килнĕ. Часах хуняма карчăкĕ те çĕре кĕнĕ. Санюк çап-çамрăкла тăлăх арăм пулса юлнă. Çапла вăл пĕччен пурнăçпа пурăнма та хăнăхса пынă. Пурăнасса ятне ямасăр, тирпейлĕ, таса пурăннă. Яла çамрăк учительница килсен, ял Советĕнче ăна Санюк патĕнче пурăнма сĕнчĕç. Çавăнтанпах вĕсем, аппăшĕпе йăмăкĕ пекех, шăкăлтатса, пĕр çăвартан пурăнаççĕ.
Мария Федотовна хальлĕхе Степановпа иккĕшĕ пĕрлешме калаçса татăлни çинчен Санюка шарламарĕ-ха, вăл хăйне мĕн хушса янине çеç пĕлтерчĕ. Санюк пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Вĕсем Захар Петрович лавккине анса пăхма, унта, ячĕшĕн, пĕри премĕк, тепри сахăр илме калаçса татăлчĕç.
Малтанах вĕсене кирпĕч купи тĕлĕнтерчĕ. Ара, ик-виçĕ кун каялла кăна кунта нимĕнле кирпĕч таврашĕ те çукчĕ-çке. Çитменнине, Захар Петрович хăй те килте çук. Таçта кайса çухалнă теççĕ. Тепĕр тесен, пĕл-ха вĕсенне, пуян çынсенне. Тем шутласа, тем туса пурăнаççĕ вĕсем.
Лавкка умне çитсен, учительницăпа Санюк тата ытларах тĕлĕнчĕç. Те улăхмалла крыльца çине, те çук: лавкка алăкне икĕ çĕртен икĕ çăрапа питĕрсе илнĕ.
— Санюк, хăпарас мар. Тем тесен те ырă япала мар кунта. Айта, луччĕ Петр Петрович патне каяр. Тен, унта, унăн тарçине, Ивана та, курма тӳр килĕ, — сĕнчĕ Мария Федотовна.
— Каяр, ара. Санăн ăна курмалла терĕн-çке, — килĕшрĕ Санюк.
— Пĕркун эпĕ Иванпа курса калаçрăм. «Мĕншĕн комсомола кĕместĕн-ха эсĕ?»—терĕм те, аллине сулчĕ. «Манăн комсомол çулĕсем иртнĕ ĕнтĕ. Çынсенни пек атте-анне, кил пулсан, хамăн çемье туса пурăнмалла та, мĕн тăвăн, шăпам çапла ман», —терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...