Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Ишĕр, мĕн пăхса ларатăр! — тăна кĕрсе хушрĕ Ванюк.
Салккă çинчи бурлак шăччине сулса ячĕ. Ванюк хӳтĕленме ĕлкĕрчĕ. Леш тепре суличчен вăл салккă çине сиксе ӳкрĕ.
— Ахă, шеремет! Шăчăпа ашкăнасшăн-и?! — терĕ те бурлака ал вĕççĕн тытса çĕклерĕ, шыва ывăтрĕ.
Тепĕр кимĕ çинчисене салккă çумне çыпçăнтарман иккен, савăлпа персе, шăчăпа çапса тăнă. Лешсем ним тума аптранă енне кăшкăрашаççĕ:
— Çыран хĕрринĕ тухăр! Унсăрăн шыва путаратпăр! Салккă çаплах малалла ыткăнать. Ванюксем пынине асăрхасан, унти çынсем сехĕрленсе ӳкрĕç. Хăйсем, хăратасшăн пулса, пурпĕрех çуйхашаççĕ:
— Пурăнас килсĕн, ан çыхланăр!
Ванюксем çывхара пуçласан тӳсеймерĕç — патак лекесрен шыва сикрĕç.
Тата темиçе минутран юнашар салккăсем çинчи бурлаксем те çырана тухрĕç. Кунта ырă маррине хыçаларах пыракансем те ăнланчĕç. Михха йывăçне кая хăварсан, Зурин вĕсене эрех ĕçтерме пулнăччĕ. Çурхи шыва чăмас кăмăл çуккипе урăхла шутларĕç, эрех тесе пуçа çиес мар-ха терĕç. Пĕр-пĕрне çыран хĕрнелле тытма хистерĕç.
Тепĕр самантран салккăсем юхма чарăнчĕç.
Ванюксем те ишме пăрахрĕç. Сасартăк сулахай енче хаяр сасă илтĕнчĕ:
— Салккăсене ма чартăр?! Суда паратăп! Тĕрмене хуптаратăп!
Кимĕ çинчисем çаврăнса пăхрĕç. Çыран хĕрринче пĕç тĕп таран сăран атă тăхăннă плащлă çын тăрать. Çав кăшкăрать иккен.
— Юман Паттăр, ку этем приказчик иккенни паллă: Ана кăштах шывра иштерсен мĕнле-ши?
— Кимме çавăн патнелле тытăр!
— Мĕн терĕр çак эсир? — çыран хĕрринчи çынна хăратса тартасран евĕклĕн чĕнчĕ Коля.
— Охо-хо-хо-хо!
Приказчик шартах сикрĕ. Хăй патнелле çывхаракан бурлаксем ырă шутлă маррине тавçăрчĕ, каялла чупма тытăнчĕ.
Кимĕ çыран хĕррине тăрăнсанах, Ванюк сиксе тухрĕ, хăвалама пикенчĕ. Ăна вăл çур анкарти тăршшĕнчех хуса çитрĕ.
— Ахă, шеремет, суда паратăн эппин?! Тĕрмене хуптаратăн?!
— Ан çыхланăр! Мĕн кирлĕ сире?! Сирĕлĕр ман çумран! — чăркăшма хăтланчĕ приказчик. Ванюк хăйне хул хушшине хĕстерсен, çуйхашма тапратре: — Кăраву-ул! Çăлă-ăр!..
— Ахă! Çăлăр-и?! Тăхта, кăравул ят парăпăр акă! — терĕ те Ванюк, приказчика пĕчĕк ача пек çĕклесе пахилкки май панă таран шыва кĕчĕ. — Аминь тухха петухха, Петĕр пиччен икĕ хĕр, пĕри пĕтĕ, тепри ясар! — кĕлтурĕ те пуçхĕрлĕ чăмтарчĕ. Çапла темиçе хут чиксе кăларсан: «Вăт сана кăравул ят патамăр» тесе, варринелле ывăтрĕ.
Приказчик анаталла самай юхса кайрĕ. Çырана тухрĕ те мулкач пекех тарчĕ. Вучах патĕнми бурлаксем ана ĕрлешсе ăсатрĕç:
— Охо-хо-хо-хо!.. Тытăр! Тытăр!..
Ванюк ушкăнĕ те вучах патĕнче ĕнтĕ. Икĕ бурлакне кăштах ыраттарнă та, темех мар. Йывăç каснă чух турпас сирпĕнмесĕр пулмастех. Зурин хуçа салккисене чарса лартни паха.
III
Таса уйра тул çути çĕр çине сарăлнă ĕнтĕ. Сĕм вăрманта, ĕмĕрхи лапсака йывăçсем айĕнче, çав-çавах тĕттĕм-ха. Бурлаксем кăшшавуйри сарлака сак çинче çывăраççĕ. Çĕрле вучах сӳннипе сивĕннĕрен пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнсе çыпăçнă.
— Охо-хо-хо-хо! — ирхи шăплăха çурса янларĕ хулăн сасă. Çывăракансем тăн илме ĕлкĕриччен татах кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Эй-й?! Апат çиме вăхăт!
Бурлаксем приказчик йыхăрнине тавçăрчĕç, сике-сике тăчĕç. Ăшăнмалла аллисемпе сулкалашрĕç. Çамрăксем «ача купи» тăвасшăн çуйхашрĕç, пĕр-пĕрне ая чикме хăтланса тĕркĕшрĕç.
Ванюкпа Коля çывăраççĕ-ха. Юлашки вăхăтра упа тытнипе тата еалккăпа анакансене пĕччен пекех çĕнтерсе, Ĕнел халăхне мала кăларнăшăн мăнукĕн чапĕ ӳсни Сантăра савăнтарать те, пурпĕр ялпа пĕрле вăранманшăн йăкăсланчĕ.
— Ванюк, тăрăр! — терĕ вăл. Аçама сирсе пăрахрĕ. Ванюкпа Коля вăранчĕç. Анчах, тӳрех сиксе тăрас вырăнне, пĕр-пĕрне кăтăкласа ахăрма пуçларĕç. Сантăр пушшех кӳренчĕ:
— Пĕчĕк ачалла айкашасси мĕн йăла вăл?! Ав, çынсем паçăрах ура çинче!
Çитет, текех кăтăкламастпăр текелесе, Ванюкпа Коля выляма чарăнчĕç. Тахăшĕ тивертсе яма ĕлкĕрнĕ вучах умне пычĕç, аллисене çулăм çине тытса сăтăркаларĕç.
— Анатарах затор пулнă. Ăна çĕмĕрме васкамалла! — терĕ Пичугов.
Бурлаксем ун-кун пăхкаларĕç те приказчик суйманнине ĕненчĕç. Çывăрма выртнă чухне кăшшавуя ăшăх тĕле кăкарнăччĕ. Халĕ вăл тарăнра ларать. Затора пула шыв тулнă иккен. Бурлаксем эрленчĕç. Вĕсем йывăçсене каçалапа Атăл тапнине хăваласа çитересшĕнччĕ, вара киле каçсă кайĕччĕç. Ĕнтĕ пулаймĕ.
Апатланнă хыççăн пакурĕсене йăтса çырана тухрĕç. Тĕл-тĕл селтĕш типменнипе çанталăк сӳрĕнкĕ. Анчах лахилкке тăхăннă бурлаксене ку ним те мар.
— Охо-хо-хо-хо!
Карăнса анасланăн, о-о-о! хирĕç янларĕ вуншар сасăпа вăраннă сĕм вăрман. Кайăксем пăрлаттарса вĕçе-вĕçе хăпарчĕç. Лапсака ăвăс тăрринче улатакка чĕпписем чăрлатни илтĕнчĕ.
Бурлаксем юрласа ячĕç:
Матка та начар ай тесе,
Çын маткине хапсăнас мар.
Атя, ямшăк, хăвала.
Матка та лайăх ай тесе,
Çын маткине тиркес мар.
Атя, ямшăк, хăвала.
— Пăхăр-ха, пăхăр! — кăшкăрчĕ малта пыракан бурлакĕ.
— Мĕн пур унта?
— Çĕлен купи! Авă! — пакурĕпе тĕллесе кăтартрĕ тепĕр бурлакĕ. — Мĕн чухлĕн вĕсем!
Сĕтелрен кăшт кăна сарлакарах тунката çинче, хĕвел тухасса кĕтнĕ май, темиçе теçетке çĕлен пĕр-пĕринпе çыхланса, кăлтăрмач пулса выртнă. Бурлаксем шавлани те хускатайман вĕсене. Коля хулăн патак илсе çав купа çине ывăтрĕ. Кăлтăрмач самантрах арканчĕ: хăшĕсем çĕрелле сикрĕç, теприсем сăннине кăларса чăшлатрĕç. Бурлаксем хăйсем те ку вырăнтан часрах тарчĕç.
Çапла выляса-кулса, вĕсем вуншар пин тăваткал чалă.ш йывăç тăвăнса чарăннă кукăра çитрĕç. Затор умĕнчи шыв йăлтах чакса ларнă.
— Атьсемĕр... — астутарса чĕнчĕ Сантăр. — Хăвăрах чухламалла, вырсарникун — мункун, кунта ытлашши аппаланас марччĕ, тăрăшарах ĕçлесчĕ!
— Хамăр та пĕлетпĕр!
— Ыран мар тепĕр кунне килте пулăпăр! — шавла-шавла йывăç çине кĕчĕç бурлаксем. Яланхи пекех, икĕ ушкăна уйрăлса, икĕ енне тăчĕç, Пакурĕсене пĕрене çине лартрĕç те юрланă евĕр тăстарса ячĕç:
— О-о, давай, ишо-о!
— О-о-о-о, давай ишо-о...
Сĕм вăрман та вĕсене пулăшмалла янлать. Бурлаксем пĕрене хыççан пĕрене шывалла ыткăнтараççĕ. Затор хускалмасть-ха. Пушаннă вырăна йывăç чышăнсах пырать. Тем вăхăтран сасăсем йăвашланчĕç. Сантăр ĕçченсем ывăннине сисрĕ. Канма йыхăрчĕ.
Кăштах канса илнĕ хыççăн тепĕр хут тапаçланса пăхрĕç. Затор çаплах хăнк та тумасть. Апатлансан, каллех çĕмĕрме тытăнчĕç. Каç та пулчĕ. Мункуна кĕтсе илме васкамасан, ырана хăварĕччĕç. Халь парăнас килмерĕ. Юлашки вăй-хăвачĕсене пухса, çине тăчĕç. Затор тинех вырăнтан тапранчĕ. Чарăнасран хăранипе, яланхи майлах чупкаласа, бурлаксем йывăçсене хускатсах тăчĕç.
Ванюк шыв хĕрринчи йывăçсем çинче. Хĕрсе кайнипе ним те курмасть, ним те асăрхамасть. Сасартăк систерсе кăшкăрнисем илтĕнчĕç:
— Ванюк, асту, йывăç çапать!
Ванюк çаврăнса пăхрĕ. Ун тĕлĕнчех пин-пин йывăç хĕсĕрленипе тем вăрăмăш пĕрене тăнă. Ванюк тӳрех шыва сикрĕ. Çав самантрах пĕрене çатлатса ӳкрĕ. Турпас татăкĕсем айккинчи бурлаксене пыра-пыра çапăнчĕç.
Самантлăха ĕçлеме чарăннă халăх сасăпах ахлатрĕ. Ванюк щыв айĕнчен чиперех ишсе тухнине курсан, çăмăллăн сывласа ячĕç. Бурлаксене çавантах тепĕр çуйлăх çавăрса илчĕ. Халăх тăракан енне тӳхма май çук иккен: талккăшпех вак йывăç юхать. Ура çинчи çын вĕсем урлă ннм путмасăр чупĕччĕ. Анчах Ванюк шывра. Вăл пăр пекех. Кун ,пек шывра шăнăр туртса лартасран хăрушă.
— Çармăссен енне тух! Унта хысна çурчĕ инçе мар. Стрелок патĕнче типĕнсе ăшăн. Кайран хуса çитĕн! — ăс пачĕ вара Сантăр.
Ванюк, шывра чух шăннине туйманскер, çыранта сиксе чĕтрекен пулчĕ. Çитменнине, пахилккене шыв тулни чупма чăрмантарать. Ванюк çĕре ларса, пахилккине хывса силлерĕ те нимне пĕлми чупрĕ. Ак ĕнтĕ хысна çурчĕ. Хапхана тĕкрĕ — уçăлмарĕ. Кил хушшинче йытă вĕрсе ячĕ. Тем вăхăтран шал енчен арçын сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
— Эпĕ! — ку сăмах стрелокшăн ниме те пĕлтерменнине тавçăрсан, Ванюк хушса хучĕ: — Бурлак эп. Шыва ӳксе йĕпентĕм те кĕрсе ăшăнасшăн.
Хапха уçăлчĕ. Хирĕç тухнă ват тутар йĕкĕт йăлтах кăвакарнине асăрхарĕ те канăçсăрланса йыхăрчĕ:
— Атя хăвăртрах!
Пӳрте кĕрсен, ват тутар арăмне тем каларĕ. Лешĕ çавăнтах тип кĕпе-йĕм, çăматă тупса пачĕ. Йĕписене кăмака умĕнчи кашта çине çакрĕ. Сăмавар лартрĕ, çырткаламалли хатĕрлерĕ.
— Ачамккă, сĕтел хушшине кил-ха! — чĕнчĕ кил хуçи.
— Ман хырăм выçман!
— Пулин... Ашчик ăшăнтăр. Ĕçсĕ пар-ха малтан çакна, — сĕнчĕ эрех тултарнă стакана. Ванюк тытасшăн маррипе ятарласа каларĕ: — Ĕç. Ахалĕн чирлетĕн. Эрех шăннине хăваласа кăларĕ!
Ванюккăшт сыпсанах сапăнчĕ.
— Аюк, урăх анмасть!
— Куçа хупсах ĕç! Бурлак шăннине урăх ним те сиплес çук.
Ванюкăн ирĕксĕртен ĕçме тиврĕ. Эрех сасартăках вĕрилентерсе ячĕ. Унăн çак кăмăллă çынна тав туса калаçас килчĕ. Анчах вăл ĕлкĕриччен ватă тутар хăй малтан пуçарчĕ:
— Ачамккă, ăçтисем эсĕ?
— Энĕшкассисем.
— Энĕшкассисем? Кам таврашĕ?
Ванюк, кăштах хĕрнĕ пулин те, ашшĕ-амăшĕ пирки ют çын умĕнче сăмах хускатасшăн мар.
— Эсир ман аттепе аннене пĕлеймĕр. Вĕсем çĕре кĕни нумай пулать ĕнтĕ. Эпĕ ун чухне пурĕ те сакăр çулхи ача кăначчĕ. Тата вĕсем ку еннелле каçсах çӳремен пулмалла.
— Тăлăх-туратăн ӳснĕ апла?
— Кукаçипе кукамай патĕнче.
— Аçупа аннӳ çамрăклах çĕре кĕнĕ эппин?
— Ийя.
— Мĕн чир е инкек çулса кайнă вĕсене?
— Халер чирĕпе çĕре кĕнĕ...
Ват тутар пĕр хушă шухăша кайса ларчĕ те:
— Тем йăнăшатăн мар-и эс, ачамккă? Сирĕн ялта Çтаппан ятлă çын пурăнатчĕ. Улăп пек вăйлăччĕ. Пĕлетĕн-и çавна? — терĕ. Аслашшĕ ятне асăннипе тĕлĕннĕрен Ванюк хирĕç ним чĕнеймерĕ. Ват тутар малалла каларĕ: — Çав Степан Ивановичăн ашшĕ-амăшĕ халер чирĕпе çĕре кĕнине илтнĕ. Унтанпа... Юлашки çулсенче Энĕшкассине халер пырса кĕнĕ сас-хура çукчĕ-çке. Эсир кам таврашĕ?
Ванюк именчĕ. Аслашшĕне пĕлекенскер, ашшĕне те чухлать-и, тен? Вăл пур — хăйне тăванла йышăннă çын умĕнче суйса ларать.
— Тархасшăн, ан çилленĕр... Эсир тĕрĕсех тĕшмĕртетĕр. Ман аттепе анне халерпа вилмен. Шăпах эсир асăннă Степан Ивановичăн мăнукĕ эпĕ...
— Николай Степанович ывăлĕ-и?
— Çавă...
— Ванюк-и?
Хăйне те ятран пĕлни Ванюка пушшех тĕлĕнтерчĕ. Ват тутар арăмне хаваслăн чĕнчĕ:
— Суфия, кил хăвăртрах! Ку ачамккă камне тавçăратăн-и эс?
— Чухлаймарăм-çке. Кам ачи-ши?
— Николай Степанович ывăлĕ, Ванюк...
— Аллах пиллетĕр... — тутар арăмĕ урăх ним калама аптранă енне турра асăнчĕ, куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
Ват тутарĕ Ванюка ыталарĕ.
— Николай Степановичăн маттур каччă ӳсет иккен... Çапах та аван мар, ачамккă, аçупа аннӳ мĕнле пĕтни çинчен кăлăхах суятăн.
— Тӳре-шарасем, вĕсене вăрă-хурах вырăнне хурса, пирĕн ял пуçне хура юпа ларттарнă. Кашни ыйтаканах каласа пама ырă хыпар мар, тĕрлĕ çын тĕрлĕ май ăнланма пултарать. Тата кукаçипе кукамай мана мĕн пĕчĕкрен çапла хуравлама хăнăхтарнă.
— Вĕсене уншăн ятламалла. Аçупа аннӳ ятне асăнма вăтанмалла мар. Вĕсем ĕçхалăх ырлăхĕшĕн, унăн ирĕклĕхĕшĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ паттăрсем.
— Эсир ман аттепе аннене пĕлетĕр-им? — юлашкинчен хăйса ыйтрĕ Ванюк.
— Эх, ачамккă... Эп сан аçупа аннӳне пĕлетĕп çеç мар, вĕсемпе тăванран тăванрах пурăннă. Ун çинчен кайран, эс ăшăнса çитсен, калаçăпăр-ха. Халь тарлас пулать.
Тутарпа арăмĕ васкаса вырăн сарчĕç. Ванюка тăлăппа пуç çинчен витсе вырттарчĕç.
Ванюк ашшĕпе амăшне çеç мар, хăйĕн ятне те пĕлекенсем камне тавçăрма тăрăшрĕ. Кăлăхах пулчĕ. Шухăшĕсем пăтрашма пуçларĕç. Куçĕ умне Энĕшкасси... Анахвис... Клавье тухса тăчĕç. Вĕсене тем хыпарласшăнччĕ вăл, калаймарĕ — ыйăха путрĕ.
Ванюк тем вăхăтран вăранчĕ. Сасартăках ăçта килсе лекнине аса илсе, тăлăпне вăр-вар сирчĕ.
— Лайăх çывăртăн-и? Нимĕн те ыратмасть-и? — çепĕççĕн чĕнчĕç тутарпа арăмĕ.
— Çав тери лайăх çывăрнă. Ним те ыратмасть. Пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.
— Тăхта, тăлăп айĕнчен ан тух! — Ванюк йĕп-йĕпех тарланине асăрхаса астутарчĕ ват тутар, типĕтнĕ кĕпи-йĕмне пачĕ.
Каçхи апат хыççăн тутар Ванюк ашшĕпе мĕн пирки тус-йышлă пулнине каласа кăтартрĕ, вăл таврăнасса шантарма тăрăшрĕ. Çавна май патшана вырăнтан сир-пĕтнине пĕлтерчĕ. Çывăрма вĕсем çурма çĕр иртсен тин выртрĕç.
Хăй çути сӳнсенех, ват тутар сăмахĕсене аса илчĕ те Ванюк, чĕри нихçанхинчен ытларах хускалчĕ. Ашшĕпе амăшĕн пурнăçне, вĕсен ĕçне-хĕлне кукашшĕсем яланах хурлани Ванюка пĕрре кăна мар иккĕлентернĕ. Анахвис кукамăшĕ ăнлантарнисем тĕрĕсех иккен. Унăн ашшĕпе амăшĕ чăнах паттăрсем. Ват тутара ĕненме сăлтав та пур: Энĕшкассинчи Саначин тимĕрçе полицейскисем тытма пырсан, вăл Ванюк ашшĕн çармăс енчи тус-йышĕ патĕнче çăлăнса юлнă тенине илтнĕ. Ак кам пулнă иккен çав çын... Энĕшкассине çитнĕ çĕре ашшĕ таврăнайтăрччĕ. Вара Ванюкран телейли никам çукчĕ. Патша пирки каланине те ăнланчĕ. Самана улшăннине Хусанта чухнех сиснĕччĕ. Ун чухне тавçăрайманшăн эрленчĕ. Çитменнине, вĕсем халь те хăлхине мăк чикнĕ пекех пурăнаççĕ. Ыран ыттисене хуса çитсе хыпарлĕ те, бурлаксем йăванса каяс пекех тĕлĕнĕç.
Ире яхăн тин кăтăш пулнăччĕ Ванюк, тул çути килсенех вырăн çинчен сиксе тăчĕ.
Тутарпа арăмĕ ура çинче ĕнтĕ. Çимĕç хатĕрлесе, чей вĕретме те ĕлкĕрнĕ.
Вăрман çулĕ уçăлса çитеймен-ха. Тĕл-тĕл пилĕк таран кӳлленчĕксем те тупăнĕç. Тата пĕлмен çул яланах тавра та асаплă. Элнет хĕррипе утма ансатрах та, унăн кукăре пит инçе. Ак мĕн сĕнчĕ вара ват тутар:
— Манăн икĕ путник пур. Пĕрне парса яратап. Тӳрех юханшывпа вĕçтер.
— Путникне хăçан тавăрса парас?
— Тавăрса пама кирлĕ мар. Ăна сана пуçĕпех парнелетĕп. Киле çитсен, кимĕ тутарăр. Атăл хĕрринче пурăнакан çыншăн кимĕ лашапа пĕрех.
Тутар арăмĕ чĕреспе пыл илсе кĕчĕ, ăна кутамккана вырнаçтарчĕ. Çавăнтах çырткаламалли чикрĕ.
— Кирлĕ марччĕ. Ахаль те нумай чăрмантартăм сире! — хирĕçлеме хăтланчĕ Ванюк.
— Ун пирки ан шарла, ачамккă. Санпа тĕл пулни хам ачана курнăн туйăнчĕ. Пушăт, милĕк-шăпăр, вут-шанкă кирлĕ чух тӳрех кунта килĕр. Пылне Улянасемпе çурмаран тăвăр. Вăрман япали кирлĕ пулсан, вĕсем те кунталла çул тытчăр. Кукаçупа кукамуна тата Улянасене пысăк салам кала.
Тутарпа арăмĕ Ванюка ăсатма шыв хĕрринех тухрĕç.
— Ганият пичче... Суфия аппа... Тăванла йышăнса хăналанăшăн чĕререн тав тăватăп. Хăвăрăн та пирĕн пата çитсе курасчĕ. Çав тери савăнăттăмăр.
— Аçу таврăнсан çитĕпĕр-ха.
— Ун пирки тем шухăшламалла ĕнтĕ...
— Эсĕ шан, Николай Степанович пĕтмелли çын мар. Ванюк сыпуллашса ал пачĕ, путник çине кĕрсе ларчĕ.
Çыран хĕрринчен уйрăлсан, çĕлĕкне хывса сулларĕ:
— Ганият пичче... Суфия аппа... Чипер юлăр!
— Телейлĕ çул пултăр хăвна та!
Хĕвел вăрман хыçĕнчен тухайман-ха, çавăнпа çанталăк сулхăнрах. Хӳре тытакан кĕсменпе Ванюк пĕрре сулса ярать те, путник таçта çити ыткăнать. Çыран хĕрринче тымарĕпех тăпăлса йăваннă ĕмĕрхи чăрăшсем, ăвăссем вырта-вырта юлаççĕ. Вĕсем юханшыва урлă ӳкнипе затор пулать те ĕнтĕ. Малтан пĕр пĕрене пырса тăрăнать, унтан — тепри. Юлашкинчен капланса лараççĕ те пачах юхма чарăнаççĕ. Ванюксен кун пирки текех пăшăрханмалли çук ĕнтĕ. Пĕтĕм нуши хыçа юлнă. Паян мар-тăк ыран мольăна Атăл таппине хăваласа кăларĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...