Полк ывăлĕ
— Эпĕ пĕр ачанне, гвардейски кавалеристăнне çавăн пек каснине куртăм. Вĕсен полк ывăлĕнне. Ефрейтор Вознесенскинне. Питĕ хитре кăтрашки!
— Пĕлетĕп. Манăн ĕç вăл, — терĕ парикмахер.
— Çук, артиллериста ун пек килĕшмест, — терĕ Биденко çирĕппĕн. — Кавалериста чăнах та килĕшет ĕнтĕ. Анчах батарееца — çук. Батарееца ноль-нольпе касас пулать. Яп-яка пултăр.
— Ну, тăванăм, эпĕ ун пек шутламастăп, — терĕ Горбунов.
— Нольпе касни вăл пехотинеца ытларах килĕшет, анчах артиллериста — ниепле те килĕшмест. Унăн пуçĕ яп-яка пулсан, вăл мĕнле вăрçă турри пулать-ха? Артиллериста «боксла» кассан лайăхрах пулĕ. Ку килĕшӳллĕрех.
— «Боксла» — авиаци валли вăл, — терĕ кĕтесрен тахăшĕ.
— Авиаци валли? Чăн та пулĕ çав. Апла пулсан пуç тури çинчен касас пулать.
— Ку вара ытла та танкистла пулать.
— Тĕрес, тăвансем! Ытла та, бронетанковăй сăн пулать апла пирĕн Ваньăн. Ун пек юрамасть. Ăна çавăн пек касмалла: пĕрре пăхсанах вăл артиллерист пулни палăртăр.
Ваньăн çӳçне мĕнле касмалли çинчен разведчиксен пĕтĕм команди чылай вăхăт сӳтсе яврĕ. Парикмахер тӳсĕмлĕн итлесе тăчĕ. Анчах та юлашкинчен, çӳçе артиллеристла мĕнле касмаллине никам та лайăххăн пĕлменни палăрсан, — «Саккăр та хĕрĕх» çемçен кулса ячĕ те:
— Аван, — терĕ. — Халĕ эпĕ ăна хам шухăшланă пек касса яратăп. Ачам, пуçна пĕшкĕрт-ха.
Çак сăмахсемпе вăл кĕсьинчен аллюминирен тунă пуç тури кăларчĕ.
— Анчах та кăтрашка тумалăх пултăр, — терĕ Ваня тархасланă сасăпа.
— Тăнлавĕсене те чалăшрах тума ан манăр, — хушса хучĕ Горбунов.
— Ан пăшăрханăр, — терĕ те парикмахер, унăн çӳле çĕкленĕ аллинче хачă янăраса чăнкăртатма пуçларĕ.
Алшăлли çине Ваньăн çӳçе пайăркан-пăйăркан тăкăнма тытăнчĕ.
«Саккăр та хĕрĕх» çӳç касма пит те лайăх пултарнă, ăна пурте пĕлнĕ. Анчах та кунта вăл хăйĕн ăсталăхне тата та ытларах кăтартрĕ. Ачан çӳçне апла та капла та, пур майсемпе те, пур меслетсемпе те касрĕ.
Фокусник пек ăста парикмахерăн аллинчи хатĕрĕсем улшăнса çеç пычĕç. Пĕрре хачă вылярĕ, тепре машинка юрларĕ, унтан сасартăк тăнлавсем çумĕнче бритва çиçĕм пек ялтăртатса илчĕ.
Алшăлли çинче касса пăрахнă çӳç купи пысăкланса пынă май: ачан пуçĕ юмахри пек улшăнса пычĕ.
Сивĕ хачăпа тура хăйĕн çара пуçĕ çумне сĕртĕннипе Ваня йăшăлтатса, хуллен кулкаласа ларчĕ. Хăйсен «пĕчĕк кĕтӳçи» вĕсен куçĕ умĕнчех пĕчĕк салтак пулса пынине курса разведчиксем те кăмăллăн кулкаларĕç.
Çӳç айĕнчен тухнă шĕвĕр хăлхисем унан кăшт пысăкрах пек, мăйĕ кăшт çинçерех пек курăнчĕ, анчах та çамки уçă, çаврака, çирĕп кăмăллă çынăн çамки пекех. Çамки çине парикмахер пысăках мар, пит илемлĕ çӳç пайăрки хăварчĕ.
Çамки çине кăтралатма хăварнă çӳç пайăрки разведчиксене нимĕнрен те ытла кăмăла кайрĕ. Ку шăпах ĕнтĕ кирли пулнă. Кавалеристсен пек пысăк çӳç пайăрки мар, йĕркеллĕ, тирпейлĕ артиллерист çӳçĕ пайăрки пулнă вăл.
— Ну, тăванăм, ĕç пулса çитрĕ! — тесе кăшкăрса ячĕ Горбунов савăннипе. — Пирĕн пĕчĕк кĕтӳçĕ пуçĕ çинчи лупас тăрри сирпĕнчĕ.
Ваньăн хăй çине часрах тĕкĕр витĕр пăхасси килчĕ, анчах та парикмахер, чăн-чăн артист тата ĕçе тĕплĕ тăвакан художник пек пулса, хăйĕн произведенине кирлĕ пек туса çитерме тăрăшса тата нумайччен тăрмашрĕ.
Юлашкинчен вăл Ваньăн пуçне пĕчĕк шăпăр пек щеткăпа шăлса илчĕ те питне трубка витĕр одеколон сапрĕ. Ваня куçĕсене хупма ĕлкĕреймерĕ. Одеколон куçсене чĕпĕтсе илчĕ, унăн куççулĕсем шăпăртатса анчĕç.
— Пулчĕ, — терĕ парикмахер, Ваня çинчен алшаллине сĕвсе илсе, — пăхса савăн ĕнтĕ.
Ваня куçĕсене уçрĕ те хăй умĕнчех хыçалтан хитре хут çыпăçтарнă пĕчĕк тĕкĕр, тĕкĕр çинче темĕнле ют, анчах та çав тери палланă ача сăнне курчĕ. Ачи çара пуçлă, пысăк хăлхаллă, çамки çинче пĕчĕкçеç шурă çӳç пайăркиллĕ, савăнăçлăн пăхакан кăвак куçлă пулнă.
Ваня хăйĕн сивĕ ывçă тупанĕпе вĕри пуçне шăлкаласа илчĕ, чикекен çӳç унăн ывçă тупанне те, пуçне те кăтăклантарчĕ.
— Пайăрка, — терĕ те ача савăнăçлăн, пӳрнипе пурçăн пек çемçе çӳçне якатса пăхрĕ.
— Пайăрка мар, пайăрка пекки, — терĕ Биденко вĕрентӳллĕн.
— Ну, пайăрка пекки пултар эппин, — терĕ ачашшăн кулса Ваня.
— Халĕ ĕнтĕ, тăванăм, мунчана каятпăр!
18
Чаплă ăста хăйĕн ĕç хатĕрĕсене алшăллипе чĕркенĕ, унтан хăй ĕçлесе илнĕ çĕр грама ĕçсе çырткаласа ларнă вăхăтра Горбуновпа Биденко ачана мунчана илсе кайрĕç.
Мунчи нимĕçсен пĕчĕк блиндажĕнче çеç пулнă пулин те, унта тимĕр пичкерен тунă кăмака тата çавăн пекех тимер пичкерен тунă катка çеç пулнă пулин те (çавăн пирки вĕри шывран кăштах бензин шăрши кĕнĕ), виçĕ çул хушши çăвăнман Ваньăшăн çав мунча рай пекех туйăннă.
Туссем иккĕшĕ те — Горбунов та, Биденко та мунча тĕлĕшĕпе пысăк ăстасем пулнă. Вĕсем хăйсем те çăвăнма юратнă, ыттисене те çăвăнтарма юратнă.
Ачана вĕсем çав тери лайăх çурĕç.
Кун валли Горбунов хăйĕн япала миххи тĕпĕнче кирлĕ вăхăта кĕтсе икĕ çул хушши выртнă тутлă шăршăллă супăнь татăкне хĕрхенмерĕ. Биденко Ахунбаев капитанăн батальонĕнчи юлташĕсенчен чăпта тупса пырса, унтан çăвăнмалли пит те лайăх мунчала турĕ.
Тĕплĕ Горбуновăн хурăн милĕксем те тупăнчĕç, кунтан вара Ваня калама та çук тĕлĕнчĕ.
Мунчара «летучая мышь» текен хунар çуннă. Шӳсе кайнă хурăн çулçи шăршипе тулнă вĕри, пăслă сывлăшра разведчиксем ачана çав тери тăрăшса çурĕç. Вĕсем хăйсем иккĕшĕ те пĕшкĕнсе ларчĕç мĕншĕн тесен пуçпа мачча пĕренисене çапăнма пултарнă.
Вĕсен паттăр кĕлеткисем пăс витĕр юпасем пек курăнса тăчĕç.
Пĕр çур сехет хушшинчех вĕсем Ваньăна çав тери лайăх çуса тап-таса, хĕп-хĕрлĕ туса лартрĕç, вăл хĕрнĕ тимĕр кăмака пекех витĕр курăнакан пулчĕ.
Анчах та паллах ĕнтĕ, ăна кун пек тума çăмăл пулман. Ача çинчен виçĕ çул хушши пухăннă пылчăка çуса яма Биденкопа Горбунов хăйсен пĕтĕм паттăр вăйне хучĕç. Вĕсем черетлĕн унăн çурăмне мунчалапа сăтăрчĕç, унăн пĕтĕм ӳт-пӳне тутлă супăнь кăпăкĕпе кăпăкларĕç, вĕсем ун çине темĕн пысăкĕш консерва банкинчен вĕри шыв ячĕç, унтан яка тенкел çине выртарса икĕ милĕкпе пĕр харăс çапрĕç, — çакăн чухне вĕсем йывăçран тунă вылямалли «мужикпе упа» текен япала пек курăнчĕç, уйрăмах çарамас Горбунов çăкаран касса тунă упа евĕрле курăнчĕ.
Ваньăна пилĕк шывпа çумалла пулчĕ, кашни шывпа çумассеренех ăна çĕнĕрен кăпăкларĕç.
Пирвайхи шывĕ çав тери хура пулнă, вăл чернил пекех кăваккăн курăннă. Иккĕмĕш шывĕ ахаль хура пулнă. Виççĕмĕш шыв хăмăр пулнă. Тăваттăмĕш шывĕ — сенкертерех. Пиллĕкĕмĕш шыв кăна тап-таса ӳт тăрăх çап-çуттăн юхса аннă.
— Ну, тăванăм, асапланса пĕтрĕмĕр эпир санпа, пĕр вăй та юлмарĕ, — тере Горбунов, пичĕ çинчи тарне шăлса. — Пĕлетĕн-и, тăванăм, сана мунчалапа мар, наждак хучĕпе хырмаллаччĕ.
— Атту рашпильпе хырнă пулсан та юратчĕ, — хушса хучĕ Биденко, «пĕчĕк кĕтӳçĕн» начарккарах, анчах çапах та хитре те вăйлă ураллă çирĕп кĕлетки çине кăмăллăн пăхса.
Пуринчен ытла разведчиксене Ваньăн таса çурăмĕ çинче пĕчĕк пуртăсем пек палăрса тăракан хул лапаткисем кăмăла кайрĕç.
Ваня хăйĕн алшăллийĕпе шăлăнса, мунча умĕнче хăйĕн кĕпи-йĕмне, тăхлан тӳмелле кĕпипе аялти йĕмне тăхăнчĕ.
Халĕ вара паллă самант çитрĕ: Ваня тинех хăй çине обмундировани тăхăнчĕ. Вăл çухи айне шурă пир çĕлесе хунă пустав гимнастерка тăхăнчĕ те, хайĕн хулпуççийĕсем çинче погонсен хытă картонкисене тата çав погонсене гимнастерка çумне юри тунă шăтăксем витĕр çыхса лартнă кантăрасене туйрĕ.
Погонсем пуррине туйсан, вăл çавăнпа пĕрлех хăй çак самантран пуçласа ахаль ача мар, Хĕрле Çар салтакĕ пулнине мăнкăмăллăн туйса илчĕ.
Вăл, йĕпе çӳçлĕскер, мунча умĕнче, кĕтмĕл сарнă урайĕнче çара уран тăчĕ. Вăл хăйне вĕрентекенсем çине: «Ну, епле? Тĕрĕс тумланатăп-и эпĕ?» тесе ыйтнă пек пăхса тăчĕ.
Анчах та вĕсем, Ваня мĕнле тумланнине сăнаса, нимĕн те чĕнмерĕç. Паттăрсем çине чалăшшăн пăха-пăха, Ваня хăйĕн таса, шывпа пĕркеленнĕ шурă пӳрнисемпе хулăн çухине тата тăвăр çаннисене тӳмелеме тытăнчĕ.
Хăнăхмасăр ку ĕçе тума самаях йывăр пулнă. Çирĕп çĕлесе лартнă çăлтăрлă пăхăр тӳмесем тăвăр шăтăксенчен аран-аран кĕнĕ. Шăтăкĕсем алăран вĕçерĕнсе кайнă. Анчах та ача, тутисене çыртсах, юлашкинчен пурĕпĕр тӳмелесе çитерчĕ.
Халĕ ĕнтĕ унăн алтунисене çанăсем çирĕппĕн тытса лартрĕç. Тӳмеленĕ çухи мăя хĕсерех тăрса тӳрĕ туса хучĕ.
Пиçиххи çыхса урана атă тăхăнасси çеç юлчĕ.
Ача шухăша кайрĕ. Вăл пĕлмен: малтан пиçиххи çыхмалла-и, е атă тăхăнмалла? Вăл Биденкопа Горбунов çине ыйтас тенĕ пек пăхса илчĕ. Лешсем чĕнмереç. Кăштах шухăшласа тăрсан, Ваня аттине алла тытрĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Биденко.
Ваня çипрен çыхнă шурă чăлха тăхăнчĕ те иккĕленерех тăрса, аллине пуртенкке тытрĕ. Вăл ку таранччен нихçан та пуртенкке сырса курман, ăна епле чĕркемеллине те пĕлмен.
Горбунов хуллен кăна Биденкона чавсипе тĕртсе илчĕ. Ваня çиленнĕ пек пулса хĕрелсе кайрĕ. Вăл хăвăртрах ури çине пуртенкке чĕркерĕ. Горбуновпа Биденко чĕнмерĕç. Ваня аттине илчĕ те, пуртенкке чĕркенĕ урине атă ăшне чикрĕ, анчах та ури атă кунчинче хĕсĕнсе ларчĕ. Ваня урине каялла туртма тытăнчĕ, анчах аран-аран туртса кăларчĕ.
— Кĕмест, — терĕ вăл, хашкаса илсе.
Разведчиксем чĕнмерĕç. Ваня тата ытларах хĕрелсе кайрĕ.
— А, шуйттан! — терĕ те Ваня тарăхса, урине каллех атă ăшнелле чикме пуçларĕ.
— Кĕмест-и? — терĕ Биденко, шелленĕ пек пулса.
— Кĕмест, — терĕ Ваня.
— Ансăр эппин, — терĕ Горбунов.
— Çапла ĕнтĕ, — терĕ те Биденко, тарăнăн сывласа ячĕ. — Атă нимĕне те юрăхсăр. Пăсса панă шуйттан сапожникĕ. Кăларса пăрахмалла анчах. Çапла-и, Чалдон?
— Урăх мĕн тăвăн ĕнтĕ. Кӳр кунта аттусене, Ваня. Эпĕ вĕсене халех кăларса ывăтатăп.
Ваня Горбунов çине хăраса пăхрĕ.
— Кăларса ывăтас мар, пичче. Эпĕ пуртенккесĕр тăхăнса пăхăп. Тен, кĕрет пулĕ.
— Пуртенккесĕр юрамасть. Йĕрки çапла.
«Юрамасть» тени ачана хăратсах пăрахрĕ. Вăл атта тытрĕ те, каллех туртса тăхăнма пуçларĕ. Ăна вăл çурри таран туртса кĕртрĕ. Анчах унтан шалалла ура нимĕн тусан та кĕмерĕ. Вара Ваня атине хывма пикенчĕ. Анчах капла та ĕç тухмарĕ. Ура атă ăшне çирĕп кĕрсе ларнă. Ни унталла, ни кунталла каймасть.
— Ĕç начар, — терĕ Биденко лăпкăн.
— Чим-ха, — терĕ Горбунов. — Тен атти ансăр кăна мар, пуртенкки те ытла хулăнни лекнĕ пулĕ?
— А-ха! Ытла хулăн çав, — терĕ Ваня иккĕленерех. Вăл ĕç кунта атăра та, пуртенккере те пулманнине, кунта салтаксен темĕнле вăрттăнлăхĕ пуррине, Горбуновпа Биденко ăна лайăх пĕлнине, анчах Ваньăна тĕрĕслес шутпа юри каламаннине туйрĕ.
Ача хăйĕн учителĕсем çине хурлăхлăн пăхса илчĕ те, лешсем вара ăна ытла нумай вăхăт асаплантармарĕç.
— Акă мĕн, пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ Биденко çирĕппĕн, ăс памалла сасăпа, — санран чăн-чăн салтак, пуринчен ытла артиллерист пулаймарĕ эппин. Пуртенккене те кирлĕ пек чĕркеме пултараймастăн пулсан, мĕнле батареец-ха эсĕ? Нимĕнле батареец та мар, савнă тусăм. Çавăнпа та, çапла çеç тумалла: сана каллех хăвăн тумтирне тăхăнтартмалла та, тыла ăсатмалла. Çапла-и?
Ваня нимĕн те чĕнмерĕ. Каллех обмундированисĕр тăрса юласси тата тыла каясси ăна путарсах лартрĕ.
— Ĕçсем çавăн пек, Ванюша, — терĕ Биденко малалла. — Анчах кăна ахаль çеç, тĕрĕслесшĕн каларăм. Паллах, эпир сана тыла ямастпăр, мĕншĕн тесен сан пирки приказ та панă, тата эпир сана питĕ хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Эппин çакăн пек. Санăн кашни культурăллă воин пек пуртенкке чĕркеме вĕренмелле пулать. Ку санăн пирвайхи салтак науки. Кур акă.
Çак сăмахсемпе Биденко хăй пуртенккине урайне сарса хучĕ те, ун çине çара урипе çирĕппĕн пусрĕ. Урине вăл кăшт чалăшрах, пуртенкке хĕрринерех лартрĕ, виçкĕтеслĕ вĕçне пӳрнесем айне чиксе хучĕ. Унтан вăл пуртенккен вăрăм енне хыттăн туртса, пĕр хутлам та юлми туса чĕркерĕ. Хытă туртса лартнă пуртенкке çине пĕр хушă кăмăллăн пăхса тăнă хыççăн вăл урине сасартăк питĕ хăвăрт çавăрса илчĕ, ура кĕлине чĕркерĕ, пушă аллипе кĕтес турĕ те, пуртенкке юлашкипе ури тунине икĕ хут яваласа илчĕ.
Халĕ унăн ури пĕр хутламсăр кипкепе чĕркенĕ ача пек пулса тăчĕ.
— Пукане! — терĕ те Биденко, аттине тăхăнчĕ.
Аттине тăхăнсан вăл кăшт мухтанарах атă кĕлипе шаклаттарса илчĕ.
— Пит аван, — терĕ Горбунов. — Çакăн пек тума пултаратăн-и?
Биденко мĕнле-мĕнле тунине Ваня тĕлĕнсе, куç илмесĕр пăхса тăчĕ, нимĕне те асăрхамасăр ирттерсе ямарĕ. Ăна халĕ çаксене хăй пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс тума пултарассăн туйăнчĕ. Анчах та, салтăксемпе пĕрле пурăнса, вăл салтакла асăрханма вĕреннĕ. Унăн намăс курас килмерĕ.
— Ну-ка, Биденко пичче, мана тата тепĕр хут кăтарт-ха.
— Юрĕ, тăванăм, — терĕ Биденко.
Вăл вара тепĕр урине пуртенкке чĕркесе аттине тăхăнчĕ, урипе тата хăвăртрах шаклаттарса пусса илчĕ.
— Асăрхаса юлтăн-и?
— Асăрхарăм, — терĕ Ваня, чăн-чăн çитĕнсе çитнĕ çын пек.
Вăл хăйĕн пуртенккине тенкел çине Биденко пекех сарса хучĕ. Урине пуртенкке çине хуриччен нумайччен куçĕпе виçсе тăчĕ. Вăл кăштах именнĕ, иккĕленнĕ пек пулчĕ. Анчах та кăна вăл юри турĕ. Унăн аялалла пăхакан куçĕсенче вăхăчĕ-вăхăчĕпе алхасакан хĕм ялкăшса илчĕ.
Хăй кулнине палăртас мар тесе, вăл мунча хыççăн кăвакарарах панă тутисене çыртса лартрĕ.
Унтан сасартăк, пĕр самант хушшинчех урине кирлĕ пек — пĕр хутламсăрах хыттăн чĕркесе лартрĕ.
— Пукане! — тесе кăшкăрса ячĕ те аттине тăхăнса кĕлипе шаклаттарса илчĕ.
— Вăйлă! — терĕ Горбунов. Вĕсем Биденкопа иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхса илчĕç.
Ача вĕсене куллен кунах ытларах та ытларах кăмăла кайрĕ. Ун пирки вĕсем йăнăшман. Вăл чăнах та ăслă, пултаруллă ача пулнă, хуть епле япалана та хăвăртах тавçăрса илнĕ. Халĕ ĕнтĕ унтан питĕ лайăх салтак пуласси пирки иккĕленмелле пулман.
Ваня аттине тăхăнсан, вĕр-çĕнĕ, нăтăртатакан пиçиххи çыхсан, разведчиксем иккĕшĕ те кăмăлĕсем тулнипе ахăлтатса кулса ячĕç — вĕсен умĕнче çав тери тирпейлĕ, илемлĕ ача тӳп-тӳрĕ тăсăлса, куçĕсене ялкăштарса тăнă. Çуса тасатнă сăмси çинче палăракан пулнă шатрасем те ялтăртатрĕç унăн.
— Аван, — терĕ Биденко. — Маттур, пĕчĕк кĕтӳçĕ. Акă халĕ ĕнтĕ эсĕ чăн-чăн салтак пултăн.
Анчах Горбунов, ачана пур енчен те пăхса çаврăнсан, кăмăллă пулмарĕ.
— Ну, кил-ха, кунта. Икĕ утăм малалла! — команда пачĕ вăл.
Ваня Горбунов патне пырсан, вăл унăн пиçиххийĕ хушшине аллине чиксе ячĕ.
— Нимĕне те юрăхсăр ку, тăванăм. Санăн пиçиххи ĕне çинчи йĕнер пек сулланкалать. Пĕтĕм алă кĕрсе кайрĕ, анчах йĕрке тăрăх икĕ пӳрне çеç кĕмелле. Çĕнĕрен çых, — терĕ вăл.
Ваня пиçиххие пĕрре туртсах хытарса лартрĕ, анчах та çаклатаймарĕ, мĕншĕн тесен унта урăх шăтăк, пулман. Вара Биденко хăйĕн шалаварĕн тĕпсĕр кĕсьинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ те, Ваньăн пиçиххине çинче тата тепĕр шăтăк турĕ. Вара пиçиххи Ваньăна кирлĕ пекех туртса çыхмалла пулчĕ.
Хăй çине тата пăхасса кĕтмесĕрех, ача гимнастеркине аялалла çирĕппĕн туртса, пур хутламĕсене те каялла туса ячĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Горбунов. — Халĕ маттур.
Обмундировани тăхăннă Ваня разведчиксен блиндажне пырса кĕрсен, пурте хавасланса, уншăн хĕпĕртесе кайрĕç. Анчах разведчиксем хăйсен ывăлĕ çине пăхса киленсе те çитеймерĕç — землянкăна сержант Егоров пырса кĕчĕ.
Вăл ача çине хăвăрттăн, тинкерсе пăхса илчĕ. Унăн сăн-пуçĕ,тумĕ ăна та кăмăла кайрĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вăл нимĕн те шарламарĕ.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ вăл, — халех пуçтарăн. Батарея командирĕ патне каймалла.
Вăрçăра пурте хăвăрт пулса иртет. Салтаксен пурнăçĕ кĕтмен çĕртен улшăнать. Куçа хупса илме те ĕлкерейместĕн.
Икĕ минутран Ваня çĕнĕ шинель, яка пуçĕ çине тиртен çĕленĕ çĕнĕ çĕлĕк тăхăнса батарея еннелле, командир блиндажне шыраса утрĕ.
19
Капитан Енакиев каннă. Унăн час-час канмалла пулман. Анчах çав каннă телейлĕ кунсене е сехетсенче те капитан Енакиев службашăн епле пулсан та ытларах усă кӳрес тесе тăрăшнă.
Нумай ĕçсене çапăçу кунĕсенче тума вăхăт пулман. Пуринчен ытларах вăл ĕçсем, çав тери васкавлă пулман пулин те, питĕ кирлĕ ĕçсем пулнă. Капитан Енакиев вĕсем çинчен манман. Вĕсене вăл пушăрах вăхăтра тума хăварнă çеç.
Хăйне çеç тивекен ĕçсене илсен, ун пек ĕçсем унăн пулманпа пĕрех. Çемьи пĕтнĕ хыççăн унăн никамран та çыру илмелли, урăх никам патне çыру çырмалли те пулман. Унăн тăванĕсем-хурăнташĕсем пулман. Вăл тăр пĕччен юлнă. Анчах та вăл хăйĕн шухăшĕ-кăмăлĕсене палăртмасăр пурăнакан çын пулнă: унăн хуйхи çинчен, вăл пĕр пĕччен пулни çинчен полкра никам та пĕлмен, темелле, — хăш-пĕрисем ăна сиснĕ çеç.
Батарея капитан Енакиевăн çемьи пулса тăнă. Анчах та кашни çемьен хăйĕн шалти, çемье ĕçĕсем пур. Батарейăн çав çемье ĕçĕсене вара капитан Енакиев хăй каннă кунсенче туса пынă.
Çав ĕçсем шутĕнче — Ваня Солнцева малашне епле пăхса ӳстерес ыйту та пулнă.
Капитан Енакиев ачана пĕрре кăна курса калаçнă. Анчах Ваньăн çынсен куçĕ умне пĕрре курăнсанах кăмăла каймалла телей пулнă. Çав çĕтĕк-çатăк тумланнă, пир хутаç çакнă ялти «кĕтӳçĕре», унăн улăм витнĕ пӳрт тăрри евĕрлĕ çӳçлĕ пуçĕнче, унăн кăвак та çутă куçĕсенче темĕнле хăй патнелле туртакан вăй, кăмăла каймалли пахалăх пулнă.
Капитан Енакиев, хăйĕн сăлтакĕсем пекех, çав ача çине пĕрре пăхсанах, ăна юратнă.
Анчах разведчиксем Ваньăна темĕнле савăнăçлăн, тен кăштах çăмăлтараххăн юратнă. Вĕсем шӳт туса ăна хăйсен ывăлĕ тесе чĕннĕ. Анчах, тĕрессипе каласан, вĕсемшĕн вăл ывăл пулман, кĕçĕн шăлне, ашкăнма юратман, кулăшла, хăйсен кичемрех боевой пурнăçне нумай интерессем илсе кĕртнĕ ача пулнă.
Капитан Енакиева илсен, ача унăн чунĕнче нумай пысăкрах туйăмсем çуратнă. Ваня унăн чунĕнчи тӳрленсе çитмен сурана çĕнĕрен ыраттарнă.
Разведчиксене Ваньăна хăйсем патĕнче хăварма ирĕк парсан, капитан Енакиев ун çинчен манса кайман. Лейтенант Седых управлени взвочĕн ĕçĕсем çинчен пĕлтернĕ чух, капитан Енакиев кашнинчех çав ача çинчен ыйтмасăр ирттерсе яман.
Вăл ун çинчен час-часах шухăшланă. Ун çинчен шухăшланă чух вара ăна халĕ çичĕ çул тултармалли, анчах вилнĕ, çут тĕнчере нихçан та урăх пулас çук пĕчĕк арçын ача — матрос картусĕ тăхăннă ача асне килнĕ.
Ваня унăн вилнĕ ывăлĕ евĕрлĕ пулнă-и-ха? Çук. Вăл пĕртте ун евĕрлĕ пулман — сăн-пит енчен те, çулсем тĕлĕшĕнчен те, пуринчен ытла — характер енĕпе. Ун ачин çирĕпленнĕ характер пулма вăл ытла та пĕчĕккĕ пулнă-ха, анчах Ваня ӳссе çитĕннĕ çын евĕрлех пулнă ĕнтĕ. Çук, ĕçĕ, паллах, урăххинче пулнă. Ĕçĕ — капитан Енакиев хăйĕн вилнĕ ывăл ачине çав тери хĕрӳллĕн, чĕререн, чунтан юратнинче пулнă.
Ачи çĕр çинче тахçанах пулман ĕнтĕ, анчах та юрату çаплах вилмен.
Капитан Енакиева Ваня разведкăна кайни çинчен пĕлтерсен, «штаб вăрманĕнче» мĕн-мĕн пулса иртни çинчен пĕлсен, вăл пит те çиленнĕ. Çавăн чух кăна вăл çав хăйĕншĕн ют ача, уншăн мĕн тери хаклине ăнланса илнĕ. Вăл Ваньăна разведчиксем патĕнче хăварма ирĕк панă, анчах ачана разведкăна ярасси çинчен нимĕн те каламан. Ĕç лайăх мар пĕтнĕ пулсан — лейтенант Седыха аванах пулмастчĕ.
Капитан Енакиев май килсенех Ваня Солнцев пирки ĕçе татасси çинчен ун чухнех шут туса хунă.
Командир хваттерĕ вырăнаçнă тĕле пĕлме пулакан нумай паллăсем тăрăх, разведчиксен йăлипе никамран ыйтмасăрах Ваня Солнцев капитан Енакиевăн блиндажне хăех хăвăрт шыраса тупрĕ.
Яка, кăштах мăкăрлса тăракан атă тĕпĕсемпе пусма картлашкисем тăрăх шаклаттарса, Ваня командир блиндажнĕ анчĕ.
Вăл хăй тирпейлине, çивĕччине, кунпа пĕрлех кăшт хăранине туйса пычĕ. Командир чĕннипе ун патне каякан салтак яланах кăшт çӳçенет ĕнтĕ.
Капитан Енакиев килти пек ларнă. Аттине хывнă, кительне вĕçертсе янă, ун айĕнчен сенкер байковай фуфайка курăнса тăнă. Вăл лаша çине витмелли попона сарнă койка çинче ларнă.
Унăн койки ытти хуть те хăш разведчикăн койкинчен çакăнпа çеç уйăрăлса тăнă: ун çинче халĕ çеç якатнă таса пит тăхăнтартнă минтер выртнă.
Шинельсĕр, картуссăр, кителĕ çине тĕсĕ кайма пуçланă темиçе орден ленти çакнă, тĕксем тăнлавĕсем патĕнче кăвакарма пуçланă çӳçлĕ батарея командирĕ Ваньăна пирвайхи хут курнинчен ватăрах пек туйăнчĕ.
Ваня пуçĕ çинчи çĕлĕкне икĕ аллипе тытса хыврĕ те: — Аван-и, пичче! — терĕ.
Капитан Енакиев ун çине сиввĕнрех, йĕри-тавра пĕркеленчĕксем палăракан хура куçĕсемпе хуллен кăна хĕссе пăхрĕ. Малтанхи минутрах вăл çак хитре, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, артиллери погонĕсемпе петлицăсем çакнă çĕнĕ шинелĕн сарлака çухинчен тухса тăракан çаврака çирĕп пуçлă, чылаях çӳлĕ салтак «пĕчек кĕтӳçĕ» Ваня пулнине палласа та илеймерĕ. Атă тăхăннипе унăн пĕвĕ çӳллерех пулнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...