Вĕре çĕлен
Тăр çуллахи каçхине
Вĕри сывлăш уçăлчĕ,
Кунĕпеле ĕçлекен
Тĕнче шăпах лăпланчĕ.
Сайраран çеç катаран
Карăш сасси илтĕнет,
Вал та пăртак картлатсан,
Чарăнать те тĕлĕнет.
Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем
Çынсем çине пăхаççĕ,
Хутран-ситрен вĕттисем
Пытанмалла выляççĕ.
Кăвак пĕлĕт чатăр пек
Çăлтăрсенчен çултерех.
Авăс çулçи майĕпе
Чĕтренкелет тӳлекре.
* * *
Çурçĕр енчен, инçетрен
Пĕлĕте çурса вутпуççи
Вĕçсе килет çиçтерсе,
Лапсар ятлă ял сине.
Вутпуççи мар, вут çĕлен,
Аскăнмашкăн тухнăскер,
Таса çутă тĕнчерен
Ылхан анчах илнĕскер.
Хаштик-хаштик хашлатса
Акă ĕнтĕ вăл вĕçет,
Пĕлĕт тăрăх ярăнса
Хĕрлĕ хĕлхем ӳкерет.
Лапсар тĕлне çитсессĕн
Пăччу! анса çухалать,
Каçхи таса сывлăшра
Сĕрĕм анчах хăварать.
* * *
Çав вăхăтра пӳртĕнчен
Тухать тăрать тухатмăш,
Икçĕр çулхи асамăç,
Лапсар çынни Ăраман.
Ял хыçĕнчи анкартне
Çынсем курман çĕрсемпе
Чупать ав вăл васкаса,
Урисене çавăрса.
Анкартине çитет те,
Йĕтем çине тăрать те,
Катăк çĕçĕ кăларать,
Пилеш хулла хупăллать.
Унăн ури умĕнче
Пăчăраллă вут тумтир
Иăлтăр-ялтăр курăнса
Выртать сĕрĕм кăларса.
Старик утма тытăнать,
Тумтир тавра çаврăнать;
Хăй тутипе мĕрлетет,
Тимлес ĕçе тирпейлет.
-«Пилеш, пилле ман ĕçĕ,
Хуппи, хулла çĕлене,
Карта, картла ун çулне», -
Тет Ăраман чĕлхипе.-
«Атăл шывĕ типсессĕн,
Пилеш хуппи тин типтĕр;
Тамăк çтани ӳксессĕн,
Çак карта тин çухалтăр», -
Тет вăл татах малалла.
Унтан пилеш хуппипе
Вут тумтире тавраран
Карта туса çавăрчĕ.
* * *
Лапсар вăрăм урампе
Тул çутăлас патнелле
Тухать сарă яш ача,
Утать йĕтем еннелле.
Йĕтем çине çитет те
Курах каять старике;
Ăна хыттăн пахать те
Кĕрет йĕтем варрине.
Старик вăйлă сăмахпа
Тата пилеш хуппипе
Кăварлă тумтир патне
Хай пыракан ачана
Картапа çул картланă.
Çӳрет ача, кускалать.
Çав карта йĕри-тавра;
Авăнать те, кукăрлать.
Вуник хуçăк хуçăлать.
Пахать: пăхма инçе мар
Вутлă тумтир йăлкăшать,
Илес: илме хăват çук -
Пилеш хуппи шалт хуплать.
«Ха-ха, лах, лах! лекрĕн-и?
Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман?» -
Терĕ тăракан старик
Пĕтĕм вартан ахăрса.
Ача çаврăнса пăхрĕ,
Куçпа çиçĕм çиçтерчĕ,
Каллех утма тытăнчĕ,
Кускалама тапратрĕ.
Çавăрăнать, кускалать,
Ăсран каять, аптăрать,
Сăмсипе нăш-нăш тăвать,
Аллисене тăскалать.
Кускаласан, пăтрансан
Старик патне пычĕ те
Хуллентерех сасăпа
Йăлăннă пек каларĕ:
-«Ярсам ĕнтĕ, уç ĕнтĕ,
Тумтир патне çул парсам.
Мăшкăллама çитĕ-çке,
Картланине сӳт ĕнтĕ.
Кун пек мăшкăл намăса
Мĕнпур вăрăм пурнăçра
Курасса мар, илтме те
Нихăçан та илтменччĕ», —
Тесе ача пĕтерчĕ.
-«Апла эппин, эпе те
Икĕ çер çул хушшинче
Сан пек кайăк тытманччĕ»,-
Терĕ старик ахăрса. -
«Ахаль мар çав вунă çул
Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм,
Çитмĕл çичĕ сын патне
Эп вĕренме çӳрерĕм.
Анчах пĕри те пелмерĕ.
Лăпăр карчăк тĕлĕкре
Курса вара вĕрентрĕ.
Чи çивĕчĕ кайăка
Çав чĕлхепе тин тытрăм.
Ярассине ярăп та,
Эсĕ унччен йĕркипе
Ху мĕскертен пулнине,
Мĕскер туса пурăннине
Йăлт каласа кăтарт-ха», -
Старик çапла каласан,
Ача сине тинкерсе
Пăхрĕ чалăш куçĕпе.
Ачи чĕнмесĕр пăртак
Усса тăчĕ сар пуçне,
Унтан каллех çĕклерĕ,
Куç харшисĕр çамкине
Тухатмăша кăтартрĕ,
Хăйĕн вутлă çăварпе
Сăмахлама пуçларĕ:
«Мĕншĕн капла ман пурнăç
Сана пит кирлĕ пулчĕ?
Пĕлессӳ килет пулсан,
Хамăн тута-çăвара
Пит хĕрхенсе тăмастăп.
Эпир çиччĕн пĕр тăван,
Çичсĕмĕр те вĕри çĕлен
Хурлăх, асап кăтартма
Эпир ĕлĕкренпелех
Каç пулсассăн тухатпăр,
Хитре таса хĕрсене
Вăрăм сарă яш пулса
Курăнатпăр тĕлĕкре,
Унтан вара пăртакран
Куç кĕретех курнатпăр.
Пĕр-ик виç çул иртсессĕн,.
Вĕсем йывăр асаппа
Хĕн-хур курса вилеççĕ,
Вĕсем асап, хĕн курни
Пирĕн ăша кантарать.
Хамăр вăя систерсе
Тепĕр çылăх тутарать.
Эпир ĕлĕк сан пекех
Çак çĕр çинчи этемччĕ;
Усалпа ултав хушшинче
Тĕрĕс çула шыраса
Çич йĕкĕреш пурăнтăмăр,
Çирĕм çула çитиччен.
Анчах çынсем хушшинче
Усал ĕçĕн вĕçĕ çук.
Тӳре ĕçĕн шăрши çук,
Ултав, суя пурăнать,
Пурте ăна пуç çапать,
Пурте ăна хисеплет.
Этем сана чĕлхине
Йӳçĕтнĕ пыл хыптарать,
Хăйĕм вăйсăр аллипе
Чул муклашки тыттарать.
Элеклени çĕр çинче
Кĕрекене кĕрттерет.
Пĕрне-пĕри хурласа
Сăмах туса ваклани -
Сирĕн халăх хушшинче
Ăслă сăмах калаçни.
Пирĕн çичĕ тăванăн
Пурччĕ пулă тытасси:
Хамăр ĕçпе нихăçан
Чăрмантарман никама.
Анчах çынсен элекпе
Сын усалне тухрăмăр,
Мĕскен çынсен шухăшпе
Ялăн кулли пултăмăр.
Çавăнпа çичсĕмĕр те
Ял мăшкăлĕ пуличчен,
Сын ылханĕ пулас та
Тĕнче тăрăх сарăлса,
Çĕрле вĕçсе çӳресе,
Кулакана тавăрас,
Тесе шухăш тытрăмăр.
Кĕркуннехи каçпала
Хыр икелне хыпрăмăр,
Пыр шăтăкне ларнине
Сывлаймасăр вилтĕмĕр,
Акă хале сан умра.
Яш ача пек тăратăп,
Анчах тумтир тăхăнсан,
Мен пуласса пулатăп...
Кама тĕнче ĕмĕртен
Ылханĕпе ăсатать?
Кама курсан инçетрен
Хĕрес хурса сăхсăхать?
Кама сиссен шикленсе,
Хӳтĕ çĕре пытанать?
Кама хăйĕн айĕнче
Пĕтермешкĕн май шырать?
Пирĕн çичĕ тăванăн
Пуç пĕтессе вăл кĕтет.
Пире, вĕри çелене,
Юратмасть те хисеплет.
Çичĕ сăмах каласан,
Çитмĕл тĕслĕ пулатпăр,
Çурçĕр енче курăнсан
Кăнтăр енне ӳкетпĕр.
Пирёншĕн хӳме, стена çук,
Пирĕншĕн инçе, çывăх çук:
Пĕрре тĕнче хĕрринче,
Тепре тĕнче варринче
Вĕçсе кайса пулатпăр.
Пĕлтĕн ĕнтĕ, çĕр çынни,
Пирĕн вăйлă пурнăçа?
Хамăн вутлă тумтире
Вăхăт çитет тăхăнма», —
Терĕ ача пĕтерсе.
-«Ха-ха, лах-лах, апла-а!
Тумтирĕве пулĕ-ха,
Манăн ырă хĕрĕмĕн
Юнне калла тавăр-ха,
Вара вĕçĕн çулупа», —
Терĕ хиреç тухатмăш,
-«Эх, мĕскен, вăйсăр этем!
Виçĕ пурнăç курасси
Килет пулсан, - кăтартăп:
Хăвна çамрăк хĕр тăвăп!» -
Терĕ ача çиленсе.
Унтан йĕтем сасартăк
Хыттăн чĕтресе кайрĕ,
Пĕлĕт çинче вĕри çĕлен
Ялкăшнийĕ курăнчĕ.
Тухатмăшăн умĕнче
Тĕпсĕр шăтăк курăнать,
Тухатмăшĕ хăраса
Хытса кайнă та тăрать.
Тĕттĕм çуллахи çĕрте
Вĕри çĕлен чашкăрать,
Хăйне куракан çынна
Турра аса илтерет.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...