Мучи


— Мучи, — терĕ шăллăмăн ултă çулхи ывăлĕ Славик.

— Мĕн?! — тарăхса персе ятăм эпĕ.

Хам та сисмерĕм: епле тухрĕ çак сивĕ сăмах?

Кӳрентермерĕм-ши тесе, унăн çĕмĕрт куçĕнчен тинкертĕм. Ача чунĕ — сисĕмлĕ барометр. Вăл халь, ак, чăнах та, ман çине ăнланмасăр, шикленерех пăхать.

Эп куланçи турăм. Ăна-кăна сисмерĕ курăнать Славик.

— Мучи, çак теттепе вылям-и? — малтанхиллех хаваслă ыйтрĕ вăл.

— Вылях, выля! — лăштах пулса, ăна сĕтел çинчен ракета илсе патăм. Тетти ĕнтĕ чăнласах йăпанмаллискер: авăрлатăн та — çĕмĕренне самаях инçе ывăтать. Кантăка ан çĕмĕртĕр тесе, вĕçне пуклак резина çапнă пулин те, эпĕ ăна татах ача ĕмкĕчĕ тăхăнтартнăччĕ. Хамăн шĕвĕрĕ чарусăртарах, кунсеренех мĕн те пулин аркатма тăрăшать.

— Ах, хытă перет ку, мучи. Авăрласа пар-ха.

— Хăвах авăрла. Ак çапла… Вĕрен…

— Халь пĕлеп, мучи.

Хам çаплах йĕркене кĕрейместĕп. Сикрĕ вырăнтан чĕре.

«Мучи! — янăрать хăлхара. — Мучи!»

Вăтăр çула çитнĕ çыншăн ку сăмах ытла та чĕрене касать иккен!

Тĕкĕр умне пыратăп. Яшлăх сăнĕ тарайман манран, тепре чухне хĕрсем те пăхкаласа илеççĕ. Сăнăма çулсен акапуçĕ çапах та сĕртĕннĕ ĕнтĕ, шăйăрнă: çамка çинче виçĕ карт палăрать, куç айĕнче те йĕрсем çухалмиех выртаççĕ. Çав йĕрсем ан пулччăр тесен, çулла хура куçлăх тăхăнма сĕнеççĕ. Анчах эпир ăна-кăна уятпăр-и вара? Çамрăклăх учителĕ — чĕре. Çулталăкра пĕрер эрне пек канкаласан, йĕрсем çухалма та пăхаççĕ. Çапах та пурнăç пурнăçах çав. Ĕç çине ĕç, пăлхану-тарăху — тем те пур пурăнан пурнăçра. Çулсен акапуçĕ йĕрлет те йĕрлет сана. Тăнлавĕ те çараласшăн. Хăш-пĕр çынсем ухмах çӳç пĕрчисем ăслă пуçа пăрахса тараççĕ, текелесе шӳтлеççĕ, эпĕ: ăслă çӳç пĕрчисем ухмах пуçран тараççĕ, тетĕп. Çавах мар-и, икĕ тăнлава та кашни эрнерех пĕрер шурă çӳç пĕрчи тухса ларать пулсан? Кăкласа пăрахатăп — каллех шăтать. Çумкурăкĕ пекех иккен шуралакан çӳç…

Мучи!

Апли аплах мар-ха та, çапах çул чуппи пуриншĕн те чупать. Хальхи тарăн ăс-тăнлă этем пурне те тăвать, вăхăта çеç чараймасть.

Урăххи халь асра.

…Пирĕн урамра Михала мучи пурччĕ (тăпри çăмăл пултăр). Пĕчĕкрех те вăр-вар старик ăнсăртран яш-кĕрĕм вăййине лекет-и: вăл — ташлать, лаша тытса килет-и — юрлать, утă лавĕ çинче ларса пырать-и — пуслăх вĕçĕнче пуçхĕрлĕ тăрать. Халиччен курман-илтмен асăрхасан, ăсран тайăлнă ку темелле. Анчах ку йăнăш пулнă пулĕччĕ: ĕç те çунать Михала мучи аллинче, савăнăçĕ те вĕресе тăкăнать.

Вăрçă вăхăтĕнче çакскер пĕр çитмĕл çулаллах çывхарнăччĕ пулас. йывăрччĕ ун чухнехи пурнăç, анчах Михала мучи хăй куляннине нихăçан та кăтартмастчĕ. Юрла-юрла, ташла-ташла ĕçлетчĕ. Çынсем ятлаçма та пăхкалатчĕç: мĕн ăна, ывăлĕсем вилмен те, уншăн пулсан халь пуçхĕрлĕ çӳре. Анчах çук ывăла ăçтан туптăр-ха вăл? Çичĕ ача пулнă унăн — çиччĕшĕ те хĕр. Тепĕр тесен, ывăлĕсем вилмен тени те тĕрĕс мар — виçĕ кĕрӳшĕ вăрçăран таврăнмарĕ.

Кашни этемĕн хăйĕн тĕлĕнтермĕшĕ пур. Михала мучин те çавах. Хăйне мучи тесен нĕрсĕр çилленетчĕ вăл. Хăш-пĕр чухне, çилленмесен, çапларах тавăратчĕ:

— Аннӳне кала, мучи улаха пырать, те. Хăйма хатĕрлеме ан мантăр.

Ялта ят час тухать, пирĕн Михала мучи те Хăйма мучи пулса тăчĕ.

Çулланнăраххисем ăна Михаил Петрович, тетчĕç. Хисеплетчĕç. Хисеплеме майĕ те пулнă çав. Пухăва вăл, сăмахран, кашнинчех хура сукна кĕпе, салтак галифи, хром атă тăхăнса пыратчĕ. Кăкăрĕ çинче икĕ Георги хĕресĕпе (ăна хăй Юрги хĕресĕ тетчĕ) икĕ медаль ялкăшатчĕ. Пĕр медальне хам та çавăркаласа пăхнă, мансах кайман пулсан, унта çапла çырнăччĕ: «Не нам, не вам, а богу твоему».

Вăрçă умĕн ăна çак наградăсене çакса çӳренĕшĕн района чĕнсе тытса та хупнă пулать. Хăй каласа пани те аса хĕсĕнкелесе юлнă.

«Кăларса ывăт ку патша нахратисене», — теççĕ мана. «Çук, — тетĕп, — эп патшана приснавать тумастăп, эп Раççейшĕн çапăçнă, мана патша мар, Раççей панă».

Лаша яма кайсан е кăнтăр канăвĕнче япун вăрçи çинчен те, «ермен» вăрçи çинчен те калакаласа паратчĕ. Унăн, имĕш, тата тепĕр «Юрги» хĕресĕ илмелле пулнă та, хăй амансан писарьсем çухатнă…

Кайран çулсем мана ялтан чылайлăхах уйăрчĕç. Çарта пулнине шута илсен, пилĕк çул иртрĕ. Курма таврăнсан, Михаил Петровича хăйсен хапхи умĕнче пĕрремĕш хут туяпа куртăм. Пырса ал патăм. Вăл мана шывланакан куçĕпе чылайччен пăхса тăчĕ. Савăнăçпа тулса ларнă çамрăк çын чĕри ватлăх пирки тĕлленмест çав. Сисмерĕм те, ача чухнехиллех, айванла персе ятăм:

— Михаил Петрович! Аннене хăйма хатĕрлеме калас мар-и?

— Ан кала. Пыраймастăп. Халь Хăйма мучи мар, ахаль мучи анчах, — терĕ те вăл, хаш! сывласа ячĕ. Малти шăлĕсем ӳкнипе чĕлхи те ют, хăш-пĕр сăмахĕ селĕп тухать.

— Çавах пырса çӳре. Сăра пур.

— Тăхта-ха… Палларăм шана (сана вырăнне ĕнтĕ), шельма… Палларăм, — текелесе, сайра сухалне пĕчĕкленсе юлнă пӳрнисемпе шăлкаларĕ. Унтан: — Çамрăксем эшир, — терĕ те каллех хаш! сывларĕ. Кăштах тăхтасан тепре хушса хучĕ:

— Эх-ха-хай!.. Çамрăксем эшир… Ăнланмастăр ват çын чунне …

— Мучи! Авăрлама вăй çитмест! — чупса пырать каллех шăллăм ачи Славик.

Эпĕ хальхинче ун çине ăшшăн пăхатăп, çапах та чунра тем вырăнтах мар.

Епле каласа парас-ха ăна халь хамăн шухăша? Епле пĕчĕкскере ăнлантарас этемĕн çĕр çинче нихçан та ватăлас килменни çинчен?

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: