Хавшак вырăн
Ветеринари участокĕнчи врач пӳлĕмĕнче иккĕн лараççĕ. Пĕри, участок заведующийĕ, утмăл çултан иртнĕ Ермолай Зиновьевич Печенкин, самăр та лӳпперскер, тарланă ĕнсине ал тутрипе шăла-шăла илет. Сăмси витĕр мăшлатса чирлĕ çын пек йывăррăн сывлать вăл. Кичем пит-куçĕ халь самаях çуталнă, симĕс куçĕсем шăши курнă кушакăнни пек ялкăшаççĕ.
— Эс, Унтри, участока çаратма çеç килетĕн. Колхозĕ чи пĕчĕкки, эмелсене эс вара пуринчен те ытларах пĕтеретĕн. Лайăх выльăх тухтăрĕ выльăха эмелпе мар, çĕçĕпе сыватать. Çавна ан ман эс. Сыватма май çук пулсан, ма ахалех тăккаланмалла? — вĕрентет вăл хăйне хирĕç пăхса лараканне.
Унтри текенни — пĕр çирĕмсенчен иртнĕ ветеринари фельдшерĕ. Сап-сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Куç тĕкĕсем хĕвелпе тĕссĕрленнĕ пек шап-шурах. Шăрăхне пăхмасăрах вăл сукна гимнастерка, йывăр сăран атă тăхăннă, хул пуççи урлă кирза сумка çакнă. Хăрах аллипе сĕтел çине тĕревленнĕ те врач çине куçĕсене илмесĕр тинкерет.
— Эх, Ермолай Зиновьевич, тĕрĕс мар калаçатăр эсир, тĕрĕс мар, — тавăрать вăл васкамасăр. — Чирлĕ выльăха сиплемесĕр епле чăтатăн? Колхозĕ те… Кайса вырнаçнă таçти çăва шăтăкне. Лечебницăран никам та пырса курмасть, эсир те, Ермолай Зиновьевич, иртнĕ çултанпа…
— Ну, ну, — пӳлет ăна врач. — Чĕлхӳпе эс адвокатпа пĕрех, ĕçӳпе…
— Ĕçпе судьяран кая мар, — тавăрать фельдшер. Ермолай Зиновьевич Унтри çырнă требование илет, хăй умне пăрахса, ун çине куçĕсене хĕссе тинкерет. Васкамасăр куçлăх кăларса кантăкне ал тутрипе сăтăрать. Çаплах вăл сăмса витĕр мăшлатса сывлать, куçлăхĕ çине вĕрсе тепĕр хут сăтăрать. Вара кутăн выртакан хута майлах çавăрать.
— Итле-ха, Унтри… Чее эс, тилĕпе пĕрех чее. Тăтăшах участокран эмел ахаль сĕтĕресшĕн. Укçа куçарăр, патшалăх сăвакан ĕне мар вĕт вăл.
— Ку требовани çине çырнă эмелсемшĕн укçа куçарнă, — тавăрать фельдшер. — Акă, счет.
Врач çӳхе хут çине тинкерет, унтан кашни эмел пиркиех калаçма пуçлать.
— Ну, мĕн шуйттанĕ тума сана аллă грам каломель? Лаша куçне шур илсен пĕр грам та çитет, сыснасем варпа аптрасан та кунта çĕр сысна валли пухутлах. Çитет çирĕм грампа.
— Çитет пулсан çырмăттăм та, — тавăрать Унтри. Вăл Ермолай Зиновьевич çырнă эмелтен çуррине туртса пăрахасса пĕлет, çавăнпа та çырасса та кирлинчен икĕ хут ытларах çырнă. Халь вара, чеелĕхне пытарса, врач енне ачанни пек çылăхсăр куçĕсемпе тинкерет. — Яланах эсир, Ермолай Зиновьевич, Плюшкин пĕк хытатăр, — касса хурать фельдшер.
— Ларса кур-ха, эс ман вырăна. Ман хул пуççи çинче эс çеç мар, санашкалли тата сакăр фельдшер. Кашниех эмел ыйтаççĕ, кашниех ытларах хăйпăтасшăн. Манăн участок фармацевт завочĕ мар вĕт…
— Çĕр хут та илтетĕп, — нимĕн пулман пекех татса хурать фельдшер.
— Кур-ха, — каллех хут çине пĕшкĕнет врач. — Мĕн тума сана çĕр грам йодоформ? Тупăннă ветеринари аристокрачĕ. Тупăннă Айболит тухтăр. Риваноль вунă грампа çитет. Мĕнле эс хаклă эмелсемпе ытларах усă курасшăн? Эс вĕт выльăх тухтарĕ. Сурансене карболка е креолин шĕвекĕпе çу, — вĕрентет врач.
— Карболка пур çĕрте те юрамасть.
— Мана вĕрентеймĕн эс, хĕрĕх çул эп врач. Кур-ха эс ăна… Пенициллин аллă флакон çырнă. Эс куна, Унтри, урă пуçпа çырман пуль? Участокĕнче те çĕр флакон çеç! Пĕр-пĕр çĕрте инфекци сиксе тухсан, запасра пенициллин та пулмасан, мĕн курас? Çитет сана пилĕк флаконпа!
Юлашкинчен Ермолай Зиновьевич Унтри çырнă требование, чăкăлтăш редактортан кая мар чĕрсе юсаса пĕтернĕскерне, сĕтел çине ывăтса ярать, вырăнтан тапранмасăрах санитаркăна кăшкăрать:
— Ультюк, кил-ха кунта. Парса яр Унтрие эмелсем. Ас ту, ытлашши ан виç эс унта.
Манежран тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр кĕрсе тăрать.
Çĕмĕрт пек хура куçĕсемпе вăл фельдшер çине илĕртӳллĕн пăхса илет.
— Юрать, — тавăрать вăл кĕскен. — Автоклав вĕрерĕ унта, Ермолай Зиновьевич.
— Вĕренĕ пулсан лайăх, — тет врач анасласа.
Участокри аптека вырнаçнă пӳлĕм пысăках та мар. Çапах ултă шкап ларать унта. Юнашарах — çутăран хăракан эмелсем усрама ятарласа тунă пӳлĕм.
Тутăр вырăнне шап-шурă катан пир калпак тăхăннă Ультюк, банкăсемпе склянкăсенчен эмелсем кăларса, тараса çине хурать, виçсе пакетлать, çиеле ятне тата хисепне çырса хурать. Çав хушăрах фельдшер çине ачаш куçĕсемпе пăха-пăха илет.
Унтрин халь хĕр шухăшĕ мар-ха. Врач çырса пани ăна пачах та çырлахтармасть, çавăнпа пичĕ те салхуланса каять. Вăл çаплах пенициллин çинчен шухăшлать. Çуркунне, рожăран сыхланмалли прививка тунă чухне, фермăра унăн пĕр çирĕм сыснана яхăн уколсăр тăрса юлнăччĕ. Урама тухса кайнă та вĕсем унтах çĕр каçнă. Кайран пăтратса янă вĕсене. Шыра та туп. Халь чир сиксе тухас пулсан, тӳрех вĕсене ярса илет. Пенициллинпа хăрушă мар. Çирĕм сысна валли сахалтан та çĕр флакон кирлĕ. Ермолай Зиновьевичран вара хĕлле те юр ыйтса илеймĕн.
— Мĕн эс аннӳ вилнĕ пек ларатăн? — чăтаймасть Ультюк.
Унтри шартах сикет.
— Оля, тусăм, — йăлăнать санитаркăна фельдшер. — Пар тепĕр пилĕк флакон пенициллин. Шăрăх халь. Чирлисене ман мĕнпе сыватас? Эсир эмелне участокра усă курнă тесе списать тăвăр.
— Çук, — пуçне çĕрелле чикет хĕр. — Журнала Ермолай Зиновьевич хăй çырса пырать. Атту шел мар. Хамăн пулнă пулсан, йăлтах парăттăм. Ĕнен, Андрюша.
Хĕр аллинчи эмелне тараса çине ярать. Каччă Ультюка аллинчен тытать:
— Оля, çăлăнăçăм та эсĕ çеç, — тет вăл кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек сасăпа.
— Тăхта-ха, эс Анаткас ветфельдшерне пĕлетĕн-çке. Вăл, участока килсен, Ермолай Зиновьевича тӳрех тапăнать: е ху манпа айта, е пенициллин парса яр. Ман патра инфекци тет. Эс те рожа тухрĕ тесе суй, сан пата пырас çук вăл. Кашни утăмнех шутлать Ермолай Зиновьевич!
— Чăн та, — савăнать каччă. Ырă сĕнӳшĕн вăл санитаркăна питрен чуп туса илет, аптекăран врач пӳлĕмне вирхĕнсе тухать. Пукан çинче тĕлĕрсе ларакан. Ермолай Зиновьевич шартах сикет, тачка аллипе шыçăнса аннă куç хупанкисене сăтăрать, карăнса тутлăн анасласа илет.
— Çумăра пулас. Африкăри пекех шăрăх. Эс мĕн, çаплах илсе пĕтереймерĕн-и?
Унтри пĕчĕкрех çамкине картлантарсах дипломатиллĕ сăмахсем шырать, анчах тупаймасть.
— Эмелне эп ăна илĕп-ха. Эп сире вуçех калама манса кайнă. Ĕнерпе паян фермăра сасартăках вунă сысна çури чирлерĕç.
— Ну? — анаслать врач. — Мĕнпе чирлерĕç?
— Пĕлеймерĕм. Температура хĕрĕх икĕ градус. Тирĕсем лаптăкăн-лаптăкăн хĕрелсе кайрĕç, йывăррăн хашлатса сывлаççĕ. Апат çимеççĕ… Тем мурĕ? — рожа чирĕн паллисене систерет фельдшер.
— Ну? — сасартăк чĕрĕлет врач. — Эс те çав, фельдшер! Чире пĕлместĕн, рожа ĕнтĕ… Паллисем рожăн.
— Рожа тес те, ара унран сыхланмалли прививка тунă. Тен, хăвăр пырса пăхатăр? Ара, эпир фельдшерсем пур чухне те тĕрĕс пĕлместпĕр пуль…
— Прививка, прививка, — йĕкĕлтет врач. — Эп Конев вакцинине арăма шаннă чухлĕ шанмастăп. Анаткасра та прививка тунă, сыснасем вара тăтăшах чирлеççĕ.
— Кам пĕлет… Пулĕ.. Апла пулсан пыратăр пуль? Ман лаша çук та…
— Ну, мĕн пымалли унта? Паллах рожа. Ультюк! — кăшкăрать вăл. — Унтрие пенициллин хĕрĕх флаконĕпех парса яр. Ну, мĕн пымалли унта. Эс хăв та врачпа пĕрех, техникум пĕтернĕ. Укол тума пултаратăн, йĕпле те йĕпле. Ох, шăрăх та паян, — тарланă пит-куçне шăлать врач.
— Акă ăçта вăл хавшак вырăн, — кăшт çеç кăшкăрса ямасть фельдшер савăннипе. Вăл врача тав туса аптекăналла вирхĕнет.
Тепĕр эрнерен Унтри каллех врач пӳлĕмĕнче ларать. Кăвак куçĕсем темĕнле пысăк вăрттăнлăха пытарса врач çине пĕр вăтанмасăр, тӳрĕ пăхаççĕ.
— Пилĕк пăру сасартăк чирлерĕç. Температура хĕрĕх пĕр градуса çитет. Апат та çимеççĕ, йывăррăн сывлаççĕ. Тем пулчĕ? — тет фельдшер. — Пырса пăхаймăр-ши?
— Фельдшер тетĕн хăвна… Паратиф ĕнтĕ. Ультюк!.. — кăшкăрать Ермолай Зиновьевич. — Унтрие çирĕм флакон пенициллинпа вунă флакон стрептомицин парса яр-ха!
— Тен, хăвăр пыратăр? — юриех чĕнет фельдшер.
— Ультюк, стрептомицинне те çирĕм флаконах пар. Ну, мĕн эс сăмсуна усатăн? Эс хăв та врач пекех. Техникум пĕтернĕ, йĕпле те йĕпле… Ох, шăрăх паян, — йывăррăн мăшлатса сывлать врач.
— Апла-тăк юрать, Ермолай Зиновьевич. Паратифа саралма памăп, — тесе куллине аран пытарнă фельдшер аптекăна вирхĕнет.
Хавшак вырăн кашни этеммĕнех пур, теççĕ. Тавлашмăпăр. Вăл пурах!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...