«Ĕмер сакки сарлака» роман пирки
Халăхăн иртнĕ пурнăçне сăнласа паракан повеçсемпе романсен шучĕ сахал тесе пăшăрханма пирĕн халĕ сăлтав çук ĕнтĕ. Ĕçĕ, паллах, шутĕнче мар — пахалăхĕнче. Авалхипе ĕлĕкхине асăнса çырнисем çулсерен, кĕнеке хыççăн кĕнеке тухса пыраççĕ. Сăмах ăстисен ытамне XVI ĕмĕртен тытăнса XX ĕмĕр пуçламăшне çитичченхи халăх кун-çулĕнчи пур паллă тапхăрсем те кĕнĕ темелле. Пуçĕпех хускатман е çĕнĕлле тĕсесе-сăнласа пама тытăнман вырăнсем юлман тесен те юрать.
Хальхи илемлĕ литературăри иртни çинчен çырнин вырăнĕ çинчен самах тапратсан, хай халлĕнех тенĕ пек, хăш-пĕр вулакансем умне çакăн пек иккĕлентерекен ыйту тухса тăрать. Коммунизм обществине çывăхартас мăнаçлă ĕмĕте тытнă, ăна пурнăçлама пĕтĕм вăйне-хална пăхăнтарнă совет халăхĕн хĕрӳ ĕçĕ-хĕлĕпе тулнă тапхăрта пирĕн писательсем иртнĕ саманасем çинчен çав териех хавхаланса çырни кирлех-ши?
Чăваш литературишĕн вăл паян кăна хусканнă ыйту мар. Ăна, акă, вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче пит сӳтсе яватчĕç. Вулакансем те, критиксем те хĕрсе калаçатчĕç. Ун пирки С. Элкер, хăйĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине пуçласа уйрăм кĕнекен кăларнă май, çапла каласа çырнăччĕ: «Социализм строительстви çултан çул çĕнĕ çитĕнӳсем, пысăкран пысăк çĕнтерӳсем тăвать. Совет ĕç халăхĕ, рабочи класпа унăн партийĕ пуçарса пынипе, тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, çĕнĕ тĕнче никĕсне çирĕплетет. Паллах, çакăн пек хĕрӳллĕ саманара поэтсемпе писательсен те куç умĕнче пулакан çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем çинчен çутатса пымалла. Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи хĕн-хурлă пурнăç çинчен историлле поэмăсем çырса ларни килĕшмест те пек. — Мĕнле усă кӳме пултарĕ чăваш литературине хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пурнăç çинчен çырса пани? Пире хальхи çинчен тата çитес çута пурнăç çинчен çырни кирлĕ, — тейĕç хăш-пĕрисем. Ун пирки эпĕ çакна калатăп: социализмла пурнăç тунă чухнехи хĕрӳллĕ тапхăрта та ĕлĕкхи классен кĕрешĕвĕ çинчен пĕлни, пуянсем чухăнсене епле тискеррĕн пусмăрласа пурăнни çинчен пĕлсе тăни — пире пĕр усăран пуçне нимĕнле сиен те кӳрес çук. Ĕмĕрсем тăршшĕнче пурнăç мĕнле улшăннине пĕлес тесен тата вăл мĕн чухлĕ малалла кайнине курас тесен, иртнипе хальхине илсе пахаламалла…» (Элкер. «Хĕн-хур айĕнче…» Автортан. Мускав, 1931 ç.).
Халăх поэчĕн вăтăр çул ĕлĕкрех каланă сăмахĕсемпе паян кун та килĕшсе, эпир çакна каласа хăварасшăн. Пурăнан саманан тĕн ыйтăвĕсене хускатасси-тапратасси, унăн таппипе пурăнасси, унăн сăн-сăпачĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартса парасси, халăха ялан та малалла пăхса ĕçлеме-пурăнма хавхалантарса пырасси — литературăн чи çывăх тивĕçĕ, тĕллевĕ. Кирек мĕнле литературă та паянхи вăхăта çывăххипе, пурăнса ирттерен саманан паттăрĕсене туллин сăнласа панипе, халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăнипе вăйлă. Çавăнта ун чăн-чăн илемĕн тупсăмĕ. Анчах хальхи вăхăт, хальхи самана тенине эпир пĕр паянхин виçипе кăна виçме пултараймастпăр. Вăл пит ансăр пулнă пулĕччĕ. Хальхи вăхăт тени, пирĕн ăнланăвра, паянхи те, ĕнерхи те, ыранхи те. Пĕри тепĕрипе тачă çыхăнса тăраççĕ. Ĕнерхине асра тытмасăр паянхин ăнăçне татса пама çук, паянхине хисепе илмесĕр ыран пулассине тавçăрса илме кансĕр.
Сăмахне эпир иртни çинчен çырни кирли е кирлĕ марри пирки тапратнăччĕ. Ун çинчен хамăртан урах сăмах хушмăпăр. Пирĕн вăхăтри паллă вырăс поэтне Н. Асеева, В. Маяковскийĕн çывăх тусĕсенчен пĕри пулнă çынна, сăмах парăпăр. Вăл çапла калать: «Могут сказать: а какое нам дело до этих минувших дней? А такое, что если не знать о них, то не знать и о сегодняшних днях ничего, кроме общих мест» («Огонек» журнал, 52 №, 1960 ç.) Пит вирлĕ каланă. Кирлĕ те, вырăнлă та! Çакна çеç хушса хурасшăн: иртни хальхипе пулассине хупласа ан хутăр. Иртни çинчен калакан кĕнеке пурнăç хуçисем хăйсем пулса тăнă совет вулаканĕсемшĕн чуна кăтăклантармалли, тунсăх килсен йăпанмалли кăсăк истори мар, чăннипех те тарăн шухăша яракан, чĕрене хумхантаракан, ăс паракан кĕнеке пултăр. Пире писатель иртнĕ пурнăçăн тĕшшинчен ытларах кипеккине кăтартса пама пăхать пулсан, ун пек кĕнекен пархатарĕ пысăк пулассине шансах каяс килмест. Иртни иртниех ĕнтĕ вăл. Унта темĕн пулнă, темĕн те пулма пултарнă. Çав темĕн те пĕр тен пире мĕн пĕлме кирлине, пирĕн ăс-тăнпа кăмăла усăллăн витерме пултармаллине суйласа илсе пĕтĕмлетсе парасси çăмăл ĕç мар. Хĕрӳ кăмăлĕ те, пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те кирлĕ. Ăсталăх тенĕрен, сăмах май, эпир çав хисепех писателĕн виçе туйăмне те кĕртсе хăварасшăн. Халăхăн чăн-чăн историйĕпе çыхăнса тăракан илемлĕ литературă произведенинче автор чăнлăх виçине çирĕп тытса пыни кĕретех кирлĕ.
Илемлĕ сăмах мелĕсемпе халăхăн иртнĕ пурнăçне витĕмлĕн сăнласа парас, çапла туса хальхи самана çыннисене çĕннишĕн тата хастарлăрах тăрăшма хавхалантарас ĕмĕте тытса ĕçлекен писательсен шутне Мранька Микихверĕ те кĕрет. Нумай пулмасть эпир ăна ытларах унăн пьесисем тăрăх пĕлеттĕмĕр. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăл умлă-хыçлах прозăпа çырнă «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн висĕ кĕнекине кăларчĕ. Романăн юлашки кĕнеки «виççĕмĕш кĕнеке вĕçĕ» сăмахсемпе пĕтет. Ку ĕнтĕ çак хулăн кĕнекеллĕ романа автор малалла та çырма ĕмĕтленнине пĕлтерет темелле.
Российă çĕршывĕнчи пĕрремĕш революципе çыхăнса тăнă событисем, халăхăн çав тапхăрти пурнăçĕпе кĕрешĕвĕ чылай писательсене туртать. Мранька та хăй романĕн (халлĕхе тухса çитнĕ кĕнекисен) никĕсне XIX ĕмĕрĕн вĕçĕпе XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăç пулăмĕсене хывнă. Чăн ĕнтĕ, асăннă тапхăр чăваш халăхĕн кун-çулĕнче те паллă тапхăр пулнă. Вăл пĕтĕм çĕршыва кисретнĕ революцилле событисемпе, халăх пурнăçĕнчи драмăлла пулăмсемпе, халăх ăс-тăнĕпе тавра курăмĕнчи пысăк улшăнусемпе пуян.
Тĕпрен илсен, çĕр ĕçĕпе пурăннă чăваш çĕршывĕнче те çак тапхăрта кивĕ, ĕлĕкрен хăнăхнă пурнăç йĕрки-йăлисем хăвăрт йăшса пыма тытăнаççĕ. Укçа-тенкĕ тĕнчи вăй илет. «Укçа чул касать, укçа пуç та касать». Халăх вăйĕ-тарĕпе кӳпĕнсе пыракан ял пуянĕ-куштанĕсем ялшăн патша тӳре-шаринчен кая мар хăрушă тăшмансем пулса тăраççĕ. Пĕр кавара кĕнĕ аçтахалла, вĕсем хура халăха икĕ енчен пăвма тытăнаççĕ. Хăврăлса, хевтесĕрленсе пыракан хуçалăх ял чухăнĕсене тăрантарайми пулать. Хырçи-марçи, парăмĕ-сарăмĕ ӳснĕçем ӳсет. Ял халăхĕ калама çук хăвăрт сийленсе пырать. Выçăпа касăлса пурăнакан, тăранмалăх ĕç тупайман хресченсем йышлансах пыраççĕ. Ял хускалать. Ĕç шыраса вăл фабрикă-заводсене, рудниксемпе шахтăсене туртăнать, вăрман касса сулăсем юхтарнă çĕре ĕçлеме кĕрĕшет, хуласемпе пристаньсенчи хура ĕçе каять, улпут-хуçасем патне тарçа кĕрет.
Урăх халăх ĕç çыннисемпе анлăн хутшăнса пĕрле ĕçлесе пурăнни, вырăс рабочийĕсен революцилле хастар кĕрешĕвĕ хавхалантарни, халăха ăнăçсăр яппун вăрçи асап кӳни тата ытти нумай сăлтавсем чăваш ĕç çыннисен сĕмне те уçаççĕ. Вĕсем те пусмăр йĕркипе пусмăрçăсене хирĕç кĕрешĕве çĕкленеççĕ. Çав кĕрешĕвĕн мăнаçлăхĕпе драматизмĕ çинчен каласа пани «Ĕмĕр сакки сарлака» романра тĕп вырăнта тăрать те ĕнтĕ.
Романри кĕрешӳ-тытăçу ĕлĕкхи ял-йыш пурнăçĕнче тăтăшах тĕл пулкаланă пăтăрмахран тытăнса каять. Çтаппанпа арăмĕ çимĕкрен, вилнĕ ачи-пăчисене асăнса, киле таврăнаççĕ. Ялта хавха пырать. Ял пуянĕ Янаш Миххи, ӳсĕрскер, ăйăрне утланса, урам тăрăх ĕрĕхтерсе çӳрет. Тĕл пулнă çынсене, камне-мĕнне уямасăрах, тапта-тапта каять. Урамри ачи-пăчи, çитĕннисем чăл-пар тарса пытанаççĕ. Хирĕç тăрса пăх-ха! Ял пуянĕ-çке-ха вăл!.. Пур кантур таврашĕсем, сучĕ, полици — пурте унпа туслă-юлташлă. Янтă ĕçкĕ-çикĕ, укçа чӳкĕ мĕнле тӳре-шаран кăмăлне пуян енне çавăраймĕ? Иртĕхсе кайнă Михха Çтаппан çине пырса тăрăнать. Лешĕ хăрамасть. Пăрăнмасть, тарса та пытанмасть. Тĕреклĕ те вăйлăскер, пуянăн ăйăрне вăл пуçĕнчен чышкипе çапса ӳкерет. Михха ку ĕçе шарламасăр ирттерсе ярать, çиллине пытарать. Анчах хура юнлă пуян çак кунран тытăнса Çтаппана яланлăха вĕчĕ тытма пуçлать. Унăн пуçĕнче ăна пуç çапман, унран килмен, хăйне тĕллĕнех йӳнеçсе пурăнакан Çтаппана, сисмесле, ерипен-ерипен тĕп туса хурас, кĕлмĕçе кăларас шухăш çуралать. Тапранса каяççĕ вара Çтаппан инкекĕ-синкекĕсем. Сасартăк лаши çухалать. Ăна Михха хăйĕн вăрă-хурахла тарçине, Хĕлипе, вăрлаттарса яма хушнă иккен. Лашасăр тăрса юлнă Çтаппан хавшаса ӳкменнине кура, Михха çав Хĕлипех пысăк шар курнă çыннăн ĕнипе пăрушне вĕлерттерет. Инкеке лекнĕ Çтаппана хĕрхененçи пулса, Михха ăна хăйĕн «ырă кăмăлĕнчен» çĕнĕ лаша туянма укçа парать. Хăех çав лашана тепĕр хут вăрлаттарса ярать. Унтан земски начальник патне чĕнтерсе, хăйне сăтăр кӳнишĕн тесе, Çтаппанăн икĕ ят çĕрне туртса илет, хуралтисене сӳттерет. Çак хура тӳсеймесĕр Çтаппан арăмĕ Татьяна инке вăхăтсăр çĕре кĕрет. Михха Çтаппана çапса хуçрĕ. Урçана тăрса юлнă мĕскĕнĕн пĕртен-пĕр шанчăкĕ — Микула ятлă ывăлĕ тăрса юлать. Вăл Атăл тăрăх çӳрекен баржă çинче матрусра ĕçлет-мĕн.
Çтаппанпа Михха хушшинчи тытăçу-хирĕçӳ кунпа пĕтмест-ха. Вăл амалансах пырать. Пуйнăçем пуйса пыракан Михха Ĕнелпе Пиш ушкăнне кĕрекен ялсен тавлашуллă çĕрне туртса илме ĕмĕт тытать. Старăстăсене, çĕр уполномоченнăйĕсене укçа парса, пая кĕртме сăмах парса, ваккатсем тытса, суд таврашĕсене хăйне майлă çавăрса, çак непĕсе пĕлмен пуян икĕ ял ушкăнне хирĕçтерсе, харкаштарса ярать. Пĕр-пĕринпе Миххаран кивçен илнĕ укçапа сутлашса халăхăн тинки тухать. Çапла май пĕтĕм тавлашуллă çĕр йӳнĕ хакпах пуян аллине тара каять. Халăх хӳттине Микула тăрать. Вăл çĕр уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче, Миххан чеелĕхне тăрă шыв çине кăларса, Ĕнелсемпе Пишсен тавлă çĕре çурмалла пайласа çураçма кирли çинчен калать. Анчах çамрăк Микулан ăслă канашне Михха майлă карма çăварсемпе куштансем хисепе хумаççĕ. Микулан тусĕ вырăс рабочийĕ, Кузнецов калани чăн иккен. «Сирĕн утрава Михха туртса илме шут тытнă пулсан, туртса илетех. Халĕ тĕнче çавăн çинче тытăнса тăрать», — тет вăл.
Михха çилли ĕнтĕ Микула çине куçать. Тилĕрсе кайнă пуян, хăй мунчине хăех вут тĕрттерсе, Микулана вут кăларнă тесе айăплать, ăна вутта пăрахса çунтарма халăха вăскăртать. Микулан вара хăйĕн ашшĕне, савнă арăмне, пĕчĕк ачине пăрахсах вăхăтлăха ялтан тухса кайма тивет.
Çапла Миххапа Çтаппан хушшинчи хирĕçӳ ӳссех пырать. Вăл ĕнтĕ пайăр хирĕçӳ картинчен тухса икĕ хире-хирĕç тăракан вăйсен кĕрешĕвĕпе пĕтĕçсе каять. Пĕр енче кунта Миххапа унран вакăрах пуянсем, куштансем, вăрă-хурахсем. Тĕрлĕ тӳре-шара, Бернадский йышши халăха выльăх вырăнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тĕрмепе, катăркăпа халăхăн сехрине хăпăтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евĕрлĕ «ятлă» çынсем; тамăкпа тата турă ылханĕпе хăратакан пуп таврашĕ; укçа енчĕкне турă вырăнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те. Тепĕр енче — пусмăр йĕркипе пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнĕ кĕрешӳре вăй илсе, ӳснĕçем ӳссе пыракан ĕç çыннисен çарĕ: Микула, Çтаппан, Ваçли, Анук, Кĕтерук, Прахăр, Натюш, Уçка, Марье, вырăс тимĕрçи Саначин, тутар çынни — вăрман хуралçи Ганният. мари çыннисемпе вырăс хресченĕсем, ялти ĕç çыннисене ăс парса, кĕрешӳре çул кăтартса пыракан вырăс революционерĕ Кузнецов тата ыттисем.
Микула ялтан çухалнине пула Миххана пĕр авăка канăç вăхăт килсе тухать. Унăн хурахла ĕçĕсене питлекен, халăх умĕнче тăрă шыв çине кăларакан çук. Хăйне парăннă огуречниковсемпе мошковсен саламачĕсемпе хурăн хуллисен хӳттинче вăл хăйĕн пуянлăхне ӳстерсех пырать: вăрман кастарать, сулă юхтарать, хресченсенчен парăмсемшĕн туртса илнĕ ана-çаран çинче, ултавла çавăрса илнĕ утрав çинче тара тытнă çынсен вăйĕпе хисепсĕр тыра-пулă, утă-улăм туса илет, вĕсене сутса тупăш тăвать. Вăй илнĕ Михха, юлашкинчен, Жомини баронăн именине сутăн илме те хăват çитерет. Вăл ĕнтĕ, вăрман ĕçĕпе пуйса ял кулакĕнчен пысăк хуçана тухнăскер, баронран кая мар çĕр улпучĕ хăй пулса тăрать.
Çав темĕн Çтаппан йышĕн пурнăçĕ тĕкĕнсех пырать. Ывăлĕ çук. Алри ачапа юлнă Анук кинĕшĕн кӳрше татăк çăкăршăн кивçене кайма тивет. Аптраса çитнĕ Çтаппан çур аки çывхарнă май, вăрлăхлăх та пулин укçа туса килес тесе, Хусана ĕç шырама тухса каять, грузчике кĕрет. Пытанса çӳрекен ывăлĕ те Хусантах-мĕн. Вăл хăйĕн вырăс тусĕ Кузнецов революционер пулăшнипе суя паспорт туянса хăма çуракан савăта ĕçе вырнаçать. Хулара пурăнакан Микула тăтăшах Кузнецов патне çӳрет, революци идейисемпе тĕплĕн паллашать, вулать, вĕренет, ăс пухать, халăх ирĕкĕшĕн пĕлсе кĕрешме хатĕрленет. Çапла çулталăка яхăн хулара пураннă хыççăн Микула революци ĕçне сарма яла таврăнать. Çтаппаншăн та пристаньри рабочисем хушшинче ĕçлесе пурăнни ахаль иртмест. Вăл та ĕнтĕ хăй йĕри-таврашĕнчи хура-шуррăн сăлтавĕпе тупсăмне анлăрах куракан, тĕплĕрех ăнланакан çын пулса тăрать. Микула яла таврăннă хыççăн Михха кĕртне хирĕç амаланма тытăннă кĕрешӳ вăй илет, хĕрнĕçем хĕрсе пыма тытăнать. Пысăк ĕçсем пуçланса каяççĕ. Виçĕ-тăватă çул хушшинче Микула тавра ялти революционерсен çирĕп чăмăрĕ йĕркеленсе çитет. Çав чăмăрти çынсем халăх хушшинче куллен-кун ĕçлесе пусмăрçăсене хирĕç кар тăрса кĕрешме вĕрентсе пыраççĕ.
Михха халăха çаратмаллипех çаратма тытăннă, хăй патĕнче ĕçлекен бурлаксене, рабочисене ним намăсне пĕлмесĕр куçăнах улталани пурне те тарăхтарса çитерет. Михха рейдĕнче ĕçлекен икĕ пин бурлак, Микула юлташĕ Ваçли ертсе пынипе, бастовкă пуçласа яраççĕ. Ĕçлеме пăрахаççĕ. Хуçа умне хăйсене тивĕçтерекен требованисем тăратаççĕ. Ултавпа тытса юлнă пиллĕк пин тенке тавăрса пама хистеççĕ. Вĕсемпе пĕр шухăшлă пулса, Миххашăн ĕçлекен хăма çуракан савăтри рабочисем те бастовкă тăваççĕ. Унтан Михха утине çулакансем, тыррине выракансем ĕçлеме пăрахаççĕ. Вĕсем те хăйсене тивĕçтерекен условисем çинчен ĕлĕкрех Михха патĕнче тарçăра ĕçленĕ, халĕ Микула ушкăнĕнчи хастар Кĕтерук урлă хăюллăнах каласа параççĕ. Таврари халăхшăн хăй турă та патша пулса тăнă Михха тинех халăх тыткăнне лекнине тавçăрса илет.
Патша тӳре-шарипе улпут-хуçасене хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ чăваш ĕç çыннисом майлă пулса, «Шупашкарти хăма çуракан савăтри рабочисем те ĕçе пăрахнă», Атăлкасси çывăхĕнчи салари вырăс хресченĕсем те, Атăл урлă чăвашсемпе кӳршĕлле пурăнакан мари хресченĕсем те чăвашсем мĕн ыйтнине ырлаççĕ, вĕсемпе пĕр кăмăллă пулса тăраççĕ, май çитнĕ таран вĕсене кĕрешӳре пулăшса пыраççĕ.
Сехри хăпса тухнă патша йĕркин сыхлавçисем, стражниксемпе Мошков уретникрен пуçласа Огуречников стăнавая, исправнике, жандармери тытăмĕн полковникне, кĕпĕрнатăра çити, хыпăнса ӳксех, «пăлхавçăсене» лăплантарма пикенеççĕ. Революционерсен тĕввине, Энĕшкассине, тустарма малтан Огуречников стăнавай, полицейскисене ертсе, хăй пырса кĕрет, халăха хĕнеме, «пăлхавçăсен» пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне туртса илме хушать. Анчах çийĕнчех яла чупса çитнĕ Ваçлипе бурлаксем ăна хăйĕн ирсĕр ĕçне тума памаççĕ. Стăнавайпа полицейскисене хăваласа кăларса яраççĕ. Стăнавая пулăшма исправник казаксене ертсе килет. Анчах казаксем те халăха пусараймаççĕ. Пăлханса кайнă çынсем вĕсене хирĕç кам пăшалпа, кам çурла-çавапа, бурлакĕсем пакурпа тăраççĕ.
Капла май килменнине кура, полици çыннисем халăха ертсе пыракансене пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса илме ăс çитереççĕ. Сутăнчăк упăшкине пула, Кĕтерук Мошков уретник пăшалĕнчен вилет, Микула арăмне, Анука, вăл халăха кĕрешӳре ертсе пыраканнисенчен пĕри пулнине пĕлсе çитсен, тытса арестлеççĕ, Хусан тĕрмине ăсатаççĕ. Çтаппан та, казаксен аллине ăнсăртран лексе, сарăмсăр вилет. Анчах пĕр хĕрсе кайнă халăха хăратма хĕн. Вăл хăйĕн куçа-куçăн хирĕç тăракан тăшманĕсене çеç мар, халăх ĕçне сутса тӳре-шара умĕнче «ырра» тухма ĕметленекен сутăнчăксене те шеллемест. Çапла çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма тытăннă хыççăн халăх ĕçĕнчен пăрăнса, хăйĕн ĕлĕкхи тусĕсене — Микулана, Анука, Çтаппана — полицие сутса хӳтĕре тăрса юлма шут тытнă Макçăма тăван ывăлĕ, Ваçли, халăхăн хĕрхенӳсĕр сучĕ умне кăларса тăратать. Арăмне эрехле те укçалла полици аллине тыттарнă Якур йытă вилĕмĕпе вилет. Ĕмĕрне Миххана халăха çаратма-пусмăрлама пулăшса тăна вăрă-хурах Хĕлип, халăх судĕнчен хăраса, хăйне хăй вĕлерет. Çиллине шăнăрайман халăх курайман Миххан именине вут тĕртет. Михха кил-йышĕн, исправникĕн, стăнавайăн, халăх аллинчен куçа курăнса килекен вилĕмрен çăлăнас тесе, пăрахут çине ларса, Хусана тухса тарма тивет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...