Стариксем


Иван Сергеевич кăнтăрла иртни тăватă сехетсенче çеç çитрĕ. Вăл Филипп Петровичăн шина туртман хуплă çунине кӳлнĕ. Йăлтах тăкма хатĕрленнĕ, хĕл каçиччен ӳт чакарнă лаша çаплах урисене çӳле çĕклесе пусать-ха, хушка çамки аякранах палăрать.

Эпир Йăван мучие кĕтсе илме тухрăмăр. Анчах вăл пире тĕлĕнтерсех пăрахрĕ. Пире курсанах ухмаха тухнă пек кăшкăрашма пуçларĕ:

— Спутник! Гагарин! Сывах! Сывах! Анса ларнă, чĕрех! — тесе ман пата ыткăнса пычĕ те тĕреклĕ аллисемпе ыталаса илчĕ. Ун сассине илтсе пулас, Филипп Петрович та сиксе тухрĕ. Иван Сергеевич вара тӳрех ăна тапăнчĕ:

— Хĕлĕп! Пĕлетĕн-и мĕн?! Юрий Гагарин виç çĕр çухрăм çӳллĕшĕнче çĕр тавра вĕçсе çаврăннă. Ăнлантăн-и? Вăт сана турă! Юмах вăл сан, юмах! Лĕпĕртететĕн çав библипе! Нимĕнле турă та хăваласа çитес çук ăна! Çеккунтра вун икĕ çухрăм вĕçет вăл. Пырса калаç унпа. Çапла, Хĕлĕп.

Кӳреннĕ кӳрши каяллах кĕрсе кайрĕ.

Эпĕ, вырăнтан ирех тухнăскер, малтан нимĕн те ăнланмарăм пулсан, халь кашни минутранах паракан хыпарсем мана пулса иртнĕ ĕçсемпе йăлтах паллаштарчĕç. Тĕнчере пĕрремĕш этем уçлăхра! Вăл — совет çынни! Вăл — коммунист! Курăр, ăмсанăр!

Йăван мучи те вырăнта лараймарĕ, кӳрши патне каçса, Гагарин çинчен каласа пачĕ…

Каçхине, пылпа чей ĕçнĕ хыççăн, Иван Сергеевич мана çыру çырма лартрĕ.

— Çыр, — чернил кĕленчи пырса лартрĕ вăл ман ума. — Çапла çыр: Юркка Лексейчă! Эсĕ мана, ватă пенсионера, чĕререн савăнтартăн. Ну, мĕнле калас? — Пĕр хушă аптраса тăчĕ вăл. — Ман чĕрене ху ракетупа çунат хушрăн. Вĕçме май пулсан эпĕ те санпа пыма заявлени пама пулăттăм. Çаплах çыр. Эпир карчăкпа, тăхта, то ишь Аграфена Федоровнăпа иксĕмĕрех пурăнатпăр. Эпĕ — пенсионер. Хĕрĕх çул, хушши вăрман касрăм. Халь… тăхта… Халь эпир виçĕ çул ниçта та ĕçлемен хыççăн вăрмантан «Майăн 1-мĕшĕ» колхоза куçса каятпăр. Эп хурала вырнаçатăп, Аграфена Федоровна — ача яслинче ĕçлеме пуçлать. Сана… Сана тата… Тăхта, арăмĕ мĕн ятлăччĕ? — хĕрӳлленме тытăнчĕ мучи.

— Валя, — аса илтертĕм эпĕ.

— Сире Вальăпа иксĕре хăнана чĕнетпĕр.

Иван Сергеевичăн пухăнса çитнĕ шухăшĕ пĕтрĕ пулас, вăл пукан çинчен тăрса каллĕ-маллĕ утма пуçларĕ. Арăмĕ, чăрмантарасран хăраса, ним чĕнмесĕр кăмака умĕнче ларчĕ.

— Çыр, — тем аса илчĕ каллех Иван Сергеевич. — Çапла çыр. Эпĕ поселок пулнă вырăна çичĕ гектар çине пин çурă кăк ытла йывăç лартса вăрман турăм. Халь çеç шăтса тухаканнисен е пĕчĕк йывăçсен шучĕ те çук. Чаплă вăрман пулать. Çав вăрмана, Юркка, сан ятпа паратпăр.

— Ма çырмастăн? — ыйтрĕ вăл тепĕртакран.

— Вĕçлерĕм.

— Вĕçлерĕн эппин! — йĕкĕлтесе илчĕ мучи. — Ытла хăвăрт-çке?

Паллах, эп вăл мĕн каланине пурне те çырмарăм, анчах ватă çынсен хумханăвне пытарма пултараймарăм.

Çур çĕрчченех эпир радио итлерĕмĕр. Ывăннă пулин те ыйхă килмерĕ манăн. Эпĕ çур çĕр иртсен çывăрма выртрăм, анчах мучи çаплах сĕтел умĕнче тем пирки шухăша кайса ларчĕ…

…Колхозран янă лавсем ирхине ирех çитрĕç. Иван Сергеевича килти кăпăр-капăрсене, хăйĕн вырăн таврашĕсене, тумтирсемпе платник хатĕрĕсене тиеме пулăшрăм. Виçĕ лавпа килнĕ виçĕ çамрăк каччă пĕр вĕçĕм куççульне шăлакан Аграфена Федоровнăна лăплантарчĕç.

— Иван Сергеевич тĕрĕс турĕ. Çитет сире упалла пурăнса. Пирĕн те вăрманĕ çывăхрах. Тунсăхласан тухса кĕрĕр.

— Эсир ăна ачасем çинчен, ачасем çинчен калăр, — каччăсен хăлхинчен пырса пăшăлтатрĕ Иван Сергеевич.

— Сире кичем пулмасть. Ясли пур. Ачисем чарусăртарах ĕнтĕ.

Ачасем тенине илтсенех, чăнах та, кил хуçи хĕрарăмĕн куççулĕ типрĕ.

— Эп вĕсене пăхаймастăп пуль… Миçен вĕсем?

— Утмăл ытла.

— Ай, турух! Вара пĕчченех пăхмалла-и?

— Çук, иккĕн.

Кăнтăрла çитиччен лавсем çула хатĕр пулчĕç. Иван Сергеевич халь пуçĕпех куçса каймарĕ-ха, арăмне юлашки кăтартусем пачĕ.

— Тата икĕ эрнерен вĕллесене кăлар. Вăйсăр çемьесене эпĕ пурăпа хĕрес туртса паллă тунă. Сахăр пар… Ĕни-сурăххисене лайăх пăх. Хăнана, — ман енне кăтартрĕ вăл, — пыл ытларах çитер… Кур-ха, епле шурса кайнă вăл?

Кил хуçи лăпкăн курăнма тăрăшрĕ, анчах чĕтресе тухакан сасси, хăй сисмесĕрех юхса анакан куççуль тумламĕсем ăна çак вырăна пăрахса кайма йывăрри çинчен каларĕç.

— Мĕн çитмесĕр куçса каян? Кала-ха? Выртан каска мăкланать, çӳрен каска якалать, — сасартăк сăмах хушрĕ крыльца çине тухса тăнă Филипп Петрович.

Иван Сергеевич хуйхи-суйхи самантранах таçта кайса çухалнăн туйăнчĕ, вăл ун патне утса пычĕ.

— Хĕлĕп, Хĕлĕп, кала-ха, камшăн пурăнатăн? Хăвшăн çеç. Эп ун пек пултараймастăп. Çынсем патнех тухас килет. Мĕн шутлатăн? Пăрах куç хӳрипе пăхма. Сан пирки те калаçрăм. Йышăнаççĕ. Вĕсен ферма патĕнче çурăлман йывăç вут сыпписем нумай. Ĕçле, туса пар кăмрăк колхоза.

— Çук… Эп кунтан каймастăп, — хуравларĕ Филипп Петрович, анчах унăн сасси турă пирки тавлашнă чухнехи пек çирĕп мар, иккĕленчĕклĕ тухрĕ.

— Хăв çине çĕр сирпĕтех эппин тӳрккес вăкăрла. Шухăшла çуллаччен, лайăхрах шухăшла.

Эпир Иван Сергеевичпа сыв пуллашрăмăр. Фуфайка, çĕлĕк тата пысăк атă, тăхăннăскер, сĕлкĕшленнĕ çулпа пыракан лавсем хыçĕнчен вăраххăн утрĕ вăл. Эпир Аграфена Федоровнăпа иксĕмĕр пӳрте кĕрсенех пирĕн чӳрече умĕнчен Филипп Петрович утса иртрĕ. Вăл, çул çине тухса тăрса, лавсем хыçĕнчен чылайччен пăхрĕ.

Йывăçсем хушшипе пыракан Иван Сергеевичăн сарлака кĕлетки пĕр çухалать, пĕр курăнать. Хăнăхнă вырăнтан уйрăлса кайма çăмăлах мар пулас: темиçе хутчен те вăл каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕ. Акă, лавсем те, кил хуçи те курăнми пулчĕç. Кӳрши çеç питех те хаклă, питех те кирлĕ япала çухатнăн çул çинче ним хускалмасăр тăрать. Йӳле янă пиншакне çил силлени те, хăй сĕлкĕш çинче тĕпленĕ кăçатăпах тăнине те туймарĕ пулмалла вăл.

Эп ăна чăрмантарма шутламарăм, ĕç хатĕрĕсене йăтса, Машавăш шывĕ хĕрринелле утрăм. Çын хăй пурнăçĕ çинчен пĕччен, никам чăрмантармасăр шухăшланинчен пахи çук. Каç пуласпа хваттере çитсен, мана хирĕç Аграфена Федоровна мăкăртатса тухрĕ.

— Каллех ĕçкĕ. Каллех ĕнине ман сума тивет ĕнтĕ. Эккей, вăхăт-вăхăт мĕн пулать çынна?

— Кунтах юлать пуль ĕнтĕ вăл. Каймасть пуль.

— Вăл-и? Юлать мар-и? Ман Йăвансăр пурнаймасть вăл. Пĕрмай тавлашаççĕ, пĕрмай хирĕçеççĕ, анчах пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ.

Эпĕ пӳрте кĕтĕм. Юнашар пӳлĕмре çын утнипе урай чĕриклетни тата темскер мăкăртатса калаçни илтĕнет. Кĕçех Хĕлĕп мучи хăйăлти сассипе юрласа ячĕ:

 

Шăпăр кăна шăпăр çумăр çăвать,

Тӳрем кăна çĕре кӳл тăвать…

 

Ăна вăл вĕçлеймерĕ. Хăлхана ĕсĕкленĕ сасă пырса кĕчĕ. Ватăлса чунĕ хытнă çын çемçелнине эп хам пурнăçра пĕрремĕш хут куртăм. Мана çын хуйхи-суйхине, унăн пурнăçĕн вăрттăнлăхне пĕлме тăрăшнăшăн аван мар пек туйăнчĕ. Эпĕ уçă сывлăша тухрăм.

Çурхи вăрман çине ĕнтрĕк анать. Шăп. Çил те, кайăк сасси те çук. Витере кавлесе тăракан ĕнесем ĕнĕрни, ирĕлекен юр чаштăртатса пусăрăнни çеç илтĕнет.

Çак шăплăха тăнланă май эпĕ шухăша кайрăм. Мана тăван çĕршывăн улăпла утăмĕ, унăн мухтавлă пурнăçĕ вăрманта упа пек пурăннă ватă çынсене те хускатни темĕнле асамлă та каласа пĕтермен кăсăклă юмах пек туйăнчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: