Ан авăн, шĕшкĕ


Акă тĕмсем. Мĕн тери хăрушшăн курăнаççĕ вĕсем тĕттĕм каç! Автомата çирĕпрех тытатăп. Акă кабель татăкĕ... Асăрхануллăн йĕри-тавралла пăхса илтĕм: такам пур пекех туйăнать. Пăч-тĕттĕм, çывăхра пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест, Кенигсберг енче çеç хушăран ракетăсем çутăлса сӳнеççĕ, таçта хамăр «кукурузник» кĕрлесе вĕçет.

Акă хуллен çеç пĕшкĕнетĕп, куçăм умри тĕмсем çинчех. Кабель татăкĕсене илес тесе алла тăсатăп... Унччен те пулмарĕ — сасартăк виççĕн сикрĕç ман çине, виççĕн виçĕ енчен. Автомат крючокĕ çине пусма ĕлкĕртĕм... Пĕри ман умрах нимĕçле кăшкăрса йăванчĕ, иккĕмĕшĕ тĕмсем хыçĕнче вĕлт çеç курăнчĕ, юлташĕсене пăрахсах тарчĕ пулас; хыçалтан сиксе тухни мана мăйран ярса илчĕ те çавăрса çапрĕ. Ӳкнĕ чух автомата мĕнпур вăйран султăм та нимĕçе чĕркуççинчен лектертĕм. Тăрланкă ариец та хампа юнашарах тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Вăйлăччĕ эп аманиччен, батальонта мана кĕрешсе çĕнекен çукчĕ те пулĕ. Майлăн ӳкрĕм пулас, ыратнинĕ-мĕнне туймарăм, нимĕç çине кушак пек сиксе лартăм та карланкинчен ярса илтĕм. Чĕрем виçесĕр курайманлăхпа тулчĕ, аллăмсене вăй килсе кĕчĕ.

Вăл та тĕреклĕ, икĕ хутчен мана хăй айне персе чикрĕ. Анчах эпĕ те парăнсах каймастăп. Хире-хирĕç пăхса, хашкаса выртатпăр. Вăл аялта, эпĕ çиелте. Ӳсĕр пулас хăй, çăварĕнчен чăтма çук эрехпе ыхра шăрши перет. Хăрăлтатма пуçларĕ хайхи, аллисене вĕçерчĕ... «Эсĕ иккен вăл — Раççее пăхăнтараканни! Акă сана!» — пăватăп фашиста.

Ай! Çав çамантра çурăмран тем тирсе илчĕ, унтан сылтăм аяк пĕçерсе кайрĕ... сылтăм хулпуççи... Виçĕ хутчен лачлаттарса чикрĕ урнă нимĕç мана кинжалĕпе. Вĕлеретчĕ пуль, анчах аллисем вăйсăрланса çитрĕç пулас, хулăн фуфайка та çăлса хăварчĕ пуль мана...

Аллăмсем лăштах вĕçерĕнчĕç. Çăлăнăçне сиснĕ нимĕç ним тăвиччен малтан юлташне кăшкăрса чĕнчĕ, анчах ăна никам та пулăшма килмерĕ. Сывлăш çавăрса илнĕ тăшман каллех мана ыталаса илчă те, хăй çинчен илсе ывăтас тесе пуль, урисене чармакларĕ. Çакна çеç кĕтнеччĕ эпĕ — латлаттартăм ăна ачаш вырăнтан чĕркуççипе... Гитлеровецăн аллисем лĕнчĕрех кайрĕç. Анрăса ӳкрĕ çынçиен. Эпĕ ун автоматне, гранатисене вĕçертсе илтĕм те кабель татăкĕ патне аран сĕтĕрĕнсе çитрĕм, тăма вăйăм çук. Хăрах алăпа аппаланкаласа, шăлпа çырткаласа, кабель вĕçĕсене çыртса çыхрăм, хам аппарата линипе пĕрлештертĕм, аран çеç пĕр-икĕ хут шăнкăрав аврине çавăртăм.

— Астров, эсĕ-и ку? Маттур! — илтĕнчĕ трубкăра комбат сасси. Атте пекех туйăнчĕ вăл маншăн çак самантра.

— Эпĕ ку, майор юлташ! Хăвăртрах пулăшăр: мана йывăр амантрĕç. Ман умра сывă фриц...

Алă чĕтре пуçларĕ, трубка тухса ӳкрĕ. Хам пĕтĕмпе турткаланса, сиксе чĕтретĕп. Çанçурăм тăрăх ăшă, çăра юн юхать. Ыратнине те туймастăп пек, анчах вăй пĕтçех пырать, куç хуралса килчĕ. Сылтăм хул пĕрре те хамăнни пек мар, тем пекех йывăрланса кайрĕ те хускалми пулчĕ. Сурансене сывă юлнă алăпа çыхас теттĕм, анчах çав самантра нимĕç тăрса ларчĕ.

— Хенде хох! — кăшкăртăм сулахай аллăмри автоматпа тĕллесе. Фриц аллисене çĕклерĕ. Ларатпăр çапла хире-хирĕç: вăл, халĕ çеç тăна кĕнĕскер, эпĕ, кĕç-вĕç тăнран кайса ӳкмеллескер. Нимĕç хускалмасть, чее вăл: эпĕ ларнă çĕртех юн юхтарса вилессе кĕтет пулас, ытлашши шав тăвасшăн мар.

Тĕлĕкри çыннăнни пек, пуçăм та, аллăм та çĕрелле усăнсах пыраççĕ, мĕнпур чун хавалĕпе вăй пухса, тӳрленсе ларатăп. Хам вилессине те палăртас килмест тăшмана! Пĕрре шутлатăп та хам вилсе кайиччен ариеца та тирпейлесе хурас мар-ши тетĕп, анчах ман ăна чĕрĕллех тытас килет: вăл хăй мана чĕрĕлле тыткăна илесшĕн пулнă, акă халĕ хăех ман алла лекрĕ — ан тив, каласа патăр хăйсен вăрттăнлăхне.

Хама пулăшма туссем килессе шансах тăратăп — çавă çеç мана хавхалантарать. Пĕлетĕп, вĕсем мана çăлĕç, хăйсен тусне леш хăравçă, сутăнчăк ариец пек пăрахса тармĕç...

Куçăма хура чаршав хупларĕ, йывăррăн сывлакан пултăм, çапах та автомата пăрахмастăп, чĕркуççи çине хурсах нимĕçе тĕллетĕп. Хире-хирĕçех хамăр, пĕр виçĕ утăмра кăна ларатпăр, тĕллесех пемесен те лектерме пултаратăп. Çавăнпа та нимĕç хускалма шикленет.

Кашни минут сехет тăршшĕ туйăнать. Тинех кĕтсе илтĕм: «Петя! Астрăп!» —тени илтĕнсе кайрĕ.

Пĕтĕм вăя пухса, вĕсене хирĕç кăшкăртăм. Анчах та ман ăшран сасă тухмарĕ, хăрăлтатса çеç илтĕм. Тайăлсах кайрăм, çапах та тăшмана автоматăмпа тĕллетĕп. «Хенде хох, йытă!» — пашăлтататăп хаяррăн.

— Петенька! Астрăп! — янăраса кайрĕ çумрах. Аманнă хулран такам ярса тытрĕ те, суран чăтма çук ыратнăран каçăхса кайрăм...

Кайранхине вара тĕлĕкри пек çеç астăватăп. Питрен уçă çил ачашласан тин тăна кĕтĕм. Темле килкартине йăтса кĕнĕ иккен мана, наçилкка çине хунă; тул çутăлнă.

Старшина, çар мăйăхне турткаласа, санитарсене тем кăшкăрать (мĕнле тăрăшать иккен вăл маншăн!).

Наçилкка тавра связистсем тăраççĕ. Вăйсăрланнă куçăмпа юратнă тусăмсене шыратăп. Пӳрт еннелле пăхрăм та — чĕрем пăчăртанса илчĕ: Лисука Викторпа Курман икĕ хулĕнчен тытнă та ӳкĕтлесе тем калаççĕ. Лисук ман еннелле кăтартса макăрать.

Мĕн калать-ши вăл? Илтĕттĕм сăмахесене! Анчах нимĕн те илтĕнмест... Викторпа Курман иккĕшĕ те салху, такама питĕ тарăхнă сăнлă.

Пĕтĕм чун хавалне пухса, сиксе тăрас килчĕ: тусăмсене, старшинана ыталăттăм! Лисука йăпатăттăм: «Ан макăр, савниçĕм», — тейĕттĕм. Анчах тапранма та, калаçма та вăй çук.

Сывпуллашма та памарĕç, çĕклерĕç те мана, пĕчĕк ача пек вăйсăрскерне, юратнă туссенчен, савнирен уйăрса, таçталла илсе кайрĕç.

Пĕлĕт, янкăр кăвак тӳпе куçăмра — нимĕç пĕлĕче...

«Çук! Ку çамрăклăхăн вĕçĕ мар-ха, пуçламăшĕ кăна! — терĕм, чунăма хытарса. — Ан авăн, шĕшкĕ!..»

 

* * *

Госпитальте икĕ уйăх ытла выртрăм. Эпĕ сывалса тухиччен вăрçă та пĕтрĕ, фашистла Германи парăнчĕ.

Батальона каç пулас умĕн çитрĕм. Связистсем Кенигсберг çумĕнчи пĕр лĕчĕк вăрманта вырнаçнă. Вăрманĕ ешернĕ ĕнтĕ, кайăк юрри илтĕнет. Илемлĕ çуркунне!

Хамăр связистсен шурă палаткисем курăнса кайреç... Чĕрем сикет. Вĕçнĕ пек утатăп. Шухăшра Лиза кăна. «Мĕн тăватъ-ши вăл халь? Кĕтет-ши мана, хыпарсар çухалнă савнине?»

Тусăмсем мана сырса илчĕç те урра йăтма пуçларĕç. Шавланине илтсе, Гончарук та палаткăран хаярланса тухрĕ. Мана курчĕ те ятлаçма мансах ума чупса пычĕ... Ыталасшăнччĕ пулас вăл, анчах салтаксем çине пăхса илчĕ те, мăнаçлăн ӳсĕркелесе, алă тытса çеç саламларĕ.

— Гончарук патнех килтĕн эппин? — терĕ, сар мăйăхне савăнăçлă пĕтĕрсе. — Питĕ хавас! Сан пек маттурсене яланах — тайма пуçăм!

Хаяр старшина чăнах та пуç таянçи пулчĕ, унтан, хулпуççирен лăскаса, хуллен çеç каларĕ:

— Лайăхрах çитерес пулать сана, начарланнă эс... интеллигенци!

Чунăм чăтмăсть. Хам тусăмсемпе калаçатăп, куçăм кухня палаткн çинчех. Кĕç-вĕç унтан гимнастеркăллă хĕр тухассăн туйăнать. Анчах эпĕ пăлханса кĕтни кăлăхах...

— Çул хыççăн вĕри шыв ĕçес килет ман, — тетĕп те кухньăна кĕрсе каятăп. Манпа пĕрлех Викторпа Курман кĕчĕç.

Вучах умĕнче ларакан палламан ловара курсанах черем ыратса кайрĕ. Тӳрех ăнланса илтĕм: Лисук кунта çук! Ăçта-ши вăл?

Чун тăвăнса килчĕ, çапах тусăмсем умĕнче хуйха палăртасшăн мар, кулкаласа çеç ыйтатăп:

— Ăçта-ха ман землячка?

Тусăмсем мана пĕр сăмахсăрах ăнланчĕç. Иккĕшĕ те хултан çупăрларĕç.

— Ан авăн, шĕшкĕ! — терĕ Ворончихин.

— Кăштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучă Курмаигалиев.

Лизăна вăрçă пĕтсенех çар штабне чĕнсе илнĕ-мĕн, унтан вăл ăçта кайни паллă мар; килне таврăннă пуль терĕç тусăмсем.

— Санран çыру кĕтрĕ... — теççĕ мана тусăмсем. — Çырмарăн.

— Хам та сахал мар шутланă эп çыру çырас пирки. Ытла та йывăр выртрăм çав, ырă хĕр пурнăçне инвалид шăпипе çыхас темерĕм, çавăнпа çыраймарăм. Халь тин ĕнтĕ ним тума та çук, вăл ăçтине пĕлмесĕр çыру ярасси çинчен ан та шухăшла...

Çук! Тупатăпах эп ăна, тусăмсем, пурпĕрех шыраса тупатăп!

Каллех салтак пурнăçĕ пуçланчĕ. Часах пире хĕвелтухăçне самурайсемпе çапăçма ячĕç. Çурăм хыçне катушка çакнипех пĕтĕм Маньчжури тăрăх утса тухрăм. Мĕн чухлĕ кабель сӳтсе чĕркемерĕм пулĕ çак алăсемпе? Тӳрĕ тăсса каяс пулсан — киле те çитĕ! Маньчжурири çапăçусенче тата икĕ хутчен амантăм.

Майĕпен хам хуйха та хăнăхрăм пек, анчах малтанхи юратăва мĕнле манăн-ха?

Старшина мана Лисукăн килти адресне пĕлтерчĕ. Темиçе çыру та çыртăм — хирĕç ответ килмерĕ. Çырусем хăвăрт çӳремеççĕ; çулĕ инçе, вуппилĕк пин çухрăм-çке!

Нимĕн те юлмарĕ Лисука асăнмалăх. Пĕр юрă кăна, вилĕмсĕр юрă юлчĕ. Батальонта вăл юрра пĕлмен çын та çук: комбат та пĕччен чух юрлакалать, теççĕ. Гончарук юрра, хăйĕн тăван юррисене тата вырăс халăх юррисене салтаксемпе пухăнса юрланă чух, пирĕн «Шĕшке» те шăрантармасăр хăвармастчĕ.

Çав юрăпах Хинган урлă каçрăмăр, Маньчжури сопкисем тăрăх утса тухрăмăр. Самурайсене аркатнă хыççăн пĕр каçхине Порт-Артур театрĕнче те юрласа патăмăр ăна. Кĕвви салтаксене те, китаецсене те питĕ килĕшрĕ — икĕ хутчен юрлаттарчĕç...

Пирĕн йăлана кĕрсе юлчĕ вăл юрă. Вăрçă хирĕсенчи паттăр ĕçĕмсем те, яшлăхăм та, малтанхи юрату та, тусăмсен ячĕсем те çак юрăпа çыхăнчĕç маншăн...

Хĕрсе калаçнă хушăрах Астров сасартăк шăпланчĕ, унтан йăлт! кăна сиксе тăчĕ те, «Пăрахут, ачасем! пăрахут!» тесе, савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ.

Ун сассине ытти ушканрй салтаксем те илтрĕç. Шавлă хускалу пуçланчĕ.

Астров хыпаланса чупкалама тытăнчĕ.

— Чимĕр-ха, каласа пĕтермерĕр эсир, — астутартăм ăна.

— Каçарăр, — терĕ вăл, ман енне çавранса, — ав, парахут килет, çакăнпа ман юрату исторяйĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать, вăл мĕнле пуласса хам та пĕлместĕп-ха.

— Ăнланаймарăм-ха сире, Астров.

— Акă çыру — Лисук çырăвĕ... — Сержант кăкăр кĕсйинчен виç кĕтеслĕ конверт кăларса кăтартрĕ. — Анчахрах çартан таврăннă вăл, халĕ мана, ав, хăнана чĕнет. Çырăвĕнче леш тĕлĕк пирки те асăннă: «Йăлтах чăн пулчĕ вăл, тĕлĕк мар... Хăяймарăм ун чух сана тĕрĕссине пĕлтерме», — тет... Халь, акă, эпĕ те киле таврăнатăп. Манăн та Çĕмĕрле станцинче анмалла, Лисук патне пĕрлех кĕретпĕр, ун чух лайăхрах паллашăр. Халĕ пăрахут çине ларма хатĕрленер.

Эпир кайма пуçтарăннă хушăра пирĕн ума сар мăйăхлă, улăпла пысăк гвардеец килсе тухрĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: