Çавраҫил :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
Акатуй
Кунта йăли çапла. Çурхи тырăсене акса пĕтерсе çĕрулми лартнă хыççăн ялти чи сумлăрах виçĕ çынна çур аки уявĕ ирттерме суйлаççĕ. Вĕсем вара, лаша кӳлсе, ял тăрăх тухса каяççĕ. Çав виçĕ çын хăйсем патне пырасса ял çыннисем малтанах кĕтсе тăраççĕ: пуяннисем пурçăн тутăрсем, хĕрсем хитре тĕрленĕ катанпир пит шăллисем, сăмса тутăрĕсем, енчĕксем, кил хуçи хĕрарăмĕсем теçетки-теçеткипе çăмарта тата тем-тепĕр парса яраççĕ вĕсене. Ялти пуянтарах çынсем, халăх умĕнче ырă ятлă пуласчĕ тесе, хуткупăс е сăмавар паракансем те пур.
Сахар вара, тутарсен кăмăлне тăвас тесе, вĕсене ятарласа Хусантан илсе килнĕ, шурă укапа тĕрлесе илемлетнĕ çирĕм тӳпеттей парать.
Паян Чăваш Яшминче çурхи ака-суха уявĕ — акатуй. Таврари çич-сакăр ял çыннисем пурте тенĕ пекех Шуртикас вĕçĕнчеи пуçланакан улăха пуçтарăннă. Кам-кам кăна çук пуль унта! Хурăнташ-тăвансем тĕл пулса пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ, пĕрле пуçтарăнса сулхăна кайса лараççĕ те уяв пуçланиччен сăмаха шăкăл-шăкăл шĕкĕлчеççĕ, паян хăшĕ мĕнпе чапа тухма пултарни çинчен тĕшмĕртсе калаçаççĕ. Хăш-пĕрисем, тавлашса кайса, саклат та хураççĕ.
Яш-кĕрĕмсем ăмăртса чупма илсе пынă лашисене çавăтса çӳреççĕ. Учĕсем пĕринчен тепри илемлĕ. Çилхисем çине хĕрлĕ, ешĕл, шурă, сенкер пурçăн хăюсем çыхса янă. Ытларахăшĕ — тутарсем. Вĕсем лашана темрен те хытă юратаççĕ, тен, çавăнпах-и, ялан тенĕ пекех, малти виçĕ-тăватă вырăна вĕсем йышăнаççĕ. Кĕрешӳре те вĕсемех паттăра тухаççĕ. Кĕçĕн Шăнкăртам йĕкĕтне, Кирама, таврара пĕлмен çын та çук: вăл яланах тенĕ пек паттăра юлать.
Çанталăкĕ паян, халăха йывăр ака-суха ĕçĕсем хыççăн савăнтарас тенĕ пекех, ытла та хӳхĕм. Улăх хĕррипе, пахчасем хыçĕнче, тирексемпе йăмрасем саркаланса ӳсеççĕ, тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Хĕвел хитререх те хитререх йăлкăшса кулса, çӳлтен çӳле хăпарса пырать, ĕçчен çынсене иксĕлми ырă кăмăлĕпе савăнтарма тăрăшать.
Пурте хатĕр ĕнтĕ. Уяв, авалтан килекен йăлапа, утсене ăмăртса чуптарнипе пуçланмалла. Çирĕм пилĕк лаша. Пĕри тепринчен маттур. Хăшĕ мала тухĕ-ши вĕсенчен? Анчах темшĕн тапранса каймаççĕ-ха вĕсем — татах такама кĕтеççĕ пулас. Чăнах та çапла иккен. Петр Петрович çак хушăра картишĕнче улма чăпар урхамахĕпе айланчĕ.
— Асту, Иван, чĕлпĕрне пушă яр, лашана саламатпа ан çап. Пĕри-пĕри иртсе кайма тытăнсан, хăвăнне мар, кӳршĕнне хĕне. Ăнлантăн-и? — терĕ вăл, тарçи çине пăхса.
— Ăнлантăм, — тавăрчĕ Иван.
— Турă пулăштăр эппин сана. Мала тухсан, ман кăмăла ху пĕлетĕн. Вĕçтерех халь.
— Итлетĕп.
Кăтра сарă çӳçлĕ йĕкĕт сылтăм аллинчи вун иккĕпе явнă чĕн саламачĕпе çап-çутă аттине çатлаттарса илчĕ, ярханах янă сенкер кĕпи çинчен çыхнă шурă пиçиххине турткаларĕ, аллисене урхамах çурăмĕ çине хурса кăштах кукленчĕ те—пĕрре сиксех ун çине утланса ларчĕ. Урхамах: ан пăлхан, хуçам, эпĕ сана намăс кăтартас çук тенĕ пек, тулхăрса илчĕ.
Петр Петрович кĕсйинчен пĕр шкалик коньяк кăларчĕ, урхамахне ачашлакаласа, йăлтах ĕçтерсе ячĕ. Унтан тепĕр кĕсйинчен чăлт-шурă вăрăм пурçăн шарф туртса кăларчĕ, ăна, икĕ вĕçĕпе хыçалалла вĕлкĕшмелле туса, Иван мăйĕнчен çыхрĕ. Вара хапхине хăех кайса уçрĕ —улма чăпар урхамах çиçĕм пек тапса сикрĕ.
Йĕркипе тăрса тухнă утсем патне çитеспе Иван урхамаха тăпах чарчĕ, унта ерипен кăна ташлаттарса пычĕ, чи хĕррине çитсе чарăнчĕ.
Ку урхамаха пуçласа куракансем шалтах тĕлĕнсе кайрĕç. Уйрăмах тутарсем хытă тĕлĕнчĕç. Халиччен вĕсем ку таврара çакнашкал ут курманччĕ-ха. Петр Петрович ăна, çĕлен пек авкаланса тăракан çап-çутă та яп-яка янавара, нумай пулмасть Чĕмпĕртен туянса килнине пĕлсен, чылайăшĕ пуçĕсене усрĕç.
Уяв пуçлăхĕ, мăн сухаллă, тăн-тăн кĕлеткеллĕ Киргизов, кăчăк туртса, пĕр юланутлă çынна хăй патне чĕнсе илчĕ, ăна шăппăн тем каласа ăнлантарчĕ. Лешĕ вара çавăнтах каялла çаврăнчĕ, çирĕм ултă юланута хирелле ертсе кайрĕ. Часах вĕсем курăнми те пулчĕç.
Халăх хăшĕн учĕ малтан килессе кĕтет. Ачасем йăмрасем çине улăхса ларнă. Акă, кĕçех тавра курăм хĕрринчен, тусан мăкăрлантарса, темиçе ут курăнса кайрĕ. Пĕрре илемлĕ, тепре хăрушă та вĕсем çине пăхма.
Петр Петрович хăйĕн сарайĕ çине хăпарса кайса бинокльпе пăхма пуçларĕ: «Мала тухсан, каятăп уява, тухаймасан — каймастăп, намăс», —шутларĕ вăл хăй ăшĕнче. Хĕвел çинче сенкер тĕслĕ пурçăн кĕпе, хыçалалла вĕçсе пыракан шурă шарф таçтанах курăнаççĕ. Иван— чи малти. Ухă йĕппи пек ывтăнса вĕçет улма чăпар урхамах. Урисем çĕре лекмеççĕ те тейĕн. Юланутçи вара, çил ан чăрмантартăр тесе, урхамах çилхи çумнех çыпăçса ларнă пек курăнса пырать. Сывлăшра вĕçекен шурă шарф çеç, айĕнчи утне пушшех те хавхалантарса, çĕлен пек явкаланать.
Петр Петрович урхамахĕ, тутарсен мухтава тухнă чи лайăх учĕсене çĕр-çĕр аллă метр кая хăварса, çитес çĕре чи малтан ыткăнса çитрĕ. Çитрĕ те, Иван ăна тăпах чарса, яштах сиксе анчĕ, сарă çӳçне шăлкаласа тӳрлетрĕ. Çак самантра урхамах çилхинчен пурçăн тутăр çыхрĕç, мăйĕ çине тĕрленĕ алшăлли çакрĕç. Уяв пуçлăхĕ, мăн сухаллă Киргизов, ăмăртура мала тухнă Ивана хăй аллипе хăй хуткупăс тыттарчĕ. Кĕçех унта вĕр-çĕнĕ шупка сарă костюм тăхăннă, сулахай ал туни çине кукăр туя çакнă кĕрнеклĕ те çӳллĕ кĕлеткеллĕ Петр Петрович çитсе урхамахне ачашларĕ, конфетсем хыптарчĕ, унтан пĕтĕм халăх умĕнче тарçине ыталаса чуптурĕ, ун мăйĕнчен пурçăн тутăр çакрĕ, вара:
— Пĕр çур сехет пек уттарса çӳре ăна, — терĕ.
Иван, хĕрсене куç хĕскелесе, чапа тухнă урахамаха малалла çавăтса кайрĕ. Унăн аллинче — хуткупăс, мăйĕнче — пурçăн тутăрпа пурçăн шарф. Чăннипех те хĕрсене куç хĕсмелĕх сăлтавĕ пур унăн паян.
Çакăн хыççăн арçынсем пĕр çухрăма ăмăртса чупрĕç, çӳлелле тата аякка сиксе хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç, урисене михĕсем тăхăнса, сике-сике чупрĕç, пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăна тухнисем тĕрлĕрен парнесем илчĕç. Тутарсемпе чăвашсем вĕрен туртрĕç. Парнине тутарсем илчĕç. Куçĕсене тутăрпа хупласа çыхнă çынсем хăйсенчен вун пилĕк утăма лартнă чӳлмеке туяпа персе çĕмĕрме тăрăшрĕç. Ку вăйă нумайăшĕн кăмăлне кайрĕ, пĕрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халăх лахлатсах кулчĕ, кукша Антун пĕр йăнăшмасăр чӳлмеке аллинчи патакĕпе чăл та пар! салатса пăрахсан — чĕререн савăнчĕ. Халăх:
— Амăшĕ валли тутăр парăр ăна, тутăр! —тесе кăшкăрсан, уяв хуçи Антун мăйĕнчен чечеклĕ тутăр çакса ячĕ.
Антунран Вова та юласшăн пулмарĕ. Вăл та куçа тутăрпа хупласа çыхакан патне пычĕ, анчах лешĕ: «Эсĕ пĕчĕк-ха, юрамасть» тесе хучĕ те, ача хытах кӳренчĕ. «Эсĕ ху пĕчĕк!» тесе мăкăртатса, айккинелле утса кайрĕ.
— Ме ак тутăр. Куçа çыхса яр-ха, — терĕ те вăл Микуле, ăна Антуна панă тутăра тыттарчĕ.
Микульпе Вова улăхра сурăхсем çитернĕ чух пĕр-пĕринпе килĕштернĕ те халĕ çавăнтанпах çывăх туссем пулса тăнă. Микуль ыйтса-туса тăмарĕ — Вова каларĕ пулсан, çыхмалла ĕнтĕ.
— Микуль, мана вун пилĕк утăма мар, çирĕм утăма тăрат, — терĕ вăл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуçинчен ыйтмасăрах, Вовăна чӳлмеке кутăн тăратрĕ, аллине туя тыттарчĕ, çирĕм утăм тусан, ăна виç-тăватă хут хăй тавра çавăрчĕ.
— Малтан килсе тĕрĕслĕр. Куратăп-и, çук-и? — пĕчĕк аллисене тăсса ыйтрĕ Вова. Тĕрĕслерĕç. Пурте чиперех. Вара, туйине пуçĕ çине тытса, ерипен малалла утса кайрĕ, чӳлмекрен икĕ утăмра чарăнса тăчĕ. Унтан меллĕн кăна аллинчи патакĕпе шап! тутарчĕ те, чӳлмек пар!_ кăна саланса кайрĕ. Халăх алă çупса ячĕ. Çĕнтерӳшĕн илнĕ парнене Вова Микуль тусне пачĕ.
— Илех, пирĕн ахаль те пур, — терĕ вăл.
Кĕрешме пуçларĕç. Çынсем пысăк ункă турĕç, малтисем çĕр çине ларчĕç, вĕсен хыçĕнчисем чĕркуçленчĕç, хыçалтисем ура çинчех тăчĕç. Кунта тутарсем хуçа. Вĕсем кĕписене йӳле янă, пилĕкĕсенчен çирĕп чĕн пиçиххисем çыхнă. Уяв хуçи кампа кам кĕрешессине халăха пĕлтерсен, лешсем ункă варрине тухаççĕ, пĕр-пĕрне çатăрласа тытса, кĕрешме пуçлаççĕ. Хăшĕсем пĕр-пĕрне пуç урлă ывăтаççĕ, теприсем, кустăрма пек пĕтĕрĕнме пуçлаççĕ — пĕрре — пĕри, тепре тепри çиеле тухаççĕ, йăвалансан-йăвалансан вара иккĕшĕнчен пĕри çиеле тухать, хăй çĕнтернине пĕлтерсе, хăрах аллине çӳлелле çĕклет. Уяв хуçи ăна парне парать. Хĕрĕх çын çирĕм мăшăр пулса кĕрешнĕ хыççăн çĕнтернисенчен вунă мăшăр турĕç. Вуннăран пиллĕк юлчĕ, пиллĕкрен — икĕ мăшăр та пĕр хăрах. Юлашкинчен паттăра юлнă икĕ тутар тытăçса кайрĕç. Вăрахчен кĕрешрĕç вĕсем. Пĕрре ӳкеççĕ, тепре тăраççĕ, пĕр-пĕрне пилĕкĕсенчен тытса, хулпуççисем çине таянса нумайччен уткаласа çӳреççĕ, вăйĕсене пухаççĕ. Иккĕшĕ те икĕ тĕрлĕ çынсем вĕсем. Пĕри, çамрăкки, Кĕçĕн Шăнкăртам йĕкĕчĕ Кирам. Тепри, лутакараххи, Тутар Яшминчен. Акă вĕсем турткалашма, пĕр-пĕрне çавăрма пуçларĕç. Юлашкинчен, меллĕ вăхăт тупрăм тесе, хулăмми çĕре ӳкрĕ, çамрăккине хăй пуçĕ урлă ывăтма тăчĕ, анчах пулмарĕ — вăрăмми, ăна урисенчен явса илсе, ун çинчех юлчĕ, аллине çĕклесе кăтартрĕ.
Халăх алă çупса ячĕ. Паттăра юлнă Кирама уяв хуçи сăмавар пама тăнă вăхăтра ункă варрине Энтрей утса тухрĕ.
— Каçарăр. Эп ыттисемпе кĕрешме ĕлкĕреймерĕм, кăшт каярах юлса çитрĕм. Юрать пулсан, паттăрпа кĕрешме ирĕк парăр мана, — терĕ вăл, уяв хуçи патне пырса.
— Капла саккунлă пулмасть. Малтан ыттисене çĕнтерсе пымалла, — ăнлантарчĕ Киргизов.
— Кĕрештерес! Кĕрештерес! — илтĕнчĕç сасăсем. Уяв хуçи Кирам çине пăхса илчĕ.
— Мĕнле шутлатăн? Кĕрешмесен те пултаратăн эсĕ. Паттăр парнине илме тивĕçлĕ, — терĕ вăл ăна.
Кирам пĕр самант тăхтаса тăчĕ. Унтан, халăх хăйне хăравçă тесе шутласран пулас, аллинчи сăмавара Киргизова тыттарчĕ те, çаннине тавăрса, Энтрей умне пырса тăчĕ.
Энтрей çĕлĕкне лайăхрах пусса лартрĕ, улача кĕпине хывса çĕре печĕ, йĕм çăрхине турткаласа илчĕ. Халăх тĕлĕнсех тĕлĕнет. Мĕн хăтланать-ха Энтрей? Ухмаха ернĕ е мĕнле те пулин мыскара кăтартасшăн вăл?
Акă, вĕсем пĕр-пĕрне ярса илчĕç кăна — Энтрейĕн йĕм çăрхи шарт! туса татăлса >кайрĕ те, Кирам çурăмĕпе çĕр çине лап! ӳкрĕ. Тавçăруллă чăваш ун çине хăпарса выртма та ĕлкĕрчĕ, çавăнтах аллине çĕклерĕ. Пĕтĕм халăх, тутарсемсĕр пуçне, алă çупса ячĕ, варĕсене тытса кулма, «маттур Энтрей, маттур!»— тесе кăшкăрма пуçларĕ.
Тутарсем кун пек намăса тӳсме пултараймарĕç. Малти ретре лараканнисем çийĕнчех ура çине сике-сике тăчĕç, ункă варрине чупса тухрĕç. Пĕрисем уяв пуçлăхне, теприсем Энтрее, виççĕмĕшсем Кирама хупăрласа илчĕç. Кашниех хăй тĕрлĕ калаçать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...