Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
I
Çурхи хĕвел хĕлхемĕсем вăрманти юра ирĕлтереççĕ. Тулса сарăлнă Элнет шĕлкесе юхать. Анчах йывăçа мольăпа хăвалама юрамасть-ха. Юханшыв тăршшĕпе вăрманалла кĕре-кĕре каякан çырма-çатра нумай. Пĕренесене çавăнталла сĕтĕресрен хăрушă. Бурлаксен урăх ĕç те пур. Çула май вĕсем Михха суллисене те антарма кĕрĕшнĕ. Халь юхтарма шăп вăхăт, каярах типсе юлаççĕ.
Уяр та тулек ир. Вуншар кимĕ çине çитмĕл пичатнăй тăршшĕ, вăтамрах çын чăмăрĕ хулăнăш мунчала косякĕсем тиерĕç те бурлаксем икшерĕн лара-лара çула тухрĕç. Юхха май кимĕсем ыткăнаççĕ кăнă. Малти кимĕре Ванюкпа Коля. Ванюк ишет, Коля хӳре тытнă. Баракра пурăнса тунсăхланă хыççăн юханшыв çинче уçăлса пыма мĕнешкел ырă. Ванюкпа Коля тӳсеймерĕç, юрласа ячĕç:
Çӳлте вĕçме çулçă мар,
Шыва путма вутчуль мар.
Ытти кимĕрисем те хутшăнчĕç:
Пĕтĕм çынна юрама
Çӳлти хĕвел çути мар.
Лампă çутă çунмасан,
Сӳнтересси ним те мар.
Савни савса калаçмасан,
Сивĕтесси ним те мар.
Бурлаксемпе пĕрле сĕм вăрман та кашласа юрлать. Сасси инçете-инçете кайса çухалать.
Кăнтăрла иртеспе бурлаксем Элнете тухрĕç. Сулăсене çак юханшывпа антараççĕ. Вĕсене вăрманалла кĕртсе ямалла мар. Малтанхи çырма тĕлне çитсенех, Сантăр кăшкăрчĕ:
— Охо-хо-хо-хо!..
— Охо-хо-хо-хо! — хуравларĕç кимĕ çинчисем харăссăн. Ку ĕнтĕ илтрĕмĕр тени пулчĕ. Çавăнтах çыран хĕррине чарăнчĕç. Çӳлерехре утрав пекки пур. Çавна пула юхă сулахай енчи вăрманалла йăванать. Сулă антарса курнисем ку чи йывăр вырăнне чухлаççĕ. Кашниех хăйнĕ юлма сĕнесрен хăрать.
Сантăр мăнукне çакăнта хăварасса никам шутламан, ăна çăмăл ĕç парасса кĕтнĕ. Лешĕн хăйĕн шут. Ача-пăчана çăмăл ĕçпе усала вĕрентес мар тет вăл. Халăх та кӳлешĕ: эс мăнукушăн кăна тăрăшатăн тейĕ. Вăл сăмах илтесшĕн мар. Кирек-мĕн сиксе тухсан та, шăлне витересшĕн. Тата мăнукĕ намăса кĕртмессе те шанать. Уляна мăнукĕ — Ванюка пулăшаканĕ — начартарах та ĕнтĕ, ним тума, урăх никама йышăнмасть.
— Ванюк! — чĕнчĕ вара Сантăр. Лешĕ тинкерсен, эпĕ сире çакăнта хăварасшăн, мĕнле, пултарайăр-и тесшĕнччĕ те, мăнукне хисеплемен пек туйăнасран: — Юлатăр-и? — терĕ.
— Хаваспах! — харăс килĕшрĕç Ванюкпа Коля.
Ыттисем лаштах сывларĕç.
Сантăр Ванюксене канаш пачĕ:
— Ав унта ĕмĕрхи ăвăс ларать. Косякăн пĕр вĕçне çавăнтан çыхăр, вăл тăпăлас çук. Çывăхах вут та чĕртме юрать.. Вут-шанкă пухма ан ӳркенĕр, каç выртма кĕл нумай кирлĕ. Сулăсем кунталла ире яхăн çитмелле. Çырманалла кĕртсе ан ярăр, ăшăха ан лартăр!
— Тăрăшатпăр, кукаçи!
— Тата акă мĕн: асту, Коля, авранă косяка кĕнекрен пушатса пынă чухне Ванюк патĕнче ан тăр. Вĕçĕ çапса пăрахасран хăрушă. Косяк унки урана ан явăнтăр.
Сантăр ахальтен асăрхаттармарĕ. Иртнĕ çуркуне çеç-ха, сулă антарнă çĕрте, Ярцев Макçукне косяк вĕçĕ тăнлавран лексе вĕлернĕ. Косяк унки лекнипе урасăр юлнисем те пур.
— Ан хăра, кукаçи. Чиперех ĕçлĕпĕр.
— Ну, юрĕ... Астăвăр, выртакан кĕл çине вутпуççи ан хăварăр, çунса каятăр! — юлашки сăмахне каларĕ те Сантăр киммине çыран хĕрринчен тĕртсе уйăрчĕ.
Вуншар кимĕ ун хыççăн ыткăнче.
Ванюкпа Коля пĕтĕм сассипе кăшкăрса ăсатрĕç:
— Охо-хо-хо-хо!
— Охо-хо-хо-хо! — каякансем темиçен харăс хуравлани илтĕнчĕ. Вăрман та вăраххăн янласа тăчĕ:
— О-о-о!..
Кимĕсем куçран çухалчĕç. Ванюксем пĕр хушă бурлаксем кайнă еннелле пăхса тăчĕç. Вара хăйсене ăçта хăварнине ăнкарасшăн тавралăха сăнарĕç. Вĕсем йывăç йăвантарнă çĕрти вăрман кунти чухлех çук çав. Кукашшĕ кăтартса хăварнă ăвăса тăваттăн пĕр вĕçрен хăлаçласан та çавăрса илеймĕн. Улăм ури пекех лăпсăркка. Ун айĕнче çумăр йĕпетеймĕ. Ĕмĕрхи ăвăссемпе çăка тăррисем пĕр-пĕринпе çыхлашнипе тӳпе йăлтах хупланнă. Çӳлте улатакка сасси илтĕнчĕ.
— Каттăршнăй, çынран та хăрамасть!
— Эс Чумарине пĕлет вăл, çавăнпа хăрамасть! — кулса ячĕ Ванюк.
— Юман Паттăртан та шарт сикмерĕ-ха ку! — тавăрса хучĕ Коля. Пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ: — Охо-хо-хо-хо! — Вăрман янлани лăпланайманччĕ — кайăк пĕрлеттерсе вĕçсе кайрĕ. Тавралăх шăпланчĕ.
Унччен те пулмарĕ — çӳлте тем чăрлатни илтĕнчĕ.
— Юман Паттăр, сисрĕн-и?
— Улатакка чĕп кăларнă.
— Турă пире яшка пеçерме тутлă аш пиллерĕ!
Вĕсем улатакка чĕппи ашне çисе курман та, бурлакра çӳрекенсем чăх чĕппи ашĕнчен тутлăрах тенине астăваççĕ. Халь ма тутанса пăхас мар? Улатакка чĕпписене мĕнле илмеллине те пĕлеççĕ — ăвăсне касса йăвантармалла кăна. Косяк вĕçне çыхма урăх йывăç çук тесен, тункатине çӳллĕ хăвармалла. Йывăçне касма шеллесен, тăррине хăпармалла та йăва анине пуртăпа аслатмалла. Анчах Ванюк хирĕçлерĕ:
— Тивес мар, ĕрчеччĕр. Йывăçа хăртакан шĕкĕсене пуçтарччăр. Ав, вĕсен ĕçĕ мĕнле йывăр. Сăмсипе таккаса пуçне кисретеççĕ. Çавăнпа сахал пурăнаççе. Эпир те сăхăр тусан, вăрмана сиплекенсем пачах пулмĕç.
Коля хăех тавçăрайманшăн эрленчĕ. Анчах йăнăшне йышăнас вырăнне тусне тăрăхларĕ:
— Юман паттăр, чипер тăннуçпах калаçатăк-и?
— Эсĕ мĕн терĕк?
— Час-часах аташатăн та, халь те çав инкек çакланмарĕ-ши тетĕп.. Çук пулсан, маттур. Тивмĕпĕр. Пурăнччăр та ăру хушчăр. Вăрмана упраччăр!
Çуллахи кунсенче вăрман кайăк-кĕшĕк юррипе янласа кăна тăрĕччĕ. Халь улатакка чĕпписем чăрлатни çеç илтĕнет. Пăртакран вĕсем те чарăнчĕç. Вăрман шăплăха путрĕ. Çака ик çамрăка хăйсем ăçтине, кунта мĕн ĕçпе килнине аса илтерчĕ.
— Юман Паттăр, ма ула курак пек çăвар карса тăратпăр эпир ? Е пирĕн валли кука майсем вут хутса хатĕрленĕ-м?!
— Чăн сăмах, Чумари юлташ! Тепĕр чухне сан тăнпуç та шĕкĕрех иккен!
Çамрăксем сасартăках ĕшеленсе ӳкни кăлăхах мар. Хĕвел çыран хĕрринчи юра ăшăтса ирĕлтернĕ те, пуссанах çеремрен шыв пăчăртанать. Кăшт шаларах сĕлтĕш. Вут çунтарса тйпĕтмесен, выртма мар, ларма та вырăн тупаймăн.
Пĕлтĕрех хăрнă йывăçсен тĕпĕсем нӳрлĕ те тăррисем типме ĕлкĕрнĕ. Ванюкпа Коля вĕсене суйла-суйла касрĕç. Часах пĕр-икĕ лав чухлĕ хатĕрлерĕç. Типĕрех турачĕсене чутласа турпас турĕç. Авăс çывăхнерех купаларĕç те тивертсе ячĕç. Вут çатлатса çунма тытăнчĕ. Тĕтĕмĕ палкаса тӳпенелле хăпарчĕ, ăвăс тăрринчен иртрĕ.
Вĕсем çула тухас умĕн кăна апатланнăччĕ, уçă сывлăшра çӳренипе хырăмĕсем татах выçма ĕлкĕрчĕç.
— Юман Паттăр, Ĕнел чанĕ çапа пуçларĕ.
— Чăнах-и? Хăрушă-çке. Хăтăлма пĕр май çеç, чумари яшки пĕçермелле!
— Апла пыр, чăрăш йĕкелли пуçтар. Чумари вырăнне хурана тултарăпăр! — терĕ те Коля кула-кулах кимĕ патнелле чупрĕ. Вăл пур пек юр-варне илсе таврăнсан, псрре пĕçермелĕх кăларса илчĕç те кутамккине ăвăс туратĕнчен çакса хучĕç.
Вучахри вут вăйланнăçемĕн вăйланса çиеле тухрĕ. Пин-пин хĕлхем тупенелле хăпарчĕ. Элнет леш енчен куракан, ахăртнех, пушар тухнă тейеччĕ. Ванюксене ку савăнтарчĕ кăна.
— Пăх, шеремет! Тĕрлемес вутти тĕр-тĕр-тĕр!
— Куратăп, Юман Паттăр!
Вучах умне пыма пĕçертсен те, вуттине татах пăрахрĕç. Ая сарма кĕл нумай кирлĕ-çке. Тĕттĕмлениччен çунтарса хатĕрлеме ĕлкĕрмелле. Икĕ такан туса, пĕрин çине — хуран, теприн çине чейник çакрĕç. Апатланнă çĕре каç пулчĕ. Çунакан вутта вĕсем ăвăсран инçете, çывăрнă чухне çулăм хыпса илмелле мар вырăна систерчĕç, кĕлне саркаларĕç. Вучахри вут çĕр хутах ак сӳнтĕр тесе, шултра пуленкесем тата-тата купаларĕç. Юлашкинчен Ванюк аçамне кĕл çине сарчĕ. Икĕ пиншакне айне хучĕ те, Коля аçамне витĕнсе выртрĕç. Кĕл купи мамăк тӳшекрен çемçерех-и, тен. Часах çурăма ăшă витрĕ. Килти кăшка çине хăпарса выртнă тейĕн. Ыйхисем кăна килмеççĕ?. Пăхса выртма аван. Кăвайт вăйлă çуннине кăнтарлахи пекех çутă. Тӳпе кăна пăч-тĕттĕм. Шултрарах хĕлхемсем туратсен чатăрне шăтарса хăпарма хăтланаççĕ те, инçех каяймаççĕ. Вĕсем сӳнсен, тупе пушшех тĕттĕмлечет.
Ванюкпа Коля килтен тухнăранпа та кунти пек улаххăн пулса курманччĕ. Йывăçсене шыва йăвантарнă çĕрте иртен пуçласа каçчен ĕçленипе аванах сӳсленетчĕç, вара апат çинĕ-çименех ыйăха путатчĕç. Кăнтăрла та чĕрене килентерекен халап çапма ирĕк марччĕ. Кĕçĕр сĕм вăрманта иккĕшех чухне калаçмасăр мĕнле тӳсĕн? Анчах хĕрупраç пирки сăмах хускатма иккĕшĕн те савни çук. Улах лармăççĕ ĕнтĕ. Кĕçех пир хураллине тухĕç. Яла таврăнсан, хăйсем те пулса курĕç-ха унта.
Ванюк Хусанта Михха хĕрĕпе тĕл пулнине Коля аван пĕлет. Çавна аса илчĕ те:
— Юман Паттăр, турă умĕнчи пек каласă пар-ха, сехмет хĕрĕ качча пырсан илетĕн-и? — терĕ.
Кĕтмен ыйту Ванюка çухатса ячĕ. Вăл кун пирки нихаçан та шухăшламан. Тата Хусантан таврăннă каçах Анахвис кӳреннине пĕлнĕ хыççăн Клавьене пуçĕнчен пачах кăларса пăрахнă.
— Юман Паттăр, хăлхуна кĕл тулчĕ-им?
Коля йĕпĕслесе кулма пуçларĕ. Куна сирме тивĕçлĕн хуравламалла. Анчах чĕлхе çине пĕр витĕмлĕ сăмах килмерĕ. Аптранипе çав ыйтăвах хăйне пачĕ:
— Эс мĕн тăвăттăн?
— Юман Паттăр, çын çине сĕлтсе ан вырт. Михха хĕрĕпе мана мар, сана çураçнă!
— Енчен санпа çураçнă пулсан, мĕн тăвăттăн?
— Эпĕ-и? Вĕсен алăк кĕтессине тăратма шăпăр çук тесен, конешнă, килĕшеттĕм!
Ванюк кăмăлĕ пăсалма хăтланчĕ. Ăна алăк кутне тăратма çураçнă-ши вара Клавьепе?
— Шереметех çав эсĕ!
Коля çакна çеç кĕтнĕн кула-кулах тăрăхларĕ:
— Юман Паттăр, мĕн пулчĕ сана? Ятлаçатăн мар-и?! Алăк кĕтессине йышăнас килмест-и?!
Юлашкинчен Коля айваннипе хăй мĕн каласса та чухлайман пек сунса, Ванюк тарăхсах ăнлантарма тăрăшрĕ:
— Чумари юлташ, эсĕ мана пуçран çапнă пекех тĕлĕнтеретĕн! Хĕрпе иксĕр пĕр-пĕрне юратсан, ашшĕпе амăше килĕшсех мăшăрлантарсан, шăпăр вырăнĕнче усратĕччĕç ĕнтĕ. Хăнсен ывăлĕ тăвĕччĕç те, сехметĕн пĕтĕм мулĕ сан ирĕке юлĕччĕ...
— Ой, Юман Паттăр! Ой, шеремет! Эсĕ чăннипех сехмет кĕрӳшĕ пулма ĕмĕтленетĕн иккен! Ха-ха-ха-ха...
Ванюка Коля кулни мар, вăрман янлани йăкăслантарнăн туйăнчĕ. Сассине кăштах хăпартларĕ.
— Ахăрса кăмăлна пытарма ан хăтлан, Чумари юлташ. Клавье килĕшсен, хăрах уран сиксе качча илĕн!
— Çук, Юман Паттăр, — терĕ Коля, кулма чарăнса. — Йăнăшатăн! Сехмет пурнĕçĕпе хамăнне тем парсан улăштармăп. Вăл пуян, анчах читлĕхре. Эпĕ чухăн та ирĕкрĕ, ытарма çук уçă сывлăшра. Хĕвелĕ, çăлтăрĕ, кăвак тупи, вăрманĕ, шывĕ, хамăр айри кĕлĕ — пурте ман ырлăх. Ыран акă пуç тӳпинчен ура тупанне çитиех йĕп-йĕпе пулатпăр. Сехмет ку паттăрлăха кураймĕ. Çук, Юман Паттăр, сехмет таврашне ман çума ан çыпăçтар. Санпа çураçнă, хăвах хăтана кай! Анчах эпир, йăмăкупа иксĕмĕр, сирĕн туйра ташлаймăпăр...
Коля чăнласах шӳтлени Ванюка йăлăхтарса çитерчĕ.
— Итле-ха, Чумари юлташ. Сехмет хĕрĕ мĕне кирлĕ пире? Е ун çинчен калаçмасан урăх сăмах тупаймастпăр-и? Иçмасса, пĕр-ик çавра юрласа илер.
— Хаваспах, Юман Паттăр!
Аслă улăх леш енче
Хĕлле шăнман кӳлĕ пур.
Халĕ пирĕн малалла
Вутра çунас кунсем пур...
— Тупнă сăввине те... Мĕн сăлтавшăн вутра çунмалла пирĕн? — юрлама чарăнса ӳпкелерĕ Ванюк.
— Охо-хо-хо! — вăрман ытла та илемлĕ янланине ытараймасăр кăшкăрчĕ Коля.
— Чумари юлташ! — тин аса илнипе çуйланнăн чĕнчĕ Ванюк. — Эпир юрлатпăр, анрашса, вăрмана ян яратпăр. Лăп-лапсем килсен мĕн тăвăпăр?
— Чăн та ухмахах çав эпир... — тусĕ çумнерех тĕршĕнчĕ Коля.
Ванюк юлташĕ сехĕрленнине сисрĕ. Ашĕнче кула-кула халап калама пуçларĕ.
— Пĕррехинче пирĕн кукамайсем çармăссен енне кăмпă татма кайнă. Каç пулсан, ăшăнма вут тивертнĕ, çывăрма выртнă. Темскер чаштăртатнипе кукамай вăранса кăять! Пăхатăп, тет, вут умĕнче темле хĕрарăм çӳçпуçне тураеа лара парать, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, хĕрарăмран капан пысăкăш хура вăкăр пулса тăчĕ, тет. Мĕкĕрсе ячĕ, тет те, пĕтĕм вăрман хумханса кашларĕ, тет. Кукамай хăранипе сăхха петĕм, тет. Вара вăкăр пач çухалчĕ, тет. Анчах вăрманĕ тата нумайччен кашласа тăчĕ, тет.
— Юмах вăл... — паттăрланса ехлетрĕ Коля. Ванюк тата хăратма пикенчĕ.
— Юмах-и? Сăхсăхма ĕлкĕреймен пулсан, суккăр е чĕлхесĕр туса хăваратчĕ тет кукамай.
— Пуш параппан çапнипе çитĕ. Итлес килми пулчĕ! — чăнласах кӳрене пуçларĕ Коля.
Урăх калаçма кирлĕ маррине сисрĕ Ванюк. Хăй халапĕнчен хăй сехĕрленнĕн:
— Юрĕ, çывăрăпăр... Ун пекки-кун пекки сиксе тухсан, сăхсăхма ан ман. Пуçелĕк çине хĕрес хур! — терĕ те чĕмсĕрленчĕ.
Çамрăксем лăпланса тем вăхăт выртрĕç, çывăрса кайма ĕлкĕрейменччĕ — Ванюк кăшкăрса ячĕ:
— Ай-яй-яй!..
— Мĕн пулчĕ?
— Çунатпăр! Тумтирсене сирсе пăрах хăвăртрах! — терĕ те Ванюк йăпăр-япăр йĕмне хыврĕ. Нӳрлĕ çерем çине пăрахса таптарĕ.
Мĕн амакне Коля та тавçăрчĕ ĕнтĕ. Ав, ая сарнă аçам мăкăрланать. Ăна кĕл çинчен илсе ывăтрĕ, тапта-тапта сӳнтерчĕ. Тем чул пуçтарсан та, кăвар пĕрчи юлнах иккен.
Хăрушлăх йăлтах сирĕлнине ĕненсен, Ванюк купарчи ыратнине туйрĕ. Пиçнĕ япалана мĕнпе эмеллемеллине илтнĕ вăл. Çĕрулмине çӳхен касса хатĕрлерĕ те:
— Чумари юлташ, кил-ха пĕçертнĕ тĕле тыт çакна! — терĕ.
— Ыратать-и? — чĕр çĕрулмине суран çумне çыпăçтарнă май ыйтрĕ Коля.
— Ытлашшиех мар... Юрать-ха, çывăрса кайман. Кăмрăк пулаттăмăр.
Кĕле пăлхатса пăхрĕç те аçамне сарса выртрĕç.
— Юман Паттăр, купарчу çине хĕрес хума ан ман! Асту, тем кăтартĕç арçурисем! — йĕплерĕ Коля.
Ванюк шарламарĕ, ăшĕнче кăна кулса ирттерчĕ. Тем вăхăтран Коля шăнса вăранчĕ, айккинелле хыпашларĕ. Ванюк аçама хăй çине туртса илнĕ иккен.
— Юман Паттăр, мана шăнтса вĕлересшĕн-им эсĕ? Ванюк та вăранчĕ.
— Мĕн пулнă? Мĕн йăшăлтататăн?
— Намăса пĕлместĕн. Пĕтĕм аçама хăв айна тĕркеленĕ!
— Ай-яй-яй, шеремет! Пит аван мар тунă-çке!
— Чикан тарĕ тапса тухрĕ...
— Апла тесен чир-чĕр çакланмĕ. Мĕн вăхăт çитнĕ-ши? — майлашăнса выртсан аса илчĕ Ванюк.
— Автан авăтсан пĕлеттĕмĕр. Ма çармăс картишĕнчен тытса килмерĕн?
— Эп сана шаннă.
Шӳтле-шӳтлех ыйхисем çĕтнине туйрĕç. Каç выртнă чух пăч-тĕттĕмччĕ. Халь туратсем витĕр кăвак çутă сăрхăнни палăрать.
— Юман Паттăр, тул çутăласшăн мар-и?
— Тĕрĕсех-и, тен, Чумари юлташ. Тепĕр чухне сан куçу та улшăнакан марччĕ. — Конешнă. Сулăсем аниччен яшка пĕçерсе çиме ĕлкĕрес.
— О-о... давай ишо-о...
Иккĕш ĕрлешсе сĕм вăрмана ыйхăран вăратрĕç. Коля тӳрех кăвайт патне пычĕ те вут хучĕ. Тĕрлетсе кайсан, çаврăнкаласа ăшăнчĕ.
— Ай-яй, кăвакал лайăх пертертĕн кĕçĕр мана!
— Миçе тытрăн?
— Шучĕ çук.
— Свежи аш яшки пĕçерĕпĕр-и алла?
— Конешнă. Çĕрулми шурат. Эп шыв ăсса килем! Коля хуранпа чейнике йăтса чупрĕ. Шыв хĕррине çитсенех тĕлĕннĕн кăшкăрчĕ:
— Юман Паттăр, мыскара!
— Мĕнле мыскара?!
— Шыв шăннă!
— Пушшех аван, иксĕмĕре шыва кĕме уçă пулать.
— Чăмса пăх-ха, курса тăрам! — текелесе, Коля пăр çĕмĕрсе шыв ăсрĕ. Вăл таврăннă çĕре Ванюк вучах умĕнче кăштăртататчĕ. Ун йĕмĕ шăтăккине курчĕ те кулса ячĕ: — Юман Паттăр, купарчу çине уйăх çути ӳкнĕ. Сехмет хĕрĕ курсан, ним шухăшламасăрах упăшки тăвĕччĕ. Санран юсаввине урăх тупаймăн. Вăт, хĕрес хурса выртманни мĕне пĕлтерче, э?!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...