Çавраҫил :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
Ял çунать. Асар-писер вăйлă çил вут пуççисене аякран аякка вĕçтерсе каять, хушăран Палас урлă каçса, Сахар сачĕ патне те илсе çитерет, кĕç-вĕç тăпăлса тухас пек силленекен йывăçсем çине тăка-тăка хăварать... Сахарăн çуртне шăвăç витнĕ, йĕри-тавраллах лăпсăркка йăмрасем хӳтĕлесе тăраççĕ. Анчах йĕтемĕ çинче кивве хăварнă, халĕ шаках типсе кайнă пысăк капан пур. Ун çине пĕчĕкçĕ вут хĕлхемĕ килсе ӳксен те, вăл тар пек пăр! кăна тивсе кайма пултарать. Çавăнпа та Сахар Вовăна килне илсе кайса вырттарсанах арăмне:
— Тарье, ача патĕнчен утăм та ан пăрăн, — тесе хăварчĕ те хăй пахчана тухрĕ. Урса кайнă çил пушар енчен шăпах ун килĕ еннелле вĕрет. Вут мечĕт урамне сиксе ӳксен, Сахар хытах пăлханма пуçларĕ: кунтан Палас урлă ун капанĕ патне алă тăсмалăх кăна темелле.
— Сергей, чуп-ха пушар патне. Кала кӳршĕсене: халех кунта килччĕр! Часрах эсĕ! —терĕ вăл ывăлне васкатса.
Сергей çавăнтах пушар еннелле чупрĕ. Кĕçех Сахар тетĕшĕпе шăллĕ, Ваçлейие Петĕр, вĕçтерсе çитрĕç.
— Петĕр, халех ку костюмна хыв та чикмек тăратса çĕкĕрт çине хăпар! —хыпăнчăклăн хушрĕ Сахар. —-Эсĕ, Ваçлей тете, çурт тăррине улăх. Витресемпе шыв илсе хăпарма ан манăр тата.
Тепĕр минутранах Петĕрпе Ваçлей каланă вырăнсенче пулчĕç. Сергей те темиçе çынпа пĕрле килсе çитрĕ. Вĕсем хушшинче Хрестук та пур.
Çуртсемпе тырă капанĕ çинче тулли витресем тытнă çынсен хисепĕ ӳссех пычĕ. Халĕ Сахар кăштах лăпланчĕ, йăпăртлăха Вовăна пӳрте кĕрсе пăхрĕ, унтан каллех пахчана тухрĕ.
Урса, алхасса, ахăрса кайнă пушар мечĕт патне сарăлса çывхарнă майăн вутпуççисем çине-çинех вĕçсе килме пуçларĕç. Хăшĕсем йăмра çине, теприсем капан çинех ӳкеççĕ, анчах çынсем вĕсене çийĕнчех сӳнтерсе пыраççĕ.
Тимĕр витнĕ пӳрт тăрри çил варкăштарса килекен вĕри сывлăша пула хытах пĕçертме пуçларĕ. Унта тăракан çынсем çакна тӳсеймесĕр, хăйсем тăрăх шыв яраççĕ, пӳрт тăрринчен хыпаланса анса пушă витрисене тултараççĕ, килсе ӳкекен вут пуççисене сапа-сапа сӳнтереççĕ.
Сахар аллине тимĕр кĕреçе тытнă. Вăл пĕрре çурчĕ тавра утса çаврăнать, кĕлет, витесем, лупас çинче витресемпе тăракан çынсемпе калаçкаласа илсе, вĕллесен хушшипе мунча умĕнчен иртет, çĕмĕрт çинчисем патне пырать. Сахар вĕсемпе сăмахлакаланă хушăра пӳрт тăрринчи Хрестук лăпсăркка йăмрасем айĕнче ларакан мунча çинче тĕтĕм йăсăрланма пуçланине асăрхарĕ. Пĕрре куç хупса илнĕ хушăрах унта çулăм чĕлхи курăнса кайрĕ. Хĕр вара чикмек тăрăх хыпаланса анса, тӳрех çавăнта чупрĕ. Вăл çитнĕ тĕле мунча тăрри çунмах пуçланă ĕнтĕ. Аялтан сапнипе усси пулас çук: çӳллĕ. Хĕр алăк патне ыткăнса пычĕ—ăна питĕрсе илнĕ. Таçтан çитрĕ унăн вăйĕ—аллисемпе лăскаса, урисемпе тапса, аранах алăка çĕмĕрсе шала кĕчĕ. Сак çине хăпарса, икĕ витрине те мачча çине лартрĕ, унтан хăй йăпăр-япăр хăпарса кайрĕ. Шывне вăл тăруках чашлаттармарĕ-ха, виçеллĕ усă курса сапрĕ, унтан аллисемпе мачча çинчи тăпрана сирпĕтме пикенчĕ. Çулăмне сӳнтерсен, тĕтĕмĕ тата ытларах мăкăрланма пуçларĕ. Çакна тырă капанĕ çинче тăракан Петр Петрович асăрхарĕ.
— Захар Петрович, мунчу çунать! — кăшкăрчĕ вăл. Сахарпа Сергей тата темиçе çын унталла ыткăнчĕç.
Саппунĕпе кĕпи аркисем çуннă, çӳçĕ-пуçĕ тусăннă Хрестук вĕсем чупса пынă тĕле тивсе илме пуçланă пушара пуçламăшĕнчех сӳнтерсе, çунса шăтнă мунча тăррине хăпарса тăчĕ.
— Турă çырлахтăрах! Мĕнле пула пĕлнĕ эсĕ, хĕрĕм? Тав туса калама сăмах та çитмест! — хĕвел еннелле пăхса виçĕ хутчен сăх сăхса илчĕ Сахар.
Пушар мечĕте çавăрса илчĕ. Çилпе, хĕвелпе типсе шултăрканă кивĕ йывăç мечĕт 10—15 минут хушшинчех çунса кайрĕ. Тăватă сехете пынă хăрушă пушар çакăнпа хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Çак хушăра çур ял çурт-йĕрĕ кĕл пулса вĕçрĕ. Чылайăшĕ япалисене те кăларма ĕлкĕреймерĕç, çие мĕн тăхăннă — çавăнпах юлчĕç. Хĕрарăмсем çĕр çине ӳксе йăвалана-йăвалана макăрни, кĕтӳрен аннă выльăх-чĕрлĕх килĕсене тупаймасăр ял тăрăх мĕкĕрсе-макăрса çӳрени Палас çийĕн мĕн çĕрлечченех чуна ыраттарса янăраса тăчĕ.
Сахар çав каç хăйĕн хуçалăхне тискер пушартан çăлса хăварнă çынсене пĕтĕм чĕререн тав турĕ. Петĕр, хĕвел анса çĕрле пуласпа Анюк сăмахĕсене аса илчĕ, тетĕшĕнчен çур литр коньяк ыйтса илчĕ те, ăна кĕсйине чиксе, тăлăх арăм патне вĕçтерчĕ.
Пушартан çăлăнса юлчĕ пулин те, Сахар çакăншăн савăнмарĕ, пуçне усса, вăрахчен каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Малтанах Вова çавраçил ытамне лекни, вăл шăпах мечĕт патĕнче вилĕмрен хăтăлса юлни, ун хыççăн çав çурт çунса кайни шухăшлаттарчĕ ăна. Унтан нимсĕр тăрса юлнă тутарсем пирки те хăрама пуçларĕ. Пĕтĕм таварне тенĕ пекех вĕсене сутса пурăнать-çке вăл, хăйĕн суту-илӳ ĕçне çавсемпе саплаштарса пырать: тутарсем ялĕпех Сахар лавккине çӳреççĕ, мĕн кирлине йăлтах унран туянаççĕ. Чăваш Яшминче унсăрах тата икĕ лавкка пур. Чăвашсем ытларахăшĕ Торговцевпа Сахар шăллĕ Петр Озеров патне çӳреççĕ, кунта хутран-ситрен çеç анаççĕ. Халĕ, акă, кӳршĕсем çакнашкал шар курнă хыççăн, кам çӳрĕ ĕнтĕ ун патне? Аçта, кама сутĕ вăл хăйĕн таварне?
Сергейпе Хрестук
Халиччен Чăваш Яшми ялĕнче каç пулнă-пулманах хуткупăс сасси янăрама пуçлаканччĕ, унта та кунта балалайкăсем тăнкăртатни хăлхана ачашлатчĕ, таврана хĕрсен хаваслă юррисем чĕтренсе-чӳхенсе сарăлаканччĕ. Акатуй кунĕ вара уйрăмах савăнăçлă пулаканччĕ. Кунĕпе юрласа-ташласа ывăннă хыççăн çамрăксем кăштах канаканччĕ те каçхине каллех вăйăсене тухса выляса-кулса савăнаканччĕ.
Кĕçĕр — шăпăртах. Хĕрсемпе каччăсем урама тухкаларĕç пулин те, юрламарĕç, ташламарĕç, хуткупăс сасси те илтĕнмерĕ. Тутарсен хуйхи вĕсен чунĕсене те хытах ыраттарчĕ.
Сергейпе Хрестук анкартинче арпалăх çумĕнчи каска çийĕнче ларчĕç. Вĕсен калаçмалли темĕн чухлех. Паян мĕн чухлĕ арçын вутпа кĕрешрĕ, анчах пĕри те Хрестук пек пултараймарĕ. Вăл пур — хĕр пуççăн, хăй кăна Сахарăн шур мунчине вут тивсе илессинчен хăтарса хăварчĕ. Хуçи те ахаль тумарĕ ăна, çунса шăтнă саппунĕпе кĕпи вырăнне пĕр çыхă çие тăхăнмалли вĕр-çĕнĕ япаласем парнелерĕ.
— Акă вăл, Тарье, паянхи паттăр. Пĕркун мана кашкăртан çăлса хăварчĕ, паян— мунчана, вутран. Эпир, арçынсем, аташса çӳренĕ, вăл вара ĕç тунă. Пăх-ха эсĕ ун çине. Хăй чутах çунса кайман, мунчана çапах çăлса хăварнă, — мухтарĕ хĕре хуçа.
— Сахар тете ку вăл мĕн, эсир пире вилĕмрен çăлса хăвартăр. Ун чухне каларăм-çке, ĕмĕрне манмăп терĕм. Ку вăл, Сахар тете, манăн сирĕн умăрти тивĕç. — Пĕркун хуçа вĕрентнĕ пекех Хрестук хальхинче именмесĕр, Сахара куçĕнчен пăхса каларĕ. Çакна лавккаç çийĕнчех асăрхарĕ.
— Маттур. Эпĕ каланисене манман эсĕ. Малашне те çаплах калаç. Вăтанмасăр, хăрамасăр, уçăмлă, татăклă. Уйрăмах комсомол пухăвĕсенче.
— Ăнланатăп, Сахар тете, — тавăрчĕ хĕр.
«Сергей ахалех юратса пăрахман иккен ку кайăка. Юратмалăх пур, мур илесшĕ», —тесе шухăшларĕ те Сахар çапла каларĕ:
— Юрĕ. Шăпчăка юрăпа тăрантармаççĕ. Тарье, хăнала-ха эс ăна. Эп лавккана тухам. — Хуçа тепĕр алăкран кĕрсе çухалчĕ.
Тарье сĕтел çине пĕчĕк чашăкпа пыл лартрĕ, хăпарту касса хучĕ.
— Тарье инке, ан чăрманăр. Эпĕ выçă мар, — сăмах хушрĕ хĕр.
— Çын патĕнче çисен, аннӳ вилесрен хăратăн-им? — шӳтленçи пулчĕ хуçа арăмĕ. — Кил. Лар. Паян выçмалăх пур.
Тарье Хрестукпа пĕрре те чĕререн калаçмасть. Çакна хĕр кунта ĕçленĕ чухне те яланах сисет. Авă, халĕ, упăшки хушрĕ пулин те, мĕнлерех калаçать. Хăй ывăлне, Сергее, çавăрса илесрен хăрать вăл. Кăна Хрестук чĕрипе те, чунĕпе те туять.
— Лар тата. Ан йăлăнтар. Атту Сахар тетӳ çилленĕ.
— Сахар тете çилленмест вăл мана, — тесе печĕ ячĕ хĕр. Тутисене чăмăртарĕ — кая юлчĕ. Пĕр тухса кайнă сăмаха каялла илме çук.
— Эп те çилленместĕп-çке...
— Эсир те, паллах... Эпĕ Сахар тете тенĕрен çеç çапла каларăм. Тарье инке, уншăн ан кӳренĕр. Каçарăр мана. Халех ларса çиетĕп, — тесе, Хрестук сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ те çиме пуçларĕ. Хăй çав хушăрах, чеен, хуçа арăмĕ çине пăха-пăха илчĕ, апатне мухтарĕ. — Тарье инке, сире апат пĕçерме хулара вĕрентнĕ пуль çав. Хăпартăвĕ мĕнлерех. Теччĕ кулачинчен те лайăх. Аллăр та çăмăл сирĕн, кăмăлăр та лайăх. Çавăнпа пуль вăл.
«Пăх-ха ăна, ăçта вĕреннĕ вăл çапла калаçма. Япшар, япшар. Ку чĕлхепе вăл такама та çавăрĕ...»— шухăшларĕ Тарье.
Сахар хĕре пĕр хул хушши япала кĕртсе пачĕ. Килне каçсан салтса пăхрĕ те Хрестук тĕлĕнсех кайрĕ.
Тарье уншăн упăшки çине кăмăлсăр пăхрĕ, тем каласшăн пулчĕ.
— Эсĕ тутуна ан тăс. Кирлĕ çын вăл пире, — терĕ ăна Сахар.
Акă, халĕ Хрестук Сергейпе юнашар ларать.
— Хрестук, паян эс мана мунча тăрринчен пирĕшти пекех курăнтăн.
— Эсĕ пирĕштне курнă-и? Мĕнле вăл?
— Курнă. Каснă-лартнă эсĕ. Çав тери хитре.
— Эпĕ хитре-и?
— Шутсăр. Пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла.
— Эпĕ мар, Сергей, эсĕ ху хитре. Сана вара шывсăрах ĕçсе яма пулать. Авă мĕнлерех эсĕ. Тĕттĕмре те еплерех çуталса ларатăн. — Хрестук кулса тăракан куçĕпе йĕкĕт çине ăшшăн пăхрĕ. йĕкĕт çак самантпа усă курса юлас терĕ, хĕре чуптума тăчĕ, анчах Хрестук шĕвĕр пӳрнипе тутине хуплама ĕлкĕрчĕ.
— Юрамасть, — тесе, кăмăллăн юнаса илчĕ.
— Сана юрать-çке. Мĕншĕн?
— Пĕлмесп. — Хĕр кĕтмен-туман çĕртен сăмахне пач урăх енне çавăрчĕ. — Кала-ха, Сергей, çунса кайнă тутарсене хĕрхенетĕн-и? — пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн сасартăк ыйтрĕ хĕр.
— Епле-ха хĕрхенмĕп пулĕ? Нумайăшĕ пĕр япаласăр тенĕ пек тăрса юлчĕç. Хăшĕсен ыран çиме те нимĕн те çук, —хаш! сывласа илчĕ йĕкĕт.
— Çапла çав. Эпир те, авă, çап-çарах юлтăмăр. Юрать-ха, эсир пулăшатăр. Çуртрисене те акса хăвартăмăр ав. Выçă та лармастпăр. Сирĕн патăртах тăранса пурăнатпăр-иç.
— Çавăн чухлĕ ĕç туса парса та апат лартмасан, этем пулма та кирлĕ мар. Курмастăп-и эпĕ анне сана çимелле ĕçлеттернине. Ытлашши хытă вăл, — пĕтĕм чунтан каларĕ Сергей.
— Хытă-и, çук-и, ăна калаймастăп эпĕ. Анчах мана кăмăлласах кайманнине туятăп, — хăй мĕн шухăшланине пытармарĕ хĕр.
— Вăл эпĕ сана юратнине пĕлменнипе пулĕ.
— Ан та пĕлтĕр. Атту вăл мана сирĕн пата ура та яртарса пустармĕ.
Сергей шухăша кайрĕ. Вăл хăй те çакна лайăх тавçăрать. Хрестука систермен çеç кун çинчен. Халĕ, акă, хĕр хăй каларĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...