Кавăн
Мĕтри мучи çитмĕле çитсен арăмĕсĕр тăрса юлчĕ те, пĕр хушă пĕччен айланкаласа пурăннă хыççăн çамрăк хĕр пек сăн-питлĕ инкене тупрĕ. Хăйĕнчен шăп та лăп çирĕм çул кĕçĕнреххине, эппин. Загса кайса хут уйăрттармасăрах пĕрле пĕр хваттерте пурăнма пуçларĕç. Мĕтри Çитăрччă шӳте ăнланакан çын тесе çамрăкраххисем унран тăрăхласа куласшăн пулчĕç.
— Мĕтри мучи, çĕнĕ арăмпа мĕнле пурăнатăн? Вăй-хал çитеретĕн-и? Пăрахса тухса тармарĕ-и-ха?.. — текелерĕç.
— Ничаво! Аптрамастăп-ха, пултаратăп! Мĕншĕн тата çамрăкраххине ярса тытмарăм-ши тетĕп, — шӳте шӳтпе хуравларĕ ватă çын.
— Мĕнле-ха апла, çитмĕлте те пултаратăн?! — тĕлĕнчĕ пĕринче Халсăр Йăван урамра тĕл пулсан. — Эпĕ аллă çула та çитмен-ха, çапах арăмран уйрăлтăм темелле... Кала-ха, Мĕтри пичче, мĕн тумалла-ши манăн малалла?
— Мĕн тумалла-ши? — йăл кулчĕ мучи куçне хĕсерех. — Туртма, эрехпе ашкăнма чарăнмалла. Чăкăт ытларах çимелле, кавăн аван пулăшать...
— Чăнах-и? — савăнчĕ Йăван. — Паянах кавăн апачĕ çине куçатăп!
Килĕнче вăл арăмне урамри калаçу çинчен пĕлтерчĕ те, вунă çул кĕçĕнрех хĕрарăм савăнсах кайрĕ.
— Чăн калать Мĕтри мучи, пăрах сигарет туртма, эрех сыпма. Нимĕн суймасăр калатăп, малтанхи çулсенче пĕрлешсе пурăннипе танлаштарсан чылай халсăрлантăн эсĕ. Хамăн та санран чун сивĕне пуçларĕ. Атя, кайса туян кавăн. Ăшаласа та, пăтă пĕçерсе те, кавăнпа тăпăрчă запеканки те туса парăп... — хавхаланчĕ çамрăк арăм.
Вăл çавăнтах сентре çинче выртакан кĕнекене илсе шăп варрине уçрĕ те: «Акă, вула...» — терĕ.
— Ку мĕн, секс кĕнеки мар пуль-çке? — темшĕн иккĕленерех алла тытрĕ Йăван кĕнекене.
— Ухмах-и-мĕн эпĕ унашкал кĕнекепе аппаланма, унсăранах... — хихиклетрĕ Нина аппа.
Упăшки чи малтан кĕнеке хуплашкинче мĕн çырнине вуларĕ. «Тутлă апат-çимĕç» тенĕ-мĕн. Арăмĕ уçса кăтартнă страницăра пĕтĕмпех кавăн апачĕ çинчен çырса тултарнă та, Йăван ăна, выçăхса çитнĕ этем евĕр, сăмсипе тăрăнсах вула пуçларĕ. Унтан кĕнекене сĕтел çине хурса: «Кунта хастарлăха ӳстерме пулăшни пирки каламан-çке», — терĕ. Арăмĕ, упăшкине ачашланăн çӳçĕнчен шăлса, сентре çинчен тата тепĕр кĕнеке илсе пачĕ. «Сиплĕ ӳсентăрансем» тесе çырнă хуплашкинче. Нина аппа каллех кĕнеке вĕçĕнчи страницăна уçса вулама сĕнчĕ. «Кавăн» пайра çырнине сасăпах вуларĕ Йăван.
— Ай-яй, кавăн вăрринче эфир çăвĕ, фитостерин, белок, силицил кислоти, кавăнăн çемçе пайĕнче фосфорпа кремни кислотисем, кальципе кали, магнипе тимĕр тăварĕсем, сахăрла каротин тата ытти витаминсем пур иккен! Кусене çисен, паллах, этем хăй çеç-и, пĕтĕм пай çĕнелет!.. Урра! Халех кавăн илме магазина чупатăп... — хĕпĕртерĕ вăл.
Йăван хулари мĕнпур пахча çимĕç магазинне кĕрсе пăхрĕ, анчах ниçта та кавăнне те, вăррине те тупаймарĕ. «Кӳрсе килмен-ха», — хуравларĕç ăна сутуçăсем. Хула пасарĕнче те кавăн сутакан çын курăнмарĕ. Унта вăл хăйсен тăван ялĕнчен сысна ашĕ сутма килнĕ çынна кăна курса калаçса чунне лăплантарчĕ. Хай мĕн сăлтавпа пасар тăрăх вĕткеленсе çӳренине пĕлтерсен лешĕ: «Кавăн тетĕн? Кăçал ăнса пулсаччĕ вăл пирĕн ялти пахчасенче. Хамăр çисе йăлăхрăмăр та выльăхсене пама тытăнтăмăр...» — терĕ.
— Выльăхсене?! — куçне чарса пăхрĕ ентешĕ çине Йăван. — Çавăн пек хаклă та сиплĕ çимĕçе выльăха çитереççĕ-и?! Унта мĕнле кăна элемент çук!
Хайхи пуçларĕ кĕнекере вуланине каласа пама! Темле тĕлĕнтермĕш çинчен хăпартлансах калаçакан Йăван сассине илтсе аш сутакан патне халăх йышлăн пухăнчĕ. Сысна ашĕнче çавнашкал сиплĕ те усăллă япаласем пур тесе шухăшласа-ши, сутуçăн ашне туххăмрах туянса пĕтерчĕç.
— Атя тăван яла, инçе мар вĕт, миххипех тултарса килĕн, — сĕнчĕ аш сутуçи. — Тен, хамăрăн килте юлнă, тен, кӳршĕсен... Авă, автомашина та пур, хамăр колхозăн...
— Чăн-çке! — хавхаланчĕ Йăван. — Паян шăмат кун, ыран — вырсарни. Ĕçе каяс çук. Пырас пуль.
Тăван ял çыннисемпе ларса кайрĕ Йăван. Хĕвел каç енне сулăнсан çитсе чарăнчĕç вĕсем ял варрине. Йăван пĕр киле, теприне, виççĕмĕшне... кĕрсе пăхрĕ, — хуларан яла килекен юлашки рейс автобусĕпе каялла каясшăнччĕ, шел, ниçта та кавăн тупăнмарĕ. Çĕрсе сая каясран шикленсе пурте килĕсенчи пахчара çитĕнтернĕ кавăна расхута янă иккен. Юрать-ха, уй хĕрринче пĕччен пуранакан Хветуç кинемейĕн тĕп сакайĕнче пĕр пĕчĕк кавăн сыхланса юлнă. Кинемей ăна хаваспах Йăвана тыттарчĕ. Хула çынни укçа парасшăнччĕ, анчах кинемей лĕх-лĕх çеç кулчĕ: «Çав çĕрме пуçланă кавăншăн кам укçа илтĕр! Эпĕ ăна пĕркун тула тухса пăрахасшăнччĕ, мансах кайнă. Ватăлатпăр çав, манăç чирĕ ерчĕ...» — тесе ăсатрĕ вăл хăнана.
Автобусран тăрса юлсан Йăван пĕлĕшĕсем патне кĕчĕ. Унтах çĕр каçрĕ. Ай-яй, хăналарĕç ăна: сĕтел тулли апат-çимĕç, кавăн çеç çук. Ĕçмелли вара...
Тепĕр кунне вăл килĕрен çӳресех хăналанчĕ. Кавăна хутаçа чиксе юлашки автобуса ларчĕ те хуланалла вĕçтерчĕ. Халран кайнипе, пуç кашласа ыратнипе, Йăван аран-аран чăтса пычĕ. Хула автовокзалне çитсен тин куçне уçрĕ. Тайкаланса уçă сывлăша тухрĕ, троллейбуспа килнелле вĕçтерчĕ. Çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнче хваттерне кана-кана хăпарчĕ: «Ничево, кавăн çиетĕп те хастарланатăп акă, ун чухне арăм та тиркемĕ...» — пăшăлтатрĕ хăй тĕллĕн. Хваттер алăкĕ патне çитсен вăйĕ пĕтнипе чутах тĕшĕрĕлсе ӳкмерĕ вăл. Кăшт каннă хыççăн алăка уçса пӳрте кĕчĕ.
— Нина! Кур, ялтан кавăн илсе килтĕм! Укçасăрах... — терĕ те хутаçри çимĕçе кăларса арăмне пама хăтланчĕ. Асăрхамасла темелле-ши, çемçелнĕ кавăн урайне шап! ӳксе саланса кайрĕ. Вăррисем унталла та кунталла сирпĕнчĕç. Вăрри чăнахах çуррине яхăн çĕрĕшнĕ иккен.
Йăван, диван çине тĕшĕрĕлсе, туххăмрах çывăрса кайрĕ. Арăмĕ урайĕнчи кавăн саланчăкне шăпăрпа шăлма тытăнчĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...